Хура çăкăр :: IX. Ятлă çынсем


Тарласа пăшăхнă лашине Тухтар сĕтел патнелле уттарса пычĕ. Лаши чĕтрене-чĕтрене илет. Тухтар ăна ачашласа мăйĕнчен аллипе лăпкарĕ. Унăн пичĕ хăрах енче пылчăкланнă, тути чĕтрекелет, куçĕ савăнăçлăн çиçсе кулать, тăнлавĕ тĕлĕнче халĕ те юн тымарĕ сиксе вылять, пӳрнисем те чĕтреççĕ.

Селиме кунтах иккен... Вăл та Тухтара пăхса йăл кулать, хура куçĕ йĕпеннĕ хăйĕн.

— Мĕн пăхса тăран? Пар ĕнтĕ парнӳне, — чавсинчен кăлт тĕртрĕ ăна Мерчен.

Селиме хăй кунта мĕншĕн тăнине мансах кайнă-мĕн. Вăл, сĕтел çинчи çыхха илсе, Тухтар еннелле тăсрĕ кăна, Михаля ăна çавăнтах чарса ĕлкĕрчĕ:

— Чим-ха... Эс... ан васка ытла.

Çав самантра сĕтел патне Шерккейпе Элентей çитсе тăчĕç.

— Тата мĕн?.. — хăй мала тухнă пек хăюллăн ыйтрĕ Шерккей, Михаля çине сиксе ӳкес пек пăхса. — Ман лаша, ман лаша мала тухрĕ, пĕрремĕш парне те манăн!..

Селиме аллинчен çыхха Шерккей вăйпах туртса илчĕ. Михаля çăвар карса тăнă вăхăтра Шерккей хăйĕн çӳренне çавăтрĕ те: «Кайрăмăр, Тухтар!» — тесе кăна хăварчĕ. Кăшт аяккинерех пăрăнсан, Шерккей лашине сăмсинчен чуптуса илчĕ. «Янаварăм, янаварăм...» —тесе мăкăртатрĕ вăл. Унтан лаши çине хăй утланчĕ, хир тăрăх уттарса çӳретме тытăнчĕ. Çынсем ăна хапсăнса пăхаççĕ, лаши иртсе пынă май тĕлĕннĕ кăмăлпа пуçĕсене сулкаласа юлаççĕ. Хапсăнччăр та, ăмсанччăр та. Ырă суннинчен урăх Шерккее çавăн пек чух ним те кирлĕ мар. Кăшт аяккинерех пăрăнсан, Шерккей лаши çинчен анчĕ, хăйпе пĕрле Тухтар пынине асăрхарĕ.

— Лашам та маттур иккен те, Тухтар, — терĕ вăл, сăмахĕсене темле тытăнчăклăрах каласа, — эсĕ те... пултаратан çав... Маттур, маттур, Тухтарăм, чĕререн мухтатăп. Мĕн-çке, эпĕ Тимрук тесе, тупата, çунса тухаттăм... Пăхатăп — хам лаша, хам лаша... Тухтар, чăн калатăп: ĕмĕр хам патăмра пурăнсан та, ылтăнăм, татăк çăкăртан хăвармăп... Нямаç мала тухаймарĕ-им?.. Виççĕмĕш кăна пулмарĕ-и çав? Нямаç пирки ыйтатăп-ха. Иккĕмĕш-и?

— Эп кураймарăм...

— Эп куртăм. Пăхсах тăтăм эпĕ. Хам малтанах шухăшлатăп, çӳренĕм пулмарĕ-ши ку тетĕп. Ĕненес те килет, ĕненме те май çук пек, май çук пек...

Шерккей лашине çаплах ачашлама чарăнмасть. Ăна вăрăм мăйĕнчен лăпканă май хăйне те йăпатать:

— Çӳренĕм, çӳренĕм, çăмартапа сĕлĕ çинче кăна тытмалла та сана... Чим-ха, вăй илер...

Халăх пухăннă çĕртен самай аякка пăрăнсан, Шерккей темрен хăранă пек тавраналла пăхкаларĕ те аллинчи çыххине салта пуçларĕ: пĕр мăшăр атă пур, пиншак, шăлавар, тĕрĕллĕ кĕпе, пиçиххи... Шерккейĕн кăмăлĕ уçăлса кайрĕ. Хура шăлаварне çавăркаласа пăхрĕ, пиçиххине илчĕ те Тухтара тăсрĕ:

— Ме сана, Тухтар... Хисепĕ кирлех мар-ха, парни хаклă. Çапах та çакăн пек хисепе кăларнăшăн çаксем сана пулччăр, сана пулччăр... Йывăра ан ил йыснăна.

Тухтар, йăл-йăл кулкаласа, сĕннĕ япаласене йышăнчĕ, тав турĕ.

— Кĕпипе пиншакĕ Тимрука пулĕ... Пиншакĕ тесен, хама та чух кăна пулма кирлĕ, туя-мĕне çӳреме... Атти ĕнтĕ, лаша асăнмалăхĕ, лаша асăнмалăхĕ хам ятпа пултăр тетĕп, Тямрука пула пуçланса кайрĕ-çке çак кĕтмен чап... Эсĕ, мĕн-и, унпа калаçса татăлтăр-и вара?

— Ĕнерех-ха.

— Ай, шăпăрлансем, чăнах, шăпăрлансем. Мана мĕншĕн пĕлтермерĕр?

— Ямасран хăрарăмăр.

— Вăл та тĕрĕс... Ну, çапах та, пит майлă килсе тухрĕ-ха. Рехмет, рехмет! — Шерккей аллинчи япалисене татах çавăра-çавăра пăхрĕ. — Нямаç çилленет те пуль ĕнтĕ хăй илес парнене хам илнĕшĕн...

— Вăл мана темиçе хут та çула пӳлме хăтланчĕ.

— Хе! Куштанăн кукши курăнмасть теççĕ, курăнать иккен? Э? Тухтар, мĕн тейĕн? Мĕн тейĕн?

— Çапла пулмасăр... — кулмасăрах тавăрчĕ Тухтар. — Тавтапуç, Шерккей йысна, çак хисеплĕ парнешĕн, — терĕ вăл, аллинчи шăлаварĕ чиперех иккенне асăрхаса. — Мана кунтах юлма юрать пуль?

— Юлмасăр! Çӳре каçченех. Каçхине, мĕн вара, пыр хамăр пата, çак майпа кăшт лайăхрах апатланма та намăс мар... Мĕн-и, лаша аптрама кирлĕ марччĕ те, мĕнле-ши...

— Аптрамасть, — шантарчĕ Тухтар.

Шерккей çерем тăрăх тӳрех ялалла анса кайрĕ. Тухтар каялла çаврăнчĕ, çын хушшине кĕрсе куçран çухалчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3