Хура çăкăр :: XX. Чĕре çунтармăш кунсем
Каçхи хĕл вăхăтне Тухтар ют ялсенче çӳресех ирттерчĕ. Вăл Пулмантăш чăвашĕсемпе пĕрле ермĕшсе кайрĕ те кăçатă çапма вĕренчĕ. Ялĕнче пурăнма ăна пурпĕрех кансĕр. Пуçтарнă тырри Шерккей йыснăшĕ патĕнче. Çăкăр çук тенĕ пулсан, йыснăшĕ, шет, панă та пулĕччĕ, — ыйтма хăймарĕ, йăлăнса çӳренĕ пек пулать, ун пеккине юратмасть вăл. Çийĕнчен тата, çакăн пек хирĕçӳсем тухнă хыççăн вăл йыснăшĕ патне халлĕхе пырса кĕме те шутламасть. Селимепе тесен, вĕсем акă мĕнле калаçса татăлнăччĕ: Тухтар халь, çăварниччен, ĕçлекелесе кăштах укçа тăвать; хуçалăха чĕкетме укçасăр май килмест-çке. Селиме пирки иккĕленмелли çук, — вăл хăй сăмахĕ çине тăма пултарать. «Е, Тухтар, эсĕ пулатăн, е çутă кун курам мар», — тесех шантарчĕ вăл улах сăринче, юлашки хут курнăçнă каç. Часах çурхи кунсем çитмелле. Селиме вара, ашшĕнчен ыйтса тăмасăрах, «тухса кайнă йăлапа», Тухтара качча каять. Туйне Элентей тетĕшсем патĕнче ирттерме сăмах пĕтерсе хунă.
Тухтар тăван ялне çăварни ыран тенĕ чух таврăнмаллаччĕ. Селимепе те çавăн пекех калăçса татăлнăччĕ — ĕлкĕреймерĕ. Ушкăнлă ĕçре яланах ху ĕмĕтленнĕ пек пулса тухмасть çав. Тăвас ĕçне пĕтерсен, вăл хăй тӳпине тивекен укçине алла илчĕ те Селиме валли парнелĕх пасарта карăс явлăк туянчĕ, çăварни кунĕ каç, çын курасран вăтаннипе, анкарти хыçĕпе иртсе, килне таврăнчĕ.
Йытти килĕнче мар. Хăй тухса кайнă чух ăна вăл Элентейсем патне хăварнăччĕ. Тăван пӳрчĕ Тухтара калама çук шăппăн та салху кĕтсе илчĕ. Пӳрт умĕнчен çаврăнса иртнĕ чĕрме тупан çуна йĕрĕ çеç ăна кăшт савăнтарчĕ: такам пĕри çапах та ун патне кĕрсе тухнă пулмалла-ха. Хăй килте çуккине кура, пăрăнса кайнă, йĕрĕ вĕр-çĕнĕ, кам хывма пултарнă-ши вăл йĕре?
Алăк умне пĕтĕмпе юр хӳсе тултарнă. Тухтар йывăç кĕреçепе юр ывăтса çул хыврĕ, алăкĕ тинех уçăлакан пулчĕ.
Пӳртĕнче тата кичемрех, сивĕ. Алăк патĕнчи кĕтесре юр курăнать. Витре тĕпне шыв пăрланса ларнă. Тухтар шыв ăсса кĕчĕ, турат вуттипе кăмакине хутрĕ. Шăнса пасарнă пӳрчĕ йăлтах йĕпенчĕ, маччаран тумла юха пуçларĕ.
Аслă урамра чарăна пĕлми халăх кĕрлет. Тĕрлĕ сасăпа тĕрлĕ юрă илтĕнет. Шăнкăравсем канăçсăр чăнкăртатаççĕ. Тухтар, каçалапа çеç урама тухăп тесе, питех васкамарĕ, хăй илсе килнĕ типĕ çăкăрпа апатланчĕ; улмине вăл кăçал Элентей тĕпсакайне те шăтăка антарнăччĕ, унта кайса килме ыран та ĕлкĕрĕ-ха. Каччă çăвăнса тасалчĕ, Селиме панă тĕрĕллĕ кĕпине тăхăнчĕ, çĕнĕ шăлаварĕпе пиншакне тăхăнчĕ, çиелтен тата тепĕр пиншак уртса ячĕ, каç тĕттĕмĕ çывхарсан, урама тухрĕ.
Халăх салана пуçланăччĕ ĕнтĕ. Тухтар тăкăрлăкпа хăпарчĕ. Кĕтесе çитсен, васкаса пыракан Мăккăля курах кайрĕ.
— Мăккăль, эсĕ-и? Ăçталла чупан?..
— Э-э, Тухтар тете, эсĕ-çке!.. Эс таврăннă-им? — ыйтрĕ вăл хыпăннă сасăпа.
— Таврăнтăм... Мĕн пулчĕ сана?
— Ан та кала-ха... Селиме аппана илсе кайрĕç...
Тухтар вăл мĕн каланине нимĕн те ăнланмарĕ.
— Мĕн тетĕн çак?
— Илсе кайрĕç тетĕп. Селиме аппана.
— Камсем? Мĕншен?! — Тухтар тем пăшăрхана пуçларĕ.
— Катаччи чупаттăмăр виçсĕмĕр, — сывлăшне аран çавăрса илчĕ Мăккăль. — Чи малтан хăвăр умăртан çаврăнса иртрĕмĕр. Эс килте çукчĕ. Унтан ял урамĕпе виç-тăватă хут çаврăнтăмăр та...
— Катаччи-катаччи... Эс хăвăртрах кала-ха сăмахна, ăçта Селиме? — чăтаймасăр васкатрĕ ăна Тухтар.
— Калатăп-çке... Селиме ман аппапа пĕрлеччĕ, пĕр çуна çинчехчĕ. Анаткасра, ял вĕçĕнче, Шинкĕлсен тĕлĕнче, лашана çавăрма кăна тытăнтăмăр, — пĕр хура çуна пирĕн çула пӳлчĕ хучĕ. Тимĕр кăвак лашапа, çуни çине — тĕплĕн асăрхаса та юлаймарăм — виççĕн ларнăччĕ пулмалла. Виççĕшĕ те йăпăр-япăр сиксе анчĕç, хĕрĕнкĕ хăйсем, пирĕн пата пычĕç. Ахăлтатаççĕ хăйсем, шапăлтатаççĕ. Ĕнтĕ аппа паллать-ши çаксене тетĕп, лашама туртмасăрах тăратăп хам. Унччен те пулмарĕ вĕсем Селиме аппана ярса та илчĕç. Хамăр çуна çинчен çăлса, хăйсен çуни çине лартрĕç. Селиме аппа хирĕçрĕ, кăшкăра-кăшкăра ячĕ, ман аппа, ун хутне кĕрсе, ятлаçма тытăнчĕ, эпĕ те пĕрне çурăмĕнчен чăпăрккапа сăтăрса илтĕм, анчах пирĕн çунана вĕсем çавăнтах тӳнтерсе ячĕç. Селиме аппа та кăшкăрать, ман аппа та кăшкăрать, мĕн тумалла!.. Вара Селиме аппа çине тăлăп пăрахрĕç те, лашине çавăрса, Çĕнĕ Ырă çулĕпе ут вĕттин вĕçтерчĕç...
Тухтарăн сăнĕ çавăнтах улшăнчĕ, хура куçĕ вут та çиçĕм сирпĕтессĕн йăлкăшма тытăнчĕ. Вăл аллипе тăнлавĕнчен хĕссе тытрĕ те, чун хавалĕпе тарăхса, пĕтĕм урама илтĕнмелле: «Эх!..» тесе кăшкăрчĕ. Вара, хăй умĕнчи Мăккăля таптаса каяс пек, малалла иртрĕ. Мăккăль хăрах аяккинелле пăрăнса тăчĕ. Тухтар каялла çаврăнчĕ.
— Елисса ăçта халь?
— Пĕлместĕп. Шерккей тетесем патне чупмарĕ-ши вăл, — тавăрчĕ Мăккăль.
Кирлехчĕ-ши çак самантра Елисса ăçта иккенне пĕлни? Вăл мĕн тума пултарĕччĕ-ши? Мĕнпе пулăшĕччĕ вăл Тухтара çав чĕре çĕклейми йывăр самантра? Мăккăль та ăна çак хыпара чăннипе каласа кăтартрĕ-ши? Телĕкре кăна илтмерĕ-ши Тухтар çак хăрушă сăмахсене?.. Çук, çук, тĕлĕкре мар, акă Мăккăль — Елисса шăллĕ... Мăккăль халь те куç умĕнчех тăрать...
Шӳтлесе лартса каймарĕç пуль Селимене?.. Чăнласах вăрласа кайрĕç пулсан вара...
Пин шухăш пĕрле арпашăнса çаврăнчĕ ун пуçĕнче. «Çынсем, çынсем! Епле апла? Епле апла пулать?..»
Унăн çилли капланса, тăвăлса килчĕ, пырне пăвса, сывлас сывлăшĕ пӳлĕне пуçларĕ. Вăл хăй ăçта иккенне, умĕнче мĕн пуррине уйăрса курми пулчĕ, ури ăçталла ертет — çавăнталла çул тытрĕ. «Мĕнле йĕрке вăл? Мĕнле тискер пулаççĕ вара çынсем?.. Тĕк тăран çынна — çынна-çке? — кĕсъерен укçа вăрланă пек, илсе каяççĕ те пĕтĕм таса ĕмĕте çапса хуçаççĕ!»
Тухтар чупма тытăнчĕ, анчах, хыçалтан чул сĕтĕрсе пынă пек, йывăрланнă ун ури. Такам пĕри ăна хирĕç пулчĕ, темле сăмах каларĕ, те сывлăх сунса иртрĕ, те мĕнпе те пулин хута кĕресшĕн пулчĕ. Тухтар ун сăмахне илтмерĕ. Пĕр çӳллĕ хапха умĕнче шурă тутăр çыхнă хĕрсем курăнчĕç. Селиме пирки пĕлмеççĕ-ши вĕсем?.. Хĕрсем мăштах, хуйха ӳкнĕ пек, пĕр самах чĕнмесĕр тăраççĕ... Тухтар малалла иртрĕ. Пĕр лутра çурт кĕтессинче такамăн йытти уласа ячĕ, халь-халь çыртса çурассăн сикрĕ вăл Тухтар çинелле. Тухтар çаврăнса та пăхмарĕ. Йытă унăн çулне пӳлме тăчĕ. Тухтар, асне илмесĕрех, йытта тапса сулăнтарса ячĕ те, лешĕ чикеленсе кайрĕ, хăй çаплах малалла утрĕ, пысăк кĕпер урлă каçрĕ. Такамăн çуртĕнче пĕчĕкçĕ хăй çути мĕлтлетет. Тухтар патне каллех йытă чупса пычĕ. Çав йытах-ши? Çук, ку ун çине сиксе ачашланать, йĕрес пек сасăпа йынăшать. «Чулай, эсĕ-им?..» — терĕ Тухтар, йыттине ыталаса. Унтан часрах пӳртелле васкарĕ. Алăк урати урлă каçсанах:
— Элентей хăта-а!.. — тесе татăлнă сасăпа кăшкăрса ячĕ, ыталаса илнĕ йыттипех алăк патĕнчи кутник сакки çине тĕшĕрĕлсе анчĕ; халиччен нихçан куççуль кăларманскер, пĕчĕк ача пек макăрма тытăнчĕ.
Элентей килте çук. Несихва каçхи апат хыççăн сĕтел çи пуçтарать. Тухтар таврăннине курсан, Несихва ун патне пычĕ. Йытти урайне сиксе анчĕ, ачасем ăна алăк уçса пăлтăра кăларчĕç.
— Тухтар, чим-ха, лăплан, Тухтар, — терĕ ăна Несихва, çывăх тăванне йăпатнă пек ачашласа. — Мĕншĕн йĕнине ăнланатăп-ха, чарăн, Тухтар...
Тухтар сасăпа йĕме чарăнчĕ. Вăл ӳпне выртнă, вăхăт-вăхăт хулпуççийĕ кăлт-кăлт сиксе чĕтрет — ĕсĕклет.
Несихва ăна тăрса ларма пулăшрĕ, пĕр курка ăшă сăра ăсса пачĕ.
— Кил-ха, ăшна кантар пăртак. Тухтар куççульне шăлса илчĕ.
— Хăта килте çук-им? — шанмасăр тенĕ пек, енчен енне пăхкаласа ыйтрĕ вăл тăвăлса тухан сасăпа. Куçĕ хăйĕн çап-çутă куççульпе йăлкăшать.
— Çук-ха, час таврăнма кирлĕ... — терĕ Несихва. — Лар-ха сĕтел хушшине, пăртак ăшă яшка сыпăн.
— Çăтса анмасть, Несихва тăхлачă.
— Çимесен юрамасть вăл, Тухтар, астивсе те пулин пăх, сывлăхна упра.
Элентей килсе кĕчĕ.
— Эс таврăнтăн, — терĕ вăл, хывăнмасăрах Тухтара аллинчен чăмăртаса. — Юрĕ. Кунта, ав, инкек. Каларăм тетене. Хăнк та тумасть. Намăссăр Кантюксемпе ĕçсе ларать. Пӳрт лартма пулăшаççĕ имĕш. Тете айăплă! Пăхсах курăнать. Мана тав туса эрехне тăсать. Юн тĕслĕ, Тытмарăм. Хĕрне асăнса-и терĕм. Çилленчĕ. Çиллентĕрех! Унăн çилли çилĕм мар, хыçа çыпăçмасть. Селиме йĕрет — ашшĕ савăнать. Чунсăр вăл. Атя лар-ха сĕтел хушшине... Елиссасем патĕнче пултăмăр. Инкепе.
— Камсем илсе кайнă? — куççульне аран хытарса ыйтрĕ Тухтар.
— Куç хурса хăварман. Çитмĕл çичĕ йĕр çинче пĕр йĕр суйласа пăх-ха. Катарисем пулас çук. Пустуя...
— Нямаç пулинех...
— Çавă пуль тесеттĕм. Малтанласа. Мар. Нямаçне хам куртăм. Тĕттĕм пулсан... Кил. Лар.
Элентей эрех тултарчĕ.
— Сып.
— Пĕр тумлам та сыпмастăп.
— Çынсенне мар, хамăрăнне. Сып. Вăй кĕтĕр. Ларса ĕç тухмасть. Халех çуна кӳлсе каятпăр. Шырама.
Тухтар çапах та сыпмарĕ.
Самай вăхăт иртсен, вĕсем тухса кайрĕç.
Катăла пуçланă уйăх çуттăн çутатать. Хĕллехи шăн çул тăрăх çуна тупанĕ чĕриклетсе йынăшать. Лаша анаталла майĕпен юртать. Çуна çине иккĕн ларнă. Пĕри, тилхепе тытни, çăмĕ çарала пуçланă çухаллă тăлăппа, тепри чаппанпа. Иккĕшĕ те тарăн шухăша кайса, сăмахпа ылмашмасăр салху ларса пыраççĕ. Куршанка çитсен, ялта туйтăмăр çук-и, илтĕнмест-и тесе, ик-виçĕ çĕртен те ыйтса пăхрĕç. Вăл-ку илтĕнмест, ĕçкĕпе шавлакансем пур та, хăйсеннисем кăна. Хĕр вăрланă тенĕ хыпар çук. Пĕчĕк ялта, паллах, ун пек хыпара илтмесĕр тăма пулмĕччĕ.
Элентейпе Тухтарăн çулĕ малалла выртать. Тенкешек сăрчĕ урлă каçмалла. Унта çитсен тата виçĕ çухрăм анмалла, вара — Хурăнвар ялĕ. Хирĕç килекен пĕр лав та курăнмасть. Вĕçĕ-хĕррисĕр юр та юр, — уйăх çутипе кăваккăн курăнса выртать. Акă Тенкешек урлă каçрĕç, лаша каллех юрта пуçларĕ. Хурăнвара та çитрĕç, — хыпар-хăнар унта та илтĕнмест. Утламăшсемпе такамсем явăçатчĕç-ха çак ял халăхĕнчен. Арçуксем, Пикмăрсасен хурăнташĕ. Вĕсем мар. Тимĕр Лариванĕсен лаша çук. Авланакан каччă та çук-ха вĕсен. Вĕçкĕн Тутай Савалейĕсем Кантюксемпе çӳреççĕ. Вĕсем леш касăра кăна. Çавсем патне кĕрсе тухсан ĕнтĕ... Çук. Вĕсен ачи пĕлтĕр авланнă. Унта кĕрсен те, йĕрки пулмĕ...
Хурăнвар хĕррине тухрĕç. Тата ăçта каймалла-ши ĕнтĕ? Каяс пулсан, кунта çине-çине ялсем: Шăхаль, Тăваньел, Саплăк, Начар Упи, Выç Турантăш — вĕçе-вĕçĕн ларса тухнă вĕсем. Сылтăмра, çичĕ сăрт леш енче, Чăвашкас Улхашĕ — çутăлнă çĕре унта та çитме пулать.
Каллех вĕçĕ-хĕррисĕр хирсем. Юр та юр. Сивĕ. Куçа йăмăхтарса сенкерĕн курăнакан юр. Айлăмĕсенче — кĕртсем хушшине пытаннă мĕскĕн чăваш ялĕсем. Ячĕсем те вĕсен — çавнашкал: Саплăк та Начар... пурăнать те халăхĕ. Яра кун иртрĕ. Килтен тухнăранпа тĕпренчĕк хыпман, çапах та çиес килни асра çук, Икĕ талăка яхăн çывăрман пулсан та, тинкерсе пăхакан куç ывăнман-ха. Пĕтĕм чĕре хăвачĕпе тарăхса, çилле шăнараймасăр, вĕсем иккĕн ларса пыраççĕ. Хăврăлса хĕç пек пулнă лаши анаталла аннă чух çаплах пĕчĕккĕн юртать-ха. Çыннисем пĕр сăмах та чĕнмеççĕ.
Тепĕр кун, каçкӳлĕм, вĕсем нимĕн хыпар-хăнарсăрах тăван ялне таврăнчĕç. Çук Селиме...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...