Хура çăкăр :: XXIX. Кĕтмен хăнасем


Кунсем уяра кайрĕç. Хĕвел ир пуçласа каçчен çĕр питне хĕрхенӳсĕр хĕртет. Акнă тырăсем шанма тытăнчĕç, ял таврашĕнчи çерем типсе хуçăлакан пулчĕ, пусăри шыв чакнăçемĕн чакрĕ, çырма-çатрасенче те шыв типрĕ, тĕллĕн-паллăн çеç куçланкаласа тăракан пулчĕ, кӳлĕсем ăшăхланчĕç, пĕчĕкленчĕç, чарусăр харушă выçлăх килсерен алăкран шакка пуçларĕ. Селиме путса вилнĕшĕн пӳлĕх пире çапла тавăрать теме тытăнчĕç ялти хăшпĕр çынсем. Нямаç айăплă та, Кантюк айăплă тенĕçемĕн ылханас сăмахсем ламран лама сарăлчĕç, каярахпа Нямаçне те, Кантюкне те хăйсен куçĕ умĕнчех ылханакансем, йывăр сăмах калакансем, инкек сунакансем йышлă тупăнчĕç.

Пĕр ирхине Кантюксем патĕнче ĕçлекен Серпи крыльца урайне çунă чух вунă пуслă вĕр-çĕнĕ кĕмĕл укçа тупнă. Серпи çав укса çинчен кил хуçи арăмне калать парать, укçине те ăна тыттарать. Ырра пĕлтермен вара çак тупсăм. Пăшăрханса ӳкнĕ Алиме çакăн çинчен упăшкине хыпар тăвать. Кантюк пĕрре шуралса та тепре кăвакарса каять, мĕн тăвăпăр та мĕн тăвăпăр тесе, мăшăрĕпе иккĕшĕ те ахлатса тарăхма тытăнаççĕ. «Çакăн хыççăн кĕтсех тăрăпăр ĕнтĕ çурта пĕр-пĕр хура инкек çакланасса: е хамăн ӳксе вилмелле пулĕ, е санăн куçу хупă нĕ» — тет Кантюк хăйĕн арăмне.

— Кайса кил-ха пĕрех хут Шерпике патне те пулин, вăл мĕнле канаш парса ярĕ тата, — терĕ вăл Алимене.

Шерпике çинчен ялта çак кунсенче темле сăмах çӳрет: Шерккей урçа, имĕш, ун патне пурăнмаллипех куçнă пулать, пур пек тыррине те юмăç патне турттарса кайнă, тет те, миххисене шанчăклă çыхайман, тет, тыррине çул варрипе-мĕн Шерпике патне çити тăкса пынă, тет, çав тырра халь те пулин ял чăххисем сăхса пĕтереймеççĕ, тет. Теприсем тата Шерккей кашни каç юмăç патне çӳрет теççĕ, ӳлĕмрен çӳрес йĕркене пĕлтĕр тесе хăйсем патĕнчен пуçласа мĕн Шерпике патне çитичченех улăм сарса тухнă теççĕ. Çавăнтан вара, имĕш, Шерккей çуртĕнчен тухми пулнă, тет, хăй патне те никама кĕртмест, тет. Кай, тупата, çын тени тем те шухăшласа кăларĕ çав. Шерккее те ун пекех хăртса пĕтермен пуль-ха, хăй килĕнчен тухмасть пулсан, юмăç патне те пурăнмаллипех куçман пуль-ха тесе шухăшларĕ Алиме. Чĕлхен чаракĕ çук, калаçĕç-калаçĕç те чарăнĕç. Шерпике тесен — камăн ĕç пур-ши çав мĕскĕне çулăхма...

Кирек мĕнле пулсан та, Алиме хăй тăвас ĕçе вăраха ярасшăн пулмарĕ, тупнă кĕмĕлпе мĕн тумалла-ши тесе, юмăçа кайрĕ.

Шерпике çапла кам хаяр тухатлама пултарнине çийĕнчех пĕлмерĕ, ӳлĕмрен пĕлсе пулмĕ-и-ха, вара калăп терĕ. Алимене ӳлемрен каласси-мĕнĕ кирлĕ марччĕ-ха, уншăн çак инкекĕн вĕçне тухасси хаклăччĕ, сăлтавне те пĕлесшĕн пулчĕ. Сăлтавĕ паллах иккен: ялта кăçал пӳкле вилĕм пулчĕ, ăна, ав, Кантюксен ячĕпе çыхăнтараççĕ, эппин кураймасăр тăракан çынсем пурах ĕнтĕ, авă çанталăк та кăçал пит типĕ тăрать: выçлăх пуласса вăл. Çав Шерккей хĕрне мĕнле те пулин асăнмалла мар-ши терĕ. Кантюк ĕлĕкхи чăваш йăлипе мĕн те пулин ирттерме ăс çитереймĕ-ши тесе канаш пачĕ юмăç. Пĕтĕм ял халăхне тĕлĕнмелле ĕç пулса ирттĕр, вара суннă çилĕ тин таврăнать. Унсăрăн, ав, каçсем шанчăклах мар, теççĕ, çурт-йĕре вут чĕртсе ярĕç-и, выльăхсене мур парса пĕтерĕç-и, сыхланмалла çав тесе, канаш пачĕ Шерпике.

Кĕмĕл укçа тупасси пĕр Утламăшра çеç пулса иртекен ĕç мар иккен, ун пекки вăл ытти ялсенче те пулкаланă. Инкек ан виттĕр тесен, тата акă мĕн тумалла: Алимен халех тарай енчекĕ çĕлемелле, хура хăйăвĕ вĕçне вунçичшерлĕх кĕмĕл яртармалла. Енчĕкре çав тупнă кĕмĕл çумне, икĕ-виçĕ хут та пулин ӳстерсе, укçа хумалла та пĕр-пĕр куç ӳкекен хаяр çын картишне — пуянраххисене пулсан усси пысăкрах — леçсе пăрахмалла...

— Апла та ĕç ăнмасăн, вут-амана асăнмалла пулать.

— Ăна тата мĕншĕн? Мĕнле майпа? — ыйтрĕ Алиме.

— И-и, тăхлачă, сăлтавĕ Шерккейсем пирки-çке. Пĕр-пĕр типĕ вăхăтра ялта каçхи тĕттĕме Шерккей çурчĕ çутатмĕ-и? Вăл ĕçе эпĕ хам тăваяс çук та, кама та пулин кĕрĕштермелле пулать. Велюша килĕштерме пулать, Алапа Велюшне. Курка эрехшĕн вăл яла сутма пултарать. Ку ĕнтĕ ĕç ăнмасан тетĕп-ха...

Алиме юмăç сăмахне итлет-итлет те пуçне сулкалать: кунта мĕн каланине пĕтĕмпе асра тытаяс та çук.

— Ху пулăшмăн-и хăшне-пĕрне тума, — тесен, Шерпике çав тарай енчĕкне çĕлеме хăех пулăшма пулчĕ, çĕлесен ыранах илсе пырăп терĕ.

Алиме çак сăмахсене пĕтĕмпе тенĕ пек чĕре патне илчĕ, килне таврăнсанах Кантюка каласа пачĕ. Тĕшмĕшрен ахаль те вилсе каяс пек хăракан Кантюк хуйха ӳкрĕ. Кам пĕлеттĕр те, кунсем уяр тăни, чăнласах та, çав Шерккей хĕрĕнченех килет пуль. Асăнас-тăвас пулсан, тен, пĕр ĕнине пуснă пулĕччĕç вĕсем, анчах унпа инкек иртеймесен?..

Кантюкпа Алимене халь урăххи шухăшлаттарать: ялйыш вĕсене куç умĕнчех инкек-синкек суна пуçларĕ, Çĕнĕ Ыр çĕрĕ пирки те ытла кĕвĕçеççĕ, тем курса тăрасси пур, чăнласах та çуртне вут тĕртсе ярĕç-и, выльăхне лĕпĕ çитерсе вĕлерĕç-и, вăл-ку пуласран вăхăтра пăрăнас тесен, халех мĕн те пулин тумал-ла. Мĕн? Пуç çине ӳкнĕ шухăша калама çеç пулать ăна та, мĕн тумаллине пĕлменни кастарать, авалхи йăлапа, тет, иккен. Апла та ĕç тухмасан...

Авалхи йăлапа мĕн тăвасса Кантюк хăех пĕлкелет те, пĕччен те иккĕн тумалли ĕç мар-çке вăл. Е малтан пĕр-пĕр ват çынпа канашласа пăхсан?..

Кантюк лавккана кĕрсе Нямаçа чĕнчĕ, иккĕш каçхине Савантейсем патнелле утрĕç. Çулне вĕсенне пĕр кушак та татмарĕ, пушă витрепе пыракан хĕрарăм та куçа курăнмарĕ. Савантейсем патне çитеспе çеç пĕр анранă йытă çул урлах каçса кайрĕ. Йытă тем мар-ха, тепĕр тесен.

Савантейсем Кантюксенчен анатрарах пурăнаççĕ. Икĕ пӳрт варрипе сарлака крыльца тухать. Крыльцине сарăпа та кăвакпа сăрланă. Чĕнтĕрлĕ чӳречесем. Пӳрт умĕнчи лутра ракаткаран паçинапа чие чăтлăхĕ курăнать. Çинçешке те çӳллĕ улма йывăçĕ кӳршĕри Патиерсен пахчинелле тайăлнă.

Нямаç шаккасан, кил хуçи арăмĕ тухса алăк уçрĕ. Килнĕ хăнасем шалалла васкамасăр кĕчĕç.

— Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр çак çуртăн ывăль-хĕрĕсене! Э-Э, хăнасем килеççĕ-çке! Чиперех-ха, чиперех, — сассине тасарах хапăлларĕ Савантей. — Иртĕр-ха тĕпелелле! Епле хисеплесе килме пĕлтĕр, чăнах!.. Карчăк, эс ăçта-ха çак?

Савантей хăйă çутса ячĕ. Çиччĕ лампине тăрпи хăрăмланас пек çутатмалла хăпартрĕ. Çап-çутă пулса тăчĕ. Пӳртре таса. Урайне сарăпа сăрланă, кăмакине иртнĕ кунсенче кăна шуратса кайнă пулмалла, саксем çине кашма сарнă. Савантей кукша пуçне аллипе шăлкаларĕ, хăй мăшăрне куç хĕссе илчĕ.

Кантюк шлепкине хывса çакрĕ, сак çинчи кашмана аллипе хыпашлакаласа, майĕпен çеç тĕренсе, сак хĕррине ларчĕ.

— Эпĕр килтĕмĕр-ха. Аçу мĕнле пурăнать тетпĕр-çке. Иртсе пыруçăн асăмăра илтĕмĕр те Эпселем папая кĕрсе курар-ха терĕмĕр.

— Атте-и? Калама кирлĕ, аптракан марччĕ-ха вăл... Атте, илтетне? Тăрса ан-ха кунталла, епле хаклă хăнасем килнĕ те...

Пулаччи çинче ĕххĕмлетсе ӳсĕркелени илтĕнчĕ.

— Илтетĕп-ха, илтетĕп... Кантюк шăллăм пулмарĕ-ши терĕм-ха, — Эпселем, çӳлтен кăштăртатса анса, хăнасене алă пачĕ. Шурă кĕпи унăн чĕркуççи таран, пиçиххине лăнчă çыхса янă, тĕпленĕ кăçатă тăхăнчĕ, кăвак йĕмĕ курăнсах та каймасть.

— Эпĕр ак çĕр варринче ыра çынсене чăрмантарса çӳретпĕр-çке. Хальччен кун пек пулакан марччĕ те, тем, тухса çӳрес килчĕ, ыйхă вĕçнĕ хушăра шапăлтатса ларăпăр-и терĕмĕр. Ара. Айăп ан тăвăрах ĕнтĕ... Кĕçĕннисем мĕнле пурăнаççĕ-ха тата?

— Ачасем, — Савантей кукша пуçне кăтăр-кăтăр хыçрĕ, — Терентей выртмара-ха, Наççу пахчара улма çумларĕ те, тепĕр пӳрте кĕрсе выртрĕ пулас. Чиперех пурăнаççĕ-ха, пӳлĕхе шĕкĕр.

— Атьăр, атьăр, сĕтел хушшинерех сиксе ларăр-ха, — терĕ Эпселем, кинĕ сăра ăсса кĕрсе сĕтел çине тирпейлесен, — канăçа пĕлместĕн иккен-ха, Кантюк шăллăм, вашлаттарса кăна çӳретĕн.

— Ара. Çавна каламастăп-и, чăрмантарса çӳретпĕр çав.

— Чăрману тетĕр. Мĕнле чăрману вăл? Пирĕн пекки çавна савать те. Миçесем пуçтартăмăр-ха, Кантюк шăллăм?

— Калăмра утмăл саккăр çине кайрăм çав ĕнтĕ, çитмĕлелле туртатăп, Эпселем папай.

— Эпĕ тăхăрвунна çитрĕм. Аттене çĕр виççĕре куçне хуптартăм та, тата пĕр вуннă пуçтарăнма кирлех пуль тетĕп-ха... Сывлăхăм пыратчĕ-ха, куçăм витерсех пăхайми пулчĕ, çав кăна. Ахаль, кăштăртаткаласа çӳретĕп-ха, пӳлĕхе шĕкĕр.

Савантей арăмĕ пуçламан çăкăр илсе килсе сĕтел çине хучĕ.

— Алиме акай мĕнле çӳрет-ха, халь те хĕр пек-и? — терĕ вăл хĕрĕнни пек илемлĕн янăракан сасăпа.

— Вăл, тем, кăçал кăштах йăша пуçларĕ-ха, каç пулсанах выртса çыварать.

— Кун иртет те, каç иртет, çав пулать ĕнтĕ вăл пурнăç тени пирĕн тĕле. Кил-ха, пăяхам, ĕçсе пар-ха çак алтăра, — терĕ Савантей арăмĕ, — сăри кăштах çеçкеленнĕ пек те, ĕçмешкĕн уçă пулма кирлĕ. Кил-ха.

— Ерехмет, тăхлачă. Сĕнсе панă алтăр — чун уççи.

Нямаç кунта та эрехне чиксе килме ăс çитернĕ. Ун ашшĕ çавна сисмене хыврĕ. Сĕтел хушшинчи çынсем кăмăллăн кулкаласа илчĕç.

Эпселем тахçан Кантюк туйĕнче мăн кĕрӳ пулнă иккен, арçын туйне ертсе çӳренине астăвать, ташланă чух ура тапмассерен юман урай хăми авăнатчĕ тет. Çавна Кантюк хăй те лайăх астăвать-мĕн. Эх, кунсемччĕ çав та. Халь-и? Эпселем майĕпен кăштăртатса çӳрет-ха килĕнче. Çавă лайăх та. Кун чухлĕ пурăнсан та кăштах канмасан, епле вăл? Ахаль, аптрамасть-ха Эпселем. Иртнĕ калăмра ретре çӳрене чух вал тулли эрехле купкана пуç тӳпине лартса тумлам тăкмасăр ташласа кăтартнă. Ташласа пĕтерсен, эрехне ĕçсе янă та куркине урай тăрăх кăлтăр! кустарса янă. Çынсем тĕлĕнсе пăхса тăнă.

Эпселемĕн çӳсĕ кĕçеленнĕ йетен турашăль пек, кăтра та шап-шурă кăтрине пула пуçне тем пысăкăш кăтартать; ватăлса çитнĕ май курпунĕ те ытларах тухнă, хăй ĕлĕкхинчен кăштах пĕчĕкленнĕ пек. Урамра иртсе çӳренĕ чух туйине хăйĕнчен хăвармасть.

Килĕшӳллĕн пырать сăмах-юмах. Кантюк Савантейсене Чаткасри Палюк тĕрмерен тарса таврăнни çинчен хыпар турĕ. Леш, пиклăй çав. Вăл ăна: «Хам куçăмпа хам куртăм», — терĕ. Каллех халăха пăтратма килнĕ ĕнтĕ. Унăн турри те, тӳрри те çук. Нямаç тиеке пĕлтерчĕ-ха ун пирки. Савантей те, Эпселем те çак ырă хыпара, тем, хапалламарĕç. Пиклăй килнĕ те, вăл татах мĕн те пулин хускатма пултарать-çке?.. «Пултарасси-мĕнĕ, çынни вăл йĕркеллех пулма кирлĕ-ха», — терĕ Эпселем. Тăванĕсене чипер паллать имĕш. Вăл çапла-ха ĕнтĕ. Халăха халь акă урăххи пăшăрхантарать: кунсем пит уяр тăраççĕ. Курăк ĕнсе кайрĕ. Улма çулçи пĕтĕрĕнет, çумăр пуласса çитес кунсенче кĕтме çук: хĕвел яланах шуралса анать. Ялта авă пӳкле вилĕм пулчĕ те, çавă тытать пулинех.

— Кам пĕлет ĕнтĕ ăна, — йывăррăн сывласа ячĕ Эпселем, — халăх выçăхать-çке капла кăçал та.

— Ан выçăхчăр тетпĕр çав та. Ара. Мĕн тума пулать-ши, Эпселем папай? Эс пĕлекен çын, пире вырăнлă сăмах калама пултарнă пулăттăн.

— Элюкка шухăшлать пуль-ха. Вăл старăстă. Мăкаçей кĕлĕтĕнче тырă пур-çке, çавна та пулин валеçсе памалла.

— Мăкаçей терĕн... Черечĕ унта та çитĕ-çке. Ара. Ял халăхне нумай тăрантарăн-и унти тырăпа?.. Ăна вăрлăха та пулин хăвармалла тăвасчĕ...

— Çуккине ăçтан пур тăвăн? Манăн çапман капан пĕрре кăна, ăна çапса валеçме пулĕ те, çитмест. Санăн, Кантюк шăллăм, хĕрĕх ураллă клатсем вуннă та пулмалла пек астăватăп-ха.

— Чим-ха, Эпселем папайăм, кӳршĕ чăххи вăл тепĕрне кăркка пек курăнать. Çапла каламан-и-ха ваттисем. Ара. Çын пахчинче унта вуннă мар, вуниккĕ те шутласа çитерĕн. Сăмахăмар урăххи çинчен пымалла пуль тетĕп. Ара...

— Апла шухăшна пĕлеймерĕм иккен-ха.

Кантюк тулли алтăра, кана-кана ĕçсе, аран пушатрĕ те сайра мăйăхне шăлкаласа илчĕ.

— Выçлăх-мĕн пулсан, вилессе хамăр вилмĕпĕр те, вĕçе-хĕррисĕр инкек пуласса кĕтсех тăр — чир-чĕрĕ унта, чикĕшӳ-çарату...

— Елĕксем, хам аставасса, ун пек чухне ял тавра хĕр аки ирттеретчĕç те, тем, анă та халь шансах пĕтерейместĕп çав.

— Шăпах çавăн пекки çинчен калаçса пăхасшăн та эпĕ санпа.

Кантюк ватă Эпселем çине чăрр! пахса илчĕ, сĕлĕ пĕрчи пек хăсĕк куçне çине-çине мăчлаттарма тытăнчĕ. Унăн çурма уçă тути хальтен халь мĕнле те пулин кĕтмен сăмаха çирĕплетмешкĕн хатĕрленсе тăнăн курăнать. Эпселем чĕнмест. Çăра та шурă куç харши витĕр çак хăна тата мĕн калас пур тенĕ пек сăнаса пăхать вăл. Эпселем чĕнменнине пула, Кантюк, сăмахсене сайран çеç пуçтарса, çапла каласа хучĕ:

— Çырма-çатрара шыв çук, çăлсем типеççĕ. Ĕлĕк чух — эсĕр çакна манран та лайăх астума кирлĕ — катаран çĕр вăрласа килетчĕç, шыв вăрлатчĕç. Шухăша илтĕм те-ха, калаçса пăхас терĕм, Эпселем папай, халь çав йеркене мантăмăр пулать ĕнтĕ.

— Иртнĕ кунăн çути çук, халь тинех ăна мĕн аса илмелли пур, йĕркине те пĕлес çук ĕнтĕ.

— Эс пĕлессе шанса килтĕмĕр те. Тархасшăн, вĕрентсе хăвар пире çавна, Эпселем папай.

Эпселемĕн шап-шурă куç харши çăра та вăрăм, шалтан пăхакан куçĕ чĕнтĕрлĕ шăналăкпа пĕркеннĕ пек тинкерет. Куç харши витĕр тинкерсе пăхрĕ вăл хăйне хирĕç чавсаланса ларнă Кантюка та. Лешĕ куçне мăчлаттаркаласа илчĕ, сăмахĕ йăлăннă пекрех тухнăшăн ӳкĕнем пек турĕ.

— Терчĕ пысăкрах тетĕн пуль-ха ĕнтĕ. Ара.

— Терчĕ-мĕнĕ тарам-ха, Кантюк шăллăм, ĕçĕ илемсĕр-çке. Эс пĕлетне мĕнрен хăрассине?

— Вăл паллă-ха мана, Эпселем папай.

— Çук, Кантюк шăллăм, ĕçĕ вăл кунпа-юнпа çыхăнмаллискер. Ĕçне тусан, сăмахĕ тухмасăр пулмасть, вара пĕтĕм ял халăхĕ тем курас пур...

— Ай, пăятам, — аллисене пĕр-пĕринпе чăмăртаса пăшăрханчĕ Савантей арăмĕ, — хамăр ялта ĕлĕк пĕр инкек пулса иртнине астăватăп та, тупата, халь тесен халь чунăм çук манăн...

— Эс... мĕскер кунта, ĕçсĕр аптранă пек? — пуçне ухса илчĕ Савантей. — Ун пек-кун пеккине илтмен пулаççĕ ăна. Чĕлхӳне çыртарах тыт, хĕрарăм.

— Ĕнтĕ...

— Çавăн пек пулмалла тенĕ сана. Илтрĕне? — сассине çĕклетерех каларĕ Савантей.

Арăмĕ вара арçынсен умĕнче тăрса темле пысăк айăпа кĕнĕ пек пулчĕ те тĕпел кукăрнелле пăрăнчĕ, хăй валли ĕç çукран ĕç тупса, хăйă чĕлме тытăнчĕ.

— Сăмахăмăр вăрттăнрах пултăр тетпĕр çав-ха, — шăппăн макăртатрĕ Кантюк. Сасси хупă пӳлĕмре калаçнăн илтĕнчĕ, пăхасса та куçран пăхса мар, урайнелле пăхса, аллипе сĕтел шăлнă пек хускаткаласа калать: — Шерккей хĕрĕпе мĕнле инкек пулса тăнине хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ. Пирĕн тесен, чĕрне хури чухлĕ те айăпăмăр çук унта. Ашшĕпе малтанах сăмах пĕтерсе хунăччĕ. Хулăмĕ те çунса кайтăра... асăнмăпăр ĕнтĕ... Хĕрĕ хаяр чĕреллĕ пулнă курăнать. Типĕ çанталăка пула, халăх выçлăх ан чăттăр тесен, катаран шыв вăрлăпăр тетпĕр çав та.

— Кĕрӳшне кама тăвас шухăш пур? — ыйтрĕ Савантей.

— Пикенсех шухăшламан-ха ун пирки.

— Ахаль çеç шыв тиесе килни, çул тăрăх тăксах пыратăр пулсан та, нимĕнле те пĕлтермест-ха вăл, — терĕ ватти.

— Тӳррипе каласан, кĕрӳшĕ пирки хам шухăшлăп-ха. Пĕр-пĕр çурт-йĕрсĕр чухăн çынна вăхăтлăха Савин мунчине илсе парăпăр та — ĕçĕ пĕтрĕ, арманăмран пĕр пилĕк пăт çăнăх шăлма пулать, кĕрпе парсан та вырнаçĕ, ун пирки килĕштерме пулĕ-ха...

— Кайран ун шăпи мĕнле пулĕ?

— Кайран-и? — енчен енне пăхкаларĕ Кантюк. — Кайран куç курĕ унта. Çав йĕркене пĕлмен çынна килĕштерес пулать пуль малтан. Килĕштерессе, юрĕ, эп вăл ĕçе хам тăвăп... Сăмахĕ кунта тамата пирки пырать. Нямаçăмпа калаçрăмăр та, тамата пулма Эпселем папай килĕшеймĕ-ши тетпĕр. Ялти сумлă ватă çын...

Савантей сасартăк ура çине тăчĕ, кукшине ăнсăртран пĕр-пĕр çӳç пĕрчи çыпăçнăн туйăнчĕ ăна, урай тăрăх канăçсăр уткаласа çӳренĕ май Кантюка чеереххĕн пăхрĕ те:

■ Страницăсем: 1 2