Хура çăкăр :: III. Ют хӳте ăшăтас çук
Ыран ир тăмалла пулать, ĕç нумай: маларах выртса канас тенĕччĕ Шерккей — ачисем халь те таврăнман. Çӳреççĕ ĕнте вĕсем ыйхисене татса. Чармалла пулать, чармалла вĕсене, капла юрамасть.
Шерккей улăм илсе кĕрсе вырăн сарчĕ, пуçелĕкне çӳллĕрех турĕ, пурпĕрех тăрассине пĕлсе, алăкне хупмасăр выртрĕ. Тĕксĕмленнĕ пĕлĕтре çиçĕм ялкăшса çиçет, аслати янăратса авăтать, халь-халь çумăр чашлаттарас пек сывлăш тăкăскă, тулта хур ӳпри çăмхаланса вĕçет.
Паян мĕн чухлĕ укçа пĕтерчĕ-ши Шерккей: икĕ лав хăма туянчĕ, юпалăх юман, пăта, икĕ сапа эрех, пĕр кĕленчине тĕпне кăна кăшт хăварчĕ-ха вăл. Ирпе ирех Велюш ун патне килме сăмах панăччĕ, те килейĕ ĕнтĕ... Пайтах тăккаларĕ пулать-и? Ах, укçи нумай пĕтет-çке, тупата!
Шерккей выртнă çĕртен тăрса, кĕсйинчи укçине кăларчĕ, витĕннĕ чаппан айĕнчех, пӳрне вĕççĕн шутла пуçларĕ. Шутласа хĕрĕх пилĕк тенкĕрен кăна иртнĕччĕ — пĕр çын хăйсем патне çывхарни курăнчĕ. Шерккей укçине, хăпăл-хапăл пуçтарса, йĕм кĕсйине чикрĕ, килекен çынна кĕтме тытăнчĕ. Ильяс иккен.
— Эс... эс ăçта çӳрен çапла тĕттĕм пуличчен?
— Капкайсем патĕнче пултăм.
Ильяс ашшĕне пĕр мăшăр çĕнĕ çăпата тыттарчĕ.
— Кăна та хăвах турăм тетне-ха?
— Хам турăм.
— Шельмă ачи. Кур-ха, чăнах, майне славни кӳнĕ пек курăнать. Çăпати пичĕн хăрах енĕ кăшт чалăшрах иккен. Калăпа пустарнă чух сылтăм кантрине хытăрах туртмалла пулнă.
— Кайран хамах чухларăм та...
— Юрĕ капла пулсан та. Сырсан, ураран тухса ӳкес çук, капла та сырăп.
— Эп, атте, сан валли чипертерех туса килĕп.
— Хăçан?
— Ырантан тепĕр кунне.
— Кăна ăçта хурăн вара? Тăварламалла мар-çке?
— Кăна Итрис папай туянма пулчĕ.
— Ак тамаша, апла та пулать-и-ха вăл?.. Ну, ачам, пуçланă ĕçӳ ăнса пытăрах. Кĕрсе вырт, кĕрсе вырт шала.
Ильяс мунчана кĕрсе кайрĕ.
Шерккей енчен енне пăхкаларĕ. Çын çуккине пĕле тăркачă вăл каллех укçине шутлама пуçăнчĕ. Аллинче виçшер тенкĕлĕх хутсем иккенне пĕлет-ха вăл. Чаппан айĕнчен аллине кăлармасăрах пĕрерĕн-пĕрерĕн шутласа, вăтăршар туса уйăрма тытăнчĕ. Çапла виçĕ хут уйăрма ĕлкĕрчĕ çеç — Тимрук таврăнчĕ. Шутласа пĕтереймен укçине Шерккей каллех кĕсйине чикрĕ, мĕн шутланине пуç айне хучĕ. Тимрукĕ ăна-кăна ытла час тĕшмĕртет, вăл пур чухне шутласа аппаланасшăн пулмарĕ Шерккей.
— Çывăр, кĕрсе çывăрах, — майĕпен çеç каласа хучĕ вăл ывăлне.
Сулхăн çил çĕкленчĕ, çумăр ӳккеле пуçларĕ. Шултра тумлам çĕре епле ӳкни мунчара та илтĕнет. Пăчăхса тарăхнă çĕр кашни тумлама йĕр хăварми ĕмсе илет. Сывлăш тасалса çитет, кăкăр сарса сывлама пулать. Çакăн пек чухне алăка уçса çывăрма пит аван.
— Атте, ан хуп алăка, — терĕ Тимрук.
— Хупмалла, ачам, хупмалла çав. Ав тулта аслати мĕнле кĕрлет, — тӳрре тухасшăн пулчĕ ашшĕ.
— Эппин, эпĕ те унта пырса выртам.
— Е тата, çывăр тенĕ сана...
Канăçа пĕлмеççĕ-çке, шăпăрлансем...
Çиçĕм куçа шартарса ялтлатать. Пĕр енче кăна мар — пĕтĕм таврана вут хыпса илет тейĕн, хушăран лаппипе çутала-çутала каять е туратланса хуçăлать те самантра сӳнсе ларать, аслати вара тарăннăн анасласа илет, мĕн вăй çитернĕ таран кĕмсĕртетме тытăнать. Хирте пĕрчĕ тăраннă вăхăт. Çумăрăн кашни тумламĕ мăн хисепре, вăл пит те кирлĕ вăхăта ӳкерчĕ, тырă кăçал ăнса пулассăн туйăнать Шерккее. Мунчари пĕчĕк çемье шăпланать. Тĕттĕм. Çиçĕм ялкăшнă самантра çеç шала çутă кĕрет, кайран малтанхинчен те тĕттĕмрех пулса тăрать.
Шерккей пуç çинченех чаппанпа витĕнсе выртрĕ. Кĕçĕр каç вăл лăпланарах çывăрасшăн-ха. Ачисем иккĕшĕ те килте, алăкне шал енчен хăех шанчăклă питĕрсе илчĕ, тем пăшăрханса тăрасси çук.
Аслати аякра авăтма тытăнчĕ. Çумăр шĕвелчĕ пулас, пĕр тикĕс шăпăртатать, çапла ирччен те пулин çăвинччĕ. Ирхине Шерккейĕн каллех ĕçе тытăнмалла. Ĕç хыççăн ĕç тупăнсах пырать. Хĕрӳ вăхăт пуçланать кăна-ха. Тыррине вырса кĕртмелле, çапса пуçтармалла, çуртри те ĕлкĕрет, акмашкăн та вăхăт çитет — кусем пĕтĕмпех аякри ĕçсем-ха. Тата çурт та лартмалла, вити-кĕлетне тумалла, лупасайне, аслăкне çавăрмалла, вĕсенчен пĕри те пулин кĕттерсе тăрин, пурне те пĕрин хыççăн тепĕрне туса пымалла — ăçтан ал çитертĕр!
Пĕркунхи пек пулсан, Шерккейĕн пуçĕ çурăлса тухмалла та, халь апла мар: асамлă арчинче унăн укçи канса выртать. Ăнтарнă пулĕччĕ-çке, пĕр-пĕр шанчăклă çынна тарçа тытса ярийĕн. Кăçал тырри кал-кал пухăнать. Мишерсем патĕнче сакăр ана-ха унăн, Ишлĕ хирĕнче тата виç çурпилĕк, ял хĕрринче виçĕ ят çĕрĕ. Вăта шутпа кăна пухас пулсан та, пĕр анаран çитмĕл пăт ĕмĕтленме юрать пуль. Апла, эппин, вунă анаран çичçĕр патне çывхарать, тата çитмĕл хушансан... Асран кăна кайăн! Виçĕмçул пĕри çапла таçтан Утламăша килнĕ те «чарсламан кĕнекипе» юмăç пăхса çӳретчĕ. Çăкăр тĕпренчĕкне пăрçа пек пĕтĕрсе уçă кĕнеки çине пăт! тутарса ӳкеретĕн те, юмăçĕ сана çавăнтах хăй самахне тупса вуласа парать. Ял халăхне çав юмăç хăй час шутлама пултарнипе шалт тĕлĕнтерсе хăварчĕ. Шерккей хальхинче çав юмăçран та хăвăртрах шутласа кăларчĕ. Çичçĕр çитмĕл пăт тырра вырнаçтарма ик кĕлет кирлĕ, пӳлмисем те хутлă-хутлă пулмалла!.. Çаплах пуйма пулать-çке, атьсемĕр? Мĕнле сывлăш çавăрса янине çынсем сиссе те юлаймĕç...
Кăмăллăн кулкаларĕ Шерккей. Анчах вăл кулнине хăй кăна сисрĕ, урăх никам та курмарĕ.
Кĕл çине тăрса юлнă çыннăн хутаç çакса кантакран кантăка шаккаса çӳресси ĕмĕртен юлнă йăла. Шерккей кĕлем хутаççи çĕлеттермест, хăй пурăннă чух кĕлĕмçĕ те ыйткалакан ятне илтесшĕн мар вăл, çук, илтесшĕн мар.
Мунчара шăп.
Çывăрчĕç-ши ачисем? Тимрук та çывăрчĕ-ши?.. Чаппанне сирсе хăрах чавсипе тĕренсе çĕкленчĕ Шерккей.
— Тимрук, ачам, çывăратна-ха эс?
— Тем каласшăнччĕ-и тата?
— Çук, ыйтса кăна пĕлтĕм, çывăрах, çывăрах канса...
Ывăлĕ çывăрмасть иккен-ха. Ну, эппин, укçа шутлас пирки шухăша илме те çук, паян пулмасть ĕнтĕ. Эккее, ху çемйӳнтен ху çапла хăраса тăр. Пурнăç — тăхăрвунă пăрăнăç. Шерккей, куçне чарса, енчен енне пăхкаларĕ — нимĕн те курăнмасть. Сĕм-тĕттĕм. Çумăр юлхавлăн шăпăртатать. Мунчара шăп. Ниçта пĕр сас-чӳ илтĕнмест. Куç сисĕнмесĕр хупăнать.
Сыпăк-сыпăк шухăшсем йĕркесĕр капланаççĕ; пĕр-пĕрне хăваласа иртеççĕ, арпашаççĕ, тăпăлаççĕ, палăрми çухалаççĕ, унтан татах сыпăнаççĕ, татах арпашаççĕ...
Такамăн автанĕ авăтса ячĕ. Ун хыççăн ялта шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Малтан вăл хуллен кăна, инçетре пек янăрарĕ. Кунталла çывхарнăçемĕн шăнкăрав ытларах та ытларах илтĕне пуçларĕ. Ахăртнех, пĕр шăнкăрав кăна марччĕ пуль, темиçе пек туйăнчĕ Шерккее, миçе иккенне çеç ниçтан уйăрса илеймерĕ. Шерккей кантăкран пырса пăхрĕ — пĕчĕк, тăвăр кантăк. Тулли уйăх савăнса çутатать. Катаран лаша ура сасси илтĕнет. Кĕпер çинче тимĕр шинлă кустăрмасем тăнкăртатаççĕ. Акă пĕр тăрантас кĕпер урлă каçрĕ. Икĕ лаша, иккĕш тĕ тимĕр кăвак, ярăнарах утнă чух ташланă пек элчĕ пыраççĕ, пуçĕсене уха-уха илеççĕ. Çыннисем хуп-хура тумланнă, пурте вăй питтискерсем пек сарлакан курăнаççĕ. Урам варрине çитсен, вĕсем сасартăк лашисене чарчĕç, ларнă çĕртен çăмăллăн сике-сике анчĕç, Унтан хăйсем хушшинче тем пăшăлтатса илчĕç, ихĕлтетсе кулса ячĕç. «Ăçта кайма тухнă-ши вĕсем?» — темшĕн пăшăрханса шухăшларĕ Шерккей çав çынсенчен куç сиктермесĕр.
Малта тăракансенчен пĕри çав самантра Шерккей мунчи еннелле алă тăсса кăтартрĕ, вара пурте тăкăрлăк еннелле хускалчĕç. Мĕскĕн Шерккейĕн сехри хăпса тухрĕ. «Апла пулас çук, апла пулас çук», — тесе мăкăртатрĕ вăл. Ĕнтĕ лешсем ун мунчи енелле утса кăна та мар, чупсах пыма тытăнчĕç. Ним тăва пĕлмен Шерккей чӳрече патĕнчен шикленсе пăрăнчĕ. Хура пиншаклă палламан çынсем çĕр варринче ырă шухăшпах çӳрес çук-ха, мĕнле те пулин хур кăтартас ĕмĕт тытмаççĕ-ши вĕсем тесе пăшăрханчĕ вăл. Çапла мĕн чухлĕ вăхăт иртнине хăй те сиссе юлаймарĕ, чӳрече аяккинчен пăхрĕ. Тупата, ун патнех килеççĕ-çке!..
— Тимрук! Ильяс!.. Тăрăр-ха, тăрăр тетĕп...
Хура пиншаклă çынсем пахча вĕрлĕкĕ урлă вашт та вашт сиксе каçрĕç.
— Тимрук, тăр-ха тетĕп, мур илесшĕ! — урипе çиллессĕн тапрĕ Шерккей. Унтан пырса пăхрĕ. Тимрук та, Ильяс та пӳртре çук иккен, шăпăрлансем тахăш вăхăтра тухса тарма ĕлкĕрнĕ, ашшĕне пĕр-пĕччене пăрахса хăварнă, чăн та, мур илесшĕсем иккен. Шерккей мĕн тăвайтăр кунта пĕр-пĕччен? Мунча алăкне тул енчен шаккама та тытăнчĕç.
— Уç, Шерккей, хăнана килтĕмĕр!..
Шерккей чĕнмерĕ.
«Кам пулчĕ ку?» Сасси илтнĕ пекех туйăнать. Таçта, алăк патĕнче, пуртă пулма кирлĕччĕ, паçăр ăна, карта тытса пĕтернĕ хыççăн, хăй аллипе хăй кĕртсе хунăччĕ-ха. Халь ак вăл та пулин ал айне çакланмасть. Çавăнтахчĕ-çке ĕнтĕ?..
Пуртă вырăнне Шерккее тимĕр туртмала çакланчĕ. Шерккей уншăн та хавасланам пек пулчĕ, вĕçне çитес пулсан, вăл та ăна пулăшма кирлĕ-ха.
Алăка тул енчен туртса лăскама тытăнчĕç.
— Кам унта! — чĕтренее тухакан сассипе кăшкăрса ячĕ чăтса тăрайман Шерккей.
— Эпир кунта!
«Хурахсемех иккен, каснă-лартнă хурахсем!» — хăрушă шухăш вĕлтлетрĕ Шерккей пуçĕнче. Тупата, çак самантра унăн сăн-пичĕ мĕн тĕслĕччĕ-ши? Кĕл пек кăвакарса кайнăччĕ-ши е шур тăмпа сăрланă пек шуралнăччĕ-ши? Шăлне хĕссе çыртнă-ха вăл, çапах та çурма уçă тути тем чĕтрет, тем туртăна-туртăна илет, ăна вăл хăй те сисет. Туртмалине ик аллипех çĕкленĕ-ха, маччаран перĕнтерсе тăрать те, савăркалама меллĕ мар.
Çĕмрĕлет, куç умĕнче тусать хăмаран катьăр-катьăр каркаласа тунă алăк, урлă янă сăлăп та шарт хуçăлса ӳкрĕ, çыхнă пăявĕ татăлчĕ.
— Эсир... алăка çĕмĕрсех кĕретĕр-çке капла, çĕмĕрсех кĕретĕр?
— Мĕншĕн уçмастăн?
Урнашка ертсе килнĕ иккен вĕсене, хайхи таçта тĕнчене кайса янă Урнашка. Чармак куçне унталла-кунталла вылятать, нихçан кулса курман пек çиллес хăй. Тепри хĕп-хĕрлĕ питлĕ, хура мăйăхлă патвар çын. Мăйăхĕ вĕçĕсене хаяр йытă хӳри пек кукăртса янă.
— Мĕн туртмала çĕклесе тăратăн? Хаклă хăнусене çапла кĕтсе илеççĕ-и?..
— Ах, Урнашка, эс иккен. Йĕркеллĕрех калаç-ха. Камсем, камсем пулчĕç юлташусем?
— Юлташăмсем-и? Ха-ха-ха! — илемсĕр кулса ячĕ Урнашка. — Илтетĕр-и, юл-та-шăм-сем? — Вăл каллех Шерккей енне шăтарас пек пăхса илчĕ. — Пăрах тенĕ çав кирлĕ мар япалуна, мĕн туртмалапа тăратăн? Пире пурпĕрех ним те тăваймастăн, — Урнашка çавăнтах Шерккей аллинчи туртмалана çăтăрласа илчĕ те, ăна хулă пек авса, алăкран кăларса ывăтрĕ. Мĕскĕн Шерккей аллисене шăлкаласа илчĕ.
— Чимĕр, калăр-ха ĕнтĕ, камсем эсир? Камсем?
Тăнăçсăр хурахсем мунчара ухтарма та тытăнчĕç. Шерккей выртнă вырăна сирсе пăрахрĕç. Пуçелĕкĕ айĕнче ĕнер каçпа çеç шутлама хăтланнă укçи пурччĕ, ăна пĕр хут татăкĕ хаварми кĕсйисене чикрĕç. Çакна куçкĕрет пăхса тăракан Щерккей чăтаймарĕ:
— Мĕн иртехсе çӳретĕр çапла? Тухса кайăр ман патăмран! Хурах!.. Хурах!.. — кăшкăрса ячĕ вăл.
Лешсем ун сăмахне ним вырăнне хумарĕç. Хĕрлĕ питлĕ мăнтăркки пăлтăр урайне сарнă хăмасене çĕклеме тытăнчĕ. Урса каясса çитнĕ Шерккей, ик чăмăрне çĕклесе, ун патнелле вирхĕнчĕ. Урнашка ăна хăрах аллипе пусрĕ те лапах урайне лартрĕ.
— Ан хăтлан, Шерккей, кирлĕ мара. Лар кутна хĕссе. Пире хирĕç тăмашкăн пурпĕрех вăю çитмест, — аллипе сулса ячĕ хăй.
— Вăйăм çитмест тесе, элле, çитмест тесе... Сана кăна çитерĕп-ха вăйăма!.. — Урнашка енне сулса ячĕ аллине, анчах вăйсăр алли ун теме пула аран хускалать. — Калăр мана, мĕн кирлĕ сире?
— Укçа арчи, — терĕ хура мăйăхли, куçне-пуçне чалăртса.
— Мĕнле арча? Кам арчи?..
— Ха! Пĕлмене хывасшăн... Халех парса янă пултăр!
— Нимĕн те çук манăн, çук манăн! — терĕ Шерккей ларнă çĕртен тăма хăтланса. Урнашка ăна татах пусса лартрĕ.
— Сан арчу çуккине пит аван пĕлетпĕр-ха эпир, пирĕн кунта хамăрăн арча пур...
— Хурах!.. Хурах!.. — тепĕр хут кăшкăрса ячĕ Шерккей, сасси хăйĕн йăлт тытăнчĕ. Таçтан çапах та вăй кĕрсе кайрĕ. Вăл çавăнтах туртăнса тăчĕ те хăй умĕнче пӳлсе тăракан Урнашкана çапса ӳкерчĕ, хĕрлĕ питлĕ мăнтăркка патне çитсе тăчĕ. Леш çав вăхăтра шăпах хайхи арчана кăларатчĕ.
— Памастăп, вĕлерсен те памастăп!.. — Çулăхасшăн пулчĕ вăл хĕрлĕ питлине. Лешĕ ун енне çаврăнса пăхмасăрах арчине хул хушшине хĕстерчĕ. Шерккее урипе тапса хăварчĕ, ытти юлташĕсене кăчăк туртрĕ. Часах мунчаран пурте тухса кайрĕç. Шерккей аран кăшкăрса юлчĕ:
— Хурах!.. Ялйышăмсем!.. Арчана, арчана илсе кайрĕç!.. — йĕрсех ячĕ вăл.
— Камсем? Мĕнле арчана?.. Мĕнле хурах?..
— Укçа арчине тетĕп-çке, — чĕринчен тарăхса каларĕ Шерккей.
— Атте, вăран-ха эс, мĕн йăнăшса кăшкăрашатăн? — Тимрук ăна тăрăшсах хулпуççинчен силлерĕ. Шерккей алăк патнелле йăваланса кайнă иккен, тикĕсех мар çара урайĕнче вырта парать. Тимрук сассине илтсен, йывăр ыйхинчен аран вăранчĕ.
— Эс... таврăнтăнам, таврăнтăнам? — çине-çине ыйтрĕ вăл.
— Ара, ĕнтĕ астумастнам? Эпĕ ниçта та кайман, эс йынăшса кăшкăрашнине пула кăна вăрантăм.
Шерккей выртнă çĕртен тăрса ларчĕ. Пуçĕ тем йывăрланнă, патавкка пек туйăнчĕ ăна, хăй ăçта иккенне çпнлах тĕшмĕртеймерĕ-ха.
— Ăçта леш... хĕрлĕ питли? — ыйтрĕ вăл чĕтренсе тухакан сассипе.
— Кам? Мĕнле хĕрлĕ пит? — тĕлĕнчĕ Тимрук. — Атте, эс тĕлĕкĕнте мĕн те пулин куртăн пуль, темле хурахсем пирки, укçа арчи пирки аташрăн...
Шерккей шарт сиксе илчĕ: ара, чăнах та, тĕлĕкре кăна пулчĕ пулас-ха? Вăл çавăнтах хăй выртнă çĕрелле сикрĕ, пуç айĕнчи укçине тĕрĕслерĕ — унтах иккен, никам та илмен, тĕкĕнмен, кĕсйинчи те пур. Тĕлĕкре кăна! Савăнса, чунтан хĕпĕртесе, çĕкленсе ларчĕ Шерккей. Эппин, арчи пирки те иккĕленмелли çук, алăкĕ те ĕнер каç мĕнле питĕрнĕ — çавăн пекех.
— Ай, мур илесшĕне, — терĕ вăл. — Ыйхăллă пу-пуçа мĕн кăна килсе кĕмест, тупата, ч-чăтма çук хăрушă тĕлĕк куртăм. Пулĕ, пулĕ, кăшкăртăм та пуль, ара.
Сивĕ тар çапнă çамкине Шерккей кĕпи çаннипе васкамасăр шăлса илчĕ, ĕнтĕ чĕри те тинех канăçа кĕрсе йĕркеллĕ тапа пуçларĕ. Мунчара хăйсенчен урăх никам та çук. Акă Тимрук ун умĕнче тăрать, лере Ильясĕ çывăрать. Шерккей лăштах сывлăш çавăрчĕ. Тĕлĕкӳ-масару тем аташтарса ярĕ.
— Çутăлать-и-ха? — ыйтрĕ вăл шалалла кĕнĕ Тимрукран. Хăй тинех лăплана пуçларĕ.
— Çутăлать...
Кантăкĕ пĕчĕк пулин те, кăвак çутă сăрхăнтарать. Шалта мунча чулĕсем палăра пуçларĕç. Шерккейĕн тула тухса кĕрес шучĕ пур, анчах хăй пăлтăр алăкне уçса пăхма çӳçенет. Унта ăнă паçăрхи хура пиншаклă çынсем сыхласа тăрассăн туйăнать. Алăка шакканине чăнласах илтрĕ-çке-ха вăл. Шерккей шала кĕчĕ, пĕшкĕнчĕ, кантăкĕнчен кĕпер еннелле пăхрĕ. Хăрăмланнă кĕленче витĕр тул ен курăнсах каймасть. Вăл чӳрече кĕленчине çĕтĕкпе шăлкаларĕ, тата ытларах вараласа пĕтерчĕ. Кĕленчене пикенсех çуса тасатмалла пулчĕ. Çапла чăрманса пайтах вăхăт иртрĕ, çутăлса та кайрĕ, кĕпер енне пăхса илчĕ-илчех. Çук ĕнтĕ унта нимĕнле тăрантас та. Пулнă пулсан та, хальччен тăрать-и? Тен, пулман та пуль вара, Шерккее хăйне çеç курăннă пек туйăнчĕ пуль. Çав тĕлĕкех ăна ăнран ярать. Вăл каллех пăлтăралла тухрĕ. Хăрушă тĕлĕкне çаплах манаймасть. Пĕри Урнашкахчĕ-ха. Кам пĕлет, тĕнчере таçта пурăнать те пуль çав ăш çунтармăш. Пуçне пултăрахчĕ унăнне. Ыттисем тата камсемччĕ-ши? Хăçан та пулин куçа-куçăн курманччĕ-ши çав хурахсене? Е палласа илес пулсан, Шерккей малтанах сыхланмашкăн ăс çитерĕччĕ. Тупата, камсем пулчĕç-ши çав хурахсем? Шерккей хăй асне килнĕ сăнарсене тĕпче-тĕпче анăш пулчĕ, вĕçне çаплах тухаймарĕ. Те курсах курнă-ха вĕсене, шет, курман та пуль, çитĕ-çке вĕсемшĕн пуç çĕмĕрсе ларма.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...