Хура çăкăр :: VI. Тăван çуртран аякра


Энтюк Пăваран Шерккей патне пурăнмаллипех кӳçса килчĕ. Шерккейпе иккĕшĕ вĕсем вăрман хĕрринчи Ярслав çырминче пулчĕç. Энтюк тăмне те, хăйăрне те хăй тĕрĕслесе пăхрĕ. Кунта пит те чипер ĕç çавăрса яма пулать тесе шантарчĕ вăл Шерккее. Çак пысăк ĕçе вара Энтюк пĕтĕмпе хам майлаштарса ярăп терĕ. Ĕçĕ ĕнтĕ, чăн, тăкаксăр пулмасть, мĕн хака ӳкессе те Энтюк Шерккее шутласа пачĕ. Хакĕ сахал мар, анчах пыра-киле, тен, тата пĕр-икĕ уйăхранах пуль, çак ĕç хăйне пит майлă саплаштарма пултарать, кайран уссине те курма пулать. Çапла усă курас ĕмĕт Шерккее хăйне те хаваслантарчĕ. Энтюка вăл пĕлсе ĕç хускатса ямашкăн малтанах укçа парса хучĕ.

Мĕн кирли кунта ал айĕнчех иккен. Çырма-çатра хушшинче курăк тавраш курăнмасть, хайăрне мĕн чухлĕ кăларас тетĕн, çавăн чухлĕ чав, шывĕ инçе мар, кирлех пулсан, насус лартса уçлама кăна ан ӳркен, алă вĕççĕн ăсса хăпарасси те тем мар.

Энтюк Шерккее пит килĕшрĕ. Вăл ĕçе юратакан çын, мĕн кирлине шута илмесĕр ним тума та васкамасть, мĕн тумаллине те вăхăтра чухлать, ытлашши сăмахласа тăмасть, ĕçĕ пирки ыйта-ыйта аптратмасть, кайран çеç, çавна çавăн валли турăм та кăна çавăн валли турăм, çавăн чухлĕ укçа пĕтермелле пулчĕ тесе, Шерккее каçсерен хыпар çитерсе тăрать.

Шерккей панă укçана вăл пĕр пус таранччен кирлĕ çĕре кăна тăккаларĕ. Хăй лайăх пĕлнĕ-палланă çынсене Пăва таврашĕнчен кунта ĕçлеме чĕнтерчĕ. Кирпĕч çапнă çĕрте ĕçлес текенсем ку тăрăхра та сахал мар. Энтюк вĕсене, Шерккей хушнипе, хăй суйласа йышăнчĕ. Эрне иртнĕ çĕре кирпĕч типĕтмелли сарай пулса та тăчĕ.

Вăрманĕ юнашарах. Усалукăн шанчăклă тарçи Хура Сантăр темиçе лав вутă тие-тие килчĕ, тата та тиесе килме пулчĕ. Ĕçсенчен аякра пулам мар тесе, Энтюк пурăнмаллипех Ярслав варне куçрĕ, вăхăтлăха пурăнмалăх хăма çапса хӳшĕ турĕ, хĕрĕ ăна çакăнтах апат хатĕрлесе парать.

Кирпĕч хĕртмелли кăмакана Энтюк хăй тĕллĕн майлаштарса çитерчĕ. Виççĕмĕш эрне вĕçне тухнă чух чи малтанхи хут хĕртнĕ кирпĕчсене кăмакаран кăларма ĕлкĕрчĕç. Кирпĕчĕ çирĕп те лайăх, янраса кăна тăрать. Шерккей çавна пăхнă май хăй те ача пек хĕпĕртет.

Çапла тертпе хускатса янă ĕç чиперех сыпăнса кайрĕ. Çак ĕçе Шерккей, кăштах та пулин пĕлнĕ пулсан, хăех пултарма кирлĕччĕ. Анчах вăл хресчен ĕçĕнчен ытла нимĕн те туман, çӳрессе те халиччен инçе тухса çӳремен. Энчетрен пĕрре Пăвана кайса та кăштах тĕнче мăшкăлĕ куратчĕ. Ун пирки вăл килне таврăнсан никама та каласа памарĕ. Хăй курчĕ, хăй пĕлчĕ, урăх никам та ан пĕлтĕр терĕ.

Хăй курни-пĕлни çавăн пек-ха. Унăн Тимрукĕ — пулас çурт çынни — халиччен ниçта та пулса курман-çке. Кайса килинччĕ вăл хăй тĕллĕн пĕр-пĕр хулана, ашшĕ пулăшмасăр тенĕ пек, пурăнса куринччĕ пĕр вăхăт аякра, пĕлейинччĕ пурнăç тути-масине. Мĕн тесен те, çынни ача-пăча мар ĕнтĕ, шанса кăларса яма пулать. Пăвана çеç те мар, ытти пысăкрах хулана кайса килтĕр. Ан тив, вăл унта çын хушшинче çапкаланса çӳретĕр, вырăсла калаçма вĕрентĕр, çынсене куртăр, пурнăçра хăй ăçта та кам иккенне пĕлме хăнăхтăр, ытти çынсемпе пĕрле кунçул таппине кĕрсе пиçĕхтĕр. Ак хăйнех илет-ха Шерккей, енчен вăл çамрăк чух унта-кунта пулса курнă пулсан, çын хушшинче хăш чух ытла мĕскĕннĕн курăнас çукчĕ. Халь, ак, Пăвана çеç кайса килмелле пулсан та, мĕнле те пулин йăнаш тăвасран чунĕ çук темелле. Пиçĕхеймерĕ çав вăл çамрăк чух. Тимрукне ан йĕрлетĕрех çав шăпа. Тимрукĕ унăн хăй çумĕнчи пĕртен-пĕр шанчăклă ывăлĕ, паян пулмасан — ыран вăл хуçалăхри чи пысăк ĕçсене явăçмалли çын. Кирлĕ чух çав Энтюк пекех пĕр-пĕр пысăк ĕç хускатса ярасси пулĕ, пĕлнĕ-пĕлмен пуçпа çавна тăвас та кăна тăвас тесе хĕсĕнме çук, нуша кулачă çиме вĕрентет, яланах çынна шаннипе ĕç тухмасть. Иртнĕ чухнехи пек текех мĕскĕне хывса пурăнасси пулмалла мар, пурнăçăн аслă урапи çине саркаланарах лармалла. Çавăн пек чухне Шерккее Ильяс та пит кирлĕччĕ çав та — кĕçĕннин ĕренки пулмарĕ. Пĕркун, ав, таçта тухса кайрĕ те çавăнтан вара халь те пулин ашшĕ куçне курăнмасть. Тимрук çеç пĕррехинче: «Ильяс ăçта пирĕн?» — тесе асăнтарчĕ. «Кам пĕлет ăна, кам пĕлет, Капкайсем патĕнче пуль», — терĕ ашшĕ ун чухне. Çавăнтан кайран тата ик-виçĕ кун иртрĕ, Капкай ачи пырса Ильяс пирки ыйтрĕ. Ильяс ăçта иккенне ашшĕ те, Тимрук та пĕр сăмахпа калаймарĕç. Шухăша кайнă Тимрук пĕр каçхине Ильяс пирки ашшĕнчен çине тăрсах ыйтрĕ.

— Пĕлместĕп, чăнах, пĕлместĕп, — тесе тавăрчĕ ашшĕ.

— Ăçта та пулин аташса кайман-ши, чирлемен-ши вăл?

— И-и, каларăн та! Ăна чир виттĕр-и?

— Ăçта кайма пултартăр вара? Миçе кун хушши пĕр хыпар та пĕлместпĕр...

— Эс итле, Тимрук, кĕçĕнни пирĕн çурт çынни пулмарĕ. Вăл кунĕ-кунĕпе киле таврăнманнине ху пĕлетĕн. Çӳрет пуль-ха, çӳрет пуль ял тăрăх сĕтĕрĕнсе, — терĕ ашшĕ.

— Ялта кăна пулсан, епле килсе курăнас пулмасть? — иккĕленсе те пăшăрханса каласа хучĕ Тимрук.

Ильяс килте çукки ашшĕне ытла пăшăрхантармарĕ курăнать. Кулленхи тертлĕ ĕçре унăн хăйĕн ирĕ иртет, каçĕ каçать.

Пӳртре салху, чĕрĕ, тĕксĕм. Кăмакине те, туса пĕтернĕ хыççăн, пĕрре кăна хутса пăхнăччĕ, темĕне пула тăм шăрши халь те сирĕлмест. Пĕчĕк пӳртĕн пĕренисене саваласах хăпартрĕç пулсан та, шалта тĕттĕм, чӳречесем пĕчĕккĕ.

Шерккей шухăша кайрĕ. Каçхи апат хыççăн сĕтел çинчи чашăк-çăпалана пуçтарман. Кĕтесре Тимрук сĕнксе ларать.

Ашшĕ кĕсйинчен укçа кăларса шутлама тытăнчĕ. Вак кĕмĕлпе пăхăрĕсене шутла-шутла тем аташрĕ те мĕн кăларнине каялла кĕсйине чиксе хучĕ, унтан Тимрукĕ еннелле çаврăнчĕ.

— Итле-ха эс, — терĕ вăл ăна. — Чĕмпĕре ярас тетĕп сана ыран. Чĕмпĕре ярас тетĕп...

Тимрук тĕлĕнсе пăхрĕ ашшĕ еннĕ.

— Мĕн тумалла пулать унта?

— Халлĕхе сана нимĕнле ĕç те хушмастăп-ха, малашне куç курĕ, куç курĕ. Хула курса кил, ачам, çапла çӳрекелесе. Ху тĕллĕн çӳре, пĕччен. Вырăсла перкелешме тăрăш, лавккасене çӳресе кур. Сан пек çынсем унта çук мар, пур, Вĕсем пурăнаççĕ, ав. Эсĕ те ху тĕллĕн пурăнма вĕрен. Пирĕн çынна ытла йăваш та çемçе пулни килĕшмест. Илтетне, ывăлăм? Йĕрекен укçа çук ман сана парса яма, укçам пур-ха кĕсъере тесе, шанса тăрасси ан пултăр, ал вăйĕпе тупма тăрăш, пус çумне пус хушма пĕл. Асту вара, çаратса та ют кĕсъесене хыпашласа мар, ĕçлесе тупмашкая ăс çитер. Ют çĕре йерлесе ан çӳре, чипер ятран тухмасăр ырă шухăшпа пурăн. Алăк патĕнче вырăну ăнсан, тĕпелелле иртесшĕн ан сĕкĕн. Каланă сăмахăм тӳрĕ пултăр саншăн. Килтен пĕр кашăк парса ярам. Инçе çулта ăна ан çухатса хăвар, киле чиперех илсе çитер. Пĕр уйăх иртĕ-и, иккĕ-и — саншăн пăшăрханса тăрасси ан пултăр. Пĕр çавра çăкăр чиксе кай. Çакăн пек пулать ман калас сăмахăм...

Мĕн кăна шухăшласа кăлармасть пуль Тимрукăн ашшĕ. Сăмахĕ тĕрĕс те, кăмăлĕ те çаплах-ши? Ывăлне халь хула курма яратап тет, çын курса кил тет. Çыннисене ăна ялта та куратăп-ха, хула тесен..

Часах ялта хĕрупраç улах ларма тытăнать. Хаваслă яш-кĕрĕм унта çĕр хута халап та юмах çаптарать. Тавшуйлă савăнăç, пулас мăшăрсен хĕлхем тăкан куçсем, чĕре патĕнчи туслă сăмах та таса тупа, ĕмĕтлĕ шухăш та ĕмĕре çитмелли шанчăк — юлĕç-шим çаксем кăçал Тимрукран? Кунта епле иртĕç-ши çамрăк чуна çĕклентерсе яракан хĕр сăрисем, тунсăхланă çĕнĕ юр тăрăх хывăнакан йĕлме тупанлă çунан чи малтанхи йĕрĕсем, яш ĕмĕр илĕртмĕш улах сăрисенчи каçа та ир тăвакан ташă-юрă кунĕсем те кăçал Тимрукран юлаççĕ-ши? Мерчен те кĕмĕл тухъяпа кăшăлланнă пикесен чечен чечеклĕ сăнĕ-сăпачĕ, чăнкăрти мăясемпе пĕркеннĕ кăкăрсем, анлă теветпе явăннă çинçе пилĕксем курăнаймĕç-шим ăна, хĕрсем çума-çумăн хĕсĕнсе тăрса, харăс-харăссăн аххаясăм такмаклани илтĕнсе тăраймĕ-ши ăна хăй аякра тĕнче касса çӳренĕ вăхăтра?..

Çамрăк ĕмĕр, мăнтарăн çамрăк ĕмĕр пĕр чăваш каччин асĕнчен те нихçан туха пĕлмест. Вăл Тимрук асĕнчен те каймасть — тунсăхлаттарать, кĕттерет, шухăшлаттарать, хăй çинчен кунсерен те каçсерен аса илтерет. Çапах та ашшĕн сăмахĕнчен иртме çук, вăл мĕн хушнă — итлемелле. Итлемесен юрамасть.

— Юрĕ, атте, кайса килĕп, — терĕ Тимрук. Сасси ăна хăйне çеç мар, ашшĕне те хаваслантарми илтĕнчĕ.

Ашшĕ ун валли Пăваран вĕр-çĕнĕ атă илсе килнĕччĕ. Атти Тимрука шăп кăна, ятне çĕлетнĕ тейĕн. Ирхине Тимрук çав атта тăхăнчĕ, çине хура пиншак уртрĕ, тĕсĕ кая пуçланă кăвак карттус тăхăнчĕ, хутаçне çăкăр чикрĕ, кашăк илчĕ, ĕнтĕ çула тухса кăна каймаллаччĕ — ашшĕ тата пăртак чарса тăчĕ.

— Чим-ха, ывăлăм, — терĕ вăл. — Акă мачча çинчен пĕр хутаç хĕвелчамăш антартăм. Пĕр хутаç! Илсе кай çакна, илсе кай та, хулара уншăн каçса каяççĕ, сутса ху валли укçа тăвăн. Кирлĕ чухне çав укçа тем пек кирлĕ пулĕ, ачам.

Тимрук ăна илесшĕн марччĕ. Çул çинче çуран çӳресси те пулĕ, хĕвелчамăш, тепĕр тесен, тем мар, ăна мĕнле сутса аппаланмаллине те Тимрук пĕлмест, ашшĕ хистесех каланине пула çеç вăл хĕвелчамăш хутаççине çурăмĕ çине хĕреслесе çакрĕ, килĕнчен тухса кайрĕ. Ашшĕ çĕкленнĕ кăмăлпа пăхрĕ ун çине, çак хушăра пĕччен юлни хаваслантарать тейĕн. Вăл ăна такăр çул сунчĕ, ывăлĕн ярăнтарса пусан уттине пăхса ăмсанса юлчĕ. Ачин чăмăр питçăмартийĕ ярса пусмассерен силлене-силлене илет, кĕлетки сарăлнă унăн, халех çын пулса çитнĕ темелле. Сывлăхĕ çаплах тăрĕс-тĕкел тăрсан, вăл ашшĕ пек кăна та мар, тата тасарах пулĕ-ха. Карта умĕнче пăхса тăрсах юлчĕ ашшĕ. «Кайрĕ-ха... кайрĕ...» — хăйне çеç илтĕнмелле пăшăлтат-рĕ вăл.

Тимрук ялтан тухса Куршанкă патне те çитменччĕ — ун хыççăн пĕр лав хуса çывхарчĕ, Тьăмай Реппинĕ иккен, Тимруксемпе пĕр урамрах пурăнаканскер. Тимрука вăл çийĕнчех палласа илчĕ.

— Пăхатăп та, кам вашлаттарса пырать тетĕп. Вăл — эсĕ иккен. Лар хăпарса.

Реппин Упи пасарне така сутма каять. Лавĕ пушах темелле, çыхса пăрахнă таки чарăлнă куçне мĕскĕннен уçа-уçа хупать.

— Эс те пасара каятăн пуль? — ыйтрĕ Реппин Тимрукран. Тимрук хай ăçта кайма тухнине пĕлтерчĕ.

— Ай-яй, çулĕ çывăх мар иккен санăн. Паян Ишевккене çитейĕн-ши? Унта çитеймесен, Пăрăмçинара выртмалла пулать вара. Ыран тата малалла таптарăн.

Реппин Чĕмпĕрте пулкаласа курнă çын. Пĕлтĕр вăл унта пĕр купса патне ик-виçĕ ăстрăм тырă леçнĕ-мĕн. Чĕмпĕрте каç выртмашкăн вĕсем çав купсан Атăл хĕрринчи вăрăм кĕлечĕсем патне чарăннă. Кĕр вăхăтĕнче унта кирек хăçан та халăх пулать, хамăр енчен те çынсем йышлă пыраççĕ, тет. Пăрахутсем чарăнакан пристаньсенче те халăх нумай, каç выртмалла пулсан, унта чарăнма пулать. Тимрука, хулара халиччен хăй тĕллĕн пулса курман çынна, çав хыпарсене пĕлни пит вырăнлă пулма пултарать.

— Темле инкек хăвалать ĕнтĕ унта сана? — ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ Реппин.

— Инкекне ăна хамăр тĕллĕнех шухăшласа кăлартăмăр-ха, — пысăк çын пек каласа хучĕ Тимрук. — Атте мана хула курса килме ярать.

— Э-э, нуши çук иккен. Хулана ăна курма пулĕ-çке, ачам. Кĕсйӳнте укçу çӳхелсен, пĕр-пĕр ĕçе ермешме пулать. Хулара çавăн пек, ачам, вак-тĕвек ĕçсем час-часах тупăнкалаççĕ. Тепĕр тесен, хула курса килни те мĕне тăрать. Килти ĕçсене пĕтеркелерĕмĕр ĕнтĕ кутăруçăн.

— Хирти ĕçсем пĕтрĕç çав-ха.

— Çапла, хирти ĕçсем... Аçу сан ялта темле пысăк ĕç хускатса ярасшăн темеççĕ-и çак?

Тимрук ун сăмахне илтмене хыврĕ.

— Хам ĕненсех каймастăп та, — терĕ Реппин малалла, — çынсем калаçаççĕ. Ярслав варĕнче кирпĕч çапмалли машина уçасшăн, теççĕ. Ара, тетĕп, çуртра кирпĕчĕ те кирлĕ çăв, тĕтĕп. Хамăр, сăмахран каласан, кăмака тумалла пулсан, тăватçĕр кирпĕчшĕн çичĕ юта лаша хăвалатпăр-çке? Килте çапса тунине мĕн çиттĕр. Тăкакĕ, чăн та, сахалтарах пулма кирлĕ. Сан аçу вара кăмака тăвас тенипе кăна мар имĕш, пысăкрах ĕмĕт тытнă, теççĕ. Чĕлхе шăмăсăр-ха вăл, çын сăмахĕ. Хам тесен, ун пек сăмаха ĕненсех те каймастăп.

— Атте шухăшне пĕлсе пĕтереймĕн ăна. Аса илет те ака кӳлет. Ак мана та, тĕк тăнă çĕртен тенĕ пек асне илсе, Чĕмпĕре ячĕ...

— Вăл çапла ĕнтĕ. Ахаль, шухăшлатăп та хам тĕллĕн, çав Туймет Тухтарăн пӳртне куçарса лартмалла марччĕ пуль унăн. Мĕншĕн çынна чĕрре кĕртес?

— Хам та çапла каларăм ăна, — тӳрре тухасшăн пулчĕ Тимрук, — мана: эс ача-пăча-ха тесе кăна хучĕ. Ун пек хăтланма кирлĕ марччĕ терĕм. Вăл калать, Тухтар ӳлĕмрен пурпĕрех хамар пата пурăнмаллипех куçать, тет, ют çын мар вăл пире, тет.

— Вăл, таврăнсан та, хăй вырăнĕнчен тапранмасть, — татса каларĕ Реппин. — Туймет мучи хăй те пит çирĕп çынччĕ, ачи те çавна хывнă пуль, çивĕч çын пулса-ха вăл, ман шутпа. Кирлĕ марччĕ ăна çакăн пек чухне йĕртме. Эсĕ ху ăна-кăна тĕшмĕртекен çын, çавăнпа кăна калаçрăм-ха санпа... Ну, тимĕр кăвакăм, — тилхепине карт туртрĕ Реппин, — чупса кăтарт-ха пире кăштах!..

Çăрха лаши анаталла хăй майĕпе юрта пуçларĕ. Реппии Тимрука ак мĕнле канаш пачĕ. Упи урлă кайсан, çул çаврăнăçлăрах пулать. Тăванъелĕнчен тӳрех Улхаша ӳкмелле, унтан Хулаçырми çулне тухмалла. Сартункка аслă çулĕ çавăнтан иртет. Унта Чĕмпĕрелле каякан лавсем вĕçĕ-хĕррисĕр темелле.

Пурпĕрех мар-и Тимрука? Реппин тетĕш каланă пек, чăн та, аванрах иккен, Тимрук апла куккăшсем патне те кĕрсе тухма пултарать. Унтан паянах Таккавар еннелле таптарать. Пăрăмçинара каç выртать те ыран Чĕмпĕре çитет.

Реппин аслă çулпа малалла кайрĕ, Тимрук тăвалла пăрăнса юлчĕ.

Çатма пек такăр çул. Тусан çук, шăрăх пусмасть. Шăмшак ĕшенме ĕлкĕреймен чухне утнăçемĕн утас килет. Тимрук çак таврара хăй тĕллĕн пулса курнине астумасть. Тахçан вăл ашшĕпе пĕрле куккăшсем патĕнче пулнăччĕ, анчах ку çулпа мар, ун чух вĕсем Ишек урлă кайнăччĕ. Вăрман тавраш çук кунта, улăх-çарана хĕссе пĕтернĕ. Çырма хĕрринчи кукшаланнă сăрт çамкисенче çеç хĕвел ĕнтсе янă çерем лаптăкĕсем палăркалаççĕ. Унта тăлăх сăвăрсем хуçа. Пĕр-пĕр çын иртсе пынине асăрхасан, çав сăвăрсем шари кăшкăраççĕ те хăйсен темле майлă пӳлсе пĕтернĕ шăтăкĕсене кĕре-кĕре пытанаççĕ. Хушăран тата сехри хăпнă мулкачă ăçта хăй валли уçă вырăн пур — çавăнталла таптарать. Канăçсăр чун инкекрен хăтăласшăн чупать те серепене лекет...

Вĕçĕ-хĕррисĕр хирсем. Хир варринче, лупашкара е çырма-çатра кукăрĕнче, тĕрлĕ ял лăпчăна-лăпчăна ларнă. Тутар çĕлĕкĕ пек ешĕл пахчасем куçа илĕртеççĕ, çап-çутă тăрăллă чиркӳсем таçтан аякран курăнаççĕ. Ял халăхĕ йĕтем çинчен кĕре пĕлмест, — хăшĕ авăн аштарать, хăшĕ тырă сăвăрать.

Тимрук Саплăк ялĕ урлă каçрĕ, Ишлĕрен иртрĕ. Çĕпрелĕ ялĕнче пĕр пусă тараси патне чарăнчĕ, унта вăл ăш каниччен çăл шывĕ ĕçрĕ, йăпанса тăмасăрах малалла уттарчĕ. Кантăр татаççĕ. Пĕр ытарма çук чипер хĕр татнă кантăрне çурăм туса туртса çыхрĕ, тăкăрлăкпа иртсе пыракан Тимрука асăрхарĕ.

— Вăй патăр, шур аппаçăм!

— Тавтапуç, сар пиччеçĕм. Ăçта каятăн?

— Инçе каятăп, пăхса курса юл!

— Утас çул ăнса пытăр, çитиччен çичĕ хут ӳкмелле, тăххăр тăмалла пултăр!..

Хĕр йăл пăхса кулса ячĕ. Тимрукран вăл, чăн та, çамрăкрах пулмалла. Эппин, мĕншĕн аппа терĕ-ха ăна? Чĕлхи кастарать вара.

Тимрук кăшт малалла иртсен çеç çаврăнса пахрĕ — хĕр çаплах ăна пăхса тăрать иккен-ха. Куçа-куçăн тепĕр хут тĕл пулсан, иккĕшĕ те кăмăллăн кулса ячĕç. Унтан хĕр пăрăнса каллех кантăр хушшине кĕчĕ, курăнми пулчĕ, Тимрук хăй çулĕпе утрĕ.

Сăртра куккăшсен ялĕ курăнса кайрĕ. Аслă урама пăтĕмпе хăва сăрса илнĕ. Тимрук пĕр кивелнĕ çурта пырса кĕчĕ.

Инкĕшĕ картишĕнче улма çăватчĕ. Тимрук килнĕшĕн вăл пит хавасланчĕ. Пĕччен кăна килтĕн-и, çуранах-и тесе ыйта-ыйта пĕлчĕ. Куккăшĕ килте çук иккен-ха. Ильяспа иккĕшĕ кĕлте турттарма хире кайрĕç, час таврăнмалла, тесе пĕлтерчĕ инкĕшĕ.

■ Страницăсем: 1 2