Хура çăкăр :: VIII. Инкек куçа курăнмасть
Тепĕр çын çитсе тăчĕ. Тимрук унпа пĕрле лутра пусмапа анчĕ, шала кĕрсе кайрĕ. Нӳхреп мар иккен кунта, тирпейлĕ пӳлĕмсем пур, чӳречисем кăна çĕр çумĕнчех тунăран тул енчен лутра курăнаççĕ. Анлă çӳлĕксем çинче темĕн чухлĕ кулачă. Çавна курнипех Тимрукăн çиесси килчĕ. Паян вăл, чăн та, ăшне тĕпренчĕк антарман. Хăй тĕлне шăпах кулачă пулнăшăн вăл калама çук хĕпĕртерĕ.
Сутăçă пит кăмăллă тутар, пĕчĕкрех кăна кукша старик.
— Кулачă кирлĕ-и сана? — ыйтрĕ вăл Тимрукран. Тимрукшăн пулсан, çăкăр та юратчĕ-ха, çăкăр кунта курăнмарĕ.
— Кулачă, — терĕ вара вăл.
— Миçе пуслăх касса парас?
Тимрук кĕсйине хыпашларĕ, пилĕк пуçлăх пăхăр тыттарчĕ. Кăмăллă тутар мамăк пек çемçе кулача малтан çурмаран касрĕ, унтан чĕрĕклерĕ те тараса çине хучĕ.
— Ме сана пĕр кĕрепенкке, — кулкаларĕ вăл, аллисене сăтăркаласа.
Хавасланнă Тимрук çак тутара тав тăвасшăнччĕ, калас тенĕ сăмахне калаймасăрах тухса кайрĕ. Ытла çиес килни халь кăна паллă пулчĕ. Куккăшĕ ăна пĕр чĕлĕ çăкăр хăварнăччĕ, панулмипе хăяр панăччĕ, Тимрук çавсене ĕнерех çисе ячĕ, унтан шăл хушшине тĕпренчĕк те хуман-ха. Акă халь ун аллинче шап-шурă кулачă. Хутаççипе чĕркенĕ чух вăл ăна пĕчĕк татăк çеç хуçса илчĕ, тутанса пăхрĕ, — кулачи пит тутлă пек тайăнчĕ. Ăçта çимелле пулать ĕнтĕ ăна, урамра иртсе пынă чух çиеместĕн-çке, çын кулма тытăнĕ, йĕркене пĕлменскер тейĕç ăна. Е тата хăй паçăр пулнă шыв хĕррине кайсан, инçерех юлчĕ пуль çав. Ĕнтĕ вырăнне тупĕ-ха.
Тимрук малалла ярăнарах ута пуçларĕ. Утнăçемĕн халăх та йышлă курăнать. Пурте хула халăхĕ-ши е ун евĕр килнĕ çынсем те пур-ши? Пур ĕнтĕ, пулмасăр, ара. Çынсем çурт хĕрринчи хăма сарнă вырăнпа утаççĕ, Тимрук та çав хăма пусма тăрăх утать. Пусмисене кунта епле чипер тунă, тупата, йĕпе-сапара та ура пылчăкланас çук...
Урам вĕçне тухрĕ Тимрук. Кунта халь ик енне те кайма пулать, хăш енне кайсан ăнтарĕ-ши? Тимрук ăçталла каять-ха, тепĕр тесен? Хулана тухса килнĕ чух Реппин тетĕш ăна Атăл хĕрринчи пристаньре каç выртма канаш панăччĕ. Тимрук Атăл та курман-ха. Куккăшĕ ăна хăйсем чарăннă вырăнтан Атăл аякра мар тесе каланăччĕ. Аслă урампа анмалла имĕш. Атăл айне анас пулсан, пин çурă пусмапа иртмелле тенĕччĕ. Çыранĕ çаплах çӳллĕ пулсан, анма та хăрушă пулъ, ана-ана анăш пулăн.
Сылтăм енче çичĕ тăрăллă çӳллĕ чиркӳ пур. Каялла таврăннă чух çак чиркӳ патнелле иртсен пăрăнмалла пулать. Тимрук асăрхаса пырать. Вăл, сылтăмалла, халăх ытларах çӳрекен енне, пăрăнса, аслă урампа утать.
Ун умĕнче ешĕл сад. Шалта улма-йывăç тавраш çук. Уçă хапхаран иртен-çӳрен вĕркет. Тимрук, кăштах шикленчĕ пулин те, шалалла кĕрсе кайрĕ-кайрех. Садра мĕн те пулин шăлкаласа тăма ĕçе илмĕç-ши ăна? Хуçи ăçтарах пурăнать-ши? Курса калаçсан вырнаçнă та пулĕччĕ.
Тимрук енчен енне пăхкаларĕ, çурт тавраш курăнмарĕ. Çынсемпе пĕрле малалла иртрĕ.
Садра пĕр чипер майра шыв парса тăрать. Тимрукăн ĕçес шухăш мар-ха, çиесси килет, ăçта та пулин хӳтĕрех çĕре вырнаçса, кулачă çиес пирки шухăшламалла.
Сад варринче темиçе çул юпленет. Тимрук, çав йышлă çулсенчен пĕрне суйласа, чăтлăхалла кĕрсе кайрĕ. Кунта иртен-çӳрен курăнмасть, пĕр-пĕр хӳтлĕхе чарăнсан, ăна никам асăрхас çук. Акă пушă тенкел те пур, ларма пит меллĕ. Тимрук хутаçне салтрĕ, кулачинчен çуррине хуçса илчĕ, çуррине ыран валли хăварасшăн пулчĕ, пикенсех çиме тытăнчĕ. Енчен çак самантра вăл кунта ларнине кам та пулин курас пулсан, Тимрук хăйне варра тытăннă пек туйнă пулĕччĕ. Юрать-ха, ăна никам та курмасть, никам та чăрмантармасть, хăй те никама кансĕрлемест. Каплах тăранса пулмарĕ. Вăл çавăнтах тепĕр татăкне кăларчĕ. Хальхинче паçăрхи пек васкамарĕ, тинех иклетме те чаранчĕ. Тимрук тăранчĕ. Халь ак, кунтан кайнă чух, çав чипер майраран пĕр курка шыв та ыйтса ĕçĕ. Садра, никам кансĕрлемен çĕрте, канса ларма пит аван та, Тимрукăн каймалла, унăн паян ăçта çĕр каçасси пирки шухăшламалла. Çав, Реппин тетĕш каларăш, Атăл хĕрринчи пристанех çитмелле пулать пуль. Май килсен, унтах ĕç пекки те шыраса пăхĕ.
Ларнă çĕртен йывăррăн тăрса утрĕ Тимрук. Хайхи майра патне чарăнса, пĕр курка шыв ĕçрĕ. Шывĕ пылак, майра унран икĕ пус ыйтрĕ. Хулара шыва та укçалла сутаççĕ-им? Çак пылак шывшăнах укçа тӳлессе пĕлнĕ пулсан, Тимрук пĕр тумлам та илместчĕ-çке. Майрана çапах та икĕ пус кăларса пачĕ. Çаплах укçа тăккаламалла пулсан, тата виç-тăватă кунтан аптрасах çитмелле пулать...
Çак шухăш Тимрука хăрата пуçларĕ.
Садран тухса, хăй çулĕпе утрĕ вăл. Атăл хĕррине ăçтан каймалла-ши кунта? Ак Чĕмпĕр хули сана. Калама канас, хули пит пысăк. Утламăш пек ялсене пĕрле пуçтарса вырнаçтарас пулсан, кунта миçе Утламăш шăнăçнă пулĕччĕ-ши? Чĕмпĕр çав... Сасартăк Тимрук Тухтара асне илчĕ. Тухтар кунта тетчĕç, вăл кунтах пулсан, ăçта пурăнать-ши? Эх, çавна тупайсанччĕ. Мĕнле тупма пулать ăна? Ыйтса пĕлме çук, килтен киле çитсе тупаймастăн. Çук çав, аса илнипех ăна тупас çук кунта...
Тимрука хирĕç пĕр тутар иртсе пыратчĕ.
— Калăр-ха, — чарса тăчĕ ăна Тимрук, — Атăл патнелле хăш урампа иртмелле?
— Атăл хĕррине-и? — терĕ тутар, çырă мăйăхне шăлкаласа. — Ăçта, Хусана каяс тетне, малай?.. Ак çак урамран тухатăн та сылтăмалла пăрăнатăн, çавăнтан тӳрех анма пулать.
— Тавтапуç.
— Кай, хăвăртрах кай, сана кĕтеççĕ унта.
— Ăçта?
— Хусанта, ара. Çавăнта каятăп тетĕн-çке? — шӳтлесе кулчĕ тутар. Каччă кăн-кан пăхкаласа юлчĕ.
Тимрук ăна тĕрĕсех ăнланчĕ пулсан, унăн çак урамăн вĕçне çити анмалла, унтан сылтăмалла пăрăнмалла, вара — тӳрех Атăл хĕррине.
Сылтăмалла пăрăнакан урампа Тимрук чылайччен утрĕ. Темшĕн ăна тек тăвалла хăпарнă пек, хирĕçле утнă пек туйăнчĕ.
Аташса каймарĕ-ши вăл? Тутар тĕрĕс çулах кăтартрĕ-ши? Камран та пулин тепĕр хут ыйтса пĕлсен ытлашши пулас çукчĕ те...
— Аппаçăм, Атăл хĕррине ăçтан каймалла?
Хĕрарăм ун сăмахне итлесе те тăмарĕ, хăй çулĕпе васкарĕ. Тимрук тата малалла иртрĕ.
Тата тепĕр çын пыратчĕ, Тимрук ăна чарса тачĕ.
— Итле-ха, — терĕ Тимрук, — эпĕ аякран килнĕ çын. Мĕнле-ши кунта, ăçта та пулин каç выртмалăх хваттер тупасчĕ тетĕп те...
— Хваттер? — енчен енне пăхкаларĕ лешĕ. — Аптрасах ӳкрĕн-и? Ялта салакайăк аптрамасть, хулара çын аптрас пур-и? Ав, виçĕ хутлă хĕрлĕ çурта куратна? — пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ лешĕ. — Хăрах енче пĕчĕк алăкĕ пур. Эс, савнă çыннăм, çав алăкран шаккаса пăх-ха...
— Рехмет ыр сăмахна.
Лешĕ, куç айĕн кулма чарăнмасăр, хăй çулĕпе утрĕ. Тимрук хĕрлĕ çурт умне çитсе чарăнчĕ, алакне хăюсăр шаккарĕ. Шалтан сасă илтĕнмерĕ. Тимрук тата хытăрах шаккарĕ. Часах темле сăнчăр чăнкăртатни илтĕнчĕ, алăк чĕриклетсе уçăлчĕ. Тимрук умне салтак тумĕ тăхăннă пăшаллă çын тухрĕ тăчĕ. Каччă, хăйне çаплах кĕтсе илессе сунманскер, шартах сикрĕ.
— Мĕн кирлĕ сана?
— Ырă çынсем мана çакăнта çĕр каçмашкан хваттере ярĕç тесе пĕлтерчĕç.
— Мĕнле ырă çынсем?
Тимрук урамра чарăнса тăнă çын еннелле аллипе тăсса кăтартрĕ. Лешĕ çаплах шăл йĕрсе пăхать.
— Утах хăвăн çулупа! — кăшкăрса пăрахрĕ салтак, — Курмасна, тĕрме кунта, — алăкне шалт хупса та хучĕ.
Тимрукăн сехри хăпрĕ: тĕрме тет-и, ристансене хупса усракан çурт пулчĕ-и вара ку? Тĕрме-и? Тĕрме тени хулара пулать-и? Акă сана янтă хваттер! Çук, ун пек хваттер кирлĕ мар-ха Тимрука. Леш мĕншĕн çаплах улталаса ячĕ-ши? Çамрăк çын çакăн пек инкек курнăран кулма вăтанмаççĕ те иккен. Тĕнчере тĕрлĕ çын пулать. Тимрук, урăхран каялла çаврăнса пăхмасăр, урампа утрĕ.
Чипер кӳме кӳлнĕ самăр лашасем ун умĕпе ирте-ирте каяççĕ. Лашапа пулсан, Атăл хĕррине часах çитме пулĕччĕ, çулне те тĕрĕс кăтартĕччĕç ăна. Анчах çавăншăн та укçа тӳлемелле пулсан? Паçăр ав, садра, ăна шыв кăна ĕçтерчĕç те, шăпах икĕ пус кăларса памалла пулчĕ. Тимрук, чул сарнă урампа хăйĕн сăран аттипе каплаттарса, васкамасăр утать. Кунĕпе çапла çӳре-çӳре йăлт ывăнса çитрĕ вăл. Халь ак каç та пулса килет.
Кĕрхи кун шанчăкла мар. Кĕтмен çĕртен çанталăк тĕксĕм пĕлĕтпе карăнчĕ, çумăр пĕрĕхе пуçларĕ. Ăçта пырса пуçа чикмелле? Вăл крыльца хӳттинче чарăнса тăчĕ. Пĕр карчăк çав алăкран кĕретчĕ.
— Тăхлачă, — сăмах хушрĕ Тимрук, — ăçта кĕрсе каç ирттерме пулать-ши?
— Пĕлместĕп, ачам, — карчăк шалалла кĕрсе кайрĕ.
Тимрук юнашарти çурт патне çитсе чарăнчĕ, алăкне шаккаса пăхрĕ.
— Кам унта? — илтĕнчĕ шалтан сасă.
— Каç ирттерме хваттер ыйтса пăхасшăнччĕ...
— Нумай кунта сирĕн пеккисем.
Нумай тет. Тимрук хăйĕнчен урăх кам çапла нуша курнине пĕлмест-ха.
— Пĕр каçлăха кăна, — йăлăнса ыйтрĕ вăл, — пӳртне йăтса каймастăп-çке ĕнтĕ.
— Вырăн çук тенĕ сана!
Алăкне те пулин уçмарĕç. Епле апла! Ытти çынсем те çаксем пек-ши кунта?
Юнашарти тепĕр çурт умне чарăнчĕ вăл. Алăкне питĕрменччĕ. «Кунта ак каç выртса кайма та пулать пулĕ», — хĕпĕртесе шухăшларĕ Тимрук хăй ăшĕнче. Вăл алăка уçрĕ кана — шалтан кашкăр пысăкăш йытă сиксе тухрĕ. Тимрук аран алăкне хупса ĕлкĕрчĕ. Леш ăна халех çурса тăкассăн туйăнчĕ. Йытă çаплах чарăна пĕлмесĕр хăрăлтатать. Шалтан çын тухрĕ, йыттине чарчĕ.
— Мĕн кирлĕ сана?
— Хваттер ыйтса пăхасшăнччĕ, — хăюсăр каларĕ Тимрук. — Эсĕр пĕлме пултаратăр пуль, ăçта кунта хваттер пур?
— Пĕлейместĕп çав, — алăкне хупса хучĕ унпа калаçакан çын.
Кунта унпа сăмахласшăн та мар. Тимрук тарăха пуçларĕ. Вăл халиччен чарăнкаласа курнă çуртсем пĕчĕкрехчĕ-ха, шет, чипертерех çуртлисенчен ыйтса пăхмаллаччĕ пуль? Ĕнтĕ тухнă-тухнах — тепĕр кӳршĕсем патне те чарăнма пулать.
Пĕр хĕрарăм алăк патне тухрĕ.
— Хваттер кирлĕччĕ мана...
— Ăçта... ĕçлетне эс?..
— Çук-ха. Эпĕ ялтан килнĕ çын.
— Пĕр пĕчĕк пӳлĕм. Уйăхне виç тенкĕ. Хăвăн кăмака хутса ашăтмалла. Ик уйăхшăн малтан тӳлемелле.
— Мана кĕçĕр каçлăха çеç кирлĕ.
— Çук ун пек хваттер. Урăх çĕрте шыраса пăхăр.
— Ăçта шыраса пăхас-ши?
Каллех алăк хупăнчĕ. Мĕн тумалла? Ăçта каймалла? Çумăр та çаплах чарăнмасть, пĕлĕт шĕвелсе кайрĕ. Тимрук йытă çури пек йĕпенсе пĕтрĕ. Вăл, темле сада кĕрсе, йывăç айĕнчи тенкел çине ларчĕ. Тĕттĕм пулчĕ. Сулхăн. Кĕçĕр те çапла уçă çĕрте каç ирттермелле пулать-ши? Татах тем çиесси килчĕ. Çиессе чăтма пултарĕ-ха, ĕшенсе йĕпеннĕ хыççăн ăшă вырăнпа выртса канасси теме тăрать. Тимрук çапла тенкел çинче ларнă çĕртех сĕнксе илчĕ, çывăрас мар, çывăрас мар тенĕ çĕртех куçĕ-пуçĕ йывăрланчĕ, шухăшĕсем пăтранчĕç, вăл тенкел хыçнелле чавсипе тĕренчĕ...
Такам ăна çурăмĕнчен тĕкрĕ. Тимрук сасартăк куçне уçрĕ. Ун умĕнче пĕр хĕрарăм.
— Эс, каччă, мĕн кунта çывăратăн?
— Ăçта çывăрас тата?
— Килне каймалла.
— Кунта çывăрма юрамасть-и? — ларнă çĕртен çĕкленчĕ Тимрук.
— Сулхăн кунта. Шăнса пăсăлма пулать. Ав татах çумăр килет.
Хута кĕрсе калаçакан хĕрарăм сасси Тимрук кăмăлне кайрĕ.
— Ялтан килнĕ çын эп, — тере Тимрук. — Пĕлĕш те, тăван та çук кунта. Иртнĕ каçхине урамрах выртса çывăртăм. Паян Атăл хĕррине каясшăнччĕ — çулне тупаймарăм... Ĕçе кĕрсе пулмĕ-ши теттĕм те, ниçта чарăнма пĕлмерем. Хваттер ыйтса, виç-тăватă çĕре çитсе пăхрăм — тупса пулмарĕ. Ăçта каймалла тата?
— Ак, тупата! — тĕлĕннĕ пек каласа хучĕ хĕрарăм, — Ялтан килнĕ çынна хĕрхенекен çук... Атя хам пата. Пӳлĕм пĕчĕккĕ те, пĕччен пурăнатăп. Урайне вырăн сарса парăп ытах.
Хĕрарăм чăнласах хĕрхенчĕ пулмалла çак качча. Ун сасси йăваш. Хĕпĕртенĕ Тимрук тав тума та сăмах тупаймарĕ.
Садран вĕсем васкамасăр тухса утрĕç. Хĕрлĕ хунар урам варринче вăйсăр тĕлкĕшет. Иртен-çӳрен паçăрхи пек мар, сахал. Хушăран кăна сиктĕрмеллĕ тăрантассемпе кӳмесем ирте-ирте каяççĕ. Палламан хĕрарăм Тимрука пĕр тăкăрлăкалла ертсе кайрĕ. Тимрукун хыççăн утрĕ.
— Васкарах ут, мĕн эс ват çын пек йăраланан?
— Васкасшăн-ха, ыр аппаçăм.
Пĕр лутра çурт патне çитсе чарăнчĕç. Хĕрарăм алăк уçрĕ. Шалта сĕм-тĕттĕм, ăçталла иртмеллине пĕлме çук, куçран йĕппе чиксен те курăнмасть.
— Пар-ха аллăна, хам çавăтам. Хăюллăрах пускала.
Вĕсем, алла-аллăн тытăнса, пĕр пĕчĕк пӳлĕме кĕрсе кайрĕç. Шалта тар шăрши кĕрет, пăчă. Çапах та кунта урамри мар, хӳтĕ кĕтесре. Хĕрарăм лампа çутрĕ, çумăрпа йĕпеннĕ çӳхе халатне хывса çакрĕ. Хĕрарăм та мар иккен-ха вăл, Тимрукран пилĕк-ултă çул аслăрах кăна пулĕ. Сăнĕ чипер, пит-куçĕ, ĕшеннĕ пекрех курăнсан та, кăмăллă.
Хĕрарăм сĕтел çине пиçнĕ улма лартрĕ, типнĕ çăкăр кăларса хучĕ, Тимрука ларма сĕнчĕ. Тимрук çиес килмест тесе туртăшса тăрасшăнччĕ, хĕр — Санюк ятлă терĕ вăл — унран кулкаласа илчĕ.
— Юрĕ, — терĕ вăл йĕкĕлтенĕ майлăрах, — эс ĕнтĕ пĕр-пĕр чаплă трахтирте пуян улпут пек апатланса тухнăччĕ пуль-ха, кунта ак сивĕннĕ улма та çăкăр, çиес килмест тетĕн. Ман пурпĕрех çиес килет... Ну, лар тетĕп, йăлăнтармăш ача. Сĕтел çинче: мĕн пурри сана та, мана та çитĕ. Эсĕ те питех пуян мар пуль-ха. Акă наччасра чей ăшăтса ĕçĕпĕр.
— Эс... пĕчченех тетне? Ăçта сан аçу-аннӳ?
— Хĕ, атте-анне! Сывă пулсанччĕ çав та вĕсем, — хĕр йывăррăн сывлăш çавăрчĕ, — анне ман хам пĕчĕккĕ чухнех вилнĕ. Эпĕр аттепе ялтан кунта куçса килтĕмĕр, çак пĕчĕк пӳлĕмре пурăнаттăмăр. Пĕлтĕр вăл хăй ĕçлекен хапрăкра пăрăс айне пулса вилчĕ. Çапла халь çут тĕнчере пĕр-пĕччен атте-анне курса пĕтермен нушана уйăрса пурăнатăп, пĕр-пĕччен! — сасси татăлас пек илтĕнчĕ унăн.
— Эс те, ман хăраххăм, пĕччен пуль-ха?
— Пĕччен çав, пĕчченрен нушаланатăп та, — тӳрĕ сăмах каласран пăрăнчĕ Тимрук.
— Кансĕр çав пирĕн çынна çутă кун курмашкăн... Эс сĕтел хушшинерех сиксе лар-ха. Çи, ан вăтанса тăр. Эс арçын-ха, пĕччен пулсан та, урăна ыттисем таптас çук. Эп пурăнни мĕн вăл? — хĕр куçран витĕр тинкерсе пăхрĕ, ун куçĕ айĕнче карăнна кăвак ункăсем палăраççĕ. Сĕтел çине часах чей те лартрĕ.
— Ăçта кунта... ĕçлетне?
— Мĕн каласси пур, — аллипе сулчĕ хĕр, — кĕпе çăваттăм. Ĕçĕм йывăр пулсан та, килĕшеттĕм-ха, çăкăр-тăвар илкелемелĕх. Хуçа çунса кайрĕ, ĕçсĕр тăрса юлтăмăр, вара кам ăçталла ăс çитерет, çавăнталла сулăнтăмăр. Ак эпĕ кунта пуранкалатăп тетĕп... Пурпĕр мар-и ман пек мĕскĕн чунсене... — темĕн каласа пĕтермерĕ ăна хирĕç ларакан хĕр.
Ăшă пӳртре Тимрук лĕнчĕрех кайрĕ, тулли куркинчи чейне те ĕçсе яраймарĕ; халех çывăрас марччĕ тесе тăрăшрĕ пулин те, куçĕ хупăна пуçларĕ.
— Эй ачам, — терĕ хĕр, — эс мĕн, çаплах ывăнса çитрĕне? Выртса канах эппин çакăнта.
Вăл Тимрука аттине хывма пулăшрĕ, кравать çине вырттарчĕ.
— Ху ăçта выртăн?
— Тупăп-çке...
Каччă выртнă маях çывăрса кайрĕ.
Тимрук ирпе вăраннă чух хĕвел тухса сарăлначчĕ, чĕрече шур карăмĕ витĕр кун çути сăрхăнатчĕ. Малтанах вăл хăй ăçта иккенне, кунта мĕнле майпа çакланнине те тавçăрса илеймерĕ, кăштах тăрсан çеç ĕнер хăй ăçта çитнине, садра кампа тĕл пулнине асне илчĕ.
Хĕр Тимрукран малтан тăнă. Аялти кĕпи унăн майралла, çавра кăкăрĕсем çурма таран курăнса тăраççĕ. Пӳлĕмĕнче арçын пур пулсан та, вăл вăтансах каймарĕ. Сивĕ урай тăрăх çарран сиктĕрме çинчи пек ирĕккĕн ярăнса утать те, тăмат ӳт-пĕвĕ чĕтрене-чĕтрене илет. Тимрук халиччен хăй умĕнче çакăн майлă çурма тумлăннă хĕр тăнине пĕрре те курманччĕ-ха, çавăнпа пăл яр-уççăн куç уçса пăхма та, хĕре сывлăх сунса сăмах калама та именсе тăчĕ.
— Вăрантăн-и? — ĕнерхи пекех хута кĕрсе калаçрĕ хĕр. — Эсĕ пит канса çывăртăн.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...