Хура çăкăр :: VIII. Инкек куçа курăнмасть
Халиччен хула курман Тимрук, Чĕмпĕре çитсе кĕрсен, тĕлĕнсех кайрĕ. Кунта урам хыççăн урам иккен, çурт вĕççĕн çурт; çурчĕсем вара темиçе хутлă, кантăкĕсене шутлама тытăнсан та, куçпуç алчăраса каймалла. Йышлă чиркӳсен тăррисем хĕвел çинче çунса-çиçсе йăлкăшаççĕ. Тем çӳллĕш мăрьеллĕ тĕксĕм çуртсем урамăн пĕр тăкăрлăкĕнчен пуçласа тепĕрне çити лаппипе пӳлĕннĕ — хапрăксем имĕш вĕсем. Шалта тем шатăртатни, кĕмсĕртетни, шăнкăлтатни, чĕриклетни чарăнас çук пек янăраса тăрать.
Çурчĕсем çӳллипе пуль — хула урамĕсем тăвăр пек. Урамăн икĕ енĕпе ниçтан иртсе пĕтейми халăх — вырăсĕ, тутаре, чăвашĕ, ирçи — тĕрлĕ чĕлхе те тĕрлĕ сасă, сăмахĕсене уйăрса та пĕтерес çук.
Сĕве хĕрринче те утарти хурт-хăмăр пек çын хĕвĕшет: ватти-çамрăкки, арçынĕ-хĕрарăмĕ, яш-кĕрĕм те хĕрупраç, тĕрлĕ тумтир тăхăннă халăх чăпар курăнать. Пĕри утать, тепри чупать, васкать. Кашнин хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, нуши-терчĕ, шухăшĕ-савăнăçĕ. Кĕпер патнелле çитес çĕрте ериле пасарĕ пуçланнă тейĕн — чарăна пĕлми тав-шав кĕрлесе тăрать. Кăтьăр-катьăр хăмаран çапкаласа тунă лутра та пĕчĕк хӳшĕсенче тĕрлĕ таварпа суту тăваççĕ. Канăçĕсене çухатнă арча усламçисем хăйсен никама кирлĕ мар ăпăр-тапăрĕсĕне сутма вĕтеленсе, пурлă-çуклă япалисене каçăхса кайса мухтаççĕ. Вĕсенче кăна иккен хак хурайми пурçăн та куç илейми мерчен. «Ытарма çук» йăлтăр çутă суллисем çут уйăха кулянтарĕç, сар хĕвеле вăтантарĕç, вĕсене ĕлĕк Кĕтерне патшан пăхăр нӳхрепĕнче чăлт-шурă кĕмĕлтен шăратса тунă имĕш (кăвакарса пăнтăхнă суллисем хăçан та тесен кĕмелпе юнашар выртса курнă пулĕçинччĕ, иçмасса), чĕр ахах куçлă çĕррисем çав ăçтиçук усламçăсен асамлă арчисенче кăна пытанса юлнă имĕш, урăх çĕрте шырани те тарам. Йăрăм-йăрăм шăрçа мăйисем сĕм-авалхи Пăлхар патши мăшăрĕсен ĕмĕрсем урлă каçнă манăçми пехилĕсем — тĕнчипе шырасан та пĕтĕмпе икĕ мăййя çеç, вĕсене иккĕшне те çак усламçăсем патĕнче кăна туянма пулать. Хуçлам çутă йĕпсене, виçĕ патша карапĕпе виçĕ тинĕс урлă каçарса, виç уйăх та виçĕ кун турттарса, çĕр те виççĕмĕш кунхине Чĕмпĕре илсе çитернĕ-мĕн. Тĕрлĕ тĕслĕ çипписем ука та карăс теççĕ, вĕсен пĕр хутăрне кăна çичĕ хрансус арланă, тет те, арласа пĕтереймен, тет, вара ăста китайсем патне çитерсе ĕçе кĕрттернĕ, тет те, кунта тиесе килтернĕ, тет. Ука çиппи кăна-и? Сĕвем-сĕвем ылтăн! Куçăрпа курăр та аллăрпа ан тĕкĕнĕр, кăмăлăрпа савăр та хавасăрпа туянăр, туянманни катаран пăхса хапсăнса тăтăр!..
Такмакран та çепĕç вĕсен мухтас сăмахĕ.
Тĕсесе курăсăн — нимĕн тĕлĕнмелли çук. Кулленхи кунра хамăр куç тĕлне пулакан арăш-пирĕш япала çеç иккен, — çĕрри те суя куç лартса янă куçлă, каптăрми те çутатнă пралука Капкай лаççинче таткаласа тунăскер кăна, шăрçи те ахаль кăвак кĕленчерен çеç. Ăна-кăна тĕшмĕртсех тĕшмĕртеймен çын, çак усламçăсен япшар сăмахне малтанхи хут илтсен, шалт хытса тĕлĕнет çав.
Халăх хушшипе хĕсĕнкелесе иртнĕ Тимрук ирĕкерех ярса пусрĕ те чарăнчĕ, вăрахчен пăхса тăчĕ, унтан тепĕр утăм ярса пусрĕ, тĕрлĕ сăмахлă сасса еккине ярса итлерĕ. Ай, тупата, мĕскер кăна сутмаççĕ-ши кунта! Укçа пулсан, темĕн та илме пулать...
Анчах мĕн илтĕр кунта Тимрук? Туянас пулсан та, мĕнпе туянтăр? Пĕр пус укçи çукчĕ пулсан та, куккăшне вăл: «Эпĕ укçасăр», — темерĕ. Лешĕ çапах та ăна ирĕксĕртен тенĕ пек, пĕтĕм вак кĕмĕлне парса хăварчĕ. Пĕрле киле таврăнар та, киле таврăнар тесе, куккăшĕ тем пек хистерĕ. Тимрук ӳкĕте кĕмерĕ. Вăл ашшĕ сăмахĕнчен иртесшĕн пулмарĕ. Кирек мĕнле пулсан та, хулара пурăнса пăхмалла. Кунта палланă-пĕлнĕ çынни çук пулин те, хăйне аптрамана хыврĕ, хваттер пирки те ытлах иккĕленсе тăмасть-ха, ăçта та пулин ĕçе вырнаçса пулмĕ-ши тесе сĕметлет. Пĕр сăмахпа каласан, куккăшĕн Тимрук пирки пĕр чĕптĕм те пăшăрханмалла мар, тепĕр уйăхран килне таврăннă чух вăл, юри вĕсем патне кĕрсе, каллех каç выртса кайĕ, чипер инкĕшĕ валли хуларан ятлă парне илсе пыма та ăс çитерĕ.
Ĕмĕт çав. Тăрана пĕлмен ĕмĕт, çунатсăр пулсан та, вĕçĕ-хĕррисĕр вĕçет.
Куккăшне ăсатса янă хыççăн Тимрук Чĕмпĕрĕн вăрăм та кукăр-макăр урамĕсем тăрăх пĕр-пĕччен пайтах çапкаланса çӳрерĕ. Куккăшĕпе чухне вĕсем тăвар кĕлечĕ хӳттинче выртса çĕр каçнăччĕ. Кунĕпе хула курса ывăнса çитнĕ хыççăн çав кĕлет ăçта иккенне чухласа тупăп та каллех çавăнтах çывăрăп тесе шухăш тытнăччĕ Тимрук. Шыра-шыра тĕттĕм те пулчĕ, кĕлет ăçта иккенне çаплах тупаймарĕ. Каç сулхăнĕ пуссан, пĕр урам хĕрринчи лаштра йывăç айне кукленсе ларнипех, çĕр тĕттĕмне сирĕлтерсе, ир çутине кĕтсе илчĕ. Ирхине ăна урам шăлакансенчен пĕри, уксах старик, кунта канса ларма юрамасть терĕ. Мĕншĕн юрамасть-ши, Тимрук çавна пĕлеймесĕрех юлчĕ. Юрамасть, юрамасть эппин, хирĕçсе тăрасси ялтан килнĕ çамрăк çыннăн шутĕнче çук, ури ăçталла ертнĕ çĕре тăрса утрĕ вара вăл. Кăнтăрла çитеспе çакăнти шыв хĕррине çитсе чарăнчĕ. Килĕнчен илсе тухнă çурăм хутаççи ăна йăлăхтарсах йăлăхтарчĕ. Çав хутаç ăна ĕнер çăмăлтарах пек туйăнатчĕ, паян ăшне чул тултарнă тейĕн, çурăмне авса антарасса çитерчĕ. Тимрук хутаçне ал вĕççĕн ылмаштарса çĕклеме тытăнчĕ, апла та пусать иккен. Мĕншĕн унăн çавна çаплах çĕклесе çӳремелле-ха? Ашшĕ хĕвелчамăш сутса пăртак укçа тума парса янăччĕ-çке. Çакăн пек самантра шăпах ун сăмахне тӳрре кăларса ăнăçтарма пулать. Авă кунта ун евĕр çынсем хĕвелчамăш та тапак, кантăр вăрри те кавăн вăрри сутаççĕ. Вĕсен ретне пырса тăма та юрать пуль?
Пĕри, Тимрукран виç-тăватă çул аслăрах пулмалла, юрланă пек сасăпа авăтса ячĕ:
— Шултра кăна хĕвелчамăш, шултра кăна хĕвелчамăш!.. Аслăк çинче çичĕ кун типĕтнĕ... Курки виçĕ пус!..
Курки виçĕ пус тет...
Курки те пĕчĕккĕ, ывăç кĕрес пек кăна. Çапах та виçĕ пус тет. Тимрукăн çавăн пек виçепе миçе курка пулать-ши?
Анчах лешĕн типĕтнĕ хĕвелчамăш тет-çке, аслăк çинче çичĕ кун типĕтнĕ тет те. Тимрук хĕвелчамăшне типĕтнĕ-и, типĕтмен-и — çавна пĕлмест. Хĕвелчамăшĕ шултрипе шултра маррине те астăваймасть вăл. Тепĕр тесен, пурпĕр мар-и тинех, çынсем сутаççĕ-çке, мĕншĕн унăн та сутмалла мар!
Çавăн пек шухăшпа хăпартланса, Тимрук енчен енне пăхкаласа илчĕ, хайхи типĕтнĕ хĕвелчамăш сутакан патнерех пырса, хайĕн хутаççине салтрĕ.
— Эс... мĕн унта? — тем пирки ыйтрĕ лешĕ. Тимрук ун еннелле çаврăнса пăхрĕ.
— Мĕн сутатăн тетĕп?
— Хĕвелчамăш... — хăюсăр каласа хучĕ Тимрук.
— Пăрăн кунтан!
— Ăçта?
— Кирек те шуйттан шăтăкне!
Тимрук ун сăмахне шӳт вырăнне хучĕ.
— Илтетне, сана калатăп, тăмсик!
— Мĕншĕн пăрăнмалла вара манăн!
— Сӳпĕлтетсе тăратăн-ха тата? Пăрăн тенĕ сана, кунта ан кансĕрлесе тăр, хăлху урлă кăтартасса кĕтместĕн пулсан!
Тимрук хăйне кунтан мĕншĕн пăрăнма хушнине тинех тавçăрса илчĕ: лешне кансĕрлет иккен-ха вăл. Тем мар, тепĕр тесен, вăл урăх çĕрте те сутма пултарать. Хутаçне шăппăн çĕклерĕ те малалла утрĕ.
— Курки виçĕ пус! Курки виçĕ пус!.. — таврана янăратса каллех авăтма тытăнчĕ лешĕ.
Çав çиллес çынтан хăпнă Тимрук урăх çĕрте вырăн йышăнчĕ, хутаçне уçса хăй умне хучĕ.
Иртен-çӳрен чылай та, чарăнакан çук. Тимрук евĕр çамрăксемех, ав, тем кулкаласа иртеççĕ. Утламăш йĕкĕтне хăйĕнчен кулнă пек туйăнать. Хăшĕсем, куç хĕррипе çеç пăхса, мăнаçлăн утаççĕ — ялтан килнĕ çынтан йĕрĕнеççĕ те пуль, хула-çке кунта.
Ун патне пĕр ватă карчăк çитсе чарăнчĕ.
— Мĕн чухлĕ ыйтатăн? — хыпашласа пăхрĕ вăл хĕвелчамăша.
— Курки виçĕ пус...
— Курку ăçта вара санăн?
— Курка çук та... куçпа чухласа парăп.
Йĕкĕт сăмахĕ карчăк кăмăлне кайрĕ.
— Пĕлместĕп-çке сан куçу мĕн чухлĕ чухласса. Чăн та, тӳрĕ çын пулас-ха. Хĕвелчамăшу чĕрĕрех иккен те, кăвакарчăн валли юрĕ-çке. Икĕ пуслăх пар-ха эппин мана.
Тимрук тинех сывлăшне канăçлăн çавăрчĕ. Çак карчăкăн алли çăмăл пултăрах. Вăл ăна икĕ ывăç йĕкĕрлесе пачĕ, тен, тата ытларах та панă пулĕччĕ, карчăкĕ ырă кăмăлла курăнать: «Çитĕ, çитĕ, ман ăна хумалли вырăн та çук», — терĕ. Укçине икĕ пусĕпех кăларса'Тимрука тыттарчĕ.
Каплах пулсан, ĕçĕ ăнмалла-ха унăн. Тата кам килĕ-ши тесе кĕтме тытăнчĕ вăл. Курка кирлĕччĕ ăна сутма, епле вăл çавна паçăрах аса илмен-ха,
Тавраналла пăхкаларĕ Тимрук. Шăпах ун телейне тутăхса шăтна курка курăнах кайрĕ — тĕнчере вăл та кирлĕ пулчĕ иккен. Тимрук ăна хавасланса ярса тытрĕ. Тахçан çав куркапа краççын тавраш тыткаланă пулмалла. Хутаççипех шыв хĕррине анса, вăл куркине хăйăрпа сăтăра-сăтăра çурĕ, тĕпĕ йăлтах хăпса каятчĕ пуль, юрать-ха, вăхăтра сыхлама пĕлчĕ. Курки пысăкрах иккен. Лешĕн пĕчĕк куркипе тултарас пулсан, ик виçепе те ун курки тулмасть пуль. Тимрука пурпĕрех ку япала меллĕ пулать-ха. Вăл каллех улăхса хăй вырăнне пырса тăчĕ.
Пайтах çын иртсе çӳрет, Мĕншĕн пĕр курка та пулин туянмалла мар-ши ĕнтĕ Тимрук хĕвелчамăшне! Çук, ăна асăрхаман пекех иртеççĕ те каяççĕ. Çапла кĕтсе пайтах вăхăт ирттернĕ хыççăн ун умне сăран пиншак тăхăннă çын чарăнса тăчĕ.
— Ытла вĕтĕ. Тутă та мар. Мĕн чухле ыйтатăн?
— Куркине... виçĕ пуспах паратăп.
— Тенкĕлĕх укçа вакламалла. Вакласа пар мана.
Тимрук кĕсйине хьшашларĕ. Унăн пĕтĕмпе те утмăл пус кăна, тенкĕ ваклама çитмест.
— Мĕнле сутăçă вара эсĕ?
— Çавăн пек ĕнтĕ. Эпĕ сутма тытăннă кăна-ха.
— Сутма тытăнман та пуль-ха, курку та çĕтĕлсе пĕтнĕ. Килĕшмест сана кун пек вак-тĕвек сутса аппаланма.
Сăран пиншаклă çын пăрăнса хăй çулĕпе утрĕ.
Кун пек ĕç килĕшменнине Тимрук вăл каламасăрах пĕлет те, мĕн тума пултартăр. Тен, кăштах та пулин ăнтарĕ-ха.
Тимрук умĕпе пĕр çамрăк хĕр иртсе пырать, тумланасса чăвашла тумланнă.
— Эй, каччă, мĕн сутатăн?
Тимрук вăтаннипе çĕр айне анса кайма хатĕр, тулли питçăмарти самантра тенĕ пек вĕриленчĕ. Хăй çапах та майĕпен çеç:
— Хĕвел-ча-мăш... — тесе хучĕ.
— И-и, тупата, сăмахна та кивçен илетĕн-çке, ху тата купсана тухасшăн. Хăма çурса ывăнмарăна? — хĕр ун патнерех çывхарчĕ.
— Ç-çук...
— Укçасăр та паратăн пуль?
— Хе, хура куç тесе! Парса ярас пуль, ара, мĕншĕн парас мар?
— Ак хайхискер! — тĕлĕнем пек турĕ хĕр. — Эпĕ сана калаçма пултарайми мĕскĕн тесеччĕ-ха.
— Кăмăлтан ыр сунса сăмахлакан çынпа мĕншĕн калаçас мар? — хăюлана пуçларĕ Тимрук.
— Мĕн эс, каччă пуçăпа, çакăн пек вак-тĕвек ĕçпе тăрмашатăн?
— Ман тĕлĕме çапла килсе тухрĕ-ха.
— Çук, çук, — терĕ хĕр, ăна тахçан палланă-пĕлнĕ çын пек, — сан вырăнта хам пулас пулсан-и? Пы-ысăк лавккара пусма-таварпа кăна сут тумалла.
— Тен, эпĕ хам та çавăн йышши пуль, — мухтанассăн каласа хучĕ Тимрук, — ăçтан пĕлес пур?
— Мĕнле йышшине сăмахсăрах куратăп-ха. Чăн калатăп килĕшмест сана кун пек ĕç.
Тимрук хĕре куçран чăрр пăхрĕ.
— Калаçасса çивĕч калаçатăн та, ăçтисем пулатăн-ха... йăмăкăм?
— Ак сана, йăмăку та пулса тăтăм-и? — хĕр тĕпрентерсе кулса ячĕ.
Çав самантра тепĕр енчен «Машшук!» тесе чĕннĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Хĕр унталла пăхса аллине çĕклерĕ, унтан каллех Тимрука тинкерчĕ.
— Чăваш шкулĕнче вĕренетпĕр эпĕр, ав çав çӳлти çуртра пурăнатпăр, — тăвалла тăсса кăтартрĕ те хĕр хăйне чĕннĕ хĕр-тантăшĕсем еннелле вĕçтере пачĕ.
— Хĕвелчамăш та пулин илсе каймаллаччĕ ĕнтĕ...
— Ыран, шăпах çак вăхăтра! — катаран илтĕнчĕ хĕр сасси.
Машшук ятлă иккен. Кунта. вĕренет. Кăвак саттин кĕпепе. Çӳçне майралла якатса туранă. Пит чипер сăмахлать. Мĕн терĕ-ха вăл? Ыран çак вăхăтра килме пулчĕ-и? Эппин, Тимрукăн ыран та кунта çак хĕвелчамăшпах аппаланса лармалла иккен. Ĕнтĕ çакăн пек киревсĕр сăмахсем илтсе пĕтернĕ хыççăн Тимрук текех ятне ярса çӳреймĕ-ха. Ăна капла та пуç тӳпинчен çитет. Вăл çавăнтах паçăр тăрăшса тасатнă куркине ярса тытрĕ, ăна, вăйĕ çитнĕ таран, çырманалла вăркăнтарчĕ. Унтан, хутаççине хăрах ал вĕççĕн çĕклесе, хăй те шыв хĕрринелле анчĕ.
Вашмăк çыранта мĕн шыв патне çитичченех вĕтçеççĕ чул, сыхланарах анмасан, шуса ӳкме те пулать. Ту енче иккĕн-виççĕн шыва кĕреççĕ, сулхăн мар-ши вĕсене? Шыв куçа сивĕтсе симĕсленет. Кĕр вăхăчĕ çывхарчĕ çав, тĕллĕн-паллăн курăнакан хăях тĕмĕ те сарăха пуçланă. Ĕнтĕ кунта пĕр аннăскер, пăшăхнă урана çуса уçăлтарма та юрать. Тимрук аттине хывса курманччĕ-ха. Вăл шыв хĕррине ларса аттине хыврĕ, тар витнĕ пурттенккине çил çинче куштăркама сарса хучĕ. Шывĕ, чăн та, сулхăн. Вăл çавантах хăйĕн хутаççине асне илчĕ. Хутаççине кутăн тытса, хĕвелчамăшне пĕрчĕ хăвармасăр силлерĕ. Юхтăрах шыва май. Ĕнтĕ хĕвелчамăшĕ те мар, Тимрука кулленхи мăшкăлĕ çак хĕвелчамăш вырăнне юхса каяссăн туйăнчĕ. Кулăш мар-и, çавăн пек вăйпитти çын, — каччă пулнă ĕнтĕ вăл! — çав кирлĕ-кирлĕ мар япалапа аппаланса çӳремелле. Лайăхрах шăпана тивĕçмĕ-ши вара вăл? «Мĕн, каччă пуçпа, хĕвелчамăш сутса çӳретĕн?» — хайхи Машшук сасси çаплах ун хăлхинче янăранăн туйăнчĕ. Çук ĕнтĕ, Тимрук текех çавăн пек йăлăхтармăш ĕçпе аппаланмасть, аппаланас та çук!
Хĕвелчамăш епле юхса кайнине Тимрук нумайччен пăхса сăнаса тăчĕ. Пĕрчĕсем çыран хĕррине те лара-лара юлнăччĕ. Тимрук вĕсене те тасатрĕ, унтан, аттине тăхăнса, çынран хĕррипе васкамасăр хăпарчĕ.
— Мĕн силлерĕн çак эсĕ унта? — ыйтрĕ Тимрукран пĕр палламан çын.
— Кирлĕ мар япала...
— Кирлĕ мар япалапа шыва варалама юрамасть, ачам.
Тимрук унăн малалли сăмахне илтмене хывса васкарах утрĕ, халăх хушшине кĕрсе кайрĕ. Çавăн пек йăлăхтармăш çĕклемрен хăтăлни ăна вăй кĕртсех ячĕ. Уссине курас çука мĕне кирлĕччĕ-ши çавна халиччен çĕклесе çӳреме? Мĕн уссине курнă пулĕччĕ-ши вăл, ăнăçтарса сутнă пулсан та? Хĕрĕх пус илнĕ пулĕччĕ, нумай пулсан — аллă пус. Çынсем çав укçана ĕçлесе тăваççĕ, тĕнче халăхĕ умĕнче пит-куçа хĕретес мар...
Чăваш шкулĕ пур тетчĕç çав Чĕмпĕрте. Темле пит ăслă чăваш Иван Якăльчă шкулĕ, тет. Çав шкулта вĕренекен хĕр пулчĕ иккен-ха унпа калаçаканĕ. Ăçтарах терĕ-ха вĕсен шкулĕ?
Катара çӳллĕ çуртсем йышлă курăнаççĕ. Пике каланă шкула унта ăçтан шыраса тупас пур? Ыран çак вырăна килетĕп терĕ вăл. Эппин, Тимрукăн та килмелле, кирек мĕнле пулсан та, çитмеллех унăн кунта.
Çав Машшука темшĕн курасси килнине Тимрук хăй те ниçтан ăнкарса илеймест. Кĕмĕл шăнкăрав пек чипер сасси халь те хăлхара янăраса тăнăн туйăнать, хăмăш пек йăрăс пĕвĕ куç умĕнче пек, кăмăллă сăн-пичĕ те Тимрук асĕнчен час тухас çук.
Вăл хай пулнă вырăна тем пек асăрхасшăн тăрăшрĕ. Унăн çакăнта килмелле пулать ыран, çак вăхăтра. Çак вăхăтра кăна та мар, вăл иртерех, шăпах кăнтăрла тĕлне çакăнта çитсе тăрĕ. Паян кунта аннă чух вăл çак урампах иртнĕччĕ-ши? Çак тимĕр кăшăлпа тĕрлесе пĕтернĕ хапха умĕнченех иртрĕ-ши вăл паçăр? Халь ăна-кăна уйăрса илме те кансĕр. Кирек ăçта кайсан та, çак урамăн вĕçне тухиччен вăл тӳрех утĕ-ха.
Çӳллĕ чул çуртсем ăна пĕринчен пĕри илемлĕн курăнаççĕ. Вĕсене тĕрлĕ тĕспе сăрласа чечеклетнĕ, решеткеллĕ картасем, пахчасем, садсем, сачĕсенчи пиçĕхсе çитнĕ панулмисем халь-халь татăлса ӳкессĕн куçа çиеççĕ.
Хирĕçри çурт айĕнчи нӳхреп пеккинчен пĕри шап-шурă кулачă илсе тухрĕ. Ун хыççăнах тепри тухрĕ, аллинче унăн та кулачă. Çăкăр тавраш сутмаççĕ-ши çавăнта?
Тимрук урам урлă каçрĕ. Алăк тăрринчи хăма çинче çăкăр евĕрлĕ ӳкерчĕк пур. Ун айĕнче темĕн çырнине асăрхарĕ вăл. Тахçан Тимрук пичетлĕ саспаллисене паллатчĕ-ха, вăл пĕр саспалли çумне тепĕрне хушма та пĕлкелетчĕ, акă халь шăлах çавна пĕлни кирлĕ пулчĕ. Вăл вулама тытăнчĕ: «Ка-ла...ч-и». Кулачă тет-и кунта? Кулачă пулмалла-çке? Вăл тепĕр хут та вуларĕ, çаплах çырнă, çырасса вара вырăсла çырнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...