Хура çăкăр :: XI. Йывăççипе улми
Кунсерен çӳлтен çӳле хăпаракан сар хĕвел çĕрĕн сивĕннĕ питне каçса кайса ăшăтать. Çурхахланнă юр, чĕркĕмĕл пек çут тĕпренчĕкĕн шăранса, куçа йăмăхтарать. Чуна савăнтарса тумлать çурхи тумла. Пĕр-пĕр ăста асамçă, ĕç çукран мĕн те пулин хайласа култарам-ха тесе, ахахран касса якатнă хăлха алки пек çакăнса тăракан пăр хӳрешкисем тĕпренех шартлатса катăлаççĕ те çĕрелле ӳксе чанкăрр! ванаççĕ. Çур вăхăчĕ: юр нăтăртатать, ешĕл папка вăя кĕрет, мăнтăр çĕр сывлăш çавăрать.
Улма пахчинчи лутра пӳрт тăрринче атьсем юр хыраççĕ. Ильяс кĕреçе пăрахмасăр ĕçлет. Хăйĕн çĕтĕк алсине, хывса, паçăрах кĕсйине чикнĕччĕ, ĕçлесе ăшша пиçсе çитрĕ, тарланă çамкине пиншак çаннипе шăлса, кăпăшка юра кĕреçе хыççăн кĕреçе ăсса аялалла варкăнтарма çаплах чарăнмарĕ.
— Маттур! Маттур! — çĕклентерсе хĕтĕртрĕ ăна аялтан пăхса тăракан ватă пахчаçă Палля.
— Эс, Илюша, аяккинчен те тасатса пыр, — терĕ Ильяспа пĕрле ĕçлекен тутар ачи Кемел. Кемелпе Ильяс пĕр класрах вĕренеççĕ.
Ватă пахчаçа шанса панă шкулăн пĕчĕк çуртĕнче икĕ пӳлĕм. Пĕринче Палля хăй пурăнать, тепринче — атьсем. Вĕсем пурĕ тăваттăн: чӳрече патĕнче Ильяс вырăнĕ. Куккăшĕ ăна кравать вырăнне тем пысăкăш кивĕ арча кӳрсе панă. Арчи шăтăк-шатăк, тахçан ăна питĕрмелле тăвас тесе пуль темиçе çĕртен шăтарса пĕтернĕ. Ильяс выртмассерен йăтăнса анмасан юрĕччĕ тесе пăшăрханать, хăй çапах та вырăнне çав арча çине сарать, çыварса тăрсан, пĕчĕк тӳшекĕпе минтерне, витĕнкĕçне, пуçтарса, арчинчи пĕр кĕтесе чиксе хурать. Унпа юнашар — Кемел вырăне, хереслетсе çапса тунă йывăç кравать. Тепĕр енче вырăс ачи Фимка вырăнĕ. Кăмака хĕрринчи сарлака сак çинче Пимерсел ачи Михайла, иккĕмĕш класра вĕренекенскер, Палля старике вăл таçтан тăван килет.
Иртне кĕркунне атьсем улма пахчинче ĕçлерĕç. Ватă пахчаçă хваттерсĕр пурăнакан ĕçчен атьсене хĕрхенчĕ те, пуçлăхсемпе сăмах татса, хăй патне пурăнма илчĕ. Тав сăмахĕ вырăнне ачасем вутă татса çураççĕ, юр тасатаççĕ, пахча пăхаççĕ. Вĕсем çурхи вăхăтра та ирĕн-каçăн пахчара ĕçлеме пулчĕç.
Вырсарникун çанталăк ăшăтса ячĕ. Атьсем, ирхи кĕлĕрен таврăнсан, пӳрт тăрринчи юра хырма тытăнчĕç. Пӳртре пĕр Михайла кăна юлчĕ. Кăмака хутса тирпейлĕх тытмашкăн паян ăна черет çитнĕччĕ. Михайла пит кăмăллă ача, вĕренессе те ăста вĕренет, атьсемпе пĕрле выляма та шӳтлеме юратать. Хăйне пĕр-пĕр ним пĕлтерми сăмах каласан та, вăл савăнса кулать, çавăншăн ăна ачасем кунта «Савăнăç Михайли» тесе ят панă. Михайла хăйне çапла тăрăхласа чĕннĕшĕн йывăра илмест, кӳренмест, вăл хăй те тĕрлĕрен кирлĕ-кирлĕ мар ят памашкăн ăста. Вăл паян та, атьсене мĕнле те пулин мыскара туса кăтартасшăн çунса, чылай вăхăт пуç çĕмĕрчĕ. Юлашкинчен çапах та пĕр мĕскер шăхăшласа кăларчĕ. Хăй мĕн тăвас тени ăна пит кулăшла пулассăн туйăнчĕ. Михайла хĕпĕртерĕ, ача пек савăнчĕ, тăвас тенĕ ĕçне ним иккĕленмесĕр туса пĕтерчĕ те, юлташĕсем апатланма кĕрес умĕн лăпкăн та яланхи пек йăвашшăн кулкаласа, кăмака умне кукленсе ларчĕ.
Типĕ вутă çатăртатса çунать. Шăранать шĕл кăвар. Кăмакара пĕчĕк хура чугунсем тăваттăшĕн те речĕпе лараççĕ. Ачасем кашни харпăр хăй валли пĕçереççĕ. Хăйсем ăс çитернĕ пек хатĕрленĕ яшкисем пурин те пиçнĕ.
Ĕç пĕтернĕ ачасем çĕкленнĕ кăмăлпа пӳрте кĕчĕç. Урайне шăлса кайнă, сĕтел çи тирпейленĕ, пӳлĕме лайăх уçăлтарнă — Михайла тăрăшса ĕçленĕ курăнать. Атьсем çăвăнчĕç, апатланма тытăнчĕç. Ĕç хыççăн апат аван анать, яшка техĕмлĕрех туйăнать. Кемел пуринчен малтан ĕлкĕрчĕ. Ăшăх турилкки çине какайне кăларса хучĕ, яшкине чашăка антарчĕ, сĕтел варрине вырнаçса, канăçлăн çие пуçларĕ.
— Апат тутлă пултăр!
— Рехмет, Михайла. Эс ху мĕншĕн çиме лармастăн?
— Часах эп те ĕлкĕрĕп.
Ильяс сĕтел кĕтессине ларчĕ. Вăл Кемел пек мар, васкамасăр çиет. Яшки унăн та тутлă. Вăл какайне тутанса пăхать. Какайĕ хытă, шăлпа туртса татма кансĕр. Мĕншĕн апла, пиçсе çитеймен-ши? Ара, вăл хăй юр тасатма тухиччен яшки вĕреме кĕнĕччĕ, епле пиçмен пултăр? Ильяс енчен енне пăхкаларĕ. Михайла та яшка антарать. Ильясăн какайĕ хĕп-хĕрлĕ, çăварне хыпнă какай турамне вăл аран çăткаласа ячĕ. Çуллине пĕçеретчĕ-çке, ара, вăл, мĕншĕн ун пек-ха? Иртнĕ эрнере куккăшĕ ун валли вунă кĕрепенкке те пулĕ мăнтăр сысна какайĕ илсе килнĕччĕ; ан пăсăлтăр тесе, Ильяс ăна Палля тетĕш кĕлетне хунă, вăл хальхи апат валли те çав какайранах касса илчĕ, яшкине ячĕ, халь ав, темшĕн хĕрелсе кайнă, пиçмен те пулас...
Кемел савăнса çиет. Тулли питçăмарти унăн ик енĕпе те йăлт çулланса пĕтнĕ, вĕтĕ шăлĕсем шап-шурă та пĕр тикĕс, какая мар, тимĕре ним мар ватма пултарĕç. Какайĕ те унăн лайăх пиçнĕ, çара çу...
Унччен те пулмарĕ, Ильяс ун аллинче мĕнле какай иккенне тавçăрса илчĕ, хăй чугунĕнче мĕнле какай иккенне те пĕлчĕ. Вара чашăкĕнчи какайне кашăкĕпе ăсса илчĕ те кăмака патĕнчи лаххана пере пачĕ, хăй çавăнтах хăсма тытăнчĕ.
— Мĕн пулчĕ сана? Мĕн пулчĕ?.. — Кемел ун патне чупса пычĕ.
Ильяс, аллисене сарса, стена кĕтессинчен тĕренсе ӳпĕнчĕ, хăсма çаплах чарăнмарĕ. Каярахпа çеç сывлăш çавăрса лаххан çинелле кăтартрĕ те:
— Куратна?.. Эп сана!.. — тесе хучĕ. Калас тенĕ сăмахне çаплах каласа пĕтереймерĕ, аллине Кемел енне сулса ячĕ.
— Мĕн эс, çапăçма-и? Çапăçма-и? — тĕлĕнсе пăхрĕ Кемел ун çине.
Фимка çитсе тăчĕ.
— Мĕн хăтланатăр эсир?
Ильяс сывлăш çавăрса илчĕ. Тути чĕтрет хăйĕн.
— Мĕншĕн ун пек иртĕхен? — терĕ вăл Кемеле, çиллессĕн пăхса. — Акă сана çавăншăн!.. — Хăй, сулăнса кайрĕ пулин те, Кемеле сисĕнмеллех çапса илчĕ. Юлташĕ мĕншĕн ун пек хăтланнине Кемел çаплах тавçăраймарĕ. Таса мар шывра Ильяс пăрахнă какая курсан, кунта мĕн пулнине вăл та ăнкарчĕ, Ильяса çурăмĕнчен çатлаттарса çапрĕ. Пăхса тăмалли вăхăт мар: Фимка вĕсен хушшине тăчĕ.
— Чарăнăр, шуйттан çурисем! Мĕн хăтланатăр эсир? Мĕншĕн çапăçатăр?..
— Ман яшкари какая хăйĕн сăхăмĕпе улăштарнă! — каласа хучĕ Ильяс, каллех хăсма ӳпĕнсе. Хальхинче Кемел те хăсма тытăнчĕ.
— Тункăс! Шуйттан!.. Çав йĕрĕнчĕке эп çийĕнчен укçа парсан та çăвара хыпас çукчĕ, — кăшкăрса ячĕ вăл.
— Чимĕр! Çапăçма юрамасть. Кам туса хучĕ çакна?
Кĕтесре шăп тăракан Михайла тинех кулма чарăнчĕ.
— Эсĕ, мур илесшĕ, улăштарса хунă-çке?
Ахаль чухне ытла йăваш курăнакан Ильясăн куçĕ вут та хĕм сирпĕтме тытăнчĕ. Вăл, чăмăрне чăмăртаса, Михайла патне сиксе пычĕ. Михайла унран пысăкрах та вăйлăрах, хальхинче çапах та, Ильясăн тарăхнă сăнарне курса, каялла чакарах тăчĕ.
— Мĕншĕн апла турăн?
Михайла патне Кемел те çывхарчĕ. Михайлăна вăл çӳçрен ярса тытрĕ, иккĕн ăçтан кăна май килнĕ — çавăнтан ăна тӳпелеме тытăнчĕç. Мĕскĕн Михайлăн сăмсинчен юн юхса анчĕ, кăшкăрса ячĕ.
— Чарăнăр тенĕ сире!.. Илтетре?
Çапăçма тытăçнă атьсене Фимка вăйпах уйăрчĕ. Çав вăхăтра алăк яри уçăлчĕ, пӳрте вĕрентекенпе Палля килсе кĕчĕç. Атьсем пĕр самантра шăпланчĕç, хăйсен вырăнĕсене саланчĕç.
— Мĕн кунта эсир... çаплах тĕпĕртететĕр? — ыйтрĕ вĕрентекен, маларах иртсе. Вăл Михайла юнланнине асăрхарĕ. — Эсир кунта сапăçмах тытăннă пулас? Кам çакна хускатса ячĕ?
— Алексей Егорчă...
— Алексей Егорчă!.. — çине-çине илтĕнчĕ кăштах хăюланнă атьсен сасси.
— Пурте пĕр харăс ан калăр, — терĕ вĕрентекен, — пĕри калатăр. ыттисен итлесе тăмалла. — Унтан вăл хăй хыçĕнче тăракан Палля енне çаврăнчĕ: — Каласамăрччĕ мана, час-часах пулать-и кунта çакăн йышши тытăçу?
Ним калама аптранă Палля шуралнă пуçне сулкаласа илчĕ, каярахпа тин сăмах хушрĕ:
— Çук, Элекçей Якурччă, çук. Вĕсем хушшинче хальхи пек кăшкăрашу мар, тĕркешӳ те пулманччĕ-ха, пит килĕштерсе пурăнаççĕ тесе, хам савăнса тăраттăм. Халь тесен... шалт аптраса ӳкрĕм.
Вĕрентекен каллех атьсем енне пăхрĕ.
— Ну, калăр мана, кам хускатса ячĕ?
Ильяс малалла пĕр-ик утăм ярса пусрĕ.
— Эпĕ, Алексей Егорчă.
— Эсĕ хускатрăн-и?
— Эпĕ.
— Ай-яй-яй, Илья Шерккев, — хутне кĕнĕ сасăпа каларĕ вĕрентекен, тӳрем сăмси çине утлантарнă тăваткăл куçлăхне тӳрлетерех лартса. — Сана лайăх пĕлетĕп тесеттĕм-ха эпĕ. Пултаруллă та ăста вĕренекен ача ырă ятран тухас çук теттĕм. Эс тăлăх ача, шкултан кăларса ярсан, кам сана хĕрхенес пур? Юрамасть ун пек иртĕхме, ачам, юрамасть...
Вĕрентекен малалла каласран чарăнса тăчĕ. Ильяс пуçне чикрĕ. Хăйне хĕрхенсе калаçни ăна куççульне кăларас пек тарăхтарать, мĕскĕне юласран хăрать. Вăл мĕншĕн айăплă вара?
Кемел маларах иртсе тăчĕ.
— Эпир, Алексей Егорчă, паян юр тасатрăмăр, — терĕ вăл васкамасăр.
— Ну, итлетĕп, малалла кала.
— Кăмакана яшка лартса хăварнăччĕ. Ĕç пĕтерсе кĕнĕ çĕре Ильяс чукунĕнчи какая ман чукуна янă, манăнне унăннипе улăштарнă...
— Çавăншăнах çапăçмалла-и вара?
— Сысна какайне нихçан та çимен эп. Эпĕ тутар ачи. Кунта мана улталаса çитерчĕç... — Кемел чăтса тăраймарĕ, кăмака патне пырса, каллех хăсма тытăнчĕ.
— Пирĕн сăхăм çимеççĕ, тутарсем мар эпир, чăвашсем, — терĕ Ильяс та.
— Э-э, тинех ăнлантăм, — терĕ вĕрентекен. — Вĕсен какайĕсене улăштарса хунă пулать. Кам хăтланнă вара çавăн пек?
Атьсем Михайла çине кăтартрĕç. Михайла хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă, сăмси тăррине тар тумламĕ сăрхăна-сархана тухнă.
— Эпĕ йăнăш турăм, Алексей Егорчă, — шăппăн сăмах хушрĕ Михайла. — Çакăн пек пулса тăрасса асăма та илмерĕм. Тусăмсем умĕнче пысăк айăпа кĕтĕм...
— Ларăр, — терĕ Алексей Егорчă, — пурсăр та сĕтел хушшине пуçтарăнса ларăр. Вăйăран вăкăр тухать тесе, ахальтен каламаççĕ ваттисем. Сана, Михаил Иванов, ун пек ашкăнма юрамастчĕ. Акă эс, çапла хăтланса, юлташусен çиес апатне татрăн. Эс ху та ăшăнта ун пек шухăш тытманнине ĕненетĕп-ха, анчах ашкăнса хăтланнă ĕçӳ çавăн пек пулса тухрĕ. Мĕнле вара, малалла та çавăн пек хирĕçсе пурăнма шутлатăр-и? Юрамасть апла, ачасем. Хирĕçме пĕлнĕ, туслашма та май тупас пулать.
— Эпĕ, калатăп-çке, йăнăшрăм тетĕп. Юлташăмсем каçараççĕ пулсан каçарччăр. Урăх нихçан та ун пек тумастăп.
— Вĕсем каçарĕç-ха сана, — терĕ вĕрентекен. — Чăн та, мĕншĕн сана вĕсем ан каçарччăр? Инкек кăтартас тесе шухăш тытман-çке эсĕ. Вăл çаплах ĕнтĕ — пĕр йышши халăх лаша какайĕ çимест, тепри сысна какайĕ çимест. Мĕншĕн? Сăлтавне пĕлетĕр-и эсир? Ăш-вара сиен кӳрет тенипе мар, халăх йăлине мĕн авалтан пăхăннипе çавăн пек пулса пырать. Акă халь эсир, кĕтмен çĕртен инкек тĕлне пула, иксĕр те хăвăр юратман какай çирĕмĕр тетĕр-ха. Ан хăрăр, пĕри те вилместĕр, чирлеместĕр, сиенĕ те пулмасть. Асăра илнĕрен кăна сире çав какай йĕклентернĕ. Эпĕ хам, сăмахран, сăхăмне те çинĕ, сысна какайне те юрататăп. Эсир, ачасем, шкулта вĕренетĕр. Ĕнтĕ сире киревсĕр йăла касмăкĕнчен хăтăлма вăхăт. Кунта чăвашĕ те пур, тутарĕ те, вырăсĕ те, ирçи те пур. Эпĕ хам ирçе çынни. Маншăн пулсан, чăваш-и, тутар-и — халăхсенче пысăк уйрăмлăх çук, пурте çынсем. Лайăх çын пулма вĕренĕр, чăнлăхпа чыслăха хисеплĕр, çавсене упрама вĕренĕр тесе тăрăшатпăр эпир. Кашни çын пĕр евĕрле пултăр теместĕп. Енчен пурте Ильяс пек-и, Кемел пек пулсан-и — пурнăç интересĕ чакнă пулĕччĕ. Çук, эпĕ сире çавăн пек курасшăн мар. Кашни çын хăй евĕрлĕ урăхла пултăр та, анчах таса кăмăлтан чăнлăхшăн тăма пултартăр, ытти çынна юратма пĕлтĕр, кирек хăçан та ырă ĕç тума тăрăшăр. Эсир çавăншăн шкулта вĕренетĕр...
Алексей Егорчă ачасене вăрахчен ӳкĕтлерĕ. Ачасем, класри пек шăп пулса, ăна итлерĕç.
Çав вăхăтра тултан пĕр ача васкаса кĕчĕ. Ăшша пиçнĕ хăй, калас тенĕ сăмахне ниçтан çавăрса калаймасăр тăчĕ. Кĕтмен çĕртен кунта вĕрентекене курнăран сасартăк вăтанса та кайрĕ, хăюсăрланчĕ, çапах та сывлăх сунма ĕлкĕрчĕ.
— Мĕн тата? — ыйтрĕ унран вĕрентекен.
— Ильяс патне килнĕ... — аран каласа хучĕ ача.
Пӳрт умĕпе лаша иртни курăнчĕ, хыçлă çунапа. Ильяс кам килнине кантăкранах палласа илчĕ те хыпăнса ӳкрĕ.
— Чимĕр-ха... Итлĕр! Алексей Егорчă, эсĕ те, — хăвăрт-хăвăрт каласа хучĕ вăл. — Ман пирки ыйтсан, килте çук тейĕр, тархасшăн...
Ильяс çавăнтах таçта тухса каясшăн туртăнчĕ — ĕлкĕреймессе сисрĕ. Вăл ун-кун пăхкаларĕ.
— Ăçта пытанас?.. Ăçта пытанас?.. — мăкăртатрĕ хăй аптраса ӳкнĕ халпа.
— Кĕрсе вырт арчана, — канаш пачĕ Михайла.
— Чăнах та!
Ильяс юлташĕн сăмахне пĕр самантра тавçăрса илчĕ; арчине хăпăл-хапăл уçса кĕрсе выртрĕ, хупăнчĕ. Вăл мĕншĕн çапла тунине никам та ăнкарса илеймерĕ. Çак кĕтмен ĕçрен, тĕлĕнсе хытнă пек, мĕн пуласса пăхса тăчĕç.
— Эсир шăпрах пулăр-ха, ачасем. Калаçмалла пулсан та, хам кăна калаçăп, — терĕ вĕрентекен.
Пăлтăрта ура кăптăртатни илтĕнчĕ. Кăштах тăрсан, пӳрте иккĕн килсе кĕчĕç: пĕри Володя, Ильясăн çывăх юлташĕ, атьсем ăна лайăх паллаççĕ, тепри пĕлмен-курман çын.
— Чипер пурăнатра? — пӳртре кам пуррипе çуккине тинкерсе пăхмасăрах сăмах хускатрĕ палламан çын. Вăл лапсăркка хура çĕлĕкне, хывса, хул хушшине хĕстерчĕ, çӳçне якаткаларĕ. Тĕсĕ кайнă тăлăпне алли çине илнĕччĕ, ăна алăк патĕнчи пăтаран çакса ячĕ, тăлаварпа сăрнă алсине, хывса, юртан тасатам пек турĕ, маларах иртрĕ.
— Э, Элекçей Якурччă пулас-ха кунта? Та-тахçан Шăмăршă таврашĕнче курнă пек, курнă пек астăватăп, мĕнлерех çӳретĕн кутăруçăн? Чиперех-и?
— Чиперех-ха. Эсĕ вара...
— Ара, ĕнтĕ Утламăшсем пулатăп. Ильясăн ашшĕ, эппин. Шерккей-ха манăн ятăм, Çамакка таврашсем...
— Пĕлтĕм ĕнтĕ апла каласан, палларăм. Утламăшри çĕнĕ пуян тенĕ пек илтсеттĕм. Икĕ хутлă пысăк чул çурт лартнă тесе, сан пирки сăмах çӳрет пуль-ха?
— Ак кур-ха, кур-ха, тупата! — хăй тĕллĕн хĕпĕртесе кулкаларĕ Шерккей. — Ун пек сăмах кунталла та çитнĕ иккен!
— Ырă хыпар ырханланмасть.
— Мĕн каласси пур, Элекçей Якурччă, чуна хĕнесе хăтлантăм пулать те, хăшкăлсах ӳкрĕм-çке кăçал!.. Пĕрчĕ тырăсăр тăрса юлатăп пуль тесе пăшăрханатăп-ха. Урăх ĕç патне ăл çитерсе пулмасть. Акă халь те, Упи пасарне кайма тухсаттăм, çула май, кунтах чарăнас терĕм, каç та выртса каймалла пулать пуль. Чарăнас терĕм çав... Мĕн-и, Элекçей Якурччă, ман ача, Ильясăм, çакăнта пурăнать терĕç те, тем, курмастăп-ха ăна, — енчен енне пăхкаларĕ Шерккей. Вĕрентекен ăна пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Çавна пула Шерккей хăй сăмахне малалла тăсрĕ: — Ачам хытăрах чĕреллĕ ӳсрĕ курăнать, хам та куç çитереймерĕм пуль, итлеми пулчĕ. Килте хуçалăхăм пысăк, ĕлкĕрсе пулмасть, хама пулăшма хăварасшăнччĕ, вăл пур — пăрахрĕ те вĕренме тарса килчĕ. Тăван ашшĕ патĕнчен тарчĕ! Пархатар курас пур-и çав ачаран? Ĕмĕтĕм те çук, Элекçей Якурччă, кĕтместĕп те...
— Вĕренсе ăслă çын пуласшăн пулнă пуль ачу. Вĕренессе калас пулать, вăл пит ăста вĕренет.
— Тиеке тухма-и? Элекçей Якурччă, кашни хур шăмми тытакан çын хур пулман тет авалхи сăмах. Унтан — пирĕн çынна мĕне кирлĕ тиеке тухма?
— Мĕншĕн тиеке?
— И, Элекçей Якурччă, эс хăвах пĕлме кирлĕ: шкул ачинчен усă куриччен шăпăр шăтăкĕнче çӳпĕ суйламалла. Ристанах тухса каять ĕнтĕ вăл. Ырă ятăма ярса çӳрет-çке. Ак. Чаткассенех калăпăрин...
— Ытла кӳрентеретĕн эс çапла каласа. Сăмаху тĕрĕс мар, тăванăм, — пӳлчĕ ăна Алексей Егорчă. — Вĕреннĕ çын вăл пĕтĕм пурнăç йĕркине тĕрĕс ăнланакан пулать, вăл хурапа шурра уйăрма пултарать, вăл тăван халăха усă кăтартать, пуриншĕн те ырă тума тăрăшать...
— Апла ан пултăр! Ашшĕне намăса хăваракан ача ыттине усă кăтартакан пулать имĕш! — Шерккей тата маларах иртрĕ, пысăк арча çине ларчĕ. — Çук, Элекçей Якурччă, çук, пулмасть ун пек. Каларĕ тесе калăн, пулмасть ун пек. Йăваран тартнă кайăка пĕлĕтре тытма-и? Ак эс хăвах шухăшласа пăх, килте мĕн çитместчĕ-ши ăна?.. Вăл, мур илесшĕ, ыр кăмăлтан каланă ашшĕ сăмахне итлесшĕн те пулмарĕ. Çуртран тухрĕ те тарчĕ. Тепле пурăнкалать ĕнтĕ, хыпар та тумасть, шăпăрлан. Ăçта пулчĕ-ха хăй? Кутăнлашсах тăрсан, çыхса пăрахса кăна киле илсе каймалла пулать пуль...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...