Хура çăкăр :: XII. Ятлă йыхравçă
Вăрçă пит инçетреччĕ пулсан та, унăн юнлă та хĕн-хурлă таппи Раççейре çитмен кĕтес хăвармарĕ. Хула урамĕсенче алăсăр та урасăр çынсем курăнкала пуçларĕç. Вăрçăран аманса таврăннисем тăнăçсăр ахвицерсене ятлаççĕ, пăтша тытăмне уççăнах питлеççĕ. Ыйткалакансен йышлă йышĕ татăк çăкăр йăлăнса çӳрет. Выçăхнă çынсем пристаньсенче кунсерен те каçсерен вилеççĕ. Чарусăр чир-чĕр, алăкран алăка шаккаса, чухăн çуртсене сĕкĕнсе кĕрет, пурне те суйласа асаплантармасăр, пурăн ĕмĕре татса каймасăр туха та пĕлмест. Çитмен пурнăçпа тарăхнă халăхăн чăтăмĕ хивреленнĕ çип вĕççĕн кăна тытăнса тăрать.
Пăлхавăр хумĕ пĕтĕм Раççейĕпе арасланса пырать. Питĕрпурти патша керменĕ умĕнче вĕлернĕ рабочисене асăнса, хулари хапрăксенче, урамсенче, пасарсенче çине-çине митингсем ирттереççĕ. Тухтар çавăн пек митингсенче темиçе çĕрте пулса курчĕ, демонстрацисене çӳрерĕ. Василий Петрович ăна пысăк ĕç хушнăччĕ; хуçасене хирĕç тăнăшăн ĕçрен кăларнă рабочисене е вĕсен килйышĕсене пулăшу кăтартас майпа нумай ĕçлемелле пулчĕ унăн. Çавсене пула Тухтарăн Утламăша таврăнас ĕмĕчĕ кунран-кун юлса пычĕ.
Кашни иртен кун хăйпе пĕрле çĕнĕрен çĕнĕ хыпар илсе килет. Варшав рабочийĕсем патша тытăмне хирĕç çĕкленнĕ иккен. Мускавра юнлă çапăçусем хускалнă, вĕсене путарма чĕнтернĕ патша салтакĕсем хăйсем те нумайăшĕ рабочисем енне куçнă тет. Хусанта кĕпĕрнатăра вĕлернĕ, тар савăтĕнче ĕçлекен рабочисем савăтра хăйсем хуçа пулса тăнă, патша çарне хирĕç паттăррăн çапăçаççĕ, тет. Ялсенче те халь кĕрешӳ капламĕ явăнса сирпĕнет. Атăл тăрăхĕнчех улпут çурчĕсене тустарма тытăннă, таврара каçсерен вут та хĕм ялкăшать.
Яппунсемпе вăрçни хамăр патшалăхшăн ăнăçсăр пĕтрĕ. Тĕнче хĕрринчен хăпса килекен çичĕ юта ним мар çĕнтерĕпĕр тесе мухтаннă сăмах намăса тăрса юлчĕ. Патшалăхăн хăват тени, чăн та, пăнтăхса çĕрĕшнĕ иккен...
Аня пĕррехинче Тухтара чăваш çамрăкĕсен шкулне илсе кайрĕ. Тухтар, унти атьсене курсан, калама çук хавасланчĕ. Тăван чĕлхепе калаçакан çамрăксем палламасан та, ăна çывăх тăвансем пек туйăнчĕç. Пăлхавăр тымарĕ вĕсем патне те çитнĕ иккен. Вĕренекенсем революциллĕ юрăсене чăвашла юрлаççĕ. Тухтара вĕсем темиçе юрă çыра-çыра пачĕç. Тухтар та вĕсен умĕнче парăма юлмарĕ, Василий Петрович парса янă листовкăсене икĕ çыхă таран валеçсе пачĕ. Халлĕхе прокламацисем, пыра-киле пăшал тавраш та тупса парăпăр терĕ. Хапăл туса йышăнан çамрăксем Тухтара хăйсен аслă юлташĕ вырăнне хучĕç.
Пĕр кунхине, çамрăксемпе пĕрле çӳренĕ вăхăтра, Тухтар шкул пуçлăхне Иван Яковлевича курчĕ. Сарлака кăна çӳллĕ çын сăран пуснă тăрантас çинчен васкамасăр анчĕ те лавçине ал сулса ăсатрĕ. Вăл туратлă туяпа, хăрах ури çине сыхланарах пусать, сарлака сухалĕ кăкăрне витет, лапсăркка куç харши айĕпе йăм-хăмăр куçĕ йăлтăртатать. Атьсем ăна курсан иртсе каяс çĕртен чарăнса тăчĕç, шкул пуçлăхне сывлăх сунчĕç. Вĕсемпе пĕрле Тухтар та чарăнчĕ.
— Курма килнĕ çын-и? — куçран тинкеререх пăхса ыйтрĕ вăл Тухтартан.
— Курма килтĕм...
— Пирĕн ялсем-ха вăл, Иван Яковлевич, — терĕ пĕр йекет, Беляев хушаматлăскер, — ял хыпарĕсене пĕлтерет те, ытараймасăр итлетпĕр.
— Юрать, юрать. Эсир ун валли вырăн хатĕрлеме ан манăр.
— Тавтапуç, Иван Яковлевич.
Шкул пуçлăхĕ, урăхран сăмах хушмасăр, килкартине кĕрсе кайрĕ. Атьсем каллех хăйсем тĕллĕн шапăлтата пуçларĕç.
— Хветĕр, — терĕ Тухтар пĕр йĕкĕте. — Паян эс ман пата пыраймăн-ши?
— Савăнсах пырăп.
— Эпĕ сана пĕр лайăх çынпа паллаштарасшăн.
— Енчен ăна кунта чĕнтерсен?..
— Çук, çук, — терĕ Тухтар, — чĕнтересси çинчен калаçар та мар, ху ман пата пырайсан çеç.
— Халех каятпăр-и?
...Тухтар ăна Василий Петровичпа паллаштарчĕ. Революци ĕçне вĕренекенсен йышĕ шăнчăклă çынсемпе ӳснĕшĕн Василий Петрович та хĕпĕртерĕ. Вăл Хветĕре малтанласа листовкăсем сарма сĕнчĕ, пыра-киле рабочисемпе студентсен пухăвĕсене çӳреттерчĕ. Хветĕр çивĕч чĕлхеллĕ, пултаруллă çын. Вăл чăваш шкулĕнче вĕренекен çамрăксене революци ĕçне хутшăнтарчĕ. Çу вăхăтĕнче, таврари ялсене çитсе, революци епле вăй илсе пыни çинчен халăха кала-кала кăтартрĕ. Тухтарпа вĕсем пит лайăх туссем пулса тăчĕç.
Кĕр вăхăчĕ çывхарать. Тухтар хулана килнĕренпе виçĕ çул та иртрĕ ĕнтĕ. Ĕмĕтленменччĕ вăл кунта çакăн чухлĕ пурăнăп тесе. Хулара нушине те лайăххине сахал мар чăтса ирттерчĕ. Нумай улшăнчĕ вăл кунта килнĕренпе. Унăн чун хавалĕ пиçĕхрĕ, хурапа шурра тĕрĕс уйăракан пулчĕ, хăй евĕр çĕнĕ юлташсемпе паллашрĕ.
— Ну, каччă, — терĕ ăна пĕррехинче Василий Петрович, — тăван ялна ытла тунсăхласа çитрĕн пуль?
— Кайса курсан тем пекчĕ те...
— Эппин, сана халлĕхе хулара пурăнса çитет. Сана эпир пĕр пысăк ĕç сĕнсе пăхасшăн.
— Мĕнле ĕç? — ыйтрĕ Тухтар.
— Революци мĕнле çĕкленсе пыни çинчен сана каласа тăмастăп, — терĕ Василий Петрович. — Тăван ялна çит те пур ырă хыпар-хăнара халăха пĕлтерсе çӳре. Пĕр ял халăхне çеç мар, ытти çĕре те çитмелле. Сехет çапсан, пурсăмăрăн та çĕкленмелле пулать. Ытти юлташсем те çитес кунсенче кĕпĕрнери ялсене каяççĕ. Çак пархатарлă ĕçре ялсенче хăвна тӳр кăмăлпа пулăшма пултаракан туссем тупма тăрăш.
— Мана çапла шанса янăшăн, Василий Петрович...
— Тав тума кирлĕ мар, Тухтар, унта эс хунякаму патне хăнана каймастăн-çке, революцин ялти ятлă йыхравçисем пулатăр. Сире революци комитечĕ ярать. Тата çакна та асăрхаттарас тетĕп, Тухтар, эс ытла хĕрсе кайма пултаракан йĕкĕт. Çунан вута пуçна ан чик, хапăл туман çĕре кĕме ан сĕкĕн. Сан пата хамăр шанса янă çын пыма пултарать. Пароль-и?.. — пăртак шухăшласа тăчĕ Василий Петрович, — Енчен сан пата ху пĕлмен-палламан çын пырсан, эс вăл пирĕн шанчăклă çын иккенне çак парольпе пĕлме пултарăн: вăл хăйне кĕтӳçĕ тейĕ. Сирĕн ялăрта кĕтӳçĕ кирлĕ тенĕ пек илтсеттĕм тейĕ вăл. Пире мар, кӳршĕ ялсене кирлĕ тейĕн эсĕ. Манса каймăн-и?
— Манмастăп, Василий Петрович.
— Хăçан тухса каяс тетĕн?
— Чăрманса тăрас марччĕ эппин. Расчут илмелле те...
— Апла аван та. Вăхăтлăха ялсенче ĕçлеме комитет сана укçа та уйăрса пачĕ. Акă, ме. Нумай мар та, çитменнине çитерĕн.
— Укçа ман хамăн та кăштах пур.
— Хăвăнни вăл ху валли. Ку — комитет панă укçа. Эс унта хăвăн ирĕкӳпе çӳреместĕн, ют ялсене çитсе, халăхпа çыхăнмалла, пухусене çитмелле. Пĕлмен-палламан çынсемпе ан калаç, итлесерех çӳре. Ĕçлесси сана сахал мар тивет унта.
Василий Петрович ăна йĕркипе кала-кала кăтартрĕ. Стена çинчи сехет йĕпписем çӳле хăпарса пĕрлешсен, Тухтарăн кайма вăхăт çитрĕ. Тепре курнăçиччен тесе, вĕсем чи çывăх юлташла сывпуллашрĕç. Тепре курнăçасси вара хăçан пулĕ-ши, çавна пĕри те пĕлеймерĕ...
Утламăш!
Тăван кĕтес. Тăван ял.
Çак пĕчĕк чăваш ялĕ Тухтара пайтах нуша кăтартрĕ, нумай-нумай тарăхтарса варне витерчĕ, çапах та вăл канăçсăр каçсенче те асĕнчен туха пĕлмерĕ, шухăшлă кунсенче те манăçмарĕ. Тухтар тăван ялне çывхарнăçемĕн инçе-инçетрен курас пек тунсăхланă тавралăха пăхса ытараймарĕ, çĕкленнĕ кăмăлĕ вĕçĕ-хĕррисĕр хĕпĕртерĕ.
Катара вăрман йăрăмĕ кăвакарать. Ун хӳттипе сапаланчăк ялсем вырнаçнă. Çĕнĕ Ыр айлăмĕнче Утламăш лăпчăнса ларать. Ешĕл хăмăшпа кăшăлланнă кӳлĕсем, тĕмсем, Селиме тăпри...
...Хавасланнă кăмăлне кĕтмен çĕртен куляну тавăрать, çĕкленнĕ чĕри салхуллăн лăпланать. Кам пĕлет тата мĕн курасса? Кам виçсе пĕлнĕ пур ĕмĕрхи нуша пусăмне? Тăван Утламăш Тухтара ĕлĕкхи майлах ешĕл çелĕк тăхăннă пек курăнассăн туйăнатчĕ. Анчах темшĕн апла мар, чуна темĕн сивĕтет. Йывăçсем те сайралнă. Ĕлĕк çак вăхăтра ушкăн-ушкăнăн явăнса вĕçекен курак-чавкасем те сас памаççĕ. Ял та пĕчĕкленнĕ пек. Хапхасăр та хӳмесĕр пӳртсем ĕлĕкхинчен йăвăрах, сайратса е сапаласа акнă пек шăта-шăта тухнă, тен, шăтса та мар пуль, ĕмĕрхи картисенчен çаралнăран тĕкне иртсе янă çамрăк автансем пек курăнаççĕ пуль вĕсем.
Турикас енне хăпарас çĕрте пĕр шурă çурт палăрать. Чул çурт. Шерккей çурчĕ çавă иккен-ха. Епле чипер, катаран та куç илмесĕр пăхса тăрăн! Мăнтарăн Шерккей те ĕнтĕ ăна. Ăçтан кăна хăват çитернĕ çавăн пек капăр çурт хăпартса лартма? Шерккей тахçантанпах ялти Кантюксене пуç таятчĕ çав, тĕлĕкпе сарăлман иккен унăн ĕмĕтри хавалĕ. Халь тесен ак вăл Тухтар йышши çынсене палласшăн та пулмĕ. Куçа-куçан тĕл пулсан мĕнлерех калаçĕ-ши?..
Тухтара хирĕç икĕ çын пырать. Пĕри сăхманпа, пĕкĕрĕлсе кĕнĕ çурăмĕ çинчи шур хутаçĕ сарлака саплак пек палăрать, вăрăм туяпа, халтан кайнăн сулăнкаласа утать. Юнашар пыраканĕ çамрăк ача. Тинех ăçталла кайма тухнă вĕсем — нуши пĕлет.
Тухтар аслине палласа илчĕ — Шинкĕл иккен. Тепри — вуник-вунвиç çулхи ача, такам ачи, Тухтар ăна пĕлеймерĕ. Вăл çарран та, ури, кăвакарчăнăнни пек, аякранах хĕп-хĕрлĕ курăнать. Хирĕç килекен çынсем çывхарнăçемĕн васкамасăр утаççĕ, пĕр-пĕринпе сăмахлаççĕ. Тухтар хăвăртрах яра-яра пусрĕ.
— Эсĕ-çке, Шинкĕл тете! Мĕнле сывлăхсем?
Савăл сухаллă мĕскĕн çын Тухтарăн сарлака аллине хăюсăр чăмăртарĕ.
— Ку... Тухтар мар-и, тупата?.. Асу кăна кайтăр — эсĕ ку! Çухалчĕ, çухалчĕ теттĕмĕр, таврăнтăн иккен-ха пирĕн телее!
— Таврăватăп акă.
— Çуранах-им?
— Шăхальне çитиччен ларса килтĕм. Япаласене те унтах хăвартăм-ха. Килелле çуран утассăм килчĕ.
— Пысăкланнă эсĕ, сарăлнă, — чипер тумланнă Тухтара хавасланса пăхрĕ Шинкĕл, — паттăрланнă-çке, чăнах, çийĕнчех паллама та çук.
— Пурăнатпăр хуллен çеç. Эсир каçа хирĕç ăçталла таптаратăр?
— Хе-хе, таптаратăр тет! Мĕн таптарни унта? Çапла аран йăраланатпăр, — Шинкĕл, урине хускаткаласа, ача çинелле пăхрĕ. — Ку — Михал-ха, Ишшук шăллĕ. Тетĕшĕ вăрçăран таврăнаймарĕ. Ку ĕнтĕ çут тĕнчере хăр-тăлăххăн тăрса юлчĕ, хам патăмра пурăнать халь.
— Ишшук тетне? Таврăнаймарĕ-и?
— Таврăнаймарĕ. Хыпарĕ çитрĕ. Вилнĕ хыпарĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăрах. Пăртаттурта, тет-и, таçта, шуйттан шăтăкĕнче... И-и, тăванăм, тĕнчере ахаль те ятсăр тăпра нумай, Ишшукăн телейсĕр шăпи тата тем вăхăтсăрах вĕсен шутне ӳстерме пулăшрĕ çав.
— Шел çынна, — сывлăшне тарăн çавăрчĕ Тухтар. — Лайăх çынччĕ. Пит уçă кăмăллăччĕ, тӳрĕ çынччĕ.
— Мĕн калама! Кашни туйра мăн кĕрӳ пулмаллискерччĕ çав та... Исмайлă таврăнчĕ, Элентей те таврăнчĕ.
— Элентей хăтана та илнĕччĕ-и?
— Илнĕччĕ. Вăрçăра платниксем те кирлĕ, тет-и, çавăнпа илнĕччĕ пулас ăна. А тулĕккĕш виç уйăхранах таврăнчĕ. Виçĕмкун çапла курсаттăм та, Маншурсене çитсе пулмарĕ тесе ӳпкелешсе калаçрĕ...
— Ӳпкелешсе тетĕн? — кулкаласа илче Тухтар.
— Ӳпкелешсе. Çынни вăл çавăн йышши-çке, ниçта та аптрамасть.
— Ларса канар-ха эппин кăшт кăна. Ак кунта тип улăм пур. — Тухтар аллинчи хутаçне çĕре хучĕ, улăмне сарса меллерĕ. — Ăçта кайма тухрăмăр тетĕр-ха эсĕр?
Шинкĕл, ал вĕççĕн асаплăн тĕренсе, улăм сарнă çĕре васкамасăр кукленчĕ. Унăн чĕркуççи шăммисем халь-халь ванса саланас пĕк шăтăртатрĕç. Вăтаннипе вăл Тухтара куçран пăхмасăр сăмахлама тытăнчĕ;
— Шăхальне каятпăр, ара... Пуçанам пур унта манăн. Пăри çуртартăм тесеччĕ-ха. Пăртак пулăшса тăма пулчĕ. Кĕрперен пăтă пулать, пăтăпа хырăм тулать, — хăйне кура шӳтлеме те пăхрĕ Шинкĕл. Тухтар ăна çийĕнчех ăнланса илчĕ.
— Ыран кайăн, Шинкĕл тете. Паян пурпĕрех каçа юлатăр.
— Сана курнипех куç тулчĕ çав ĕнтĕ, Тухтар. Пирĕн çынна калаçса ăш пусарни темĕне тăрать-çке.
— Тавтапуç ыр_ сăмахна. Ну, каласа пар хăвăртрах, мĕнлерех пурăнаççĕ кăçал утламăшсем?
— Мĕнлерех тетĕн? Пĕлессӳ килет эппин. Эх-х, шăллăм! Пурăнатпăр-çке, пурăнатпăр. Çерçи ларнă турата хурана яратпăр та, какай шăрши какай шăршиех çа-ав тесе, яшкана каçса кайса сыпатпăр. Ха-ха-ха!.. — çăвар сарса кулса ячĕ Шинкĕл. Тухтар кулмарĕ. Кулассинчен те ытла, вăл шартах сикнĕ пек пулчĕ. Вара çавăнтах кĕсйинчен кăштах лӳчĕркеннĕ хут укçа кăларчĕ, ăна Шинкĕле тăсрĕ.
— Ме, Шинкĕл тете. Сана кăштах та пулин кĕрпе туянмалăх пултăр.
— Э? Укçа-и? Укçа парасшăн-и мана? Çук, тăванăм, укçан илместĕп. Укçан илсен, ăна укçанах тавăрас пулать, а тулĕккĕш...
— Е тата, мĕн çапла кутăнлашса тăрасси пултăр? Кăшт уралансан тавăрса парăн-ха.
— Апла тесен, — Шинкĕл хăюсăр тытрĕ Тухтар панă укçана. Ăна аллинче тинкерсе пăхса тăнă май куçĕ йĕпенчĕ, çутă вĕри тумламсем пĕрин хыççăн тепри васкамасăр шуса анчĕç те, тĕсĕ кайнă сăхманĕнчен тытăнса тăраймасăр, шăрçа вĕççĕнех татăлкаласа шăранса çухалчĕç. — Тавтапуç, Тухтар, — терĕ вăл майĕпен çеç. — Паян çак Михал пĕр тĕпренчĕк хыпса курманччĕ-ха. Çын нуши пичет мар пулин те, таçтан курмашкăн куç çитертĕн пулать.
— Ху мĕн те пулин çинĕччĕ-и вара?
— Эпĕ-и?.. Ман пирки мĕн калаçасси пур? Эп паян çимен, ĕнер çимен, виçĕмкун çапла çĕрулми çирĕм те, вăл та пулин ăша пымарĕ курăнать... Çиессĕм те килмест пек хушăран, чăн калатăп. А тулĕккĕш çиес килсен вара ниçта кайса кĕме çук. Пур пек анама Усалука çурмалла актартăм, мĕн пухăнни унта... Улмана каярах юлса лартрăм, халь те пулин чечекне тăкман. Те кăштах пулĕ ĕнтĕ тесе иккĕленсе ĕмĕтленеттĕм те... пĕр-ик эрнерен чакаланса пăхмалла пулать пуль.
— Начар, Шинкĕл тете, пит начар. Ман Шерккей йысна ав чул çурт лартнă никак?
— Эс, Тухтар шăллăм, Шерккее йысна тетĕн иккен-ха. Эпĕр ăна Элентейпе сысна тетпĕр. Пĕлессĕнех килсен, унăн халь Ярслав çырминче кирпĕч савăчĕ пур. Çавăнта кăçал эпĕ хам та ик уйăх тăрмашса пăхрăм, тăвар туянмалăх укçа пекки пултăр тесе мар-и. Малтанхи уйăхшăн Шерккей пире çын пекех тӳлерĕ-ха, тепĕр уйăхшăн пĕр пус парин. Тырă вырма тухсан та унăн тăмлă нӳхрепĕнче чакаланмалла имĕш. Хамăр тенĕ çынсемпе калаçса пăхрăмăр та урăх ĕçлеме килĕшмерĕмĕр, тухса кайрăмăр. Иккĕмĕш уйăхшăн укçине çаплах памарĕ. Укçи-мĕнĕ, тивĕçлипе памасан, пуçна пултăр терĕмĕр. Халь ав таçта кӳршĕ ялсене пĕрмаях çын çӳретет, тет-ха, хамăр йышши айвансем татах тупăнасса шанать пуль. А тулĕккĕш тупаймасть, куçăмран сур мана.
— Аплах иккен, — шухăша кайса тăчĕ Тухтар. — Кур-ха эс ăна, кирпĕч савăчĕ те лартнă. Таçтан укçа çитерет курăнать çав.
— Хă! Апла та укçаллăн пулмасан, епле вăл? Пĕрне лартать, тепĕрне лартать — пухăнать вăл, шăллăм, пухăнать. Сан çуртна, пăсса, хăй патне куçарчĕ, пĕлетне çавна?
— Пĕлетĕп.
— Сан унта çирĕм пăт ыраш пулнă, тет, çапла-и? Ну, ыраш кăна та мар ĕнтĕ, кĕрпе тавраш та пулнă, паллах.
— Ун чухлех çукчĕ пуль те, кăштах пурччĕ çав, пулмасăр.
— Çавна калатăп, ан тив, сахалтарах пултăр, çапах та эс таврăнасса кĕтсе сыхласа пăхма илнĕ тетне ăна? Кĕтсех тăр! Çăкăр сăмси касса парин!.. Тепĕр тесен, мĕн каласси пур. Шерккей енчĕкĕ мĕнпе тулнине сана Элентей хăту каласа пама пултарать. Вăл пĕлетĕп тет.
— Элентей хăта мĕнле пурăнать тата?
— Вăл-çке, сана калам, тӳрĕ çын. А тулĕккĕш çăкăр-тăвартан татăлмасть. Пурнăçне вăл кăмакапа ăнтарса ячĕ...
— Кăмака тетне? Мĕнле апла? — пĕлесшĕн пулчĕ Тухтар.
— И-и, шăллăм, мĕнле пултăр? Ун пек ăста кăмакаçă халь таврипе те çук.
— Çавăн пек ĕçпе хăтланмастчĕ-çке вăл эп астăвасса?
— Хăтланмастчĕ. Вĕренчĕ. Сакăр кăмака пăсрăм тет, тăххăрмĕшне хам тĕллĕн турăм тет. Элентей ман кăмакана та ишсе антарнăччĕ, кайран хăех туса пачĕ. Халь савăнса хутатăп. Тĕтĕм-сĕрĕм тухмасть, шăршă-маршă çук. Халь-и? Ватă Кукуçа ялта кам та пулин пырса йăлăнин! Пултарать Элентей.
— Чăн та пултарать апла пулсан.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...