Хура çăкăр :: XIII. Кĕтмен хирĕçӳ
Тухтар таврăннă хыпар тепĕр кунах Утламăша сарăлчĕ. Элентейсен алăкĕ яра кун хупăнмарĕ. Пĕри пайтахранпа хулара пурăнса курнă çынпа чунне кантарса калаçасшăн иккен, тепри тĕнче хыпар-хăнарне пĕлесшĕн, Тухтара курасшăн тунсăхласа çитнипе пырать.
Шăрттан Имечĕ тепĕр кунхинех Элентейпе Тухтара хăйсем патне илсе кайса хăна турĕ. Унта вĕсем сĕтел хушшине каç кĕрсе ларчĕç те çурçĕр ирттерсех калаçрĕç, пĕтмен сăмахĕ ытти кунсем валли те юлчĕ. Капкай Мишши Элентейсем патне икĕ хут та килсе кайрĕ, иккĕшĕнче те Тухтара курма тĕл кӳреймерĕ. Тепĕр кунхине вара вăл, çутăлнă-çутăлман пырса, Тухтара, Элентейпе арăмне хăйсем патне чĕнсе кайрĕ. Автан пусрĕç вĕсем, пăтă лартрĕç, чей ĕçтерчĕç.
Кайран Элентейпе Тухтар, Шăхальне кайса, чăматансем илсе килчĕç. Тухтар нумай тупрапа таврăннă иккен, парнепе кучченеç илсе килнĕ. Чĕкеçе вăл кĕпе çĕлетмелли кăвак сатин тăрăхĕ пачĕ, хрансус явлăк, пĕр мăшăр йăлтăр-ялтăр пушмак — пăхсан, мĕлке вылятса тăраканни, куçкĕски çинчи пек. Чĕкеç ăна вăтана-вăтана тăхăнса пăхрĕ, хăйне тем пек килĕшетчĕ пулин те, куç умĕнче мухтаса калаçма хăяймарĕ, пит чипер вара, ку пушмака тăхăнас пулсан, тантăшсем мĕн калĕç-ши тесе çеç пăшăрханам пек пулчĕ. Пушмакне çĕлетессе те-мĕн Чĕкеç ури ӳкерчĕкне илнĕ тейĕн çав — касса лартнă пек шăп. «Тăхăнса яр, ан вăтан», — терĕ ăна ашшĕ. «Çук, — терĕ Чĕкеç, — кун пек чаплă япалана çимĕкрен çимĕке çеç тăхăнма усрамалла», — терĕ. Несихва аккăшĕ валли — пусма кĕпелĕх те пасар чăлхи тата хĕл сиввисенче çыхса çӳремелли хапха пек сарлака çемçе çăм тутăр. Элентей валли сăран атă, пустав шăлавар, Хампик валли сăран атă. Тухтар пурин валли те ятлă парне илсе килнĕ. Элентей çуртне уяв килсе кĕнĕ пек туйăнчĕ.
— Сан валли, хăта, ытти йышши парне те пур-ха, — терĕ Тухтар.
— Мĕнле вăл, урăхла йышши тата?
Тухтар тепĕр чăматанне уçрĕ. Унта унăн туллиех кĕнеке.
— Мĕншĕн вĕсем?
— Кирлĕ пулаççĕ.
— Çавăн чухлех-и?
— Тата ытларах пулсан та пăсмасть.
— Кăштах вулаттăм. Вĕреннĕччĕ. Начар. Хăль манна та пуль.
— Хам вуласа парăп. Кирлех пулсан, сана та ăста вулама вĕрентĕп.
Элентей тĕлĕнчĕ.
— Ара эс...
— Вĕрентĕм, хăта, вĕрентĕм. Хулара мана çывăх юлташсем вулама та, çырма та вĕрентрĕç.
— Палюк-и? Ăçта вăл халь?
— Палюк тете сĕннипе çав. Хăй вăл Мускавра халь. Вăхăтран вăхăта çыру ярса тăратчĕ пирĕннисене. Пĕтĕмпе каласа парăп-ха сана тепĕр чух.
— Юрĕ. Таçта пĕр кĕнеке пулма кирлĕччĕ. Мишша парса хăварнăччĕ. Капкай Мишши. Сентре çинче-ши, — Элентей енчен енне пăхкаларĕ.
— Эс те вереннĕ терĕç-ха мана.
— Хе! Тинех ăçта унта...
— Кăмака тума ăсталанса çитнĕ терĕç.
— Кăмака? Ха-ха-ха!.. — хаваслăн кулса ячĕ Элентей. — Çаплах каларĕç-и?
— Шинкĕл тете каларĕ.
— Э, Шинкĕл тетĕн. Çынни, мĕн каласси пур, чухăн. Анчах тĕрĕс çын. Кăмăллă çын. Чăн çын. Кăмака тетĕн. Вĕренĕн, ачам. Нуша пырса шĕкĕлчет.
Несихва, сăнарĕпе ĕлĕкхинчен кăшт тулнăрахскер, çавна пула чиперленнĕ пек, çамрăкланнă пек те курăнать, яшка антарса, сĕтел çине лартрĕ. Яшка пăсĕ часах чӳрече кĕленчине тарлатрĕ. Чĕкеç чӳрече шăлнă хушăра Тимрук килнине асăрхарĕ.
— Кунта-и? — ыйтрĕ Элентей. — Апла вăл, Тухтар, сана чĕнме килет. Каймасан та пултаран.
— Чĕннĕ çĕре каймасан аван мар.
— Юрĕ. Хистесех чĕнсен, хăвăртрах ларса апатланăпăр та кайса килĕн ытах. Ашшĕ санпа тем пирки калаçасшăн имеш. Эсир, — çемйи енне пăхса илчĕ Элентей. — Тимрук умĕнче ытлах чĕлхе уçасшăн ан сĕкĕнĕр.
Тимрук хĕрлĕ те тулли питлĕ. Тухтар таврăннăранпа та вĕсем патне пырса курмасть тесе кӳренерех калаçать. Хăй те килме вăхăт ӳкереймест, çавăншăн ӳкĕнчĕ те, вăтанчĕ те. Тухтара хăйсем патне çитсе кăштах калаçса ларма чĕнет. Чĕнессе вара пĕр Тухтара çеç мар, тетĕшпе иккĕшне те чĕнет. Тимрукăн вăрах кĕтес ĕмĕчĕ çук, тăвас ĕçрен пушанса, халех пымашкăн васкатать.
— Эпир пыраймăпăр, Тимрук, — терĕ Элентей. — Çил _тухрĕ ав. Армана каймалла. Халь тырă аллатпăр, — çапла ăнсăртран тупнă сăлтавĕ вырăнлах пулассăн туйăнчĕ Элентее. Унтан вал Тухтар еннелле пăхса илчĕ. — Кайса кил эс. Пĕччен.
— Юрĕ, Тимрук, — килĕшрĕ Тухтар. — Ак кăштах ларса апатланăпăр та сирен патă кайăпăр.
— Тухтар тете, кунта çисе ан чăрман-ха, хăвăртрах каяр. Ĕнтĕ тетесем те пынă пулсан тем пекехчĕ те. Арманне ăна ыран та кайма пулать, — терĕ Тимрук.
— Пыраймастпăр çав.
Несихва сĕтел çи тарпейлеме васкарĕ пулсан та, Тухтарпа Тимрук урăх йăпанса тăмарĕç, тухса кайрĕç.
Миçе хут хутламан-ши Тухтар çак аслă урама! Кунта унăн ачалăх вăхăчĕ иртнĕ, яш чухнехи кунсем çакăнта пурăнса сисĕнмесĕр иртнĕ, унăн куç тĕлне килмен кĕтес те пытанса юлман пуль, ура пусман вырăн юлман пуль, çапах та вăл, хăй пуçăн çĕнĕ йĕр хывас пек хĕпĕртесе, çĕкленнĕ кăмăлпа утать. Çулăн ик енĕпе ешĕл курăк пуснă, кĕрхи сулхăна пула вăл тата ытларах ешернĕн курăнать. Хирĕç пулакансем Тухтара ырă кăмăлтан сывлăх сунса иртеççĕ, вăл хăй те вĕсене сума суса саламлать. Çак урамра та çуртсем темшĕн сайралнă пек, кивелсе хуралнă пек. Хапхасем тайăлнă, пусăрăннă. хӳмесем ӳпĕннĕ, унта уçă, кунта шăтăк — сирсе сирĕлми юхăнăç чуна ĕлĕкхинчен ытларах пăшăрхантăрать. Çу кунĕнче те шăнса ĕнтĕркесе шăртланнă пек курăнакан çуртсем хушшинче Шерккейĕн икĕ хутлă чул çурчĕ юмахри кермен пек сарăлса ларать. Ăна хулари пӳртсем майлă тутарнă. Урам енне çавра балкон тухать, ăна тимĕр решеткепе чĕнтĕрлесе тыттарнă. Балконăн карлăкне хурама турачĕсем пĕркесе çупăрлаççĕ. Балконпа юнашарти мăшăр чӳречене, вĕсем иккĕмĕш хутра пулсан та, тимĕрпе карнă, вăрă-хурах кĕресрен шанчăклă. Тимрук калать, унта ашшĕ хăй пĕр-пĕччен пурăнать тет. Чӳречесем ытти çĕрте те шăкăрах. Вĕсене тĕллĕн-паллăн шурă карăмсемпе те сĕлкĕсемпе каркаланă.
— Пӳрт пысăк иккен, шалта миçе пӳлĕм? — ыйтрĕ Тухтар.
— Пиллĕкĕшне кăна ĕçе кĕртнĕ-ха, ыттисенче кăмака та туман.
— Хăвăра çеç пулсан, капла та çитет.
— Хамăр кăна мар çав, Энтюк тетепе хĕрĕ Ярславран таврăнчĕç, вĕсем хамăр патăмăртах хĕл каçаççĕ.
— Камсем тата вĕсем?
— Кирпĕч çапнă çĕрте ĕçлекенсем... — темшĕн питех çĕкленмесĕр каласа хучĕ Тимрук. Каçалхи çул кирпĕч савăтĕнче ĕçсем ăнăçсах пыманшăн калаçма вăтанчĕ пулас вăл. Балкои айĕнче пысăк та çӳллĕ алăк. Алăкăн пăхăр хăлăпĕ куçа çиес пек йăлкăшать. Сăрланă пусмисем çинче мелке вылять. Тухтар малтан кĕчĕ, ун хыççăн Тимрук васкамасăр утрĕ. Пусма тăрăх вĕсем иккĕмĕш хута хăпарчĕç.
— Хулари пекех иккен кунта! — асăрхарĕ Тухтар, — Карлăкĕсене те чентĕрлĕ тимĕрпе тыттарса пĕтернĕ.
— Пĕтĕмпе туса çитерсен, йĕркеллĕ пулать пуль тесеттĕмĕр...
Кил хуçи Тухтара пысăк пӳлĕме кĕрес алăк патĕнчех кĕтсе илчĕ. Сана курасшăн йăлт тунсăхласа çитрĕм тесе, ал тытрĕ вăл. Тухтар ăна сывлăх сунчĕ, хăй çак çурта курса тĕлĕннине пытармарĕ. Хĕпĕртенĕ кил хуçи ăна хулĕнчеи çавăтса малалла ирттерчĕ, хăшпĕр пулĕмсене кĕре-кĕре кăтартрĕ. Шалти пĕр пӳлĕмĕн алăкне çӳлтен те, аялтан та тимĕр урлăпа сăлăпланă, пысăк тимĕр çăрапа питĕрсе илнĕ.
— Кунта хам пурăнакан пӳлĕм, — ăнлантарчĕ ăна Шерккей, — ыттисем кĕркелесе ан çӳреччĕр тесе, питĕрсе тытатăп ăна, аялта пирĕн кухньă пур, унта халь пĕтĕмпе туса çитермен. Атя, пысăк пӳлĕме кĕрер, — Тухтара вăл, хулĕнчен çавăтса, пĕр пӳлĕме ертсе кĕчĕ. — Атя, ирт, ирт, таврăннăранпа та пĕрре килсе курмастăн-çке, — çаплах сăмахлама чарăнмарĕ хăй.
— Вăхăт çитеймерĕ, йысна.
— Тăван-хурăнташа манманни лайăх вăл, ачам. Сан пирки эп пурăнмаллипех хамăр пата куçатăн пуль тесе те тăраттăм-ха.
Пӳлĕмре çутă, ирĕк. Стенана шурăпа сăрланă. Сăрă шăрши халь те пулин сăмсана çапать. Кантăкне уçнă пулсанах, уçă сывлăш пулмалла та, халь тем пăчăхтарнă пек туйăнчĕ Тухтара. Сĕтел çывăхĕнче пĕр çын тăрать, Тухтара курсан, вăл пуç сĕлтсе илчĕ.
— Ак, Энтюк, паллаш, хамăр çын ку, хамăр çын, — терĕ Шерккей, сăмахĕсене хăвăрт-хăвăрт вылянтарса. — Каласаттăм-и сана Тухтар таврăннă тесе, çакă ĕнтĕ вăл Тухтар.
— Аван-и? — вăтам çулсене çитнĕ палламан çын Тухтара алă пачĕ. Вăл шурăрах сăнарлă, хыткан, витĕр хăмăр куçлă, малалла ӳпĕнерех тăрать. — Хуçа, чăн та, сан пирки ăшшăн асăнса калаçрĕ-ха. Ун сăмахĕ мана самай савăнтарчĕ. Пире пĕрле калаçса ларни килĕшмелле пек.
— Ара ĕнтĕ, çавна каламастăп-и. Вырнаçăр-ха сĕтел хушшине, сĕтел хушшине.
Сĕтел çине çăкăр-тăвар лартнă. Энтюкпа Тухтар юнашар вырнаçрĕç, кил хуçи вĕсене хирĕç сăран минтерлĕ пукан çине ларчĕ. Виç çул ытла иккен Шерккейпе Тухтар пĕрне-пĕри курманни. Тухтар çак хушăра улшăннинчен тем тĕлĕнмелли çук, вăл çамрăк çын, ытти халăх хушшинче пурăнса курнă, Шерккей тесен, пайтах улшăннă. Вăл туллирех пит-куçлă, хăмăр хура сухалĕ сарлака, сухалĕ вĕçне кăкăрĕ çийĕн енчен енне тураса янă. Çăра мăйăхне пӳрнипе тăтăшах шăлкаласа илет. Çине вăл килте тĕртсе тунă кăвак кĕпе тăхăннă, пасар шăлаварĕпе, сăран атăпа.
— Тимрук, эс кала унта, пуçтарăнтăмăр те, чей илсе кĕтĕр, — хушрĕ ывăлне Шерккей. Унтан сĕтел хушшине ларнуă çынсем еннелле çаврăнчĕ. — Ну, каласа пар, Тухтар, нумай çӳрерĕн çак аслă тĕнчере, курасси те нумай тиврĕ пуль, каласа пар, ăçта мĕн лайăххи пур.
Тухтарăн хăй пирки сăмахлас шучĕ çукчĕ. Эпир пулман çĕрте, курман çĕрте пĕтĕмпе лайăх теме пăхрĕ, каярахпа çапах та хăй ăçта ĕçлени çинчен, мĕнле пурăнни çинчен калакаласа пачĕ. «Пĕлни-курни юрать вăл, юрать вăл», — килĕшрĕ кил хуçи ун сăмахĕпе.
Маюк сăмавар çĕклесе кĕчĕ. Энтюк хĕрĕ çак иккенне Тухтар каламасăрах пĕлчĕ. Йыснăшĕ çаксемпе пĕрле пурăнать иккен, çак хĕр вĕсене çăкăр-тăвар хатĕрлесе парать пулмалла.
Тимрук сĕтел кĕтессине пырса ларчĕ.
— Яшка халех антарас-и, кăштах калаçса ларатăр-и? — ыйтрĕ Маюк.
— Илсе килсен те юрать пуль, кана-кана сыпăпăр, сыпăпăр. — сĕнчĕ Шерккей.
Маюк татах тухса кайре.
— Урăхран ĕнтĕ санăн та таçта инçете çӳрес килмест пуль, Тухтар, çӳрес килмест пуль. Кирек ăçта кайсан та, тăван ялах чун туртать пуль? — ыйтрĕ Шерккей.
— Тунсăхласа çитрĕм çав, чăнах. Халĕ ак ялта пурăнса пăхас терĕм.
— Тăван ял — тăван йăва, вăл кирек мĕнле сивĕре те ăшăтать, — сăмах вăйне кĕчĕ Энтюк та.
— Вăл çаплах ĕнтĕ. Тимрук каласа кăтартрĕ-ха мана, Чĕмпĕрте эс ăна нушаран хăтарнă иккен. Тавтапуç сана, Тухтар, çавăншăн, манас марччĕ, тавтапуç,
— Ун пекех тав тумасан та юрать-çке. Пирĕн çынна этем тивĕçне пăхăнмасан юрамасть.
— Тухтар, — терĕ кил хуçи, — эс кунта вăтанса-именсе ан тăр-ха, килти пек пул; ялта пу-пурăнсах пурăнма шутлатăн пулсан, сана калам: пӳртĕм ирĕк, тăват енсем кăна тăватшар тенĕ пек, пĕр пӳлĕмне йăлтах ху ятна йышăн... Эс, хам астăвасса, йывăра илекен çын марччĕ, ху тухса кайсан, çуртна хам патăма куçарса лартрăм...
— Тинех ăçтан йывăра илсе пĕтерĕн... Çуртне ăна вăй çитернĕ таран купалăпăр-ха, — сывлăш çавăрчĕ Тухтар.
— Ара çав, хам патăмрах кĕтес парăп терĕм, парăп терĕм.
— Пурăнмалли кĕтес пĕччен çынна нумай кирлĕ мар, йысна, ăшă кăна пултăр...
— Ак халь эпир, калама кирлĕ, Энтюкпа пит килĕштерсе пурăнатпăр, е эс те пирĕн ĕçе явăçайсанччĕ...
— Тем каласшăн пулас эс мана, йысна?
Кил хуçи хăй умĕнчи черккине васкамасăр эрех ячĕ.
— Ярслав патĕнче манăн кирпĕч хуçалăхĕ пур, асăнтарам эппин сана... Ме, черкке тытса пар-ха, чĕлхе-çăвар чипер çаврăнмалла пултăр, — эрех сĕнчĕ вăл Тухтара, — кăштах та пулик сыпса пар... Çавна калатăп çав, кирпĕчĕ хуçалăхĕ пур тетĕп. Çавăнта эсир Энтюкпа пĕрле ĕçлес пулсан-и? Сире сăвапне кӳрса пĕтермелле мар тунă пулăттăм. Шухăшласа пăхмăн-и тетĕп-çке.
— Ĕçне пĕлетĕп пуль те-ха, тарçа кĕрĕшмелле пулать вара манăн, çапла-и?
— Мĕншĕн тарçа? Тарçă тени хаваслантаракан сăмах мар-ха вăл, ачам. Ак Энтюк ман патăмра хăçантанпа ĕçлет те, хăйне тарçă вырăнне хумасть-çке.
— Улпут тесшĕн мар пуль те мана? — хуçана куçран чăрр пăхрĕ Энтюк.
— Ак ĕнтĕ, — аптрасарах тăчĕ Шерккей, — пу-пурсăмăр та улпута тухсан, хамăра лаша кӳлсе параканĕ пулмĕ, çапла мар-и? — кулкалам пек пулчĕ Шерккей.
— Тӳррипе каласан ĕнтĕ, йысна, вăл акă мĕнле пулса тухать. Энтюк тете кунта пайтахранпа ĕçлет тетĕн, вăл ăнтарса та ячĕ пуль, тен, хăй валли те çакăн пекех чул çурт лартма хăват илсе çитерчĕ пуль. Çапах та эпĕр Энтюк тетепе лаша кӳлекенĕсем пулатпăр, ларса пыраканĕ...
— Шала кĕрер мар-ха, Тухтар, ай, шала кĕрер мар, ĕнтĕ хуçа пекки пулмасан, епле пулать вăл, ху шухăшла.
— Пĕлетĕп, пĕр сурпана ик хĕрарăм сырăнмасть тесшĕн эсĕ, — аллинчи черккине тутанса пăхмасăрах сĕтел çине лартрĕ Тухтар.
— Шухрах ӳсетпĕр çав кăчухне, шухрах ӳсетпĕр, — систерсе кăна, сăмахĕсене тăсса каларĕ Шерккей. Анчах Тухтар ăна çийĕнчех тавçăрчĕ.
— Иртен кунра пире, йысна, шухă ӳсрĕç теме пулать-ши — терĕ вăл. — Шухă автан çăмартаран тухичченех авăтма вĕренет, эпир ун йышшисем мар, çавна эсĕ хăвах пит аван пĕлетĕн.
— Э, çитĕ-çке ун пирки, — вырăнсăр хускатнă сăмахне каярах юлса та пулин татма пăхрĕ Шерккей, унтан черккине хистесе сĕнесшĕн пулчĕ: — Сы-сыпса пар-ха кăштах.
Маюк пысăк чарапа яшка антарса кĕчĕ, чарине сĕтел варрине лартрĕ, хăй те сĕтел хĕррине вырнаçрĕ. Шерккей кашнин умне кашăк хурса тухрĕ, хăй валли чи тарăн кашăк тытрĕ.
— Сыпкалар-ха вĕри шӳрпе, — терĕ вăл. — Еккĕмĕре янă чух калаçатпăр та, пурнăç тăвасси çăмăл ĕç мар-çке пирĕн çынна, — кашăкне вăл меллĕн тытрĕ аллипе, — Тыррине те тытасшăн, укçа та шутлантăр тетпĕр. Ак çак çурта лартса, йăлтах хăшкăлтăм. Çын пĕлмест мĕн чухлĕ вăй хумалла пулнине, пӳлĕх пĕлет те каламасть.
— Пирĕн çынна тетĕн! — Тухтар енчен енне пăхкаларĕ те Энтюка тинкерчĕ. — Пирĕн йышши пирки сăмахна тĕрĕс калатăн-ха эс. Пирĕншĕн атте-анне ылтăн та кĕмĕл пытарса хăварман, эпĕр вĕсен укçине тупайман. Пирĕн çынна тесен, çакăн лек чаплă çурт лартмашкăн тĕлĕкре çеç ĕмĕтленме пулать!
Шерккейĕн аллинчи кашăкĕ сĕтел çине шăнкăрт тухса ӳкрĕ, сăн-пичĕ шуралнăçемĕн шурала пуçларĕ. Вăл Тухтар çине шăтарас пек пăхрĕ, ларнă çĕртен лӳпперрĕн тăчĕ.
— Тем каласшăн эс, Ту-Тухтар? — чĕтренсе тухрĕ ун сасси.
— Çын хыçĕпе тына илтĕн тетĕп сана, çав кăна. Мул пуçтарма хăтланса, инкене çĕре кĕртрĕн, Селиме кунçулне вăхăтсăр татрăн, кĕçĕн ачăна та пулин йăвунтан хăваласа ятăн, халь ак ăна асна та илместĕн пуль? Тупнă мулу савăнтарчĕ пуль сана. Юпне курăп тетĕн пуль. Çавна пула чĕрӳне шăнтран, йысна, каçăхми инкеке кĕтĕн, кун çутинче хăравçа тухатăн... Йыснаçăм, йысна, — халь-халь мăшкăллас пек илтĕнчĕ Тухтар ăна çапла чĕнни, — анчах эс луша хăратăн, Элентей хăта сан мулăнтан пĕр пусне хĕрĕнмест, вăл хăвнах юп курма каласа ячĕ манран.
Сĕтел хушшинчи çынсем пурте кил хуçине тинкерсе пахрĕç. Пĕр Шерккей кăна никам çине пăхмарĕ. Унăн çăмламас кĕске пӳрнисем сивчирпе аптранă чухнехи пек чĕтреве ӳкрĕç, куçĕ ниçтă пăхса чарăна пĕлмесĕр вылять. Сĕтел хушшинче ларакансенчен чи малтан çак сăмаха илтнипе тĕлĕннĕ Тимрук çĕкленчĕ, унтан ыттисем те ура çине тăчĕç. Вĕри шӳрпене канса сыпасси пулмарĕ. Шерккей те текех хăй вырăненче ларса тăраймарĕ, пуканĕ кĕтессинчен тĕренкелесе, йывăррăн çĕкленчĕ, хăй сисмесĕрех аллисем чăмăртанчĕç, темшĕн чĕри тĕлне тытса пăхрĕ, унтан Тухтара тăрăнче:
— Тухса кай сĕ-сĕтел хушшинчен, и-илтетне? Ту-тухса кай сĕтел хушшинчен! — шăл витĕр хĕссе кăларчĕ вăл сăмахĕсене.
— Тавтапуç ырă кăмăлпа чĕннĕшĕн, çапла чыспа ăсатнăшăн.
— Тухса кай тенĕ сана!..
Тухтар кĕрекери çынсене пуç тайрĕ те васкамасăр тухса кайрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...