Кĕмĕл кĕпер :: Ик шывĕ хĕрринчи çапăçу
Каллех тăкăнать юн, каллех урать вилĕм,
Хĕвел те тарать çапăçу хирĕнчен.
"Кăвак çурт" поэмăран.
Ылттăнпик монголсене хирĕç хăйĕн яланхи çарне, урăхла каласан, хапăлхине тата хăвăрт пухса хатĕрленĕ икĕ тамань каркарçара илсе кайрĕ. Унăн куç-хăлхисем, тĕнчен тĕрлĕ енне кайса çӳресе, монголсем епле килнине пĕлтерсех тăчĕç. Монголсем те пăлхарсен патши хăй çарĕпе вĕсене хирĕç тухнине пĕлеççĕ иккен, çавăнпа ытлашши васкамаççĕ, асăрханса, кашни кун мала пысăк мар текĕртсем кăлара-кăлара ярса анăçалла куçса пыраççĕ.
Монголсемпе пăлхарсем хушши икĕ кун кăна каймалăх юлсан, Ылттăнпик хăйĕн мĕнпур çарне Ик юханшывĕн сулахай çыранне, сăртлă-туллă вырăна тăратас терĕ. Монголсем вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирте пурăнма хăнăхнă. Сăртлă-туллă вырăн вĕсене килĕшсех каймасть, кăштах шиклентерет те. Ылттăнпик çакăнпа та усă курас терĕ. Вăл пăлхарсен пĕтĕм çарне икĕ пая уйăрас терĕ. Хăвăрт пухса хатĕрленĕ халăх çарне ертсе пыма Саврăш-паттăра хушас кăмăлĕ пулчĕ унăн.
— Пĕтĕм каркарçара эпĕ Саврăш-паттăра паратăп, — çирĕппĕн каларĕ патша, çарпуçĕсем пурте пуçтарăнсан. — Хапăлхана малтан хам пăхса тăратăп, кайран вара икĕ пая уйăратăп, — терĕ Ылттăнпик çарпуçĕсене тимлĕн сăнаса пăхса. — Сулахайри çунатне Парăç-Пăрăнтай ертсе пырать. Эпĕ хам сылтăмри çуначĕпе пулатăп.
Çамрăк Пачман хĕрелсе тарăхма тытăннине курчĕ те вăл кулса ячĕ:
— Ан кулян, сан валли те мĕн кирли пулать. Халлĕхе эсĕ манпа пулатăн, — терĕ. — Эсĕ çамрăк-ха, ытла вĕри. Хăв тĕллĕн кун пек пысăк вăрçăра сана халлĕхе йывăр пулать. Монголсем чăн-чăн çарçыннисем, паттăр вĕсем, чăрсăр, ултавлă. Весемпе çапăçнă чухне уйрăмах ытлашши хĕрсе кайманни, кашни пулăма вăхăтра курса тăни, мĕн пулассине чухлани кирлĕ.
— Итлетĕп, аслă патша, — вырăнĕнчен сиксе тăрса, сылтăм аллипе сулахай кăкăрне хыттăн çапса илчĕ Пачман.
* * *
Монголсен тапăнса килекен пĕтĕм çарĕ пирки пĕлни Ылттăнпике питĕ пулăшрĕ. Çапăçу хирне монголсен икĕ таманĕ кăна тухнине пĕлсен, Ылттăнпик хăй патне Саврăш-паттăра чĕнсе илчĕ:
— Эппин, вĕсен икĕ таманĕ экеметленсе ларнă, — терĕ вăл çарпуçне хăй мĕн-мĕн тăвас тенине ăнлантарма тытăнса. — Эпир вара çапла тăвăпăр. Чи малтан эсĕ çапăçăва кĕретĕн. Монголсем вĕсем, кăшт çапăçнă хыççăн тарма тытăнса, сана хăйсен экеметленсе ларнă таманĕсем патне илĕртсе каясшăн пулаççĕ. Ман шутпа, вĕсен икĕ таманĕ те пĕр çĕре пытанман. Пĕрремĕш экеметленнĕ таманĕ телĕнчен сана ирттерсе яраççĕ. Малтан сана аяккинчен иккĕмĕш таманĕ тапăнмалла. Вара, эсĕ чакма тытăнсассăн, тепĕр таманĕ сана хыçалтан пырса тăрăнмалла. Ăнлантăн-и? Апла ан пултăр тесен мĕн тумалла санăн?..
— Монголсем юри, илĕртсе, тарма тытăнсассан, вĕсене ытла инçе хăваласа каймалла мар, — тӳрех хуравларĕ Саврăш-паттăр.
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ унпа патша. — Тĕп çартан ытла татăлмалла мар. Ку пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ — эпĕ вара хам çара икĕ пая пайлатăп та икĕ еннелле ярса сан хыçран пыратăп. Çапла эпир монголсен экеметленнĕ пĕрремĕш таманне тупатпăр та...
Çапăçăва мĕнле ирттересси пирки икĕ çарпуçĕ калаçса татăлчĕç те часрах текĕрчĕсем патне васкарĕç.
* * *
Чăнах та, çапăçу пĕтĕмпех Ылттăнпик палăртнă пек пуçланчĕ. Монголсем Саврăш-паттăрăн маларах тухса сăрт айлăмне тăнă текĕрчĕсене тӳрех питĕ хастарланса тапăнчĕç. Хаяр çапăçу пуçланса кайрĕ. Икĕ утлă çар çапăçни вăл питĕ хăрушă япала. Утсем пĕр-пĕрне пыра-пыра çапаççĕ. Хĕçсем чанклатаççĕ. Тепĕр çĕрте тата ухăпа переççĕ, сăнăпа чикеççĕ, пăрпиксем ывăтаççĕ.
Анчах çапла хире-хирĕç тăрса çапăçасси нумая пымарĕ. Тахăш вахăтра монголсем хăйсен лутака, вăрăм çилхеллĕ учĕсене çавăрчеç те шик-шик! шăхăра-шăхăра хăйсем килнĕ еннеллех тарма тытăнчĕç.
— Тараççĕ!
— Тăшмансем тараççĕ! — хавасланса кашкăрса ячĕç пăлхарсем. Çавăнтах вара вĕсен çĕрнийĕсемпе пиннийĕсем тĕк татнă пек тарса каякан тăшмана хуса çитсе ним юлми тураса тăкас тесе, вĕсем хыççăн ыткăнчĕç. Чăнах та, чылайашĕ тарса каякан монголсене хуса çитсе каса-каса та пăрахрĕç.
— Утăрья! — янăрарĕ тавра. — Эпир çĕнтертĕмĕр!..
Çапăçу мĕнле пынине çӳллĕ сăрт çинчен пăхса тăракан Ылттăнпик халлĕхе кăмăллă пулчĕ-ха. Тăшмана кăшт хăваласа кайни терĕс. Анчах ытла хавхаланма юрамасть. Акă, акă, çаканта чарăнмалла ĕнтĕ Саврăш-паттăрăн.
Çакна, Ылттăнпик хăй ашĕнче каланине сиснĕ пекех, Саврăш-паттăр теккерĕсенчен пĕри кавалне пилĕкĕнчен туртса кăларчĕ те икĕ хутчен вăраммăн кăшкăртса ячĕ.
— Ту-у-у-ут! Ту-у-у-у-ут!
Ку вал чарăнмалла, тăшмана текех хăваламалла мар, çав вăхăтрах асăрхануллă пулмалла тенине пĕлтерет.
Кавал мĕн хушнине кашни пăлхар эккелĕ пĕлет. Кавал мĕн хушнине итлемесĕр тăма юрамасть. Эппин, чарăнмалла, тăшмана текех хăваламалла мар. Тарса каякан монголсене çĕмренĕсемпе печĕç те пăлхарсем учĕсене тытса чарчĕç, йĕри-тавралла пăхкаласа, кăмăлсăррăн кăшкăрашрĕç:
— Эх, пĕтĕмпех пĕтереймерĕмĕр!
— Мĕншĕн чарăнса тăмалла-ха пирĕн?!.
— Ара, тăшмана тартатпăр!
Çапла кăмăлсăррăн калаçа-калаçа эккелсем çĕнĕрен çар йĕркине тăма тытăнчĕç.
Çакна курса, Ылттăнпик Саврăш-паттăра мухтаса илчĕ: "Çарĕнче çирĕп йĕрке. Кашни эккел хăй вырăнне пĕлет!"
Хăй ертсе пыракан хапăлха çара малалла кайма хушса, патша аллипе сулчĕ. Çавăнтах петĕм çар икĕ пая уйăрăлчĕ те, Саврăш-паттăр çарне варрине хăварса, малалла хăвăрт кая пуçларĕ. Чăнах та, инçех те каяймарĕç, малта, пысăк мар вăрман хыçĕнче монголсен пĕр таманĕ курăнса кайрĕ. Хăйсене çапла хăвăрт тупасса шутламан пулас вĕсем. Чылайăшĕ учĕ çине те ларса ĕлкĕреймерĕç. Ылттăнпик ертсе пыракан сылтăмри текĕртсем вĕсем çине кĕрсе кайрĕç. Хăйсем пăлхарсене систермесĕр аяккинчен тапăнас вырăнне хăйсене çапла тапăнни монголсене йăлт аптратса ӳкерчĕ. Вĕсем кирлĕ пек хирĕç тăраймарĕç. Темиçе самантра вĕсене пăлхарсем касса-вакласа тухрĕç. Тĕлĕнтермĕш! Ку çарти монголсем, хăйсене питĕ йывăр килнине ăнланчĕç пулсассăн та, пĕри те тарса каймарĕç, пурте çапăçура пуç хучĕç. "Эппин, кусене тарса кайма хушман, — шухăшласа илчĕ Ылттăнпик. — Кур-ха, епле монголсем! Хушман — чакмаççĕ, вилсессĕн те..."
Хăйсен пĕр пытанса ларнă таманĕ инкеке лекнине монголсен ытти текĕрчĕсем те сисрĕç пулмалла. Халь ĕнтĕ хăйсем мĕн, шутласа хуни, пăлхарсен çарне илĕртсе кĕртсе темиçе енчен тапăнасси пулманнине ăнланчĕç вĕсем. Хăйсен инкеке лекнĕ таманне çăлас тесе, тарса каяканнисем каялла çаврăнчĕç те çил пек пăлхарсен еннелле килме тытăнчĕç. Экеметленсе ларнă тепĕр таманĕ те, сăрт хыçĕнчен тухса, пăлхарсен Ылттăнпик ертсе пыракан çарне тапăнчĕ. Эппин, халĕ монголсем, хăйсен мĕнпур çарне пĕр чăмăра пухса, пăлхарсене уçă çапăçура çĕмĕрсе тăкасшăн.
Ылттăнпик хăй çумĕнчи кавалçа виçĕ хутчен вăрăммăн кăшкăртма хушрĕ:
— Ту-у-у-ут! Ту-у-у-ут! Ту-у-у-ут!..
Ку вăл пăлхарсен текĕрчĕсен те пурин те вăрçа кĕмеллине пĕлтерет.
Саврăш-паттăр та, Ылттăнпикĕн сулахаялла кайнă çарĕ те, Парăç-Пăрăнтай ертсе пыракан çар та, çапăçăва хăçан тата мĕнле кĕмеллине питĕ лайах ăнланчĕç. Ан тив, монголсен пĕтĕм çарĕ çапăçу хирне пуçтарăнтăр. Çавна кĕтсе илчĕ те Саврăш-паттăр хăйĕн хастарланса кайна эккелĕсемпе тăшман çине тӳрĕрен тӳрĕ мар, сылтăм аяккине тĕллесе-курса пырса çапрĕ. Ылттăнпикĕн сулахайри çарĕ вара тата та маттуртарах пулчĕ: кăшт маларах кайса, монголсене хыçалтан тапăнчĕ.
Пăлхарсене таппа лектерме ĕметленнĕ монголсем халĕ ĕнтĕ хăйсем çав инкеке курчĕç. Епле паттăррăн çапăçрĕç пулсассăн та, хăйсене пур енчен те хупăрласа илне пăлхарсене хирĕç тăраймарĕç вĕсем, ушкăнĕ-ушкăнĕпе çĕре ӳкрĕç. Юлашкинчен кăна, текех çапăçса çĕнтерме те, çăлăнса юлма та çуккине ăнланса, тарма тытăнчĕç. Хальхинче вара Ылттăнпик хăйĕн текĕрчĕсене чармалла маррине ăнланчĕ.
— Пачман! — чĕнсе илчĕ вăл хăйĕн çамрăк кĕрӳшне. — Халь сан валли уяв çитрĕ. Атя, мĕн пултарнине ту. Чи маттур текĕртсемпе монголсене таçта çитиех хăвалама пултаратăн. Çывăхра урăх çар çук вĕсен.
Пачмана çакă çеç кирлĕ пулчĕ. Вăл хăй тавра тĕкĕртсене пухрĕ те тарма тытăннă монголсене хыçалтан хăвалама, каса-каса тăкма хушрĕ. Пăлхарсем чăнах та тăшмана таçта çитиех хăваласа кайрĕç. Юлашкинчен сывă юлнă монголсем Ик шывĕ урлă каçса хăтăлас терĕç. Анчах унта та ĕçе ăнмарĕ вĕсен. Саврăш-паттăр эккелĕсем тăшман ăçта шыв урлă каçса çырана тухассине курма ĕлкĕрнĕ иккен. Ик шывĕн леш енче те монголсене пăлхар паттăрĕсем кĕтсе илчĕç.
Çапăçу хаяр та юнлă пулчĕ. Пăлхарсем тăшмана ним юлми çапса аркатрĕç. Питĕ сахал монгол çынни çăлăнса аякри çеçенхирсене тарса кайма пултарчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...