Атăл шывĕ юха тăрать :: Алмăчавар тарăхать
Мăчавар калани вăл пĕтĕм çут-тĕнче хуçи аслă Танкăр каланиех.
Авалхи чăвашсен сăмахĕ.
Пăлхарсем — аслă халăх. Вĕсем аслă та чаплă патшалăхра пурăнаççĕ. Вĕсен патшалăхне аслă патша тытса тăрать. Çӳл тӳперен вара вĕсене тĕнче хуçи асла Танкăр турă пăхса-пулăшса тăрать.
Пăлхарсене аслă Танкăрпа çыхăнма пулашакансем пур. Вĕсене мăчавар теççĕ. Мăчаварсем хăçан турра кĕлтумаллине те, мĕнле-мĕнле парне памаллине те пĕтĕмпех пĕлеççĕ. Мăчаварсем нумай. Çапах та пăлхарсен пĕр аслă, пурне те пĕлекен мăчавар пур. Ăна алмăчавар теççĕ.
Алмăчавар вăл пурне те пăхса-тĕрĕслесе тăрать. Хăшпĕр чухне патшана та тикĕслеме пултарать. Хальхинче те вара, аслă патша инçетре-инçетре пурăнакан арабсен халифĕ патне элчĕсем янине илтсессĕн, вăл хыпăнса ӳкрĕ. Ара, кун пек чухне аслă патша яланах алмăчаварпа та канашлатчĕ. Анчах хальхинче Алмас хăй арабсем патне элчĕсем ярассине алмăчавара пачах та систермерĕ. Çитменнине тата элчĕ пулма аслă Танкăра пуççапакан пĕр-пĕр пăлхар мăрсине е пӳлерне мар, ют тĕнпе, ислам тĕнĕпе пурăнакан çынна тупнă.
Алмăчавара çакă тарăн шухăша ячĕ. Патша усал шухăш тытман пуль те?.. Хăшпĕр пăлхар çыннисем тахçантанпах ислам тĕнĕ пирки пĕли-пĕлми супĕлтетеççĕ. Ислама тухмалла, Аллаха пуççапмалла, теççĕ. Патша та вĕсем хыççăн кайма тытăнсан мĕн тумалла вара? Çук-çук, патшана та, ытти пăлхар çыннине те ун пек шухăшлаттарма юрамасть. Яхăнне те ямалла мар. Ку вăл пăлхар çынни пăлхар пулма пăрахнине пĕлтерет... Алмăчавар вара çине тăрсах арабсен халифĕ патне элчĕ ярасси пирки патша кампа-кампа калаçнине тĕпчеме тытăнчĕ.
Çынпа çын пурăнать. Пĕр сăмахран — пин сăмах. Пулса иртнĕ ĕç вăл çĕлемелли йĕп мар; çĕлемелли йĕп пĕр çухалсан яланлăхах çухалма пултарать. Пулса иртнĕ ĕç çинчен кам та пулин пĕлетех. Чылайччен тĕпченĕ хыççăн алмăчавар патша патĕнче Кеччекей пулнине пĕлчĕ. Эппин, унпа часрах калаçмалла.
Хăй патне ватă алмăчавар килсессĕн, Кеччекей калаçу мĕн çинчен пуçланасса тӳрех сисрĕ. Питĕ хаяр паян алмăчавар. Аллинчи туйи кăна мар, сухалĕ те чĕтренет.
— Эсĕ, Кеччекей, пирĕн патшан чи шанчăклă мăчаварĕ, — терĕ вăл сăмахĕсене çăта-çăта. — Кала-ха, Кеччекей, тĕрĕссине кала, Багдат халифĕ патне элчĕ ярасси пирки санпа канашланă-и пирĕн патша?
Кунта улталаса ĕç тухмассине Кеччекей тӳрех ăнланчĕ. Унăн вара алмăчавара пĕтĕмпех тĕрĕссине каласа памалла пулчĕ.
Этеме тĕлĕнмелле тунă çав. Малтан алмăчаварăн сасси те чĕтретчĕ, сухалĕ те чĕтретчĕ, туйи те пĕр вырăнта тăмасчĕ, вăл та пулин ташлатчĕ. Халĕ вара, чăннине илтнĕ хыççăн, чăнни питĕ усал хыпар! алмăчаварăн туйи те ташлама чарăнчĕ, сухалĕ те чĕтреми пулчĕ, сасси те хытрĕ. Ахăртнех, вăл хăйне хаяр вăрçа тухма хатĕрленнĕ пӳлер пек туйрĕ пулмалла.
— Аслă Танкăр çилли ӳкесрен те хăрамастăр-и вара эсир? — лăпкăн, ним пулман пек ыйтрĕ вăл Кеччекейрен.
— Эп мĕн тăвам-ха ĕнтĕ? — ик аллине ик еннелле сулчĕ Кеччекей. — Аслă патшаран епле иртĕн-ха?.. Ун сăмахĕ, ун ирекĕ ĕнтĕ. Вăл мĕн каланинчен ăçтан иртен?
— Ислам — килĕшӳсĕр тĕн, — хыттăн каларĕ алмăчавар.
— Эсĕ, аслă Танкăр ирĕкĕнчен тухса, урăх турăсене юратма тытăннăшăн, курăн, акă, инкек тӳсетĕн. Паян пулать-и вăл, ыран пулать-и — пулатех.
— Ара, мĕн калаçан? — тĕленчĕ Кеччекей. — Мĕнле урăх турăсене юратма тытăнни çинчен калаçатăн эсĕ?.. Ун пирки патша патĕнче те, урăх çĕрте те нимле калаçу та пулман. Ислам пирки те калаçман. Халиф патне элчĕ ярассин тĕп сăлтавĕ — хазарсене хиреç арабсемпе пĕрле кĕрешме тытăнасси.
— Суймастăн-и? — çисе ярас пек тинкерсе пăхрĕ алмăчавар Кеччекей çине. — Тĕрĕссине кала!
— Суймастăп! — çирĕппĕн каларĕ Кеччекей. — Эпĕ те мăчавар Алмăчавар умĕнче суйма пултараймастăп эпĕ!..
— Юрĕ. Пурăнăпăр — курăпăр!.. Патшапа курса калаçам-ха. Ун чухне тĕрĕссине пĕлĕп. Асту! Аслă Танкăр пурне те илтет, пурне те курать.
Туйипе урайне шак! шаклаттарчĕ те алмăчавар, Кеччекей патĕнчен тухса, тӳрех патша керменнелле утрĕ.
Анчах патшапа курса калаçаймарĕ алмăчавар. Алмас-патша хăйĕн çывăх çыннисемпе çунара тухса кайнă терĕç.
— Эппин, манăн хам майлă çынсем шырас пулать, — терĕ вара хăйне хăй алмăчавар, килне таврăнсан. — Кама тупас-ха?
Алмăчавар тарăн шухăша кайрĕ.
— Тупрăм! — терĕ юлашкинчен. — Уракпа калаçас пулать. Урак — сăкăт йăхĕн шахчи, шанчăклă çын. Сăкăтсем — вăйлă халăх, вĕсем ĕмĕр-ĕмĕр аслă Танкăра пуççапса пурăннă. Вĕсем хамăр тĕне, хамăр ята-шыва сутас çук.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...