Атăл шывĕ юха тăрать :: Çул йӳппинче
Этеме йывăр пурнăç мар, этеме йывăр шухăш ытларах шуратать.
Авалхи чăвашсем калани.
Кермене таврăннă хыççăн та, керменре кавар пулса иртнĕ хыççăн та чылай хушă Алмас патша нимĕн ĕç тăваймасăр пурăнчĕ. Çамрăк арăмĕ патне те пымарĕ вăл.
Мăнтарăн Хания патша куçĕ умне курăнас, ăна илĕртес тесе, тем те туса пăхрĕ. Патша иртсе каяс çул çине тухса утса та çӳрере, унпа калаçу пуçлас тесе, сăмах чĕнсе те пăхрĕ, анчах Алмас ăна курман пекех пулчĕ.
Эй, турăçăм, этем чунĕ-чĕринче мĕскер пулса иртнине пĕлейместĕн çав. Çапла темиçе кун иртрĕ. Сасартăк Алмас хăй патне çамрăк арăмне илсе килме хушрĕ.
Керменре мĕн пулса иртнине Хания илтнĕ. Ашшĕ çапла аслă патшана, унăн юратнă мăшăрне хирĕç кавар туни, ăна вĕлерме те тăни çамрăк арăма питĕ хăратса ӳкерчĕ. Кайран вара, аслă патша каварçăсене каçарнă тени çеç ăна кăштах лăплантарчĕ. Çапах та патша хăйне чĕнет тенине илтсессĕн вăл малтанласа хăраса ӳкрĕ. Анчах епле-ха патша патне, хăйĕн савнă мăшăрĕ патне каймасăр тăрăн?
Хания пырса кĕнĕ чухне хăйĕн кĕçĕн пӳлĕмĕнче, пĕчĕк сак çинче ларатчĕ Алмас.
— Савнă мăшăрăм! — хăюсăррăн пуç тайрĕ ăна Хания.
Нимĕн чĕнмесĕр Алмас пуçне çĕклесе çамрăк арăмĕ çине пăхрĕ.
— Ирт! — сылтăм аллипе хăй умĕнчен аяккинелле сулса каларĕ Алмас.
Хания хăраса маларах иртрĕ.
— Салтăн! — çаплах, вырăнĕнчен пĕрре те сикмесĕр, сиввĕн пекрех каларĕ патша.
— Мĕскер? — ăнланаймарĕ Хания.
— Салтăн, тетĕп! — кăшт тарăхнăрах каларĕ патша. — Упăшку патне килнине пĕлместĕн-им вара!..
Хăюсăррăн, хăранăн Хания пуçĕнчен тутăрне салтрĕ, унтан халатне хыврĕ.
— Салтăн!.. Хывăн!..
— Пĕтĕмпех-и? — хăюсăррăн ыйтрĕ Хания.
— Пĕтĕмпех хывăн тенĕ çана! — тарăхса кайнăн каларĕ патша.
Хания хăйĕн пĕтĕм тумне хывса пăрахрĕ те вăтанса кукленсе ларчĕ. Çакна курса, патша кулса ячĕ. Унтан хайхискер хăй тытас тенĕ чĕрчуна курнă арăслан пек сиксе тăчĕ те Ханияна хăйĕн вăйлă аллисемпе ыталаса илчĕ, унтан, хăй çумне хӳнтерсе, юнашарти вырăн çине йăтса кайрĕ.
* * *
Çак кунран пуçласа, патшан пĕтĕм йăпанăвĕ çамрăк арăмĕ Хания пулчĕ. Хания хăй те çакна лайăх ăнланчĕ пулмалла: иртен пуçласа каçчен е тата çĕрĕ-çĕрĕпе вăл хăйне пирĕшти пек куракан мăшăрĕ çумĕнчен хăпмарĕ. Арçын артакĕ çапла тени кăмăллă пулма пултарасса ĕлĕкрех чухне шухăшламан та вăл.
Алмас та, арăме çумĕнче йăпанса, юлашки кунсенчи пăтăрмахсене манма тăрăшрĕ. Ара, çак пăтăрмахсен пĕртен-пĕр парни — Хания. Чăнах та, Хания, упашкине юраса, юрлама та, ташлама та, чи кирли хăй çумне вырттарса йăпатма та пĕлет. Ислам тĕнĕпе пурăнакан хĕрсене ятарласа çавăн пек пулма вĕрентеççĕ-и вара?..
Çапах та, çамрăк арăмĕ çумĕнче йăпанать пулсан та, Алмас пуçĕнчен шухăшсем кая пĕлмерĕç. Мĕн пулса тухрĕ-ха капла?.. Çапла питĕ хăвăрт, нимĕн шухăшламасăр, пулассине виçмесĕр. Алмасран Абдаллах ибн-Джавар пулса тăрасса шанманччĕ патша. Анчах мĕн пуласси пулчĕ ĕнтĕ. Шăпа ăна çак çул çине тăратрĕ. Хĕрарăма юратни çапла пултарчĕ-и? Е турă çырниех çапла-ши?.. Çакна Алмас ниепле те ăнланса илеймест. Ара, хăйех малтанласа пурнăç çакăн пек çаврăнса тухассине хирĕçлетчĕ-çке-ха ĕнтĕ вăл!.. Акă, Кустанца хăнисем те, Сементер çыннисем те килсе кайрĕç. Вĕсем каланисене пĕрне те ырламарĕ вăл. Унтан та ытларах, авă, хазарсем епле ют тĕне илсе, ют çынсене пысăк власть парса, епле юхăнма тытăннине те питĕ лайăх ăнланнă-çке-ха! Халĕ вара хăй те çав йăнăшах тăвать пулать-и?.. Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ-ха? Ытарайми Ханияна хăй ытамне илессишĕн авалхи пăлхар туррисенчен пăрăнчĕ пулать-и вăл?..
Çак шухăшсем пĕрре те канăç памарĕç патшана. Юлашкинчен вăл çак шухăшсем пирки кампа та пулсан калаçмаллине ăнланчĕ. Анчах та кампа калаçмалла-ха? Ханияпа-и?.. Çук, ку вăл нимĕн те памасть. Ибн-Баштупа-и? Çук, унпа халĕ ĕнтĕ патшан калаçасси те килмест. Çитменнине тата вăл хулара та çук ĕнтĕ. Шукайпа-и?.. Сасартăк патша ăнланса илчĕ: ку ыйтусемпе унăн алмăчаварпа калаçмалла!.. Çакна ăнланса илнĕ май вăл Ханияран та сивĕнме тытăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ, чăнах та, Хания çупăрлани те, хăй çумне вырттарса ĕлĕкхи пек ачашлани те ăна яланхилле тивĕçтерми пулчĕ. Вара вăл хăй патне алмăчавара чĕнтерес терĕ...
Турă этеме хăй çулĕпех çӳретет пуль çав. Алмас алмăчавара чĕнтерсе ĕлкереймерĕ. Алмăчавар патша патне хăй килчĕ.
— Çĕршывра мĕн пулса иртни пирки калаçас тетĕп, ачам, санпа, — сăмах пуçларĕ алмăчавар.
— Мĕн пулса иртет вара çĕршывра? — ăнланман пек ыйтрĕ Алмас.
— Халăх пăлханать, ачам, — терĕ хыттăн алмăчавар. — Халăх пăлханать. Мĕн тумаллине пĕлмест.
— Мĕншĕн пăлханать вара халăх? — каллех ăнланман пек ыйтрĕ Алмас.
Çакна илтсен, алмăчавар, тĕлĕнсе, патша çине пăхрĕ.
— Çамрăк арăму çумĕнче йăпанса çеç пурăннипе йăлтах тăнна çухатрăн пулмалла эсĕ, аслă патша, — терĕ. — Мĕншĕн пăлханать, тетĕн. Сана пула пăлханать, аслă патша, сана пула. Эсĕ пĕтĕм халăха пăлхантарса ятăн. Нумай пулмасть кăна-ха пирĕн патша, пăлхар патши пурччĕ. Ăна пăлхар асаттесенчен юлнă ятпа Алмас тесе чĕнеттĕмер. Халь вара Алмас патша çук. Халь вара пирĕн Абдаллах ибн-Джавар ятлă патша иккен. Пăлхар çынни мар, темĕнле араб çынни.
Алмăчавар калаçнине патша нимĕн чĕнмесĕр итлесе тăчĕ.
— Хăшпĕрисем сан çулупа кайрĕç, — сăмахне малалла тăсрĕ алмăчавар. — Пăлхар çыннисенчен сан пек араб пулса тăчĕç. Теприсем, чăн-чăн таса чунлисем, хăйсене те, хамăрăн йăла-йĕркене те, хамăрăн турăсене те сутмарĕç. Вĕсем пăлхар пулнă, çаплипех пăлхар пулса пурăнасшăн. Халĕ вара кашни йăх, кашни ăру, кашни ямахат çапла икĕ пая пайланса кайрĕ. Пĕтĕмпех çакă сана пула...
Патша çавăн пекех нимĕн те чĕнмерĕ-ха.
— Мĕскер тăвăпăр-ха ĕнтĕ малашне? — тарăхнăн каларĕ алмăчавар. — Çаплах пăлханса пурăнăпăр-и?.. Пурнăçа йĕркелесе ярасчĕ, ачам!.. Тĕрĕс калатăп-и?..
Тӳртĕнех капла ыйтнине илтсессĕн, патша тăна кĕнĕ пек пулчĕ.
— Тăхта-ха, ватă карт, — терĕ вăл. — Тăхта, алмăчавар. Чăн-чăн пӳлев пекех калаçатăн эсĕ, атя-ха, пӳлевех пул. Тĕрĕс калатăн: пурнăçа йĕркелесе ямалла пирĕн. Ун валли мĕн тумалла?
— Пĕрле шухăшламалла! — каллех тарăхнăн каларĕ алмăчавар.
— Тĕрес, пĕрле шухăшламалла, — çирĕплетрĕ ун сăмахне патша. — Мĕн пулни пулнă ĕнтĕ, нимĕн тума та çук. Йăнăшсем нумай турăмăр. Малашне тăвас марччĕ. Тата тунă йăнăшсене тӳрлетесчĕ.
— Кунпа килĕшетĕп. Куна вара тĕрĕс калатăн. Хазарсен пурнăçĕ мĕнле пулса тухни пирки аса ил-ха. Пирĕн те пурнăç çапла пулса ан тухтăрччĕ. Ютран килнĕ çынсене, ачам, астул çывăхне те яма юрамасть.
— Тĕрĕс, кунпа пĕтĕмпех килĕшетĕп, — тӳрех хуравларĕ патша.
— Тĕн пирки вара эпĕ çапла калас тетĕп. Тĕн вăл, ачам, пурте турăран. Санпа мĕн пулса тухни пулчĕ ĕнтĕ. Анчах ыттисене эсĕ ан тив. Хăйсен йăли-йĕркипех пурăнччăр. Эпĕ, акă, çĕре кĕрсессĕн те аслă Танкăр ячĕпе кăна çĕре кĕретĕп...
— Кунпа та килĕшетĕп, — тӳрех хуравларĕ патша.
— Эппин, никама та ан ирĕксĕрле, — терĕ алмăчавар. — Эпир те сана ку тĕлĕшрен ирĕксĕрлемĕпĕр. Ытти тĕлĕшпе эсĕ — патша, пăлхар йăхĕсен патши, аслăран та аслă Купрат йăхĕн тăсăмĕ. Эпир сана мĕнпур пăлхарсен патши тесе хисеплĕпĕр. Эсĕ вара пире хамăр йăла-йĕркепе пурăнма, хамăрăн пăлхар ятсемпе пурăнма ан чăрмантар.
— Çапла пултăрах, — килĕшрĕ патша.
— Çапла пултăрах! — çирĕплетсе каларĕ алмăчавар. — Эпир сана ĕлĕкхи пекех Алмас патша тесе чĕнĕпĕр, теприсем урăхла чĕнеççĕ пулсан та.
— Çапла пултăрах! — тата тепре çирĕплетсе каларĕ патша.
* * *
Алмăчаварпа килĕшӳ тунăранпа патша чунĕ-чĕри кăштах лăпланма тытăнчĕ. Вăл халĕ савнă арăмĕ Хания ачашласа йăпатмасан та лапкăн çывăрать, пуласлăх пирки те шухăшлать.
Паян акă ир-ирех вăранчĕ те вăл ут утланса çакăнта аслă Атăл хĕррине вĕçтерсе килчĕ. Утне иреке ячĕ. Теккерсене те аяккарах кайса çӳреме хушрĕ. Хăй вара Атăл хĕрринчи чул çине ларчĕ те шухăша путрĕ.
Атăл шывĕ юха тăрать,
Пирей пурнăç иртсе пырать.
Пирĕн пурнăç иртсе пырать,
Ĕмĕтленни çитсе пырать...
Аслă Атăл хĕрринче тарăн шухăша путса ларакан патша пуçĕнче паян иртенпе çак юрă кĕвĕленет те кĕвĕленет.
Атăл шывĕ юха тăрать...
Чăнах та, аслă пăлхар халăхĕ тĕрĕс юрлать. Атăл шывĕ пĕр чарăнми юхать. Ăçтан кăна ун чухлĕ шыв тупăнать пулĕ?.. Халăх вăл çак аслă шыв пекех. Хăйĕн еккипе, хăйĕн йĕркипе пурăнать. Ăна пĕр-пĕр çын пурăнма, хăйĕн пурнăç йĕркине тытса пыма чараяс çук.
«Эпир — пăлхарсем, — шухăшларĕ Алмас, — çак аслă шыв хĕррине килсе вырнаçнă та, ун юххи пек, пĕр майлă пурнăçпа пурăнма хăнăхнă. Хазарсем пире çав пурнăçпа пурăнма кансĕрлесшĕн пулчĕç. Эпир вĕсене çапса çĕмĕртĕмĕр. Кустантин çыннисем килсе пире çав пурнăçран пăрса ярасшăн пулчĕç. Эпир килĕшмерĕмĕр. Сементер çыннисем килсе пирĕн пурнăçа пăсасшăн пулчĕç. Эпир килĕшмерĕмĕр... Кайран вара çав пĕр майлă пурнăçа хамах пăсма хăтлантăм пулать-и?..»
«Пăлхар тĕнчи аслă, — шухăшларĕ те шухăшларĕ Алмас. — Купрат патша çĕре кĕнĕренпе эпир хамăр çапла тери улшăнтăмăр-ши? Купрат патша пĕтĕм пăлхарсене пĕрлештерсе пĕр аслă патшалăх тăвасшăн тăрăшнă. Кустантинра тĕне кĕнине манса, ытти пăлхарсем пек аслă Танкăра пуççапма тытăннă. Çапла туса, вăл пĕтĕм пăлхарсене хăй майлă çавăрнă. Эпĕ вара, аслă Танкăра манса, ют тĕне тĕпе хутăм... Мĕншĕн? Мĕне пула?.. Çав ислам тĕнĕпе пурăнакан ибн-Башту хĕрĕн ытамĕшĕн-и?..»
Çук-çук, Çак шухăшран тарма тăрăшрĕ Алмас.
«Тен, нимле йăнăш та туман пулĕ? — иккĕленчĕк шухăш пырса çапрĕ Алмас пуçне. — Ахалех кулянатăп пулĕ эпĕ...»
Икĕ тĕрлĕ шухăшлакан патша паян Алмас чунĕ-чĕринче, ăсĕ-тăнĕнче.
«Çук çав, нумай йăнăш турăм эпĕ юлашки вăхăтра, — хирĕçлерĕ иккĕмĕш патша пĕрремĕшне. — Ара, мĕнле пулать-ха капла? Эпир, пăлхарсем, пурте хамăрăн авалхи турăсене, тĕнче хуçине аслă Танкăра манса каятпăр пулсан, камсем пулса тăратпĕр-ха?.. Тăнай çинчи пăлхарсем Иисус Христоса пуççапма тытăннă. Византисем пек пулса кайма пултараççĕ вĕсем. Кавказри пăлхарсем иудейсем пулса кайсассăн. Эпир вара арабсем пек пулса пĕтсен... Мĕн юлать-ха пиртен, пăлхăрсенчен?.. Ют тĕнсем йышăнса эпир йăлтах пĕр-пĕринчен уйрăлса кайса пĕтмĕпĕр-ши? Мĕне кирлĕ пулчĕ-ха çапла мана арабсен тĕнне кĕни? Йăнăш турăм-и эпĕ? Е ырă ĕç турăм-и?»
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...