Кĕмĕл кĕпер :: Шуратăл çинчи çапăçу
Тилĕ-тăшман тапăнсан.
Тиллит-тиллит пулмăпăр.
Алла чукмар тыăпăр,
Пуçне çапса ватăпăр.
Авалхи чăваш халăх юрринчен.
Монголсем тепĕр кун ирхине курăнчĕç. Пăлхарсен текĕрчĕсене курсанах вĕсем, тапăнас шухăшпа, вăрçа кĕмелли йĕркене тăма тытăнчĕç.
"Ытла хăюллă-ха кусем, — шухăшларĕ Ылттăнпик, çакна курсан. — Учĕсемпе эккелĕсене кантармасăрах çапăçăва кĕртесшĕн. Эппин, эпир те çакăнпа кирлĕ пек усă курăпăр..."
Пăлхарсен текĕрчĕсем çĕрхута лайăх каннă, çапăçăва та кирлĕ пек хатĕрленнĕ. Çавăнпа Ылттăнпик монголсем тапăнасса кĕтсе тăрас темерĕ, Саврăш-патгăр ертсе пыракан каркарçара вăрçа кĕме хушрĕ.
— Эс ан васка, — терĕ вăл Пачмана. — Сан таманусем хăçан вăрçа кĕмеллине хам пĕлтеретĕп...
Монголсем чăнах та питĕ ăста çарçыннисем иккен. Инçе çулта пулнă пулсан та вĕсем питĕ час вăрçа кĕме хатĕрленсе çитрĕç те хăйсем çине тапăнакан Саврăш-паттăр текĕрчĕсене хирĕç кайреç.
Хăрушă та юнлă çапăçу пуçланса кайрĕ.
Саврăш-паттăра пулăшма Ылттăнпик часах хăйĕн тепĕр икĕ таманне ячĕ. Пăлхарсен çĕнĕ таманĕсем монголсене сулахайран пырса çапрĕç. Анчах çакна кăна кĕтнĕ пек тăшмансен пĕр пайĕ тахăш самантра çурмаçаврăм туса вĕсене хирĕç тухрĕ.
"Ăста, ăста çапăçаççĕ, — монголсем пирки шухăшларĕ Ылттăнпик. — Анчах вĕсем пăлхарсене нихăçан та çĕнтереймеççĕ..."
Çапăçу хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ.
— Манăн та вăрçа кĕме вăхăт! — ташласа тăракан утне аран-аран чарса кăшкăрче Пачман.
— Ан васка! — чарчĕ ăна Ылттăнпик. — Вăхăт çитмен-ха!..
Тин кăна тапăнса кĕнĕ тамансене пулăшма вăл Упи-паттăра хăйĕн икĕ таманĕпе ячĕ. Вĕсен монголсене хыçалтан тапăнмалла. Ку вăл хăйне еверлĕ сăнаса пăхни те. Енчен те монголсен çывăхра экеметленсе ларнă текĕрчĕсем пулсассăн, вĕсем халь ĕнтĕ хăйсене палăртмалла. Хăйсен çарĕсем çине хыçалтан тапăнни мĕне пĕлтернине весем лайăх ăнланаççĕ. Нимĕнле утлă çар та хыçалтан тапăннине чăтса тăраймасть.
Халь ĕнтĕ пăлхарсен çарĕсем монголсене виçĕ енчен хупăрласа илчĕç. Анчах монголсем тарас е чакса каяс тесе шухăшламаççĕ. Вăрçă вучĕ хаяртан хаяр пулса пырать.
- Атя, Сăкăт-паттăр, сан вăхăт çитрĕ! — хушрĕ Ылттăнпик хăйĕн тепĕр çарпуçне.
Часах Сăкăт-паттăр çарĕ вутлă вăрçа кĕчĕ.
Монголсем çаплах пăлхарсене хирĕç урса кайса çапăçрĕç.
Акă ĕнтĕ Кĕрнек пикĕсем те çапăçу хирĕнче. Сăварсен, керменчуксен, нухратсен текĕрчĕсем те унтах.
Çӳлле сăрт çинчен çапăçу мĕнле пынине сăнаса тăракан Ылттăнпик сасартăк унта улшăну пулма тытăннине асăрхарĕ. Монголсен вăйĕ чаксах пырать. Акă ĕнтĕ вĕсем сылтăмалла, пăлхарсен текĕрчĕсем çук çĕрелле куçма тытăнчĕç.
— Атя! — хушрĕ Ылттăнпик Пачмана. — Кĕрсе кай!..
Хĕçĕсене çĕклесе, утăрья! кăшкăрса, Пачман ертсе пыракан текĕртсем тăшман çине кĕрсе кайрĕç. Çапăçу вучĕ тата та хĕрӳленсе кайрĕ. Анчах нумая пыраймарĕ вăл. Çĕнĕ çар пырса çапни монголсене авса хуçрĕ пулас. Вĕсен сывă юлнă мăрсисемпе эккелĕсем учĕсене каялла çавăра пуçларĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, монголсем тарма тытăнчĕç.
Илĕртсе çеç тарни мар-ши тесе, Ылттăнпик вĕсене питĕ тимлĕ сăнарĕ, хăйĕн виçĕ таманне хăй патĕнчен ямарĕ-ха. Юлашкинчен Ылттăнпик ăнланчĕ, çук, ку вăл илĕртсе тарни мар. Ытти чухнехи пек тарма тытăннă монголсем хыçалалла çаврăна-çаврăна пемеççĕ. Вĕсем пурте хăйсене çăлса хăварасшăн, учĕсене хăвалаççĕ те хăвалаççĕ.
Пăлхарсем тарса каякан монголсене хăвалама тытăнчĕç: весене хыçалтан ухăпа переççĕ е тата хуса çитеççĕ те хĕçĕсемпе касаççĕ.
Çапах та Ылттăнпик асăрхануллă пулмаллине пĕрре те манмарĕ. Тăшмансен экеметленсе ларнă çарĕ тухмасть-и тесе, хăйĕн çапаçава кĕмен виçĕ таманне виçĕ ушкăнпа хыçалтан васкамасăр, йĕри-тавралла пăхса, куç-хăлхасем яра-яра пыма хушрĕ.
Çапла пăлхарсем тарса каякан монголсене каç пуличченех хăваларĕç. Темĕн чухлĕ монгол çынни çапăçура пуçне хучĕ. Ыттисем тарса кайнă чухне пĕтрĕç.
— Çĕнтерӳ! — савăнса кăшкăрчĕç пăлхарсем.
— Эпир çĕнтертĕмĕр!
— Утăрья!
— Патшана мухтав!..
Ылттăнпик патне çарпуçĕсем пĕрин хыççăн тепри пырсах тăчĕç. Ниçта та тăшман çуккине пĕлтерчĕç.
Çапла, экеметленнĕ çар хăвармасăр тăшмансем пĕтĕм ушкăнпа харăссăн çапăçăва кĕни Ылттăнпике питĕ тĕлĕнтерчĕ. "Мĕне пĕлтерет ку? — ăнланма тăрăшрĕ вăл. - Е вĕсем пире пĕрре тапăнсах çĕнтерессе ĕненнĕ-и?"
Çапла шухăшла-шухăшла Ылттăнпик хăйĕн çарне тапăра тăма хушрĕ. Çапах та иккĕленчĕк шухăшсем ăна канăç памарĕç. Çавăнпа вăл çĕрле пулсассăн та пур еннелле те куç-хăлхасем кăларса ячĕ, кăвайт чĕртме хушмарĕ. Кашни çарпуçне хушрĕ: мĕскер те пулин кĕтмен япала сиксе тухсан, тӳрех ăна пĕлтермелле.
Анчах нимĕнле кĕтмен япала та сиксе тухмарĕ. Пурте йĕркеллех çĕр каçрĕç.
Ылттăнпик çапах та иккĕленме пăрахмарĕ-ха. "Кунта темĕскер пурах, — шухăшларĕ вăл. — Ытла çăмăллăн çĕнтертĕмĕр. Таçта тăшманăн урăх таманĕсем пулмалла. Анчах та, пур пулсан, мĕншĕн çапăçăва кĕмерĕç вĕсем?.."
Вара питĕ асăрханса, хăйĕн çарне вăрçă хирĕнчи пек виçĕ пая пайласа, вăл монголсем тарса кайнă еннелле васкамасăр пыма хушрĕ. Çапла пăлхарсен çарĕ пĕр кун, икĕ кун кайрĕ, анчах ниçта та монголсен çарĕсем курăнмарĕç.
— Кун пек ним юлми çĕмĕрсе тăкнă хыççăн монголсем текех пирĕн çине тапăнса кĕме хăяймаççĕ, — терĕç ăна çарпуçĕсем. — Ниçта та нимĕнле тăшман çарĕ те çук...
Иккĕмĕш кун тăшман тарса кайнă çул çинче ниçта та монголсене тупманни Ылттăнпике лăплантарчĕ. Вара, аслă çеçенхирте çĕр каçнă хыççăн, вăл пĕтĕм çарне каялла, килне кайма çавăрас терĕ. Анчах темĕнле иккĕленчĕклĕ тухăм ăна капла тума кансĕрлерĕ. Шухăшласан-шухăшласан вăл çапах та хăйĕн пĕтĕм çарне тата икĕ кун хушши тăшман тарса кайнă çулпа малаллла кайма хушрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...