Юманлăхра çапла пулнă :: 6-мĕш сыпăк
Шупашкарта шофер Илюка почта тĕлĕнче антарса хăварчĕ. Хăйне лартса килнĕшĕн тӳлес тесе Илюк шалти кĕсйинчен укçа кăларма тăчĕ, анчах шоферĕ аллипе сулчĕ кăна:
— Кирлĕ мар! Пĕремĕк илсе çи луччă!
Хăй ăшĕнче Илюк çак ырă кăмăллă çынна тем пекех тав турĕ. Унăн укçи ахаль те питĕ сахал: вуннăлăх хутсем иккĕ те, пĕрре пиллĕклĕх. Тĕттĕм кĕтесре хăйĕн аллине мĕнле укçасем лекнине курман çав вăл. Мĕн тумалăх пур ку укçа?..
Машина тапранса кайсанах Илюк урам урлă каçса почта çурчĕ çинчи сехете пăхса илчĕ. Çиччĕ те çитмен иккен-ха. Ним шухăшламасăрах вăл пасар еннелле утрĕ. Пасар умĕнче тухтăрсем пек шурă халатлă, шурă калпаклă хитре хĕр вĕри кукăльсемпе тăпăрч икерчисем сутса тăнине курсан унăн çав тери çиес килсе кайрĕ те вăл çавăнтах виçĕ пĕчĕк кукăльпе икĕ икерчĕ илсе çирĕ. Унтан пасаралла кĕрсе кайса ним тĕлсĕр çӳреме тытăнчĕ. Йывăç ураллă ватăрах фотограф хӳме çине кăларса çакнă ӳкерчĕксем умĕнче чарăнса тăчĕ, кĕнеке киоскĕн кантăкĕ витĕр чылайччен пăхрĕ, сĕт-çу сутакан павильона кĕрсе кайрĕ. Унтан тухнă чух, алăкра, сасартăк икĕ милиционера курчĕ те картах сикрĕ. Чĕри те тапма чарăнчĕ пулас унăн...
«Мана шырамаççĕ-ши кусем?.. Çук, манăн вĕсене курăнса çӳрес пулмасть... Тытаççĕ!»
Вăл вара васкасах пасарăн хыçалти хапхипе тухса Атăл еннелле кайрĕ. Унччен малтан вăл Шупашкарта ытти шкул ачисемпе пĕрле ик-виçĕ хутчен те экскурсинче пулнă та хăш урам ăçталла илсе кайнине самаях чухлать.
Ĕнтĕ чылай вăхăт иртрĕ, хĕвел те хĕртме тытăнчĕ, хула урамĕсенче çынсем вĕçĕ-хĕррисĕр каллĕ-маллĕ кумма пуçларĕç. Атăл хĕрринче те халăх тем чухлех утать. Таçта каяççĕ, таçта васкаççĕ... Çыран хĕрринчи балюстрада — эрешлĕ чул карлăк çине чавсаланса Илюк Атăл çине пăхма тытăнчĕ. Илемлĕ иккен кунта! Шывĕ таçта çитиех, тинĕс пекех сарăлнă, леш енчи вĕт вăрмансем те, улăхсем те шыва путнă... Анатран тем пысăкăш парахут хăпарать, моторлă кимĕсем лăпкă шыва урлă та пирлĕ çурса ишеççĕ, Атăл варрипе пысăк пулă анать, унăн тăршшĕ çур çухрăм та пулĕ, ăна туртакан сарă буксир пĕр вырăнта тăнă пекех туйăнать... Эх, çавăн çине ларасчĕ те инçете-инçете, Каспи тинĕсне çитиех, каясчĕ! Унта ĕçе вырнаçасчĕ... Вара Илюка никам та нихçан та тупайман пулĕччĕ...
Çурăмран хĕвел ăшши çапса тăнипе Илюкăн çывăрасси килсе кайрĕ, куçĕсем хупăнмах пуçларĕç. Вăл чул карлăк патĕнчен пăрăнса Константин Иванов палăкĕ тăракан сквера кĕчĕ. Кунти хыçлă саксем çинче шав çынсем лараççĕ иккен — пĕрисем хаçатсем пăхкалаççĕ, теприсем кĕнеке вулаççĕ, виççĕмĕшĕсем ахаль калаçса лараççĕ. Поэт палăкĕ умне шкул ачисем пухăннă, пĕр вăтăр-хĕрĕх çын та пулĕ: вĕсене кăвак плащпа кивĕрех шлепке тăхăннă куçлăхлă арçын йĕркелесе тăратать — пысăкраххисене каярах, пĕчĕкреххисене маларах, хăйĕн аллинче фотоаппарат. Ахăртнех, кусем пĕр-пĕр ялти шкултан экскурсие килнĕскерсем пулмалла, ятарласа «Нарспи» авторĕ умĕнче ӳкерĕнесшĕн...
Чылай шавлакаланă хыççăн ачасем йĕркеленсе çитрĕç те, куçлăхлă çын вĕсене аппарачĕпе тĕллесе темиçе хутчен чаклаттарса илчĕ. Илюкăн çав тери çак ачасемпе тăрас килчĕ: асăнмалăх мĕн тери лайăх пулнă пулĕччĕ чаплă поэт умĕнче ӳкерни! Ун пек ӳкерчĕк ялта никамăн та çук вĕт-ха. Анчах та ют ачасем çумне мĕнле пырса çулăхатăн?
— Халь ăçта каятпăр, Николай Фомич?
— Музее кĕретпĕр-и?
— Типографие хăçан кайса куратпăр? — шавласа кайрĕç ачасем хăйсен учительне сырса илсе.
— Малтан музее, унтан картинăсен галерейине, кăнтăрла иртсен типографие, — терĕ лешĕ.
«Таçта та çитесшĕн-çке кусем... — шухăшларĕ Илюк. — Манăн та вĕсемпе пĕрле каяс мар-ши? Ахальлĕн мĕн туса çӳрес хула тăрăх? Капла хуть темĕн те пĕр куратăп, усси пулать...»
Çапла турĕ те вара, кунĕпех çав палламан ачасенчен уйрăлмарĕ, вĕсем ăçта каяççĕ — вăл та хыççăнах утрĕ. Анчах лешсем ăна асăрхамарĕç те, мĕншĕн тесен таçта пырсан та курмалли, каласа панисене итлемелли питĕ нумай пулчĕ.
Хаçат-журнал, кĕнеке мĕнле пичетленине курса тухсан куçлăхлă учитель хăйĕн ачисене пĕр столовăя апат çитерме кĕртсе лартрĕ те хăй касса умне талонсем çаптарма кайса тăчĕ. Вĕсемпе пĕрлех кĕнĕ Илюк та касса патне пычĕ, унăн та хырăмĕ паçăрах выçнăччĕ ĕнтĕ.
«Кусем кĕçĕрех каймаççĕ пулас-ха, тен, çĕр каçма та вĕсемпе пĕрлех вырнаçăп-и?» — шухăшларĕ Илюк çав хушăрах.
Касса умĕнчи черет майĕпе кĕскелсех пычĕ, кĕçех акă Илюкăн хăй мĕн илессине каласа укçа тӳлемелле пулать. Вăл ĕнтĕ укçине те кăларса янтăларĕ, анчах çав самантра пачах та кĕтмен япала пулчĕ: урамалла тухмалли алăк яриех уçăлчĕ те, столовăя пĕр тĕреклĕ, пысăк уссиллĕ милиционер кĕрсе тăчĕ. Пиçиххийĕ çинче пистолет, аллинче пĕчĕк сăран сумка. Ку тата нимех те марччĕ-ха, — Шупашкарта милиционер сахал-и? — анчах ун хыççăнах алăкран Илюксен колхоз председателĕ Василь Васильч Яраткин кĕчĕ! Вĕсем алăкран ик-виçĕ утăм маларах иртрĕç те унăн-кунăн пăхкалама тытăнчĕç.
Илюкăн малтан чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратса илчĕ, унтан тăруках сывлăшĕ пӳлĕнсе ларчĕ... Паллах ĕнтĕ, милиционерпа колхоз председателĕ ăна, Илюка, шыраççĕ, урăх никама та мар! Кун пирки нимĕн иккĕленмелли те çук, вĕсем Илюка тытасшăн!.. Эппин, леш «Матви пичче» тени чăнах та вилсе кайнă, ун çинчен правление те, ял Советне те пĕлтернĕ, çийĕнчех Илюксем патне çынсем пырса тулнă, унтан Илюк килтен тухса тарнине пĕлнĕ те ăна шырама тытăннă... Колхоз председательне ятарласа Шупашкара янă, вăл кунта милицие çитсе каланă, халĕ ав милиционерпа пĕрле Илюка шыраса çӳрет...
Самантранах акă Яраткин ăна асăрхать те ун патне пырса хулĕнчен ярса тытать. «Аха-а, лекрен-и, таркăн?! — кăшкăрса ярать вăл. — Милиционер юлташ, çакă ĕнтĕ вăл пирĕн ялта çын вĕлерекенни! Илсе кайăр ăна! Тытса хупăр!..»
Илюкăн пĕтĕм çан-çурăмĕ сӳ! туса илчĕ. Яраткина епле те пулин курăнас мар тесе вăл пичĕпе тепĕр еннелле çаврăнса тăчĕ те хытнă пек пулчĕ.
— Каласам тата мĕн илес тенине! Çынсене чарса тăратăн вĕт! — терĕ çав вăхăтра черетри çынсенчен пĕри. Анчах Илюк хăй валли апат ыйтас вырăнне тăрук касса патĕнчен пăрăнса тӳрех алăк патнелле тапса сикрĕ те ăна шăлт-шалт уçса хупса урама чупса тухрĕ.
— Мĕн пулчĕ ку ачана?
— Астăвăр-ха, камăнне те пулин укçа кăларса илмерĕ-и вăл? — тĕлĕнерех калаçса илчĕç черетрисем.
— Ма тытмаççĕ пуль çак шпанасене!
Илюк çав вăхăтра урам тăрăх анаталла ыткăнса пычĕ, каялла та çаврăнса пăхмарĕ. Пĕр тăкăрлăкалла пăрăнса çырмана чупса анчĕ, унтан ансăр кĕпер урлă каçса хăпарсан тин чупма чарăнчĕ вăл. Хăй антăхса каясла хашкарĕ, чĕри кăкăртан сиксе тухас пек тапрĕ.
«Лекеттĕм вĕт, чутах лекеттĕм! Юрать-ха Яраткинĕ курмарĕ...»
Вăл хӳме çумĕнчи сак çине ларчĕ. «Мĕн тăвас пулать-ха ĕнтĕ? Тем тесен те, урамра курăнса çӳреме юрамасть. Ятарласа мана шырама килнĕскер, Яраткин Шупашкартан ытла тăруках тухса каяс çук, ăна вăл ăнсăртран та пулин каллех тĕл пулма пултарать. Вара... пĕтрĕм! Пытанас пулать ăçта та пулин е парахут çине ларса каяс...»
Юлашки шухăшĕ ăна пуринчен те тĕрĕсрех пек туйăнчĕ те, вăл васкасах Атăл хĕрринелле утрĕ. Пристань çумĕнче шăпах пăрахут тăрать-мĕн. Ăна курсан Илюк вăрăм пусма тăрăх анчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ — пăрахут юлашки хут ши! ши! шăхăртса илчĕ те пристаньрен уйрăлса та кайрĕ. Илюкăн вара ирĕксĕрех каялла çырана тухмалла пулчĕ.
Кунта, çыранра, çимеллисем нумай сутаççĕ иккен. Çӳллĕ те вăрăм саксем çинче тем те пур: кукăлĕ, икерчи, сĕчĕ, çăвĕ, пĕçернĕ çăмарти, какайĕ... Паçăр столовăйĕнчен çимесĕрех тухса тармалла пулнă пирки Илюк халĕ ик-виç икерчĕ илсе çиме шут турĕ, анчах вĕсемшĕн тӳлеме тăрсан унăн шалти кĕсйинче укçа тупăнмарĕ. Ку ăна тăруках хăратса пăрахрĕ: ăçта кайса кĕме пултарнă унăн укçи? Васкасах шырама тытăнчĕ — тулти кĕсйисене, йĕм кĕсйисене, хĕвне ухтарчĕ, анчах усси пулмарĕ. Укçи çухалнă унăн! Те такам кăларса илнĕ-ха, те паçăр урампа хытă чупнă чух ăнсăртран кăларса ӳкерсе хăварнă — кам пĕлет! Мĕн пулса тухрĕ-ха капла? Мĕн тумалла ĕнтĕ халь? Килтен тухса тарнă-тарман выçса вилес пулать-иç? Кунта, Шупашкарта, ăна никам та пĕлмест, палламасть, çавăнпа та никам та пĕр чĕлĕ çăкăр парас çук...
Ачан алли-ури чĕтреме тытăнчĕ, вăл кĕç-вĕç макăрса ярас пек тăчĕ.
— Мĕн пулчĕ, ачам? Çаратрĕç-им? — хĕрхеннĕ пекрех ыйтрĕ унран кукăль сутса ларакан хурарах хĕрарăм, хăлхисенчен темле пысăк çутă алкасем çакса янăскер, çăварĕнчи пирусне ĕме-ĕме.
— Укçа çухалнă манăн... — куçĕсене час-час мăчлаттарса хуравларĕ Илюк ун çине хурлăхлăн пăхса.
— Йăкăртнă ĕнтĕ кам та пулин, кунта шăпанасем сахал мар çӳреççĕ вĕт, асăрхансах тăрас пулать.
— Ак çакăнта, шалах чиксеттĕм...
— И-и, ачам, вĕсем таçтан та кăларса илĕç!
Илюк шалт ăнран кайнă пек тăчĕ. Чăнах та, мĕн тумалла-ха унăн халь? Çиес килет вĕт-ха... Çири пиншака сутас пулать-и? Халĕ çанталăкĕ ытла сивех мар, шăнсах вилес çук...
— Инке! Çак пиншака илмĕн-ши эсĕ? — терĕ вара вăл нумай шутласа тăмасăрах.
— Ху мĕнпе юлатăн-ха тата? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ алкаллă хĕрарăм пирусне çăварĕнчен сурса пăрахса.
— Эпĕ мĕн... эп аптрамастăп, манăн кĕпе хулăн, — мăкăртатса илчĕ Илюк.
— Мĕн чухлĕ илес тетĕн вара?
— Пĕлместĕп. Иртнĕ кĕркунне анне ăна çитмĕл тенкĕ парса илнĕччĕ. Нумай та тăхăнман, çĕннипех-ха вăл... Пĕр алă тенкĕ паратăн пуль?
— Ха! — сарăхнă шултра шăлĕсене кăтартса кулса илчĕ алкаллă хĕрарăм. — Ачи ухмахах мар иккен эсĕ! Алă тенкĕ. Лавккара халь ун пек пăрахлосем вĕр çĕннисем те вăтăр тенкĕ çеç тăраççĕ, хуть те вакунĕпе тие!
— Ху мĕн чухлĕ парас тетĕн эппин? — ыйтрĕ Илюк çак хĕрарăм ун пиншакне вуçех те илмесрен хăраса.
— Ме, акă вун пилĕк тенкĕ!
— Ой, инке... ытла та йӳнĕ-çке...
— Айван ача, унтан ытла никам та памасть сана çак кивĕ пăрахлошăн! — Хĕрарăм çавăнтах хĕвĕнчен пилĕк тенкĕлĕх виçĕ укçа кăларчĕ. — Ывăннă хыççăн каçхине чĕрĕк илсе ĕçес тесеттĕм те, юрĕ ĕнтĕ, сана хĕрхеннипех кирлĕ мар расхута кĕретĕп. Ме, тыт!
Илюк хĕрарăма хирĕç нимĕн те калаймарĕ, ун аллинчи укçана илчĕ те пиншакне хывса тыттарчĕ. Лешĕ ăна йăпăр-япăр хутлатса хăй айне персе чикрĕ, унтан, хурлăха лекнĕ ачана çав тери ăста улталанăшăн савăннипе пулас, кăмăлне çемçетнĕ пек турĕ:
— Ме сана çиелтен икĕ кукăль, çи! Эпĕ хытă çын мар...
Илюк вăл панă кукăльсене илчĕ те чылай аякка кайса, çыранри пĕр пысăк чул çине ларса çирĕ. Çав хушăра каç та пулма пуçларĕ, Атăл леш енчен çумăр чашлаттарса килчĕ. Шыв хĕрринчи çынсенчен пĕрисем часрах тăвалла, хуланалла, утрĕç, теприсем пристань çинелле туртăнчĕç. Çумăрпа пĕрле çил вĕрме пуçларĕ, тăруках сивĕ пулса кайрĕ, вара Илюк та пристань çине пырса халăхпа пĕрле çӳлти хута, çынсем пăрахут килессе кĕтсе ларакан пысăк пулĕме, кĕчĕ. Урăх ăçта кайма пултарнă-ха вăл?
Кĕтмелли пӳлĕм пысăк пулин те кунти саксене пурне те йышăнса пĕтернĕ иккен, чылайăшĕ урайĕнчех ларать, хăшĕсем харлаттарсах çывăраççĕ. Илюк пĕр кĕтесе такамăн миххисем çумне йăпшăнчĕ. Çумăр çаплах чарăнмарĕ, пӳлĕме çĕнĕрен çĕнĕ çынсем пырса кĕчĕç, шавлăн калаçрĕç, унтан майĕпе вырнаçрĕç те шăпланчĕç. Халĕ ĕнтĕ урайĕнче те вырăн юлмарĕ, сывлама та йывăр, пăчă пулчĕ.
Леш каç та çывăрманнипе, паян кун каçа нумай çӳренипе, темиçе хут та çав тери хăраса, пăлханса пĕтнипе ывăнса çитнĕскер, Илюк хытă çывăрса кайрĕ. Анчах ыйхи лăпкă пулмарĕ унăн — каллех темĕн тĕрлĕ хăрушă тĕлĕксем аташтарчĕç ăна. «Матви пичче» милици тумне тăхăннă та тем кăшкăрса ăна тытасшăн чупать, амăшĕ çав вăхăтрах баян каласа юрлать, унччен те пулмасть — Илюка тин çеç сутнă пиншак пирки макăра-макăра вăрçма тытăнать; «Çын вĕлерни çитмест сана, халĕ япаласем сутма тытăнтăн-и, эсрелĕ çури?! Чăнах та тĕрмене хупмалла сана, каттăршнăя!»
Унтан Илюк таçтан татăлса анать те пуçĕпе хытă çĕре пырса çапăнать. Ыратнипе вăл вăрансах каять...
Тахăшĕ ун айĕнчи миххе туртса кăларнă иккен, çавăн пирки пуçĕ урайне ӳксе çапăннă. Кĕтмелли пӳлĕмре халĕ çынсем сахалланса юлнă, çĕрле пăрахутсем çине лара-лара кайнă пулмалла ĕнтĕ, хăшĕсем халĕ те япалисене йăтса тухаççĕ. Пристань çумĕнче пăрахут тăрать-мĕн, вĕсем ун çине ларма васкаççĕ.
«Манăн та ларса каяс мар-ши? — шухăш вĕçрĕ Илюк пуçĕнче. — Ăçталла каять-ши ку пăрахут? Анчах... билетсăр кĕртĕç-ши мана? Тытмĕç-ши? Çук-ха, ыранччен тăхтас. Кăнтăрла авантарах пулĕ... Халĕ çывăрасчĕ тепĕр ыйхă...»
Анчах та тек çывăрасси пулмарĕ. Пăрахут кайсан пӳлĕм пушансах юлчĕ те, унта вăрăм авăрлă, канат çипписенчен тунă милĕк йăтнă ватăрах матрос пырса кĕчĕ.
— А ну, халех пурте тухса кайăр кунтан! Урай çăвас пулать! — кăшкăрчĕ вăл малалла иртсе. — Хăвăртрах тасалăр, кунта сире валли гостиница мар!
Илюк çырана никамран малтан тухрĕ. Нӳрĕ те сивĕрех сывлăш ăна тӳрех çӳçентерсе илчĕ. Йĕри-тавра пăч тĕттĕм, пристань умĕнчи икĕ çӳллĕ юпа çинчи лампочкăсем çеç çырана тухмалли сарлака пусмапа — траппа ун çывăхĕнчи темле тавар куписене хăюсăр çутатаççĕ. Ăçта каяс? Çывăрас та килет, анчах çĕр çине выртса уçă çĕрте çывăраймастăн ĕнтĕ... Çак япаласене витнĕ брезент айне кĕрсе выртсан мĕнле-ши? Ытла сивех пулмасть пуль унта?
Нумай шухăшласа тăмарĕ Илюк: çав тавар купи патне тепĕр енчен пычĕ те ун çине йăпăр-япăр хăпарса брезент хĕррине уçса кĕрсе выртрĕ. Ку вăл утă тĕркисен купи пулнă-мĕн, — çемçе, ырă шăршлă, ăшă! Вунă минут та иртмерĕ пуль, ача çывăрса та кайрĕ.
Анчах тул çутăлнă-çутăлманах вăл çав тери шăнса хытнипе вăранчĕ. Брезент айĕнче ун пек те, кун пек те çаврăнкаларĕ, мĕн май килнĕ таран хутланчĕ, кĕпе тӳмисене вĕçертсе хĕвнелле сывларĕ, анчах ку та пулăшмарĕ, Илюк çав-çавах чĕтреме чарăнаймарĕ.
«Капла эпĕ чирлесе ӳкме те пултаратăп вĕт, вара — пĕтрĕм!» — хăраса шухăшларĕ вăл.
Тахăш енчен пăрахут килчĕ пулмалла — ирхи уçă сывлăша çурса вăрăммăн, хăватлăн кăшкăртса ячĕ, çав вăхăтрах пристань таврашĕнче çынсем шавлăн калаçни, унталла-кунталла уткалани илтĕнчĕ. Текех пурĕ пĕр çывăраяс çуккине ăнланса Илюк хăйĕн «лупас айĕнчен» тухса каллех пристань патнелле пычĕ. Пăрахут çннчен çынсем тухма та пуçланă-мĕн. Чăматансемпе, çыхăсемпе, карçинккасемпе, хăшĕсем ачисене çĕкленĕ. «Ăçта каять-ши кун чухлĕ халăх?» — тĕлĕнчĕ Илюк.
Акă трап хĕррипе карлăк çумнех хĕсĕнсе сенкер пальтоллă илемлĕ майра тухать. Хулпуççийĕ урлă вăл çыхă çакса янă, хăрах аллипе пĕр виç çулхи сап-сарă çӳçлĕ хĕр ачине çĕкленĕ, тепĕр аллинче — ытла пысăках мар чăматан. Ачи антăхса каяслах макăрать, те хăранă вăл, те тата темскер пулнă ăна. Çак майра çырана тухрĕ те кăшт аяккарах пăрăнса чăматанне лартрĕ, ачине çĕре антарчĕ, унтан хулпуççи çинчи çыххисене илсе пăрахрĕ те ачи умне кукленсе ăна йăпатма пикенчĕ. Чăматанĕ унăн çурăмĕ хыçнерех тăрса юлчĕ. Темшĕн-çке Илюк ăна тимлесех сăнаса тăчĕ. Анчах минут та иртмерĕ пуль — Илюк выртса çĕр каçнă утă купи хыçĕнчен ун пекех вун виç-вун тăват çулхи кăвак кĕпеллĕ арçын ача тухрĕ те унталла-кунталла вăшт-вашт пăхкаласа илсе пĕррех çав майра чăматанне йăтса каялла утă купи хыçнелле тапса сикрĕ. Ăнланчĕ Илюк — çав ача чăматана вăрласа тарчĕ, кун çутинчех çаратрĕ çынна!
— Чăматан! Вăрларĕç! — кăшкăрса ячĕ Илюк иккĕ сиксех майра патне çитсе тăрса.
Лешĕ каялла çаврăнса пăхрĕ те чăматанĕ çуккине курса ăнран тухса кайнă пек çухăрса ячĕ:
— Милици! Милици! Çаратрĕç!.. — Унтан Илюка çаннинчен сулса тытрĕ: — Эс куртăн-и? Куртăн-и? Ăçталла тарчĕç?..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...