Юманлăхра çапла пулнă :: 13-мĕш сыпăк
Виçĕ талăка яхăн Илюк пĕр-пĕччен, читлĕхе хупса хунă кайăк пек пурăнчĕ. Малтанхи кунĕнче вăл ним тума, ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ. Юрать-ха, иккĕмĕш кунĕнче ăнсăртран çенĕкри тусанлă ещĕкре темиçе кивĕ кĕнеке тупăнчĕ. Вĕсенчен пĕри саккăрмĕш класс валли кăларнă вырăсла «Тăван литература» имĕш. Чăн та, кĕнекен малти страницисем те, кайрисем те çук (вĕсене Малани Атăл хĕрринче кукăль сутнă чух чĕркесе пама çура-çура илнĕ ĕнтĕ), анчах çапах та вăл кĕнеке Илюка икĕ кун вулама çитрĕ.
Кĕнекесене питĕ юратаканскер, пĕр вулама тытăнсан вăл хăйĕн пĕтĕм хуйхи-суйхи çинчен манса кайрĕ, ун куçĕ умĕнче хăй вуланă Фонвизин, Пушкин, Лермонтов, Гоголь произведенийĕсен геройĕсем кăна пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле савăнчĕ вăл, вĕсемпе пĕрлех хурланчĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе чунтанах кулчĕ. Çавна пула хăй уйрăм пӳртре упа пек пĕччен пурăнни питех сисĕнсе каймарĕ.
...Виççĕмĕш каçхине, çур çĕр иртни икĕ сехет çитеспе, малти чӳречерен шăкăр-шăкăр тутарчĕç. Яланах сисĕмлĕ çывăракан Илюк çакна çийĕнчех илтрĕ.
«Ак хайхисем, çитрĕç», — терĕ вăл хăй ăшĕнче Малани каласа хăварнисене астуса. Çапах та тӳрех алăк уçма каймарĕ, чӳрече патне пырса ыйтрĕ:
— Кам унта?
— Уç, эпир вербовщиксем, — илтĕнчĕ ăна хирĕç хуллен калани.
— Халех...
Пӳрте икĕ арçын кĕрсе тăчĕ. Пĕри тӳрех çутă çутса ячĕ. Килнĕ çынсем иккĕшĕ те сухалĕсене чылайранпа хырман пулмалла, пичĕ-куçĕсем темле хаяррăн курăнаççĕ. Кивĕрех кепкисене çамкисем çинех пусса лартнă, пĕри кăвак плащпа, тепри фуфайкăпа. Пĕри лутрарах, хулăн туталлă, сарлака питлĕ, самăр, тепри çӳллĕрех те лаша евĕрлĕрех— пичĕ ансăр та тăрăхла.
— Эс пĕчченех-им? Малаша ăçта? — ыйтре пĕри, лутрараххи.
— Пĕчченех. Кил хуçи хăйĕн мăн аппăшĕ патне кайса килетĕп терĕ. Тăватăм кун пăрахут çине хамах лартса ятăм.
— Час таврăнать-и?
— Нумай тăмастăп терĕ...
Арçынсем, тăван килне килсе кĕнĕ пекех, аллисенчи чăматанĕсене урайне лартрĕç, хывăнчĕç, пĕри, çӳллĕреххи, çавăнтах çаннисене тавăрса çенĕке тухрĕ — пит çума шут тытрĕ пулмалла. Анчах самантрах унăн кăмăлсăр сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Эй, упăте çури, эсĕ мĕн, шыв ĕçмесĕрех пурăнатăн-им? Ниçта та пĕр тумлам шыв çук санăн!
— Кил хуçи мана ниçта та тухма хушман та... — терĕ Илюк.
— Халех колонкăна чуп, сиккипе!
«Колонкăна» тенĕ сăмаха Илюк ăнланаймарĕ, çавăнпа та пĕр хушă ним тума пĕлмесĕр унăн-кунăн пăхкаласа тăчĕ.
— Мĕн эс тăнран тухнă сурăх пек пуçна пăркаласа тăратăн тата? Чуп часрах! — терĕ лутри алăк çинелле кăтартса.
— Ăçта чупмалла? — хăрама пуçларĕ Илюк.
— Ăçта пултăр? Шыв патне! Ай хăвна кашкăрсем тытса çиесрен хăратăн-и?
— Çу-ук, хăрамастăп...
Илюк йăпăр-япăр витре йăтрĕ те урама сиксе тухрĕ. Çырма тĕпĕпе тăсăлакан урамра, çăра çулçăллă мăн йывăçсем айĕнче, питĕ тĕттĕм иккен, çутă çĕртен тухнă хыççăн пушшех нимĕн те курăнмасть. Чăнах та хăрамалла...
Куçсем тĕттĕме кăштах хăнăхчăр тесе вăл хапха юпи çумне сĕвенсе тăчĕ. Халь çеç килсе кĕнĕ çынсем хăйпе тӳрех хăр-хар калаçма тытăнни ăна çав тери килĕшмерĕ, пăлхатсах ячĕ. Пĕри тӳрех упăте çури терĕ, тепри тăнран тухнă сурăхпа танлаштарчĕ... Мĕншĕн? Кил хуçи Малани те çывăх çын мар, анчах вăл Илюка пĕрре те ун пек-кун пек каласа кӳрентермен-ха... Мĕнле усал çынсем вара вĕсем? Малани каланă тăрăх, хăйсем тĕрлĕ вырăнсене ĕçлеме яма çынсем пухса çӳреççĕ. Çав çынсемпе те çакăн пекех калаçаççĕ-ши вара вĕсем?
Илюк ассăн сывласа илчĕ те çĕтĕк тротуар тăрăх тăвалла, водопровод колонки еннелле, утрĕ. Анчах шыв ăсса таврăнсан та лешсем унпа кăмăллăн калаçмарĕç.
— Ну, ачамккă, мĕшĕлти те иккен эсĕ, сана вилĕм шырама çеç ярас пулать! Сан аннӳ те ялти чи кахал хĕрарăм пуль ĕнтĕ, ахальлĕн эсĕ вăрт-вартрах çаврăнкаланă пулăттăн! — терĕ лутри. — Е вăл сана ытла сахал хĕненĕ-и?
Хăйĕн амăшне çавăн пек тиркени Илюк чĕринех пырса тиврĕ, унăн çавăнтах: «Усалпа ан асăннă пултăр ман аннене, вăл ун пек мар, колхозра чи хастар çынсенчен пĕри!» — тесе каласси килчĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ, тӳссе ирттерчĕ, тутине пăчăртарĕ те кăмака хыçне кĕрсе выртрĕ.
Халь ăна хăй çак çынсене кăштах палланă пек, вĕсене таçта курнă пек туйăнма пуçларĕ. Анчах ăçта курнă-ши, хăçан?..
Илюк çине тăрсах аса илме тăрăшрĕ. Ялта чухне курма пултарайман вăл вĕсене, ку — паллă, хулана килсен çеç курнă ĕнтĕ... Вăрахчен шухăшласа выртнă хыççăн ун умне темле тĕтре витĕр курăнакан картина тухса тăма пуçларĕ: çак пӳртре, пĕрремĕш хут килсе кĕнĕ каç, темле çынсем вăйлă ĕçкĕ турĕç, хăрушла юрларĕç, сикрĕç...
Çапла, çапла, çавăн чух асăрхаса юлнă Илюк çак çынсене. Унтанпа курман. Питĕ те килĕшӳсĕр çынсем иккен вĕсем!
Ирхине çак çĕрлехи хăнасем нумай çывăрчĕç, ĕнер питĕ ывăнса таврăннă пулмалла. Вĕсем тăриччен Илюк электроплитка çинче чей ăшăтрĕ те хытса кайнă çăкăра стакан ăшĕнче йĕпеткелесе «подушкипе» çыртса çирĕ, унтан ĕнерхи пекех кĕнеке тытса каллех чӳрече умне ларчĕ.
«Пĕрех хут Малани часрах таврăнтăрччĕ...» — шухăшларĕ вăл кил хуçи вырăнĕ çинче çывăракан çынсем çине пăхса. Лутрараххи, месерле выртнăскер, питĕ хытă харлаттарать, çакă вара Илюка тăруках «Матви пиччĕшне» аса илтерчĕ, — лешĕ те шăп çавăн пек лакăртаттарса çывăратчĕ...
Вунă сехет çитеспе ют çынсем иккĕшĕ те пĕр харăсах вăранчĕç. Лутри тӳрех Илюка чĕнсе илчĕ.
— Итле-ха, ачамккă, чăмламалли мĕн пур санăн?
— Мĕн? — ăнланаймарĕ Илюк.
— Çимелли мĕн пур тетĕп! Çавна та чухлаймастăн пулать? Каçхине эпир выçах выртрăмăр.
— Çимелли... нимех те çук çав. Кил хуçи мана ик çăкăр парса хăварчĕ те, вăл пĕтнĕпе пĕрех ĕнтĕ, — тĕрĕссине каларĕ Илюк.
— Апла пулсан халех магазина чуп! — Лутра арçын çăмлă урисене кравать çинчен усса пукан хыçĕнчен çакса янă пиншак кĕсйинчен пĕр ывăç çĕр тенкĕлĕх укçасем туртса кăларчĕ. — Нимрен малтан эсĕ пире валли пĕр виçĕ батон илсе килетĕн. Батон мĕнне пĕлетĕн-и? Ак çакăн пек тăрăхла шурă булкăсем вĕсем...
— Хури те кирлĕ, — терĕ унăн юлташĕ вырăн çинче тутлăн карăнса илсе.
— Тĕрĕс, пĕр хура çăкăр илетĕн... Унтан илетĕн çур кило кăлпасси, икĕ банка консерв — пулă консерви, судак пулать-и унта, сазан-и, лосось-и — пурĕ пĕр.
— Çур литр, — хушса каларĕ çӳлли.
— Ăна та илетĕн, анчах асту, московски тенине туп.
— Пасара кĕрсе çĕнĕ хăяр илсе тух пĕр кило. Çырла пулсан ăна та ил. Вара çитет те пулĕ.
Илюк нимĕн те чĕнмерĕ... Çак çынсем ăна çимелли-ĕçмелли илме ярасси çинчен çăвар уçсанах вăл хăраса ӳкрĕ те ним калама аптраса тăчĕ. Унăн ниçта та тухса çӳреме юраман вĕт-ха, вăл хăйне милицисем тытасран пытанса пурăннă, ун пирки ăна кил хуçи Малани те хытарсах каласа хăварчĕ, анчах кусем акă ăна тем те пĕр илме кăларса яраççĕ, унăн магазинсене те, пасара та çитес пулать... Такам та курма пултарать ăна çавăн пек çӳренĕ чухне! Кураççĕ те алăран кап! ярса тытаççĕ:
«Аха-а, тинех тупрăмăр-и сана!..»
«Мĕн каласа, мĕнле сăлтав тупса хăтăлас ку хурлăхран? Ăçтан мурĕнчен килсе тухрĕç пуль ку çынсем, вĕсемшĕнех пĕтме тӳр килет ĕнтĕ халь!..»
Çавăн пек хăвăрт-хăвăрт шухăшласа тăчĕ те Илюк леш сарă лутра çынни «заказсем» панă вăхăтра хăйĕн чут çеç куççулĕ пĕрхĕнсе каятчĕ.
— Ну, ăнлантăн-и? — тепĕр хут сассине хытарса ыйтрĕ лутри Илюк çине шăтарасла пăхса. — Манмастăн-и мĕн-мĕн илмеллине? Е манасран çамку çине çырса каятăн?
Илюк каллех чĕнмерĕ. Ку вара леш çынна тарăхтармах пуçларĕ.
— Мĕн тунката пек тăратăн тата? Чĕлхӳне йĕке хӳресем кăшласа кайман пулĕ-çке кĕçĕр?
— Эп... каймастăп, — терĕ Илюк вăрахчен чĕнмесĕр тăнă хыççăн.
— Мĕншĕн каймастăн? — сиксе тăрса ларчĕ çӳлли. — Хăвна та çитеретпĕр вĕт, ухмах!
— Мана кил хуçи ниçта та тухма хушман...
— Тата тепĕр хут ухмах! Вăл сана килте никам çук чух тухма хушман, килне çаратасран хăранă пуль-ха, анчах халь эпир пур вĕт-ха кунта, мĕн хăрамалли?
— Пӳрпĕрех... Хăвăрах кайса килĕр хăшĕ те пулин.
— Ан лăпăртат! Эпир шутсăр ывăннă, ĕнер алă çухрăм ытла çуран утнипе пирĕн урасем шыçса тухнă, пĕлетĕн-и? Акă, пăх-ха эсĕ! — Çӳлли сылтăм урине çĕклерĕ те Илюк пичĕ патнех илсе пычĕ. Чăнах та, унăн виçĕ пӳрни хăмпăлансах ларнă иккен. — Куртăн-и? Эп халь атă та тăхăнаймастăп!
— Çитĕ, çитĕ, кутăнланса ан тăр, вĕçтер часрах, — терĕ лутри Илюка çĕр тенкĕлĕх хут укçа тăсса парса. Халĕ вăл малтанхи пек хăр-хар калаçмарĕ, кăмăллăрах пулчĕ.
Илюкăн вĕсене хирĕç ним каламалли те юлмарĕ. Хăй хула тăрăх мĕншĕн çӳреме пултарайманни çинчен вĕсене вăл тĕп-тĕрĕссипе каласа пама пултарайман-çке-ха! Лутра çынни çав вăхăтрах вырăн çинчен сиксе анса çенĕкре темле кивĕ карçинкка тупрĕ, ун тĕпне хаçат сарчĕ те Илюка тыттарчĕ:
— Мĕн илнисене пĕтĕмпех çакăнта тултаратăн... — Хăй тата Илюка çурăмĕнчен лăпкаса илнĕ пек турĕ: — Выçтарса ан вĕлер ĕнтĕ пире, шăнкăрч, кайса кил часрах... Астуса юлтăн-и мĕн-мĕн илмеллине?
— Астурăм, — терĕ Илюк.
— Ну, хăвăртрах эппин! Ачи маттур курăнать-ха эсĕ, наччас çаврăнса килетĕн пуль тетĕп...
Анчах Илюк тухса кайсан вăл сурсах вăрçма тытăнчĕ:
— Тьфу, шуйттан чĕппи, итлесшĕн те мар-ха тата! Тата кăшт кутăнланса тăнă пулсанах çутăлтарса яраттăмччĕ, тупата!
— Тивес мар, — терĕ ăна хирĕç çӳлли, — кирлĕ кунта кирлĕ пулать-ха вăл. Малашка ăна мĕншĕн усранине пĕлетĕн пуль?
— Пĕтĕмпех пĕлетĕп. Ăна мĕнле улталаса пурăннине те пĕлетĕп.
— Çавăнпа та вăл шĕпĕне пирĕн хамăртан ютшăнтармалла мар, хамăра ытларах хăнăхтарса пымалла.
Вулакансем тавçăрса илчĕç те пуль: çак çынсем вĕсем Маланипе туслă пурăннă вăрă рецидивистсем, леш «капăр каччăсене» хурахла пурнăçпа пурăнма вĕрентнĕскерсем пулнă. Лутрараххи — Матрос, çӳллĕреххи — Артист. Юлашки эрнесенче вĕсем таçта урăх вырăнсенче çӳренĕ те халь Малани патне «канма» таврăннă. Вăрă хуть те хăçан та шикленсе, яланах тискер кайăк пек асăрханса пурăнать, вăл çынсен куçĕ умĕнче сахалтарах пулма тăрăшать, çавăн пиркиех ĕнтĕ çак икĕ вăрă халĕ хăйсем валли çимелли-ĕçмелли илме те хăйсем каймарĕç, ирĕксĕрлесех Илюка кăларса ячĕç...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...