Юманлăхра çапла пулнă :: 32-мĕш сыпăк
Майра çакăн пек калаçма тытăнни Илюка тĕлĕнтерсех пăрахрĕ. Ăçтан, хăш енчен паллама пултартăр вăл ăна?.. Е юри калать ку хĕрарăм, е çав тери йăнăшать, такампа пăтраштарать... Çав вăхăтрах хăй ун çине пит тинкерсе, шăтарасла пăхрĕ те, ку хĕрарăма хăй те таçта курнă пек туйăнса кайрĕ. Анчах ăçта курнине ниепле те аса илме пултараймарĕ.
— Итле-ха, Ивуков, — терĕ хитре майра ун куçĕнчен пăхса, — эсĕ кăçал çуркунне, май уйăхĕн вĕçĕнче, Шупашкар пристанĕнче пулнă вĕт?
— Пулнă, — пуçĕпе сулса илчĕ Илюк.
— Астăватăн-и, пĕр ирхине унта пăрахут пырса тăрсан сан пекех çамрăк арçын ача пĕр хĕрарăмăн чăматанне йăтса тарма тăчĕ, анчах эсĕ çавна асăрхарăн та ун хыççăн ыткăнтăн... Эс хăваласа çитме пуçласан леш ачи чăматана пăрахса тарчĕ, эсĕ вара ăна çĕклесе хуçине каялла тавăрса пырса патăн, унтан хваттерне çитичченех ăсатса ятăн... Çапла-и?
— Çапла.
— Çав хĕрарăм кам пулнă тетĕн эсĕ?
Çак юлашки сăмахсене вăл каламасан та пултарнă. Илюк халĕ çавсене аса илчĕ кăна мар, çавăн чух Атăл хĕрринче пулса иртнĕ пĕтĕм ĕç ун куçĕ умне тĕкĕр çинчи пек уççăн курăнмалла тухса тăчĕ. Чăматанне вăрлаканни утă купи хыçĕнчен еплерех йăпшăнса тухни те, унтан анаталла тапса сикни те, шыв хĕрринче кĕпе чӳхекен хĕрарăмсем çухăрма тытăнсан лешĕ чăматана вăркăнтарса вутă куписем хыçне чăмни те... Кайран, хваттере çитсен, çак хĕрарăм ăна тутлă кукăльпе чей ĕçтерсе яни те... Ун чухне Илюк ырă ĕç тунăччĕ, çак хĕрарăм та ăна мухтаса тав турĕ, анчах халĕ акă...
Илюк тути хĕррине çыртса лартрĕ.
— Эппин, Ирина Никитична, ун чухне ку ача сирĕн япаласене вăрăран çăлса хăварчĕ? — ыйтрĕ вĕсен калаçăвне тинкеререх итлесе ларнă майор.
— Çапла, çапла!.. Вăл пулман пулсан пĕр нимĕнсĕр тăрса юлаттăм...
— Анчах кайран вăл хăй çынсене çаратма тытăннă, магазина кĕрсе кайнă... Мĕнле ун пек пулса тухрĕ-ха санăн, Ивуков? Темле пĕртте çыхăнмасть ку, ăнланмалла мар.
Илюк нимĕн те калаймарĕ, малтанхи пекех çĕрелле пăхса ларчĕ, унăн çамки çине тар тапса тухрĕ. Палланă хĕрарăм умĕнче ăна çав тери намăс пулчĕ çав! Çакна майор та тавçăрса илчĕ пулас, ачана ытлашши пăлхатас мар тесе урăх нимĕн те ыйтмарĕ, вĕренесси пирки çеç калаçрĕ.
— Ну, кам пулас килет-ха санăн: токарь-и, слесарь-и, столяр-и? Хăшĕ ытларах кăмăла каять? Тимĕрпе ĕçлесси-и, йывăçпа-и?
— Тимĕрпе, — пăшăлтатса илчĕ Илюк. Ăна вара слесарь ĕçне вĕрентмелле турĕç.
Тепĕр виçĕ кунтан, «зонăра» пурăнма тытăнсан, каçалапа Илюка шкул канцелярине чĕнсе кайрĕç. Кунта ăна хайхи сар çӳçлĕ хĕрарăм, Ирина Никитична, кĕтсе ларнă. Вăл колонири вăтам шкулăн вĕренӳ пайĕн заведующийĕ иккен. Каярахпа Илюк тата тепĕр япала пĕлчĕ: Ирина Никитична упăшки — колони начальникĕ, воспитанниксем ăна пурте «хуçа» теççĕ.
Пӳлĕме пырса кĕрсенех Ирина Никитична Илюка илсе пынă сержанта кайма хушрĕ, унтан Илюка диван çине лартрĕ те хăй ун çумне пырса ларчĕ.
— Ну, ачам, каласа пар-ха мана тĕпĕ-йĕрĕпе, ним пытармасăр, тăван аннӳне каланă пек... Мĕнле майпа çавăн пек пулса тухма пултарчĕ сан пурнăçу?
Вĕсем икĕ сехете яхăн ларчĕç. Илюка çак вăхăта чăнах та пурнăçри чи çывăх çынпа, тăван амăшĕпе пĕрле ирттернĕ пекех туйăнчĕ. Тĕлĕнмелле ыррăн калаçрĕç вĕсем, Илюк пĕтĕм чунне уçса пачĕ, çав вăхăтрах унăн чĕри темле кăмăла çĕклентерекен, пурăнас, вĕренес, ĕçлес килтерекен ăшă сывлăшпа тулчĕ. Çав сывлăш вара колонирен тухса киличчен те сирĕлмерĕ, ăна ăшăтсах тăчĕ.
— Çын пулас пулать, Илюша, ăслă, йĕркеллĕ, ăнлануллă, çав вăхăтрах çирĕп кăмăллă, нимĕнле йывăрлăхсенчен те хăраман, çĕр-шывшăн, халăхшăн усăллă çын пулас пулать! Аçуна асаил эсĕ: камшăн, мĕншĕн пуçне хунă вăл çапăçу хирĕнче паттăррăн çапăçса? Сан пурнăçна хӳтĕленĕ вăл, сана телейлĕ тăвасшăн вут ăшне кĕнĕ! Халĕ ĕнтĕ санăн телейӳ хăвăн аллунта, пĕтĕмпех хăвăнтан килет, ху пĕтĕмпех ăнланса илсе малашне тĕрĕс çулпа пынинчен!
Ирина Никитична сăмахĕсем Илюк чĕрине питĕ çирĕп кĕрсе вырнаçрĕç. Вĕсене Илюк нихçан та манмарĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...