Юманлăхра çапла пулнă :: 37-мĕш сыпăк
Илюк чăнах та пĕр виç-тăватă кун хушши ниçта та тухса çӳремерĕ, килтех ларчĕ. Ял пурнăçне вăл чӳрече витĕр те пахча хӳми урлă çеç курчĕ пулин те çав пурнăç иртен пуçласа каçченех вĕресе тăнине питĕ лайăх туйрĕ.
...Унăн амăшĕ пекех, çынсем ир-ирех ĕçе тухсă каяççĕ — хăшĕ уя, юлашки çур тыррисене тирпейлесе кĕртме, хăшĕ бригада йĕтемĕ çине — унта кунĕпех хăватлă молотилка кĕрлет, теприсем фермăсене, улăхри пахча çимĕç патне, улма-çырла садне, таçта... Кашниннех хăйĕн ĕç вырăнĕ, тĕлĕ пур, кашниех çавăнта васкать. Çанталăкĕ тĕлĕнмелле хитре тăрать те, кун пек чух ĕçрен пăрăнса килте ларма камăн хал çиттĕр? Илюк та ĕç çинчен шухăшлама пуçларĕ ĕнтĕ, анчах ăçта ĕçлесси пирки вĕсем амăшĕпе иккĕшĕ лайăххăн калаçса татăлаймарĕç-ха. Тата амăшĕ ăна васкатасшăн та пулмарĕ.
— Ĕçĕ тармĕ-ха вăл, пĕрер эрне те пулин кан-ха, вăй ил лайăхрах, — терĕ.
— Вăйĕ ахаль те çителĕклĕ манăн, — терĕ ăна хирĕç Илюк, — лере выçă усраман вĕт пире, апат-çимĕç мăй таранах пулнă, ывăнтарма — кӳлсе чупман...
Çырмари тимĕрç лаççинче кунĕпех вĕркĕч йывăррăн хашкани, мăлатуксем тӳнклетни, тимĕр пайĕсене электричествăпа пĕçерсе сыпнă чух типпĕн çатăртатнă сасă илтĕнчĕ.
«Çав лаçра малашне ман валли те ĕç тупăнма пултарать-и тен, — шухăшларĕ Илюк. — Машинăсем юсанă çĕрте слесарь кирлех ĕнтĕ...»
Ку шухăша амăшĕ те ырларĕ.
Анчах хăй хальлĕхе килтех ларчĕ-ха. Арçын пек пулса кил таврашĕнчи вак-тĕвек ĕçсене тукаларĕ — унта хӳмери шăтăка питĕрчĕ, кунта ик-виç пăта çапса çирĕплетрĕ, пахча калинккин петлине тӳрлетрĕ, çенĕк алăкне шалтан питĕрмеллине юсарĕ. Унтан килти пĕртен-пĕр çĕçĕ те çурри таран хуçăлса ӳкнине асаилчĕ те кĕлетрен кивĕ çава тупса тухса пĕр çур кун хушшинчех икĕ лайăх çĕçĕ туса хучĕ: пĕри çăкăр касмалли, тепри — хăйне валли, хуçлатса кĕсьере чиксе çӳремелли пулчĕ. Иккĕшĕнне те аврисене хайхи хула урамĕнче машина кĕтсе ларнă чух тупнă çап-çутă дюралюминирен майлаштарчĕ. Хуçмалла çĕççин аври çине пăшатан вĕçĕпе тире-тире хăйĕн ячĕн, ашшĕ ячĕн тата хушамачĕн малтанхи сас паллисене çырса хучĕ: «И.И.И.». Çавăнтах кукăр-макăр эрешсем турĕ. Çаксене курсан амăшĕ чунтанах савăнчĕ: эппин, унăн ывăлĕ улталамасть, вăл чăнах та ĕçе вĕренсе килнĕ!
Тăваттăмĕш кунĕнче, амăшĕ фермăран пырса кăнтăрлахи апат çисе кайсан, Илюк пахчана тухрĕ те чие йывăççисем тăрринче унта та кунта тытанкаласа юлнă çырласене таткаласа çиме тытăнчĕ. Аялти туратсем çинче нимех те çуккипе вăл çатан карта тăррине хăпарса тăчĕ. Кăмăлĕ лайăх пулнипе, çырласем тата-тата çăвара хыпнă май вăл хуллен кăна сăмахсăр кĕвĕ ĕнĕрме тытăнчĕ. Сасартăк ун хыçĕнче темле хĕрарăм сасси илтĕнчĕ:
— Ай-уй, кам ара ку? Эй, çын çырлине ма вăрлатăн?.. Илюк картах сиксе каялла çаврăнса пăхрĕ те хăйĕнчен инçе те мар кӳршĕ хĕрарăмĕ, Наталисен амăшĕ, тăнине курах кайрĕ.
— Тур çырлахтăрах! Ара, Илюк тем ку?! — ăна палласа илсе куçне чарсах пăрахрĕ хайхи хĕрарăм.
— Эпĕ-ха, Праски инке... Кайăк юлашкисене пуçтаратăп, — тăруках хĕрелсе кайрĕ Илюк ку ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе.
— Хăçан килсе тухрăн эс?
— Виçĕ кун пурăнатăп ĕнтĕ...
— Вăхăчĕ çитрĕ те-и вара санăн? Аннӳ санăн килес çул кĕркунне тин килмелле тетчĕ мар-и?
— Вăхăчĕ çитсех çитмен те, çапах таврăнтăм-ха, — терĕ те Илюк карта çинчен хăйсен пахчинелле сиксе анчĕ.
— Ак тамаша! Хамăр юнашарах пурăнатпăр, çапах та нимĕн те пĕлмен. Аннӳне кашни кун куратăп, анчах вăл та шарламасть...
— Ытла чаплă çĕртенех килмен те, ма янраса çӳрес? — терĕ Илюк.
— Çапах та кӳршĕсенчен пытарма кирлĕ мар ĕнтĕ, пирĕн килпе сирĕн кил ĕмĕр-ĕмĕрех килĕштерсе пурăннă.
— Акă халь хăвах пĕлтĕн ĕнтĕ, — кулан пекки турĕ Илюк. Анчах Натали амăшĕ хăй çине темле хăранă пек, шанман пек, ун пирки усал шухăшланă пек пăхни ăна питĕ килĕшмерĕ, çавăнпа та вăл унран часрах уйрăлса кайма тăрăшрĕ.
«Янратать ĕнтĕ халь, кашни тĕл пулнă çыннах лапăртатса парать ман çинчен — шухăшларĕ те Илюк, унăн кăмăлĕ хуçăлчĕ.
Лешĕ, сăмах вĕçтерме çав тери юратаканскер, чăнах та çапла тунă. Ăна пула каçчен пĕтĕм ял пĕлчĕ: хулара магазин çаратнăшăн тĕрмере ларнă Ивук ачи таврăннă, пĕр эрне ытла килĕнче никама курăнмасăр пурăнать!
Илюк халăх умне тухман пирки хăшĕсем тӳрех тĕрлĕ майлă шак хурса калаçма тытăнчĕç:
— Колонирен тарса килмен-ши-ха вăл?..
— А мĕн? Ним те мар тарма пултарнă, сахал-им ун пекки?
— Вăрă пулнăскер тем те туса хурĕ...
— Чăнах ара! Правленисен ăна халех тĕрĕслемелле те милицие систермелле çеç!
Çак сăмахсем каçчен кайăк-кĕшĕк фермине те çитме ĕлкĕрнĕ иккен — Илюк амăшĕ киле çав тери пăлханса, пăшăрханса таврăнчĕ те тӳрех макăрса ячĕ:
— Ах, ывăлăăм, сан пирки ял хушшинче тӳсме çук лайăх мар калаçаççĕ-çке!..
— Мĕн пулнă тет тата? — хыпăнса ӳкрĕ Илюк та.
— Эс ахаль таврăнман, тарса килнĕ, çавăнпа пытанса пурăнать теççĕ... Ак халь анчах леш Хура Хветле тĕл пулчĕ те çынсем умĕнчех тем те каласа хăртса пĕтерчĕ мана...
— Мĕн калама пултартăр-ха вăл, путсĕр?
— «Вăрă-хурах ратти, ристан амăшĕ, тарса килнĕ бандитна ăçта пытарса усратăн? Халех иксĕре те тыттарса яратпăр!» — тет. Сура-сура вăрçать!.. Тем курса ларас пулать ĕнтĕ капла...
Илюк тăруках кăвакарса кайрĕ, анчах çавăнтах кăмăлне хытарчĕ те сĕтел çине çапса илчĕ:
— Калаçчăр, чĕлхисем кĕçтеççĕ пулсан — хыçчăр! Ан итле эс вĕсене! Манăн эп саккунлă, тĕп-тĕрĕссипе килни çинчен калакан хутсем йĕркеллĕ. Ыран ирех ял Советне кайса кăтартатăп та, ĕçĕ те пĕтрĕ, тек вара никам та çăвар уçаймасть!..
— Кай, ачам, кайса кăтарт мĕн пуррине, сăмахпа та ăнлантарса пар. Халь тин ял мăшкăлĕ пулас марччĕ ĕнтĕ, эс пĕтĕмпех каçарттарнă вĕт-ха, халь таса çын эсĕ, çапла мар-им?
— Юрĕ, анне, ыран ирех каятăп...
Анчах унăн ниçта та каймалла пулмарĕ, ирхине ирех вĕсем патне ял пуçлăхĕсем хăйсем — иккĕн тан пырса кĕчĕç: пĕри — ял Совет председателĕ Иван Кумков, тепри — Василь Яраткин, колхоз председателĕ. Вĕсем пынă чух Илюк пуçĕ çинчен пĕркенсех çывăратчĕ-ха.
— Пирĕн килес! Ырă кун пултăр, — терĕç вĕсем алăк патĕнчех чарăнса тăрса.
— Килĕрех, килĕр, малалла иртĕр, — аллипе тĕпелелле кăтартрĕ Илюк амăшĕ кĕтмен хăнасене хирĕç чăлантан тухса.
— Ларсах тăмастпăр пулĕ-ха, — терĕ Кумковĕ кутник çинелле чалăшшăн пăхса илсе. — Санăн ывăлу таврăннă тенине илтрĕмĕр те кĕрсе курас килчĕ.
— Илтрĕр пуль çав, усал сăмах пит час сарăлать те-ха...
— Ма усал сăмах пултăр ку? Киле килни — лайăх хыпар пуль вăл? Унтан лаиăххи мĕн пултăр?
— Ара, хăшĕсем ăна лерен тарса килнĕ теççĕ-çке... Ĕнер ун пирки хам та тем те пĕр илтсе пĕтрĕм.
— Ну, эпир ăнах ĕненес çук-ха, — ал сулчĕ Яраткин, — вăл таранах ухмах мар... Вăрат-ха эппин ачуна, калаçса курар хăть эпир унпа.
Пӳртре ют çын сассисем илтĕнсен Илюк хăех вăранчĕ, вĕсем мĕн калаçасса кĕтсе кăна юри çывăрнă пек туса выртрĕ. Анчах халь, колхоз председателĕ ăна вăратма ыйтсан, утиялне пуçĕ çинчен сирсе вăшт кăна тăрса ларчĕ те:
— Здрасте... — терĕ.
— Салам, Илюк! О-о, эсĕ саççим каччă пулса кайнă-çке!..
— Аякра курсан паллас та çук, пăх-ха эс ăна... епле маттур!
Председательсем ăна умлăн-хыçлăн ал пырса пачĕç, унтан Илюк вырăн çинчен сиксе анса вăр-вар тумланчĕ те сĕтел ещĕкĕнчен хăйĕн хучĕсене кăларса пĕрине Кумкова, теприне Яраткина тыттарчĕ.
— Чăн малтан эсир çаксене вуласа пăхăр-ха... Унăн хучĕсем чăнах та питĕ лайăхскерсем-мĕн. Вĕсене вуласа тухсанах председательсем пĕр-пĕрин çине тăй-тай пăхса илчĕç те çавăнтах Илюка мухтама тытăнчĕç.
— Маттур, маттур ача! Кур-халĕ — лере те вĕреннĕ, разрядлă слесарь пулнă! Кун пек хутсемпе хуть те кам умне тухса çӳреме те намăс мар. Никам та нимĕн те калама пултараймасть!
— Çыннисем çавах элек сарма тытăннă-çке-ха, — ассăн сывласа илчĕ амăшĕ.
— Ну, уншăнах ан пăшăрханăр, ытлашши палкакансен çăварĕсене хуплама пĕлĕпĕр эпир, — терĕ Кумков. — Куртăмăр вĕт-ха, пĕтĕмпех саккунлă.
Вĕсем хушшинче кăмăллă калаçу пуçланса кайрĕ. Председательсем Илюка епле пулсан та кăçал вуннăмĕш класран вĕренсе тухма сĕнчĕç.
— Алăра аттестат пулсан пур еннелле те çул уçăлать. Хуть колхозра ĕçле, хуть малалла вĕренме кай — вăл хăвăнтан килет. Тен, колхозранах пĕр-пĕр курса ярăпăр. Механизатора вĕренсен те — мĕнрен япăх? Слесарь ĕçне пĕлетĕн ав эсĕ. Сывлăху лайăх пултăр та кăмăлу çивĕч пултăр!
Çав кунтан пуçласа вара Илюк халăх хушшине тухса çӳреме тытăнчĕ. Тимĕрç лаççинче мĕнле ĕçленине кайса курчĕ, авăн çапнă çĕрте те пулчĕ, каçхине клубра кино пăхрĕ. Унтан ĕçе те хутшăнма пуçларĕ — малтанлăха ăна çур тырри кĕлтисене бригада анкартине турттарнă çĕре ячĕç. Çапла унăн килти пурнăçĕ майĕпе йĕркене кĕрсех пычĕ, шухăш-кăмăлĕ те ялан пĕр пек тикĕс те лăпкă пулчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...