Çил-тăвăл :: Вăрттан задани
Çĕр хутлă çуртăн пĕр пӳлĕмĕнче икĕ çын сĕтел урлă калаçса лараççĕ. Чӳречисене кăнтăр çути кĕртмен хура чаршавсемпе карнă. Урамран пĕр сасă та кĕмест кунта. Пӳлĕмре иккĕн çеç. Пĕри, хуçа вырăнĕнче лараканни, типшĕм çын, тăнлавĕ çинчи çӳçĕ ун кăлкан пек шурă, янахĕ вăрăм. Пĕрре пăхсан, вăл аллăран иртмен пек туйăнать, анчах кулнă чухне куç йĕри-тавра палăракан пĕркеленчĕксем тарăнланаççĕ те вăл пайтах пурăннă çын иккенне кăтартаççĕ. Тумтир çинчен шухăшламасть пулас хăй. Тăхăннă костюмĕ, хаклă материалтан çĕленĕскер пулин те, пĕвĕ çинче шалпар çакăнса тăрать.
Ăна хирĕç çемçе тенкел çинче лараканни хăйне питĕ ирĕклĕ тыткалать, пĕр урине тепĕр ури çине явса хунă, пушмакĕн йăлтăркка вăрăм сăмси сĕтел çийĕпе пĕр тан. Сылтăм аллинчи икĕ пӳрни хушшинче ун тутлă шăршлă тĕтĕм кăларакан хулăн сигарă. Хаклă йышши вĕр-çĕнĕ костюм патвар кĕлетки çинче питĕ çыпăçуллă тăрать. Хăй вара пĕрре те тĕк лара пĕлмест. Тăн-тăн мăйĕ пăркаланать, пуçĕ унталла-кунталла çаврăнать, куçĕ пĕр япала çинче те тытăнса тăраймасть. Сăмси шăтăкĕ сăмса çунаттипе пĕтĕмпех витĕнеймен. Çăварĕ сарлака. Тути икĕ çӳхе икерчĕ евĕрлĕ. Çакăн пек çитменлĕхсем пулсан та, çак çын усал сăнлă мар, темпе хăй майлă çавăрма пултаракан пек.
— Мистер! — пăхрĕ хуçи сарлака çăварли çине. —Лайăхрах тăнла!
— Тăнлама хатĕр! — сылтăм питне хул пуççи çине хурса, тутине хăлхи патне çитиех сарчĕ лешĕ.
— Совет Союзне, коммунистсем патне, ученăй пулса каятăн.
— Ха-ха-ха! — кăлтăртаттарса кулса ячĕ сарлака çăварли. — Ученăй! Емĕрте пĕр статья пичетлесе курман. Ха-ха-ха!
— Сан материалусемпе ыттисем нумай çырнă. Тӳррипе каласан, халĕ ученăй ятне çеç паратпăр сана.
— Ăнланмастăп!
Совет Союзне пăрлăха ирĕлтерекен станцие курма каятăн эсĕ, — терĕ хуçи, тарăхма тытăннине аран-аран пытарса.
— Ман шухăшпа, ученăйсене пăр айĕнчен тухакан Утрава курма ярас вырăнне унта ракетăсем ямалла. Тивĕçлĕ. Материксене шыв айне тăвасшăн. Пыр та кур! —Сарлака çăварлин те çилленме тытăнни палăрчĕ.
— Ан лĕпĕртет! — йĕрĕнсе каларĕ хуçа. — Пăрлăхсене никам та ирĕлтерсе пĕтерме шухăшламасть Совет Союзĕнче.
— Радиопа телевидени тата хаçатсем пĕлтереççĕ-çке.
— Политикă, — каласа пĕтерме памарĕ ăна хуçи. — Тепĕр хут калатăп, халăх çиллине тапратма, коммунистсене курайми тума шавлаççĕ. Тата пирĕн прессă шавлани Совет Союзне пирĕн ученăйсене Утраври пăрлăха ирĕлтерекен станцине кăтартма килĕштерчĕ. Ку пысăк çĕнтерӳ!
— Апла пулсан, вĕсен ĕçĕ çĕмрĕк çăмарта хуппи тĕшне те тăрас çук. Мĕн кайса пăхмалли унта!
— Э-э, йăнăшатăн, мистер. Кайса курмаллах. Çиелтен мар, тĕплĕрех тĕпчемелле, çавăнпа сана чĕнтĕмĕр те.
— Инструкци мĕнлескер пулать? — ыйтрĕ сарлака çăварли.
— Итле. Хăвах пĕлетĕн, пирĕн патшалăхра Марса çавăрса илмешкĕн вăйлă кампани пуçланчĕ. Задачă — çав хĕрлĕ планетăна коммунистсенчен маларах çитесси, ун çине хамăр патшалăх ялавне лартасси. Ăнлантăн-и?
— Ăнланмалла.
— Пирĕн наукă ăстисем каланă тăрăх, Марс çинче тем чухлĕ пуянлăх пулма пултарать. Хатĕрлесе хуни, çăмăллăнах алла лекекенни.
— Питĕ кăсăк япала ку, — терĕ те сарлака çăварли, нумайччен итлеме хатĕр пулнă пек, çемçе тенкел çине меллĕрех вырнаçса ларчĕ. — Марсиансем хăйсен пуянлăхне парасшăн пулмасан вара?
— Пăхăнтаратпăр. Хирĕç тăрсан, Америкăри индеецсен шăпи тивĕ вĕсене! — татăклă каларĕ хуçа.
— Гм, — çӳçенсе илчĕ сарлака çăварли. — Тен, марсиансем çук-тăр та-ха.
Наукă çыннисен шухăшĕпе, хĕрлĕ планетă çинче цивилизаци пулнах. Халĕ те чĕрĕ чунсем пулмалла унта. Тен, юлашкисем, вилсе пĕтекеннисем, анчах пурах. Цивилизацирен юлнă пуянлăх пирĕн алла лекмелле. Совет Союзĕнче Марспа питĕ интересленеççĕ.
— Утраври ĕçĕсем мĕн тума кирлĕ-ха тата вĕсене?
— Вĕсен тĕп задачипе çыхăнса тăрать. Марс çине экспедици хатĕрлеççĕ.
Сарлака çăварли хуçи çине малалла калама йăлăннăн пăхса илчĕ. Лешĕ васкамарĕ. Питĕ майĕпен коробкăран сигарă илчĕ, вĕçне хуçрĕ те çăварне хьшрĕ. Сарлака çăварли çавăнтах тивертнĕ зажигалкине тăсрĕ.
— Апла эппин, — терĕ вăл, хăйне кичем пула пуçланă пек курăнма тăрăшса.
— Мĕн çинче чарăнтăмăр-ха? — ыйтрĕ вăрăм янахли.
— Тĕп задачă çинче...
— Çапла, Совет Союзĕнче харăсах икĕ мулкача хăвалаççĕ. Тытаççех пулĕ, анчах пирĕн вĕсене чăрмантармалла, тепĕр енчен — вĕренмелле.
Умĕнче лараканни пуçне сулчĕ: вăл малалла итлеме хатĕр.
— Совет Союзĕнче çанталăка улăштарма вĕренеçсĕ. Марс çинче питĕ вырăнлă пулĕ вăл, унта çынна юрăхлă условисем кирлĕ-çке-ха, — малалла ăнлантара пуçларĕ вăрăм янахли. — Тата пăр айĕнчен тухнă Утрав çинче çĕнĕ элемент тупнă текен хыпар пур. Хăйсем шавламаççĕ вĕсем, ку — вăрттăнлăх. Мĕншĕн? Çĕнĕ элемент космос карапне тума питĕ кирлĕ япала, тет, техникăна пĕтĕмпе тепĕр майлă çавăрса яма пултарать имĕш. Вăл кăна мар. Ытти планетăсемпе çыхăнмалли
карапсем ăшĕнче Çĕр çинчи пек пурнăç тăвасшăн вĕсем. Калăпăр, Марс çине çитмешкĕн Çĕр çинчен çителĕклĕ апат-çимĕçпе кислород илсе кайма май çук: ученăйсем шутласа кăларнă тăрăх, пĕр çулталăклăха илнĕ апат-çимĕç сывлăш карап ăшĕнчи экипажран утмăл хут йывăртарах таймалла. Паллă ĕнтĕ, урăх çул шырамалла. Коммунистсем çав Утравра темле курăк ӳстерсе сăнасшăн. Вăл Çурçĕрте ăшă тăнă вăхăтра ӳснĕ курăк. Çав тери хăвăрт ӳссе, космосра кислород та, апат та çителĕклĕ пама пултараканни, теççĕ. Те тĕрĕс, те
çук, — çавна пĕлмелле, тĕрĕс пулсан — вăрлăхне те илсе килме тăрăшмалла.
Сарлака çăварли тарăн шухăша кайрĕ, унтан вăрăммăн сывласа илчĕ те:
— Пысăк ĕç шанса паратăр мана! — тесе хучĕ.
— Пысăк ĕç, пысăк ĕç, — килĕшрĕ вăрăм янахли. — Анчах ăнлантăн-и? — ыйтрĕ вăл, çăварĕ умĕнче пӳрнисемпе каллĕ-маллĕ сулкаласа.
Çакă вăл сăмах питĕ вăрттăн япала пирки пынине пĕлтерчĕ. Умĕнче лараканни ăна лайăх ăнланчĕ.
— Пысăк ĕç, — терĕ вăл татах. — Куншăн эпĕ мĕн кĕтме пултаратăп?
— А-а... Марс кампанинче миллион долларлă акци...
— Пырать, — килĕшрĕ леш. Унтан пуç пӳрнине ытти пӳрнисемпе хăйраса илчĕ.
— Икĕ ĕç укçи. Кашни вăрттăнлăх хакне тата ху тăватăн.
— Килĕшетĕп! — хавассăн каларĕ сарлака çаварлн.
Икĕ çын пĕр-пĕрин аллине чăмăртарĕç. Хуçн сĕтел
айккинчи тӳмене пусрĕ те, çавăнтах коньяк кĕленчипе икĕ черкке тухрĕç. Кăмăлĕсене тултарнă çынсем çăва-рĕсене пĕрер черкке йăвантарчĕç.
— Акă сана документсем. Правительствăран. Чăн-чăн документсем, паянтан сан хушамату... — хуçи пӳрнипе хут çине кăтартрĕ.
Сарлака çăварли пуçне сулчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...