Çил-тăвăл :: Ĕçсем, хыпарсем
«...Мускав калаçать. Юлашки сехетре çитнĕ хыпарсене пĕлтеретпĕр. Утрав çинчи атом кăмакисем аван ĕçлеççĕ. Кунта субтропикăри пек микроклимат пулса тăчĕ. Океанри ăшă шыв хумĕсем Пысăк Çĕр хĕррине пырса çитеççĕ. Пăртан тасалнă Утрав çинче нефть тупнă. Биологсем тĕрлĕ ӳсен-тăранпа йывăç тата чĕрчун ĕрчетме хатĕрленеççĕ. Çын хăйшĕн кирлĕ климат тума пултарни курăнсах тăрать ĕнтĕ. Пуласлăхсем пысăк. Ĕмĕрлĕх вилсе выртнă вырăнсем чĕрĕлеççĕ...»
«...Уйăх çине янă автоматлă станци «Луна-155», вунă кун ĕçленĕ хыççăн, Çĕр çине каялла таврăннă...»
Кăшт тăрсан, радиопа пысăк статья пачĕç. Тĕнче Уйăх çине экспедици хатĕрленни çинчен пĕлчĕ.
Уйăх çине, Çил-тăвăл океанне, автоматлă ракетăсемпе пулас экспедици валли кирлĕ материалсем турттараççĕ-мĕн. Унта, çынсем çитнĕ çĕре, пулас обсерватори пайĕсене, запаслă карап пайĕсене, шĕветнĕ сывлăш, шыв, апат-çимĕç леçмелле: Уйăх çине ĕçлеме кайнă çынсемшĕн пурте хатĕр пултăр.
Çапла каланă çав статьяра.
«...ТАСС пĕлтернĕ тăрăх, Совет Союзĕн ученăйĕсем планетăсем çине вĕçес ĕçре пĕтĕм тĕнчери ученăйсене пĕрлешме чĕнеççĕ...»
* * *
Ют çĕршывран килнĕ ученăйсене çывăхри зонăпа паллаштараççĕ. График тăрăх хăнасене ертсе çӳреме Вадима черет çитрĕ. Хăйне хăнасен çуртне ăсатнă чух ашшĕпе Валентин Владимирович, пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулса илнĕ пек туйăнчĕ ăна. Мĕне пĕлтерчĕ-ши вăл?
Чолонпа мĕн çинчен калаçнине ашшĕ ыйтса тĕпчемерĕ-ха. Чăнах та, американеца шыва ыткăнтарни ытлашши пулмарĕ-ши? Катер çине кĕртмелле марччĕ çеç, юрамасть темеллеччĕ. Тӳррипе каласан, Чолон, нумай сӳпĕлтетет пулсан та, сăмсине пур тĕле те чикме тăрăшать пулин те, ученăй-çке. Камăн пĕлес килмест? Асăнмалăх, хăйĕн автографĕпех, лайăх кĕнеке пачĕ, хитре сувенир парнелерĕ. Америкăри ученăйсен хăйсемпе пĕрле çакнашкал япаласем илсе çӳрес йăла пур. Путишле. Тепĕр енчен, аван йăла вăл, çынсене пĕр-пĕринпе çывăхлантарать... Хăйне мĕн парнелемелле-ши? Авал тусланакансем калпакĕсене улăштарнă, теççĕ.
Вĕсем патне, çапах та, паллă ученăйсем килнĕ. Паллашни усăллă пулмалла. Марина темшĕн килнĕ ученăйсене кăмăлламасть вара? Çук, ытти çĕршывсенчи ученăйсемпе çыхăну тытмаллах, пур проблемăсемпе те пĕрле ĕçлемелле...
Марина...
Вăхăчĕ-вăхăчĕпе Вадимран та ютшăнать вăл. Нивушлĕ хăйне юратнине туймасть-ши вара? Марина, Марина... Эсĕ кунта пулмасан, каччă тахçанах Пысăк Çĕре таврăнмаллаччĕ!..
Çук, паянхи кун çак сăмахсем тĕрĕс те мар-тăр. Вадим кунта пурăнма вĕренсе, хăнăхса çитет тесен, тĕрĕсрех те пулĕ. Халĕ ăна урăх тĕнчесене курас ĕмĕтсем илĕрте пуçларĕç: Уйăх... Марс... Венера...
Эх, Марина, Марина, пăр чĕреллĕ пулĕ эсĕ?!
Çак шухăшсем асаплантарчĕç Вадима хăнасем патне пынă чух...
Ученăйсем ăна хапăл туса кĕтсе илчĕç. Вĕсен нумай ыйту пухăннă иккен. Пуринчен ытла Чолон хĕпĕртерĕ. Шыва кайни çинчен асăнмарĕ те вăл. Юлташĕсене те пĕлтермен пулас. Çав мыскара пулман пекех. Аван.
— О, çамрăк тус, эсĕ килни питĕ лайăх, ирт кунталла, лар тархасшăн! — терĕ Чолон, сарлака çăварне сарса. — Питĕ кичем çак Утрав çинче. Пĕлетĕн-и, Нью-Йоркра мĕнле пурнăç халĕ? Ресторансем, джаз, чечен хĕрсем! Çук, эсир пурăнма пĕлместĕр. Пурнăçра паянхи кунпа пурăн. Пирĕн çамрăксем ăна лайăх ăнланаççĕ. Шухăшла-ха! Пĕр ухмах çеç кнопкă çине пустăр—тĕнчерен ним те юлмасть!
— Халĕ тĕнчери мĕн пур халăх термоядерлă вăрçă хатĕрĕсене пĕтерме йышăннă-çке! — хĕрӳллĕн тавăрчĕ Вадим.
— Хут çинче, — лĕх-лĕх кулса илчĕ Чолон.
— Хут çинче çеç мар!..
— Култаратăн, çамрăк тус, ха-ха-ха! Политикă... Дипломати...
— Дипломати? Çук...
— Да, акă мĕн, çамрăк тус, — пӳлчĕ ăна Чолон. — Часах Совет Союзĕн ученăйĕсем СШАна пымалла. Эпир пирĕн пата пыракан ушкăна сана кĕртме ыйтăпăр.
Вадим малтан иккĕленсе тăчĕ, унтан ăна савăнăç туйăмĕ çавăрса илчĕ. Ара СШАри паллă ученăй хисеплет-çке ăна. Унта вăл урăх тĕнче пурнăçне курĕ. Килĕшмен, кирлĕ мар ĕç тумасть-çке вăл. Ытти çĕршывсене кайса курнинче пысăк усă...
Хăнасем ушкăнĕпех тавралăха курса çӳреме тухрĕç. Ученăйсене нумай япала интереслентерет. Пăрлăхсем хушшинче ăшă микроклимат! Халапри пек. Ĕлĕк Пăрлă океанра Санников Çĕрĕ пулни çинчен сăмах çӳренĕ. Халап çеç пулнă иккен. Кунта акă, ура айĕнче, чăн-чăн ăшăннă çĕр, шывран шурă пăс хăпарать, тинĕс чарланĕсем çăмăллăн вĕçсе çӳреççĕ. Авă, темиçе миллион çул пăрлăх айĕнче пытанса выртнă нефть фонтанĕ тапать. Американецсем ăна шăршласа та, тутанса та пăхрĕç: чăнах та чăн-чăн нефть! Епле пуян иккен Совет Союзĕ!
Ученăйсене тĕрлĕ ту породисем те интереслентереççĕ. Мĕн лекнĕ, çавна рюкзакĕсене илсе чикеççĕ. Пуринчен ытла сайра тупăнакан металсемпе ылтăн шыраççĕ. Хăйсен пресси Утрав таса ылтăнран тăрать тесе сăмах сарнăччĕ-çке-ха...
Ученăйсем мăлатуксемпе, луппăсемпе пĕр ӳркенмесĕр ĕçлеççĕ.
Чолон Вадимран уйрăлмасть. Хăй питĕ нумай калаçать. Ун аллинче мăлатук та, луппă та мар, фотоаппарат. Юлташĕсен ĕçне вĕçĕмсĕр ӳкерет тата ялан Вадима курăнмалларах тĕле тăратма тăрăшать.
Юлашкинчен Утрава асăнмалăх ӳкерсе илме ирĕк ыйтрĕ.
Вадим шухăшĕпе, Утрава ӳкерсе илнинче сиен çук. Утрав ӳкерчĕкĕсем хаçат-журналсенче сахал тухман. Ан тив, Америкăра та курса тĕлĕнччĕр. Тепĕр тесен тата, пĕтĕм тавралăха ӳкерсе илме вертолет кирлĕ.
— Ăна ăçтан ӳкерсе илĕн, вăл пĕчĕк япала мар-çке, — терĕ Вадим.
— Пĕр кĕтессине кăна... Телецентр мачти çине улăхса... Хам мăшăр валли парне илсе каясчĕ. Вăл Раççейре пулса пыракан япаласене ĕненсех каймасть. Кунта ав мĕнле ĕçсем тăваççĕ!
Американец Вадима ирĕксĕрех мачтă патне кайма хистерĕ, калаçма памасăр, васкаварлă сӳпĕлтетрĕ:
— Пирĕн Америкăра чаплă вырăнсем пур. Сăн ӳкерме сана никам та чарас çук. Хăвпа пĕрле фотоаппарат ан ил эсĕ, эпĕ сана нихăçан курман аппарат парнелĕп. Çĕнĕ изобретени! Автомат!
* * *
Марина аппаратнăйра ларать. Светлов океана тухса кайсан, çыхăнăва кирек хăçан та хăй тытса тăрать. Чунне парса ĕçлеме юратать çамрăк хĕр. Çыхăну станцийĕ — Марина изобретенийĕ. Тăтăшах Утрав çинче пурăнни те, нумайранпа ашшĕ-амăшне курманни те чăрмантармасть ăна. Хăш чух Вадим хăйне çăмăлккарах тыткалани çеç пăшăрхантарать. Анчах хĕр ăна та манма тăрăшать: вăл уншăн савни мар. Светловпа пĕрле ĕçленĕрен Марина чунтан савăнать. Ытти нумай-нумай ученăйсем пекех вăл та унпа пĕр тĕллевшĕн ĕçлет. Тĕллев вара — çынсене юнашар планетă çине кайма пулăшасси.
Малтанхи космонавтсене космоса тухиччен никам та пĕлмен. Халĕ Уйăх çине кам кайма хатĕрленни те паллă мар. Кам малтан çитĕ унта? Хăш патшалăх çыннисем?
Паллах ĕнтĕ, пирĕн çынсем. Уйăх çине пуринчен малтан Совет Союзĕн вымпелĕ ӳкрĕ. 1959 çулта пирĕн автоматлă станци «Луна-3» Уйăхан тепĕр енне ӳкерсе илчĕ. 1965 çулта пирĕн «Зонд-3» çав еннех тепĕр хут ӳкерчĕ. 1966-мĕш çулта пирĕн автоматлă станци «Луна-9», çемçен ларса, Çĕр çинчи çынсене Уйăх питне кăтартрĕ. Пирĕн автоматлă станци Уйăх çинче вунă кун ĕçленĕ хыççăн, Çĕр çинчен хушнипе, хăй тĕллĕн каялла таврăнчĕ. Çавăнпа Уйăх çинче чи малтан пирĕн çынсемех пулаççĕ. Унта халĕ пулас экспедици валли базă хатĕрлеççĕ...
Марина умĕнче экран. Океанра катер шунине курать вăл, Светловпа калаçать. Çил чарăнмасть. Океан тăрăх пĕчĕк катерпа çӳреме питĕ кансĕр, анчах Светлов ăна-кăна уяса тăмасть, ăшă юхăмсене сăнаса çӳрет. Вăл халĕ Утрава, тĕрĕсрех каласан, радиомаяка тĕллесе пырать.
Сасартăк экран çинче Светлов катĕрĕ çухалчĕ.
— Сергей Петрович, Сергей Петрович! Утрав калаçать. Сире курмастăп эпĕ, — пăшăрханма пуçларĕ Марина.
Сасă çук. Мĕн пулнă? Путмарĕ-ши катер? Çук, апла пулма пултараймасть. Катер хумсене çĕмрен пек касса пыратчĕ. Светлов йăл кулнине те лайăх курчĕ Марина. Те аппаратурă пăсăлчĕ ĕнтĕ?
Марина кибернетикă машинине «шухăшлама» хушрĕ. Кибернетикă машинисем нумайранпа ĕçлеççĕ. Малтанхи машинăсем урăхлаччĕ, ансатчĕ. Станоксене ĕçлеттермелле чухне те, пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхе çине куçарнă чух та çын нумай тăрăшса хатĕрленĕ программăсăр ĕçлейместчĕç вĕсем. Халĕ çав вăхăтсем иртрĕç. Пур çĕрте те нейрокибернетикă ĕçлет. Хальхи кибернетикă машини хăйшĕн хăй çул тупса пырать. Ăна çын пуç мимийĕ евĕрлĕ тесен те тĕрĕс пулĕ. Аплах мар та ĕнтĕ, çапах та, тĕрлĕ ĕçсем туса пырса, вăл хăйне хăй вĕрентет, кирлине ас туса юлать, кирлĕ маррине йышăнмасть.
Экран çинче тĕрлĕ ӳкерчĕкем шуса иртеççĕ: волноводнăй станци те, телецентр машинисем те — пурте йĕркеллĕ ĕçлеççĕ... Маринăна сасартăк экран çинче телецентр мачти курăнса кайрĕ.
Кунта çынсем пур иккен, мачтă тăррине улăхнă вĕсем. Камсем-ши?
Марина ӳкерчĕксене пысăклатрĕ те çынсене палларĕ: Чолонпа Вадим. Светловпа çыхăну татăлни çавăнти пĕр-пĕр прибор ĕçрен тухнинчен килни палăрчĕ. Айăпли лешĕ мар-ши? Ăнсăртран-ши е... Юри тунă пулсан вара? Мĕн пулма пултарать-ха капла? Светлов çыхăнусăр пĕтме пултарать вĕт. Çавна пĕтерес тесе, ятарласа туман-ши çак япалана? Ытлашши шанать-çке Вадим ют çынна!
Марина пĕр кнопкă çине пусрĕ те мачтă тăрринчи çынсем çӳлти пулĕме хупăнса ларчĕç.
Çав вăхăтра çамрăк хĕр тепĕр çыхăну йĕрне ĕçе ячĕ (çакна уйрăм çынсем анчах пĕлеççĕ). Экран çине Светлов катерĕ сиксе тухрĕ.
— Сергей Петрович! Ан шикленĕр! Çыхăну вăхăлăха çеç татăлчĕ!
Светлов, ыррăн пăхса, йăл кулчĕ, хĕр ĕçне ырларĕ: хăйне шаннă пек шанать вăл ăна.
* * *
Аппаратнăя Вадим кĕчĕ. Марина ун еннелле куç хӳрипе пăхса илчĕ те каллех ĕçе пикенчĕ. Юлташĕпе калаçас килменни, тӳррипе каласан, ăна питĕ çилленни паллă.
Çилленме сăлтавĕ те пур хĕрĕн. Ун патне кĕрсе тăнă çын ют çынна телецентр мачти çине улăхса Утрава ӳкерсе илме ирĕк панă! Айванлăхĕнчен килет-ши е?... Унтан маларах тата лешинпе, катер çине ларса, тинĕсе тухма пикеннĕ... Нивушлĕ пирвайхи зонăна кăтартасшăн пулнă-ши вара? Пĕтĕмпех улшăнчĕ каччă. Пĕрле вĕреннĕ чухне ун пек марччĕ вăл. Пур енĕпе те малта пыратчĕ. Пултаруллă çын пăсăлса кайрĕ. Кунта ĕçлесшĕн мар-тăр, тен, çавăнпа пулĕ.
Вадим сăмах тапратма хăймарĕ, хĕре хăй еннелле пăхтарас тесе, ӳсĕркелесе илчĕ. Анчах Марина пуçне урăх çĕклемерĕ. Чăтаймарĕ каччă, юлташĕ патне пырса, çемçен:
— Марина! — тесе чĕнчĕ.
Хĕрĕн çĕмĕрт пек хура куçĕсем вут пĕрĕхрĕç.
— Тухса кай! Курас килмест!
— Марина! — тархасларĕ Вадим.
Эсĕ Утрав çинче ĕçлеме тивĕçсĕр çын! Çухал куçран! — Хĕр ура çине сиксе тăчĕ те алăк еннелле аллипе кăтартрĕ.
Вадим урăх чĕнмерĕ, вăшт! çаврăнчĕ те хăвăрт тухса кайрĕ.
Марина темскер каласшăнччĕ, ĕлкĕреймерĕ, ларчĕ те пуçне сĕтел çине хучĕ.
Вăхăт пайтах иртрĕ. Марина, ыйхăран вăраннă пек, тӳрленсе ларчĕ те таса хут илчĕ, чылайччен шухăшланă хыççăн, унта çапла çырса хучĕ:
«Утраври станци начальникне Светлов юлташа.
Вадим Светлов ют çĕршывран килнĕ Чолон ученăйпа туслашнă хыççăн пирĕнпе пĕрле ĕçлеме пултараймасть. Вăл шанăçа тивĕçсĕр çын. Сире çавăн çинчен пĕлтеретĕп».
Çырнă хутне хĕр темиçе хутчен çавăркаласа пăхрĕ, çурса пăрахма та хăтланчĕ, унтан, теветкеллĕн утса, Светлов пӳлĕмне кĕчĕ.
Светлов, тĕксĕмленнĕ хĕр сăн-сăпатне курсан, ассăн сывласа ячĕ, тинкерсе пăхрĕ, хăй енне тăснă хутне илчĕ те вуласа тухрĕ. Унтан кăштах шухăша кайса ларчĕ. Вара сĕтел çинче выртакан хĕрлĕ кăранташне илчĕ те хут кĕтессине шултăра саспаллисемпе: «Вадим ĕçĕнче сиенлĕх курмастăп», тесе çырса хучĕ.
Хĕрлĕ кăранташ вĕçĕ çинчен куçне илмен Марина малтан савăннă пек пулчĕ, анчах çавăнтах, хăйне алла илсе, епле кĕнĕ, çав сăн-питпех тухса кайрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...