Çил-тăвăл :: Тĕллев патне
Экспедици çыннисене шӳтлесе «марсиансем» тесе чĕнеççĕ. Утрав çинче, пуш хирсенче, Уйăх çинче ирттернĕ тренировкăсем хыççăн «марсиансем» Астероид-1 çине куçрĕç. Çĕрпе çак çĕнĕ спутник хушшинче пĕчĕк ракетăсем çӳреççĕ. Тĕрĕссипе каласан, пĕчĕк ракетăсем малтанхи «Востоксемпе» «Восходсенчен» темиçе хут пысăкрах, çынсемсĕр пуçне унта тĕрлĕ грузсем те шăнăçтараççĕ. Ракетăсем пĕр сыпăклă кăна, вĕсем нумай сыпăклă пулас пулсан, космосра халĕ мĕн чухлĕ ракетоноситель аташса çӳрĕччĕ-ши? Вĕсем космотранспортшăн та хăрушлăх кӳнĕ пулĕччĕç.
Астероид-1 пӳске пек чăмăркка мар. Диаметрĕ унăн икĕ километртан кăшт кăна ытларах. Хăш-пĕр енĕсем сĕтел пек тикĕс. Пĕчĕк ракетă астероидпа юнашар орбита тухнăскер, пырса çыпăçни сисĕнмерĕ те.
Çăмăл скафандр тăхăннă «марсиансем» ракетăран тухрĕç. Малта вăрăм Валентин Владимирович биолог, ун хыçĕнчен Вадим-геолог, виççĕмĕшĕ — Марина, кибернетикă аппарачĕсемпе ĕçлекен инженер, юлашкинчен — экспедици пуçлăхĕ Светлов Сергей Петрович.
Марс çине каякан космос карапĕн капитанĕ нумайранпа Астероид-1 çинче пурăнать. Экспедици çыннисем ăна курман-ха. Капитан хăй карап пайĕсене пухнă çĕрте ĕçлет тенине кăна илтнĕ вĕсем.
Экспедици çыннисем тикĕс площадкă çине тухрĕç. Хĕвел çутипе вăл йăлтăртатса кăна тăрать. Тĕлĕнмелли çук: астероид пĕтĕмпех тĕрлĕ металсенчен тăрать. Инçетре те мар хăпарту евĕрлĕ витĕр курăнакан çурт, ун хыçĕнче — çав тери çӳллĕ çыхăну мачти тăрри йăлтăртатать, радиотелескоп кĕтесси палăрать. Çавăнтах Марс çине каякан карап шевĕр сăмсине çӳлелле тĕлленĕ. Унтан инçе те мар — экспедици валли Марс çине кирлĕ япаласем çитерекен икĕ ракетă. Вĕсем патĕнче çын мĕлкисем мĕкĕлтетеççĕ. Конвейер экспедици çыннисене хăпарту пек çурта илсе кĕчĕ. Çакăн пеккине вĕсем Уйăх çинче те курнăччĕ-ха. Метеор тусанĕнчен хăрамасть çав материал, вак метеорсем шăтарсан, çавăнтах шăранса хăйне хăй саплать. Шултăра метеорсем питĕ сайра пырса çапăнма пултараççĕ, тепĕр енчен, Астероид-1 автоматики, çывхаракан метеора туйса, астероида аяккинелле пăрса яма пултарать, кайран кивĕ орбити çинех тавăрать.
Шалта кирлĕ сывлăш, юрăхлă температурă, пусăм тарать, çавăнпа халь килнисем скафандрсене хывса пăрахрĕç, куçа курăннă креслăсем çине ларса сапаланчĕç, витĕр курăнакан стенаран пăхса таврана сăнама тытăнчĕç. Çĕр çывăхрах пек туйăнать. Ун çинче континентсем, шывсем, ту хырçисем, вăрмансем палăраççĕ. Питĕ хаклăн, тăванăн туйăнать вăл халĕ пӳлĕмре ларакансене. Хăçан каялла таврăнĕçши тăван çĕрĕ-шывĕпе сыв пуллашнă çынсем? Ав, пĕчĕк ракетă, астероидрая хăпса, Çĕр еннелле вĕçрĕ. Анăçлă çул пултăр сире, унти юлташсем! Салам пиртен Çĕре!
Режим тăрăх çывăрса канмалли вăхăт çывхарать. Анчах никамăн та выртас килмест-ха. Çынсем Çĕр çине таврăнакан ракетăна куçран çухаличченех ăсатрĕç, унтан, такам хушнă пек, пурте пĕр çĕре пухăнса, Марс çине илсе каякан карап енне çаврăнчĕç.
Мăн ракетă! Экспедици çыннисен пулас тĕнчи, пулас кил-çурчĕ. Ун ăшĕнче, горючисĕр пуçне, кирлĕ материалсем, оранжерейă пур. Çавăн пек ракетăна Çĕр çинчен тапратса ямашкăн, ученăйсен шучĕпе, çав тери нумай горючи кирлĕ иккен. Термоядерлă вăйпа ĕçлеттерме юрамасть ăна, мĕншĕн тесен радиаци этемшĕн сиенлĕ. Астероид çинчен тапратса яма нумай вăй кирлĕ мар.
Мăн ракетă! Экпедици çыннисен планети. Янă çĕре çитесси, каялла таврăнасси ун ăшĕнчи ăслă аппаратсенчен килет.
Мăн ракетăна кунта уйрăм пайсенчен пухнă. Темиçе сыпăкран тăрать. Пĕр сыпăкĕ карапа астероид çинчен Марс патне çитерекенни, ыттисем каялла таврăнмаллисем. Инçе çула, нихçан-никам курман çула, запаспа тухмалла. «Пĕр куна тух, эрнене апат ил» — тенĕ вĕт ваттисем.
Малтанхи вариант тăрăх карапа Фобос çине лартмаллаччĕ. Марсăн çак пĕчĕк спутникĕ планетăран 6 пин километрта çеç. Ун çинчен планетă ывăç тупанĕ çинчи пек курăнмалла. Ку вариантăн тата тепĕр лайăх енĕ пур. Марс талăкĕ 24 сехет те 37 минут тăсăлать. Талак хушшинче Фобос планетă йĕри-тавра темиçе хут çаврăнма ĕлкĕрет, çавăнпа ун çинчен Марса пур енчен те пăхма меллĕ.
Иккĕмĕш вариант çиеле тухрĕ. Карап, Фобос çине автоматстанци пăрахса, хăй Марс хирне ларать, пĕрер уйăх ют тĕнчепе паллашать.
Валентин Владимирович аллинчи сехечĕ çине пăхрĕ. Иккĕмĕш специальноçĕ унăн — врач ĕçĕ, çавăнпа вăл кунта —çынсене режима пăхăнтараканни.
— Вунă минут юлчĕ, юлташсем! Капитан пирĕнпе
паллашмаллаччĕ ку вăхăтра, вăл халь те...
Валентин Владимирович каласа пĕтереймерĕ, çуртра капитан сасси кĕрлесе кайрĕ:
— Аван-и, юлташсем!
Пурне те алă парса тухрĕ. Пурне те пĕлет иккен вăл.
Кунта Андрианова хăйне те пĕлмен çын çук—халиччен паллашман пулсан та. Пичетре ун ячĕ яланах курăнать. Уйăх çине чи малтан кайса килнĕ космонавт вăл. Килте лара пĕлмест. Миçе хут ăна академине ĕçлеме чĕнмен пулĕ, анчах çук, Çĕр çинчи канăç ун кăмăлне каймасть. «Космосра çеç киленсе çывăратăп, Çĕр çинче ыйăх вĕçет!»— шӳтлесе калаçать вара вăл пĕлекен çынсемпе. Çĕр çинчен Уйăх çине астрономсене илсе каяканни — Андрианов пулнă. Астероид-1 çине чи малтан çитекенни те Аидриановах. Тăн-тăн кĕлеткеллĕ, вăтам пӳллĕ çын вăл. Хурçăран шăратса хывнă евĕрлĕ. Пичĕ-куçĕ хăюллă та паттăр сăнарлă унăн, куç харши вĕçĕ, Мефистофелĕнни пек, çӳлелле кукăрăлнă.
— Партипе правительствă пирĕн карапа «Мир» ят панă. Ку вăл ахальтен мар. Марс çине эпир çапăçма, ăна хамăра тытса илме мар, мирлĕ кăмăлпа каятпăр! Пăхăр! — аллипе тĕллерĕ Андрианов карап çине. — «Мир» хăй вырăнĕнче ларать. Ăна каяс еннелле тĕлленĕ ĕнтĕ. Тапранас умĕн автоматикă тӳрлетĕ. Çывăрма выртиччен тата пилĕк минут. Ыйтмаллисем пур-и? Аван. Çичĕ сехет те 00 минутра сире автомат вăратĕ. Зарядкă вунă минут, туалет, ирхи апат — 15 минут. Ун хыççăн — карап ăшне. Паллашмашкăн, хатĕрленмешкĕн — пилĕк кун. Паянхи девиз: тĕллев патне!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...