Симĕс ылтăн :: VII пай
Сталинградра çĕр çунать, чул шартлатса çурăлать, тимĕр ирĕлсе шăранать. Этем мĕнле тӳсет-ши? Сталинград пушарĕ кунĕн-çĕрĕн алхасать, вăйланнăçемĕн вăйланса пырать; унăн хура тĕтĕме кăнтăрла хĕвеле хуплать, унăн хăрушă çути çĕрле çĕр çухрăмран курăнать. Кунта халиччен тĕнче курман хаяр çапăçу кĕрлет, ахăр самана çитсе килнĕн туйăнать.
Актаевсен полкĕ хулан кăнтăр енче пĕр пĕчĕк квартала хӳтĕлет. Нимĕçсем хулана кĕрсе кайнă ĕнтĕ, вокзал тĕлĕнче Атăл хĕрринех тухнă, теççĕ. Анчах Сталинград парăнмасть.
Актаевпа Аюхин халĕ кунĕн-çĕрĕн пĕрле: пĕр ПТРтан переççĕ, пĕр котелокран çиеççĕ, пĕр шинельпе витĕнсе çывăраççĕ. Эрне хушши çапăçуран тухмасăр тăнă хыççăн вĕсем иккĕшĕ те сухалланса, хуралса кайрĕç, самаях ырханланчĕç. Валентин çумĕнче, юлташĕсем умĕнче Варсун хăйне хăй хăюллă тытма тăрăшрĕ, çапах хăрушлăха ниепле те хăнăхса çитеймерĕ. Снаряд е бомба уланине илтмессерен вăл, юлташĕсене култарса, ăçта кирлĕ унта пытанма хăтланчĕ. Пĕррехинче çапла, вăйлă бомбежка вăхăтĕнче, уборнăйе кĕрсе пуçне унитаз айне чиксе выртрĕ.
— Сире кулă та, анчах бомба вăл суккăр, гвардеецне-новобранецне пăхса тăмасть, тӳрех асаттесем патне ăсатать, — текелерĕ вăл ватăрах салтаксем хăйĕнчен ытла кулнă чух. Мĕнле пулсан та, Аюхин гвардеецсен йышĕнче кунран-кун çирĕпленсе, хăюланса пычĕ, хыçра та, юнашар та ялан шанчăклă юлташ пуррине пĕлсе тăни ăна хастарлă пулма хавхалантарчĕ.
Халичченхи кунсемпе çĕрсем тем пекех йывăр пулчĕç пулин те, чи пысăк тĕрĕслев малта кĕтнĕ-мĕн.
Пĕррехинче полк командирĕпе комиссар Осокинпа Актаева чĕнсе илчĕç те уйрăм задани пачĕç:
— Халех ударлă группа тăвăр. Пирĕнтен сулахайри çурт подвалĕнче тăшмăн пулеметчикĕсем пытанса лараççĕ, вĕсем пире ниçталла та ирт-ме памаççĕ. Сирĕн кĕçĕр вĕсене унтан кăларса ывăтмалла та пулăшу çитиччен тытăнса тăмалла. Хăвăрпа пĕрле чи хăюллисене, шанчăклисене суйласа илĕр. Билетсене, ытти документсене парторга парса хăварăр. Астăвăр: задани питĕ ответлă, полк операцийĕн ăнăçлăхĕ ăна мĕнле пурнăçланинчен килет...
Актаев Аюхина çĕнĕ задани çинчен пĕлтерчĕ.
— Ну, Варсун, эс тахçантанпах кĕтнĕ кун çитрĕ: кĕçĕр санпа пĕрремĕш хут чăн-чăн ĕçе каятпăр. Документсене йăлтах парторга пар... приказ çапла... ху çумна вилĕм паспорчĕ çеç хăвар.
— Пирĕн взвод е рота пĕтĕмпех каять-и? — куçне чарса ыйтрĕ Аюхнн. Вăл урăх нимĕн калама та пĕлмерĕ, тем шухăша кайрĕ.
Çук, чи хăюллисене суйласа илме хушрĕç, çакна асту. Халь ĕнтĕ ху кам иккенне кăтартас вăхат çитрĕ. Хатĕрлен.
— Эп хатĕр! — паттăрланса каларĕ Варсун. — Анчах мĕншĕн... мĕн вăл «вилĕм паспорчĕ»?
Сержант хăй ăссĕн кулса илчĕ.
— Салтаксем çапла шӳтлесе калаççĕ ăна. Ахаль адресах вăл, хăвăн адресна çыр та пĕр-пĕр юлташна пар, ху та ун адресне илсе шăлаварăн малти пĕчĕк кĕсйине чиксе хур.
— Ма? — чакăр куçне пушшех чарса ыйтрĕ Варсун.
— Задание каятăн вĕт... тем пулас-килес пур, çавăнпа адресна юлташусене пар , — юри хăратанçи пулчĕ гвардеец, анчах Варсунăн çак самантра шӳтлес шут мар-мĕн. Вăл салхуланчĕ, пĕчĕк хут листисем çине хăйĕн адресне васкаса çырма пикенчĕ. Актаев унăн алли чĕтренине, ачаш шĕвĕр пӳрни кăранташа çирĕппĕн тытайманнине асăрхарĕ.
— Эс ан шиклен. Никама та тимĕртен туман, сан пек ахаль каччăсемех каяççĕ вĕт унта, нихăшин те вилес килмест. Хăвăн вилессӳ килмест пулсан, фашиста вĕлер. Гвардеецсен саккунĕ çавă кăна. Ку операци хыççăн сана хăвна та гвардеец ятне параççĕ, тен, наградăна та тивĕç пулăн, — паçăрхи пекех шӳтлерĕ Актаев, çапах ăшĕнче вăл юлташĕшĕн пăшăрханчĕ: «Пĕрремĕш хут задание каять... Кам пĕлет, тем пулас-килес...»
— Çук, тӳррипе калатăп, шикленме шутламастăп та эпĕ! — терĕ Варсун, Валентин çине хăюллăн пăхса. Вăл «тӳррипе калатăп» тени командира темшĕн килĕшмерĕ, ытлашши пекрех, вырăнсăр, вăхăтсăр каланă пекрех туйăнчĕ. Çав хушăрах салтакăн куçĕсем: «Ĕненместĕн-им» шанмастăн-им мана?» — терĕç шиклĕн те иккĕленӳллĕн.
— Хăратăн пулсан, юлма та пултаратăн, унта шиклисем кирлĕ мар, — тăрăхланă ĕвĕр каларĕ Актаев.
— Эсĕ манран кулатăн, кӳрентеретĕн! — терĕ Аюхин сассине хăпартса. — Суратăп эпĕ фрицсем çине! Акă кур, мĕн çыраççĕ вĕсем!
Варсун, лутраскер, юлташĕ çине çӳлелле пăхса, аллинчи хут листине силлесе кăтартрĕ. Актаевăн шӳтлес кăмăлĕ çавăнтах сирĕлсе çухалчĕ: вăл нимĕçсен листовкине палларĕ те карт туртса илчĕ, ытти салтаксем илтесрен шăппăн, шăл витĕр каларĕ:
— Кун пек хутсене çумăнта чиксе çӳренĕшĕн сана, пĕлетĕн-и, мĕн кĕтет?
— Пĕлетĕп, ан хăрат, — терĕ лăпкăн Варсун. — Кашни салтакăнах пур вăл: вулама мар, челĕм туртма пухаççĕ ăна. Нимĕç чее, листовкисене юри пирус хучĕ çине пичетлет. Ху ирĕкӳпе тыткăна кайсан, пурăнма парать, тăрантарать, вăрçă хыççăн ĕне парнелет, ку листовки вĕсен енне каçмалли пропуск пулать, тет... Анчах кам ĕнентĕр фашиста?
Тарăхнă Актаев кăштах лăплананçи пулчĕ, хăйĕн иккĕленӳллĕ туйăмне пусарма тăрăшрĕ, çапах таçта чĕри тĕпĕнче Варсуна шансах пĕтермен туйăм йăшăлтатнине сисрĕ. «Аван мар, — шухăшларĕ вăл, — капла эпĕ хамăн ачаран пĕрле ӳснĕ тантăшăма шанман пек пулса ту-хать. Анчах эпĕ командир, вăл мана пăхăнаканни. Вăрçă пурне те çывăхлатать, пурпĕрех ытлашши тусла тыткалани командирпа салтак хушшинче пулмалла мар».
— Çапах та эсĕ ан вула, алла ан тыт ун пек наркăмăшлă япалана! — терĕ хыттăн сержант, вара листовкăран пĕр чикарккăлăх хут чĕрсе илчĕ те, пăлханнипе астумасăр, листовкăна хуçлатса шăлавар кĕсйине чикрĕ...
Çĕрле çумăр çума пуçларĕ, таврара сĕм-тттĕм пулса ларчĕ. Çак уççи-хупписĕр сĕмлĕхе тăшман ракетисем те сирме пултараймарĕç.
— Шăпах пирĕн каç. Кайрăмăр! — терĕ Осокин, салтаксене команда парса...
Ударлă группа икĕ хутлă чул çурта кĕтмен çĕртен пырса тапăнчĕ те тăшман салтакĕсене хăвăрт пĕтерсе тăкрĕ... Тĕттĕмри тытăçура Осокин ураран аманчĕ, темиçе гвардеец вилчĕ.
— Ирччен тытăнса тăратпăр, кашни пĕрер чӳрече йышăнар, — хушрĕ аманнă командир. — Ку тĕттĕмре нимĕç пирĕн çине килес çук, ирхине вара атака пуласса кĕтсех тăр. Хамăрăннисем киличчен пĕр утăм та чакмалла мар. Юлашки патон, юлашки граната юлмиччен çапăçатпăр, юлташсем!..
Чăн, нимĕçсем ирччен хускалмарĕç, вĕсем хăюллă гвардеецсем йышăннă çурта ракетăсемпе çутатса тăчĕç кăна. Ирхине илĕм-тилĕмпех пуçланчĕ вара. Анчах тăшман пирĕн гвардеецсен пĕчĕк ушкăнĕ туртса илнĕ çурт çине мар, сылтăмарах полк йышăннă пысăк çурт çинелле тапăнса кĕчĕ...
— Эпир капла тăшман ункине тăрса юлатпăр-çке! Вăл пире хăйĕн тылне тăратса хăварма пултарать! Вăл пире çавăрса илет! — Актаев патне чупса пырса каларĕ Варсун.
— Паникер! Эсĕ хăвна ху виличченех ан пытар! — хаяррăн пӳлчĕ ăна сержант. — Сана мĕншĕн пăшал панă? Марш хăвăн чӳречӳ патне!
Аюхин юнашар пӳлĕмри хăйĕн чӳречи патне ыткăнчĕ...
Сылтăм енче хаяр тытăçу пуçланчĕ пулмалла. Вăл енче таттисĕр минăсемпе снарядсем çурăлнисĕр пуçне, танксем кĕрлени те илтĕнчĕ. «Чăнах та пире çавăрса илме пултараççĕ», — ирĕксĕрех шикленсе шухăшларĕ Актаев, анчах ирсĕр шухăша манма тăрăшрĕ. Çав самантра ун патне каллех Аюхин чупса пычĕ.
— Сержант!.. Актаев!.. — ухмаха ернĕ çын пек куçне чарса пăрахса, сехĕрленсе ӳксе кăшкăрчĕ вăл. — Валентин! Мана амантрĕç... Пĕтрĕ ман сулахай алă...
Варсунăн сулахай ал тупанĕ чĕп-чĕр юн чăмăркки пулнă, суран вырăнне те тупма çук. Актаев ун аллине хыпаланса çыхса ячĕ. Хут пек шуралса кайнă, асаплă сăнлă Варсун, стена çумне таянса, шăлне çыртса йынăшса ларчĕ.
— Хăш вăхăтра, мĕнле амантăн? Нимĕçсем кунталла пемен те-çке? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Актаев.
— Снайпер пулчĕ пулмалла... — хуллен каларĕ Аюхин. «Ĕненместĕн-им? Шанмастăн-им?» — терĕ унăн хăранипе те ыратнипе чарăлса кайнă, çурма сӳннĕ куçĕ. Хăй кĕтмен çĕртенех хушса хучĕ. — Халĕ санбата çитесси çинчен шутламалли те çук пуль ĕнтĕ, пирĕн хыçри çула татрĕç пулас вĕсем?..
Актаев сасартăк çилĕ килнипе кăвакарса кайрĕ: ун пуçне лайăх мар шухăш пырса кĕчĕ.
— Эс... сволочь! Эс мана санбатсем, каялли çулсем çинчен ан асăн!.. Кун пек суранпа тыла кайма та намăс халь! Марш чӳрече патне!
Сержант каласа та пĕтереймерĕ — вĕсем пулнă пӳлĕм стенисем витĕр снаряд çурăлмасăр шăхăрса тухса кайрĕ, пӳлĕме кирпĕч ванчăкĕпе тусан тултарса, хыçалти стенана ишĕлтерсе хăварчĕ.
— Фриц хурçă болванкăсемпе перет, кайса тăр чӳречӳ умне, — тесе хушрĕ те Актаев хăй выранне ыткăнчĕ...
Самоходка çурт умнех килсе чарăннă иккен, вăл çурт хӳми хыçне пытаннă та пирĕн полк тăнă çĕрелле тӳррен тĕллесе перет. «Мĕншĕн ăна хамăр бронебойщиксм персе тивертмеççĕ-ха? Пурте пĕтрĕç-и?» — хăраса шухăшларĕ Актаев. Вăл ытлашши шутласа тăмарĕ, танк сирпĕтмелли граната ярса илчĕ те вăрăм коридорпа çуртăн тепĕр вĕçне, самоходка тĕлне, чупрĕ...
Валентин çĕмрĕк чӳрече умне чупса çитрĕ, пĕрре пăхсах çурт умĕнче самоходка кĕрлесе ларнине, фашистсем кунталла чупнине курчĕ, ним тытăнса тăмасăр аллинчи гранатине çĕклерĕ... Те самоходкăна лекнĕ граната, те снаряд çурăлса кайрĕ — чӳрече умĕнче капан пысăкăш çулăм çĕкленчĕ, çав самантрах вĕри сывлăш хумĕ пыр-ха çапрĕ... Валентин шăрпăк пек каялла ывтăнса кайрĕ те, тем çумне çапăнса, тăнне çухатрĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...