Хĕçпе çурла :: 4
Унтан каллех вĕçĕ-хĕррисĕр çул. Пĕрре хĕвелтухăçнелле, тепре хĕвеланăçнелле; пĕрре çурçĕрелле, тепре — кăнтăралла. Малтан ăнлансах çитереймерĕн эс, Николай Гурьянов, — тет вăл халĕ хăйне хăй: мĕншĕн Раççей вăта çĕрĕ тăрăх урлă та пирлĕ сĕтĕрсе çӳреççĕ пире? — шухăшланă вăл. Каярахпа, никамран ыйтса тĕпчемесĕрех, хăех тавçăрса илнĕ: антар-ха вĕсен бригадине çак ленчешке вакунсенчен, унтан пĕр-пĕр вăрманта лагерьсенче вырнаçтар, çар пурнăçĕн вăрçăчченхи пек кулленхи ĕçне-вĕренĕвне тытăн — унтан тепĕр кунах е сехетренех, каллех вакунсене кĕрсе ларса, вăрçă техникине платформăсем çине тиесе фронта вĕçтер. Аппаланса мĕн чухлĕ вăхăт иртет! Капла, рельса çинче, шанчăклăрах: бригада ăçта кирлĕ, ăна çавăнта хăвăрт çитерме пулать. Çапăçакан тăшман пĕр вырăнта тăмасть.
Армак-чармак хĕреслĕ-пилсĕр те киревсĕр тăшман — ăна хĕлле Мускав çывăхĕнче хытă минретнĕ пулин те — ăшă кунсем çывăхараспа, усал кăвак шăна пек чĕрĕлсе тăма, тăнне тӳрлетме ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрнех! Юрĕ, тенĕ вăл асав шăлĕ витĕр, Мускава пĕлтĕр илеймерĕмĕр, ăна тинĕс айне тăваймарăмăр, Хĕрлĕ Çара унта парăнтараймарăмăр, совет халăхне чĕркуçлентереймерĕмĕр, унталла — Мускавалла — халлĕхе каймасан та пултаратпăр, аслăрах, кирлĕрех çул тытăпăр. Вăл çул Хĕвелтухăç Украина, Донбасс, Ростов çеçенхирĕсем урлă выртĕ. Çурçĕр Кавказа пырса кĕрĕ, Атăл хĕррине çитсе тухĕ. Пурăнтăр вара Раççей çĕркăмрăксăр, нефтьсĕр, тимĕр-тăмăрсăр, çăкăр-тăварсăр! Вăрах тытăнса тăраймĕ. Эпир ăна, пур енчен те хупăрласа, сехрине хăпартатпăр, аллине çĕклеттеретпĕр. Вара Мускава, çапла аякран вут-çулăмпа çаврăнса кайса, тухăçран пырса кĕрĕпĕр. Çĕнтерме пирĕн мĕнпурĕ çителĕклĕ.
Ĕмĕтсĕрсем çапла ĕмĕтленнĕ.
1942 çул. Çурхи хитре хĕвелпе çурхи тулли шывсем, ешерекен хир-улăхсемпе лаштра вăрмансем совет халăхĕпе унăн Хĕрлĕ Çарĕшĕн савăнăçлă пулмарĕç. Пĕлтĕрхи пекех, вăрçă пуçланнă кунсенчи евĕрех, вĕçĕ-хĕррисĕр илемлĕ йĕри-тавралăх ир пуçласа каçчен, каç килсе ир пуличчен хура тĕтĕмпе хупланчĕ, вут-çулăмра хăрушшăн ялкăшрĕ. Унта та кунта тупăсем улаççĕ, кăвак тӳпере хура çунатсем явкаланаççĕ, аялта зениткăсем шатăртатаççĕ, çĕре бомбăсем шăтараççĕ, йĕри-тавра танксем кĕмсĕртетеççĕ — çĕр кисренсе тăрать, ахлатса выртать. Тухăçалла дивизи-дивизипе çĕр палăрми çар килет. Ăна лăскамалла, нӳтĕркелемелле, тытса чармаллах, çĕнтермеллех!
Раççей çĕрĕ тăрăх эрешмен карти пек чугун çулсемпе унталла-кунталла çӳренĕ эшелон пĕр каçхине хир варринчи ишĕлсе-арканса пĕтнĕ пĕчĕк станцăна çитсе чарăнчĕ. Чарăнчĕ те, вакунсенчен ушкăнăн-ушкăкăн боецсем вĕт-шакăр чул çине сике-сике тухрĕç, ытти вакунсенчен çар хатĕрĕсене, лашасемпе урапасене, машинсене васкавлăн антарма тытăнчĕç. Пурте ним шавламасăр хăвăрт-хăвăрт ĕçлеççĕ. Кун пек чухне салтак хăйĕн мĕн тумаллине командирĕ хушмасăрах ăнланать. Таçтан инçетрен ĕнтĕ тупă сасси илтĕнет, çывăхрах пĕр ял е пĕр пĕчĕк хула çулăмпа ялкăшать, çулăмĕ уяр тӳпенех çĕкленет, хăй таврари çăлтăрсене куçран çухатать. Вăрçă. Фронт...
Вăл, Николай Гурьянов, пурне те йĕркелесе, майлаштарса çитерсен, ыттисемпе пĕрле çула тухсан, вăрçă сассине итлесе, çулăм çапнă пĕлĕте тинкерсе, шухăша кайса утать. «Акă, эпĕ каллех фронтра, — шухăшлать вăл. — Малтанхи хут вăрçа кĕнĕ чухне урăхла туйăмччĕ манăн, ни шикленменччĕ эпĕ, ни паттăрланманччĕ. Кĕрлевпе шăв-шава, юнпа вилĕме пĕчĕккĕн хăнăхса пынăччĕ, тепле йывăра килсен те хăвăрт çĕнтерессе ĕмĕтленнĕччĕ, шаннăччĕ. Унтанпа пайтах вăхăт иртрĕ. Вăрçă тути-масине пĕлекен пултăмăр. Тен, çавăнпах-и акă халĕ çапăçу хирнелле ĕçе кайнă пек утатăн. Вăрçă тени пирĕн ăрăвăн профессийĕ пулса тăмарĕ-ши?»
Ирпеле вĕсем пушанса юлнă пĕр яла пырса кĕчĕç. Ялĕ тĕрĕс-тĕкелех: çунман, арканман, анчах урамра, пӳрт умĕнче, пахчара пĕр çын курăнинччĕ! Тен, çынсем килĕсенче лараççĕ? Çук, мăрьесенчен тĕтĕм тухмасть, картасенче выльăх-чĕрлĕх макăрни, автан авăтни, чăх кăтиклетни илтĕнмест — пурнăç сӳнсе ларнă. Ял шăпăрт, масара аса илтерет, çакă унăн, Николай Гурьяновăн, чĕрине касса каять. Кун пек ялсенче вăл пĕлтĕр те пулман мар, анчах вĕсене кăçал каллех курни ун чунне урăхла ыраттарать: хăçанччен çак асапа тӳсĕ-ши халăх? — тет вăл урампа иртнĕ чух, йĕри-тавралла хурлăхлăн пăхкаласа. Самант-самантăн куçа хупас килет, пĕтĕмпех манас килсе каять, анчах ăш çунма чаранасси, умри тусанлă çулăн вĕçĕ пекех, пăхса курăнмасть.
Вĕсен батальонĕ роти-ротипе, халлĕхе пĕр «ĕçре» пулмасăр, вăрçăри пек каласан — вута кĕмесĕр, ытти батальонсемпе, полксемпе, хăйсеннисенчен çухалса юлнă взводсемпе, отделенисемпе, уйрăм боецсемпе пĕрле, хушăран тĕл пулакан ял е хула çыннисемпе, лавсемпе хутшăнса, хĕвелпе уйăх айĕнче шав тухăçалла танккать. Çакă кашнинех нумай шухăшлаттарать, хытă тарăхтарать. Çын, тепле хăвăрт утсан та, çеçенхирпе тусан парăлтаттарса килекен танксенчен, çӳлтен бомбăсем тăкса вĕçсе иртекен самолетсенчен хăвăрт каяяс çук. Эппин, эс пыракан çул çинче малта та вилĕм, хыçалта та вилĕм. Эппин — çапăçмалла.
Хул-çурăма та, чун-чĕрене те питĕ йывăр. Куç виçейми, утса тухайми çеçенхирпе шав каялла та каялла. «Ăçталла? — ыйтать хăйĕнчен хăй Николай Гурьянов. — Пĕлтĕр эпир тăшман çавăрса илнĕ çĕр çинче ункăра юлнăччĕ. Анчах çăлăнас шанчăка çухатмасăр, вăйлă та усал ютпа куçа-куçăн тăрса çапăçакан хамăр çарсем еннелле, Мускавалла, тертлĕ çула тухсаттăмăр. Тăван Мускав таврашне çитсе ӳкме миçе хутчен çапăçма, мĕн чухлĕ асап тӳсме тиврĕ, пурпĕрех хамăрăннисем патне каçрăмăр-каçрăмăрах. Халĕ мĕн куратпăр, халĕ мĕн кĕтетпĕр? Халĕ, ăнсăртран тăшман тылне юлман пулин те, мĕн тумалла? Ăçталла çул тытмалла?»
Вăл хăйĕн шухăшенчен хăй шикленчĕ, хĕртсе хĕвел пĕçертекен шăрăх кунра çанçурăмĕ тăрăх сивĕ сарăлнине туйрĕ. Чунне мĕнле те пулин сăмахпа лăплантарас тесе, унăн кампа та пулин калаçасси килчĕ. Çул хĕрринчи тусан витнĕ курăк çине кăшт сывлăш çавăрса илме ларсан, вăл рота командирĕ патне пычĕ.
Харитонов капитан, çӳллĕ те сарлакаскер, хутланса, сĕнксе ларнăран хăвăрт пĕчĕкленнĕ пек туйăнса кайрĕ ăна. «Хуйхă-суйхăра çын лутраланать, савăнăçра пысăкланать» — таçтан-теплерен шухăш пырса кĕчĕ унăн пуçне.
— Капитан юлташ! — ывăннине аран сирсе ярса, тăп-тăп пырса тăчĕ вăл рота командирĕ умне. — Айван ыйтушăн малтанах каçару ыйтатăп. Анчах каламăр-ши: ăçталла выртать пирĕн çул?
Ыйтăвĕ кирлĕ-кирлĕ маррине вăл хăех ăнланчĕ.
— Санпа манăн мĕн ĕç? — йывăр пуçне çĕклесе сиввĕн пăхрĕ ăна куçран капитан. — Ăçталла кайма хушнă, çавăнталла танккатпăр.
— Çапах та, ăçталла?
— Эсĕ, командир, хăвах чухламалла. Шкулта географие вĕрентмен-им сире? Хĕвел ăçтан тухса ăçта аннине пĕлетĕн пулĕ-çке?
— Ăна ача та пĕлет. Мана урăххи канăç памасть.
— Урăххи çинчен урăххисем, пиртен аслисем, пуç çĕмĕрсе шухăшлаççĕ. Пирĕн вĕсем хушнине тумалла, вĕсен хаяр та хытă сăмахне хăлхасене тăратса итлемелле. Хăлхине усакан салтак — салтак мар... Санăн салтакусем ав йăлтах усăннă, ӳсĕрсем пек тайкаланакан пулнă. Тытчăр хăйсене хăйсем йĕркеллĕ! Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, — тăстарчĕ вăл кӳреннĕ сасăпа, унтан хăй ăшĕнче: «те ĕшеннĕрен, те хăй тӳрккесрен хирĕлме пăхать ку?» — терĕ. Вара кайма ирĕк ыйтса хăйĕн боецĕсем патне утрĕ.
Пĕр хуторта вĕсене ротипех машинсем çине лартса каллех таçталла илсе кайрĕç. Тинех! Çуран мар. Ку вăл савăнтарчĕ те, хăшне-пĕрне çӳçентерчĕ те: пирĕн валли «ĕç» тупăнчĕ эппин, çавăнпа васкатаççĕ, — шухăшларĕç вĕсем. Анчах шухăш хăвăртах сирĕлет, куçа йĕри-тавралăх çатăрласа илет: каллех тусанлă çул, акса хăварман хирсем, чĕлтĕр-чĕлтĕр кăлкан, ĕннĕ çулçăллă темле йывăç турачĕ çинче курак çăварне карса ларать, хутран-ситрен кăна пушанса юлнă яла пырса кĕретĕн, тăмпа шăлса шуратнă тăлăх пӳртсем куратăн — кунта халиччен пулман Николай Гурьянова урăх планета çине çитсе ӳкнĕ пекех туйăнчĕ. «Шăрăхпа çуркаланса, кăвакарса кайнă, шывсăр, антăхса выртнă хир-улăх яланах çакăн пек кичем пулман пулĕ-çке, — шухăшларĕ вăл, — ку çĕршывра тырă ăнса пулни çинчен сахал мар вулаттăмăр-çке, çавăншăн савăнаттăмăр».
Саперсем ларса пынă машинсем пĕр юханшыв хĕррине çитсе чарăнчĕç. «Анăр!» илтĕнчĕ малти машина çумĕнче тăракан капитанăн хулăн сасси. Унтан вăл взвод командирĕсене хăй патне чĕнтерчĕ. Вĕсем вара тепĕр самантран юханшыв хĕрринех пырса тăчĕç.
— Çурçĕр Донец, — терĕ Харитонов, салхуллăн тăстарса. — Куратăр: кĕпере бомбăсем аркатнă. Пирĕн ăна хăвăрт юсамалла. Акă мĕншĕн пире кунта васкавлăн леçсех хăварчĕç. Ăнланатăр-и?.. Михайлов! Эсир шывăн сарлакăшне, тарăнăшне виçетĕр, кĕпер таврашне çĕмрĕк-çамрăксенчен тасататăр. Ăнлантăн-и?
— Есть!
— Гурьянюв! Эсир яла кайса кĕпере юсамалăх пĕрене-йывăç шыраса тупатăр. Мĕн-мĕн кирлине унтах хатĕрлесе кунта турттарса килетĕр. Ăнлантăн-и?
— Есть!
— Басалаев! Юханшыв ку енче, леш енче бомба чавнă шăтăк нумай, çул арканнă. Юсамалла. Ăнлантăн-и?
— Есть!
— Тытăнăр!
Çыран хĕрринче кĕрлев, шăв-шав.
Ку енчипе леш енчи çыранта — кĕпер йĕри-тавра — бомба ӳксе чавнă шăтăксем хушшинче çĕмрĕк урапасем, лаша виллисем выртаççĕ, вĕсемпе юнашарах килти ăпăр-тапăр, çĕтĕк-çурăк — ялсенчен хăпса тухнă халăха, çичĕ ют ирсĕрĕнчен хăтăлма васкакан тăнăç ватăсемпе карчăксене, ачасемпе амăшĕсене çакăнта юмахри тамăкри пек асаплантарнă, вĕлернĕ. Çын виллисем курăнмаççĕ, вĕсене пуçтарса çĕре кĕртнĕ пулас. Пĕр çĕрте кăна Харитонов капитан ача пуçĕ çине кĕçех пусатчĕ, ăна вăл — Гурьянов — шари кăшкăрса асăрхаттарчĕ. Сарă çӳçлĕ хĕрачан мăйне касса пуçне тĕм ăшнелле ывтăнтарнă. Пысăк çынсем — командирсем — ăнлантарса пама çук хурлăхпа тарăху, çилĕпе курайманлăх чĕрисене ыраттарса пуснăран, пыра кумкка ларнăран пĕрне-пĕри пĕр сăмах чĕнеймерĕç.
Вăл вара — Николай Гурьянов — хăйне хушнине тума взвочĕпе çывăхри ялалла утрĕ.
Вĕсем малтан ял хĕрринчи пĕве патне пырса тухрĕç. Пĕви вăрăма тăсăлмасть, сарлака мар, ăшăх та пулас, пăтранчăкрах шывĕ çинче темле курăк тăррисем курăнаççĕ. Ун хĕрринелле анакан пахча çумĕнче тинех пĕртен-пĕр чун тĕл пулчĕ. Вăл — çăмне кастарман шурă сурăх тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕк пек лăпсăркка çӳçлĕ-пуçлă, çавăн пекех шурă та хулăн куç харшиллĕ (ун айĕнчи хĕсĕк куçĕ кăшт çеç палăрать), сухал витнĕ сарлака янах — каснă-лартнă тахçан экран çинче курнă ĕлĕкхи-авалхи хресчен. Хуралнă шурă кĕпи çинчен пилĕкне кантра çыхнă, çара уран. Ĕлĕкрех чухăн хресчен сăнарĕпе сăн-сăпатне кăтартса артистсем çапла тумланнă, çапла сăрланнă.
— Лейтенант юлташ! — терĕ нимĕн пирки те чĕнмесĕр иртме пултарайман Солдатов, шӳтлеме юратаканскер. — Турă мар-ши ку? Пĕлĕтрен мĕншĕн аннă-ши?
Пурте тĕлĕнчĕç, хăшĕсем тӳсеймесĕр кулкаласа илчĕç, вара ирĕксĕрех тенĕ пек «турă» патне пычĕç, сывлăх сунчĕç.
— Здравствуйте, коли не шутите, — терĕ умра тăракан çын, кашнинех куçран пăхкаласа. Унтан табак ыйтрĕ, чĕркеме хут, чĕртме шăрпăк. Вара, тахçантан туртман пек, табака çăкăртан ытла хакланă пек, чикарккине антăхнăн, вăрăммăн ĕме пуçларĕ. Тĕтĕмне тӳрех сывлăша вĕрсе кăлармарĕ, таçта шалта тытса тăчĕ — çапла киленчĕ вăл.
— Калăр-ха... — те юлташ, те гражданин темеллине пĕлмесĕр аптраса тăма тиврĕ. — Калăр-ха, эсир ку ялсем-и?
— Кунтисем пулнă, — лач сурса хирĕç тавăрчĕ умри кĕлетке, ĕннĕ курăк çине йывăррăн ларса.
— Мĕншĕн «пулнă» тетĕр?
— Вăрçăччен кунтан инçетерех пурăннă та, халĕ, виличчен, çуралнă яла килсе курассăм килчĕ. Çуралнă çĕр таçтан та хăй патнех туртать вăл.
— Калăр-ха, сирĕн ку таврара яланах çакăн пек типĕ çĕр выртнă-и? Ни кашласа ӳсекен тыр-пуллă хир, ни куçа савăнтаракан улăх-çаран, ни кăкăра уçăлтарăкан варман çук. Пушă. Кичем.
— Çук, ун пек мар, тăванăм, эс каланă пек мар, — тем аса илнĕ чухнехи евĕр хĕсĕк куçĕпе малалла пăхса хирĕç тавăрчĕ çара уралли. — Куç виçейми йĕри-таврара симĕс пурçăн пек ешĕл улăхсемччĕ, ылтăн тулă ӳстерен хирсемччĕ, кӳлĕсем тулли кĕмĕл пулăсемччĕ; мăнтăр, выльăх-чĕрлĕхе шута илсе çитерме йывăрччĕ, йĕтĕр пек яка урхамахсене тытса чарма хĕнччĕ, чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ!.. — ăçтан каласа пĕтерĕн çав пурлăх чуна мĕнле савăнтарнине!
Ватă çын хаш! сывласа илчĕ.
— Халь ăçта кайса кĕнĕ çав пурлăхăр?
— Вăрçă пĕтерчĕ.
— Тăшмана çĕнтерсен вăрçăчченхинчен те ирттерĕпĕр.
«Эпĕ ăна ун чухне хĕрхентĕм, — аса илет халĕ Николай Гурьянов. — Ман сăмахсене хирĕç ватă чĕнмерĕ, темле тарăн шухăша кайнă пек пулчĕ. Эпĕ хам ĕçе тума васкарăм, хăвăрт тăрса, унпа сывпуллашрăм».
— Ыйтма астуман та, мĕнле чĕнеççĕ сире? — терĕм.
— Курганов, Гурий Осипович. Чĕрĕ-сывă юлсан, тепре килсе курăр. Ун чух урăхла, хаваслăрах калаçăпăр, — терĕ вăл, шахвăртнă евĕрлĕн кăшт кулкаласа илсе.
— Калăр-ха, сирĕн ялта кĕпер, юсамалăх пĕрене тавраш тупма пулать-и?
— Кăна пĕлместĕп вара. Ялта тахçантанпа пулман. Упа пек ӳплере пурăнатăп. Вĕсем вара сарлака та вăрăм урама пырса кĕчĕç. Пӳрчĕсем пĕр хутлă, лутра, пурне те тăмпа сĕрнĕ, пахчасенче чиепе улма йывăççи кăна, касса пĕрене тума юрăхлă йывăç ниçта курăнмасть.
— Кунта сулланса çӳрени вăхăта сая яни кăна, лейтенант юлташ, — терĕ пĕр боецĕ, Иванов хушаматлăскер. (Вăл, командир, хăйĕн салтакĕсемпе те, нумай пулмасть килнисемпе, тĕплĕн паллашса çитейменччĕ-ха ун чух).
— Çапах та урам вĕçне тухар, — те хăйне хăй, те юлташĕсене шăппăн каларĕ вăл.
Чăн та, урам вĕçĕнче вĕсем пĕрене купи выртнине курах кайрĕç. Кунта сăвайлăх та, прогонлăх та, кĕпер çине сармалăх хăма та çителĕклĕ. Пурте хĕпĕртесе ӳкрĕç, тейĕн, пурне те вăй кĕнĕ пек пулчĕ. Асли хушнине тума пултарни çав тери савăнтарать вăрçăра... Çавăн чух ĕнтĕ юнашар килтен вĕсем патне пĕр карчăк тухса тăчĕ. Пĕкĕрĕлнĕ çурăмлă, кăвакарнă çӳçлĕ, аллине армак-чармак туя тытнă.
— Мĕн тума турттарса килнĕ ку пĕренесене, кинемей? — ыйтрĕç салтаксем унран.
— Çĕнĕ шкул тума, — терĕ аран илтĕнмелле, катăк шăлне пула, селĕп калаçакан карчăк.
— Э, лейтенант юлташ, кăна тивме çылăх, — хушса та хучĕ Иванов. — Учитель эпĕ, аллăм çĕкленеес çук.
— Айван учитель! — хирĕç лаплаттарчĕ Солдатов. — Хăшĕ йывăртарах: Совет влаçне сыхласа хăварма-и, шкул туса лартма-и?
Лешĕ мăштах пулчĕ.
— Ун пирки тавлашни хывăх вĕçтерни кăна, — сăмах хушрĕ вăл та, командир. — Акă мĕн шухăшлаттарать. Тупасса тупрăмăр, анчах кĕпер патне кусене, вăрăм та хулăнскерсене, мĕнле майпа çитерĕпĕр? Ялта лаша чунĕçук. Иванов! Ме-ха, вĕçтер рота командирĕ патне çак хута леçме...
Пысăк савăнăç та юрлаттарса-ташлаттарса этеме халран ярать, анчах пысăк хăрушлăх ывăннă çынна таçтан вăй парать. Чĕптĕм ыйăх курмасăр çĕрĕпе çуран танкканă, унтан кăнтăрла машинсем çине ларса аллă-утмăл çухрăм тăнкăртатнă, тусан çăтнă çынсем пĕр самант канса илмесĕр ĕçе тытăнчĕç. Ĕнтĕ шывра шампăртата-шампăртата ун тарăнăшĕпе сарлакăшне виçнĕ, кĕпер айне тасатнă, çул çинчи шăтăксене питĕрнĕ, бомбăран сыхланма хăвалăхра кашни хăй валли окоп чавнă — халĕ кăшт сывлăш çавăрса илсен пăсмастчĕ. Çук, салтакăн канăç çук. Вĕсем кĕпер юсама ялтан пĕрене йăтаççĕ. Сăвая е прогона пиллĕкĕн-улттăн хулпуççийĕсем çине хураççĕ те хĕртсе пĕçертекен хĕвел айĕнче юханшыв хĕрринелле йăтса утаççĕ. Йывăр пĕрене пилĕке хуçса антарасла авнăçем авать, чĕркуççи чĕтрекен пулать, алă туни тăртанса каять, тусанпа хутăшнă тар куçа çиет, çăвара кĕрет, питçăмарти çинче хура йĕрсем выртаççĕ, шăлма вăхăт та, май та çук, — пурпĕрех никам ӳпкелешмест, йывăрăшне йăтса çитерсе çĕре пăрахсан тин «уф!» теççĕ те, ăна тăварлă сăмахпа витсе хураççĕ, вара умлăн-хыçлан каллех ялалла утса каяççĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...