Александр Алка


Александр Алка

Александр Алка (Александр Егорович Бачков) Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ача çуртĕнче ӳснĕ. Çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн Хусанти Чăваш педагогика техникумне пĕтернĕ, вара Красноармейски тата Çĕрпӳ районĕсенче учительте ĕçленĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан Етĕрнери педагогика училищинче чăваш чĕлхипе литература вĕрентнĕ.

1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕнчех çапăçăва кĕнĕ, саперсен взвочĕн, ротин командирĕ, батальон штабĕн начальникĕ пулнă, Çĕнтерӳ çулĕпе Германие çитичченех утнă, тăватă хутчен аманнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн А.Алка Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденне икĕ хутчен, нумай медале тивĕçнĕ.

Литература ĕçне Хусанти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ чухне тытăннă. 1935 çулта хăйĕн пĕрремĕш паллă произведенине — «Шыв армань» легендине, каярахпа унпа усă курса чăвашсен пĕрремĕш оперин либреттине çырать.

А.Алка «Ялав» журнал редакторĕнче, Чăваш писателĕсен союзĕн консультантĕнче, яваплă секретарĕнче, правлени председателĕнче ĕçленĕ. РСФСР писателĕсен союзĕн правлени секретарĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă.

А.Алкан паллăрах кĕнекисем: «Хĕвеллĕ ир», «Тăватă çулталăк», «Хамăрьялсем», «Çулăм витĕр çул выртать». «Хĕçпе çурла», «Ытарайми тăван тавралăх» т.ыт.те.

Чăваш халăх поэчĕ.

Литература ĕçĕнчи çитĕнӳсемшĕн «Хисеп Палли» тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденĕсемпе наградăланă.

Поэт 1977 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче вилнĕ.


Кĕнекесем

50

Хайлавĕсем