Асил-ха, юлташăм!..
Çуралнă çĕршыв çул тавра тăрса юлчĕ.
Çеçкеллĕ вăрман, чечекленнĕ çаран...
Кашни чĕрĕ çулçă пуç тайрĕ, ал сулчĕ.
Хаяр вăрçăран çĕнтерсе килме сунчĕ:
«Эс паттăр пул, — терĕ. — Вĕлер тăшмана.
Ун юнлă ури ан варалатăр мана!»
Çуратнă анне йĕрсе юлчĕ, мăнтарăн!
Вăл — ывăлшĕн ĕмĕр хăранă чĕре.
Анне калани чуна тиврĕ-çке тарăн:
«Хăюллă пул, ывăлăм! Çапăç, ан парăн!
Ан таттăр тăшман эп вĕçлес ĕмĕре.
Ан чавтăр эсрел эп куç хывнă çĕре».
Юратнă савни пире лăпкăн чуп турĕ,
Инçе вăркăшса юлчĕ шурă тутри.
Ăсатрĕ — каларĕ: «Ан сивĕнтĕр чунăр.
Шывра та ан путăр, вутра та ан çунăр,
Тăшман çеç хăй юнĕ айне пултăр-и!
Ан пултăр хĕр ĕмĕрĕ мăшкăл хурри!»
Шуратăл ирхи хĕвелпе ялтăрарĕ.
Пĕр касă çил килчĕ таса тухăçран.
Хум хыççăн хум чупрĕ, хум сикрĕ, шавларĕ,
Пире манайми витерсе вăл каларĕ:
«Çак аслă шывра нихăçан, нихăçан
Пӳрленнĕ ӳтне ан çăвайтăр тăшман!»
Çуралнă Çĕршыв çул тавра тăрса юлчĕ.
Асил-ха, юлташăм, çавна чĕререн.
Тăванăм, ял-йышăм, уй-хирĕм ал сулчĕç,
Хаяр вăрçăран çĕнтерсе килме сунчĕç...
Çĕршывăм, çĕршывăм, салам инçетрен!
Эпир çĕнессе, çĕрĕм-шывăм, ĕнен!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...