Хĕçпе çурла :: 7
— Ирхине тăрсан мĕн тумаллине мантăр-им? — хыттăнах каларĕ вăл. — Пĕр каç хӳшĕре çывăрнă та сӳсленсех кайнă.
Командирсем тӳрех ăнланчĕç. Унта та кунта, хӳшĕсем умĕнче «Становись!» команда янăраса кайрĕ. «За мной бегом марш!» Командир, юр ашса, малта чупать, ун хыççăн — боецĕсем. Уçланкăри юр пĕтĕмпех таптанса арпашăнса пĕтет.
— Халĕ çăвăнăр! — кăшкăрчĕ Гурьянов.
Шывне вĕсем инçетри мар çырмара тупнă. Унтан çунапа çитме çул тунă, çырма тĕпне анма — сукмак. Хăйсемпе пĕрле виçĕ бидон, витресем илни акă хăçан питĕ кирлĕ пулчĕ.
Пăр пек шыв çанçурăма тата ытларах çӳçентерсе ярать, анчах пите-куçа уçăлтарать. Телее тенĕ пек, кунĕ паян тӳлек шартлама шăртне тăратмасть, хăлхаран чĕпĕтмест, салтаксем хăйсене маттуртарах тытаççĕ, шавлаççĕ, кулкалаççĕ.
— Мĕнле çывăртăн, янташ?
— Хамăр арпалăхри улăм çинчи пек тутлăн çывăртăм.
— Çумăнта кам пулчĕ?
— Хусах арăм пулĕ тенĕччĕ те, куçа уçса пăхатăп та — çав услап Уçăп выртать иккен ман çумра. Тарăхнипе урапа тапса илтĕм.
Кулăш кăмăла уçăлтарать, çавăнпа уншăн салтаксем чĕлхе çине тăвар ытларах сапсан та, пĕрне-пĕри ушкăнра чух çилленмеççĕ.
— Тавтапуç сана, Комаров, — юлмасть унран Уçăп тесе чĕнни те, — эсĕ тапнăран эпĕ тепĕр енне çаврăнса выртрăм. Унсăрăн паян хăрах айăкпа çӳренĕ пулăттăм. Анчах ырă тĕлĕке татнăшăн май килсен тавăратăпах.
— Тавăрах! Тăварлăрах...
Икĕ çынна пĕр банка консерва, пĕрер чĕлĕ хура çăкăр, вĕри шыв — ирхи апат пилĕк-ултă минутран ытла пымасть, вара автоматпа пĕрле кĕреçӳне хулпуççи çине хунă та, ĕнерхи çул еннелле юр ашса уттара панă.
Гурьянов малта пынă çĕртен кая юлчĕ. Чи кайра, Мартынов взводĕнче, стройра мар, уйрăм пĕр боец пырать. Унăн хушаматне нумай пулмасть пĕлчĕ рота командирĕ — Барабанов.
— Итле-ха, Барабанов боец, — шӳт тума пăхрĕ Гурьянов. — Санăн, хушаматна кура, чи малта пулмалла, эсĕ пур, хыçала юлнă.
Боец ун еннелле çилĕллĕ куçне кăтартрĕ, чĕнмерĕ, кăштах уксахласа малалла уртăнчĕ.
— Мĕн, эсĕ уксах-им? — ыйтрĕ Гурьянов.
— Вăрçăчченех, — ӳркевлĕн хирĕç тавăрчĕ Барабанов.
— Строя тесе илмен мана, кунта пăхса тăмарĕç.
Николай Гурьянов ун çинчен каçхине ыттисемпе калаçса илме шут тытрĕ те малалла хăвăрт утса кайрĕ.
— Уксаха çара илместчĕç-çке?
Басалаевпа Серебряков паян та лайăх ĕçлерĕç, вĕсем боецсем патĕнчен пăрăнмарĕç, ывăннисене хăйсем пыра-пыра пулăшрĕç, вăхăтра кантарчĕç, ун чухне те, юр çине пĕрле пухăнса ларсан, чикарккисене ĕмнĕ май, калаçрĕç, култарчĕç. Кусем тăшманпа вăрçма мар, мирлĕ ĕçе тухнă тейĕн, çавăнпа ытла ывăнмаççĕ, хаваслă, Гурьянов вĕсем пирки иккĕленмест.
Мартынов патĕнче ĕç йăлтах урăхла пырать. Вăл çынсемпе калаçмасть, пулăшмасть вĕсене, вăрçать-вăрçать те пăрăнса каять. Вăл пăрăнса кайсанах салтаксем каллех кĕреçисене лĕнчĕр яраççĕ, кăшт-кашт юр хураççĕ те вĕсем çине, вылянă пек, аяккалла вĕçтереççĕ, вунă-вун пилĕк минутран ĕçне пăрахаççĕ те, иккĕн-виççĕн пухăнса, туртма тытăнаççĕ, командирĕ тепĕр енчен курăнсан, каллех ĕçленçи пулаççĕ. Командирĕ каллех вĕсене ятлать-ятлать те, хăй те ларса туртса ярать. Уксах Барабанов çине ĕнтĕ вăл çаврăнса та пăхмасть, лешĕ те ăна хирĕç çăвар уçса пĕр сăмах чĕнмест, шыв сыпнă тейĕн.
Паян вĕсем çинчен нимĕç самолечĕ вĕçсе иртсе кайрĕ. Вăл çул тĕлĕнчех темиçе хут çаврăнкаларĕ те, бомба-мĕн пăрахмасăр, пĕр черет тăхлан тăкмасăр, каялла çул тытрĕ. Анчах вăл хăйне çапла лăпкă тытни Гурьянова савăнтармарĕ. «Разведчик», шухăшласа илчĕ вăл самантрах. Çул тăрăх пĕринчен теприн патне рота командирĕн сăмахĕ çитрĕ те: самолетсем килни курăнсанах (ун пек чухне мĕн-мĕн тумаллине пĕлмен-курман çын мар), хăвăртрах юрпа витĕнсе выртмалла. Анчах разведчик-самолет хыççăн урăххисем паян курăнмаççĕ.
Тепĕр кунне вĕсем вĕçсе килчĕç-килчĕçех. Унтан-кунтан «воздух» тесе кăшкăрни илтĕнсенех, пурте юр купи айне пашлатрĕç. Хăйсене никам пеменнине кура, самолетсем — виççĕн — аяла-аялах анма хăйрĕç, анчах никама, нимĕне курман пирки каяллах вĕçсе кайрĕç. «Отбой!» тесе кăшкăрни шурлăх тăрăх çатăртатса кайсан, саперсем юр айĕнчен йăраланса тухрĕç, силленкелерĕç, васкаса ĕçлеме тытăнчĕç — вăхăта сая янăшăн нимĕç летчикĕсене ятла-ятла, — çав самантрах пĕлĕт ăшĕнчен самолетсем çĕрелле сăмсапа тирĕнсе анни курăнах кайрĕ. Унтан пĕр çĕрте, тепĕр тĕлте бюмбăсем çурăлса хаплатни хăлхана янлаттарчĕ, тем пысăкăш çаврака çавраçил пек, юрпа пăр сывлăшалла вăркăнчĕç.
Боецсем çул çине чул пек ӳкрĕç, вара хырăмпа шăва-шăва юр патнелле пуçĕсене чикрĕç. Хăшĕсем унталла-кунталла чупкаларĕç. Çавăн чух ĕнтĕ акă мĕн асăрхарĕ Николай Гурьянов, çӳллĕ юр купи айне кукленсе ларнăскер: унтан инçе те мар пĕр боец выртнă çĕртен тăчĕ те çул тăрăх тепĕр пысăк купа патнелле пуç каснă пек ĕрĕхтере пачĕ. Кам пулчĕ ку? Ара, Барабанов-çке! Пĕр уксахламасăр вĕçтерсе пырать. Çитре те купа патне, пуçпа юр ăшне тирĕнчĕ. Анчах курни пирки шухăшлама вăхăт пулмарĕ. «Никама та ан тивтĕрех, ан тивтĕрехчĕ» шухăш Гурьяновăн пуçĕнчен тухма пĕлмерĕ.
Бомбăсем, хаяррăн çухăрса, хăрушшăн хаплатса, юр айĕнчи шурлăха пăлхатрĕç-пăлхатрĕç те, вĕсен сасси тинех хăлхана çура-çура кайми пулчĕ. Анчах ун вырăнне тăхлан чăвăлтатма тытăнчĕ, юр айĕнчех çапла пуçа çĕклесе пăхма ан асăн та, тӳрех ăнсăртран çул çине лапчăтса хума пултарать. Çĕрçăтасшĕ! Пĕр ротăшăн мĕн чухлĕ тимĕр, тăхлан тăкăнать! Самолетсем кĕрлеççĕ те кĕрлеççĕ. Вĕçсе кайинччĕç хăвăртрах, сасси йăнтăрччĕ! Вĕсене нимпе хирĕç тăма май çукки куçран куççуль тухмалла чуна тарăхтарать.
Тинех! Ĕçне пĕтерсе савăннă пек, самолетсем çăмăллăн вылянкаласа, ăçтан килнĕ çавăнталла вĕçсе кайрĕç, куçран çухалчĕç. Саперсем вĕсене çилĕллĕ куçпа, тарăхса пăхса юлчĕç. «Тавăрăпăр!» — терĕ пĕри, чăмăрне кăтартса.
Ура çине тăрсан, Гурьянов Барабанова тепĕр хут асăрхарĕ: вăл пуçне юр айĕнчен кăларнă, кăкăрне шăлса юртан тасатрĕ, унтан малтанхи вырăнне утса килме тытăнчĕ. Чип-чиперех утать. Акă пуçне çĕклерĕ те, куçĕ рота командирне курах кайрĕ, вара сасартăках уксахлама пуçларĕ. Гурьянов ăна хăй патне чĕнсе илмерĕ, Мартынов чăрмантарчĕ: вăл хăвăрт утса пычĕ те хăйĕн взводĕнче вилнисем, аманнисем çуккине, çапăçура паттăрлăх кăтартнă пек, хаваслăн пĕлтерчĕ. Гурьянов ăна малалла пĕтĕм вăя хурса васкавлăн ĕçлеме кирлине хыттăн асăрхаттарчĕ те ытти взводсем патнелле утрĕ.
Унта та тĕрĕс-тĕкелех иккен. Вĕсем Мартыновпа бомба ӳксе çурăлнă тĕле юр ашса кĕрсе кайрĕç. Воронкăра шыв, ун таврара, юр çинче шăннă мăкпа тăпра е юшкăн сапаланса выртать. Халь ĕнтĕ ĕçне тĕрĕс тунă пирки Гурьянов ним чухлĕ те иккĕленмерĕ. Шурлăх. Шурлăх урлă дамба каять. Акă вĕсем патне Басалаев та пырса тăчĕ, пăхрĕ, çĕлĕкĕ хыçне кăтăртаттарса илчĕ.
— Шурлăха ӳкни темех мар-ха вăл, — терĕ, шухăшлă пек пулса. — Кунта тăкчăр та тăкчăр, шăнасене пурпĕрех чĕртеймĕç. Мана пĕр тĕлте дамба çине ӳкни тарăхтарать. Шăп та шай варрине тата!
Кайса пăхрĕç. Бомба ӳксе пĕр тĕлтен çула чылаях татнă.
— Мартынов, — терĕ рота командирĕ. — Дамбăна сан тĕлӳнте кĕçех татса кайман. Тарăн шăтăк хăварнă, ăна санăнах чул, тăпра, хăйăр тупса питĕрмелле.
— Эпĕ айăплă мар-çке, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Мартынов.
— Пĕлетĕп эсĕ айăплă маррине, — лăпкăн хирĕç тавăрчĕ Гурьянов. — Анчах айăплисем килсе юсас çук...
Мартынов ăнланчĕ, хăйĕн сăмахĕшĕн хăйне аван мар пулчĕ ăна, çавна вăл кулкаласа ирттерсе яма тăрăшрĕ.
— Есть! — терĕ яшт! тăрса. — Айăплисене, вăхăт çитсен, пирĕнне çĕмĕрнĕ-ватнине пурпĕрех хăйсене юсаттаратпăр!
Тепĕр кунне вĕсене ют самолетсем, пĕлĕт уяр пулин те, чăрмантармарĕç. Вĕсен вырăнне хĕвелтухăçĕнчен хамăрăн бомбардировщиксем ушкăн-ушкăнăн икĕ хутчен вĕçсе иртрĕç, икĕ хутĕнче те пĕрне çухатмасăр каялла таврăнчĕç. Вĕсене боецсем ĕçлеме чарăнса куçран çухаличченех пăхса тăрса юлчĕç, çĕлĕкĕсене хывса çӳлелле ывăтрĕç. Куçран çухалсан вара васкаса, тăрăшса, хастаррăн ĕçлеме пикенчĕç.
Çав кун саперсем, каçа юлса пулин те, çула юртан тасатса, кĕркунне хытса юлнă муклашкасенчен, тарăн йĕрсене пĕтерсе тикĕслерĕç. Бомба чавса хăварнă вырăн та тикесленчĕ. Каллех çĕр каçма вăрманалла кайма тухсан, сăрта хăпарсан, саперсем каялла çаврăнса пăхрĕç, умра тип-тикĕс çул выртни вĕсене савăнтарчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...