Кĕпер :: Таймансем
Сахар хĕлле «çиçĕм» лампа çутипе çĕрле те ĕçлет. Вуник çулхи ывăлĕ, Рамаш, ашшĕне чĕн касса, çип пĕтĕрсе пулăшать. Çавăнтах Сахар тусĕсем, виççĕшĕ те пухăнса, хăйсем хушшинче сăмах пуçласа яраççĕ. Такамран асăрханса, вырăсла мар, е тутарла, е чăвашла калаçма тăрăшаççĕ хăйсем. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳресе, усламçă чăвашла лайăх калаçма вĕреннĕ. Кирилл Мороз тутарла пĕлет, чăвашла калаçнине те ăнланать. Кăяш Тимккипе Кĕлми Пăтти часах тавлашса каяççĕ. Кирнлл Мороз вĕсене хĕтĕрткелесе ларать. Хуçа ĕçлет. Те илтет вăл çынсем мĕн шавланине, те илтмест те — калаçăва нихçан та хутшăнмасть.
Рамаш вара хăлхине чанк! тăратса итлет. Кĕлми хăйĕн Магометне мухтать, Христоса хурлать. Кăяш Тимкки Магометне те, Христосне те хурлать. Тĕн пирки калаçма тытăнсан, яланах хирĕçеççĕ вĕсем. Патша пирки калаçнă чух хирĕçмеççĕ вара. Патшине иккĕшĕ те хурламаллипех хурлаççĕ. Рамаш та, ашшĕ пекех, шăпăрт ларать, анчах шухăшлама юрать-çке. «Кĕлми пиччен арăмĕ çамрăк, çавăнпа Магометне мухтать вăл», — тет хăй ăшĕнче.
Кăяш Тимкки пĕр хĕл хĕлĕпех Пасарлăялта пурăннă. Анчах вăрçă пуçланас умĕн ăна стражниксем таçта тытса кайнă. Сахар иатĕнче арестленĕ ăна. Илсе кайнă чух Тимкка Сахара виçĕ сăмах çеç чăвашла каласа хăварнă: «Сиввипе пăттине систер», — тенĕ. Систернĕ те пулĕччĕ Сахар, анчах тутар усламçă та, Кнрнлл Мороз та, унчченех ялтан кайнăскерсем, Пасарлăяла урăх таврăнман.
Çав виçĕ тус — тутар, вырăс, чăваш — Сахарăн ахаль те канăçсăр чĕрине тата ытларах хускатса хăварнă.
Виççĕшĕ те пухăнса шавланă вăхăтра Сахар шарламасăр нтлесе ларнă. Анчах Тимккапа иккĕшех юлсан (Рамаш çук чух) вĕсем иумай калаçпă. Тимкка хура халăхшăн тăрăшнине, çавна пула тĕрмере ларса курнине пĕлет-ха Сахар. Анчах Кирилл Мороз та çавăншăнах влаçсенчен тарса, пытанса пурăнать вĕт. Çапах весем хушшинче килĕшӳ çук. Революционерсем хушшинче те уйрăмлăх пур иккен. Мороз хресчене мала хурать, Кăяш — рабочие. Рабочн класс кăна ытти ĕçхалăхне ертсе пыма, революци тума пултарать, тет.
Кĕлми хăй революционер яхăнне пырайман. Анчах Кирилл Морозпа Кăяш Тимккишĕн шанчăклă çын пулнă вăл, иккĕшне те, хăй усламçă ĕçĕпе ялсем тăрăх çӳренĕ чух, кирлĕ çынсемпе çыхăнма пулăшнă.
Сахар та икĕ революционер патне Кĕлмирен ытларах çывхарайман. Вăл Кĕлми пек хăйĕн ирĕклĕхĕ пирки çеç çуннă. Укçаран вăйли тĕнчере ним те çук тесе шутланă вăл. Тайман Сахарĕ пуйса тĕрлĕ йывăрлăхраи, пусмăрлăхран хăтăлма, ирĕке тухма ĕмĕтленнĕ. Çав ĕмĕтпе Пасарлăяла куçса килнĕ те.
Çук çав, мĕн чул ĕçлесен те хăвăн ĕçӳпе кăна пуяймăн. Çавна Сахар та нурăна кнле самях ăнкарчĕ ĕнтĕ.
Çулсем иртсех пыраççĕ. «Çулсем тавалла — ĕçсем анаталла», тенине аса илчĕ Сахар, тата хăнĕн сăмахне те çавăрса хучĕ: «Вăтăртан иртсен çĕнĕ ĕçе вĕренеймĕн, хĕрехрен иртсен, кăмака çикчен кăпăр-капăр анаймăн».
Хĕрĕхе çитесси те ннçех мар, тата икĕ çул кăна юлнăччĕ. Çав вăхăтра кăвак билетлă çамрăк мар Сахара та салтака илсе Тĕрĕк фронтне ăсатрĕç.
Ашшĕне ăсатнă чух Сахарăн аслă ывăлĕ Рамаш çапла каларĕ:
— Çемьемĕр пирĕн пĕчĕкех мар,. мансăр пуçне тата пилĕк çăвар. Çĕр ĕçлесе, тырă акса пурăнма пирĕн çĕрĕ те, ака таврашĕсем те ç.ук. Çапах, атте, эс ан пăшăрхан. Эпĕ пысăклантăм ĕнтĕ. Вĕренме пăрахасах пулать. Пирĕн амаçури ырă кăмăллă çын. Хăйĕн ачисене те, пире те пĕрпек пăхать. Ман ют енче ĕçлеме килсен те, Тарасшăн кулянмăпăр. Аккана качча пама тăрăшăп, çулĕ çитнĕ. Ан кулян, атте, часрах вăрçă пĕтерсе киле чиперех таврăн.
Ашшĕ салхуллăн йăл кулчĕ, ывăлне ыталарĕ те тытăнчăк сасăпа шӳт тунă пек каларĕ:
— Хăçан пысăклантăн вара? Мана систермесĕрех пысăклантăн пулать.
— Ара, эпĕ, эс çывăрнă чух, çĕрле ӳсрĕм. Çук, шӳтлеместĕп. Чăнах та эп сан шорник пӳлĕмĕнче çĕрĕпе кĕнеке вулаттăм. Тимкка пиччен кĕнекисене те вуласа курнă.
— Çавăнпа ман «çиçĕм» лампа краççын нумай çăтакан пулнă иккен, эп ăна, шăтман-ши тесе, çавăркаласа та пăхнă, — кулам пекки турĕ ашшĕ. Юлашкинчен ывăлне тепĕр сăмах каласа хăварчĕ:
— Тимкка Кирилл Морозран тĕрĕсрех çулпа пырать иккен. Ун çулĕ чăн-чăн ирĕклĕх çулĕ пек туйăна пуçларĕ мана. Эп таврăнаймасан, Кăяш Тимккине шыраса тупма тăрăш. Ун хушаматне те пĕлместĕн пуль-ха. Авандеев Тимофей Степанччă вăл. Итле Тимкка пиччӳне, вăл каланă пек пурăн. Хăвăн телейӳшĕн тăрăшнă чух та вырăссен халăх сăмахне ан ман: «Один в поле не воин».
Ашшĕне ăсатнă хыççăн Рамаш ун юлашки сăмахĕсене аса илсе шухăша кайрĕ, анчах вĕсен чăн пĕлтерĕшне ăнкараймарĕ.
Кĕçех ун пек шухăшсем сĕвĕрĕлчĕç. Халлĕхе Рамашăн урăх хуйхă. Вăл, вунултă çулхи йĕкĕт, пысăк çемье пуçĕ ĕнтĕ. Ултă çăвара епле тăрантарса пурăнас пирки шухăшлама тивет. Тивет мар, тиврĕ те...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...