Кĕпер :: Рамаш


Рамаш тăван амăшĕнчен çиччĕре юлнă.

Урă чух Сахар хăйĕн ачисеие курмастчĕ-асăрхамастчĕ тейĕн. Тăлăхсене кам та пулин шеллесе калаçма пуçласан е шухă та юрккăн Рамаша мухтама тытăнсан, вăл хирĕç шарламастчĕ. Хĕрĕнкĕллĕ чух вара хăех сăмах пуçлатчĕ:

— Эй, мĕскĕн Тайман ăрăвĕ! Чĕмсĕр чунсем, сивĕ юнлă йăваш чăвашсем эпир. Рамаш кăна маттур чун, Таймансене хуман вăл, пĕтĕмпех асламăшне, вĕри юнлă мăнаçлă Круни карчăка хунă. Астăвăр: пысăк çын пулать вăл.

Ачи ӳснĕçем шухăланса пычĕ. Ентĕ ашшĕ ăна урă чух та асăрхакан пулчĕ. Аслă ывăл ачи ытла ашкăнма пуçласан, Сахар пуçне сулкаласа сăмах чĕнетчĕ:

— Такама кайса хунă эс, усланчăк. Çын пулайăн-ши вара? Ахăртнех, Чахрун Мишши пек иĕр-пĕр услап пулатăн пуль.

— Асаннене хунă эп, атте, — кулса хуравлатчĕ ашшĕн ӳсĕр чух каланă сăмахне астуса юлнă ача, — пĕтĕмпех вĕри юнлă, мăнаçлă Круни карчăка хунă. Астăвăр: пысăк çын пулатăп эп.

Ашшĕ, кăмăлсăрланнă пек пулса, ывăлне чăр пăхса илетчĕ, унтан, Рамаш хирĕç сăмах чĕнме аптраманшăн савăнса, мăкăртататчĕ:

— Асаннӳне хуни пырĕччĕ. Темен куккана хуман-и?

— Вĕлерсен те Тĕве куккана хумастăп. Нихçан та ун пек курпунланса чашкăрса çӳрессĕм çук, — хăвăрт хуравлатчĕ хăюллă та тавçăруллă ача.

Сахар Якальтен тарса кайнă хыççăн çав ялта урăх пулман мар, анчах амăшĕн тăванĕсем патне пĕрре те кĕрсе курмарĕ. Темен куккăшĕ хăй Чулçырмана хăнана пырсан та, Сахар килтен тухса каятчĕ. Круни карчăк шăллĕне каçарнă пулас, ăпа ним иулмап пекех йышăнатчĕ, çапах хăнине хăвăртрах каялла ăсатма е урăх хурăнташĕсем патне кăларса яма тăрăшатчĕ.

Ватăлас енне кайсан, килĕшӳсĕр вăрăм Темен курпунланса кукăрăлсах ларнă. Ашкăнчăк та сăнавлă Рамаш ăна пĕрре курнă хыççăнах Тĕве кукка тесе чене пуçларĕ. Асламăшĕ уншăн ача хăлхине пăрма пăхатчĕ. Сахар та ачине сивленĕ пек пулса, сăмах хушатчĕ:

— Ват çынна мăшкăлласа чĕнме ырă мар, ывлăм.

Хăй çав вăхăтрах ăшра кулса шухăшлатчĕ: «Сăнавлă ача, шельма. Чăнах та тĕве евĕрĕ пур çав. Тĕве пекех сурчăк сирпетет».

Рамашăн ытла шухă хăтланăшсене сăнаса, пĕр савăнатчĕ, пĕр пăшăрханса шухăша каятчĕ Сахар: «Хăюлăхĕ усса кайсан, лайăхчĕ. Каймасан? Тен, çаплах ашкăнчăк та сулăнчăк пулса юлĕ. Ним ĕçре те тимлĕхĕ çук пек. Асламăшне çитеймест пуль çав. Карахтĕрĕ палăрмасть». Пурăна киле Рамашăи «карахтĕрĕ» палăрчĕ хайхи Пасарлăялта вăл ашшĕне самаях пулăшакан пулчĕ. Хушнă ĕçе тăрăшса тăвать, мĕн кирлине час ăикарать. Анчах пĕррехинче ача ашшĕн сăмахне ăнлансах çитеймен, чĕн чĕллисене ансăртарах каснă. Ашшĕ çавиа асăр-хасан, тискеррĕн кăшкăрса пăрахрĕ те ачине аллинчи пĕвенпе пуçран çапрĕ. Рамаш пĕр самант сăнпа шурăхса, вырăнтан хускалмасăр ларчĕ. Унтан сасартăк ура çине тăчĕ те алăк патне утрĕ, тухса кайнă чух алăка çилĕпе шаклаттармарĕ, ăна ерипен, «тăрăшса» хупса хăварчĕ.

— Ыраттармаллах çапмарăм-çке. Пĕвен мĕн вăл? Патак мар. Минтер пек кăпăш япала. Вăт клещепе çапнă пулсан, — пăтранчăк ăшпа мăкăртатрĕ ашшĕ, ывăлĕ çапла тухса кайнă хыççăн. Шорникăн ĕçĕ те çав каç питех ăнмарĕ. Ывăлĕ таврăнасса пăшăрханса кĕтсе ларчĕ вăл.

Рамаш çур çĕр тĕлне тин таврăнчĕ.

— Юрĕ-çке, — терĕ ашшĕ «лăпкă» сасăпа. — Тăват ураллă лаша та тепĕр чух такăнать. Асаннӳне хунă çав эсĕ. Унăн мăнаçлă кăмăлне палăртрăн пулать.

— Эс мĕн пирки, атте? — айванла тĕлĕнсе ыйтрĕ ывăлĕ.

— Ара, сăмах чĕнмесĕр тухса кайрăн-çке. Кӳрентĕн пулать.

— А-а, эпĕ учитель мана каçхине кĕнеке илме пыма хушнине сасартăк аса илтĕм. Хăй çавна маннă курăнать: Пăсар вĕçне тухса кайнă. Эп ăна кĕтсе лартăм, вăл çаплах таврăнмарĕ.

«Çук, асаннӳне те, аçуна та хуман эс. Асаннӳ пилĕк минутран сивĕнетче, эпĕ çур сехетсĕр лăпланаймастăп. Эсĕ, ав, тăватă сехетрен тин мĕн пулнине «маннă». Вун тăваттăрах çапла хăтланатăн, — пĕр хурланса, пĕр савăнса шухăшларĕ Сахар. — Ачана Темен кукка мана патакпа вĕрентнĕ пек мар, урăхларах вĕрентмелле çав. Кашни ачан — хăйĕн екки-кăмăлĕ».

Вунпĕре пуснă Рамаш Пасарлăялта аптраса ӳкмерĕ, хăйне хăй çакăпта çуралса ӳснĕ пекех тыткалать. Вырăссем кунта чăвашпа ылмашсах ларса тухнă. Чăваш ачисем вырăс ачпсемпе нĕрле выляççĕ. Çапах вырăсла кăйттăм калаçаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсене шкула яманни хăртать.

Рамаш кунта киличчен вырăсла пĕлнĕ сăмахсене те вырăнлах калаймастчĕ. Çавăнпа вăл çĕнĕ çĕре килнĕ-килменех вырăс ачпсемпе хăй ăссĕн паллаша пуçларĕ: «Вырăсла калаçма часрах вĕренесчĕ!»

Рамаш ытти чăваш ачисем пек вырăсла пĕли-пĕлми калаçма хăраса, вăтанса тăмарĕ. Пĕр-пĕр сăмаха вырăнсăр калани темех мар. Вырăс ачисем, ан тив, кулччăр. Ахăрса кулни сиен мар-ха вăл. Тепĕр чух сăмахсене юри арпаштарать Рамаш, пĕле тăркачах «сильный» тес вырăнне «богатый» тет. Вырăс ачисем кулма тытăнсан, вăл ăилантарса парать тата:

— Чăн вăйлă çынна «богатырь» теççĕ. Çапла мар-и?

Вырăс ачисем хăшĕ шухăша каяççĕ: «Чăнах та!»

Кĕçех Рамаш вырăс юлташĕсемпе вырăнсăр каланă сăмахсем пиркн пер вăйă пуçласа ячĕ. Рамаш тахçанах асăрханăччĕ-ха: хăшпĕр вырăс сăмахĕсен пирвайхи сыпăкне кăшт çеç улăштарсан, пачах урăх пĕлтерĕшлĕ сăмах пулса тăрать: по-шел (кайрăм), при-шел (килтĕм), на-шел (тупрăм)...

Пĕррехинче Рамаш вырăс ачисемпе ял вĕçĕнчи кулккана палан татма кайрĕ. Хутаç е пĕр-пĕр савăт илменччĕ хăй. Нихçан та аптраман ача халĕ те аптраса тăмарĕ, палан çырлине кĕпе аркине татса тултарчĕ. Анчах пĕр тĕмĕрен такăнса çырлине тăкса ячĕ те:

— А я калину... насыпал, — терĕ хурланса. Вырăс ачисем кулса ячĕç.

«Малтанхи сыпăкĕ вырăнлă пулмарĕ çав», — тавçăрчĕ Рамаш.

— Ну, по-сыпал, от-сыпал, под-сыпал... Мĕнле каласан тĕрĕсрех пулать вара? Ну чĕлхе те сирĕн! — çилленнĕ пек каларĕ Рамаш.

— Рассыпал тесен, тĕп-тĕрĕсех пулать, — терĕ Яшка.

— Раз-сыпал, два-сыпал, три-сыпал... Çапла-и? Çук ĕнтĕ раз-сыпал мар, про-сыпал пултăр, — хуравларĕ чăваш ачи.

Вырăс ачисем савăнса ихĕреççĕ. Рамаш ытти сăмахсенче те пирвайхи сыпăка вырăнсăр улăштарма пуçларĕ. Пĕр лачака урлă каçнă хыççăн ачасем йĕпеннĕ урисене типĕтме кĕрхи хĕвел ăшшине ларчĕç. Кăшт ларсанах чăваш ачи:

— А у меня ноги уже от-сохли, — терĕ.

— Просохли, — кулса тӳрлетет Яшка. — При-сохли, — ахăлтатать Рамаш.

Вăйă пуçланчĕ те. Вырăс ачисем çавна час тавçăрчĕç. Яшка хутаçран çăкăр сăмси кăларчĕ, ăна пекĕпе тĕллесе:

— Хочешь, за-режу, — терĕ.

Вара ыттисем те кулăшла сыпăксем шыра пуçларĕç...

Ют чĕлхене çăмăл вĕренекен ача, çимĕк иртсен вырăс ялне килнĕскер, хĕле кĕнĕ çĕре вырăсла самаях таса калаçа пуçларĕ. Хăш чух кăшт тытăнса тăрать çеç: вырăнлăрах сăмах е тĕрĕсрех приставка шырать.

Пасарлăялăн тавралăхĕ питех мар та, Рамаша килĕшет. Чăваш вĕçĕ çумĕнчех — паланпа çĕмĕрт кулкки. Пĕр-ик çухрăмра икĕ юманлăх лаптăкĕ пур. Вĕсен çывăхĕнче — икĕ ту тĕмески. Курган теççĕ вĕсене. Ял çумĕпе Тригенник ятлă пĕчĕк шыв юхса выртать. Пĕчĕк пулин те, вăл, Чăваш вĕçĕнчен кăшт анаталларах пĕвенĕскер, ку тĕлте Тук шывĕ пекех курăнать: анлăшĕ те, тарăнăшĕ те çителĕклĕ. Шыва кĕме, пулă хыптарма ăнăçлă вырăнсем пур. Тăван Тук шывĕ те инçех мар иккен, ялтан пĕр пилĕк çухрăмра çеç. Ку енне хальтерех куçса килнĕ чăвашсем Тригенник сăмаха çавăрса калайман, хăйсем юханшыв валлн чăвашла ят шыраса тăман, ăна Çырма тенипех çырлахнă.

Пасарлăялăн мăн урамĕ Рамаша шалт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: вĕçĕмсĕр вăрăм та тӳп-тӳрĕ вăл, чăваш урамĕ пек шăп хуркайăк çулĕ тăрăх тăсăлать.

Çапах та Пасарлăялăн чăн пысăк тĕлĕнтермĕшĕ — Пасар вĕçĕ. Çуртсем кунта ытарайми хитре. Чиркӳ умĕнчи пысăк тăваткал лаптăкра — шутсăр лавкка-магазин.

Рамаш, çĕнĕ юлташĕсемпе Пасар вĕçне пирвайхи хут кайса килсен, ашшĕне хуйăрларĕ:

— Пасар вĕçĕ ял-и вăл е хула-и?

— Хула теме эс хулара пулса курман вĕт, — тĕлĕнчĕ ашшĕ.

— Эс каланине астăватăп. Унта икĕ хутлă чул çуртсем пур, йывăç çуртсен пĕренисене кураймăн — пĕтĕмпех хăма çапса сăрланă, лавкка-магазинсем вара шутсăр нумай темерĕн-и? Кунта та çапла мар-и? Лавккисене шутласа арпашса кайрăм: те çирĕм, те ытларах та.

— Эпĕ арпашмарăм, — терĕ ашшĕ, кулкаласа. — Тăватă магазин та вунçичĕ лавкка. Ярмункка вăхăтĕнче ытларах та пулать. Шăнкăрч йăви евĕрлĕ хăма хӳмесем кăмпа пек шăтса тухаççĕ. Ахальтен мар Пасарлăял теççĕ çав.

— Куçминккара та пасар пулать те, çапах унта виçĕ лавкка çеç. Ма вара унта виççĕ çитет, кунта вуннă та çитмест? — тĕпчет малаллах сăнавçă ача.

Сахар хăй те, Пасарлăяла пирвайхи хут килсен, Рамаш пекех тĕлĕнсе кайнăччĕ. Анчах вăл никамран та ыйтса тĕпчемерĕ, хăй ăссĕн тавçăрас терĕ. Ялĕ Куçминккасенчен темиçе хут пысăкрах ĕнтĕ, çапах куллен кашни лавккара çын вĕресе тăмасть-ха. Ахаль кун лавккаçăсем, лавкка умне тухса, çăвар карса е хĕвелçаврăнăш тĕшĕлесе лараççĕ. Пасар кунĕ çитсен тин Сахар пĕтĕмпех ăнланчĕ. Кунти пасар — Куçминккари вунă ярмункка. Пасарĕ те пĕр куна мар, виçĕ куна пырать темелле: ытларикун каçпа пуçланать те кĕçнерникун кăнтăрлапа тин вĕçленет. Пасар халăхĕ кунта пысăк тавралăхран иухăнать, утмăл-çитмĕл çухрăмри ялсенчен килекенсем те иайтах. Пĕр-пĕр хула е станци тавраш çывăхра çук: кĕпĕрне хули виç-тăватçĕр çухрăмра, чугун çул станцийĕ (Сурачăн) çĕр çухрăмра. Çавăнпа кунта катари ялсенчен хресчен те тавар илме килет, алăсти те тавар сутма çӳрет. Тата тĕрлĕ пысăк-пĕчĕк ялсенчи лавккаçăссм тавар илме çакăнтах килеççĕ...

Халĕ Сахар тĕпчевçĕ ывăлне çакăн пирки ăнлантарса пачĕ.

— Пирĕннисем ăçтан тавар илеççĕ вара? — малаллах тĕпчет ача.

— Пирĕннисем Сурачăна çӳреççĕ.

— Ма хулана каймаççĕ?

— Хулисем ннçе терĕм-çке. Сурачăнта юриех Пасарлăял валли тавар хатĕрлекен купцасем пур. Вĕсем пирĕннисене шанаççĕ, таварне хут туса кивçенех параççĕ... Юрĕ-çке, купца-молодца. Çу кунĕсем иртиччен чупкаласа юл, кайран ытлах чупаймăн. Кĕркунне шкула çӳреме пуçлăн ак. Купца пулас тесен, вĕренесех пулать, — вĕçлерĕ ашшĕ хăйĕн сăмахне.

Кĕркунне питех йăнатаймарĕ Рамаша. Хĕл кунĕсем йăпатмаллнпех йăпатрĕç вара. Кунта хĕлле куллен çăварни иккен. Пасар вĕçĕнчи пуянсем кашни кун каçпа лашапа ярăнса çӳреме тухаççĕ. Пар лашапа е тройкăпа çăварни чупакансем те пур. Вĕсене курма мăнни-кĕçĕнни урам тăршшĕпе тухса тăрать.

Кун тĕттĕмленнĕ çĕре тепĕр мерекке пуçланать. Кулачкă теççĕ çав мереккене. Малтан пĕчĕккисем, унтан йĕкĕтсем, юлашкинчен вĕсен пиччĕшĕсем, ашшĕсем урама юрин-юрин çапăçма тухаççĕ. Те вăйă, те чăннипех çапăçу. Пĕр-пĕр хушлăх таран уйăрăлса, «Пасар вĕçĕпе» «Чăваш вĕçĕ» тытăçаççĕ. Чăваш вĕçĕ тени ятшăн кăна. Чăвашран çапăçакан çукпа пĕрех. Çапах Рамаш ачасем çапăçнă чух тĕк тăраймасть ĕнтĕ, вырăс юлташĕсем çумне пырса хутшăнатех.

«Юрин-юрин» çапăçса та (çĕре ӳкни-выртнисене тивмеççĕ), çав кулачкăра аманнисем пулкалаççĕ — мăннисем хушшинче те, кĕçĕннисем хушшинче те. Рамаш сăмсаран юн юхтарса та, куçне-пуçне кăвакартса та, шăлсăр юлса та курнă. Ашшĕ чарма пăхрĕ. Кӳршĕ-аршăсем çавăншăн Сахартан кулма пуçларĕç. «Кулачкăсăр çын пулаймасть ачу», теççĕ тата. Сахар вара аллине сулчĕ те вырăс сăмахне аса илчĕ: «С волками жить — по-волчьи выть».

Хĕл тата тепĕр савăнăç кăтартрĕ Рамаша. Вăл кунта конькипе чупма та, йĕлтĕрпе ярăнма та вĕренчĕ.

Шкула çӳреме пуçласан, Рамаш шăматкун каç е вырсарникун çех кулачкăна тухакан пулчĕ. Эрне хушшинче вăхăт çук ун. Каçхине уроксем туса пĕтернĕ хыççăн ашшĕне ĕçре пулăшма тăрăшать.

Ашшĕн виçĕ тусĕпе пуринпе те варлă Рамаш. Çапах хăй пĕчĕкрех чух пуринчен ытла тутар усламçăна кăмăллатчĕ вăл. Те арăмĕ çамрăкран, те хăйĕн кăмăлĕ çапларан, Кĕлми Пăтти хăйне хăй Рамашпа тантăш пек тыткалатчĕ: вылятчĕ, алхасатчĕ унпа, ăна анекдотсем, тĕрлĕ кăсăк историсем каласа паратчĕ. Тепĕр чух, çуллахи вăхăтра, ашшĕ ют енче ĕçленĕ чух, Кĕлми ăна хăйпе пĕрле çывăхри ялсенче тавар сутса çӳреме илсе каятчĕ, сутуçă ĕçне хăнăхтаратчĕ. Пушкăртла ĕлĕкех шеп калаçатчĕ Рамаш (Чулçырмара пушкăртла пĕлмен ача çук), халь вара усламçăран таврари ытти халăх чĕлхисене те самаях вĕренчĕ.

Кăяш Тимккине арестлени, çавăн хыççăн лешĕсем те çухални йăлтах пăлхатса хăварчĕ çитĕнсе пыракан йĕкĕте. Час-часах шухăша каякан, кĕнеке тата ытларах вулакан пулчĕ вăл.

Чăваш вĕçĕнчи шкула пĕтернĕ хыççăн Рамаш Пасар вĕçĕнчи ултă çул вĕренмелли шкула куçрĕ. Ана та ăнăçлă пĕтеретчĕ пуль, анчах вăрçă чăрмантарчĕ. Ашшĕне салтака ăсатнă хыççăн шкула урăх каймарĕ вара, мăнтăр Еликов патне приказчика кĕрĕшрĕ.

— А-а, шорник ывăлĕ, Тайманкин! — палларĕ купца ĕç шыракан çамрăк йĕкĕте.

— Çук, Тайман-кин мар, Тайман-ов эпĕ, — çирĕп сасăпа хуравларĕ Рамаш, лавккаçăн çуланса тăракан куçĕнчен пăхса.

— Епле... Епле вара? — тăрăхласа ихĕлтетрĕ купца. — Аçу, значĕт, Тайманкин, эсĕ, значĕт, Тайманов пултăн-и? Ай, йӳрĕк те эс, ача! Ай кудесник-чудесник, пăх-ха эс ăна!..

Анчах Рамаш чăваша мăшкăллама пăхакан купцана тепĕр май тĕлĕнтерсе пăрахрĕ:

— Сывă пулăр эппин, — терĕ вăл, çурăмне кăтартса.

— Стой! — хĕрарăм сассипе çухăрса ячĕ лешĕ. — Ешĕл эс чăнахах ултă чĕлхе пĕлетĕн пулсан, хуть Раманов тесе чĕнĕп сана. Пожалстă, господин Тайманов. Чĕнни мĕн вăл! Пĕлессӳ килсен, çавăн пек хут туса пама пултарап. Сăмахпа кăна мар, пачпăрт тăрăх Тайманов пулăн вара.

Хут пирки, тен, купца шӳтлесе кăна каларĕ пуль ун чух. Анчах Рамаш хăйĕн хушаматне, чăнах та, кăшт урăхлат-ма шухăш тытнăччĕ-ха. Вырăссене мăшкăллă Тайманкка ята ан астутартăр тек. Тайман ятран тухнă хушамат вырăс чĕлхи законĕпе Тайманов пулмалла.

Хутне те тума пулчĕ Еликов, ĕç укçи пирки те хытса тăмарĕ. Мĕн кирлине час тавçăрнă чее купца. Пасара вьь рăсран пуçне тутар-пушкăрт, чăваш, мăкшă, хахул, нимĕç çӳрет. Кашнинпех ун тăван чĕлхипе калаçакан приказчик тупăш мар-и! Тавар илекенсен кăмăлне хăй енне çавăратех вăл.

Чăн та çапла пулни час палăрчĕ. Ултă чĕлхеллĕ приказчика кайран ытти купцасем илĕртме пăхрĕç. Еликов ăна вĕçертсе ямарĕ: тума пулнă хутне те туса пачĕ, ĕç укçине те хăех сăлтав тупса ӳстерчĕ.

Рамаш Мăрзабая мунча хыççăн чей ĕçнĕ чух каласа пани пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕс. Ашшĕ хальтерех килсе кайни çинчен те асăнчĕ йĕкĕт, вăл большевик пулса тăни çинчен çех шарламарĕ.

Юлашки вăхăтра, ашшĕнчен нумай вăхăт çыру килменнине кура, Рамаш хытă пăшăрханма пуçланăччĕ. Тайман Сахарĕ никам кĕтмен-шутламан çĕртен киле таврăнчĕ. Пĕр уйăха отпуск панă ăна. Анчах ун пирки арăмне шарламарĕ салтак, ик-виç кунтанах каймалла терĕ. Ма апла пулнине ывăлне çеç тĕрĕссипе каларĕ.

Халĕ Рамаш ашшĕн пĕлтĕрхи сăмахĕсене пĕтĕмпех ăнланчĕ ĕнтĕ. Каяш Тймкки большевик пулна иккен, Кирилл Мороз — эсер. Ашшĕ ун чух Тимккана ытларах шаннă пулин те, иккĕленнĕ. Фронтра тин ун куçĕ уçăлса, пуçĕ тасалса çитнĕ. Килтен халех кайма большевик тивĕçĕ чĕнет ăна. Анчах каялла, Тĕрĕк фронтне, таврăнмасть вăл. Вĕсем, большевиксем, миршĕн кĕрешеççĕ иккен. Халĕ салтак Самара васкать. Унта большевиксен комитечĕ хушнипе чăваш салтаксем хушшинче ĕçлеме тивет унăн.

Кăçал каллех ял вĕçĕцче ывăлĕпе уйрăлнă чух Сахар унпа уççăнрах калаçрĕ:

— Сана калама мансах кайнă. Пирĕн Тимкка, Авандеев юлташ, таврăннă вĕт. Катари ссылкăра, таçта Çĕпĕр тĕпĕнче, пысăк революционерсемпе пĕрле пулнă вăл. Вĕсенчен пĕрне, Куйбышев юлташа, Тимкка пиччӳ тарма пулăшнă, каярах хăй те Çĕпĕртен шăвăнма май тупнă. Революци пулнă çĕре, Самара, çитнĕ вăл, унта ссылкăри юлташне тĕл пулма ĕмĕтленнĕ те, тĕл пулайман. Вара Тимкка хамăрăн кĕпĕрне хулине, Оренбурга, васканă. Халь çавăнта ĕçлет. Куйбышев юлташ Самарти большевиксене ертсе пырать. Ссылка хыççăн пĕрне-пĕри курман-ха вĕсем. Вăхăт çук. Эпĕ те ак килтен кайма васкатăп. Тепĕр революцишĕн кĕрешетпĕр. Чăн-чăн революци туса, буржуйсене мар, рабочисемпе ĕç хресченĕсене ирĕке кăларас пулать. Буржуйсемпе помещиксене тĕпренех кăкласа ывăтмалла. Пролетариатăн çулпуçĕ Ленин юлташ çапла вĕрентет пире.

Рамаш çав ята ашшĕнчен пуçласа илтрĕ. Унччен илтмен çĕнĕ ят ун хăлхинче тăруках чарăнса тăраймарĕ. Кăçалхи тĕрлерен çĕнĕ ятсем хушшинчен уйăрса илеймерĕ ăна ăстăнпа тин аталанса пыракан çамрăк йĕкĕт.

Çапах ашшĕ сăмахне лайăх ăнланчĕ Рамаш. Нумайăшне, купцасен пурнăçне çывăхран сăнаса, хăех ăнкарнăччĕ вăл. Халĕ ашшĕн сăмахĕ «çиçĕм» лампа пек пур тĕттĕм кĕтесе çутатса пачĕ.