Кĕпер :: Вырăс чăвашсем
Çимун Нюрăна кунĕпе шыраса та тупаймарĕ. Ак хăçан Оля каласа панă адреса хут çине çырса хуманшăн ӳкĕнмеллех ӳкĕнчĕ вăл. «Медовая, 10» тенĕ пек астăвать. Темшĕн апла ыйтсан, çынсем кулаççĕ. «Медовая» тесе тăрăхласа калаççĕ иккен пĕр урама. Кайран, мĕншĕн апла каланине пĕлсен, хĕремесленсе кайрĕ. Хулара мĕнпурĕ 14 урам. Кашни вуннăмĕш номере тĕрĕслесе çӳрерĕ вара Çимун. Тепĕр кун ирхине тин тупрĕ. Станци çумĕнчи пĕртен-пĕр урам «Медная» ятлă иккен. Нюра чăнахах çакăнта пурăннă. Больницăра санитаркăра ĕçлекенскер, пĕр медсестрапа пĕрле... Хĕрлĕ гвардие çырăннă. Хальтерех кăна вĕсем пĕр отрядпа Дутова хирĕç çапăçма тухса кайнă. Çавна пĕлсен, Çимуна такам пуçран тукмакпа çапнă пек туйăнчĕ. Юратнă хĕр те Совет влаçне хӳтĕлеме тăнă. Вăл пур — иккĕленсе пурăнать, юрату йĕрĕпе тĕнчере çук урама шыраса çӳрет!
Вара Çимун большевиксен комитетне васкарĕ. Кунта га ĕлкĕреймерĕ. Николай Радаев Нюра çырăннă отряда Дутова хирĕç çапăçма командир пулса ертсе кайнă иккен.
Халь мĕн тумалла ĕнтĕ? Ыранччен Улькин хваттерĕнчех белянкинсене кăмака хыçĕнче кĕтсе выртмалла. Нюрăна шыраса тупас, Радаевпа курса калаçас ĕмĕтпе Çимун юриех хулана ытти делегатсенчен икĕ кун маларах гухса килчĕ. «Çĕнĕ хуçалăх валли тĕрлĕ вак-тĕвек илмелле», — терĕ вăл кун пирки мучăшне суйса. Вак-тĕвек илсе, Трашукпа ăсатма мар, Трашукне хăйне те ăсатаймарĕ Çимун.
Киселев керменĕнчен тухса (большевиксем хулари чи хитре çурта йышăннă), Улькинсен урамĕ еннелле пуçне усса танккарĕ ăнман йĕрлевçĕ. Тинех вăл хула пурнăçне сăна пуçларĕ. Аслă урамра халăх хĕвĕшет. Хула çыннисем пăлханса калаçаççĕ:
— Совет влаçĕ пĕтет.
— Çук, пĕтме памăпăр.
— Оренбург енчен Дутов çывхарать. Кĕçех пирĕн хулана çитсе кĕрĕ.
— Çитеймест. Çитме памăпăр ăна.
Аслă урама салтаксем — хĕрлĕ гвардеецсем — колоннăпа килсе тухрĕç. Юрă кĕрлеттерсе, станци еннелле харăс утаççĕ вĕсем. Çимун халиччен илтмен юрă юрлаççĕ:
Смело, товарищи, в ногу!
Духом окрепием в борьбе.
В царетво свободы дорогу
Грудью проложим себе.
Кĕçех тепĕр пысăк мар колонна килсе тухрĕ — хĕçпăшалланнă рабочисем. Кусем тата хытăрах чуна хавхалантарса юрлаççĕ:
Вставай, проклятьем заклейменный
Весь мир голодных и рабов!
Кипит наш разум возмущенный
И смертный бой вести готов...
Çимун чĕри юрăпа пĕрле кĕрле пуçларĕ. Хулари халăх та ку юрра халиччен илтмен пуль. Халăх пӳртсем çумне кĕпĕрленнĕ. Кашни çын куçĕнче хастарлăх палăрать. Нумайăшĕ, салтаксене ăсатма кайнă пек, колонна хыçĕнчен. утаççĕ.
Пӳрт çумĕнче капăр тумланнă икĕ майра калаçса тăраççĕ.
— Большевиксен юрри чуна çӳçентерет, — терĕ пĕри.
— Улпут хĕрĕ тесе, шанмалли çук сана. Ху та большевиксем майлă çаврăнса ӳкме пултаратăн, — терĕ тепри.
— Блок, юратнă Блок большевиксем майлă çаврăнсан, тупата туршăн, эпĕ те çаврăнатăп, — терĕ малтанхи майра, юлташне вăрçтарса.
Çимун хăй ăшĕнче: «Блок. Кам-ши вăл Блок? Камран ыйтса пĕлес-ши?» — тесе аптрарĕ. Кайран вăл Улькин хĕрĕнчен, гимнази пĕтернĕскерĕнчен, чăнах та, Блок çинчен ыйтса пăхрĕ. Леш, пуçне каçăртса, куçĕпе маччана тĕллесе мăрăлтатрĕ:
— Ах, Блок! Ухмаха ертме пултарать вăл Блок. Ытарайми хитре хĕрарăм поэчĕ вăл, Блок.
Çимун ним те ăнланса илеймерĕ. Паян ирхине Трашук вăраничченех хваттертен тухса кайнăччĕ вăл. Çав ăнман урам пирки çапла пулчĕ. Трашукпа пĕр салтак яла таврăнаканскер, ларса кайнă, теççĕ. Кам-ши? «Ухмах! — ятларĕ хăйне хăй Çимун. — Пĕлтĕрхи юра шыраса çӳретĕп...»
Тепĕр кунне Белянкинсене араи кĕтсе илчĕ тарăхса çитнĕ депутат.
Самара тухса килнĕ чух станцире анархистсем ашкăннине сăнаса, пушшех йĕрĕнсе çитрĕ Çимун. Хресчен депутачĕсене поезд çине ларма большевиксемех пулăшрĕç, анархистсене хăшне-пĕрне арестлесе тĕрмене ăсатрĕç. Пурнăçа çирĕп алăпа йĕркелеме тăрăшнăшăн Çимун большевиксене тата ытларах кăмăлла пуçларĕ.
Самара çитсен тин пĕлчĕ Çимун: вăл кĕпĕрнери хресченсен тăваттăмĕш съездне килнĕ иккен. Апрель уйăхĕнчен пуçласа ку таранччен виçĕ съезд пулса иртнĕ. Белянкин кашни съездрах пулнă. Ана кунти эсерсем лайăх пĕлеççĕ.
Пĕр япала тĕлĕнтерчĕ Çимуна. Кĕпĕрнере хресчен депутачĕсен хăйсен уйрăм ĕçтăвком пур иккен. Мĕне кирлĕ-ши вăл? Хресчен ытти халăхран уйрăм пурăнасшăн-и?
Çимун съездра çынсене сăнаса, тĕрлĕ депутатсем мĕн калаçнине итлесе ларать. Тĕлĕнет вăл: хресчен съезчĕ мар ку, кулаксен съезчĕ. Президиумра сарлака сухаллă, пиншак айне жилетка тăхăннă мăнтăр çынсем те, шурă кĕпе çухи айне галстук çыхнă хыткан делегатсем те пур.
Мĕнпур калаçăвĕ вара — тырă пирки. Хулана тырă парасшăн мар Белянкинсем. Съезда ертсе пыраканнисем Белянкинран та пуçтахрах. Сылтăм эсерсем. Кусем те пĕр тĕрлĕ анархистсем пулса тăчĕç Çимун шухăшĕпе. Хулана тырă памасан, мĕн пулать вара? Хресченсем тутă пурăнĕç ĕнтĕ, рабочисемпе салтаксем мĕнле? Россия патша-лăхĕ пĕтет вĕт ун пек. Пĕтĕм патшалăхра йĕркелĕх тăвасшăн ним чухлĕ те шухăшламаççĕ эсерсем.
Ирхи лару пĕтсен, Çимуна пĕр çын чарса тăратрĕ.
— Эсир Куçминкка вулăсĕнчи Каменка ялĕнчен-и? — ыйтрĕ вăл унран вырăсла.
Пысăк мар, хыткан, хăмăр куçлă, сарă уссиллĕ çын. Палламан çын. Анчах хăй Çимуна палларĕ пулать.
— Чим-ха, эсĕ Мăрзабай Тимушĕн ывăлĕ Çимун мар-и? — терĕ вăл чăвашлах хавасланнă сасăпа. — Мана палламастăн-и? Тайман Сахарĕ эпĕ.
— Сахар пичче! — хавасланса ӳкрĕ Çимун та. — Сана паллама та хĕн. Хитре сарă сухаллуна хырса тăкнă эсĕ, çавăнпа паллаймарăм.
Пĕлет Çимун: Тайман Сахарĕ унăн ашшĕн чи çывăх гусĕ пулнă, çавăнпа вăл тӳрех чуна тарăхтаракан япаласем çинчен калаçа пуçларĕ. Сахартан канаш ыйтнă пек калаçрĕ.
— Сана эпĕ, Çимун, ху пуян çемьерен пулин те, аçуна шаннă пекех шанатăп, — терĕ вара ăна хирĕç Тайман Сахарĕ. — Аçу пурăннă пулсан, халь пĕртте иккĕленмĕччĕ вăл — ун чухнех пупсене юратмастчĕ, турра ĕненместчĕ. Халăх мĕскĕн пурăннăшăн тарăхатчĕ... Атя-ха, кайса апатланар, кайран вара сана вырăс чăвашсемпе наллаштарăп.
— Пирĕн пата хăна çуртне каяр, ман шăрттан пур, — терĕ Çимун.
— Шăрттан çиес килет, анчах сирĕн пата, эсерсен йăвине, каймăпăр. Унта чăвашла калаçсан та, пире илтекенсем пулĕç. Чăвашран та эсерсем сахал мар. Пирĕн столовăйра большевиксен апатне çисе кур. Вара хула çынни мĕнле пурăннине лайăхрах туйса илĕн. Сан валли талон пур ман.
Апатланнă чух Сахарăн Çимун валли канашсем те тупăнчĕç:
— Пуян çемьерен тесе ан иккĕлен. Мучу сана пăхса ӳстернĕ ĕнтĕ, çапах та санăн хăвăн пуçу пур, — терĕ вăл. — Лешеккинчи тиечук ывăлне пĕлетĕн-и? Тĕлĕнтерем сана: вăл — большевик. Сирĕн халь тата унта çĕнĕ пуп — Мостовский Петр Сергеевич пур. Çавăн ывăлĕ те — большевик. Таса кăмăллă çынсем, пирĕн политикăна ăнланса çитсен, пурте большевиксен партийĕ хыççăн кайĕç. Съезда ан кай урăх. Унта мĕн калаçасси, мĕнле решени йышăнасси пирĕншĕн тахçанах паллă: «Хулана тырă парас мар. Совет влаçне пăхăнас мар. Учредительни собрани влаçĕсĕр пуçне урăх нимĕнле влаçа та йышăнас мар». Акă мĕнле калаçаççĕ вĕсем. Хресчен ĕçтăвкомĕнчи сылтăм эсерсем çавăн пек резолюцие малтанах хатĕрлесе хунă. Ку съезда — кулаксен съездне — эпир хамăр йышăнмастпăр. Кĕçех большевиксем пуçарнипе урăх съезд пухăнать — чухăнсен, вăтам хресченсен съезчĕ. Халлĕхе ăна ирттерме ерçеймерĕмĕр-ха. Пĕтĕм вăя Дутова хирĕç тăратмалла пулчĕ. Паян-ыран тата тепĕр пысăк отряд Оренбург еннелле ăсанмалла. Эпĕ те çав отрядпа каятăп.
Вĕсем çапла калаçса ларнă хушăра Тайман Сахарĕ патне пĕр çын пырса кайрĕ. Калаçнă чух çынни ăна товарищ Тайманкин тесе чĕнчĕ. Каярахпа Çимун унран:
— Сирĕн хушамат тĕрĕссипе мĕнле пулать, Сахар пичче? Кунта сана Тайманкин теççĕ, Рамаш хăйне Тайманов тесе çырать, — тесе ыйтрĕ.
Ывăлĕ пирки асăнсан, Сахар куçĕ ялтăртатса илчĕ.
— Рамаш çапла çырать тетĕн-и? Кам патне çырать, ăçтан çырать, мĕн çырать? Çухатнă вет эпĕ ăна!
Çимун Рамаш пирки хăй Трашук урлă мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Тайман Сахарĕ малтанах лара-тăра пĕлми савăнчĕ, каярахпа кулянса калаçрĕ:
— Пасарлăялта çемье темле пурăнать ĕнтĕ. Тăлăха юлнă килйыша Чулçырмана куçарасчĕ те... Тăван ялта çапах та çăмăлрах пулĕччĕ. Иккĕмĕш арăм манăн — Лисук — Селĕп Кириле йăмăкĕ. Чулçырмара тăванĕсем пулăшĕччĕç ăна. Халĕ Рамаш та çемьене пулăшаймасть пуль çав.
Калаçнă хушăра Тайман Сахарĕ сылтăм аллипе янахне шăлса турткаларĕ. Çимун, çавна асăрхасан:
— Сухаллуна нумай пулмасть хырнă пуль, Сахар пичче. Пӳрнӳсем халĕ те çук сухала ачашлаççĕ, — терĕ.
— Хĕ-хĕм, — тесе кулчĕ Сахар та, — сухал хырни икĕ çул çитсе пырать, пӳрнесем авалхи йăлана ниепле те манаймаççĕ. Халăха та, çавăн пекех, авалхи йăласене пăрахтарса çĕнĕпурнăç йĕрĕ çине куçарма хĕн çав...
Каçхине Тайман Сахарĕ Çимуна вырăс чăвашсемпе паллаштарчĕ. Вокзал çывăхĕнче, пĕр тăлăх карчăк патĕнче, пĕчĕк пӳртре пурăнаççĕ вĕсем. Икĕ пĕртăвана çапла ят панă Самар чăвашĕсем. Асли Алексей Васильевич ятлă, кĕçĕнни — Андрей Васильевич. Хушамачĕ Самарин пулать. Хăйсем вырăс, пурпĕр чăвашла чăвашран та таса калаçаççĕ. Калаçни кăна мар, хăйсене хăйсем чăваш тесе çӳреççĕ тата. Алексей фронтранах большевик пулса таврăннă, кĕçĕнни, учительте ĕçлеиĕскер, эсертан тухса, пиччĕшĕ хыççăн кайнă. Халĕ вăл та большевик.
Çак икĕ «вырăс чăвашăн» историне Сахар Çимуна малтанах каласа пĕлтерчĕ.
Хыр вăрманта, Самар юханшывĕ çинче, Ками-Сарма ятлă чăваш ялĕ ларать. Çав яла тахçан пĕр вырăс тимĕрçĕ пырса кĕнĕ, пырса кĕнĕ те çавăнтах пурăнма юлнă. Ками-Сармара унччен тимĕрçĕ пулман. Чăвашсем вырăса ялта юлма йăлăнса ӳкĕтленĕ. Тавралăх хитре пулнăран, ял çыннисем кăмăла кайнăран — килĕшнĕ вырăс. Халăх ăна Самар шывĕ хĕррине тимĕрçĕ лаççи туса лартма пулăшнă. Çынсен ырă кăмăлне манман вырăс,. хăй те вăй çитнĕ таран чухăн пурăнакан халăха пулăшнă: кивçенле ĕçленĕ, ытлашши чухăн çын валли укçасăр ĕçлеме те хатĕр пулнă. Шутсăр юратса пăрахнă ял çыннисем çак ырă кăмăллă вырăса. Хĕр шыраса ялтан тухса ан кайтăр тесе, ăна хăвăртрах авлантарма тăрăшнă. Хĕрне çавах вăл хăех тупнă: пĕррехинче тимĕр-тăмăр таврашĕ сутма хула пасарне кайнă та пасартан пĕччен мар, иккĕн ларса килнĕ...
Вырăсăн чăн-чăн хушаматне никам та тĕплĕн пĕлмен. Кам та пулин ыйтсан, вăл кулса: «Самар шывĕ хĕрринче пурăнатăп — Самарин пулатăп ĕнтĕ», — тенĕ. Çапла Ками-Сарма тимĕрçи таврари çынсемшĕн Самарин пулса кайнă. Ачисене те кӳршĕ ялта тĕне кĕртнĕ чух Самарин тесе çыртарнă. Темле «айăпшăн» влаçсенчен тарса пурăннăран çапла хăтланнă иккен вăл.
Икĕ ывăл ачине тимĕрçĕ мĕнпур вайне хурса вĕрентме тăрăшнă. Ӳссе çитсен, аслине салтака илсе кайнă, кĕçĕнни учительте ĕçленĕ. Чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ вырăс ачисем чăвашла чăваш пекех калаçма вĕреннĕ.
— Вырăсла кăшт самайрах калаçма вĕреннĕ чăваш вырăс хушшинче хăй чăвашне палăртма хăрать, эсир, вырăс пулин те, чăвашран йĕрĕнместĕр. Сире уншăн чăваш çĕршывĕнче халех палăк лартас пулать, — сăмах хушрĕ Çимун паллашнă хыççăн.
Икĕ вырăс чăваш сассисене дуэт юрланă чухнехи пек кйлĕштерсе ахăлтатса кулса ячĕç. Вĕсем яланах çапла: пĕр-пĕр сăмах калас умĕн малтан ахăлтатса кулса илеççĕ. Кулса лăпланнă хыççăн тин сăмах пуçлаççĕ, сăмах хушшинче каллех хушăран ха-ха! тени илтĕнкелет.
— Вырăсăн чăвашран мăшкăлласа кулас йăла ĕлĕк чăнах та тĕл пулкалатчĕ. Çав йăла пире малтанах йĕрĕнтерчĕ. Эпир вара шăллăмпа, хамăра хамăр чăваш тесе, çав йăлана хирĕç протест тăватпăр.
— Чăвашла таса калаçатăн, çапах «протест» сăмаха вырăслах çавăрса хутăн-ха!
— Пичче салтакра нумай пурăнса чăвашла калаçма мана пуçланăччĕ. Эпĕ ăна çĕнĕрен вĕрентрĕм. Тепĕр тесен, «протест» сăмах вырăс сăмахĕ те мар вăл, ют чĕлхерен кĕрсе вырăсланнă. Халĕ ăна чăвашлатас пулать, — терĕ кĕçĕнни.
— Алексейпе Андрей, чăнах та, чăвашран та чăвашрах ĕнтĕ, — терĕ халиччен сăмах чĕнмесĕр ларнă Тайман Сахарĕ. — Иван Васильевич вĕсене чăваш салтакĕсем хушшинче ĕçлеттерет. Нумай чăваша большевиксем енне çавăрчĕç вĕсем.
— Алексей Васильевич, Андрей Васильевич, Иван Ва-сильевич, — тĕлĕнчĕ Çимун. — Виççĕшĕ те пĕртăван-и вĕсем? Лешĕ те вырăс чăваш-и?
— Çук, лешĕ Самарин мар, Воробьев. Вырăс мар вăл, чăн-чăн чăваш. Хăй китай çынни е яппун çынни сăнлă. Кусем, куратăн, епле хитре, яштака çынсем. Лешĕ пысăк мар, çинçешке этем. Пăхма — çитĕнмен каччă пек, пуçĕ вара.. Аслă та пысăк вĕреннĕ çын ĕнтĕ. Ăна Куйбышев юлташ питĕ хисеплет. Хăвах курăн. Ыран паллаштарăпăр.
Тайман Сахарĕ çапла калаçса ларнă вăхăтра Çимун вырăс чăвашсене сăнаса ларчĕ. Чăнах питĕ хитре, кĕрнеклĕ йĕкĕтсем. Иккĕшĕ те пĕр сăнлă, кăвак куçлă çырă çынсем. Çапах расналăхĕ те пур. Кĕçĕннин пичĕ-куçĕ тăсăкрах, пĕвĕ вăрăмрах. Асли кăшт лутрарах, патвартарах. Пичĕ-куçĕ, шăллĕпе танлаштарса пăхсан, кăшт лапчăннă пек.
Чылайччен калаçса ларчĕç çак каç вĕсем пĕчĕкçĕ пӳртре. Çимун «хресчен» депутачĕсем вырнаçнă çурта таврăнмарĕ, çывăрма кунтах, вырăс чăвашсем патне юлчĕ. Анчах вĕсемпе пĕрле Дутова хирĕç çапăçма хăй те часах тухса каясса сисмерĕ-ха вăл.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...