Кĕпер :: Сурхури
Йăли çапла: малтан арçын ачаеем кашни киле кĕрсе сурхури юрри юрлаççĕ, вĕсене хуçисем кукăль, йăва парса яраççĕ. Кайран каччăсем вĕсен йĕрĕпе кĕрпе, çу пуçтарса çӳреççĕ.
Хветюк сурхури юрлама пĕлнĕрен Зар Ехим ăна ачасемпе ăсатрĕ. «Эсĕ, вĕт-шакăр атаманĕ пулса, сурхури юрласа пирĕншĕн çул уçса пырăн» — терĕ вăл. Хветюкĕ килĕшрĕ, анчах пуян килне кĕместпĕр, пуян пăттине çиместпĕр терĕ.
Каччăсем, урам тăрăх çӳресе, тулли хутаç-такмаксемпе таврăнсан, хĕрсем тулти пӳртре пăтă-нимĕр пĕçерме пикенчĕç. Каччăсем шалти пӳрте кĕрсе ларчĕç. Кун пек чух каччăсем вĕт-шакăра киле хăваласа яратчĕç. Паян вĕсене Хветюк хӳтĕлерĕ: «Пурте пĕр кĕтесре шăппăн ларăр. Шатра Микка юмах яма килет», — терĕ.
Шатра Микка — юмах ăсти — чăнахах килчĕ. Сурхури апачĕ пиçиччен пĕр вунă юмах ярса парать вăл.
Кĕтери Хветюка тулти пӳрте чĕнсе илчĕ те, пăшăлтата-пăшăлтата, ăна таçта ăсатса ячĕ.
Трашук сурхури вăййине кайма шутламарĕ. Кĕçĕр вĕсем Пăлаки патĕнче Мишша салтакпа лараççĕ. Осокинăн ыран хулана тухса каймалла. Пăлаки те вĕсене сурхури пирки астутармарĕ: иккĕшĕ пит кăмăллăн калаçса лараççĕ. Мишша салтак хăйĕн çамрăк тусне Ленин пурнăçĕ çинчен, Карл Маркспа Фридрих Энгельс çинчен каласа парать, «марксизм», «пролетариат» сăмахсем мĕне пĕлтернине ăнлантарать. Тен, ирчченех калаçса ларĕччĕç вĕсем, кĕç кĕтмен çĕртен Хветюк пырса кечĕ. Трашука сурхури пăтти çиме чĕнес шухăшпа килиĕ иккен вăл.
— Çук, çук, Хветюк, пымастăп. Пирĕн ĕç пур паян, — терĕ каччă. Мишша салтак урăхла шухăшларĕ.
— Сурхури пăтти тетĕн? Мĕнле унта сирĕн сурхури фронтĕнче? Каласа пар-ха пире те? — ыйтрĕ вăл ачаран.
— Мĕн мĕнли... Хĕрсем пăтă пĕçереççĕ, каччăсем юмах итлесе лараççĕ, Шатра Микка юмах çаптарать, — терĕ Хветюк. Хăй çавăнтах «хулăн» сасăпа Миккана витлесе илчĕ: — «Пурăннă, тет, пĕр патша...»
— Ну, артист эс, ача, — терĕ Осокин, кулса. — Елĕк сурхури пăтти çинĕ чух пуян каччăсемпе чухăн каччăсем çапăçатчĕç. Халь менле? Çапăçмастăр-и?
— Пирĕн урамра пуян каччăсем çук. Хаяр Макарпа Мăрзабай ывăлĕсем ялта пурăнмаççĕ. Вунă пуян каччă пулсан та, ирĕк памăпăр вĕсене. Парăнмăпăр. Халь Совет влаçĕ, — юрккăнланса хуравларĕ Хветюк.
— Маттур! — терĕ салтак, ура çине тăрса. — Атя-ха, Трашук, эпир те юмах кайса итлер.
— Ара, кайăр, кайăр, — хĕпĕртесе ӳкрĕ Пăлаки. — Эсĕ те каччă вĕт, Мишша хăта. Пирĕн пата сурхури ачисем килмерĕç. Этем йĕркинчен тухрăмăр пулать. Шалтикассем пире маннă. Малтикассем йышăнмаççĕ. Таçта анкартисем çумĕнче пурăнатпăр та... Кил-ха, Хветюк, кĕрпе парса ярам. Пирĕн сурăхсене те ан манăр.
— Ай, Пăлаки инке, кĕрпе унта килес çул пăтă пĕçермелĕх те çителĕклĕ. Иăва, кукăль парсан, илсе каятăп, — терĕ Хветюк. Çавăнтах: «Инке, пире кукăль пар. Парать, парать, ан кайăр», — тесе, салтака култарса ташласа илчĕ.
Пĕр хутаç кукăльпе йăва нарса ячĕ Пăлаки Хветюка, Трашука икĕ кашăк тыттарчĕ. Каччă илесшĕн марччĕ, анчах Мишша салтак: «Ил, ил. Сурхури пăтти çиме кирлĕ пулать. Халăх йăлинчен эпир те юлмăпăр», — терĕ те, хăех пĕр кашăкне илсе атă кунчине чикрĕ.
«Пурăннă, тет, пĕр патша», — тесе çĕнĕ юмах пуçланăччĕ Шатра Микка кусем Альтук аккан шалти пӳртне пырса кĕнĕ чух. Мишша-салтака курсан, юмахçă сăмахлама чарăнчĕ. Пурте салтак еннелле çаврăнса пăхрĕç.
— Ырă каç пултăр, каччăсем, пирĕн килес, — терĕ Осокин, кăмăллăн кулса, — Трашукпа иксĕмĕре йышăнатăр-и? Эпир те каччăсем вĕт. Сире юмах итлеме чăрмантармăпăр.
— Килĕрех, Михаил Антончă, иртсе ларăр, хăна пулăр, тĕпеле иртĕр, — пуриншĕп те саламларĕ юмахçă.
— Юмах итлеме килтĕмĕр, Никифор Иванович, — терĕ салтак çывăхраххисене алă парса тухнă хыççăн. — Сана юмах ăсти теççĕ. Патша мĕнле пурăнни çинчен каласа пар ĕнтĕ...
Шатра Микка хăйне çын вырăнне хурса «Иванович» тенĕшĕн пăлханнипе именсех ӳкрĕ, мĕнле юмах пуçланине те манса кайрĕ. Кăшт ӳсĕркелесе лăпланнă хыççăн çапах та вăл йĕре ксчĕ:
— Пирĕн юмах вĕçĕмсĕр вăл. Сун та суй. Çамрăксене йăпатас тенипе çеç суйса ларатăп. Эсĕ пире тĕрлĕ çĕрте çӳресе пурнăçра ху мĕн-мĕн курнисене каласа кăтарт-ха. Пирĕншĕн темле юмахран та хаклă пулĕ.
Осокин, çак сăмаха çеç кĕтсе ларакан çын пек, пĕр турткаланмасăрах:
— Юрать. Эпĕ те сире нĕр юмах ярса парам эппин, — терĕ. — Пурăннă, тет, пĕр патша, — Микка пекех пуçларĕ вăл юмахне. Шăпланнă ачасем пĕрне-пĕри куç.ран пăхса илчĕç. — Патши Микулай ятлă пулнă, халăх ăна «Юнлă Микулай» ят панă...
Тулти пӳртре хĕрсем пăшăлтатаççĕ:
— Мишша салтак килнĕ.
— Кам вăл? Ют ялсем-и?
— Арлă пуçпа мĕн туса çӳрет вăл каччăсем хушшинче?
Вара хĕрсене Альтук акка ăнлантарса лăплантарчĕ:
— Тимĕркке мучи пнччĕшĕн ывăлĕ вĕт вăл. Эпир хĕр чух каччăра çӳретчĕ. Салтака кайни вунă çул ытла пуль. Халĕ те авланман-ха. Иĕкĕтех пулать ĕнтĕ.
Осокинĕ тепĕр пӳлĕмре хăй юмахне малалла тăсать. Микулай патшаран пуçларĕ салтак сăмахне. Унтан çав Микулай патшан аслашшĕне революционерсем вĕлерни çинчен, Ленин пиччĕшĕ мĕншĕн пуçне хуни çинчен юмахласа каласа пачĕ. Çамрăксем сывлăш çавăрмасăр итлесе ларчĕç. Юмахçă Ленинпа Октябрь революцийĕ çинчен калама тытăнсан, салтак чăн пулса иртнĕ пурнăç çинчен юмахланине Шатра Микка çеç мар, каччăсем те, Хветюк ушкăнĕнчи ачасем те тавçăра пуçларĕç.
Пăтă пиçсен, Альтук акка каччăсене чĕнме алăк уçнăччĕ, анчах салтак юмах янине курсан, сăмах чĕнмерĕ, хăй те хăлхине тăратса итле пуçларĕ. Вара хĕрсем те шăппăн алăк патне пырса кĕпĕрленчеç.
— Малаллине хам та пĕлместĕп, — терĕ салтак юлашкинчен. — Малалли пулать-ха. Мĕн пулнине килес çул, тепĕр сурхури тунă чух каласа парăп... Халĕ сурхури пăтти çиме вăхăт çитнĕ, ав. Хĕрсем пире кĕтсе тăраççĕ.
Салтак ура çине тăчĕ, атă-кунчинчен кашăк туртса кăларчĕ. Çавна курсан, пурте кулса ячĕç, пăтă çиме хатĕрленчĕç.
Сурхури апачĕ пĕтсен, çур çĕр автанĕсем авăтсан, хĕрсемпе каччăсем урама тухрĕç. Унта Хветюк хăй ачисемпе виç-тăват купа улăм хатĕрлесе хунă. Каччăсем улăм куписем патне чупрĕç. Зар Ехим çывăхри купа патне пырса кукленчĕ. Çав вăхăтрах ун умĕнче çулăм ялкăшма пуçларĕ.
Урамра улăм çунтарса, вут урлă сиксе вĕçлерĕç каччăсем сурхури каçне. Çĕнĕ кун, Çĕнĕ çул пуçланчĕ.
Трашукпа Мишша салтак кĕпер урлă каçса сăрталла пăрăнчĕç. Малтикасра та, кĕпер çывăхĕнчех, каччăсем вут урлă сикеççĕ.
— Вут урлă сикес йăла ахальтен мар пуçланса кайнă, — терĕ Осокин. — Чăваш хĕвеле турă вырăнне хурса хисепленине пĕлтерет вăл. Кун вăрăмлана пуçланăшăн савăннипе çак йăлана пуçласа янă халăх.
Альтук акка патĕнче Кĕтерипе пĕрле Наçтук та пулнăччĕ. Каччăсем вут урлă сикнине вĕсем айккинчен сăнаса тăчĕç. Кайран, килкартине кĕрсен, Кĕтери акамне çанăран тытса чарчĕ.
— Кĕçĕр эпир хĕр шăпине тĕпчеймерĕмĕр. Атя, витене кĕрсе, сурăх ури тытар, — терĕ вăл.
— Витере вараланса çӳриччен, атя луччă кĕлетке тăвар, — сурăх ури тытасшăн мар пулса каларĕ Наçтукĕ. Хĕрсем вара карта хыçне тухрĕç те таса юр çине месерле кайса выртрĕç.
Кĕлетке сăнама вĕсем тул çутăлнă-çутăлман тухрĕç.
— Пуян килне качча каяп, — терĕ Кĕтери, ихĕлтетсе, Унăн кĕлетки çине пучахлă улăм пĕрчи пырса выртнă иккен.
— Эпĕ вилетĕп, — терĕ Наçтук, кулмасăрах. — Ман кĕлетке улăм кĕлĕпе вараланнă. Пурнăçăм улăм купи пек çунса кĕлленет пуль.
— Тĕрĕс каламаççĕ паян пирĕн кслеткесем, — чăннипех пăшăрхана пуçланă Наçтука лăплантарасшăн пулчĕ Кĕтери. — Эпир çур çĕр иртсен кĕлетке турăмăр. Сурăх урине çур çĕрччен тытаççĕ.
Наçтук Кĕтерие хирĕç сăмах чĕнмерĕ, пуçне чиксе, килкартине кĕрсе кайрĕ.
Хăйĕн мĕскĕн шăшше чăнахах сисрĕ пуль хĕр.
Пĕччен юлнă Кĕтери пĕр вырăнта тăчĕ-тăчĕ те хăй ăссĕн çуйăхса илчĕ:
— Ман кĕлетке çине пуш пучах ӳкни савăнтарчĕ тетним вара? Кĕтсех тăр! Пуян килĕ çине лач суратăп эпĕ, ак çапла! — шухă хĕр, чăнах та, улăм пĕрчи çине сурчĕ те, ташланă пек тапăртатса, хăйĕи кĕлеткине те, Наçтукăнне те таптаса хăварчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...