Пирвайхи юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Ирина, — терĕм эпĕ, савни куçĕнчен пăхса, — Хĕвел умĕнче вылякан шурăмпуç çăлтăрне асăрханă вĕт эсĕ? Çав çăлтăр яланах сана аса илтеретчĕ. Çутă ирсенче çав çăлтăр çине пăхаттăм та: «Ирина курать-ши сана?» — тесе ыйтаттăм...
Ирина каласа пĕтерме памарĕ.
— Эсĕ, Миша, — терĕ вăл, — такам вырăннех хуратăн пулас мана. Е юри çапла калатăн... Эпĕ — такамах мар, чăваш хĕрĕ кăна. Ман пеккисем пиншерĕн шутланаççĕ.
— Çук, çук, апла мар, — хирĕçлерĕм эпĕ, — пирĕшти-пуль эсĕ. Маншăн пулсан, юрăри çăлтăр витĕр выртакан çул та сан пата туртакан çул пулнă... Эпĕ ĕмĕтленни...
— Каллех ĕмĕтсем? — кулса илчĕ Ирина. — Асту, Миша, пурнăç тени ĕмĕтрен вăйлăрах...
— Мĕнле, мĕнле?
— Çаплах, — тĕрĕ вăл, илемлĕн кулса, — пурнăç тепле ырă ĕмĕте те таптаса хума пултарать...
Тĕлĕнтерчĕ Ирина сăмахĕ. Эпĕ ун çине ăмсанса пăхса лартăм.
— Калаха, Миша, — сасартăк ыйтрĕ Ирина, — мĕнле килме пĕлтĕн-ха çакăнта паян? Хăвах шутларăн-и, Борисов илсе килчĕ-и?
— Юрату çуначĕ илсе килчĕ.
...Чылай калаçрăмăр Иринăпа садра, чăрмантаракан пулмарĕ. Вăл мана курасшăн пасара тухни çинчен те ка-ласа пачĕ.
— Мĕнле тĕл пулайман вара эпир? — терĕм Иринăна. — Кольăпа нумай çӳрерĕмĕр пасарта.
— Кольăпа? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Ирина. — Эсир Кольăпа пулнă-и вара?
— Çавăнпа, — терĕм эпĕ. — Мĕншĕн тĕлĕнетĕн?
— Эсĕ, Миша, çынна ытлашши шанатăн, Кольăпа явăçма кирлĕ мар.
— Мĕншĕн?
— Аса ил-ха, мĕн пирки сивĕнтĕмĕр эпир икĕ çул каярах? Пĕлетĕп вăл сан пата мĕн-мĕн çырнине. Унсăр та эпĕ ăна лайăх пĕлсе çитрĕм. Уçă чунлă çынсемшĕн хăрушă этем вăл. Асту!
Çук, пăшăрхантармарĕ мана Ирина калани, савăнтарса ячĕ çеç. «Ав мĕнле шухăшлать вăл Коля пирки», терĕм ăшăмра.
Мĕн тери хăвăрт иртет иккен вăхăт савнипе чух! Сасартăк урамра лашапа тапăртаттарсакилни илтĕнсе кайрĕ. Ирина ура çине çĕкленчĕ.
— Илтетĕн-и? — ыйтрĕ вăл.
— Борисов çитрĕ пулмалла.
Эпир садран тухрăмăр, Борисова уçса кĕртрĕмĕр.
— Нумай çӳрерĕм-и? — ыйтрĕ вăл, лаша çинчен аннă май.
— Эпир вăхăта пăхман, — терĕ Ирина.
— Апла телейлĕ эсир, — кулса ячĕ Борисов.
— Çулĕ ăнăçлă пулчĕ-и? — ыйтрăм юлташăмран.
— Кайран калăп, — терĕ вăл.
Ирина лашине витене тăратрĕ те каллех пирĕн пата пычĕ.
— Тавтапуç лаша шанса панăшăн, — терĕ Борисов Иринăна.
— Мĕн тавĕ унта, — терĕ Иринă, — ямшăк лашин ĕçĕ çавă ĕнтĕ.
Эпир кайма тухрăмăр.
— Ăсатса ямăн-ши, Ирина? — тилмĕрсе пăхрăм эпĕ Ирина çине, урама тухсан.
— Ăсатас пулĕ, уй хапхи патне çитиччен...
— Эсир утăр-ха хуллен, — терĕ Борисов, — эпĕ ячейка секретарĕ патне кĕрсе тухам...
— Юрĕ, — терĕм эпĕ.
Хуллен утсах уй хапхинчен тухрăмăр. Чарăнтăмăр.
— Таврăнас пулĕ, — терĕ Ирина, каялла пăхса.
— Тăхта ĕнтĕ, — терĕм эпĕ. — «Хамăр хурама» патне те пулин çитер.
— Ой, пулмасть, — хыпăнса ӳкрĕ Ирина, — тепĕр чухне çитĕпĕр унта...
— Хăçан?
— Ыран тесен ыран пултăр.
— Чăнах-и? Миçе сехетре?
— Кăнтăрла иртсен, çак вăхăталла...
— Юрать, эппин, — килĕшрĕм эпĕ. — Суймалла мар вара!
— Айван! — терĕ Ирина, çумарах пăчăрăнса.
— Ыранччен апла? — пăхрăм куçĕнчен, савăннăскер. Ыранччен! — килĕшрĕ вăл.
Иринăпа ăшшăн уйрăлтăмăр. Кăшт кайсан, эпĕ çаврăна-çаврăна пăхрăм. Ирина та çаврăнчĕ, алпа сулчĕ те уй хапхинчен яла кĕрсе кайрĕ. Савăннипе эпĕ килелле çăмăллăн утрăм, чун хавалĕпе юрă шăрантартăм. Борисов хуса çитнине те сисмен.
— Ну, мĕнле, калаçрăн-и Иван Ильичпа?
— Калаçрăм. Шăпах хăйне тупма май килчĕ. Питĕ тĕлĕнчĕ... Ах, тытасахчĕ ку тăшмана, — терĕ Борисов, чышкине чăмăртаса.
17
Киле çитнĕ тĕле лăпах утă пуçтармалла пулнă. Ăна анне пĕчченех тавăрса типĕтнĕ иккен. Аван мар пулчĕ мана анне умĕнче...
Пахчана тухрăмăр. Борисов та пирĕнпе утă пуçтарма юлчĕ. Малтан утта тураса пуçтартăмăр, валемсем турăмăр, вĕсене çĕклесе капан вырăнне çитертĕмĕр. Никĕсне хыврăмăр та капан тума пуçларăмăр. Борисов çӳле тăчĕ, эпĕ сенĕкпе утă парсă татăм. Ĕç питĕ кал-кал пулса пычĕ вара. Кĕтӳ кĕртнĕ тĕле ĕç пĕтертĕмĕр.
— Тавтапуç, ачам! — терĕ анне Борисова. — Иксĕр пулман пулсан, мĕн курса ларăттăм паян...
Ĕç хуççăн Борисрв пирус чĕртнеччĕ кăна, ман патăма телеграмма илсе пычĕç. Эпĕ йăлăр-япăр уçса вуларăм: «Халех Шупашкара кил. Ыран Хула Комитечĕн пленумĕ уçăлать. Зарубий»
— Отпуск вĕçленчĕ, — терĕм, телеграммăна юлташăма парса.
— Мĕн пулнă тăта?
— Вула, Шупашкара чĕнеççĕ...
Борисов вуларĕ те телеграммăна нимĕн каламасăр каялла тавăрса пачĕ.
— Мĕнле апла, — пăшăрханчĕ анне, — эсĕ пĕр уйăх килте пулатăп тенĕччĕ-çке... Ыраш вырмасăрах каятăн-и?
— Каймалла çав, — терĕм эпĕ. — Тен, ыраш вырма таврăнăп-ха...
— Темле-çке...
— Халех тухса каяс тетĕн-и? — ыйтрĕ Борисов.
— Хĕвел аниччен Атăл хĕрне çитесчĕ, — терĕм эпĕ. — Çĕрлене юлсан, Атăл урлă каçасси...
— Вăл çапла ĕнтĕ, — килешрĕ юлташăм.
Эпир, аннепе сывпуллашса, çула тухрăмăр. Юлташ ăсатса яма пулчĕ.
— Эпир ыран Иринăпа тĕл пулас тенĕччĕ, — пĕлтертĕм эпĕ ăна, урама тухсанах, — халĕ ĕнтĕ улталанă пек пулса тухать...
— Ан пăшăрхан, — лăплантарчĕ Борисов. — Шупашкара каймаллине Вăрманпуçĕнче пĕлмен-çке эсĕ...
— Э-э, çук-ха, тăхта, эпĕ санран хут çырса парса ярам.
Уя тухсан, эпĕ Ирина патне, унрая каçару ыйтса, хут çыртăм.
— Çакна мĕнле те пулсан Ирина патне çитерме тăрăш-ха. Ыран кăнтăрлаччен.
— Юрĕ, — килĕшрĕ Борисов, — çитеретĕпех.
— Ну, тусăм, — терĕм эпĕ, ун аллинчен пĕчĕк чемодана илсе, — тавтапуç ăсатса янăшăн, капан хывма пулăшнăшăн... Каялла каятăн пулĕ ĕнтĕ.
— Çулу такăр пултăр, — терĕ вăл, алă парса — Шупашкара çитсен, çырса яр...
— Юрĕ, — терĕм эпĕ. — Эсĕ ху та Иван Ильич çуртне вут тивертекене тытнă-и, тытман-и — çырса пĕлтер вара.
— Ирина патне Шупашкара çитсенех çыру яр.
— Ан пăшăрхан, — терĕм те эпĕ, иксĕмĕр те кулса ятăмăр.
Юлташăмпа уйрăлсан, эпĕ хăвăртрах утма пуçларăм. Сукмак такăр, çанталăк лайăх, шăрăх иртнĕ, — мĕншĕн утас мар? Эпĕ вара чупнă пекех кайрăм.
Хĕвел анасси юман çӳллĕш юлнă тĕлемăн çул урлă каçса кайрăм. Çил çук пулин те, мăн çул çинчи ватă хурăнсем кашласа юлчĕç... Хĕвел аннă тĕле Атăл хĕрне çитрĕм, Атăл урлă каçма хатĕрленекен виçĕ çынпа пĕрле кимĕ çине лартăм. Çур Атăла çитсен, пиреп тĕлтенех туран анакан шурă пăрахут иртсе кайрĕ, пирĕн пĕчĕк кимме силлесе хăварчĕ... Эпир çырана тухиччен пăрахут пристане пырса ларма ĕлкĕрчĕ...
Анатран пăрахут çур çĕрпе тин килчĕ. Çавăн çине ларса, ирхине ирех Шупашкара çитрĕм.
Хваттерте çывăраççĕ-ха. Ирхи ыйхă ахаль те тутлă та вăл. Шаккасан-шаккасан, хваттер хуçи майри уçса кĕртрĕ.
Выртсанах çывăрса кайма пулмарĕ, Ирина шухăшĕ канăç памарĕ. «Юратать вăл мана, юратать! Тепре тĕл пулаймасăр тухса килнишĕн çеç ан кӳрентĕрччĕ. Ыранах, ыранах çыру çырса ярас». Лисукпа Борисовран та тĕлĕнтĕм çав. Пулаççĕ те çынсем! Лисукĕ пур, ачаранпах мана юратнă тенĕ çĕртех, Иринăпа иксĕмĕре çураçтарасшăн мĕнле тăрăшрĕ. Борисовпа иккĕшĕ пулăшрĕç те Ирина кăмăлне çавăрма! Ăçта курнă эсир кун пеккине?
Ирхине хама такам хытă силленипе вăрантăм. Куçа уçса пăхрăм та Алеша шăл йĕрсе тăнине асăрхарăм.
— Çитрĕн-и, «курортник»? — ыйтрĕ вăл, кулкаласа,
— Çиткелерĕм аран-аран...
— Атя, тăрса тумлан — терĕ Алеша, — чей ĕçкелĕпĕр те васкарах каяр...
Саккăр çурăра хваттертен тухрăмăр. Çул çинче Алеша вăхăтсăр чĕнсе илнин сăлтавне пĕлтерчĕ.
— Пачурана больницăна хучĕç, — терĕ вăл — Пленумра политвĕренӳ итогĕсем çинчен доклад тумалла. Кама тутарас? Хам пĕчченех юлтăм. Вара сана доклад тутарас тесе телеграмма çаптартăм... Доклад тезисĕсем хатĕр-и?
— Çук çав, — терĕ вăл, — санăн пăртак лармалла пулать...
Хула Комитечĕн пленумĕ кăнтăрла иртсен икĕ сехетре уçăлчĕ. Унччен эпĕ тезиссем хатĕрлерĕм, материалсемие паллашрăм, политвĕренӳ итогĕсем çинчен чиперех доклад туса патăм. Тухса калаçакансенчен хăшĕ-пĕрисем критиклерĕç те çав, мĕн тăвас тетĕр? Ĕçре унсăр пулмасть ĕнтĕ...
Пленум организациллĕ ыйтусем пăхса тухрĕ. Ман çине тепĕр ĕç тиерĕç: КТОМ (çамрăксен ĕçпе вĕренӳ комиосийĕ) председателĕ турĕç тата хула комитет секретарĕн заместителĕ пулма уйăрса лартрĕç. Пленумра Спасав юлташ пулчĕ, ман доклад тăрах пысăк сăмах каларĕ...
Отпуск тени çапла вĕçленчĕ вара. Уйăх вырăнне пĕр эрне те лайăххăн канса пулмарĕ.
18
Çулталăк хăвăрт иртсе кайрĕ, 1927 çул килсе çитрĕ. Çав çулхи çуркунне тĕнчери лару-тăру йывăрланни уйрăмах палăрчĕ. Англири консерваторсен правительстви хĕтĕхленипе, май уйăхĕнче темле эсрелсем «Аркос» (Англипе суту-илӳ тумалли совет обществи) çине пырса тапăннă. Майăн çирĕм улттăмĕшĕнче Англи правительстви Совет Союзĕпе Англи хушшинчи дипломатиллĕ çыхăнăва татса пăрахни çинчен пĕлтерчĕ. Июнĕн çиччĕмĕшĕнче Польша гражданинĕ шутланакан вырăс шурă гвардеецĕ СССР посолне — Войков юлташа вĕлернĕ...
Çĕршывра партипе халăх тăшманĕсем — троцкистсем — каллех пуçĕсене çĕклеме хăтланчĕç. Англи правительстви пирĕнпе дипломатиллĕ çыхăну тытма пăрахнă вăхăтра троцкистсем, 83 çын алă пусса, парти политикине хирĕçле «платформа» туни çинчен пĕлтерчĕç. Ку ĕнтĕ тĕрлĕ оппозиционерсен ултавлă платформисенчен чи ултавли пулнă...
Троцкистсем Мускавра еплĕ аташни çинчен КУТВра вĕренекен Борисов пĕлтерсе тăратчĕ. Эпир унпала тăтăшах пĕр-пĕринпе çырусем урлă çыхăнаттăмăр. КУТВа вăл иртнĕ керкунне кайса кĕнĕччĕ. Лисук Мăнъялта пурăнать, вулав çурчĕн заведующийĕнче ĕçлет...
Ирина Канашрах, шкултах ĕçлет. Вăл, эпĕ çырсан, каялла çырсах тăрать. Унăн юлашки çырăвĕсенче тунсăх палли сисĕнме пуçларĕ. Те çаплах пулчĕ вăл, те манна çапла туйăнатчĕ. Августăн пуçламăшĕнче илнĕ çырăвĕнче вăл Шупашкара куçас пек систернĕччĕ. Аван пулатчĕ те ĕнтĕ унпала пĕр хулара пурăнсан!..
Маншăн та пурнăç ку тапхăрта пĕр тикĕс шуса пычĕ темелле. Ĕç нумай чух вăхăт иртни сисĕнмест вăл. Çапах та çак хушăра асра юлмалли пĕр пăтăрмах тухрĕ-тухрех. Çапла пулчĕ вăл.
Пĕрреччен, апрель уйăхĕнче пулас, Алешăпа иккĕн мунчаран таврăнатпăр. Кайбулка кĕперĕ тĕлĕнче Алеша калать:
— Атя, пĕрер курка сăра кĕрсе ĕçер, манăн питĕ ăш хыпса килчĕ.
— Кĕрер, — терĕм эпĕ, хамăн та ĕçес килнипе. — Сăра лавккине кĕме пире аванах та мар пек те...
— Эпир унта ӳсĕрличчен ĕçме кĕместпĕр-çке, — терĕ вăл.
Лăпах пирĕн çул çинче, Кайбулка хĕрринче, «Теремок» ятлă сăра лавкки ларать. Кĕпер урлă каçрăмăр та çав лавккана кĕтĕмĕр. Курка сăра ĕçме вăхăт нумай кирлĕ-и? Ĕçрĕмĕр те çавăнтах тухса кайрăмăр. Пилĕк минутран ытла иртмерĕ те пулĕ. «Теремока» кĕнине куракансем пулнă иккен. Çавна эпир каярах пĕлтĕмĕр.
Июль пуçламăшĕнче, кăнтăрлахи апат хыççăн, Алеша мана кабинета чĕнтерсе шалтах тĕлĕнтерчĕ:
— Пирĕн çинчен хаçата заметка янă.
— Хăш хаçата, мĕнле заметка? — ыйтрăм эпĕ.
— Улатăрти «Трудовая газета» хаçата. Хула Комитечĕн работникĕсем — Зарубинпа Александров — ĕçке ерсе кайнă, сăра лавккисем тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ, тесе çырнă, тет.
— Ан тĕлĕнтер! — терĕм эпĕ. — Сăра лавккисем тăрăх хăçан çӳренĕ вара эпир?
— Çуркунне, мунчаран таврăннă чухне, «Теремока» кĕрсе пĕрер курка ĕçнĕччĕ-çке...
— Вăл ĕçке ерсе кайни пулать-и вара?
— Пулмасть те-ха, çавах аван мар.
— Ăçтан пĕлетĕн вара?
— Хаçатран заметкине партии хула комитетне ярса панă, мана инструктор кăтартрĕ.
— Вара пирĕн мĕн тумалла?
— Нимĕн те мар, чăннине калас пулать: пĕрре «Теремока» кĕрсе, пĕрер курка сăра ĕçнĕччĕ, тесе.
— Кам çырни паллă-и?
Ăна калама юрамасть, терĕç.
Эпĕ аса илтĕм: ара, «Теремокран» тухнă чухне Кайбулка кĕперĕ телĕнче Ленский Кĕркурийĕ тăратчĕ-çке! Çавă çырса янă хаçата! Аса илтĕм те çавна, кулассăм килсе кайрĕ. Пур çĕрте те ĕлкĕрет-çке çав шăпăрлан!
Тепĕр кунне партин хула комитечĕн инструкторĕ Иванов юлташ чăнах та хăй патне чĕнтерчĕ. Хаçатран ярса панă заметкăна вулаттарчĕ те:
— Тĕрĕсех çырнă-и çакăнта? — тесе ыйтрĕ.
— Пачах тĕрĕс мар, — терĕм эпĕ. Вара ĕç мĕнле пулни çинчен калаçа патăм. — Эпĕ кам çырнине те пĕлетĕп, — терĕм Иванов юлташа
— Кам çырнă?
— Ленский Кĕркурийĕ.
— Ăçтан пĕлетĕн?
— Эпир «Теремокран» тухнă чухне вăл кĕпер çинче тăратчĕ... Урăх никам та çырас çук çак элеке...
Ку ыйтăва парти хула комитетĕнче пăхса тухаççĕ пулĕ тесе шутланăччĕ. Апла пулмарĕ, комсомол комитетĕнче кăна пăхса тухрĕç. Иванов юлташ заметкăна вуласа парсан, бюро членĕсем ахăлтатсах кулма пуçларĕç. «Хăçан пулнă Зарубинпа Александров ĕçсе çӳрени? Вĕсем ку таранччен пĕр черкке эрех те ĕçсе курман пуль!.. Мĕнле элекçĕ çырнă ăна?..»
Заметка суя пулни çинчен редакцине пĕлтерес, тесе йышăнчĕç.
Ленский çакăнпа лăпланмарĕ-ха. Июль уйăхĕн вĕçĕнче хулари комсомол организацийĕн черетлĕ конференцийĕ пухăнчĕ. Хула комитечĕн отчетлă докладне сӳтсе явнă чухне каллех шуйттан шăтăкĕнчен Ленский сиксе тухрĕ. Вăл чăнах та производсоюзра ĕçлет иккен. Пĕтĕм сăмахĕ унăн Зарубинпа Александров ĕçке ерсе пăсăлса кайнă, тени пулчĕ. Президиума систереймерĕм-çке маларах Ленский епле çын пулнине... Тарăхрĕ пулмалла элеклĕ заметки пичетленмен пирки.
Президиумра ларакан Спасов юлташ хăйĕн сăмахĕнче хытă ятларĕ Ленские. «Зарубинпа Александрова конференци умĕнче варалама нихама та ирĕк памастпăр. Вĕсене парти комитечĕ лайăх пĕлет, çирĕп шанса тăрать», — терĕ. Ленский кăштах именмĕ пек пулчĕ. Пĕлет-ши çав çын именме? Темĕн çав...
Хула комитечĕн çĕнĕ составне суйланă чухне пире хирĕç калакан пĕр çын та пулмарĕ. Алешăна та, манна та комсомол хула комитетне çĕнĕрен, пĕр сасăллă пулсă, суйларĕç. Апла пулин те, конфереци хыççăн Шупдшкарта нумай ĕçлеме пулмарĕ. Республикăна районланă май ĕçлеме çĕнĕ района каймалла пулчĕ.
1927 çулхи кĕркуннеччен Чăваш республикинче пилек уезд (Улатăр, Патăръел, Шупашкар, Çĕрпӳ, Етĕрне) тата аллă сакăр вулăс пулнă пулсан, уездсемпе вулăссене пĕтерсе вунçичĕ район туса хунă.
Обкомол секретарĕ Вастрюк юлташ хăй патне чĕнсе çапла каларĕ:
— Ну, ачасем, сире çĕн районсене ĕçлеме ярас тет-пĕр, хирĕç пулмастăр-и?
— Мĕнле ĕçе? — ыйтрăмăр эпир.
— Райком секретарĕ пулма сĕнес шутпа, — пĕлтерчĕ вăл, — оргкомисси председателĕ туса ярас тетпĕр.
— Хăш района? — ыйтрăм эпĕ. — Алешăпа пĕрлех каятпăр-и?
Вастрюк юлташ кулса каларĕ:
— Çук, ачасем, иксĕре икĕ района ярас тетпĕр. Эпир Алешăпа пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр.
— Канаш районне кайма май çук-и? — ыйтрăм, Иринăна аса илсе.
— Май килмест, — терĕ Кирилл Кузьмич — Списока парти органĕсем пăхса тухнă, улăштарма май çук....
— Етĕрнетĕк Етĕрне пултăр, — терĕ Алеша, — мана пурпĕрех... Икĕ алла пĕр ĕç, тенĕ ваттисем.
— Хăçан тухса каймалла пулать? — харăсах ыйтрăмăр Алешăпа.
— Сентябрь варрийче ĕçе тытăнмалла пулать пулĕ, — терĕ Вастрюк. — Пат татсах калама пултараймастăп-ха, ыйтăва Мускав татса паман. Çывăхри вăхăтрах пăллă пулмалла...
Вастрюк патĕнчен тухсан, шухăша путрăм. «Хăçан курнăçăпăр ĕнтĕ Иринăпа? Эпĕ каякан район пачах Канашран урăх еннелле-çке-ха. Ирина куçать-ши Шупашкара? Куçас пулсан, хутран-ситрен курнăçма çăмăлтарах пулĕччĕ те. Канаша çитме сăлтавне тупайрас çук...»
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...