Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
— Огинскни полонезĕ, — пĕлтерчĕ пике кăмăллă сасăпа. Çакăнта эпĕ унăн куçĕ кăн-кăвак пулнине асăрхарăм.
«Мĕн вăл полонез? Кам вăл Огинский?..» — ыйтассăм килчĕ манăн. Шăпах çав самантра, пристане çитни çинчен пĕлтерсе, пăрахут вăрăммăн кăшкăртса ячĕ.
— Сĕнтĕрвăрри, — терĕ рояль калакан. — Атя, Луиза, тухса курар!..
4
Сĕнтĕрвăрринче пăрахут çине Ленский Кĕркурийĕ ларчĕ. Çав çынна манса каймах пуçланăччĕ ĕнтĕ эпĕ, анчах ăна манма çук пулас. Калаççĕ-çке: куккана куриччен курас килет, курсан хăсас килет, теççĕ. Кĕркури маншăн никам та мар та-ха, çавăнла та ăна çĕр çул курмасан та нимен те çухатман пулăттăм эпĕ. Çитменни çине Ленскнй тунă «ырă» ĕçсене те питĕ лайăх астăватăп-ха. Ăçтан манăн вĕсене? Комсомолăн Шупашкар хули конференцийĕнче пирĕн çинчен элек сараканни Кĕркури пулмарĕ-и вара? Зарубинпа иксĕмĕр çинчен суя заметка çыраканни Кĕркури мар-и вара? Çтаппан ĕçне аса илсен! Комсомолăн Мăнъял вулăс организацийĕн пухăвĕнче Çтаппана «сутăнчăк» тесе кам питлерĕ? Паллах, Кĕркури! Камăн сĕмсĕрлĕхĕ Çтаппана хăй çине алă хума хĕтĕртрĕ пулĕ? Ман шутпала, — Ленский (хушамачĕ мĕне тăрать) сĕмсĕрлĕхĕ, урăх нимĕн те мар! Ленский маларах тунă «ырă» ĕçсене асăнмастăп та...
Музыкантсем тухсан, самант хушши эпĕ рояль патĕнче шухăша кайса тăтăм, туйăм: кăмăла йĕркене кĕртесшĕн пултăм. «Огинский полонезĕ...» вĕлкĕшрĕ пуçăмра. «Çав полонез çинчен, унăн авторĕ çинчен мĕнле те пулин ыйтса пĕлес пулать, кама та пулин тилмĕрес пулать...»
Ленский Кĕркурипе эпĕ лăпах пусмана анса çитнĕ çĕре тĕл пултăм.
— Хисеплĕ Михаил Александрович, — хуçкаланса илчĕ вăл, — мĕн тери телейлĕ эпĕ сире курнипе... Ăçталла çул тытатăр, тусăм?
«Санпа туслă пуличчен, — шутларăм ăшăмра, — шуйттан çурипе туслă пулам!..»
— Района кайма тухнăччĕ те, çула май киле кĕрсе тухас терĕм. Эсĕ ăçта каятăн тата?
— Эпĕ те Мăнъяла, — терĕ вăл. — Ваттисене курманни нумай пулать... Эпĕ халĕ Сĕнтĕрвăрринче пурăнатăп. Атăл лариччен кайса килес терĕм... Хăш района каятăн вара?
Район ятне каларăм та, çынсене чăрмантарас мар тесе, алăк умĕнчен пăрăнтăм.
— Эсир манран тарасшăн мар пулĕ-çке, — хĕрлĕ сăмси çинчи куçлăхне илсе аллипе сăтăркаларĕ вăл, — çук, тусăм, эпĕ сире вĕçертместĕп паян, Мăнъяла çитичченех пĕрле пулăпăр... Хирĕçместĕр-и?
Манăн Кĕркурипе пĕрре те сăмăхлассăм килмест те, вăл сăпса пек çыпçăннинчен ăçта пытанас? Тепĕр тесен, вăл сӳпĕлтетнине итлесе пырса, çул кескелет... Атя, лăпăртаттăр-çке...
Çапла шутларăм та пăртак лăплантăм.
— Райкомол секретарĕ пулатăр, эппин?
— Тепле-ха, — терĕм эпĕ. — Халлехе ВЛКСМ оргкомиссин председателĕ кăна. Секретаре суйласси райконференцирен килет.
Ленский чĕнмерĕ, куланçи пулса илчĕ те хăй çинчен лепĕртетме, куçкĕретĕнех суйма пуçларĕ:
— Мана та пĕр района ярасшăн пулчĕç те, килтен инçе тесе, килĕшмерĕм. Атте-анне ватă, вĕсене пăрахас килмерĕ. Вастрюк юлташ темиçе хут та хăй патне чĕнтерчĕ, темле те ӳкĕтлесе пăхрĕ, эпĕ килĕшмерĕм. «Сĕнтĕрвăррине пулсан (хамăр района), килĕшетĕп», — терĕм. Анчах кунти района Соловьев юлташа малтанах çирĕплетнĕ иккен...
Ленский пуш параппана çаптарни маншăн пулсан питĕ паллă: Вастрюк юлташ ăна нихăçан та чĕнтермен, райкомола ĕçлеме ярасси çинчен çăвар та уçман. Апла пулсан, мĕншĕн-ха эпĕ ăна сӳпĕлтетме чармастăп? Вăл суйнине мĕншĕн тăрă шыв çине кăлармастăп?
Тӳррипе каласан, Ленский çине эпе тахçанах алă сулнă: лепĕртеттĕр-çке! Тен, вăл хăйĕн сăмахне хăй те ĕненмест. Тен, вăл, суйма тата каппайланма вĕреннĕскер, мĕн те пулин суймасăр лăпланма пултараймасть. Пытарас мар: Кĕркурие эпĕ комсомолец тесе пачах та шутламастăп. Унăн комсомол билечĕ пурри пирки те питĕ иккĕленетĕп. Ăçта та пулин учетра тăрать-ши вăл?
Çапла шутларăм та пĕр-пĕр çĕрте вырăн тупса ларас терĕм. Эпĕ хускалнине курсан, Кĕркури пиншак çаннинчен çатăрах ярса илчĕ.
— Ăçта каятăн, Александров юлташ?
Юпа пек çакăнта тăраймăпăр ĕнтĕ, пĕр-пĕр çĕрте вырăн кайса тупас.
— Сирĕн билет хăш класра вара?
— Тăваттăмĕшĕнче.
— Чăнах-и? — тĕлĕнчĕ Кĕркури. — Эпĕ сире çӳлте, иккĕмĕш класпа каять пулĕ, тесе...
Çавăнтах вăл аллине вĕçертрĕ те куляннă пек туса илчĕ.
— Апла пулсан, чăрмантарас мар, — терĕ вăл. — Эпĕ салона хăпарам-ха, кайран шыраса тупăп сире...
Эпĕ тăваттăмĕш класа кĕтĕм, пушă вырăн тупса, сак çине таянса лартăм. Пăрахут Сĕнтĕрвăрринчен уйрăлса кайрĕ, анаталла лайăх чашлаттарать.
«Кĕçех Чекуры пристанне çитетпĕр, — шутларăм ăшăмра, — Тĕттĕмре киле мĕнле утас?»
Пăрахут хыçĕнче, кормара, купăс сасси илтĕнчĕ, тутарла кĕвĕ. Купаспа пĕрле иккĕн-виççĕн юрлама пуçларĕç. Юрă савви тутарла пулин те, эпĕ лайăх ăнланатăп, мĕншĕн тесен ун пек юрă чăвашла та пур.
Итлесе ларнă çĕртех эпĕ тĕлĕрсе кайнă. Мĕн чухле вăхăт иртнĕ — пĕлместĕп, каллех Ленский пырса вăратрĕ.
— Авă ăçта пытаннă вăл!
Эпĕ куçа уçрăм, умра Кĕркури тăнине куртăм.
— Чăрмантармарăм-и? — ыйтрĕ вăл.
— Тутарсен хитре юррине итлесе, кăтăш пулнине те сисмен.
— Тутарсем юрлама çеç мар, ыттине те пултараççĕ.
— Мĕне, сăмахран?
— Калăпăр, лаша вăрлама, чăвашсене куç эмел вырăнне ăпăр-тапăр сутса улталама... «Тутар саккине саваласа лар», тенине илтмен-и вара?
Килĕшмерĕ Кĕркури вырăнсăр, ухмахла калаçни, çавах та эпĕ ăна каллех пӳлмерĕм. Мĕнех вара? «Алмантейăн аллă сурăх, аллăшĕн те пуçĕ çурăк», тесе ахаль каламан пулĕ ваттисем...
— Çӳле хăпарса лармастпăр-и? — ыйтрĕ Кĕркури.
— Мĕн тăвас унта?
— Сăра ĕçĕпĕр, пристане çитиччен çырткаласа илĕпĕр...
— Çук, эпĕ сăра ĕçместĕп, килте тунисĕр пуçне. Хам çавăнтах Кĕркури Зарубинпа иксĕмĕр çинчен суя заметка çырнине аса илтĕм.
— Авă мĕнле, — чеен пăхса илчĕ Кĕркури. — Апла пулсан, илемлĕ пикепе паллаштарам. Ну, хитре те-çке вара хăй: пике мар, пирĕшти тейĕн... Луиза ятлă, Мускаври консерваторире вĕренет.
Эпĕ сĕрме купăс калакан кăвак куçлă пикене аса илтĕм. «Кĕркури чăнах çав хĕрпеле паллашма ĕлкĕрчĕ-ши? Вăт шăпăрлан!..» Çапла шутларăм та, Луиза сăнарĕ те, вăл калакан кĕвĕ те тĕксĕмленнĕ пек пулчĕ.
— Пикесемпе паллашас шухăш манăн пачах çук, — терĕм Кĕркурие.
Çав вăхăтра çӳлтен капăр тăхăннă хура куçлăхлă этем пусма тăрăх анчĕ, пусма алăкĕ патĕнче тĕлĕрсе ларакан çĕтĕк-çатăк ачана тапса ячĕ.
Ачи пăлтăр-палтăр çеç çаврăнса ӳкрĕ.
— Мĕн хăтланатăр эсир? — кăшкăрмасăр тӳсеймерĕм эпĕ.
— Мĕн тĕлĕнетен? — кулкаларĕ Кĕркури. — Авалтанах каланă: «Гомо гомини люпус эст!»
— Мĕн, мĕн? — васкаса ыйтрăм эпĕ. — Нимеçле-и ку?
— Нимĕçле Мар, латинла, — мăкаçлăн каларĕ Кĕркури. — Чăвашла куçарсан, вăл: этемшĕн этем — кашкăр! тенине пĕлтерет...
Эпĕ шалтах тĕлĕнсе кайрăм, нимĕн калама аптраса, кӳç-пуçа чарса парахрăм, Кĕркури çине тинкертĕм...
— Тĕлĕнмелле пек-и? — кулкаларĕ вăл. — Çапла çав, ачам, эпир те ăна-кăна чухлатпăр, пире те тăмран туман... Авалхи латинянсем гомо тесе çынна каланă, люпус тесе — кашкăра. Этемшĕн этем — кашкăр пулнине вĕсем ун чухнех аван чухланă. Каярахри философсене илсен те, çав шухăша хӳтĕлекенсем сахал пулман. «Укекене тĕксе яр», — тенĕ Ницше. Çав тепри никĕсĕнче те авалхи латинянсем калашле: «гомо гомини люпус эст», е чăвашла: «этемшĕн этем — кашкăр», текен закон выртать...
Эпĕ текех тӳсме пултараймарăм.
— Сирĕл кунтан, халех сирĕл, сысна çури! — тесе хытă кăшкăрса пăрахрăм. Урса кайнипе, сăнран та улшăнтăм пулмалла, мĕншĕн тесен, çынсем пухăна пуçларĕç. Çавăнтах сиксе тăтăм та, Кĕркурине мăйĕнчен ярса илтĕм. Атăла чăмтараттăм пулĕ, çынсем чарман пулсан...
Пристаньтен тухсан, Кĕркури ман куç тĕлне урăх пулмарĕ. Эпĕ пĕчченех киле утрăм. Киле сĕм-тĕттĕмре пырса кĕтĕм. Аннепе чылайччен калаçса лартăмăр. Хушăран эпĕ аннерен Кĕркури çинчен ыйтса пĕлкелерĕм. Вăл, чăнах та, Сĕнтĕрвăрринче пурăнать иккен. Пĕр хуçа майри патне киле кĕнĕ, тет. Майри питĕ пуян, тет: икĕ хутлă чул çурт, кулач лавкки тытать, тет... Пĕр сăмахпа каласан, вĕçкĕн Кĕркурирен непач пулса тăнă! Хăй тата комсомол çинчен халаплама хăять! Тупăннă йĕксĕк, тепĕр тесен... Чăмтармаллаччĕ ăна Атăла!..
Ирхине çывăрса тăнă тĕле ман ятăмпа телеграмма килсе çитнĕ. «Камран пулма пултарать халĕ телеграмма?» — тĕлĕнтĕм хута алла илсе.
«Чи пахи вăл, — тенĕ телеграммăра, — çамрăклăхăн иксĕлми хăватне, ялкăшса тăракан хĕлхемне, пуласлăхăн çутă ĕмĕтне яланлăхах упраса хăварма пĕлесси.
Сывă пул, телейлĕ пул!
Ирина».
Çырлахтăр турă! Мĕнле ăнланмалла-ха çак хыпара? Мĕскер каласшăн Ирина?
5
Вăрмар станцине кăнтăрла иртсен чиперех çитрĕмĕр. Лавçăпа уйрăлсан, эпĕ станцине кĕтĕм. Перрон пушах. Кĕрхи йăваш хĕвел пайăркисен çутинче эрешмен картисем йăлкăшса иртеççĕ...
Поезд тепĕр сехетрен çитмелле. Эпĕ билет илтĕм те перронри тенкел çине лартăм. Октябрь пуçланчĕ пулин те, çанталăк ăшă. Маневр тăвакан паровоз сасси илтĕнет. Витрина çинче пысăк плакат, унта пысăк саспаллисемпе: «Индустри заемне çырăнса илер!» тесе çырнă.
Кĕсъерен Ирина телеграммине кăлартăм, ăна тимлĕн, васкамасăр вуласа тухрăм, шухăша кайрăм. «Мĕн чĕмери пулнă ку Иринăнă? Мĕн каласшăн-ха вăл çак телеграммăпа? Калас тенине Шупашкарта мĕншĕн каламарĕ?» Апла та капла шухăшларăм, пуçа темле çурсан та, шухăш вĕçне ниепле те тухаймарăм. «Тăрăхлас шутпа çаптармарĕ-ши Ирина телеграммине?» — тесе те пăхрăм. «Çук, Ирина апла тăвас хĕр мар...» — тесе лăплантартăм та хама, вăл шухăша сирсе ятăм.
Шухăшсем ниепле те хăпма пĕлмеççĕ. Акă, кĕре кĕтĕмĕр, вĕçен кайăксем кăнтăралла васкаççĕ, çынсем хĕл сиввипе кĕрешме хатĕрленеççĕ. Хĕл тени те ĕмĕрлĕхе килмест, унăн та пуçламăшĕ те, вĕçĕ те пулать. Хĕл иртсен, йăл! кулса ырă çуркунне çитет, пĕтĕм çутçанталăк, пĕтĕм çутă тĕнче тепĕр хут çĕнелсе çуталать тейĕн...
Çуркуннерен çăва тухнине сисмесĕрех юлатăн вара. Хресченшĕн пулсан, чи хĕрӳллĕ, чи паха вăхăт — ĕççи пуçланать. Çу кунĕ — хăналăх, тенĕ ваттисем. Çавăнпа та чăваш çынни мĕн авалтан çав кĕске вăхăтпа кирлĕ пек усă курма тăрăшнă. Çу иртсен, çырлана çӳремеççĕ, — асăрхаттарнă ваттисĕм.
Каллех кĕркунне, мăнтăр кĕркунне персе çитет: халĕ ĕнтĕ хресчен çынни тырпула пухса кĕртет, авăн çапать, пӳлмине тырă тултарать — хĕл каçма хатĕрленет. Çулталăк хушши çавăн пек тăватă тĕрлĕ улшăннин сăлтавне кам тупса пама пултарать? Хăшĕ лайăхрах-ши чăнах: хĕлле-ши, çулла-ши, кĕркунне-ши е çуркунне-ши?
Çамрăксем, паллах, çуркуннене ытларах хапăл тăваççĕ. Кăна ăнланма йывăр мар ĕнтĕ: чăнах та, кама илĕртмĕç ырă та савăнăçлă çурхи кунсем! Çуркуннепе пĕтĕм çутçанталăк çĕнелсе, тепĕр хут вăй илсе, патваррăн пурăнма тытăнать. Çавăнпа та çуркуннепе савăнман этем çук та пулĕ тĕнчере!
Çу кунĕсем пирки те çавнах каламалла. Çулла хресченшĕн вăрăм кун та кĕскен туйăнать, мĕншĕн тесен пĕтем пысăк ĕçе туса çитерме ĕлкĕрмелле...
Сивĕ хĕлен те ырă енĕ пурах пулĕ, ăна та сума сумасăр хăварас килмест. Хĕл — çутçанталăка канмалли вăхăт, çутçанталăка — этеме мар! Этемĕн хĕлле те, çулла та ĕç нумай, мĕншĕн тесен хĕлле те çулла та хырăм пĕр пекех выçать...
Алла пулсан, çулталăк хушшинче тăватă хут улшăнакан çутçанталăкран нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Ку япала питĕ вырăнлă иккен! Анчах пытармасăр, чĕрене йăлт уçса каласан, маншăн кĕркунне тени — çулталăкри чи паха вăхăт пек туйăнатъ. Мĕншĕн апла-ши?
Чăнах та, кĕрте куян та пуян, кĕрте салакайăк та сăра тăвать, теççĕ. Ку тĕрĕсех пулĕ, мĕншĕн тесен тыр-пула тирпейлĕн пуçтарса пӳлмесене тултарсан, темле хытă чĕреллĕ этемĕн те кăмăлĕ çемçелетех. Ĕçлеме епле савăк кĕркунне! Кĕраки тăватăн-и, авăн çапатăн-и, çĕр-улми кăларатăн-и е ытти ĕçе тăватăн-и, — ĕçленĕçемĕн ĕçлес килсе пырать. Савăнса ĕçленĕ вăхăтра ăшра та пулин юрласа яратăн...
Тепĕр чухне эпĕ çапла шухăшласа пăхатăп: кĕркуннене ытларах сума сăвасси хам кĕркунне çуралнипе çыхăнса тăмасть-ши'вăл? Мĕншĕн-ха, чăнах, кĕркунне çитсен, манăн ĕмĕт çуначĕсем сарăлса кайнă пек туйăнаççĕ шухăшпа эпĕ таçта-таçта çитсе çаврăнатăп, темтепĕр курса савăннă пек пулатăп...
Астăвăр-ха, Октябрьти аслă революци те лăпах хура кĕркунне пулса иртнĕ-çке! Пусмăрлăх тĕнчине аркатакан хĕрлĕ гварди отрячĕ те пирĕн яла малтанхи хут керхи сивере килсе çитрĕ. Эпĕ ун чухне йĕпе сăмсаллă ача кăна пулнă пулин те, çав аслă куна ĕмĕрлĕхех ăша хыврăм...
Станцирен дежурнăй тухрĕ, пысăк шăнкăравие шăнкăравларĕ. «Юнашар разъездран поезд тухрĕ пулас», — шутласа илтĕм эпĕ. Чĕремçĕм хытăрах тапма пуçларĕ. Ура çине тăтăм та перрон тăрăх уткалама тытăнтăм. «Кĕçех Канаша çитетĕп, — шутларăм, Иринăна аса илсе, — Шупашкартах-ши вăл е Канаша çитме ĕлкĕрнĕ-ши? Шухăшлать-ши вăл ман çинчен эпĕ ун пирки шухăшланă пек?..» Билета хатĕрлес тесе, алла кĕсъене чикрĕм те, билĕт выранне лапах Иринă телеграмма лекрĕ. «Сына пул, телейлĕ пул!» — пăшăлтатса каларăм телегрăммăри юлашки сăмахсене.
Вагона кĕрсе ларсан, канăçлăха пачах çухатрăм: ларма-тăма та пĕлми пултăм. Вагонта ирĕк, пĕтĕмпе те вунă çынтан ытла мар пулĕ.
Чӳречерен пăхма пуçларăм. Поезд киличчен пушах пулнă перрон тахăш вăхăтра тулса ларчĕ. Таçти шăтăкран вагонсем патне çăмарта, сĕт, сухан тата ытти япала сĕнекенсем сиксе тухрĕç. Мускавалла каякан капăр майрасем çыххи-çыххипе сухан илеççĕ. Поезд тапрансан, вагонри çынсем лăпланчĕç. Поезд хытăран хытăрах кайма пуçларĕ. Акă хура пĕлĕтсем сирĕлчĕç, хĕвел йăл! кулса ячĕ. Пушаннă хир çине çутăпа сулхăн ӳкнипе уй-хир улача кĕпе евĕр чăпарланать. Уй-хир çийĕпе пĕлĕт мĕлкисем шăва-шăва иртеççĕ...
Ирина шухăшĕ ниепле те хăпма пĕлмест. Ун пирки эпĕ тепле те шухăшласа пăхрăм. «Канаша çитсен, Ирина патне кайса килес мар-ши? Ăçта тупма пулать-ши ăна? Шкулта-ши вăл, хваттерте-ши? Шкулĕ тĕлне пĕлетĕп-ха, чиркӳрен инçе мар, терĕç...»
— Канашра поезд мĕн чухлĕ тăрать? — ыйтрăм эпĕ вагонпа иртсе пыракан проводникран.
— Çур сехет, — терĕ вăл.
«Çур сехет, — терĕм ăшăмра, — мĕн тума пулать-ха çав вăтăр минут хушшинче? — Тем тума та пулать — йĕкĕлтет ăшри пĕр сасă. — Тен, Ирина хăй те станцине тухать, тен, вăл хăй те сана курасшăн хыпса-çунса çӳрет... Акă сана савăнăçлă тĕлпулу!.. — Лăпăрти! — пӳлет тепĕр сасă. — Ăçтан кĕтме пултартăр вăл сана станцире? Тен, вăл халĕ Шупашкартан та тухман?..» Чипер ларнă çĕртех эпĕ çӳçенсе илтĕм, аптăранă енне тамбура тухрăм. Йĕплекен шухăшсем çавах ниепле те уйрăлмаççĕ.
«Канаша çитсен, — каллех йăпатрăм хама, — Ирина шкулне кайса килепех. Çулĕ нумаях мар вĕт унта. Вăр-вар кайса çаврăнса килетĕп те тинех ăшăма пусарăп вара. Çапла тăвас, çапла!..»
Вагона кĕрсе вырăна пырса лартăм кăна, паровоз мĕкĕрсе янине илтрĕм. Канаша çитсе ĕлкĕртĕмĕр те иккен. Акă, чарăнмасăрах иккĕмĕш Канашран иртсе кайрăмăр. Ахаль чухне кунта поезд самантлăха та пулин чарăнса тăраканччĕ, паян вара таçта васкать, чарăнма шутламарĕ те. Чӳрече патне пытăм. Эпир лăпах Канаш чиркĕвĕ патĕнчен иртсе каятпăр. «Çакăнталла ĕçлет ĕнтĕ Ирина»— мĕлтлетет шухăш пуçăмра...
Поезд Канаша çитсе чарăннă-чарăнманах перрон çине чи малтан сиксе антăм. Кунта Вăрмарти пек мар, халăх питĕ нумай. Эпĕ, Иринăна шыраса, çынсене сăнаса пăхрăм. Ирина çуккипе нимĕн тума аптраса тăтăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...