Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
Чăнах та, хăçан туйма пуçларăм-ха эпĕ çав усал чире?
Хусанти педтехнйкумран вĕренсе тухсан, эпир Кольăпа пĕрле кану çуртне кайнине пĕлетĕн ĕнтĕ, Миша. Кун пирки эсĕ мана тĕксе те илнĕччĕ, анчах пĕлместĕн-çке-ха Коля мĕскер хăтланнине. Аса илес килмест те ун çинчен, çавах та сана пĕлтересех пулать.
Чăнах та, вĕренсе тухнă хысçăн, профком пире. Кольăпа иксĕмĕре кану çуртне кайма путевкăсем панăчче. Каясса та эпир Кольăпа пĕрлех кайнăччĕ. Коля ун чухне хăйне йăпăлти кушак аçи пекех тыткалатчĕ вара.
Пурăнатпăр хайхисем кану çуртĕнче. Вырăн илемлĕ, кану çурчĕ пысăк кӳлĕ хĕрринче. Кулĕре час-часах шыва кĕреттĕмĕр, кимĕпе ярăнаттăмăр. Пĕрре, çапла, эпĕ пĕчченех шыва кĕме кайрăм. Хывăнтăм та шыва сикех патăм. Пĕр кана ишсе çӳрекелерĕм те шывран тухма шутларăм. Кĕпе-тумтире хывса хăварнă тĕле ситсен, шалт тĕлĕнсе кайрăм: манăн кĕпе-тумтирĕн шăрши те çук? Ăçта кĕрсе кайнă-ха вăл? Унталла-кунталла пăхкаласа илтĕм, хăва хушшинче лĕхлетсе кулнине асăрхарăм. Асăрхарăм та çавна, нимĕн шухăшламасăрах, тепĕр хут шыва сикрĕм, кӳлĕ варринелле ишсе кайрăм. Варринче шывĕ сивĕрех иккен. Эпĕ каялла çаврăнтăм та çырманалла ишме тапратрăм.
Хăва хушшинчен Коля тухрĕ. Вăл ман кĕпе-йĕме çӳле çĕклесе кăтартрĕ, шывран тухма ӳкĕтлерĕ. Эпĕ илтмĕш пултăм, хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕм. Хам питĕ шăнса кайрăм ĕнтĕ, шăлсем шаклатаççĕ кăна... Шывран тухмасăр виçĕ сехет таранах лартăм пулмалла...
Телее пула хĕрсем пырса тухрĕç, палатăра пĕрле пурăнакан тутар хĕрĕсем. Вĕсем Кольăран ман тумтире илчĕç, хăйне хытă намăслантарса пĕтерчĕç. Вăл кулкаланă пек пулма хăтланчĕ те, нар пек хĕрелсе, уйрăлса кайрĕ. Кану çуртне таврăнсан, хĕрсем ман инкек çинчен главврача пĕлтересшĕн пулчĕç, анчах эпĕ вĕсене чартăм. Вара хĕрсем мана хывăнтарса вырттарчĕç те вĕри чейпе сиплерĕç... Тепĕр ирхине эпĕ вырăн çинчен тăраймарăм. Мана сивчир чĕтретме пуçларĕ, вĕриленсе кайнăскер эпĕ вутра çуннă пек асаплантăм...
Киле таврăнас умĕн пăртак самайлантăм тесе шутланăччĕ, киле çитсен каллех кансĕрленсе ӳкрĕм, пĕтĕмпех вăйран супрăм, ыйхăра тарлама пуçларăм, час-часах куç хуралă-хурала кайнипе аптăраттăм. Больницăна çӳреме пуçларăм, анчах вĕсем мĕнле чир пулнине татăклăн каламарĕç, иртсе каять тесе йăпатрĕç. Çук, иртсе каясси пулмарĕ çав...
Канаша куçса шкулта ĕçлеме тытăнсан, каллех аптраса ӳкрĕм. Хула больницине кайрăм та, унта тин мана чахотка ерни çинчен пĕлтерчĕç. Сехре хăпса тухатчĕ вулĕ çавна пĕлсен! Мĕн тăвас тетĕн, этем тени тепле усала та хăнăхма пултарать, теççĕ те. Эпĕ те çак хăрушă чире хăнăхса çитрĕм пулмалла.
Декабрь уйăхĕнче комсомолăн уездри конференцийĕ пулса иртрĕ. Мана та унта делегата суйланăччĕ. Конференцире эпир каллех Кольăпа тĕл пултăмăр, анчах та ун çине пăхас та килмен пирки эпĕ унпа пачах калаçмарăм. Çав конференцире мана комсомолăн облаçри саккăрмĕш съездне делегата суйларĕç те, кайма пулмарĕ çав, мĕншĕн тесен, Çĕрпӳрен таврăннă хыççăн, эпĕ каллех аптараса укрĕм...
Пĕлместĕп, эсĕ илтнĕ-ши, илтмей-ши, — ун чухне мана ĕçлеме Шупашкара куçарасшăнччĕ. Сывлăх япăххине пула куçма килĕшмерĕм. Мĕнле ĕçе пулĕ, тетĕн эсĕ? Пионерсен облаçри бюровĕн инструкторĕ пулма! Шухăшласа пăх-ха хăвах, туберкулезпа чирлĕ çын пионерсен хушшинче ĕçлеме пултарать-и вара? Паллах, çук. Ăна кирек кам та çапла калама пултарать. Шкулта? — ыйтма пултарйтăн эсĕ. Унта та ачасемпех ĕçлемелле-çке! Шкулта мĕнле ĕçлетĕн вара? Ĕçлекелерăм çав, анчах малашне ĕнтĕ ниçта та ĕçлесси пулас çук. Шăпам тулчĕ пулĕ, Миша. Умра — тĕттĕм каç, сивĕ тĕттĕм каç тата масар кăна кĕтсе тăрать...
Çапла тӳррĕн каланăшăн ӳпкелешме ан васка-ха, тусăм, Миша. Пессимизм хупăрласа илнĕ тесе те ан кала. Эпĕ йĕркеллĕ ăспуçăмпах çыратăп, пурнăçăм çурти çунса пĕтрĕ ĕнтĕ, ӳнăн кĕске тĕпĕ кăна тăрса юлчĕ, вăл та пулин кĕç-вĕçех сӳнсе лармалла.
Пурнăç тени, Миша, кирек камшăн та питĕ хаклă. Анчах та çав хаклă пурнăç татăлассине курса тăракан çыннăн мĕн тумалла-ха? Кунĕ-кунĕпе куççуль юхтарса лармалла-и, е хуйхă-суйха хӳтерес тесе, ура хуçса ташша ямалла-и? Ман шутпала, вăл та, ку та вырăнлă мар!
...Ĕмĕтсем, Миша, манăн та çунатлăччĕ: çĕнĕ общество çуртне купаланă çĕрте манăн та пĕрер кирпĕч хывас килетчĕ. Май килмерĕ пулас... Ырă ĕмĕтсем сан пуçунта та сахал мар пулнине шанатăп эпĕ, Миша. Анчах та ĕмĕтсем пирки аса ил-ха эпĕ каланине. «Пурнăç тепле илемлĕ ĕмĕте те таптаса хуçма пултарать», тесе хамăр садра ларнă чухне каланине манмарăн-и? Чахотка çакланнă пирки каларăм вĕт çавна! Эсĕ чухлаймарăн пулас ун чухне...
Çитĕ пулĕ, Миша, калас тенине, виçĕ кун çырсан та, каласа пĕтерессĕм çук пулĕ. Тата пĕтĕмпех халран кайса çитрĕм, пĕр вăй татки те юлмарĕ...
Халĕ эпĕ больницăра выртатăп. Тĕрлĕрен эмел парса йăлăхтараççĕ, операци тăвас текен сас-хура та илтĕнет. Ăна та, кăна та шансах каймастăп эпĕ. Çĕрĕк ӳпке вырăнне çĕнĕрен резина ӳпке лартаймаççĕ-çке вĕсем. Çапла мар-и, тусăм?
Мĕнле ырă сăмах калас-ха сана, Миша, юлашкинчен? Мĕнпе йăпатас? Шупашкарта санран уйрăлсанах, эсĕ киле кĕреп тенине шута илсе, Мăнъяла телеграмма янăччĕ. Çавна илсе ĕлкĕртĕн-и? Илмен пулсан, унпа çапла çырнине те астăватăп: «Чи лахи вăл — çамрăклăхăн иксĕлми хăватне, ялкăшса тăракан хĕлхемне, пуласлăхăн çутă ĕмĕтне яланлăхах упраса хăварма пĕлесси. Сывă пул, телейлĕ пул!» Çакă пултăр ĕнте сана халалласа каланă юлашки сăмахăм. Çакăнпа уйрăлар пулĕ, тусăм...
Каçар, Миша, кĕçех манса кайман: пĕр поэт мана Хусанта Сергей Есенинăн юлашки сăввине чăвашла куçарса парнеленĕччĕ. Çавна темшĕн ярса парас килчĕ сана. Йывăра ан ил, тусăм:
«Уйрăлатпăр, тусăм, сывă пул,
Савнă тусăм, эсĕ ăшăмра.
Пӳрсе хунă пирĕн вăрăм çул
Улĕмрен тĕл пулма шантарать.
Ал памасăр сывă пул, сăмахсăр,
Ан йĕрсемччĕ, куççуль ан юхтар, —
Пурăнăçшăн вилĕм çĕнĕ мар-тăр...
Пурнăç тени хăй те çĕнех мар».
Кама юратăн-ши, Миша, эпĕ вилсен?
Ирина».
12
Кутсăр-пуçсăр çил-тăмана пула Канаша пирĕн поезд сĕм çĕрле тин çитрĕ. Çул çинче эпир икĕ хут чарăнса чылай тăтăмар. Тухрăм, хайхи, васкаса перрон çине. Çил-тăман çаплах вĕçтерет-ха, çӳлтен çума çеç чарăнать пулас. Станцири пысăк сехет çине пăхса илтĕм. Сехет йĕппи вуникĕ сехет те вунпилĕк минут кăтартать. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ: ирччен станцирех ларас-и е çĕр хутах Иринăна шырама каяс-и? Вокзала кĕрсе урай шăлакантан больница ăçтине ыйтрăм.
— Хăш больница кирлĕ сире? — терĕ вăл. — Канашра икĕ больница: пĕри чугун çул больници, вăл инçе мар, кунтах; тепри — хула больници, унта кăштах утмалла пулать.
Эпĕ нимĕн калама пĕлмесĕр аптăраса тăтăм. Çывăхри чугун çул больницине кайма шутларăм. Вăл чăнах та вокзалтан инçе мар. Çитрĕм те больница патне, алăк уменче тумтир çине çыпăçнă юра силлерĕм. Туртса пăхрăм алăк хăлăлĕнчен, алăкне питĕрнĕ иккен, алкумĕнче çутă çук. Шак-шак-шак! шаккарăм алăкĕнчен. Сас-хура илтĕнмерĕ. Эпĕ хытăрах шаккарăм. Шалта шăлтăр-шăлтăр туна сасă илтенчĕ.
— Кам унта, мĕн кирлĕ? — илтĕнчĕ шалтан.
— Уçăр-ха, — терĕм эпĕ, — уçăр васкарах...
— Кам кирлĕ сире?
— Эпĕ сиртен пĕр çын çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ те... Эпĕ каласа пĕтериччен алăк яри! уçăлчĕ те шурă халатлă пике курăнса кайрĕ.
— Кама шыратăр вара çĕр хута?
— Ястребова Ирина Петровна сирĕн патăрта выртать-и?
— Ястребова? — терĕ вăл, ман çине сăнавлăн пăхса. — Ирина Петровна?
— Самăй çавă, — терĕм эпĕ.
— Сирĕншĕн кам пулать вăл?
Эпĕ аптраса тăтăм. Мĕн тесе каламалла-ха ку пикене? Йăмăк тес-и, савни тес-и е арăм тесе калас? Шутласа тăма вăхăт çук — сестра кĕтсе тăрать, çавăнпа та эпĕ, куçа мăч! хупмасăрах, «арăм» тесе персе ятăм.
— Мĕншĕн çĕр хута килме шутларăр вара?
— Эпĕ килте пулман, — ăнлантарма тытăнтăм сесрана, — халь çеç çитрĕм те, Ирина больницăра выртать тенипе пĕр тăхтамасăр килсе курма шутларăм...
— Ирина Петровна питĕ йывăр выртать, — терĕ сестра, — эсир пĕлетĕр пуль мĕнле чирпе выртнине?
— Пĕлмесĕр, — терĕм хĕрӳленсе, — чахотка ӳнăн, сестра, ӳпке туберкулезĕ, эппин... Хăш палатăра выртать вăл?
— Улттăмĕшĕнче выртать те-ха, — терĕ сестра, — анчах халĕ ирхинеччен, эмеллекен врач киличчен, ăна курма пулмасть... Ăнлантăр-и?
— Лайăх ăнлантăм, — терĕм эпĕ, — чипер юлăр, эппин... Чăрмантарнăшăн каçару ыйтатăп.
Каларăм та çапла, больнйца патĕнчан пăрăнса, шухăшласа тăтăм... Чеховăн «Улттăмĕш номерлĕ палата» калавне аса илнипе çӳç-пуçăм вирелле тăрса кайрĕ... «Ăçта каяс халĕ, — иккĕлентĕм ăшăмра, — Хресчен çуртне çитсе вырăн йышăнас-и, вокзалтах çĕр каçас-и?» Апла-капла виçсе пăхрăм та, Хресчен çуртне çитсе вырнаçас терĕм. .
Телее пула, пушă вырăнĕ те тупăнчĕ Хресчен çуртĕнче. Тепĕр чухне, тем пек йăлăнсан та, вырăн тупса параймаççĕ унта, тенине темиçе çынтан та илтнĕ. Паян авă епле: ыйтнă-ыйтманах вырăн тупăнчĕ. Кĕтĕм те, хайхи, кăтартнă пӳлĕме, йăпăр-япăр салтăнса выртрăм. Анчах çывăрса каяймасăр нумай выртрăм. Ире яхăн çеç пăр-так кăтăш пулнă...
Çутăлнă тĕле çил-тăман лăпланчĕ, кăмăлăм та çĕкленсе кайрĕ: ара, Иринăна куратăп-çке паян! Шутлатăп: «Мĕнле кучченеç илсе каяс-ха Ирина валли?» Тăрса тумлантăм та Хресчен çуртĕнчен тухса кайрăм. Вок-зал буфетне кĕтĕм, Ирина валли панулми, апельсин тата шоколад илтĕм. Чун-чĕре хамăн Ирина патĕнче, чугун çул больницин улттăмĕш палатинче. Сисет-ши вăл эпĕ кунтине? Кăш та пулин кĕтет-ши мана?...
Пырса кĕтĕм, хайхи, больницăна. Коридорта шăп, никам та курăнмасть. Кĕçех пӳлĕмрен шурă халатлă самăр арçын тухрĕ. Вăл куçлăхне хăпартса ман çине чăр-р пăхса илчĕ, аллинчи стетоскопне сĕтел çине хучĕ.
— Кам кирлĕ сире?
Эпе ăна кам кирлине, ăçтан килнине каласа патăм, ĕнер çĕрле сестра кĕртменнине те манса хăвармарăм...
— Интересно, — терĕ вăл вырăсла, эпĕ каласа пĕтерсен, — а не перепутали вы больницу с гостиницей?
Эпĕ, ăнланайман пек пулса, шарламасăр тăтăм. Вăл мана çурăмран лăпкарĕ, хăйпе хирĕç ларма пукан пачĕ.
— Халлĕхе, çамрăк тусăм, — терĕ вăл, эпĕ вырнаçса ларсан, — Иринăпа иксĕмĕр Кох палочкисене хирĕç ăнăçлăн кĕрешетпĕр темелле, анчах...
Вăл мана куçлăх витĕр каллех чăр-р! пăхса илчĕ те, эпĕ малтанхи пекех ăнланайманнине кура, куçлăхне хывса, сĕтел çине хучĕ.
— Ăнланаймастăр, эппин?
— Ăнлансах çитеймерĕм-ха, — килĕшрĕм эпĕ.
— Акă мĕн, çамрăк тусăм, — терĕ вăл, куçлăхне тутăрпа шăлса. — Эсир ятарласах инçетрен килнине шута илсе, эпĕ сирĕнпе ним пытармасăр калаçасшăн. Тӳррипе калас пулсан, Ирина Петровнăн сывлăхĕ питĕ япăх: унăн виççĕмĕш стади чахотка, икĕ ӳпкине те туберкулез палочкисем çисе шăтарнă — каверна теççĕ вăл шăтăксене медицинăра. Халĕ эпир ăна пневмоторакс тăватпăр. Ку — хăйне евĕр операци пулать...
— Иринăна курма пулать-ши?
— Курма чаракан сăлтавсене пĕлместĕп халлĕхе, — терĕ вăл васкамасăр, — анчах малтан эсир килни çинчен систермелле пулĕ ăна.
— Тархасшăн, доктор, — терĕм эпĕ. — Хăвăртрах курасчĕ-çке.
Вăл мана хăйĕн кабинетне илсе кайрĕ, шурă халат тăхăнтартрĕ. Коридора тухсан, пукан çине лартса хăварчĕ те улттăмĕш палăтăна кĕрсе кайрĕ. Вăл Иринă патĕнчен тухассине кĕтсе шалтах супрăм. Питĕ нумай тăнă пек пулчĕ вăл унта. Тӳссе лараймасăр, эпĕ ура çине тăтăм, уткаласа çӳреме тытăнтăм. Çĕрлехи сестра килсе кĕчĕ, мана палласа илчĕ.
— Эпĕ сире палламан та, — терĕ вăл, кулкаланçи пулса, — куртăр-и Ирина Петровнăна?
— Халĕ тин кĕме хатĕрленетĕп.
— Иван Иванчпа калаçрăр пулĕ?
— Питĕ ырă çын, — мухтаса илтĕм врăча. — Ун пек лайăх çын сайра хутра çеç тĕл пулма пулать...
Сестра йăл-л! кулса ячĕ те пăрăнса кайрĕ.
— Çамрăк тусăм, — илтĕнчĕ Иван Иваич сасси, — килсемĕр кунта. — Улттăмĕш палатăн алăкĕ умĕнче вăл кăчăк туртса тăрать. Эпĕ ун патне хăвăрт çитсе тăтăм.
— Кĕрĕр, — терĕ вăл, — Ирина Петровна кĕтет сире... Эпĕ палатăна кĕтĕм те алăка хуллен хупрăм. Палатăра икĕ койка, пĕри — пушă, теприн çинче çӳлĕ минтер шурринче этем сăнĕ палăрать. «Ирина-ши ку е Ирина мар-ши?» — иккĕленсе тăтăм алăк патĕнче. Икĕ койки çинче те çын пулас пулсан, Иринăна палласа илес те çукчĕ пулĕ... Вăл, пĕтĕмнех халран кайнăскер, мана кĕтсе вырăн çинче выртать. Чи малтан эпĕ унăн черкке пек пысăк куçне асăрхарăм. Вăл чăнах та питĕ пĕтсе кайнă: куç айĕ кăвак сарнă, тутине сивĕ кĕл сăнĕ çапнă, эпĕ пĕлекен хитре Иринăн тĕсĕ те юлман.
Курчĕ-ши вăл, ман куçăмран пăхса, хăй палламалла мар улшăннинчен, çав тери начарланнинчен эпĕ тĕлĕнсе кайнине? Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче кăна эпĕ ăна ырă-сывă курнăччĕ-çке-ха! Ырă-сывах пулман çав вăл ун чухне. Çыру хыççăн пĕлетĕп ĕнтĕ халь...
Эпĕ, туйăм-суйăма палăртас мар тесе, ун койки патне утса пытăм та нимĕн чĕнмесĕр кăштăрканă вĕри тутинчен чуптуса илтĕм. Ирина сăмах та хушаймарĕ, тĕлĕннĕ пек-мĕн пек пулса, куçран пăхса илчĕ. Икĕ куçĕнчен куççуль шăпăртатса анчĕ... Эпĕ тӳсеймерĕм, ыталаса илтĕм те ăçтан килчĕ унтан: çӳçĕнчен, çамкинчен, питĕнчен чуптума пуçларăм.
— Ирина, чунăм, — терĕм, урăх сăмах тупаймарăм...
— Çитĕ, Миша, — терĕ вăл аран тухакан сассипе, — лăплан пăртак, лар пукан çине. Мĕнле шут тытрăн вара çакăн пек çанталакра килме?
— Саншăн пулсан, — терĕм эпĕ, каллех тутинчен чуптуса. — Тĕнче вĕçне çитме, тинĕс тĕпне анма, çунакан вута сикме кирек хăçан та хатĕр. Ĕненетĕн-и эсĕ çавна?
— Ĕненетĕп, тусăм, — терĕ вăл, тути хăйĕн йăл кулса ячĕ. Çавăнтах ман аллăма тытса чăмăртанă пек пулчĕ, юлашкинчен, выртаканскер, минтер çинчен çĕкленчĕ те хăюсăррăн çамкаран чуптуса илчĕ.
— Халĕ çитет, — терĕ вăл, пӳрнипе юнаса, — текех чуптума юрамасть. Кунта кашни самантрах кĕме пултараççĕ... Тата, — хушрĕ вăл, кăшт тăхтанă хыççăн, — пĕлетĕн вĕт ман чирпеле чуптума юраманнине...
— Çук, Ирина, — хирĕçлерĕм эпĕ. — Маншăн пулсан, чахотка пачах хăрушă мар. Эпĕ парăнмастăп ăна. Сана чуптуса эпĕ Кох палочкисене пĕтерсе пыратăп. Ман пирки эсĕ ан та шухăшла...
— Хаклă тусăм, — çамкаран каллех чуптурĕ Ирина, — эсĕ чăнах та пысăк оптимист иккен... Кала-ха, мĕнле хăрамарăн çакăн пек çанталăкра инçе çула тухма?
— Тӳсеймерĕм сан çырăвна вуласан, — терĕм эпĕ, Ирина вырăнĕ çине юнашар ларса. — Санăн çырăву эпĕ ялта чухне пырса çитнĕ, вăл çырупа пĕрлех тепĕр çыру, Мускавран илтĕм...
— Камран вара?
— Пĕл!
— Ăçтан пĕлес-ха манăн? Сан пата такам та çырма пултарать, тен, пикесем те çыраççĕ пулĕ...
— Шăпах çапла, — терĕм хавасланса, — пикепе каччă çырнă вăл çырăва.
— Камсем вара?
— Лисукпа Вася Борисов. Анчах текех вĕсем каччăпа хĕр мар — мăшăрланнă иккен.
— Чăнах-и?
— Чăнах пулмасăр. Суяççĕ пулсан, хăйсем суяççĕ, эпĕ мар...
Ирина куç умĕнчех улшăнчĕ, сăн кĕме пуçланă пичĕ шуралса, тĕксĕмленсе кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ, Ирина? Кансĕр пек-и-мĕн?
— Нимĕнех те мар, иртсе кайĕ-ха...
Эпĕ Ирина аллине илтĕм. Алли сивĕ, чĕрни кучĕсем кăвакарнă пек туйăнаççĕ.,.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...