Пăва çулĕ çинче :: Пăр тапранчĕ
Ирхи апат хыççăн атте мана текех йĕтем çине илсе каймарĕ.
— Хамăр шкула кайса пăх, Зоя Савельевна тепĕр хут тăваттăмĕш класа ларттăр, — терĕ вăл йăвашшăн, — килес çул хулара экзамен тытма çăмăл пулĕ.
Ку мăна шухăша ячĕ. Кӳршĕ ялти шкула эпĕ виçĕ çул каялла пĕтерсе тухнă. Епле-ха манăн, ханттарăн, халĕ унта тепĕр хут пырса кĕрес? Пăвара хамран кĕçĕн ачасемпе вĕреннине мана ялйышсем курмастчĕç. Кунта кӳршĕсем кашниех пӳрнепе тăсса кăтартĕç, шăл йĕрме тытăнĕç.
— Кунти шкултан эпĕ ахаль те аван вĕренсе тухнă вĕт? — турткаланма тытăнтăм.
— Вĕреннĕ те манса кайнă, — татса каларĕ атте, — Зоя Савельевна патне çӳрени сиен тумĕ. Вăл сана аслăрах шкулта вĕренмелли кĕнекесем те тупса парĕ.
— Ара, мана хамран кĕçĕн ачасемпе пĕрле çӳреме намăс мар-и? Çынсем кулма тытăнĕç акă.
— Кулни кулакан çумне çыпçăнĕ. Ăслă çынсем вĕреннĕшĕн никамран та кулмаççĕ. Пĕр-пĕччен пулсан, эпĕ хам та пĕрремĕш класа ларăттăм. Çемье пысăкки, хырăма тăрантарасси хуплать, — çилленсе каларĕ атте.
Аттене хирĕç мĕн тăвăн. Турăш умĕнче выртакан кивĕ учебниксене йăтрăм та Патăръелне тухса утрăм. Шкулта урок пуçланман иккен-ха. Класра учительница çук. Эпĕ хамран кĕçĕн ача-пăчасем алхаснине курса çилленнĕ пек пултăм, урай варринче йăваланакан икĕ шакла пуçа хăтăрса илтĕм. Вĕсем васкаса парта хушшине кĕрсе ларчĕç, кĕнекисене ярса тытрĕç. Ман çине тĕлĕнсе пăхакан ачасем часах шăпланчĕç. Пĕрремĕш çул вĕренекенсен группинче Ванюк шăллăм ларать. Вăл ман çине пăхма хăймасть, темшĕн вăтанать, нар пек хĕрелсе кайнă. Эпĕ, тăваттăмĕш çул вĕренекен ачасем патне пырса, малти парта хушшине кĕрсе лартăм. Хам паллакан ачаран мĕн вĕреннине ыйтрăм. Шăпах çак вăхăтра класа Зоя Савельевна пырса кĕчĕ. Эпĕ ăна хам мĕншĕн килнине пĕлтертĕм.
— Аçу тĕрĕс калать, — чуна çĕклентерчĕ учительница, — кăçал тепĕр хут тăваттăмĕш класра ларни пăсмĕ, килес çул кирек ăçта кайсан та экзамен тытма çăмăл пулĕ.
Уроксем хыççăн Зоя Савельевна мана хăй пурăнакан пĕчĕк çурта илсе кайрĕ, чăнах та, çĕнĕ кĕнекесем тупса пачĕ. Эпĕ, ăна тав туса, киле тухса утрăм. Тепĕр икĕ кунтан учительница мана уйрăм задачăсем паракан пулчĕ, грамматика тăрăх та ытти ачасенчен ытларах ыйтма тытăнчĕ. Эпĕ тăрăшса вĕренни ăна килĕшет-мĕн. Группăри хăшпĕр ачасем ӳркеннине курсан, Зоя Савельевна тӳрех ман çине кăтартать.
— Шкула похвальнăй листпа пĕтернĕ пулсан та тепĕр хут вĕренет. — тесе мухтать вăл.
Килте эпĕ аттепе аннене пулăшсах тăратăп. Ирхине шкула кайиччен анкартине тухатăп... Питĕ хĕнпе иртсе кайрĕ ĕç вăхăчĕ. Сивĕ кĕр çитрĕ.
Эпĕ пĕррехинче Пăла хĕррине шакăсене тĕрĕслеме антăм та тĕлĕнсех кайрăм: шыври кимĕ шăннă ларнă. Тинех пулă тытас вăхăт иртсе кайнине тавçăрса илтĕм. Вара шакăсене шывран кăларса çил çине çакрăм та кимме те çыран хĕррине типпе сĕтĕрсе тухрăм. Лаша кӳлсе килес те кимме паянах кунтан турттарса каяс терĕм.
Çак шухăшпа киле хăпартăм та, сасартăк пирĕн ялта пушар чанĕ çапни илтĕнсе кайрĕ. «Кам хуралти çунать-ши» тесе, урама чупса тухрăм. Тĕтĕм тухни курăнмасть. Пушар сарайĕнчен насус урапине кĕрĕлтеттерсе тухакан та çук. Каланча тăрринчи чанĕ çав-çавах вĕçĕмсĕр çапать. Ман пек унăн-кунăн çаврăнкаласа пăхакансем кашни кил умĕнчех икĕ-виçĕ çын тăрать...
Пушар чанĕ халăха пуçтарма чĕнет иккен. Пĕр самантра хурал пӳрчĕ умне ялйыш пухăнса тăчĕ. Эпĕ чи малтан Ухике куртăм, унтан унпа юнашар тăракан шинеллĕ çыннă асăрхарăм.
— Питĕрте рабочисемпе салтаксем влаçа хăйсен аллине илнĕ! — терĕ шинеллĕ çын. — Тинех эпир ĕмĕтленекен Совет влаçĕ пулса тăчĕ. Пуянсемпе улпутсен Вăхăтлăх правительствине хăваласа янă. Совет влаçĕ вăрçа пĕтермелле тунă, мĕнпур çĕре хресченсен аллине панă... Çак хыпар пĕтĕм халăха çĕклентерсе ячĕ. Пухуран эпир ялĕпех Савик хуттăрне кайрăмăр. Хуçа çуртĕнчи хĕçпăшалсене пурне те пухса тухсан, Ухик Савике анкартине ертсе кайма хушрĕ.
— Эпир акнă тырă ăçта?
Савик йĕтем хĕрринчи икĕ çĕртме капан çине тăсса кăтартрĕ.
— Ну, халĕ килне кĕрсе лар. Асту! Ниçта тухнă ан пул!
Пакартинчен пăвнă пек хĕрелсе-хуралса кайнă Савик, пуçне усса, хыçалти хапхинчен картишне кĕрсе кайрĕ. Эпир икĕ капанти кĕлтесене килĕрен валеçсе çав кунах яла турттарса таврăнтăмăр.
Тепĕр кун ирхине пирĕн шкула учительницăпа пĕрле Ухик пырса кĕчĕ. Эпир, ирхи кĕлĕ вулама хатĕрленсе, иконăсем енне çаврăнса тăтăмăр. Зоя Савельевна, пире кĕлĕ вулама чарса, çапла каларĕ:
— Халиччен сире пупсем тĕнче мĕнле пуçланса кайнине турă кĕнеки тăрăх вĕрентетчĕç, малашне эпир, учительсем, сире çĕр, хĕвел, уйăх, çăлтăрсем ăçтан тухса кайнине ăслăлăх кĕнеки тăрăх вĕрентетпĕр. Паянтан пуçласа шкулта турă саккунĕсене вĕрентме пăрахатпăр. Славян чĕлхи кĕнекипе молитвенниксене халĕ пуçтарăр та мана парăр!
Кун хыççăн Ухик те пирĕн ума тăрса сăмах каларĕ.
— Пирĕн çĕршывра текех патши те, улпучĕсем те хуçа пулса тăмаççĕ. Тинех çĕнĕ самана пуçланса кайрĕ. Малашне пире тĕнчери чи аслă çын — Ленин — хӳтĕлесе тăрать. Килте аçăрсене калăр, паянтан шкул пуçлăхĕ пуп мар, Зоя Савельевна пулать. Пупа шкула кĕртес те пулмасть. Ăнлантăр-и?
Эпир славян чĕлхи кĕнекипе молитвенниксене çийĕнчех учительница сĕтелĕ çине пухса хутăмăр, унтан Ухик хушнипе кĕтесри иконăсене антарса коридорти чăлана кăларма тытăнтăмăр. Иисуса тытнă турă амăшĕ пирĕн шкулти чи пысăк иконăччĕ, ăна пĕр енчен эпĕ йăтрăм, тепĕр енчен Вашка Илюшĕ тытрĕ. Йывăр хăй, эпир ăна аран-аран алăк патне йăтса çитертĕмĕр те чарăнса сывлăш çавăрса илтĕмĕр. Пире хирĕç шкула хура тумлă пуп пырах кĕчĕ. Эпир икона йăтса тухнине курсан, вăл «свят, свят» тесе сăхсăхре те, пирĕн çула пӳлсе, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ, Зоя Савельевнăна Ухике асăрхарĕ. Темскер каласшăн пулчĕ. Учительшща ăна тӳртĕн çаврăнса тăчĕ те ачасене парта хушшине кĕрсе ларма хушрĕ. Урок пуçланчĕ. Пуп тахшине ылханса «анафема» терĕ те каялла тухса чупрĕ (эпир вăл чупса кайнине ура çине тăрсах шкул чӳречинчен пăхрăмăр).
Тĕлăнмелле кунсем персе çитрĕç. Шкултан пупа хуса кăларнă пирки чиркӳ старости пирĕн атте-аннене тĕтхĕртсе çӳреме тытăннăччĕ: «Турă саккунĕсене пăхăнман учительница ача-пăчасене мĕне вĕренттĕр, шкула çӳренин усси те пулмасть», — текелесе, Зоя Савельевнăна тиркеме хăтланнăччĕ, анчах ял тăрăх тепĕр хыпар сарăлчĕ: Аслă Патăръелĕнчен çĕрле ĕлĕкхи уретник Муратов тухса тарнă.
Кун пирки асатте çапла каларĕ: «Пĕлмен вĕт, вăл тарассине пĕлнĕ пулсан, йытăпа вăслатнă пулăттăм».
Шкултан иконăсене кăларни Муратов тарнипе танлаштарсан мĕн вăл? Ялйышсем шкул пирки калаçма та пăрахрĕç. Пур çĕрте те малашне çĕр хуçи — земски мар, Совет пуласси çинчен сăмахлаççĕ.
Хĕл варринче аттепе Ухик Пăвана тухса кайрĕç. «Уесри хресченсен сьезчĕ пулать», — тесе хăварчĕç. Ун чухне эпир «сьезд» сăмах мĕне пĕлтернине чухласах кайман та, пурпĕрех аттене халăх темле пысăк ĕç тума суйласа янине тавçăрнах вара. Пĕр эрне иртсен, атте киле таврăнчĕ те пире Андрей Павлович Широкова курни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ:
— Вăл халĕ кĕпĕрнери хуçалăх председателĕ, Пăвана сьезд ирттерме çеç пынă. Вăт самана!
— Ĕлĕкхипе танлаштарсан, кам пулать ĕнтĕ вăл? — терĕ анне.
— Кĕпĕрнатăр! Вăт кам вăл!
— Тупата-и? Халĕ ун пек пысăк улпута та ĕçлекенсенченех тăваççĕ-и? Тамаша! Акă вăл райри пурнăç тинех çитрĕ иккен. Андрей Павлович хура халăха хур кăтартас çук ĕнтĕ. Турри сыхлатăр ĕнтĕ ăна, ĕмĕрĕ вăрăм пултăр! — тесе, анне сăхсăхсах кĕлтурĕ.
— Улпут тетĕн, — аннене тăрăхласа илчĕ атте, — Нимле улпут та мар — председатель! Пурне те вăл «юлташ» тет. Хăйне те «юлташ» тесе чĕнеççĕ. Улпутсене Чĕмпĕрте тымарĕпех кăкласа тăкрăмăр тет.
— Çĕре чăнах та хресченсене памалла турĕç-и? — малалла тĕпчет анне.
— Вĕренесси çинчен мĕн каларĕç? — тетĕп эпĕ те. Каçхине пирĕн пата асатте, Лăриванпа Шаккаман, кӳршĕсем пырса ларчĕç. Хресченсен сьездĕнче уесри комиссарсене суйлани çинчен хыпар туса, атте тепĕр япала пĕлтерчĕ: мана вăрçăччен шыва каясран хăтарнă Михаил Алексеевича çĕрĕç комиссарне суйларăмăр терĕ. Стьезда ăна Шăмăршă вулăсĕнчен суйласа янă имĕш.
— Сана палларĕ-и, алă пачĕ-и, мăнкăмăлланса кайман-и? — хăйĕннех тĕпчет анне, — хăнана чĕнмеллеччĕ. Тен, вăл халĕ Савик хĕрне те хăйпе пĕрле хулана куçарĕ.
Атте хуларан илсе килнĕ хыпарсем пуринчен ытла асатте кăмăлне çĕклентерсе ячĕç. Вăл хăйне куланай пухакансен хурлăхĕнчен Андрей Павлович хăтарнине аса илчĕ.
— Пирĕн пек халăхшăн тăракан çын таçтан паллă çав: ахаль мар ăна ĕлĕк патша Мускавран хуса ямалла тунă, — тесе, асатте Андрей Павлович пирки чылайччен калаçса ларчĕ.
Кӳршĕсем тухса кайсан, атте тата тепĕр хыпар пĕлтерчĕ:
— Мана Пăвана чĕнеççĕ, ĕлĕкхи земство мастерскойне ĕçе илетпĕр теççĕ. Каяс пулĕ тетĕп. Тен, унта пурăнсан, Сантăра та малашне вĕренме çăмăл пулĕ.
Анне сасартăк хурланса ӳпкелешме тытăнчĕ.
— Икĕ çул вăрçăра çӳрени çитмест, халĕ пире хăв ирĕкӳпех пăрахса хăварас тетĕн-и-мĕн?
— Малтан хам кайса вырнаçам-ха, унтан çемйипех куçăпăр.
Анне кунпа та килĕшмест:
— Эпĕ, чăваш хĕрарăмĕ, ăçтан-ха унта хулана пырам. Ниçта тухса кĕреймĕп, вырăсла та пĕлместеп. Хурăнташсем те инçе пулаççĕ.
— Тутарла пĕлетĕн, — терĕ атте, — Пăвара унта çурри ытла тутар пурăнать.
Эпĕ атте ĕлĕкхи земство мастерскойне кĕме шут тытнине илтсен, каллех Пăвана каясси çинчен çеç ĕмĕтленсе çӳрекен пултăм.
Патшана вырăнтан кăларнăранпа çулталăк иртрĕ. Çĕнĕ самана этем кăмăлне çеç мар, çанталăка та улăштарнă пек туйăнать. Тен, çавăнпа кăçалхи хĕлĕ те хĕл пек мар. Шартлама сивĕ те, урăм-сурăм тăман та, çил те, лапра юр та пирĕн ялйышсене чăрмантарса тăмарĕ: кăнтăрла вĕсем вулăса чупаççĕ, каçсерен — хурал пӳртне пухăнаççĕ. Совет влаçĕ çĕре пĕтĕмлех хресченсен аллине памалла туни кама çеç савăнтармасть-ши? Окопран таврăннă салтаксем те, ватă мучисем те, инкесемпе аппасем те, яш-кĕрĕмсем те çĕнĕрен çуралнă пек тулли те ырă кăмăлпа çӳреççĕ.
Акă март уйăхĕ те çитрĕ. Чăвашсем ăна пуш уйăх теççĕ. Кăçалхи мартра пирĕн ялйышсемшĕн пĕр пушă кун та пулмарĕ вара. Çĕре çĕнĕ йĕркепе валеçесси пĕрре те канăç памарĕ.
Хĕвел хĕртсе пăхмассеренех çанталăкĕ çемçелет. Хирти юр шурă тăхлан пек çуталса кайрĕ: куçа йăмăхтарать. Ялти кивĕ хуралтсемпе çара йăмра хуллисем те çĕнелнĕ пек туйăнаççĕ. Çуркуннехи хĕвел кам кăмăлне çĕклентермĕ? Пĕрин те пӳртре ларас килмест. Урамра кунĕпе ватти-вĕтти кумать. Каçкӳлĕм Патăръелĕнчен таврăнакансем кашни кил умĕнчех чарăнса тăраççĕ, мĕн илтнине каласа кăтартаççĕ. Вулăсра халĕ Савик хăраххи Сăкăт пуянĕ мар — фронтран таврăннă Ярхун Сахарĕ ларать. Ĕлĕк вăл кӳршĕ ялти чи тĕкĕннĕ çынччĕ. Пĕр çулхине унăн тыррине пăр çапса каятчĕ, тепĕр çулхине ĕни вилетчĕ е çурт-йĕрĕ çунса каятчĕ... Хуçалăхри инкек-синкек çитмен, çемйинче те Ярхун телейсĕр пурăнатчĕ. Çичĕ хĕр ӳсетчĕç, пĕр ывăл çукчĕ. Ывăл çуралмасăр ĕлĕкхи йĕркепе кам çĕр хушса патăр. Тертленетчĕ Ярхун пĕр ят çĕрĕпе. Вăрçă вăхăтĕнче унăн кил-çурчĕ пушшех те юхăлса кайрĕ. Фронтран аманса таврăнсан, вăл, паллах, хуçалăхне çĕклеме пултараймарĕ. Апла пулин те, халăх хушшинче халс ăна чи сарăмлă çын вырăнне хурса хиселлеççĕ. Ухик те çартан таврăннă-таврăнманах Ярхунпа туслă пулчĕ. Пĕр-пĕрне вĕсем кирек ăçта та пулăшса пыратчĕç. Ухике уесри комитета суйланă хыççăн вулăсра ун вырăнне Ярхун юлчĕ. Халăхра ăна «Ухик хăраххи» теççĕ.
Ухик, хулара пурăнать пулсан та, пирĕн вулăса килсех тăрать. Ялйышсем ăна пĕрмай тарават. Акă паян та, вăл килнине пĕлсе, халăх хурал пӳртне пухăнчĕ. Унта «чăх куçĕ» çеç хевтесĕр çунать пулин те, ĕлĕкхи пек тĕксĕм мар — кунта килнĕ кашни мучин ялкăшса тăракан куçĕсемпе çуталса капăрланнăн курăнать. Сăмаха кирек хăçан та манăн асатте тапратать, çывăхри утелне çĕрне илме май пуррине пĕлесшĕн вăл. Кунĕпе вулăсра пулнă Ухик чăвашла хаçатсем илсе килнĕ. Малтан вăл аслă тĕнчери хыпарсене пĕлтерет, тĕтĕм тĕтĕрсе ларакан «чăх куçне» хăй çумнерех лартса, хаçат вуласа парать. Асатте ăна пӳлмест. Асатте пĕлет: халĕ ĕлĕкхи самана мар — çĕнĕ тĕнче мĕнле сывланине те астуса тăма пулать. Ухик хаçатне вуланă май пĕрре асатте çине, тепре Шаккаманпа Лăриван старик çине куç хӳрипе пăхса илет.
Виççĕшĕ те хутран-ситрен ĕнсине хыçкаласа илеççĕ, кăштах темшĕн кăмăлсăр пулнăн, ырхан питçăмартийĕсене перкелеççĕ, тем çитменнĕн пăхкаласа, алă тупанĕ çине ӳсĕркелеççĕ. Ĕлĕк ялта Ильпăраспа Керим хуçаччĕ, пĕри староста, тепри ĕлĕкхи куштан — никама куç уçтармастчĕç, халăхри мĕнпур ĕçе пĕлсе тăраканнисем те вĕсемехчĕ. Халĕ, Ухик Пăвари сьезда кайса килнĕренпе, ялйышсем унăн куçĕнчен çеç пăхса тăраççĕ» ваттисен кăмăлне пĕлес килсен вара асаттерен ыйтаççĕ.
Асатте сăмаха тавăрса каличчен хăйпе тачă тăракан Шаккаманпа Лăриван çине пăхса илет, вĕсен куçĕ-пуçĕ тăрăх вăл пĕтĕм ăстăнне, кăмăлне, чун-чĕрери ĕмĕтне туять. Асатте йăнăшмасть. Унăн шухăш-кăмăлĕ кирек хăçан та пĕтĕм ялйышăннипе пĕр пек пулать. Тен, çавăнпа та Ухик, асатте кăмăлсăр пулнине курса, аллинчи хаçатне вулама чарăнать, пуçне çĕклесе, хулăн сăхманпа кĕрĕк тăхăннă çынсем çине юриех вăраххăн пахса тăрать. «Эсир мĕн кавар тытнă, пуçăрта мĕн шухăш?» — теççĕ унăн çивĕч куçĕсем.
Асатте икĕ енне талпăнса тăран сухалĕсене якатса ӳсĕрем пекки тăвать. Шаккаманпа Лăриван, сак çинче ларнă çĕртен кăштах сиксе, асатте çумнерех шăваççĕ, ахăртнех, ăна хăюлантарасшăн, «тапрат сăмахна, эпир кунтах вĕт, сан хутна кĕрĕпĕр» тесе систересшĕн. Асатте хăраса тăраканни мар.
— Эсĕ, Ухик шăллăм, çĕре, юр кайсан, ятран валеçетпĕр тетĕн. Шаккаман тантăш иккĕленет-ха кунта, — юлташне тăрăхланăн ялкăшса илет асатте. — Ĕлĕкхи саманара унăн ултă ят пулнă, пилĕк ят çĕрне вăл ĕмĕрлĕхех Савик хуçана сутнă пулнă. Хăй пĕр ят çĕрпе çеç тертленсе пурăннă. Ну, калăпăр, çуркунне çитĕ, юр кайĕ, эпир ялĕпе уя тухса ятран çĕр валеçĕпĕр. Хĕрарăмсене те арçынпа тан çĕрлĕ тăвăпăр. Манăн Шаккаман тантăш çемйине, вунултă ята, калăпăр, вунултă теçеттин çĕр лектĕр. Юрĕ. Çапла пултăр тейĕпĕр. А лешĕ, çăханĕ, вĕçсе килсен, «пилĕк ят çĕрне тавай» теме тытăнсан, ăçта кайса кĕрĕп тет-ха вăл... Савике çĕр тара парса пурăннисем пирĕн тата та пур. Ахаль мар вĕт вăл, пирĕн ял çĕрне ирĕксĕр кастарса, хуттăра тухса ларчĕ?
Хурал пӳртĕнчи пĕтĕм халăх сĕтел хушшинчи Ухик çине пăхать, вăл мĕн каласса кĕтет. Эпĕ хам пек ачасемпе кăмака хыçĕнче хĕсĕнсе тăратăп: маларах иртме хăймастăп пулин те, Ухике курас тесе, чĕрне вĕççĕн тăрса пăхатăп. Вăл, çутă тӳмеллĕ бушлатне йӳле ярса, ура çине тăрать, сăмсасăр карттусне хывать, сарлака çамки çине усăнса аннă çӳç пайăркине каялла ывăтса, ерипен кăна сăмах пуçлать.
— Савик пек çăхансем текех вĕçме пултараймаççĕ, вĕçен çунаттисем хуçăлнă.
Хурал пӳртне çапса хĕстернĕ пек кĕрсе тулнă çынсем пĕр самантлăха сывлами пулаççĕ. Ухике илтмесĕр юласран шикленсе, кашниех, янахне хăяккăн çĕклесе, пуçне каçăртнă: пире, хыçалтисене, кукша пуç тӳписем те шăрт пек тăраткаланса сапаланнă çӳç тĕмĕсем курăнаççĕ.
— Эпир халĕ патша саккунĕпе мар, Октябрь революци саккунĕпе пурăнатпăр. Шаккаман пиччен нимĕн хăрамалли те çук. Ĕлĕкхи саккунсем Савик пеккисене хӳтĕленĕ. Çавăнпа вĕсем вăйлă пулнă. Халĕ пĕтĕм вăй пирĕнте, чухăнсемпе вăтам хресченре. Çуркунне валеçмелли çĕр хуçи эпир хамăр пулатпăр. Ăнлантăр-и?!
— Утелне çĕрне пĕтĕмпех кӳршĕсем туртса илмеççĕ-ши? — тет пĕри ушкăнтан.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...