Пăва çулĕ çинче :: Пăр тапранчĕ
— Утелне çĕрĕнчен пире çӳлти улăха пĕтĕмпех касса пама палăртнă. Кун пирки уесри Совет постановлени йышăннă.
— Уесра йышăннă пулĕ те, вулăсрисем улталамĕç-ши? — иккĕленсе ыйтать Лăриван.
Ухик вулăсри Советра ĕлĕкхи земски начальникĕпе тиек мар, халăх суйласа лартнă çынсем ĕçленине, çĕр пирки нимĕнле ултав та пулма пултарайманнине ĕнентерет.
— Апла пулсан, чикĕ юпине халех куçарса лартар мар-и?! — каллех сиксе тăрать Лăриван/
— Хĕл варринчех-и?
— Çĕр шăннă вĕт?!
— Ялĕпе тухсан, пĕр юпа куçарса лартасси мĕн вăл! Çапла шавласа илеççĕ çĕрĕпе чĕнмесĕр ларнă мучисем.
Ухик сасси каллех пурне те лăплантарать. Лăриван енне çаврăнса, вăл хире çуркуннесĕр тухма кирлĕ маррине пĕлтерет.
— Утелне çĕрĕ пирки шикленсе çӳриччен, сирĕн, ман шутпа, халĕ хĕрсех паструмка кантрисем явмалла, хăмăт пăявĕсем хатĕрлемелле, акапуçпе сухапуç тимрисене хăйраттарса хумалла!
— Пирĕн тахçанах хатĕр! — ушкăнпа Ухике хиреç тавăраççĕ ялйышсем, — юр çеç кайтăр, эпир ыран-тăк ыран акана тухма пултаратпăр!
Ухик сарлака пит-куçĕнче cавăнăç çиçсе илет. Чылайччен вăл чĕнмесĕр тăрать. Ушкăнти сасăсем шаплансан тин вăл сĕтел çинчи хаçата ярса тытать.
— Владимир Ильич Ленин çинчен çырман-и унта?
Вăл Чĕмпĕрсемех тет вĕт? — ура çине тăрса, çĕлĕкне хывса ыйтать чĕмсĕр Шаккаман.
— Тĕрĕс, — тет Ухик, — Владимир Ильич Ульянов-Ленин — Чĕмпĕртен. Вăл чăвашсен ĕмĕрхи асапне те ĕлĕкрен пĕлсе тăрать.
— Тухса çӳрет-ши вăл халĕ? Ку енне килсен, пирĕн вулăса та кĕрсе тухтăрччĕ, — çамрăк çын евĕрлĕ куç-пуçне вылятса калать Лăриван.
— Эккей, айван эсĕ, Лăриван пичче, — тесе ятлама тăрать асатте. — Ара, унăн, патша вырăнĕнчи çыннăн, епле-ха пур çĕре те çитес? Раççей вăл пĕр Чĕмпĕр кĕпĕрни çеç мар вĕт?
— Тен, унăн Чĕмпĕрте тăванĕсем пур-тăр?
Владимир Ильич çинчен эпĕ чи малтан Зоя Савельевнăран илтнĕччĕ. Чăваш ачине Ленин аслă шкула кĕме пулăшни манăн ĕмĕте тахçанах çĕклентерсе янăччĕ. Халĕ, ун çинчен асăнса, Ухик халапри пек аслă çын мĕн çамрăкранпах патшасемпе улпутсене хирĕç кĕрешнине, пусмăрти халăхсене ирĕке кăларасшăн тăрăшнине каласа кăтартрĕ.
— Хресчен нушине те вăл лайăх пĕлет пулмалла çав, — тесе хучĕ асатте, — чи малтан вăл пире çĕрлĕ турĕ.
Асаттене хирĕç Лăриван шăртланса илчĕ:
— Кайăка тытмасăр тирне сӳмĕпĕр ĕнтĕ, Тимахви пичче. Çĕрне те валеçмесĕр çĕрлĕ пултăмăр тесе каламăпăр.
Хальхинче Ухик нимĕн те чĕнмерĕ. Сĕтел çинчи хаçачĕсене пухса хул хушшине хĕстерчĕ те вăл, хурал пӳртне пухăннă ялйышсене ырă каç сунса, вулăса тухса кайрĕ. Ун хыççăн эпир те урама талпăнса тухрăмăр. Кĕпер патне çитсен, эпĕ асаттене кĕтсе тăтăм. Вăл Лăривана ятласа утать.
— Курмарăн-и-мĕн, Ухик кăмăлсăр пулчĕ? Эсĕ çиллентертĕн ăна!
— Тупата-и?
— Этем чунне парса тăрăшать, санпа ман пек ухмахсене тăнлантарса парать. Эсĕ пур — çĕрĕпе итлесе те унăн пĕр сăмахне ăнланаймарăн пулать?! — ӳпкелесе каларĕ асатте. Унтан Лăривана йĕкĕлтесе ун сассипе тĕртсе хучĕ: — «Кайăка тытмасăр тирне сӳмĕпĕр...» Çĕнĕ йĕрке çинчен çавăн пек сăмах вылятса калас та пулмасть. Илтмерĕн-и-мĕн эсĕ? «Çуркунне çеç çиттĕр, утелне çĕрне валеçме тухатпăр», — тесе каларĕ вăл.
Лăриван, айăпа кĕнĕ ача пек, чĕнмесĕр утать. Акă асатте килне çитрĕмĕр. Атте Пăвара ĕçлеме тытăннăранпа эпĕ тăтăшах асаттесем патĕнче пулатăп. Паян пушшех те кунта юлас пулать. Çур çĕрте киле пырса кĕрсен, анне халиччен ăçта çӳретĕн тесе ятласа тăкма пултарать.
Лăриванран уйрăлса крыльца пусми тăрăх улăхнă май асатте сасартăк чарăнса тăчĕ, алсине хывса, сылтăм аллине çĕклерĕ, çил хăш енчен вĕрнине сăнарĕ. Ăна курса эпĕ те пуç пӳрнене сурчăкпа йĕпетсе çӳлелле тăратрăм.
— Çил ăшă енчен вĕрет, — тесе, асатте алăк хăлăпне ярса тытрĕ, — чим-ха, тумла та тумламасть-и?
Эпĕ крыльца тăрринчен патлатса ӳкекен тумлама алă тупанĕпе тытса шăршласах пăхрăм.
— Тумлать, асатте!
— Акă вăл телей, çуркунне йыхравĕ! — савăнса кайрĕ асатте.
Ирхине вăл, манран малтан тăрса, ял хĕррине тухса хирти юр хулăнăшне те виçсе пăхнă. Асатте шучĕпе, кăçалхи çуркунне вăраха пымалла мар: «Хĕвелĕ çеç хĕртсе пăхтăр», — терĕ вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...