Кăвак çĕмрен :: Кĕрешĕве çĕкленнисем
Атăлăн çыранĕ, ай, çӳллĕ-çӳллĕ, —
Вĕрене те ӳсет кашласа.
Вĕренене паян вут хыпрĕ пуль,
Вут çĕкленет çӳле явăнса,
Ман тăванăн та, ай, чунĕ пек,
Ман тетемĕн çунан чунĕ пек.
Атăлăн çыранĕ, ай, çӳллĕ-çӳллĕ, —
Пилеш ӳсет унта кашласа.
Пилеше те паян вут хыпрĕ пуль,
Вут çĕкленет çӳле явăнса,
Ман тăванăн та, ай, чунĕ пек,
Ман йăмăкăн çунан чунĕ пек.
Атăлăн çыранĕ, ай, çӳллĕ-çӳллĕ, —
Хурама та ӳсет кашласа.
Хурамана паян вут хыпрĕ пуль,
Вут çĕкленет çӳле явăнса,
Мана çывăх çыннăн, ай, чунĕ пек,
Савнă аттен çунан чунĕ пек.
Атăлăн çыранĕ, ай, çӳллĕ-çӳллĕ, —
Ăвăс ӳсет унта кашласа.
Ăвăса та паян вут хыпрĕ пуль,
Вут çĕкленет çӳле явăнса.
Мана çывăх çыннăн, ай, чунĕ пек,
Савнă аннен çунан чунĕ пек.
Атăлăн çыранĕ, ай, çӳллĕ-çӳллĕ, —
Юман ӳсет унта кашласа.
Юмана та паян вут хыпрĕ пуль,
Вут çĕкленет çӳле явăнса,
Чăваш халăхĕн те, ай, чунĕ пек,
Чăваш çыннин çунан чунĕ пек.
Чăваш халăх юрри.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...