Кăвак çĕмрен :: Хĕвеле хирĕç
Уттар утна, чуптар утна,
Мальен юта çитиччен.
Ĕçĕр, çийĕр, выльăр-кулăр,
Тăшман алне лекиччен.
Çиларманăн ултă çунат,
Улт çунатра вут çунать.
Чĕлхе-çăвар юрă юрлать,
Ăшăм кăвар пек çунать.
Кăçал ыраш питĕ вăрăм,
Эпир килсе вырас çук.
Çитĕ уяв, çитĕ вăйă —
Эпир килсе курас çук.
Хура вăрман çинче пĕлĕт
Тата мĕскер çăвĕ-ши?
Хура куçлă ача нумай —
Мĕскер кĕтĕ вĕсене?
Атăл юхать, Сĕве юхать,
Тарăн çырма типсен те,
Уйăх анать, хăвел тухать.
Эпир кунтан кайсан та.
Çула каякансен юрри.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...