Çавал сарăлсан :: 6. Асли вырăнне асли тупăнать


Сана тав тума эс сăвайшăн çеç кайса килмен. Юрĕ — сасартăк килĕшрĕ Марье. — Мана çитет. Анчах Нинăна е кĕçĕрех, е ыран сакăр пинне килсе пар. Памастан пулсан, ас ту, сана кама та пулин тара тытсах пăвтаратăп. Каях, — каллех упăшки патне утса кайрĕ вăл.

— Ĕнен, Марье, — ун хыçĕнчен утрĕ Петĕр, — Виссарион Маркович хăйне валли пĕр пус та хăварман. Вăл коммунист вĕт. Коммунист... Колхозăнне тытса пирĕн пек çылăха кĕрет-и? — ярса тытрĕ вăл хĕрарăма алăран. Те хумханнипе, те куç тĕкĕ лекине унăн хăрах куçĕнчен куççулĕ тапса тухрĕ. Тĕлĕнче вăл хăй те куççуль тухнинчен.

— Ан шавла. Куратăн: Трофим чирлĕ. Юрать, тен, почтăпа янă. Тата виçĕ кун кĕтетĕп. Вара, ас ту...

Петĕр алăк патне кайса тăчĕ, çĕлĕкне тăхăнчĕ. Урайне унăн уринчен сăрхăнса юхнă пылчăк шывĕ кӳлленнĕ.

«Çын пӳртне кĕриччен уруна тасат, — аса килчĕç каллех ваттисен сăмахĕсем. — Таса пӳрте çаран та кĕме хатĕр, çакнашкал çĕлен патне кĕрсен тислĕке те тасатма кирлĕ мар...»

Сыв пуллашмасăрах тухрĕ. Çенĕк алăкне уçсанах ун çине тумла патлатса тумларĕ. Такам çапнăнăх туйăнчĕ Петĕре. Вăл васкасах хапха алăкĕ патнелле лĕпĕстетрĕ. Урама тухсан çеç çăмăллăн сывласа ячĕ.

— Хăрататăп тет пуль. Эпир халь пурте пĕр карапра. Пĕри путсан, пурте путатпăр. Эп те этемех, Петĕрех тăрса юлакан-ха.

Кладовщик тухса кайсанах Марье чĕрине юлашки çулсенче курман тунсăх сăрхăнса кĕчĕ. Çын вилни ыр тумасть, вăл та Нинăпа пĕрле виçĕ талăк ĕсĕклесе йĕчĕ. Хĕрелчĕç куç шуррисем, хутшăнчĕç йĕрсем куç айне. Паян ăнсăртран тĕкĕр çине пăхрĕ те кĕçех кăшкăрса ямарĕ: кун-çул чуппи никама та хĕрхенмест-мĕн. Хуйхах темиçе кун хушшинче çулталăкшăн ватăлтарать: пит çăмартисем хăйсен хитрелĕхне çухатса шуралнă, хитре тута хĕррине те тунсăх вырнаçнă, çамки çинчи пĕртен пĕр йĕр те тарăнланнă. Çухалчĕ халь чи çывăх юлташ ăна ача пек итлекен пĕтрĕ.

Акă, çамрăклăх та иртет... Иртрĕ те пуль ĕнтĕ, нимĕн паллисер, сахал савнăçпа, хирти пĕччен тăлăх йывăçăн ĕмĕрĕ пек иртрĕ. Сисмерĕ те хăй вăтăр енне çывхарнине. Çынсем ăмсанччăр тесе укçа пухрĕ. Пулĕ ăмсанакан та. Анчах мĕншĕн?..

Темшĕн райком секретарĕн сăмахĕсем аса килчĕç. Трофим Матвеевичпа Василий Иванович апат çиме килнĕччĕ пулас. Çапла, апат çиме. Тем пирки тавлашатчĕç. Ăна ас тумасть Марье. Çапах уйрăм сăмахсем халь те хăлхарах янраççĕ.

— Укçа тĕнчене çуралса тухнă чух пĕр енче юнлă, тепĕр енче тарлă...

Çук, ăна вăл апат çиме килсен мар, клубра капитализма критиклесе лекци вуланă чух каланăччĕ-тăр.

Тунсăх чĕрере. «Юнла, тарлă», — янрать хăлхара. Камшăн юнлă, камшăн тарлă, тепришĕн таса.

Пăхăнмасть уйрăм çын кăмăлне пурнăç, шăвать вăл, васкать. Ав, иккĕмĕш хутне илнĕ чӳречерен юрă вĕçсе кĕрет:

 

— Пулсан пултăр кăвак ут,

Пуçĕнче пултăр чĕн йĕвен.

Уринче пултăр йĕс такан —

Атăл пăрне таптама.

 

Ах, какăçсăр çамрăклăх! Чăтайман килте ларма, клубра та тăрас килмен, васкать, васкать ирĕке тухасшăн.

Вăйă карти çаврăннă чух çĕре те кăмăллă, теççĕ. Ун çийĕн хĕрсен юрри вĕçет, тăван çĕре те савăнтарнăн туйăнать. Ун кăкăрне амăшлăх телейне ăмсанакан хĕр урисем чуп тăваççĕ. Çав çылăхсăр урасенчен ешĕрекен улăхпа уй-хир, тата уйрăмах хăлха çакки курăкĕн шăрши кĕрет. Мĕнле ырă, мĕнле хавас çĕре ун шăршипе киленме.

Марье асне хĕр чухнехи çуллахи каçсем тухаççĕ. Вăйă карти. Юрă. Юрă, вăйă карти. Вĕсем уйрăлми. Ăçта вăйă карти — унта юрă. Ăçта юрă — унта вăйă карти. Хурăн кăтрисем пĕр кас çил вĕрнипе сасартăк çивĕчĕсене сапаласа яраççĕ, унтан ташша тухас хĕрле ăна тураса тӳрлетеççĕ. Итлет хĕр юррине хăй юрринчен хăй вăтанса курăк ăшне пытаннă шăрчăк; сарă çăварлă хĕвел çаврăнăшĕпе çĕр çумне канма выртнă çĕр улми çеçки итлет. Çăлтăрсем те концерта васканăн туйăнаççĕ, уйăх та чăтаймасть. Сĕт пек шурă та çăмăл тĕтрепе витĕннĕ вăрман хĕрринчен унăн вутлă урапи кусса тухать. Васкать, васкать вăл. Ăна юрă чĕнет. Çĕр çинчи телей кунта шăнăçаймасăр тӳпене те хăпарма пултарать-мĕн. Юрă уйăх пулать, юрă çăлтăр пулса тӳпе аркине ирхи сывлăм мерченĕ пек çакăнать. Те çавăн пек çеç туйăнать? Ăçта çав вăхăтсем? Пĕрисен иртекен çамрăклăхне теприсем улăштараççĕ. Çук, çĕннисем иртнĕ вăхăта кулянса та, хумханса та аса илесси пирки шухăшламаççĕ те.

 

Пулсан пултăр савнă тус,

Пуçĕнче пултăр каракуль,

Уринче пултăр çут калуш

Çын сăмахне таптама.

 

Кивĕ юрă вăл, анчах ăна çĕнĕ çамрăклăх юрлать. Тен, çавăнпа чĕрене татах тăвăр? Акапуç хире, çулсем чуна сухалаççĕ тесе ахаль каламан-тăр. Мĕн ăнланаççĕ вăйари çамрăксем?

 

Чӳрече уçса яр,

Занавескă карса яр.

Чун савнине курас-тăк

Хапха умне тухса лар.

 

Тем ăса илнĕн, Марье сасартăк тумланма пуçлать. Упăшки патне пырса тăрать. Сывлăшĕ халь çăмăлланнă, кăкăрĕ лăпкăн ана-ана хăпарать. Кăвакарнă пичĕ те шуралнă. Çамки çинче кăна темиçе тар пĕрчи, мĕн пур тӳссе ирттернĕ хурлăх куççулĕ пек, типмесĕр ялтăртатать. Сăмси çине аннă сенĕк пек йĕр татах та касăлса тарăнланнă.

Ал шăлли илсе, Марье тарне шăлать. Çук, ывăннă, ĕшеннĕ тата чирленĕ çыннăн ыйхи тарăн, вăл хускалмасть те.

Акă Марье тумланать те çамрăклăха хăваласа çитме васканăн пӳртрен тухать. Халь тытайăн-ши вĕсене?! Эх!.. Çамрăклăх — пурнăç никĕсĕ. Ăна тĕрĕс мар, тарăн хывмарăн пулсан, пурнăç — çурт тайăлать, пурнăç — çурт çĕрет, йăтăнать. Сахал çынсем тӳрлетме пултараççĕ ăна. Вăйлисем кăна.

— Е кĕçĕр, е нихăçан та, — пашăлтатаççĕ Марье тутисем.

Таврăнма вăл шуçăм çути палăра пуçласан тин таврăнать. Çунат пур тейĕн унăн, уррисем те çĕре перĕнмеççĕ. Ăшă çĕре васкакан, е хăй киленнĕ йăвине çуркунне таврăнакан кайăкла вĕçет Марье. Ăна тĕнче те унпа пĕрле савăннăн туйăнать. Уншăн мар-им шурăмпуç çăлтăрĕ ытла та çуттăн, кăварланса кайсах çунать; уяшăн мар-им Алтăр çăлтăр ӳпĕнсе çĕр çине çынсем валли телей тăкать? Çав телей çулла сывлăм, халь ура айĕнчи пăр кантăкĕсем. Мĕнле вĕсем темĕнле çĕнĕ кĕвĕлле кăнчăртатаççĕ! Унăн телейне курса мар-им ыйхаран вăраннă йăмрасем темскер пăшăлтатаççĕ?..

...Пĕр Микулай мучи çеç кăмăлсăр. Юлашки вăхăтра темĕншен ир енне вĕри апат çисе килнипе аптракан пулчĕ. Ăнмасть тип çăкăр, вĕри апатах кирлĕ. Хăйшĕн хурал тăма пĕр-пĕр дежурнăй хĕре хăварать те килне таврăнать. Мĕн тăвăн пĕрре хăнăхнă йăлапа? Эмелпе те иртмест вăл. Карчăкĕ те, ирех тăрса, ăна валли мĕн те пулин пĕçерсе лартать: яшка-и, пăтă-и, е çăмарта, е чей вĕретет.

Ват çын урисем таканлă мар. Çырма урлă каçнă чух вăл икĕ хутчен шуса ӳкрĕ, пилĕкне ыраттарчĕ, чĕркуççине шăйăрса пăрахрĕ. Тарăхрĕ мучи. Туя вĕçне сăнă тăхăнтарни пулăшмасть-мĕн. Карчăкĕ ăшаласа панă çăмартана çисен çеç унăн кăмăлĕ çаврăнса кайрĕ.

Пӳртрен тухсан пĕр хушă çурхи çанталăкпа киленсе тăчĕ.

Кӳршĕсен хапха алăке шартлатрĕ. — Кам вара ку? Павел ĕçе каять-ши? — кăсăкланчĕ мучи. Яланах иртен-çӳренсене сăнама хăнăхнă йăлипе карта хушăкĕнчен тинкерчĕ.

— Анна? Вăл пӳртре. Кам вара ку? Утти çĕре те тивмест. Марье? Çав кăна ялта икĕ аллине çунатлантарса утать.

Хуралçăн пилĕкĕпе чĕркуççийĕ те, чĕри те ыратса кайрĕ. Вăл сăнăллă туйине лăр çине качлаттарса лартрĕ, — сасăпах ятлаçса илчĕ:

— Эй-яй-яй. Çав хĕсĕр ĕнешĕн мĕнешкел арçын пĕтет. Шел Матвейча. Хĕрарăма шан та — сыхлама ан ман. Çавах-ши? Тен, пĕр-пĕр майра? Пĕл хальхи çамрăксене. Хĕресĕм те çав... Хăйсемех пыраççĕ. Эх, пăсăлса кайрĕ самана...

■ Страницăсем: 1 2 3 4