Çавал сарăлсан :: 9. Çуркунне
— Халăх сăмахĕнче тĕрĕслĕх пур, — килĕшет Павел. Володьăн иксĕлми шӳт. Вăл юптарма тытăнсан, хăй хуна çеç тăратса лар. Анчах Володя сăмах виçине пĕлет, вăхăтра чарăнать.
— Итле-ха, Павел, шӳчĕ тарам, мана пĕр шухăш канăç памасть. Çавăнпа килнĕ те эп. Эс пире ялти рабочи клас тетĕн. Эп килĕшетĕп. Так. Таçта та çынсем коммунизмла ĕç бригади тăваççĕ, эпир çеç теме кĕтетпĕр. Ыран пуху пухар та, обязательствă илер. Эпир мĕнрен кая? Сан кĕç аслă пĕлӳ пулать, виçĕ тракторист аттестатпа, ыттисене каçхи шкула хатĕрлеме пулать. Эп хам пĕлӳ илесшĕнех çунмастăп, маншăн ĕç пултăр. Енчен эс начар ĕçлетĕн пулсан, хăв çураличчен кахаллу çут тĕнче курсан, мĕне кирлĕ вăл аттестат? Трофим Матвеевич калашле, пирĕн ахаль те вĕреннĕ çын нумай, ăслисем сахал. Ячĕ те пирĕн — ĕç бригади. Вĕренӳ бригади мар. Атту шухăшласа кăлараççĕ халь тем те пĕр, хитре шухăшах пăсса яраççĕ, кайран çав шухăш урăх енне пăрăннине курсан, хăсас килет.
Павел урай тăрăх каллĕ-маллĕ кумать.
— Тĕрĕс, Володя. Эп кунта çĕнĕ çын-ха, çавăнпа çак шухăша эсир пуçарса каласса кĕтнĕ. Пирĕн пуçаруçăсем пулмалла. Эпир — колхоз механизаторĕсем. Пирĕн йывăр ĕçсене çăмăллатмалла. Эпир ĕçлекен ĕç ытла та пĕр енлĕ: тырă акатпăр, тырă выратпăр, ака тăватпăр, фермăсенче вара çаплипех витрепе шыв йăтаççĕ, кĕреçепе тислĕк хыраççĕ. Икĕ çĕр çул каялла та çапла пулнă, халь те çавах. Эпир хĕрарăмсем, хĕрсем тертленни çине пăхса тăратпăр. Пире мĕн? Уйра пухса кĕртнĕ, икĕ алла — кĕсьене. Çулталăкра тракторист миçе уйăх ĕçлет? Кăшт-кашт хĕлле, апрельпе май уйăхĕнче. Унтан — тырă пиçсе çитсен. Эс кукурузă кăпкалатан, пухса кĕртен. Ыттисем ыраш акаççĕ, кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Тракторпа çулталăкра тăватă уйăхран ытла ĕçлейместĕн те. Комбайнерсем тата? Вĕсен тырă вырсан ĕçĕ пĕтет. Механизаторсене фермăна куçармалла. Фермăна.
— Каçар, Павел, эп сысна пăхма каймастăп. Анчах шухăшна ырлатăп. Так. Шухăшу лайăх. Анчах электричествă çук. Хулара урамсене çутатма та çитет, пирĕн электросваркă тума та энерги çук.
— Кăçал пулать. Мускав та пĕр çулта, пĕр çул хушшинче ӳссе ларман.
— Пулать тенипех пулакан мар. Прыгунов вăл тăрăх пăхать те урлă утать.
— Тăватпăр, Володя. Хăравçа хăйĕн хăти те хăяматăн курăннă тет. Эпир хăрасах тăмăпăр.
— Чи малтан водопровод кĕртмелле.
— Силос кăларассине механизацилемелле... Калаçсах иртсе каять çĕр.
Володя çывăрма та Павел патнех юлать.
Тепĕр кун, ирхи апат тунă хыççăн, ун патне Элекçипе Гришка çитрĕç. Иккĕшĕ те хĕрĕнкĕ, анчах хăйсем ăна палăртасшăн мар.
— Ир тăракан куракăн сăмси шурă, теççĕ. Эпир паян пыра йĕпетмелли тупрăмăр. Аш сăра кăпăк пекех. Анне паян çеç сĕрчĕ, — пукан çине ларчĕ Элекçи.
— Сăран мĕн ун, хапи пур та, хăвачĕ çук. Тула çеç чуптарать. Çавăнпа çутти кăмăллăрах. Сахал та, хăватлă та, — сĕтел çине эрех кĕленчи кăларса лартрĕ Гришка.
— Хамăр çĕнĕ пуçлăха çăвас терĕмĕр, — Павела куç хĕсрĕ Элекçи.
— Хатĕрле стакансем, бригадир. Çур аки пуçлансан, çутти çинчен мар, арăму çинчен те манатăн. Аса илĕн ун чух опытлă тракторист сăмахне, — пуканне сĕтел çывăхнерех шутарчĕ Гришка.
— Сума сунăшăн тавтапуç, атьсемĕр. Çумасан та чăкăлташмăп. Эсир паян мункунне манса кайнă-им? — ыйтрĕ Павел.
— Эпир ялта пурăнатпăр вĕт, — сĕтел çывăхнех куçса ларчĕ Элекçи те. — Çавăнпа туяннă ку эрехе.
— Туяннăшăн ырлатăп пуль тетĕр-и? Çук. Воскресник çинчен те манса кайрăр. Эсир коммунистсем-çке. Эпир тухмасан, комсомолецсем кутăнлашса тăрсан, ял кулать пирĕнтен. Шавларĕç-шавларĕç те, хут çине çырса хунипех ирттерсе ячĕç, тейĕç. Акă сана парти организацин авторитетне чакармалли сăлтав тупăнчĕ те. Кăна эс, Гришка, аяккарах пытар, — эрех кĕленчине илсе хуçине пачĕ Павел.
— Эпир воскреснике кайма тухнă та, — иккĕшĕ те харăсах персе ячĕç трактористсем. — Хĕрсен ĕçлеме аванрах терĕмĕр. Чĕлхе те лайăхрах çаврăнкалĕ, терĕмĕр.
— Ĕçлеме кам ĕçсе каять?
— Ну, мĕн турткалашса тăратăн, — эрех кĕленчине аллинче çавăркаларĕ Гришка. Унăн куçĕсем Павел çине иккĕленчĕклĕн пăхрĕç: уçмалла-ши, уçмалла мар-ши? — Виссарион Маркович пыра йĕпетни урана йĕпетни мар, тетчĕ. Шăнса пăсăлас хуйхă çук. Хальхи вăхăтра кĕрсе ларасси те часах. Тухтăрсем пек каласан, профилактикă тумалла.
— Çук, Гришка, ĕçки пирĕнтен тарчĕ. Май уявĕнче е çур аки пĕтерсен ĕçĕпĕр. Халь мар. Атьăр, — хыпалантарчĕ Павел хăнасене — ир ĕçекен çынна тӳсме пултараймастăп.
— Кăна эс ытлашши. Юлташсене хисеплемен пек пулать. Эпир ыр сунса, парнепе, эс пире хирĕç кĕреçепе, — хутшăнчĕ Элекçи.
— Юлташлăх ĕçкĕре мар, ĕçре çуралать. Ак, çур аки пĕтерсен... Бригадира лартрĕç тесе мăнна хуни мар ку. Тракторист тупиччен сирĕнпе ĕçлетĕп. Ĕçлекен çын нушине ĕçлекен çын пĕлмест-и? Халĕ эсир уйри шырлансем патне кайăр, эп ялти çырма хĕррине йывăç лартнă çĕре кайăп. Сирĕн пата йывăçсем Володя тиесе пырать.
Хапха умĕнче сыв пуллашрĕç.
— Апла каçчен тăхтама лекет, — кĕсйинчи эрех кĕленчине тӳрлетрĕ. Гришка.
— Тăхтама лекет, — ассăн сывларĕ Элекçи. — Ку бригадир, Виссар мар, шăнăрлă...
Ав, Çавал леш енне каякан çулпа прицеп кăкарнă «Беларусь» шăвать. Маттур Володя, вăл авă Салукана кайса йывăç тиесе килет.
«Ĕçĕпе те, чĕлхипе те пултарать, — шухăшларĕ Павел. Ăсĕ те çителĕклĕ. Пур колхозниксем те ун пек пулсан, пурте унашкал умрине курса ĕçлесен, колхоз мĕншĕн юлса пытăр?»
Кĕреçе йăтнă çынсем Çавал хĕрринелле те, уялла та, яла касса каякан çырмасем еннелле утаçĕ. Çак хусканăва эрнипех лăпланма памалла мар. Мункун ĕçкине пусарса ларттăр вăл. Кĕçĕр клубра — мункун сиенĕ çинчен лекци. Лекцине ахаль çын мар, Хыркасси чиркĕвĕнче пачăшкăра тăнă, халь учительте ĕçлекенскер вулать. Ун хыççăн — «Чудотворная» кинокартинă. Ăна колхоз тӳлесех кăтартать. Анаткасра шкул ачисем концерт параççĕ. Пĕтĕм халăх клуба пухăнмалла кĕçĕр. Пылсăрашăн мар çунтăр этем, ыррăн та лайăххăн кантăр. Çапнă пĕлтерӳ ват çынсене те хускатрĕ. Ĕнер авă миçе старикпе карчăк Павелран: «Клубра мĕнле пуп тухса калаçать вара?» — тесе, чарсах ыйта-ыйта пĕлчĕç. Вĕсене халиччен курман япала ытла та кăсăклантарать-мĕн. Тавтапуç Василий Ивановича. Унăн шухăшĕ вăл. Пуп пулнă çынна лайах кĕтсе илме хушрĕ вăл.
Муталка хĕрринче хăлăх хĕвĕшет.
Çурхи шыв кунта яланах хастар: хăвăрт та чăрсăр.
Нимĕнпе те чарма çук пек туйăнать ăна: вăл çырана ишĕлтерет, çулран çулах тарăнлатса, сарса пырать. Çавах та кунта йывăç лартма никам та шухăшламан пулĕ ку таранччен. Колхозăн ал çитмен, колхозниксем пирĕн çĕр мар, тенĕ пуль çав.
Çулла çырма типсе ларать. Шывĕ автан качине те йĕпетенмест. Çыранне вара кăвакал курăкĕ, шыв хупахĕ ӳссе ларать.
— Эхе, парторг, кая юлтăн! — аякранах кăшкăрчĕ колхоз председателĕ.
Трофим Матвеевич çĕлĕкне пуç тӳпине хăпартса лартнă. Кĕске сăран тужуркине карта юпи çине хывса çăкнă. Хăй хăмăр ăшă кĕпепе, галифепе, кирзă атăла.
— Йĕкĕте нумайрах çывăрсан та юрать, — Павел хутне кĕчĕ колхоз председателĕпе юнашарах шăтăк алтакан Санька.
— Кайри мала тухакан-ха, — тавăрчĕ вĕсене Павел.
— Сан кĕлеткепе кая юлсан, çĕр те чăтас çук, — сасартăк пырса тăчĕ тимĕрçĕ Петĕрĕ. — Вăрман енче çын сахалтарах, çавăнпа пулăшу ыйтма килтĕм, — терĕ вăл.
— Тăхтăр, унталла анатпăр. Килекен çынсене сирĕн пата ярса тăрăп, — хуравларĕ председатель.
Çынсем çырман икĕ енĕпех саланнă. Хăшĕсем колхозниксен анкартисене те кĕрсе кайнă.
— Трофим Матвеевич, — кăшкăрать леш енчи çырантан Анна, — хуçисем тухсан, пире çапса пăрахаççĕ.
— Ан хăрăр, — тавăрать председатель. — Хам кунта, йывăç лартамасан, анкарти картисем çеç мар, сарайĕсем те çырмана каяççĕ. Хăйсене кайса чĕн-ха, тухса алтчăр.
— Вĕсен килĕнче комсомолец çук, — тавăрать Анна.
— Ку колхоз воскресникĕ.
— Юрĕ эппин, — кĕреçине лартсах чупать Анна. Павел пĕр пирус туртса ярас вăхăтрах икĕ шăтăк алтса пĕтерчĕ, виççĕмĕшне пуçларĕ.
Çырма икĕ енĕпех икшер рет лартма килĕшрĕç. Çырма хĕрнерех — йăмрасемпе тирексем, шаларах — çăкасемпе вĕренесене. Кунта йывăç пĕр вунă сехет тĕлнелле çеç тиесе çитме палăртнă, çавăнпа çынсем, шăтăк алтса пĕтерме тăрăшрĕç.
— Кур-ха, ал тупанĕ хăпарса та тухрă, — Павел патне пычĕ Трофим Матвеевич. — Ытла тур пилĕкленсе кăйнă.
— Эсир хăвăр ан чавар, кăтартусем пăрса çӳрĕр, — кулчĕ Павел.
— Иксĕмĕр тухман пулсан, çакăн чухлĕ çын тухатчĕ тетĕн-и? Кур-ха, мĕн чухлĕ халăх! Унашкал ĕç çинче çеç пулать. Учительсем те юлман. Вĕсене Çавал хĕррипелле ятăм. Тӳлĕк, Василий Иванович калашле, «Сизов ĕçе» анчах ан пултăр. Хуппа çыхмасан качакасемпе сурăхсем пĕр йывăçне те хăварас çук.
— Сизов мар, — кулчĕ Павел, — «Сизиф ĕçĕ». Эсир калани тĕрĕс. Ял хушшинчисене çыхма тивет.
— Эп çĕтĕк михĕсем илме яратăп. Витесем патĕнчи пĕве хĕрринче пĕлтĕрхи курăс хупĕ тĕ сахал мар. «Сизиф ĕçĕ» ан пултăр, — кулăпах тавăрчĕ председатель. — Кам вал Сизиф? Тутар-и, туркă-и? — кăсăкланчĕ вăл.
— Авалхи легендă паттăрĕ вăл. Турăсене çиллентернĕшĕн Зевс ăна ĕмĕр тăршшепех ту тăррине пысăк чул хăпартма хушнă. Лешĕ хăпартса çитерме кăна тăрать — унăн чулĕ аялалла кусса анса каять. Ĕмĕр тăршшĕпех çапла, — хуравларĕ Павел.
— Тулăксăр ĕç, эппин. Эп тĕрĕс ăнлантăм-и?
— Тĕрĕс.
— Вĕреннин усси пурах. Манăн тепре чух кĕнеке мар, хаçат вулама та вăхăт çук... — тĕксĕмленчĕ Трофим Матвеевич. — Ну, эп кайрăм. Йывăçсем çитнĕ çĕре çыхмалли те пулать.
Председатель кăмăллă пулин Павела хумхантарать. Унăн сасартăк Трофим Матвеевича пĕтĕмпех-пĕтĕмпех каласа кăтартса, каçару ыйтас килет. Нимĕн пытармасăр. Ан тив, вăл судья пултăр, вăл татса калатăр. Анчах çăвар уçăлмасть.
...Кăнтăрла иртсен йывăç лартса пĕтерчĕç, ял варринчисене курăс хупĕсемпе, çĕтĕк михĕсемпе çыха-çыха лартрĕç. Анчах çынсем саланма васкăмарĕç, Муталка урамĕнчи йăмрасем патĕнче кĕпĕрленсе тăчĕç.
— Пĕлтĕр ку вăхăтра çур ял ӳсĕр, кăçал юрă та илтĕнмест, — калаçма пуçларĕ Санька.
— Эсĕ те урах та, кам ĕçтер? — тĕксе илчĕ Петĕр.
— Маншăн ан кулян, санăн та пыр тăваллах мар. Май уявне пур пĕрех тăватăп, — хĕрӳленчĕ Санька.
— Саншăн хĕлĕпех Май уявĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Трофим Матвеевич. Кăнтăрла ӳсĕр курсан, турех пилĕк ĕç кунĕ штрафлатăп.
— Маншăн пилек ĕç кунĕ мĕн вăл, — кулса ячĕ Санька.
— Вăл-ку, тарам. Эсир, арçынсем, яланах ĕçкĕ çинчен калаçатăр. Паян ак чиркĕве каякансем те çук, — хушса хучĕ Анна.
— Мĕнле çук? Çĕркаçах Прухур мучи тухса утрĕ.
— Пĕр çын-и?
— Çук, тата Манах Яккăвĕн арăмĕ.
— Вăт мăшăр! Прухур мучи Яккуран арăмне туртса илетех пуль, — кулса ячĕ тахăшĕ.
— Каçхине пурте клуба пырăр. Халь кам ӳркенмест, Çавал леш енне Володьăсене пулăшма айтăр, — чĕнчĕ Павел.
— Вĕсен хăйсен те йыш пысăк, — хирĕçлерĕ Петĕр.
— Ма каяс мар? Апат çиес те, атьăр, — килĕшрĕ Санька. — Анна, эс пыратăн-и?
— Йĕппинчен çиппи ăçтан юлтăр? — тĕксе илчĕ каллех Петĕр.
Санькăпа Анна иккĕшĕ те тимĕрçе кӳренĕçлĕн пăхса илчĕç.
— Тĕрĕс, парторг. Воскресник воскресник пек пултăр. Кунĕпех ĕçлес. Эпĕ те пыратăп, — кĕреçине хул пуççи çине хучĕ Трофим Матвеевич.
6
Юлашки вăхăтра иккĕшĕн хушшинчи туслăх çирĕпленсех пычĕ. Иртсе кайрĕ Санькăн кӳлешесси те, хăюлланчĕ вăл. Кинора та час-часах пĕрле ларчĕç, каçсерен каччă фермăна çӳрерĕ, хĕре килне ăсатса ячĕ. Юрату татуллă. Ашшĕ-амăшĕсем сисрĕç пулин те, нимĕн те шарламарĕç, çамрăксем хăйсем каласса кĕтрĕç. Санька çĕркаç Аннапа пĕрле вĕсем патне кĕчĕ. Ашшĕ фермăраччĕ, хĕр амăшĕ ăна савăнăçпах кĕтсе илмерĕ пулсан та, каччă аптăраса ӳкмерĕ.
— Эпир Аннапа калаçса татăлтăмăр... Пĕр сăмахпа, çур аки иртсен туй тăвасшăн... Акă ман философи...
Кирек те мĕнле хĕр амăшĕ те çав хыпара кĕтет. Çапах та ăçтан пĕлетĕн-ха вăл хăш вăхăтра çитессе? Акă вăл нимĕнех те калаймасть халь. Каччи те хăйне урапа тапсах ятлаçасса кĕтет. Çук, ятлаçмасть амăшĕ, хĕрĕ çине çеç иккĕленӳллĕ те ыйтуллă куçпа пăхса тăрать.
Çамрăк хăй савăнăçне пытараймасть: пытарма, палăртмасăр тăма вĕренеймен-ха. Аннан куçĕсем епле илĕртӳллĕ ав, утмăл турат чечеке пек, çав чечеке сывлăм шăрçи çутатнă тейĕн: ялкăшаççĕ вĕсем, каччă çинчен те кайма пĕлмеççĕ. Тути те телейлĕ, унта йăл кулă хуçаланать.
— Халь çамрăксем ашшĕ-амăшĕсенчен ыйтмаççĕ пулĕ, — хуравларĕ амăшĕ чылайран. — Эп мĕн ашшĕпе калаçăр.
— Эсир хирĕçместĕр пулсан, эп сире паянтан апай теме пуçлатăп. Юрать-и, апай? — ыйтрĕ каччă.
Епле хĕрарăм чĕри ан çемĕçтĕр хăйне хисеплесен? Ав, самантрах иртсе ларма та сĕнчĕ, каччăн ашшĕпе-амăшĕн сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Вăл хирĕçес çукки палăрчĕ ĕнтĕ.
Анчах ашшĕ?
Микула мучи Санькăна юратманнине пурте пĕлеççĕ. Паян вĕсем тимĕрçĕ лаççи çывăхĕнче тĕл пулчĕç. Яланхи йăлипе Микулай мучи ăна каллех ятлама пикенчĕ.
— Какуй эс бригадир, ĕçке çеç хăваласа çӳретĕн. Çаксем кам плугĕсем? Ыттисем илсе кайса пĕтерчĕç, эс пур, çаплах ал çитерейместĕн. Шкул ачисем, ак, ураписене тимĕр-тăмăршăн пама кăларса каяççĕ. Кайран ман шыраса çӳре. Пĕччен епле ĕлкĕрĕп-ха эп? Ферми те, тракторĕсем те, тимĕрçĕ лаççи те манăнах. Йытă мар вĕт эп таçта та чупма.
Çук, мучи хальхинче ытла кӳрентермеллех каламарĕ. Çавна сиссе каччă хăюланчĕ.
— Вырăн çук. Вырăн тупăнсан илсе каятăп. Ăнлантăн-и, атте? — персе ячĕ вăл.
Хуралçа ку вĕри шывпа сапнă пекех туйăнчĕ. Вăл пит-куçне шăмарса каччă патнех çывхарчĕ.
— Ас ту, тăмана! Эп хам чĕрĕ чух сана хĕр чĕрине кăтартас çук. Мана улталаймăн, ман пуçа çавăраймăн! Эп хĕрарăм мар...
Санька пăрахса утрĕ ун чух. Пăсăлчĕ унăн кăмăлĕ. Анчах ăш канăçа çухатрĕ. Халĕ вăл хĕрпе шарламасăр утса пычĕ-пычĕ те тӳрех персе ячĕ:
— Анна, сан аçу хирĕç. Мана вăл хĕр памастăп, терĕ.
— Тупнă кулянмалли, — кулать хĕр, — вăл мана кашни кунах ятлать пулсан та, эпĕ сана каламастăп. Эп ĕмĕрех аттепе пурăнас çук, вăл манăн тăшманах пулмĕ...
Санькăсен ĕни чирлесе ӳкнĕ, çавăнпа Аннана чĕнсе илчĕ вăл.
Амăше вĕсене пусма вĕçĕнче кĕтсе илчĕ. Вăл хыпăнса ӳкни палăрать.
— Çĕркаçах асăрхарăм: апат çимест, паян ирхиие пĕр-икĕ çăвар хыпрĕ те — чăмлаймасть, вăйĕ çук. Çăнăх шывĕ патам, ĕçмерĕ. Темскер пулчĕ, темскер пулчĕ Красунькăна. Хирĕç вăрăннă пуль тесе, тăвар шывĕ те патăм. Ни карăнмасть, ни кавлемест, — терĕ вăл, çул парса.
Санька амăшĕ пысăках мар карчăк, сăнран пăхсан, утмăлсенчен иртнĕ пек курăнать. Çавракарах питне çулсен эрешменĕ картасем карса пĕтернĕ. Тутăр айĕнчен кăшт çеç палăракан йăрăм-йăрăм шуралнă кăтра çӳçĕ, тĕсне çухатайман хура куçĕ, малти шăлĕсем ӳкнипе шаларах путса кĕнĕ çӳхе тути хĕр чухне вăл хитре пулнине кăтартаççĕ.
— Санька. Каснă-лартнă Санька, — шухăшларĕ Анна, ун çине пăхса. — Мĕнле-ха эп ăна ку таранччен асăрхаман?
— Алла çăватăп та кайса пăхатăп, — терĕ Анна, хул пуççинчи сумкине вĕçертсе.
— Çу çав, çу... Кĕр хăвăртрах, — чĕпчĕ кил хуçи васкавлăн.
Çенĕхĕ пысăк, пĕренеренех пуранă. Пӳрчĕ ултă кĕтеслĕ. Анна кайри пӳлĕмре хывăнчĕ те сумкинчен халат кăларса тăхăнчĕ, аллине çунă хыççăн термометр, фонэндоскоп илсе витене тухрĕ.
Пиçсе çитнĕ чие тĕслĕ ĕне имшеррĕн мăйне тăсса тăрать. Унăн самăр кĕлеткине курсанах хуçисем ăна хĕл каçиччен аван пăхнине пĕлме пулать. Йăптăх та курăнмасть, ăна вăл сисĕнкĕсĕр тăкса пĕтернĕ ĕнтĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...