Çавал сарăлсан :: 10. Тарăн касă
Утма çул умĕнчи санкăлтара лаша чарăнса тăчĕ, çăварлăх витĕр сăрăхтара-сăрăхтара шыв ĕçрĕ. Хыçалта, хăрнă хыр çинче, таккаса ларакан ула такка шăпланчĕ, унтан кĕçех пулемет пек çатăртаттарма пуçларĕ: «Ан-тăр, ан-тăр, — тăр-тăр, ан-тăр, ан-тăр!»
Трофим Матвеевич утне тăраниччен ĕçтермесĕрех чĕлпĕрĕнчен туртрĕ.
— Тупнă ĕçмелли шыв, — мăкăртатрĕ вăл, лашине юртăпа ярса. — Васкас пулать, тăванăм, васкамалла. Кам маларах çитет, çав тутă пулать.
Кăнтăрла çитиччен колхоз председателĕ лесничествăна кĕчĕ. Унăн куçĕнчен нимĕн те пытанмасть, сисет вăл çынсем хускалнине. Унта та кунта çуртсен алăкĕсене хăмасемпе хĕреслесех çапса лартнă. Çуртсен çывăхĕнче тĕрлĕ çĕтĕк-çатăксем, кĕнеке е хаçат тĕркисем, савăт-сапа ванчăкĕсем сапаланса выртаççĕ. Çынсем хăйсен ĕнерхи пурнăçĕнчен ытлашшине паян йăлтах кивĕ вырăна тăкса хăварнă. Пĕр çурт умĕнчи пахчара тимĕр кăмака ларать. Унăн урисем кăна кăштах лапчăннă. Трофим Матвеевич карта урлă сиксе каçсах ăна çавăркаласа пăхрĕ.
«Эккей, — шухăшларĕ вăл, — пур çав тĕнчере тăмсайсем. Цыганла çуркунне киличченех тăлăпне хывса пăрахаççĕ, кайран хăйсемех кирлĕ кунта катăк пуртă та кирлĕ пулнине ăнланаççĕ. Кăна колхоза илсе кайсан, путексен çуртне хутса пурăнма юрать е чĕпсен витине...»
Кăмакана, йăтса тухса, çенĕк картлашки айне пытарсан кăна вăл, çăмăллăн сывласа ярса, малалла утрĕ.
Комендант пĕр хĕрĕхсене çитне типшĕм питлĕ, çырă куçлă тăсланкă арçын кăмăллах пулмарĕ:
— Çӳретĕр вăхăтсăр, — шăмарчĕ вăл. — Манăм общежитисенчен çынсем кăлармалла, çемйисене ăсатмалла, обществăлла япаласене пĕр çĕре пухмалла. Çулĕ тата мĕнле! Ӳсĕрсене çӳреме кăна юрăхлă. Начальствăна мĕн? Панă та приказ — пурнăçла. Пĕтĕм шăрпăкĕ сан ӳте тăрăнать. Автомашинă тупса пар, лав е трактор тупса пар, вакуншăн заявкă пар. Тракторпа ăсататпăр. Мĕншĕн çуллаччен тăхтамалла пулман? Куçакан этем вăл йăваран çĕрле хускатнă кайăкла: кивĕ йăвинех анасшăн, çĕннине шырама çăмăл мар. Халь анкартишĕн тапранчĕç, çĕнĕ вырăна çитсе çĕр улми лартасшăн. Сан пур, юлашкинчен тухса каймалла. Сана акă çуртсем кăтартмалла, — палкарĕ комендант..
— Эс ан хăра. Прыгунова усă тăвакан пайтасăр юлман. Эс вăн вăхăт çук та, вăхăт çук, тетĕн. Вăхăт вилсен çеç пулать. Кĕртсе пăрахаççĕ те сана, çывăр тăраничченех. Чĕрĕ чух кайса ӳкичен ĕçлемесен, вилсен сана пĕр шуйттан та ĕçлеттерес çук, — тавăрчĕ председатель, директор çырса панă хута кăларса. — Ме-ха, вăрçиччен вула.
Комендант хута икĕ хутчен вуласа тухрĕ, кĕсйинчен блокнот кăларчĕ те ун ăшне чиксе хучĕ.
— Начальствă хушать пулсан, мана мĕн? Куçакансен кĕтмелле пулать вара, — терĕ вăл, — Эй, Борис! — кăшкăрчĕ кил хушшинче хĕрсех велосипед юсакан ачине. — Çăраççи ил те Семеновсен хваттерне кайса питĕр. Асăрха, чӳречисене вăтса ан хăварччăр.
Комендант ертсе çӳреипе Трофим Матвеевич çуртсене тулашĕнчен те, шалтан та сăнарĕ, пĕренисем çĕрнипе çĕрменнине тĕреслеме килтен илсе килнĕ ат пăрипе чике-чике пăхрĕ. Çыннисем тухса кайма ĕлкĕреймен хваттерсене çеç шала кĕме хăймарĕ.
Çурчĕсем нумайăшĕ пĕрешкелтерех: е икшер, е тăватшар хваттерлĕ. Кашни çемье валли уйрăм алăк каснă.
Трофим Матвеевича уйрăмах общежити çурчĕсем савăнтарчĕç. Çамрăксем клуб туса пар тесе антратаççĕ. Пĕр икĕ общежити илсен, клуб мар, чиркӳ тума пулать.
Хăйне килĕшнĕ çуртсен алăкĕсем çине Трофим Матвеевич кăмрăкпа «Çавал» колхоз тесе çыра-çыра хучĕ.
— Мĕн ахалех варалатăн? — вăрçрĕ ăна комендант. — Директор каланă пулсан, сирех сутаççĕ.
— Кун пек çырсан, туяннă пекех туйанать.
Вăл тĕп поселокран çирĕм пĕр çурт суйларĕ, вĕсен виçине, мĕнпе витнине хăйĕн блокночĕ çине çырса хучĕ, Вара тин столовăйне апат çиме кайрĕç. Коньяк тупăнмарĕ, çуттипех çырлахма лекрĕ. Типшĕм комендантăн салху сăнĕ ĕçсен те улшăнмарĕ.
Унăн кăмăлне çавăрас тесе, эрехне ытларах та ытларах ярса пачĕ:
— Эпир санпа кунашкал мар хăналанăпăр-ха. Тăхта ак. Пирĕнпе вилместĕн эс. Çурчĕсене халех куçармастпăр. Çапла-и? Унччен колхозран хурал ярас пулать. Эпир ямастпăр. Сана шанатпăр: Иксĕмĕр договор çыратпăр та, пăхса усранăшăн — сана улт çĕр тенкĕ. Мĕн, сахал-и? — комендант йĕрĕнчĕклĕн кулнине асăрхарĕ председатель. — Сахал тетĕн пулсан, çич çĕр паратпăр.
— Килĕшетпĕр, — сасартăк унăн аллине чăмăртарĕ тăсланкă. — Эп уншăн мар. Ултă çул хушши тăрăшрăм поселокшăн. Пĕлетĕн-и, вăрман ăшĕнче тесе, материалсем тупма çăмăл пулнă тетĕн-и? Эй-ей, йăнăшатăн. Тепре чух патшалăх валли хатĕрленĕ йывăçа та хамăр валли илсе юлнă. Çӳлтисем пĕлсен? Лекетĕн вĕт. Халь ак, салататăп. Сыв пуллаш вара Герман Филиппович поселокпа, каллех çĕнĕ вырăн туп. Вун тăватă çул комендантра. Иккĕмĕш вырăнта. Вăрман тырă мар, кашни çулах шăтса ӳсмест. Вырма вара çулталăкĕпех выратпăр. Техники тата мĕнле? Куç умĕнчех çаратса пырать.
— Вăл тĕрĕс. Ху аллупа тунă япалана аркатма тимĕр чĕре кирлĕ, — Герман Филипповича тĕк май шăлма тăрăшрĕ председатель.
— Çавăнпа кашни çемье тухса каймассерен мăкăрас килет.
— Договорне паянах çырăпăр-и? — калаçăва хăй енне çавăрма тăрăшрĕ Трофим Матвеевич.
— Сирĕн ирĕк. Хăть паянах çыр.
— Юрать. Аштăрти поселок та сан çинех кĕрет-и?
— Манăнах.
— Апла унта та кайса килер...
— Мĕнпе? Каç та пулать.
— Лаша тупатпăр. Юлан утпа.
— Ман ĕç кунĕ вĕçленчĕ, — сехечĕ çине пăхрĕ комендант.
— Уншăн эп татах хушса паратăп. Ан хăра, ахаль тăвас çук.
— Кайсан, кĕçĕр таврăнаймастпăр, Унта вун икĕ çухрăм.
— Çĕр выртмаллах кайăпăр апла-тăк. Ĕçмелли-çимелли илĕпĕр.
Алă тытрĕç. Трофим Матвеевич телефонпа вăрманпромхоз директорĕпе, унтан тăван ялĕпе калаçрĕ. Вăл ыйтнипе Марьене чĕнсе пычĕç:
— Наряд пар ырана валли. Павел тракторĕ те акма пуçлатăр. Эп ыран кăнтăрласăр çитейместĕп, — терĕ вăл арăмне.
Аштăрта Трофим Матвеевич виçĕ общежитипе чылаях пысăк вите суйласа хучĕ. Юписем юман, пĕренисем шултра, маччапа урай та сарнă, тăррине чус витнĕ. Тепĕр виçĕ-тăватă сыпă хушсан, виç çĕр пуç сысна вырнаçмалăх лайăх вите пулать.
Вĕсем Аштăрти общежитире çĕр каçрĕç.
Тепĕр кунне вăл ирех вăрманпромхоза васкарĕ. Çитсен, бухгалтера çуртсен хакне шутлаттарчĕ те, директор патне кĕрсе, тав туса тухрĕ. Вара тин ялалла çул тытрĕ.
Таврăнасса вăл хаваслă таврăнчĕ. Ĕнерхи тавлашу çинчен те манса кайрĕ.
3
Марье упăшки шăнкăравланă хыççăнах правлени техничкине хăй пӳлĕмне чĕнсе кĕртрĕ.
— Чи малтанах Павела туп, — хушрĕ вăл. — Çула май бригадирсене кала. Кладовщик Петĕре те чĕнме ан манса кай.
— Каç пулать, ăçтан эп пурне те тупса пĕтеретĕп, — хирĕçме пăхрĕ техничкă.
— Пурне те тупмасан та, Павела туп!
«Мĕншĕн Павела? — шухăшларĕ Марье, пĕччен тăрса юлсан. — Çавăншăн, — тавăрчĕ вăл хăйне хăех, — унпа эп эрне ытла калаçман. Манран тарса çӳрет... Ăна эп хӳтĕлетĕп, упăшка умĕнче яланах юрлатăп, вăл пур эп çуннине, эп тăрăшнине шута та илмест».
Павел çак вăхăтра хирте пăрçа акакансем патне пырса тухрĕ. Элекçи кăна акать-мĕн, Гришка тракторĕ ларать.
— Мĕн пулнă? — ыйтрĕ Павел.
— Ак, — илсе пычĕ Гришка йĕкĕте пăрçа миххисем патне. — Кăна эп акмастăп. Кунта пăрçинчен ытларах утмăл туратпа пукра вăрри те сĕлĕ. Вăрлăх вырăнне фуражлăха хăварнине парса янă. Вăт жулик, — вăрçрĕ тракторист.
— Бригадир ăçта?
— Яла кайрĕ. Элекçин, ав, таса вăрлăх. Илсе килни пĕтмерĕ те, ĕçлет. Манăн пĕр сехет çухалчĕ, кĕç сменă улăштармалли вăхăт çитет, — пăшăрханса пĕлтерчĕ тракторист.
Юрать нумаях кĕтмелле пулмарĕ, кĕçех ял уничинчен автомашинă курăнчĕ. Тепрер темиçе минутранах çитсе чарăннă машинăран Федор Васильевич тухрĕ. Брюки айне хĕстернĕ пушă кĕпе çанни тухса кайнă. Тути çунса кушăрканă.
— Давай! — кăшкăрчĕ вăл кузовра михĕсем çинче ларакан колхозниксене, — курмастăр-им трактор тăнине? Давай!
Çӳлтисем сиксе аничченех машинă бортне уçса ячĕ, хăрах аллипех михĕ çыххинчен çулса тытса çурăм çине çавăрса хучĕ. Йывăр миххе пула суллана-суллана сеялкă патнелле тапаçланчĕ.
Павел та пулăшма пычĕ.
Машинă пушанса юлни сисĕнмерĕ те.
Трактор акма пуçласан çеç Федор Васильевич Павелпа калаçма пуçларĕ:
— Сволочь! Астарса ячĕ те ăна Трофим Матвеевич, ĕçет... Отне ĕçет.
— Çитĕ-çке ятлаçса... Ахаль те ура çине тăраймиех хĕнерĕн, — тавăрчĕ шофер. — Ыран, ак, ĕçе те тухаймĕ.
— Парăп эп ăна тухаймĕ. Мăйĕнчен вĕренпе сĕтĕрсе кăларатăп.
Федор Васильевич йĕркйпех каласа пачĕ. Кĕлетри пăрçана колхозниксем миххе тултарса лартнă пулнă. Уя ярас вырăнне Петĕр вăрлăхлăх пăрçана фермăсем валли авăртма армана, фуражне уя тиеттерсе янă. Хăй ӳсĕр-мĕн.
— Чăтаймарăм, Павел. Шăллăм вĕт, шăллăм. Çапрăм пĕрре те — сирпĕнсе кайрĕ. Мĕн тăван урăх унпа?
Тăнне те çухатрĕ. Юрать-ха машинă тупăнчĕ, халь унта, ак, виçсе паракан та çук, кĕлечĕсем те уçах. Арăмĕ патне ятăм та...
— Çапма кирлĕ пулман. Пире ал йăтни килĕшӳсĕр. Усала ватнипе ылтăн тăваймăн.
— Çаплах-ха та... Анчах ху пулсан та чăтас çук.
— Суда парĕ ак.
— Патăр çеç. Хăй те вăл тасах мар. Эп шăллăм тесе пăхсах тăмăп. Хамах сиснĕ, паян та шофер каларĕ те...
— Мĕн каларĕ? — тĕпчерĕ Павел.
— Тăхта-ха, лайăх пĕлмесĕр каламăп. Тĕрĕс пулсан, пытарас çук. Каçармастăп. Хам председательте чух кăларса çапнăччĕ. Трофим Матвеевич татах лартрĕ.
Павел Çавал леш енчи шырлансене лартнă йывăçсене пăхма кайрĕ. Чĕрĕлнĕ, пурте пекех чĕрĕлнĕ йывăçсем. Папаккисене кăларнă. Шырлансене акса хăварнă клеьерпа люцернă вăррисем çеç шăтман-ха. Вĕсем те шатĕç.
Çавал тĕлĕрет. Пулăсеп каçхи вăййи иртнĕ. Пĕр кая юлнă партас çурхи шыв çийĕн чалт! сиксе илетте ункă хăварса каялла чăмать. Кăптăрла шурлăхсенче ларса ирттернĕ кайăк-кăвакалĕсен кĕтĕвĕ пуç тăрринчех çунаттисемпе шăхăрттарса иртрĕ.
Çур çĕр иртсен пулă юхма пуçлать, паян тетел тухса каратăп», — шухăшларĕ Павел Çавал çыранĕ тăрăх килнелле утнă май. — Вĕсем халь вăлча сапнă, тытма юрать.
Килне кĕрсе, тетел илсе анчĕ.
Амăшĕ çыхнăччĕ ăна. Лартманни те халь çичĕ çул çитет. Çирĕп кĕр çиппинчен çыхнă пулсан та, шăтăкĕсем епле вĕтĕ. Чăн-чăн ăсталăхпа çыхнă çав. Халь те çирĕп. Хăйăр ăшпе чиксе лартмалли патакĕсем те тухса ӳкмен.
Лартма анкарти хыçнех, юхăм пĕр енне перĕнсе тарăнланнă çĕре лартрĕ. Шыв ăшăнсах çитеймен-ха, юхăм та йăлтах чакман. Шăлаварне хывмах тиврĕ. Çырана тухсанах хăй шăнса кайнине туйрĕ. Çапах пӳрте кĕрес килмерĕ.
— Çур çĕр иртмесĕр çывăрас марччĕ, — шухăшларĕ вăл килнелле утнă май.
Пӳртре вăранмасла çывăрса каясран хăраса çенĕкех, ашшĕн кнвĕ тăлăпне урайне сарса тăсăлса выртрĕ.
...Колхоз правленинчех Павела кĕтсе ывăннă Марье тарăхсах çитрĕ. Çук, тупайман ăна техничкă ниçта та.
Вăл хут татăкĕ çырчĕ те Павела пама хушрĕ.
— Ыран ирех килне кайса пар, — хытарчĕ вăл техничкăна.
Лешĕ ăна çиллентерес тенĕнех, çапла хуравласа хучĕ:
— Пĕл хальхи хусахсене.. Вĕсем те килте çывăраççĕ, те тăлах арăмсем патĕнче? Марье шарламарĕ.
Чунсăр Павел пиркиех мĕнешкел каç çухалать. Эх, тамсай! Чунсăр этем вăл, çын хуйхи уншăн ют.
Салхуллăн килнелле утрĕ Марье. Унăн асне пĕр сăвăç çырнă сăвă йĕркисем аса килчĕç:
Юрамасть унашкал юратмашкăн
Хăвпа çеç çак паха тĕнчере.
Çын хуйхи сан хуйху пулмасассăн,
Ниме юрăхсăр санăн чĕре.
Çын телейĕ сана тивмесессĕн,
Çын кулли култармасть-тĕк сана —
Тĕнчене мĕншĕн килнĕ-ха эсĕ?
Тĕнчере — эсĕ çĕрĕк кăна.
Тĕлĕнмелле улшăнать чун юлашки вăхăтра. Нихçан та сăвă вулама юратман Марье кашни пушă вăхăтрах сăвă кĕнеки тыта пуçларĕ. Хăш-пĕр сăввисене хăй çинченех çырнăн туйăнчĕ. Мĕнле пĕлме пултараççĕ-ха поэтсем çын чунĕнче пăлханусене? Аса та часах кĕрсе юлаççĕ унашкаллисем. Виçĕ-тăватă хутчен вуласан, пăхмасăрах калама пулать...
Ĕне суса ăш сĕт ĕçрĕ, çухăракан сыснисене апат пачĕ, вара, чи лайăх платйине тăхăнса, пĕр пĕчĕк тăкăрлăкпа Çавал хĕрне тухрĕ. Кĕсйине чиксе çӳремелли фонарьпе вăл сайра хутра çеç усă курчĕ.
Кĕме анкартипех кĕчĕ. Çенĕк алăкĕ уçах пулни ăна хăратсах пăрахрĕ. «Пĕччен мар пулсан? Ытти трактористсем те инçе каясран кунтах çывăрсан? Наряд пама килнĕ», тейĕп.
Хăраса чылай хушă сарайран тухмасăр тăчĕ. Юрату хăранине çĕнтерчĕ. Вăрра каякан кушак пек сассăр утса çурт хĕррипе çенĕк патне çывхарчĕ. Хăпарнă чӳх аттине хывса йăтрĕ. Шалта лăпкăн сывлани илтĕнет. Çук, иккĕн мар пулас. Фопарьне çутатса ячĕ те хăвăрт сӳнтерчĕ. Сасă пуласран хăраса, çенĕк алăкне хăлăпĕнчен йăтса хупрĕ, тĕккине печĕ. Каччă вăранмарĕ.
Павел месерле выртнă. Сылтăм аллине пуçĕ вĕçне хунă. Ывăннă сăн-питĕнче шухăшлăх палăрать. Акă вăл тутипе амăшĕн кăкăрне ĕмсех çывăракан ача пек хускатса илчĕ, сулахай алли вăйсăррăн кăкăрĕ çинчен шуса анчĕ.
Чĕриклетрĕ хĕрарăм пуснă хăма. Марье Павел сарнă тăлăп çине чĕркуçленчĕ.
— Павлик, — пăшăлтатрĕç тутисем.
Тулта таçтан сасартăк тухнă çилпе йăмра турачĕсем хусканса шĕпĕртетсе илчĕç.
Хыттăн, çунатне çапсах авăтса ячĕ Микулай мучисен автанĕ.
...Вĕсем Çавал хĕрне аннă чухне тул çутăлса килнин палли те çукчĕ-ха. Павел витрисене çырана лартса хывăнчĕ, вара çутатакан фонарь çутипе хуллен асăрханса Çавала кĕрсе кайрĕ. Тетел çуначĕсене пĕр çĕре пуçтăрчĕ.
Чăтаймарĕ Марье. Çыран хĕрринченех витресем йăтса сикрĕ, кĕлетке кӳлепине чараймасăр шыв патне çитичченех шуса анчĕ.
— Эх, платйĕне чĕртĕм ĕнтĕ, — пăшăлтатрĕ вăл.
— Васкатăн çав. Эп йăтса хăпараттăмччĕ, — хуравларĕ Павел.
Икĕ витри те кăшт кăна тулаймарĕ. Кунта партассем те, темиçе хура куç, ытларахăшĕ вара ыраш пăтрисем кĕрсе тулнă.
— Телейлĕ эс, — терĕ Марье, ассăн сывласа. Çыран хĕррине хăпарчĕç. Каччă васкасах тумланчĕ.
— Илсе каях пĕр витрине, — хушрĕ Павел. — Теприне Кулине инкене паратăп. Ыран трактористсене пулă яшки пĕçерсе патăр.
— Эх, Павел, пулă кирлĕ-и мана? Эс, эç кирлĕ, — пăшăлтатрĕ Марье. Эс чунсăр, эс çурхи Çавал шывĕ пек сивĕ. Сывă пул. Хирĕç тавăрман юрату — юрату мар. Аса илĕн-ха, Павлик, мана, пайтах аса илĕн.
Вăл качча ыталаса илчĕ, чуп турĕ, вара нимĕн сăмах чĕнмесĕрех Çавал хĕрринчи сукмакпа утрĕ. Тем терирен çеç фонарь ялтлатса сӳнчĕ.
Павел йĕпе тетелпе тата икĕ витрепе анкарти хыçнех тăрса юлчĕ.
Тул çутăлас чух тин çывăрса кайрĕ каччă. Ыйхи те канлĕ пулмарĕ, тĕлĕксемпе аташрĕ. Ун умне хĕреснашшĕ тухрĕ. Николай Андреевич пуçне тухăçри халăх çынни пек чалма çыхнă, урисене хуçлатса, тĕпелти сак çинче ларать. Павел, ача чухнехи пек, урисене тăсса урайне ларнă. Вĕрентет хĕреснашшĕ, пӳрнипе юнаса вĕрентет.
— Сыхлан, Павел. Юрату тени ăслă этеме те час-часах ăссăрлатать. Тепĕр чухне чун савнине калама кирлĕ мар вăрттăнлăхсене те каласа паратăн. Хăрушă, питĕ хăрушă хĕрарăм çилленсен. Сыхлан, Павел, сыхлан.
— Марье ман арăм мар, эп унран уйрăлмаллипех уйрăлтăм, — хирĕçлет каччă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...