Çавал сарăлсан :: 11. Телейлӗ чĕре тунсăха йышăнмасть


— Хама пар, — хушса хурать Гришка.

— Эс, тăхта, халь хамăн та пыр ярăнать. Паян çиленсе те савăнса ĕçетĕп. Ун чухне усал çынсем пулмаççĕ.

— Эс, пуçана, ытла шала кĕрен. Каялла тухаймастăн ак. Фронтра çĕршер грам паратчĕç, çакнашкал çур аки пĕтерсен, коммунизм чух çĕр грам параççех, — хирĕçлет Гришка.

— Парсассăн та ĕçместĕп. Ман ун чух культурă пысăк пулать, — тавăрать Элекçи.

Гришка кĕсйинчен пĕчĕкрех хура курупкă кăларать, хупăлчине уçса ваштах силлет. Самантрах пĕчĕк стакан пулса тăрать.

— Тултар стакансене, — хушать вăл Элекçие. Атту вĕçĕмсĕрех сăмахран пир тĕртен.

Павел шампански кĕленчине уçрĕ.

— Пирĕн туслăхшăн! — сĕнчĕ вăл. — Бригадăри, колхозри туслăхшăн!

— Виличчен пĕрле ĕçлессишĕн! — хушса хучĕ Элекçи. Ĕçсе ярса çыртреç. Лена вĕçĕмсĕрех Элекçие мухтарĕ, унăн, имĕш: хĕрарăм чунĕ те кăштах пур. Тепĕр хут çавăрчĕç.

Володя, Павел çумĕнче лараканскер, хуллен пăшăлтатса пĕлтерчĕ:

— Трофим Матвеевич чĕнчĕ те, çапла калать: эс, тет, Баранов, кăçал герой пулатăнах. Пурнăçла эп ыйтнине, эп те сан умра парăмра юлмăп. Илсе кай ыран комсомолецсене вăрманпромхозри çуртсене пăсса турттарма. Павела чĕн, тет. Пĕлетĕн-и мĕншĕнне? Пире вăл ыран ялтан пăрасшăн. Каçарăр, терĕм эп, ыран ман канмалли кун, ахаль те виçĕ эрнере шăмăпа тир кăна тăрса юлчĕç. Так. Вăт еплерех хăрать вăл пуçлăхсене эпир тĕрĕслĕхе каласа парасран.

— Тавтапуç хыпаршăн.

Ленăна ăсатса ямалла тесе, Павел юлташĕсенчен каçару ыйтса, пахчаран тухрĕ.

— Тусусем сан маттур, — ырларĕ хĕр. — Йывăрлăхра та пăрахмаççĕ. Госстрах пирки эп хам Василий Иванович патне кĕретĕп. Эс ан кулян, Павел.

— Кулянма шухăша та илмен. Эп оптимист, — тавăрчĕ каччă.

Вĕсем Лена хваттерĕ тĕлне çитрĕç. Пĕр хушă шарламасăр карта çумĕнчи сăк çинче ларчĕç. Каччă хĕмленсех Казахстан çинчен каласа пачĕ. Вăхăт çиçĕмле хăвăртлăхпа шунăн туйăнчĕ вĕсене.

Шуçăм тухăçах çитеймен. Анăçра унăн хăйăвĕ хĕп-хĕрлĕ. Унтан тухăçалла çĕр çийепе кăвак лентă тăсăлать, ăна çӳлтен шупка хăю эрешлет. Таçти катари-катари тинĕсе пулас çĕнĕ кунăн пушарĕ çутатнăн туйăнать. Тухăç еннелле çав тинĕс кăвакрах. Ун çийĕнчи пĕлĕтсем парлак çĕрсене сухаласа кайнă плуг кассисем пек кăпăшкан та чĕллĕн-чĕллĕн тăсалса выртаççĕ. Катари-катари йывăçсен ĕмĕлки палăрма пуçлать. Вĕсем хирте ятарласах туса лартнă пушар вышкисем пек курăнаççĕ.

— Лена, паян,сирĕн канмалли. Хире тухар мар-и?

— Халь, чăнах та, çывăрас килес çук. Ахаль те эп ире хирте кĕтсе илме юрататăп. Унта çĕнĕ пурнăç çуралнăн туйăнать, — хуравларĕ хĕр.

Çывăракан ял урамĕпе вĕсем шăппăн, сайра хутра çеç ахаль сăмахсем перкелешсе утрĕç.

Хирелле утнă май çĕнĕ кун çуралчĕ.

Улшăнчĕç пĕлĕтсем. Вĕсем сентре çине касса пăрахнă сурăх çăмĕсем пек, кăпăшка та сапалăнчăк. Пĕр сентри — тухăçра, тепри — анăçра. Тӳпе варри — тĕпсĕр авăр. Уйăх кăна тăп-тăрă шыв тĕпне пăрахнă ылтăн укçа пек курăнать. Сасартăк унта пĕр хура пăнчă çуралать, вăл аялтан та аяла анса пырать. Ку вăл — çунаттисене сарса янă хурчăка. Ыйхинчен уçăлсах çитеймен курăнать, унăн чĕпсене йыхăрма хăнăхнă юрри те илтĕнмест, вĕçев хăвăртлăхĕ те пĕчĕк. Ак, сасартăках, сунарçă персе антарнă пек, çунаттисене пĕвĕ çумне хĕстерсе кивĕ улăм ури пулнă вырăна ӳкет. Тепĕр самантран вирлĕ сăмсапа çапнă шăши-юс мунчаланса выртать. Хăпармасть текех хурчăка: халь вăл улăм купи çинче хускалмасăр, пĕчĕк çеç чул тĕмески пек хутланса ларать.

Каччăпа хĕр Салука хĕррине çывхарчĕç. Вăрман вуншар тĕрлĕ кайăк юррипе тулса ларнă, Вĕсен умĕнчех мăшăр шăкăлчи сикет. Пăр-р! — вĕçсе каяççĕ те вĕсем анса лараççĕ. Каччăпа хĕре хăйсем хыççăн утма чĕннĕн туйăнать.

Сикчĕллĕ çунă çумăр Салука хĕррине çитеймерĕ. Çур акине тухнăранпах тăракан шăрăх кунсем хăйсем хуçаланнине сисĕнтереççĕ: çĕр тытамак чирĕ тытнă çын тути евĕр çуркаланса каннă. Тăпра ăвăс пек шăтăклă-çурăклă.

Павел хăй плугĕпе сухаланă лаптăка кăна шăрăх тивмен. Тăпра халь çеç сӳрелесе кайнă пек çемçе. Çăра та патвар шăтса тухнă калча вăш-вăш çилпе хумханса хум хыççăн хум кăларать. Ачашланать хум, мухтанать хум, хăйĕн хăвачĕпе курнăçланать, илĕртет этем куçне. Пĕрре вăл симĕссĕн-тĕксĕммĕн, тепре симĕссĕн-çуттăн хумханса илет.

— Акă, çĕнелнĕ çĕр, ăка пирĕн мăлтанхи таран касă. — терĕ Павел.

— Калча пур çĕртинчен те вăйлă, — саванчĕ Лена. — Ахальтен мар обком секретарĕ интересленет.

Каччă шарламарĕ. Вăл хĕр аллине тытрĕ. Лена ăна туртса илмерĕ. Вĕсем пĕрремĕш хут тĕл пулнă пек пĕр-пĕрин çине пăхрĕç.

— Эх, куçу та сан — терĕ Павел.

— Мĕнлескер? — ыйтрĕ хĕр куларах.

— Ашă кăмăллă та илемлĕскер, — ăшшăн каларĕ каччă.

Çавал хĕрринчен çĕкленнĕ текĕрлĕк вĕсен тĕлнех вĕçсе çитрĕ. Анчах хальхинче яланах макăракан кайăкăн тунсăхлă юрри илтĕнмерĕ. Ирхи сывлăм шывне ĕçсе киленчĕ-ши? Е уяр кун савăнтарчĕ ăна? Çаврăнчĕ те, каллех. Çавал улăхне кайса çухалчĕ. Кăшкăрмасăр, макăрмасăр кайрĕ? Тен, çавăн пек çеç туйăнчĕ?

Çук, телейпе тулнă чĕре нихăçан та тунсăхлă кĕвве йышăнмасть.

 

Пĕрремĕш кĕнеке вĕçĕ

■ Страницăсем: 1 2 3