Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
Упăшкипе арăмĕ
Ютран таврăннăранпа вунçичĕ çуркунне çитрĕ, вунсаккăрмĕш çу тапхăрĕ те вĕçленсе пычĕ. Çакна, çутçанталăкăн ытарайми илемĕ куç умĕнчен çухалнине, Герман Марков пĕтĕм чунĕпе чарма тăрăшрĕ, анчах та çулсерен, ĕмĕртен ĕмĕре хăй еккипе пулса пыракан япалана хирĕç кĕрешме нимĕнле май та тупаймарĕ, çавăнпа та чапа тухнă чĕре тухтăрĕ, эрнере пĕрре е иккĕ ялти поликлиникăсене çитсе килме ĕлкĕрекенскер, уй-хир пушанса пынине те, йывăç-курăк тĕксĕмленнине те, чĕрчунсем васкаса ӳт хывнине те — пур пулăма та ку хутĕнче лăпкăн йышăнчĕ, хăй те кĕр тапхăрне куçма хатĕрленчĕ.
Çемьере те чун ыйтнине пăхăнман самантсем пулах тăчĕç. Çамрăк чухне инçетри юратăва манса кунта çĕнĕ пурнăç тĕвĕлеме тиврĕ, халĕ вара ăша çунтаракан тепĕр инкек сиксе тухрĕ: ывăлĕ, Энтри, Афганистан вăрçинчен таврăнмарĕ...
Мĕн кăна пулса иртмерĕ çакăн хыççăн Германпа Гюзель хушшинче. Вăхăт-вăхăт вĕсем пĕр-пĕрин çинчен манса йывăр шухăша путрĕç, тепĕр чухне хĕрарăм упăшкипе ним сăлтавсăрах ятлаçрĕ. Çапла икĕ-виçĕ хут пĕр-пĕринпе вут-хĕм сирпĕтсе илнĕ хыççăн тин упăшкипе арăмĕ лăпланчĕç, ĕлĕкхи пек лăпкăн пурăнма тытăнчĕç.
Пĕррехинче Герман кăвак çутăпах ыйхăран вăранчĕ те Гюзель çинчи утияла асăрханса сирчĕ. Хăй те сисмерĕ арçын — пĕтĕм пĕвĕпе шанк хытрĕ: чуна тыткăна илекен юмахри пек илеме пуçласа курнăн туйрĕ хăйне. Алли хитре кĕлеткене тĕкĕнме хăяймарĕ, выртрĕ каялла, вичкĕн кăвак куçĕ кăна пирĕштие тĕпчесе сăнарĕ.
Çӳхе кĕпе витĕр курăнакан кăпăшка кăкăрĕ илĕртсе чĕнчĕ, вăрăм та хĕрĕнни евĕр яка мăй чуна кăтăкларĕ. Тути пылак Гюзелĕн, пуçа çавăрса ямалла асамлă хĕлхем сирпĕтет.
«Акă ăçта иккен вăл çутçанталăкăн чăн-чăн вăрттăнлăхĕпе иксĕлми пуянлăхĕ!» — шухăшларĕ тухтăр хитрелĕх тыткăнĕнчен çав-çавах тухаймасăр. Ырăпа усал çеç мар, илемпе килпетсĕрлĕх те яланах юнашар пулнине ăнланнăскер Гюзель çине тата тимлĕрех, тĕпчерех пăхма тытăнчĕ.
Арăмĕн çаврака пичĕ тăрăхланнă пек, ун çинче пĕркеленчĕксем хуçаланаççĕ. Çакна Герман çуркуннех кардиологсен семинарĕнче тантăш тухтăрсем хушшинче асăрханăччĕ, анчах ун çинчен аса илсе тăма майлă вăхăт пулмарĕ: Энтри — пĕртен-пĕр ывăлĕ — Афганистанра çĕтни çинчен хыпар çитрĕ.
Хĕвел пайăрки чӳречерен кĕрсе сĕтел çине ӳксен Марков утияла хăй çинчен сирсе Гюзель еннелле çаврăнчĕ. Хĕрарăм çакна сисрĕ те вырăн çине тăрса ларчĕ. Вăр-вар çӳçне тӳрлетрĕ, çăмăллăн ура çине çĕкленчĕ, халат тăхăннă вăхăтрах радиоприемник кнопкине пусрĕ.
— Çĕнĕ хыпар çĕнĕ шухăш çуратĕ, — терĕ Герман хăй çине арăмĕ кăштах та пулин пăхманшăн кӳреннине пытарма тăрăшса.
— Шухăшĕ те, ĕмĕчĕ те пысăк та-ха вăл... Çут тĕнчере çур ĕмĕр пурăнса та пурнăç тути-масине ăнланса çитереймерĕм-ха. Пĕри апла, тепри капла тет, çĕнелме васкатать, тăхтама калать, виççĕмĕшĕ хăяккăн выртсах малашне мĕн пулассине пĕлет имĕш, халăха пăтратать. Ăçта тĕрĕслĕх? Çамрăк чухне пире çĕнетӳ тума хавхалантарнă шухăш-ĕмĕте халĕ хыттăн калама мĕншĕн вăтанатăп эпĕ? — чĕресрен тăкса çăвакан çумăр пек сăмахсене умлăн-хыçлăн сирпĕтрĕ Гюзель.
— Ман шутпа, эпир Сталин саманинче ӳссе çитĕннĕ, çавăнпа та пирĕн шухăш-кăмăл çав тапхăртан иртеймен, — кĕскен хуравларĕ упăшки кравать хĕррине тăрса ларнă май.
— Ленина та канăç памаççĕ, палăксене ватаççĕ. Тен, вăл та айăплă-и? — шăппăн ыйтрĕ арăмĕ хурлăхан пек куçĕпе упăшкине тăрăнса. Вăл та Германăн тăнлавĕпе кăкăрĕ çинче кăвакарнă çӳç пуррине асăрхарĕ, сассине çемçетсе çапла каларĕ: — Мĕн апат хатĕрлемеллине те пĕлейместĕп. Юнашар лавккара ним те çук. Кĕркуннех капла та, çуркунне епле пурăнăпăр?
— Çапла. Пурнăç йывăрланать.
Герман вырăн çинчен çăмăллăн тăчĕ, çывăрмалли кĕпе-йĕмне хăпăл-хапăл хывса краватьпе юнашар шкафăн сунтăхне хучĕ те шăлаварне тăхăнчĕ, кĕпине уртса арăмĕ хыççăн ваннăна васкарĕ. Шӳтлеме хăтланчĕ:
— Çамрăк чухне санран чаллă хĕр çукчĕ таврара, ташлама та, юрлама та ыттисенчен ăстаччĕ эсĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ... сана...
— Çитет. Хăвăртрах çăвăн та пашалу çиме лар, — терĕ лешĕ.
— Пашалу? — тĕлĕнчĕ тухтăр. — Пашалу терĕне? — тĕксĕм куç харшине аллипе сăтăркаласа ваннăна кĕчĕ, шап-шурă çирĕп шăлĕсене яланхилле порошокпа тасатрĕ, сăмса хăвăлĕнчен содăпа хутăштарнă ăшă шыв кăларчĕ, мăйне, сарлака кăкăрне сивĕ шывла çурĕ. Пит-куçне шăлса типĕтнĕ хыççăн йĕпе ал шăллипе çурăмне пилĕкĕ таран сăтăрчĕ. Васкамарĕ, мĕншĕн тесен çак хушăра унăн пуçĕнче пĕртен-пĕр япала — пĕрремĕш юратăвĕпе çыхăннă аса илӳ явăнчĕ.
Кĕпине тăхăнса кухньăна кĕнĕ вăхăтра та вăл хăйĕнчен хăй ыйтма чарăнмарĕ-ха. Темиçе хут та ăшĕнче çапла каларĕ: «Мэри çинчен тĕлĕкре аташмарăм пулĕ те?»
Арăмĕ вара чейнике сĕтел çине лартрĕ. Унăн сăн-пичĕ сасартăк хаярланса тĕксĕмленчĕ, сасси пӳлĕмри шăплăха çиçĕм евĕр касса çурчĕ:
— Эпĕ общество пирки палкатăп, эсĕ вара çаплах юрату юррине шăрантаратăн. Вăран ĕнтĕ ыйхăран.
— Авă мĕн иккен. Эпĕ вăраннă-çке.
— Санран пулăшу кĕтетĕп.
— Мана та çăмăл мар, чĕкеçĕм.
— Ку та тĕрĕс, анчах текех чăтма пултараймастăп.
— Эпĕ те этем. Çитет чура пулса.
— Килĕшетĕп: тĕрĕсмарлăха пĕтермелле, анчах, шел пулин те, ун çинчен хальлĕхе телевиденипе радио çеç калаçать, хаçатсенче çыраççĕ...
— Манăн паян яшка пĕçерме аш çук. Юнашар Сантăрăн тем те пур: пулă вăлчи те, шăрттан та, аш та. Чирлесен ăна уйрăм палатăна хураççĕ, ĕçе те çуран çӳремест.
— Сантăр Петрович — пуçлăх! Эсĕ — тухтăр. Эс сыватнă çынсем ун валли аш, пыл, çу хатĕрлеççĕ. Вăл вара кашни ир мăнтăр арăмне ĕçе, ачи-пăчине шкула машинăпа ăсатать. Сана, хулари чи пултаруллă тухтăра, ĕçе мар, чирлĕ çын патне каймашкăн та автомашина памаççĕ. Бензин çук иккен пирĕн. Хамăр вара çăвара уçнă-уçман тĕрĕслĕх, çĕнетӳ сăмахсене калатпăр. Ăçта вăл, тĕрĕслĕх? Эпир çамрăк чухне этем этемшĕн тус-юлташ тетчĕç. Халĕ мĕн тăватпăр эпир? Çук иккен çĕр çинче этемрен усалли, çавăнпа вăтанатăп та çамрăк чухнехи ырă шухăшсене çын умĕнче хыттăн калама.
Марков арăмĕн кăмăлне ăнланчĕ, ăна ытла пăсас мар тесе васкасах хăмăр кĕпин çаннине тавăрса пĕтерчĕ те лăпкăн сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, çу сĕрнĕ çемçе икерче васкамасăр чăмларĕ, куркари чее вĕре-вĕре сыпрĕ, анчах куçĕпе кускалакан арăмне сăнама пăрахмарĕ, Гюзель юлашки вăхăтра, чăн та, чунĕпе те, сăн-пичĕпе те улшăнчĕ. Сăлтавĕ пысăк. Эх, Энтри, Энтри... Хирург юлашки вăхăтра иртен пуçласа каçчен палатăран палатăна çӳресе чĕре чирĕпе аптăракансемпе калаçрĕ, вĕсене ырă канаш парса хăвăртрах ура çине тăма пулăшрĕ, кӳтсе çитнĕ чун-чĕрине ĕçре лăплантарчĕ.
Паян вара çемçе икерчĕ те пырне ларчĕ, темиçе сыпкăм чей ĕçнĕ хыççăн тин вăл сăмах чĕнчĕ:
— Çапла, кăткăс саманара пурăнма тивет пире. Манăн та чун ыратать, анчах шанăçа çухатмастăп. Энтри тупăнатех.
— Эпĕ шанмастăп. Сана та ĕненместĕп.
— Çулталăк ытла Пакистана яма ыйтатăп, анчах...
— Тен, вăл Кандагар таврашĕнче çĕре кĕнĕ? Мĕн кĕтсе ларатпăр çак пăнтăхнă таврара? Мĕншĕн Афганистана каймастпăр?
— Куна эс ытлашши, шухăшламасăр каларăн, — алăри чашăка хуллен лартрĕ Марков ялкăшман куçĕпе сĕтел çине тĕллесе.
— Ку пуçламăшĕ. Малалла итле. Тен, ăнланăн мана. — Аллисене пилĕкĕ çине хурса упăшки çине сиввĕн пăхрĕ Гюзель. Пăрçа пек тăкрĕ сăмахне: — Санран çак пăсăк самана робот туса хунă. Эсĕ чаплă та ăста тухтăр, анчах пуçлăхсем каланинчен иртейместĕн. Çакă сана та, чурана, вĕсене те, пуçлăхсене, çырлахтарать. Çавăнпа сан пеккисем хăйсен ывăлĕсене ирсĕр вăрçа ярса çухатрĕç. Çавсемех миçе çул ĕнтĕ çĕн йĕркеленӳ çинчен палкаççĕ, анчах ĕçне тумаççĕ. Вилнĕ е çĕтнĕ ывăлĕсене шырамаççĕ, чăлаххисене çителĕклĕн пулăшмаççĕ. Мĕн патне çитрĕмĕр эпир? Хăçан пулнă кунашкалли çĕр çинче? Кураймастăп сире, пăнтăхнă лачакари ашаксене!
— Ашаксене?! — кăмăлсăррăн ыйтрĕ Марков тĕтре карса илнĕ куçне аллипе сăтăрса.
— Çапла. Ашаксене.
Гюзель ура çине тăчĕ, алăк еннелле çаврăнчĕ.
— Чим, — чарчĕ ăна упăшки тăнлавне икĕ енчен икĕ аллипе тытса. Йывăррăн çĕкленчĕ пукан çинчен, çапла хытарса каларĕ: — Иксĕмĕр хушăра тем калаçсан та эпĕ сана каçарăп, анчах, тархасшăн, ку сăмаха урăх никам умĕнче те персе ан яр.
— Каçар. Хĕрӳлентĕм. Энтри шăпи...
— Ăнланатăп. Сана çеç мар, митингсенче кăшкăракан халăха та ăнланса пыратăп.
— Ку интереслĕ. Ларсах итлем-ха, — тесе хĕрарăм каялла сĕтел хушшине вырнаçрĕ, пĕчĕк янахне аллипе тĕкĕлерĕ, чăмăркка хура куçне упăшки çине çĕклерĕ. Шалти пăр ирĕлнĕ май унăн куç шуррисем çуталчĕç, пичĕ якалчĕ, çӳхе тути çемçелсе илемленчĕ, тăпăлкка кăкăрĕ ачашшăн анса хăпарчĕ.
— Чи хăрушши — сталинизма ленинизмпа тата марксизмпа пĕрлештернинче, — терĕ Марков, арăмĕ лăпланса пынине ăнланнăскер. — Паллах, халĕ Маркспа Ленин вĕрентĕвĕсене ырлама та йывăр, мĕншĕн тесен Сталин тунă киревсĕр ĕçсем, Брежнев, Хонеккер, Гусак йăнăшĕсем вĕсене те пырса тивеççĕ. Çĕр çинче çынна çын пусмăрлакан общество пур чухне социализм идеалĕсене пĕтерни тĕрĕс мар. Килĕшетĕн-и çак шухăшпа?
— Паллах.
— Кĕскен каласан, вĕсен вĕрентĕвĕ утопи мар, пурнăçа кĕмелли япалах. Анчах социализм обществинче нихăçан та пурăнса курман çынсем çакна хирĕç. Вĕсем Сталин системипе пĕрле пĕтĕм прогрессивлă этемлĕх тума ĕмĕтленекен обществăна та çапса аркатма чĕнеççĕ.
— Килĕшетĕп. Чăн та, ку пысăк йăнăш. Революци хыççăн пирĕн халăх социализм еннелле туртăннă, анчах унта çитеймен. Ку факт, пирĕн истори, — терĕ Гюзель куçне упăшки çинчен илмесĕр. Вăл арçын малалла мĕн каласса кĕтрĕ, анчах лешĕ сăмахламарĕ, тем шухăша кайса чӳрече витĕр урамалла пăхрĕ.
— Ĕçе кайма вăхăт. Политвĕрентĕве каçхине малалла тăсăпăр. Эпĕ Ильичăн хăш-пĕр ăслă шухăшне аса илтĕм, — терĕ кăштахран Марков, вара вăраххăн ура çине тăчĕ. Гюзель те васкаса кухня алăкне пырса уçрĕ. Часах иккĕшĕ те урама тухрĕç, шăкăл-шăкăл калаçса Атăл еннелле, кардиологи центрне, çул тытрĕç.
Германăн ютри тусĕсем
Арăмĕ кухньăра каçхи апат хатĕрленĕ вăхăтра Герман ывăлĕн пӳлĕмне кĕчĕ. Кунти япаласене никам та тĕкĕнмест, вĕсем Энтри çара тухса кайнă чухнехиллех выртаççĕ.
Сĕтел çинче ывăлĕн кĕнекисемпе тетрачĕсем, вĕсен хушшинче — чечек вази. Çулла вазăра яланах чĕрĕ чечексем лараççĕ. Хĕлле те кашни пысăк праçникрех туянаççĕ. Типтерлĕ кравать пуçĕнче, пĕчĕк комод çинче, пулла çӳренĕ вăлтасемпе ытти ăпăр-тапăр; тепĕр енче, шкапра, ывăлĕн кĕпе-тумтирĕ, стена çинче — Высоцкин пысăк портречĕ.
Кичеммĕн, пуçне усса тухать кашнинчех çак пӳлĕмрен Марков хирург. Çывăрмалли пӳлĕме кайса тӳрех вырăн çине тӳнет те ирччен пĕр сăмах чĕнмест. Паян вара вăл кухньăна кĕчĕ. Шăп та лăп çак самантра Гюзель ăшăтнă хуплу татăкне виçĕ пая касса тăратчĕ.
— Иккĕпе çитет, — терĕ Герман арăмĕ çине ăшшăн пăхса. — Эпир ăна тупатпăрах!
— Шанăç пулсан, чăн та, çăмăлрахчĕ тупма, анчах тĕнчи пысăк. Париж — хăй пĕр патшалăх.
— Унта ман туссем пур.
— Мĕнле туссем? Эпĕ пĕлместĕп-çке.
— Иртнĕ çулла, эсĕ Патăрьелне кайсан, вĕсем Шупашкарта пулчĕç. Арланов полковникле Голдберг антифашист. Арланова эсĕ пĕлме кирлĕ. Çĕрпӳ таврашĕнче, Волина пытарнă çăва çинче, унăн вил тăприйĕ пурччĕ. Хăй вăл мĕн çамрăкран ютра пурăннă, савнийĕ вара вилнĕ тесе ун ячĕпе вил тăпри купалаттарнă, палăк ларттарнă. Астăватăн пулĕ?
— Фашизма, каярах НАТО хурахĕсене хирĕç çапăçнă чăваш пирки калатăн-и?
— Шăп та лăп çавăн çинчен. Вăл халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Шел, ватăлнă. Атту ăна хăйне те Парижа илсе кайма пулатчĕ. Унăн тусĕсем пулăшĕç.
— Вĕсене епле шыраса тупас?
— Арланова ыран чей ĕçме чĕнсен вăл вĕсемпе епле çыхăнасси çинчен хăех тĕплĕн каласа парĕ. Гарри Голдберг — профессор, США гражданинĕ, вăтăр çул каялла мана вилĕмрен çăлчĕ. Арăмĕ, Стелла... — сасартăк шăпланчĕ Марков тем çинчен салхуллăн шухăша кайса. Хăй, ним пулман пек, кашăкпа чей пăлхатрĕ.
— Герман! Мĕн пулчĕ сана? Сахăр ямарăн, чейне пăтрататăн, — упăшки çине тĕлĕнсе пăхрĕ Гюзель.
— Ара, савăк пулмарĕ Голдбергăн пурнăçĕ. Çавна аса илтĕм. Вăл — шанчăклă юлташ, анчах ывăлĕ Билл — пуçтах вăрă-хурах. Çавна тĕл пулас марччĕ, — терĕ те Герман сахăр катăкне чей чашăкне ячĕ, шыва хуллен пăтратрĕ, анчах сасартăк кашăка турилкке çине хучĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ, арăмне çапла каларĕ: — Эсĕ мана ан кĕт. Сĕтеле кайран хамах пуçтарăп. Тухса кĕрем-ха балкон çине.
— Тульккă чĕлĕм ан чĕрт, — теме ĕлкĕрчĕ арăмĕ упăшки юлашки вăхăтра нумай туртнине аса илсе.
* * *
Балкон çинче Герман Марков хăйĕн пурнăçĕнчи чи йывăр тапхăра — Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашĕнче тăшман тыткăнĕнчен вилĕмрен çăлăннине тата хăйĕн пĕрремĕш юратăвне — аса илчĕ, анчах çакăн çинчен арăмне каласа пама чĕлхи çĕкленменччĕ-ха унăн халиччен те тата вăхăчĕ те пиçсе çитмен пек туйăнать.
Атăл хĕрринче
Юхать, куçать çурхи Атăл! Хăватлăн малалла вирхĕнет, пуласлăха васкать.
Герман Марков вичкĕн куçĕпе юханшыв çине пăхать, унăн кашни юхăмне е сулăмне тупма тăрăшать. Сивĕ çилтен хӳтĕленсе пальто çухине çĕклет те каллех юхан-шыва тĕпчет, пăр катăкĕсене сăнать.
Шыв çинче хĕвел шевли вылять, вăхăт-вăхăтпа пăр катрамĕ айне пытанать те каллех илемлĕн хум çийĕн унталла-кунталла куçать, чуна вылятать.
Константин Иванов палăкĕ умĕнчи картлашкасем çинче юр ирĕлсе пĕтнĕ, шыв кӳлленчĕкĕсем умĕнче кăвакарчăнсемпе çерçисем хуçаланаççĕ, тротуар хĕрринчи курăк, хĕл сиввинчен хăтăлнăскер, симĕсленме пуçланă.
Юлашки вăхăтра тухтăр чунĕнче те, çак симĕс курăк евĕр, пĕчĕк шанăç тĕвĕленме тытăнчĕ. Хĕл пуçламăшĕнче вăл США тухтăрĕсемпе, Лаун1 юлташĕсемпе, çыхăнма май тупрĕ, вĕсене Энтри Афганистанра çĕтни çинчен пĕлтерчĕ.
Хытах ĕçлерĕç Америка тухтăрĕсем: çĕнĕ çул хыççăн аманнă çамрăка Пакистанра тупрĕç, анчах темле усал вăйсем тыткăнри салтака сыватса ура çине тăма памарĕç, сасартăк унăн йĕрĕ çухалчĕ.
Каллех хуçăлчĕ ашшĕн кăмăлĕ. Апат анми пулчĕ, ырханланса хуралчĕ. Арăмĕ те ĕç-пуç йĕркеллех маррине туйса каçсерен, ĕçрен таврăнсан, пӳлĕмĕнчен тухмасăр пĕчченлĕхре асапланчĕ.
Юрать-ха çак йывăр самантра Заил Казанбаев юнашар пулчĕ. Хула ĕçтăвкомĕн председателĕ Герман Маркова Арланов хушаматлă полковникпе, ĕмĕрне Тăван çĕршывран инçетре ĕçлесе ирттернĕ чăвашпа, паллаштарчĕ.
— Мэри! Тен, Голдберг пулăшĕ пире, — терĕ те Герман хыттăн хăй еннелле арăмĕ утнине асăрхарĕ.
— Эсĕ такампа калаçнăн туйăнчĕ, анчах çыннине курмастăп. Кам вăл Голдберг? — тесе пальто çухинчен ачашшăн тĕкрĕ хĕрарăм упăшкине. — Пуçăм арпашни паллă-ха, анчах куçăм чиперехчĕ пек те. Никама та курмастăп.
— Йĕркеллех. Никам та çук çумра. Атăлпа пуплетĕп.
— Мĕн çинчен?
— Хам пек мĕскĕнсем çинчен.
— Апла эсĕ те ман хăраххăн...
— Пуçлатăп. Паянтан, — арăмĕн аллине хыттăн чăмăртарĕ Марков. Вара ăна çавăтса çыран тăрăх тăвалла утма тытăнчĕ.
— Тен, чиркĕве кĕрер мар-и? — асăрханса ыйтрĕ Гюзель, кĕлĕрен тухнă темиçе çамрăк Иванов палăкĕ еннелле утнине асăрханăскер.
— Ман шутпа, унта ир кӳлĕм çӳреççĕ, — йăвашшăн хуравларĕ Герман мольберт йăтнă студентсене çул парса.
— Апла тăк ыран.
— Эпĕ санăн ырă шухăшупа килĕшетĕп, анчах та ир кӳлĕм тени эпĕ унта ыранах вĕçтерессе пĕлтермест.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...