Ан сивĕн, савни :: Иккĕмĕш пайĕ
Настя. Ун вырăнне çынсем пулнă тет загсра. Çырăничченех пăрçа ани ăшне чăмнă теççĕ.
Ваççа. Шăп, хăйсем килеççĕ. Саламлатпăр уй-хир паттăрĕсене!
Тамара тата Сантăр кĕреççĕ.
Тамара. Тавтапуç.
Настя. Пуç таятпăр телейлĕ мăшăрсене.
Сантăр. Мĕн, мĕн?
Настя. Эсир çырăнма загса кайнă терĕç.
Сантăр. Капкăн çырăннă, крокодил журнала библиотека çырăнать.
Ваççа. Эсир загсра пулмарăр-и вара? Петĕрпе Лена Петĕр арăмне шырама кайрĕç.
Сантăр. Мĕн?
Тамара. Петĕршĕн вăл йывăр япалах мар, улшуç лаша улăштарнă пекех.
Настя. Тĕрĕс мар, тĕрĕс мар, эпĕ ăна ĕненместĕп. Петя ун пек мар.
Тамара. Апла эсĕ пиччу çинчен нимĕн те пĕлместĕн. Мĕнле, пирĕн хор юрларĕ-и?
Ваççа. Мĕнле юрламан. Мирун юрларĕ, Уçтук юрларĕ.
Ленăпа Петĕр кĕреççĕ.
Настя. Эх, намăс çеç куртăмăр паян. Хăть çĕр тĕпне анса кай. Çынсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, преми те илеççĕ, пирĕн нимĕн те çук.
Ваççа. Пулĕ-ха пирĕн те.
Петĕр. Тĕрĕс, Ваççа.
Петĕр (савăнăçлă пулма тăрăшса). Эсир, мĕн, сăмсăрсене усса ларатăр. Ахаль те сăмсăрсем вăрăм, акатуйĕнче ташламаншăн кӳренеççĕ пулĕ-ха вĕсем. Ваççа, ташлаттар-ха хĕрсене.
Ваççа ташă кĕвви калать, анчах пĕри те ташламаççĕ.
Эх, кăмăлсем те сирĕн паянхи çанталăк пекех. Хĕрсем, Лена, пуçлар-ха ташлама хамăр.
Лена. Эх, чăнах. (Петĕрпе Лена юрлаççĕ, хĕрсем такмакласа ташлаççĕ.)
Икĕ хурăн юнашар,
Çулçи вĕл-вĕл тăвать-çке.
Лар-ха, савни, юнашар,
Кĕвĕçекен кĕвĕçтĕр.
Ваççа (Петĕре). Ĕçсем мĕнле?
Петĕр. Аванах. Телеграмма патăм, халех арăм персе çитет.
::Ташă кĕвви.
Пĕрре терĕм, иккĕ терĕм,
Савни, саватна терĕм.
Савмасассăн кала терĕм,
Чунăм сивĕнтĕр терĕм.
Ух-ха, ух-ха шур тутăрна,
Ухса шуратаятна?
Пĕр сивĕннĕ савнине
Каялла çавăраятна?
Эп пĕлменччĕ лавккара
Алсатулĕ сутнине
Эп пĕлменччĕ, Тамар, сана
Сантăр каç ăсатнине.
Пĕри тухать, тепри тухать, пурте ташлаççĕ.
Сантăр (купăсçăна выляма чарса). Çитет.
Петĕр (ташлама чарăнса). Ма чаран?
Сантăр. Эсĕ, Петĕр, Петр Николайчă, ытлашши ан хуçалан.
Петĕр. Вара?
Сантăр. Ытлашши ан аташ тетĕп.
Петĕр. Мĕн çинчен эсĕ?
Сантăр. Çавăн çинченех, пур çĕрте те патшаланса ан çӳре. Кунта правленинче мар.
Лена (Сантăра). Чарăн.
Ваççа купăс калама пуçлать.
Никам ташламаннине кура хăй каласа хăй ташлать.
Сантăр. Адвокат арăмĕ пултăн-им?
Лена. Эсĕ, эсĕ мĕн хăтланан?
Петĕр (Тамара патне пырса). Тамара!
Тамара. Мĕн?
Петĕр. Эсĕ, мĕн, заявленине пуçпа шухăшласах каялла илтĕн-и?
Тамара. Вара?
Петĕр. Итле-ха.
Тамара. Мĕн итлемелли пур сана? (Тамара кайма тăрать.)
Петĕр. Тăхта. Ох, мăн кăмăллă-çке эсĕ, Тамара.
Тамара. Сан арăму мăн кăмăллă мар.
Петĕр. Мĕн каласа ĕнентерес сана?
Тамара. Суях.
Петĕр. Ара...
Тамара. Каях, арăму патнех кай, ытала, чупту!
Петĕр. Ан ĕнен, ан ĕнен, акă пĕтĕмпех паллă пулать.
Тамара. Мана ахалех паллă.
Тамара килне чупса каять.
Сантăр (Ленăна). Апла эппин? Эсĕ?
Лена. Çапла. Эсĕ, эсĕ хăв мĕнле, пĕр минутрах улăштарма хатĕр, ан çыпăç. Мазут.
Ленăпа Настя каяççĕ, ун хыççăн Ваççа, ыттисем саланса пĕтеççĕ.
Сантăр. Авă мĕнле? Эпĕ мазут-и? Юрать. (Каять.)
Петĕр пĕччен.
Мирун сасси. Петĕр, Петр Николайчă, кил-ха.
Мирун кĕрет.
Петĕр. Ну, мĕн сана?
Мирун. Ман санпа питĕ пысăк ĕç пур.
Петĕр. Ман санпа нимĕнле ĕç те çук.
Мирун. Ăнланмалла, малалла ан кала. (Юрлать.) Савни савнине илет те, савманнине кам илет. Ах, илтнĕ, илтнĕ, кĕвĕçӳ, арăм. Арăм çук, парăм çук. Никакой та хуйăх çук.
Петĕр. Эп санпа çыхланмастăп, эсĕ ӳсĕр.
Мирун. Эсĕ те ытлашши урах мар пулас. Хам валли мар, сан валли.
Петĕр. Сан валли те ман валли, çапла-и?
Мирун. Пĕлеймерĕн, ман валли те, сан валли те мар, эсир вĕт пурте çыншăн тăрăшатăр пек. Тамарăна юратан вĕт, пĕлетĕп, юратан. Ăна çавăрас тесен, Тамарăна Сантăра парас мар тесен юрама пĕлес пулать. Халĕ хĕрсене премĕкпе мăйăрпа савăнтараймăн. Мĕнле те пулсан геройски ĕç тăвас пулать. Ăна пуш алăпа илеймĕн. Ну сан практика пур, маттур. Ничего, ун пекки пулкалать. Питех парăнмасан вăрлас пулать ăна.
Петĕр. Мĕн, мĕн?
Мирун. Пĕр çĕр каçсан, ячĕ кайсан арăм пулчĕ те.
Петĕр (Мируна кăкăртан ярса илет). Эсĕ мĕн? Мана тĕрмене ярасшăн-и?
Мирун. Яр, яр, кĕпене çуран. Кун пек кĕпе кунта тупаймастăн.
Петĕр. Сана хăвна çурса ямалла.
Сантăр тухать те Мируна хӳтĕлесе Петĕре тӳрех кăкăртан ярса тытать.
Мирун. Хуллен, майĕпен. (Тухса шăвăнать.) Сантăр. Сана хăвна кам çурмалла.
Петĕр. Сана мĕн çитмен?
Сантăр. Çавах. Асту, Петя, Петр Николайчă, асăрхаттаратăп. Енчен...
Петĕр. Эпĕ те çавнах каласшăн... (Сантăр аллине вĕçертет.)
Сантăр. Пĕринпе май килмерĕ те, теприн патне çыпăçатна?
Петĕр. Итле-ха, нимĕн те пĕлместĕн эсĕ.
Сантăр. Пĕлетĕп сана, алиментщик. (Кайма тăрать.)
Петĕр. Тăхта! (Сантăра ярса тытать.) Эсĕ мĕскер каларăн?
Сантăр. Çавнах!
Ленăпа Тамара кĕреççĕ.
Лена (Сантăра ярса тытать.) Чарăн!
Тамара (Петĕре чарса). Намăс та мар-и?
Уçтук кĕрет. Ваççапа Настя айккинче сăнаççĕ, Ваççа пырасшăн, ăна Настя чарать.
Сантăр. Кай ман çумран! (Ленăна Петĕр патнелле тĕртсе ярать.) Эпĕ сана ĕненместĕп. Кай, ытла!
Уçтук. Ман хĕре ма çапан?! (Пӳрт умĕнче тăракан патака илет.) Эпĕ сана уруна персе хуçап! Мазут тавраш!
Анук кантăка уçса ярать.
Петĕр (Тамарăна Сантăр патнелле тĕртсе). Эсĕ те ан çыпăç!
Анук. А-юй, ма тĕкен ман хĕре? Урçа, сан валли çуратса ӳстермен.
Уçтук (Сантăра). Эсĕ каях, каях! Сана эпĕ хам хĕре парас çук, пăх-ха эсĕ ăна, арăм пуличченех хĕнеме пуçланă та, чĕмере хăраххи. (Ленăна.) Кĕр киле!
Сантăр. Пит кирлĕ мана сан хĕрӳ. (Сантăр Петĕр çине, унтан Лена çине пăхрĕ, кайрĕ.)
Анук (Тамарăна). Эсĕ те кĕр, авланнă çынсăр каччă тупаймарăн-и?
Анук кантăка хупать.
Тамара. Эсĕ мĕскер, Лена.
Лена. Эсĕ мĕскер? Сантăр пуçне çавратăн? Пĕр каç пĕринпе те, тепĕр каç тепринпе.
Тамара. Санăн Сантăру кирлĕ мар, ан хăра.
Анук. Тамара, çитет, кĕр.
Лена пĕр еннелле, Тамара тепĕр еннелле килĕсене кĕреççĕ. Сантăр юрласа иртет. Ун хыççăн Мирун пырать.
Сантăр.
Качăр-качăр качаки,
Качака çинче юр тăмасть.
Çакă ялăн хĕрĕсен
Сăмах пани ним тăмасть.
Мирун. Тăхта, Сантăр, çапăçрăр-и? Çапла вăл юрату, пурне те ахлаттарать. Атя, ман пĕр план пур.
Мирун Сантăра çавăтса каять. Ваççапа Настя кĕреççĕ.
Ваççа. Акă сана туй.
Настя. Эпĕ шутламан Петя ун пеккине.
Уçтук. Ара, Петя авланнă тет, арăмĕ Алма-Атара тет.
Ваççа. Тата мĕн?
Уçтук. Ачи те пур тет.
Настя. Тата мĕн тет?
Уçтук. Алимент тӳлесе пурăнать. Тамара çавăнпа пăрахнă-иç.
Настя. Пĕртте ĕненес килмест.
Ваççа. Çитет вĕсене кĕтсе, эсĕ ман арăм пулма килĕшмесен хулана каятăп, вĕренме кĕрĕп. Майра тупса ярап.
Настя. Тупса яр.
Ваççа. Купăсне те персе ватап.
Настя. Ват, ват, мана та ват. (Макăрать.)
Ваççа. Çук, купăса эп пăрахмастăп, вăл ман чĕрем. Сана та пăрахмастăп, ман чун чăмакки. (Настьăна лăплантарса юрлать.)
Улма йывăç чечекре те,
Улми епле пулĕ-ши?
Савни савать, хисеплет те
Кайран епле пулĕ-ши?
Иккĕшĕ.
Шуçăм çути ай илемлĕ,
Сарă кайăк пит хавас.
Чун юратнă савнине
Курас килет, мĕн тăвас?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...