Ан сивĕн, савни :: Иккĕмĕш пайĕ


 

Лена папкăсем йăтса кĕрет, ăна шкапа хурса майлать.

 

Лена. Хуси киличчен майласа пĕтерес. Петр Николайчăн пӳлĕмĕ министрсенни пекех пултăр.

Анук. Çапла пуль, çапла пуль. (Лена сĕтелтен папкăсем кăларать, шутпа шутласа çырма тытăнать.) Петĕрĕн арăмĕ килме тухнă вĕт.

Лена. Чăнах-и? Ак тĕнче.

Анук. Акă телеграмми...

 

Петĕр кĕрет.

 

Петĕр (телефон трубкине тытса). Почта. Прокуратура парăр-ха. Прокуратура, салам, кăна Николаев калаçать-ха. Пăртасран, мĕнле унта хыпарсем? Çавăн пекех? Хамăн кайса килме вăхăт çук. Хăй килтĕр, укçа ярса патăм. (Трубкине хурать. Телефон шăнкăртатать, Петĕр трубкине çĕклет.) Да, эпĕ, Николаев. Мĕн, райкомран-и? Салам. Кермен уçатпăр. Пĕтеймен те-ха, пĕтеретпĕр. Станцири имçам-и? Паянах турттарса килетпĕр. Тырă-пулă? Аван. Уйрăмах тулă, пăрçа та. Эсир килсе курăр. Курнă! Çумкурăк айне пулнă? Пĕтеретпĕр, паянах тасататпăр. Çемье-и? Ав-ланман-ха. Сирĕн пата та çитнĕ-и хыпар. Авлантарчĕç çав.

Анук. Тьфу, райкома та суять, турра маннăскер.

Петĕр (телефон трубкине хурать). Мĕн тен çак эсĕ?

Анук. Çанталăк тĕтреленнĕ теп.

Петĕр. Уяртать ак. (Тухса каять.)

Анук. Авланман эппин, арăмĕ халĕ-халĕ персе çитет, вăл çавăн пекех тунать. Икĕпитлĕскер.

Лена. Дон Жуан теççĕ ун пеккисене, инке.

 

Ваççа кĕрет.

 

Ваççа. Петр Николайчă ăçта кайрĕ?

Анук. Тин çеç хирĕç тухрĕ, курмарăн-и вара? Арăмне кĕтсе илме тухрĕ пулĕ...

Ваççа. Арăмне? Килнĕ-им?

Лена. Телеграмма янă. Сана, Ваççа, мăшăрланнă ятпа саламламалла пулĕ?

Ваççа. Çапла пулĕ, Настьăна пĕлтерме каяс-ха. (Тухса каять.)

Анук. Кама илнĕ вара?

Лена. Настьăна ара.

 

Пĕр ачаллă хĕрарăм кĕрет.

 

Хĕрарăм. Юрать-и?

 

Анук председатель пӳлĕмне кĕрсе каять, алăк уçах.

 

Лена. Кĕрĕр, кĕрĕр.

Хĕрарăм. Пăртас ялех терĕç.

Лена. Çавах, çавах.

Хĕрарăм. Эпĕ пĕр çынна шыратăп. Тĕрессипе каласан, упăшкана, çак ялтан вăл. (Пӳлĕмрен Анук тухать.) Петр Николайчă тесе чĕнеççĕ, телеграмма пачĕ...

Анук. Акă хайхи, эсир унăн арăмĕ-и вара?

Хĕрарăм. Çавăн. Малтан манран тарса çӳрерĕ, халĕ тата хăй патне чĕнсе илчĕ, укçа ярса пачĕ.

Анук. Тĕл пулмарăр-и вара упăшкуна?

Хĕрарăм. Çук. Питĕ ывăнтăм-ха.

Лена. Вăл халех кĕрет, ларăр.

Анук. Эсир мĕн ятлă пулатăр, пĕлмерĕм-ха?

Хĕрарăм. Нина Ивановна.

Анук. Нина Ивановна, ун пӳлĕмне кĕрсе канăр, унта чăрмантармĕç. Унта диван та пур.

Хĕрарăм. Тавтапуç. (Председатель пӳлĕмне кĕрсе каять.)

Лена. Вот Петр Николайчă те, вот çын те, авланман тесе çӳрет-ха тата? Арçынсене шан.

Анук. Ĕнтĕ çăварлăхлаç, председательтен те кăларса сирпĕтĕç.

Лена. Ман шутпа, Петяран ватă. Лере, салтакра хĕр тупайман та ĕнтĕ.

Анук. Ан тив. Татах мĕн тейĕ-ха, мĕн суйĕ?

Лена. Ах, Тамарăна пĕлтересчĕ халĕ. (Лена тухса чупрĕ.)

 

Часах Ваççа, Настя кĕреççĕ.

 

Настя. Инке килнĕ терĕç. Ой, курасчĕ-çке ăна, ăçта вăл?

Ваççа. Мĕнле, хитре-и? Тамара чухлĕ пур-и?

Анук (председатель пӳлĕмне кăтартса). Курсан пĕлен. Ачипех. Кунта канать-ха, ан чăрмантарăр.

Настя. Ачипех тен?

Ваççа. Апла пуш алăпа аван мар, чечекпе кĕтсе илес. Атя.

 

Настьăпа Ваççа тухса чупаççĕ, хирĕç Уçтук кĕрет.

 

Уçтук. Чăнах-и? Петĕрĕн арăмĕ персе çитрĕ терĕç, ачисемпех терĕç. Ак хайхи, тĕнче! Хе-хе-хе.

Анук. Шăппăнрах, канать.

Уçтук: Акă хайхи, Петĕр, вот çын те эсĕ ăна.

 

Петĕр кĕрет.

 

Петĕр. Кама вăрçан, Уçтук аппа?

Уçтук. Ара, çав Мируна, паранкă укçине халĕ те парса татмасть.

Петĕр. Паян татăлать, пуринпе те татăлатпăр. (Председатель пӳлĕмне кĕресшĕн, ăна Анук чарать.) Мĕн кирлĕ сана, Анук аппа?

Анук. Кунта ковер сармалла-и? Райкомран килеççĕ терĕç-и-ха?

Петĕр. Конечно. Чыслăрах курăнмалла пулĕ вĕсен умĕнче.

Анук. Председатель пӳлĕмне тин çуса кайрăм та, типмесĕр ан кĕр-ха.

Петĕр. Юрать, ара. Анук аппа, Мируна чĕнĕр-ха.

 

Анук, Уçтук тухаççĕ. Хирĕç Лена, Тамара, Сантăр кĕреççĕ.

 

Петĕр. Лена, ах ты, Тамара, тесшĕнчĕ.

Лена. Чĕрӳнте Тамарах ларать, (пӳлĕмелле тĕллесе) кунта...

Петĕр. Çапла, ман чĕрере Лена та, Тамара та, Анук аппа та.

Тамара. Мирун та пулĕ?

Петĕр. Мирун та — пурте, пуриншĕн те ман чĕре ыратать.

Лена. Арăмупа ачушăн та пулĕ.

Петĕр. Ĕмĕтленетĕп.

Лена. Пĕлетпĕр, пĕлетпĕр.

Петĕр. Вăхăт çитсен пĕлетĕр.

Лена. Пĕлетпĕр. Вăхăт çитсен.

Петĕр. Тамара.

Тамара. Мĕн сана?

Петĕр. Мĕншĕн сан ана çинче çум нумай?

Тамара. Ман ана çинче тап-таса, уй-хире тухса пăхас пулать. Вот эсĕ, председатель, имçамсене турттарса пĕтересси пирки мĕн калан?

Петĕр. Тахçанах наряд панă. (Сантăра.) Мĕншĕн пурнăçламан?

 

Сантăр аллисене сарать, Анук, Мирун, Уçтук кĕреççĕ.

 

Анук. Кĕр, кĕр, Мирун. Мĕн вăтанан?

Уçтук. Тĕпелерех ирт.

Петĕр. Лар, лар, Тамара.

Тамара. Ларса тăма вăхăт çук. Эпĕ ĕç пирки килнĕ, Петр Николайчă.

Петĕр. Тăхта, Тамара, пĕринпе татăлса пĕтмен-ха.

Петĕр. Мирун, Мирон Миронч!

Мирун. Я.

Петĕр. Санпа татăлма вăхăт.

Мирун. Тĕрĕс. Акă заявлени. Эпĕ малалла завхозра хамах ĕçлеместĕп, хакламаççĕ.

Петĕр. Малтан татăл халĕ. Унтан...

 

Микка, Альтук кĕреççĕ.

 

Микка. Петĕр, ăçта арăму?

Альтук. Петĕр, мĕн пулать-ха капла?.. Ма арăмна пытарса усран? Ма киле илсе пымастăн?

Петĕр. Тăхта, анне. Эсир, Тамарăпа Анук аппа, свидетель пулăр.

Анук. Санăн свидетелӳ пулма, сан туйунта пулман.

Альтук. Мĕн пулчĕ, ачам?

Петĕр. Атте-анне, çылăха малтан кунта каçарттарас терĕм, халăх умĕнче.

Анук (Тамарăна). Акă хайхи, тинех.

Уçтук. Тахçанах çапла кирлĕ.

Альтук. Ах тур-тур, мĕнле çылăх тата? Эсĕ турра ĕненместĕн-çке?

Петĕр. Чыс-совесть текенни маншăн турă. Лар, Мирун. Çыр расписка. (Укçа парать.) Шутла, ил те колхозниксемпе татăл паянах, халех.

Сантăр. Эсир, мĕн, ман чыс çук тетĕр-им? (Кĕсйинчен кăларса.) Ку — Вăрмартан имçам вырăнне шуç листине тиесе килнĕшĕн, ку — Куславккаран пĕрене тиесе килнĕшĕн. Ил, ил. Лена, колхоз кассине прихутла. Эсĕ, Тамара, актине çыр.

Альтук. Воспоти, мĕн куратăп эпĕ, хăй укçине парать — тата кама?

Микка. Йăнăша вăхăтра тӳрлетни аван вăл. Мирун укçине çухатнă пулсан халăх уншăн айăплă мар ĕнтĕ.

Анук (Мируна ярса тытать). Ай, сан чыс текенни çук-им? Хăçан эсĕ пирĕнпе татăлатăн?

Пĕри. Ĕçсе янă вăл, милицине ăсатас пулать ăна.

Уçтук. Э-э, лекрĕн-и? Пĕтрĕн вĕт, куç умĕнчех пĕтрĕн. Ĕçкех пĕтерчĕ сана, ĕçкех.

Петĕр. Ну, мĕн калăн, Мирун?

Мирун. Пурăнма пĕлмерĕм çав.

Микка. Пĕрре улталан, иккĕ улталан, виççĕмĕшĕнче ларса макран теççĕ.

Хĕрарăмсем (Мируна çавăрса тытаççĕ). Тавай укçа, татăл.

 

Ваççапа Настя кĕреççĕ, аллисенче чечек.

 

Альтук. Э-э, килтĕр-и, хăвăрах килтĕр-и?

Настя. Анне, атте, каçарсамăр.

Петĕр. Юратса тухрăн пулсан мĕн макăрмалли пур унта.

Альтук. Пилле, гашле, ашшĕ пулса пилле.

Петĕр. Телейлĕ пурăнăр. (Шӳт туса.) Ача-пăчаллă пулăр. Ачисем ăслă пулччăр.

Альтук. Атя каялла, хĕрĕм. (Йĕрет.) Пĕр япалуна та парса ямастăп.

Настя. Мĕнле таврăнмалла-ха киле, анне, кун хыççăн?

Микка. Карчăк, капла пулсан мĕнле каялла пытăр? Кайран кам качча илтĕр?

Альтук. Эй-эй-яй-яй, яла култарчĕ.

Микка. Каччи чăлах мар, купăс калама та ăста.

Ваççа. Эпĕ çын пулас тетĕп. Тамара пек заочно ин-ститут пĕтерес тетĕп. Петр Николайчă, паян кермене уçатпăр-и?

Петĕр. Уçатпăр, уçатпăр, сирĕн ятпа пултăр.

Альтук. Эх-хе, эсĕ тата арăмна ăçта хутăн, килнĕ терĕç.

Петĕр. Ак тата? Эпĕ курман-ха.

Анук. Питĕ аякран килнĕ терĕç.

Альтук. Ялти хĕрĕсене çавăраймарĕ çав.

Анук. Ытлашши нумай хĕрсем хыççăн чупрĕ пулĕ, тăхлачă.

Альтук. Сирĕн хăвăрăн та икĕ каччă хыççăн чупнă тенине илтнĕччĕ эпĕ.

Анук. Тĕрĕс мар, ман хĕр ун пек мар. Сан ачу...

Альтук. Ман ывăл та ун пек мар.

Анук. Пĕлетпĕр. Петĕрĕн арăм пуррине халĕ лайăхах пĕлетпĕр ĕнтĕ.

Уçтук. Хамăр куçпах куртăмăр.

Петĕр. Ах, курасчĕ-çке ăна, хам арăма, мĕн тĕслĕ-ши вăл?

 

Ача макăрнă сасă.

 

Уçтук. Ак хайхи.

Альтук. Ку мăнук сасси пулчĕ-и?

 

Ваççапа Настя председатель пӳлĕмне кĕрсе каяççĕ.

 

Анук. Ан кай, Мирун, татăлмасăр ниçта та ямастпăр.

 

Мируна сĕтел хушшине лартаçсĕ, Настя ача çĕклесе тухать.

 

Настя. Ай-юй, пичче, сан тĕслех.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5