Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Микула сăмахне Миххапа Лукарье иккĕшĕ икĕ майлă ăнланчĕç.
Лукарьене вĕсем ытларах лăплантарчĕç. Ытларах шанăç кӳчĕç. Каччă ăна килĕштерни çинчен систерсе калаçнă пекрех туйăнчĕ.
Михха малтанах ӳкĕнсе илчĕ: «Авланман пулсан, эпĕ те, хурт-хăмăр пек, ăçта пыл çавăнта вĕçсе ларăттăм. Халь ал-урана сăнчăрпах тăлласа янă». Çав вăхăтрах иртсе кайнă пурнăçа каялла тавăрма çуккине аса илсе тăна кĕчĕ те, авăкланма хăтланнă кăмăлне йăпатма тăрăшса, тепĕр майлă шухăшларĕ: «Микула çара çерçи çеç. Уншăн авлансан-авланмасан та пурпĕрех. Мана авланмасăр пурăнма юрамасть. Эпĕ хуçа. Укçа пулсан, авлансан та ирĕклĕ».
Тата тепрер черкке эрех, тепрер курка сăра ĕçрĕç: Кăмăлĕсем татах хавасланчĕç. Миххан Микула мĕн-мĕн курса çӳрени çинчен пĕлесси килчĕ.
— Микула, — кăмăллăн чĕнчĕ вăл, — ӳркенмесен каласа пар-ха: ăçти-ăçти çĕршыва çитсе куртăн кăçал?
— Чăнах, каласа пар-ха! — Микулана куç умĕнче ытларах тытасшăн сăмах хушрĕ Лукарье.
Ку ыйтăва хуравлама йывăрах та пулмарĕ. Çавăнпа Микула ним шухăшласа тăмасăрах:
— Нумай çĕршыва çитсе куртăм, — тесе хучĕ. — Атăл тăршшипех курса çаврăнтăм. Хусантан Аçтăрхана анса кайрăмăр. Аçтăрхантан Чулхулана хăпартăмăр. Чулхуларан — Рыбинск хулине. Унтан Шексна юханшывĕ тăрăх Череповец хулине çитрĕмĕр. Питĕрте те пулса кураттăмăр пулĕ, баржа ытла тарăнра ларнипе каяймарăмăр.
Микула кĕскен çеç каласа пани Михха кăмăлне çырлахтармарĕ- Унăн ытларах пĕлес килчĕ.
— Çакă çеç-и вара?
— Çакă çеç-и? — Михха ыйтăвне труках ăнланайман пек пулчĕ Микула. — Сахал-им? Халĕ те Аçтăрхантан Череповеца çитни çинчен каласа патăм-çке?
— Сахал çеç мар, нимех те каламарăн-ха эсĕ. Асăнса çеç иртрĕн. Ман тĕплĕнрех пĕлес килет, — шухăшне ăнлантарса пачĕ Михха.
— Тĕплĕнрех мĕн çинчен каласа парас сана?
— Хулари пурнăçсем çинчен... Сăмахран, Чулхула çинчен пĕлес килет ман.
Михха ку хула çинчен пĕлесшĕнни ăнсăртран пулмарĕ. Кунта тĕнчипе паллă ярмăркка пухăнать. Михха ку ярмăрккаиа кайса курас ĕмĕтпе пурăнать иккен.
— Чулхула-и? — аса илме тăрăшрĕ Микула, унăн умне хăй курнă хула тухса тăчĕ. Çавăнпа пĕрлех Миххаран ытларах курни-пĕлнишĕн мăнаçланас та килчĕ. Вăл Миххасем çине, вĕсене ним шутламан пек пăхса илчĕ те çӳçне ывăç тупанĕпе сăтăрса якатрĕ. Вара васкамасăр сăмах пуçларĕ: — Чулхула тени — питĕ пысăк. Атăлпа хăпарнă чух сулахай енче ларать. Эпир унта малтанхи хут кăнтăрла иртсен çитрĕмĕр. Пыратпăр пасаралла. Пире хирĕç икĕ йĕкĕт вĕçтерсе килет. Пĕри ман патна пычĕ те: — «Çамрăк çын, кунта кил-ха!» — тесе кăчăк туртрĕ. Эпĕ ун çывăхне пытăм. «Çапла, çапла, — терĕ хайхи ку, — эпĕ инçетрисем, киле таврăнма укçа çитмест, çавăнпе сехете сутма шутларăм. Илместĕн-и, йӳнех паратăп. Пасарта та сутма пулĕччĕ те, куншăнах кĕрсе тăрас килмест. Усламçăсен аллине пама та хĕрхенетĕп», — терĕ. «Эхе... мана улталаймăн!» — тесе шухăшларăм эпĕ. Хулари шульăксем пирĕн йышшисене чавса таран лартни çинчен водолив малтанах каласа кăтартнăччĕ пире, «Кирлĕ мар мана, ав, пасара кĕрсе сут», — тесе хăвартăм та пăрăнса кайрăм.
Пирĕн баржа çинче Вятски ача пурччĕ. Вăл выçлăхрахчĕ, çакнашкал япаласене хапсăнарах паратчĕ. Тепĕр йĕкĕчĕ çавăн çумне çыхланнă. Вăл та мана илĕртме пикеннĕ йĕкĕт пекех сехет кăларса кăтартнă та йӳнĕ хакпах пама пулнă. Килĕшсен: «Атя айккинерех, çынсен умĕнче йӳнĕ хакпа сутни аван мар», — тесе, лавккасен хыçнелле ертсе кайнă. Çак йĕкĕт хайхине сехет укçи тӳлеме тесе кăларнă енчĕке кап! туртса илчĕ, тет. Çав вăхăтра тата иккĕн пырса ачана хупăрларĕç, тет. «Мĕн çăвара карса тăратăн, смала кут! Е çăварна çĕçĕпе чиксе пăлхатасса кĕтетĕн-и?» — тесе каларĕç, тет.
Микула халапĕ Михха кăмăлне килĕшрĕ. Вăл каласа пĕтерессе кĕтсе илеймесĕр:
— Вара? — тесе ячĕ.
— Вара-и? Вара ача ни вилĕ, ни чĕрĕ хуса çитрĕ пире.
Енчĕкĕнче çичĕ тенкĕ те вăтăр пус пулнă.
— Вăт сана сехет! Çăвара карса ан çӳре! — ихĕлтетрĕ Михха.
— Çăвара карса ăн çӳрĕ, параççĕ унта! Чулхулари пĕк чее шульăксем тĕнчипе те çук теççĕ.
— Ельпох та-и?
— Тупата та туршăн! Чулхулари шульăксем пултарни çинчен пĕтĕм тĕнчипе чап сарăлнă. Америкăри шульăксем çакна илтсен пĕр çĕре пуçтарăнаççĕ, тет те: «Пирĕнтен ăс-та шульăксем тĕнчере пулас çук. Ак Раççее каятпăр та вĕсене хăйсен çĕршывĕнчех мăшкăлласа хăваратпăр», ― тесе шут тăваççĕ, тет.
Çакăн хыççăн вăхăт нумай та иртмест — Америкăран Чулхулана хуçалла тумланнă икĕ шульăк килсе çитеççĕ. Пĕр кун пурăнаççĕ Чулхулара, икĕ кун... Вĕсем çумне çыпçăнакан никам та çук. «Э-э, — шухăшлаççĕ хайхисем, — Чулхулари шульăксем çинчен сарăлнă чап суя иккен. Ку-на пĕлнĕ пулсан, килмелле те марччĕ. Миçе талăк пурăнатпăр ĕнтĕ — куçа курăнма хăймаççĕ. Вырăссем пирĕн çĕршыва пынă пулсан, ку темĕн çаппа-çарамас тăратса хăвараттăмăр». Çапла вĕсем урампа пынă вăхăтра, пĕр крючник евĕрлĕ этем лавккаран михпе çăнăх йăтса тухнă та икĕ шульăк умне çитсен миххине çĕре лач! ӳкернĕ. Çăнăх пĕрлетсе вĕçсе икĕ шульăк тумтирне шуратнă. Крючник евĕрлĕ этем, хăй айăплишĕн ӳкĕнсе: «Ырă çынсем, ăнсăртран пулнă инкекшĕн, тархасшăн ан çилленĕр. Халех тасатса яратăп тесе, лавккаран щетка кĕрсе илнĕ те икĕ шульăкăн тумне тасатса янă.
«Тирпейлĕ этем Раççейра та пур-çке?» ― тенĕ те вĕсем ăна «на чай» вунă пус парса хăварнă. Анчах та аякка кайман, пĕр шульăкĕ кĕсйине хыпаласа пăхать — сехечĕ çук та. Юлташне чавсипе тĕкет те: «Сехете тасатнă вĕт хайхи!» — тет пăшăлтатса.
Юлташĕ те çуйланса кĕсйине чиксе пăхать — унăн та сехечĕ тасалнă. Йăванса каяс пекех тĕлĕнчĕç, тет, вара. «Хăвăртрах тухса тарас кунтан, унсăрăн çаппа-çарамас хăварĕç», — тесе шут турĕç, тет те, тухса шăвăнчĕç, тет, хăйсен çĕршывне.
Миххапа Лукарье кулса ячĕç. Анчах Миххан тĕпчевлĕхĕ пурпĕр çырлахмарĕ. Вăл ярмарка çинчен тĕплĕнрех пĕлме тăрăшрĕ:
— Ярмаркăра пулса курнă-и? Унта мĕнле? Эрехпе пыл сăра Микула пуçне самаях минретрĕç пулсан та, Михха ярмарка çинчен ахальтен çеç пĕлесшĕн маррине тавçăрчĕ. Ана хăратас шухăш пырса кĕчĕ те, хăйне шӳт тумасăр калаçнă чухнехи пек тыткаласа:
— Темиçе хут та пулса курнă. Анчах унта пуянсене пурăнма питĕ хăрушă вара, — терĕ.
— Хăрушă? Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ Михха.
— Пĕлетĕн, — Микула йăрăслă сасă çине куçрĕ, — унта, ярмарка тĕлĕнче, çĕр айĕнче, вăрă-хурахсем пурăнаççĕ, тет. Вĕсем, пуян хуçа килнине сиссенех, ăна ярса тытаççĕ, тет те, шăтăка сĕтĕрсе кĕреççĕ, тет. Шăтăкра малтан выçă усраççĕ. Вара тăварлă пулă çитереççĕ. Шыв пĕр тумлам та памаççĕ. Лешĕ хайхи, вилес пек ĕçес килнине тусеймесĕр, мĕнпур пурлăхне парать. Вăрă-хурахсем пурпĕрех кăларса ямаççĕ.
— Нивушлĕ тĕрĕс ку?
— Тĕрĕс пулмасăр. Ку çеç те мар-ха. Пĕтĕм пурлăхне туртса илнĕ хыççăн мăйăр тĕшши çитерсе самăртаççĕ, тет те, кĕркунне вара юнне сăхса ĕçеççĕ, тет.
— Вăт ылханлă сăрнайсем!
— Пирĕншĕн вара нимле хăрушлăх та çукчĕ. Ăçта пырсан та, сутуçăсем хаваспа кĕтсе илетчĕç, хăйсен та-варĕсене илме сĕнетчĕç. Алла чĕре çине хурса калас пулсан, эпир çав тери ирĕклĕ те пархатарлă пурăнаттăмăр. Пирĕн баржăна пăрахут кăкаратчĕ те тăвалла туртса каятчĕ. Атăлăн икĕ айккинчи çыран хĕррипе сĕм вăрмансем, сип-симĕс улăхсем, хуласемпе ялсем куçа илĕртсе ларатчĕç., Çавăнтах хывăнса шыва сикеттĕмĕр те çыран хĕррине ишсе тухаттăмăр. Çыран хĕррипе чупса, пăрахут умне ӳкеттĕмĕр, каллех ишсе баржа çине таврăнаттăмăр. Мĕн çиес килнĕ — çавна çиеттĕмĕр. Ăçтăрханта вара лаххан пек пысăк арбуз илеттĕмĕр. Вуннăн ларса çисе яраймастăмăр. Аш-какай, пулă, сĕт-çу, çăмарта таврашне çиес килми пулатчĕ. Кăлпасси те шурă çăкăр çеç çиеттĕмĕр. Сăмахран каласан, унти пурнăç — рай пурнăçĕччĕ. Çитес çуркунне каллех каятпăр.
Лукарье, Микулан халапĕпе киленсе ларнă май, унран маттур арçын тупас çуккине тата ытларах ĕненчĕ.
Микула йăнăшмарĕ. Унăн юлашки халапĕ Миххана, чăн та, кĕвĕçтерчĕ, мăнкăмăллăхне хуçрĕ. «Ку çара çерçи Атăл тăрăх çӳресе курнă. Эпĕ ылтăн ăшĕнче пурăнса та ниçта тухса курман. Хам ăçти хулана тырпул сутман, ăçти хулана йывăç сутман... Ăçти хуласем пĕлмеççĕ пулĕ мана? Хам вара упа пек пĕр шăтăкра пăнтăхса пурăнатăп. Кунашкал пурăннипе çитĕ. йăлăхтарчĕ. Эпĕ те çӳреме тытăнатăп. Малтан Ярославль хуçи патне кайса килетĕп-ха. Вара Царицына, Астăрхана та çитĕп. Ку кăйкăрăн çунатне çыхас пулать. Текех ан вĕçейтĕр Ыттисем пекех çĕр çинче ăманла шуса çӳретĕр», — тесе шухăшларĕ те Михха, кăмăллăн курăнма тăрăшса:
— Нумай çӳренĕ, нумай курнă эсĕ. Ельпох, эсĕ курса çӳренишĕн хам савăнатăп, — терĕ. Кăштах ларсан, — çапах та... таçти çĕршывра çӳресен те кил килех. Кăйкăрсем те вĕçсе çӳреççĕ-çӳреççĕ те каллех йăвине таврăнаççĕ. Çав йăвашăн, çуралнă çĕршыва сума суса тепрер черкке ĕçер-ха! — Михха эрех тултарчĕ. Анчах ĕçме тăрсан — ĕçмерĕ. Черккине сĕтел çине лартрĕ: — Манса кайрăм, паçăр мĕнле ĕç çинчен калаçасшăнччĕ-ха эпир?
Микула та тăна кĕчĕ. Ăçтине, мĕн тума килнине аса илсе, вăхăта пушăлла ирттернĕшĕн хăйне хăй кӳренчĕ. Килнĕ чухнехи кăмăлне тупса хуравларĕ:
— Эпĕ хамăрăн ят çĕрне укçа тӳлесе илме килнĕччĕ. Лукарье упăшки çине хăраса пăхрĕ. Ун кăмăлĕнчен, вăл мĕн каланинчен Микула çывăх çын е нихçан çавăрăнайми тăшман пуласса аван чухларĕ.
— Тĕрĕссипе, — çемçен чĕнчĕ Михха, — сан аçупа урлă-пирлĕ пулнăшăн питех те ӳкĕнетĕп. Çава çине чул тенĕ пек килсе тухрĕ. Вăл мана хисеплемерĕ. Эпĕ çынна парăнас ятне çуралман. Ман çула пӳлме хăтланакана кирек хăçан та таптаса кайма хатĕр. Ман ирĕкре пуянлăх, тӳре-шарасем — пурте! Эпĕ никам çĕнейми вăйлă! Анчах эпĕ мирлешме те хатĕр. Сана нихçан та хаяр сунман эпĕ. Иксĕмĕр нихçан та ятлаçса курман. Ельпох, килĕштеретĕп эп сана!
— Мĕн чул тӳлемелле сана уншăн?
— Хам вăтăр тенкĕпе илнĕччĕ.
— Ку хака пама хатĕр эпĕ.
— Апла тесен, урăх сăмах та çук. Укçа кăларса пар та — сĕр каллех сирĕн пулать.
Упăшкипе савнă каччийĕ мирлешнине курсан, Лукарье чĕри лăштах пулчĕ, Вăл. иккĕшĕ тав курки ĕçессе кĕтсе, сăра тултарма хатĕрленчĕ.
Микула сĕтел сине вăтăр тенкĕ кăларса хучĕ те:
— Укçи акă... Анчах хут татăкĕ пекки çыркала-ха эс, — терĕ.
— Эс мĕн, шанмастăн-и мана?
— Çаксене темерĕн! — Упăшкипе Микула харкашса каясран хăраса, сăмах хушрĕ Лукарье. ― Кирлĕ мара калаçса лартăр! Шанăçлă пулма ал тытса сăхсăхăр та — ĕçĕ пĕттĕр!
Михха улшăннине Микуля та сисрĕ. Чĕрре кĕрсен, сĕр-сĕрех тухса кяймалла пулясса пĕлчĕ вăл. Ашшĕн ĕмĕчĕ çырлахтарас шутлă кăмăлĕ парăнма та килĕшме чĕнчĕ.
— Эпĕ сана шанмасăр мар, ĕç туни çирĕп пултăр тесе çеç каларăм. Хамшăн тесен тата тепĕр майччĕ. Паçăрах каларăм, маншăн çĕр те, ял та ним мар. Манăн çĕрпе ял Атăл çинче. Ват çынсем кăна чухламаççĕ, ĕçе çирĕп тунине юратаççĕ. Тата çĕре, чăн та, каялла пама шутласа хут туни саншăн та нимех мар.
Микула мирлешнĕ сасăпа калаçни Михха кăмăлне çавăрчĕ.
— Шанмасан вара... хут çырмах тивет. Мĕн тесе çырăпăр? — терĕ.
— Эпĕ, Михаил Янашов, Степан Ивановăн икĕ ят сĕрне каялла тавăрса паратăп. Çавăншăн ун ывăлĕнчен Николай Степановран вăтăр тенкĕ укçа илтĕм тесе çыр та алă пус!
— Юрĕ... — Михха килĕшсе хут çырса алă пусрĕ те Микулана пачĕ. Унтан тин аса илнĕ пек: — Итле-ха, Микула, мана кăçал Элнетпе йывăç юхтарма санашкал маттур йĕкĕтсем нумай кирлĕ пулать. Ху килĕшсен, сана кунне аллă пус тӳлетĕп. Апачĕ те хамăн, — терĕ.
Микула ним шарлаймасăр йĕнчесе ларчĕ. Михха сĕнĕвĕ илĕртрĕ ăна. «Кунне аллă пус... Апат та хусан... Баржа çинче уйăхне те вунвиçĕ тенкĕ кăна тӳлеççĕ. Тата апат та хамăрăн...»
— Ку хака сана çеç тӳлетĕп. Шухăшласа пăх. Килĕшсен — килсе пĕлтер, ―терĕ те, черккери эрехе ĕçсе, Ми-кулана тултарса пачĕ.
Микула эрех йӳççине туймасăрах черккене ӳпĕнтерчĕ. Лукарье тултарса панă пыл сăрана та тутанмасăрах ĕçрĕ. Вара, ашшĕ тӳсейми кĕтсе ларнине аса илсе, ура çине тăчĕ. Турăш еннелле пăхса сăхсăхрĕ те:
— Çитернĕшĕн-ĕçтернĕшĕн тавтапуç! — терĕ. Сĕтел хушшинчен тухса, Миххана ал тытрĕ. — Тавтапуç! Çилленсе ан юл!
— Çилленме мар, эсĕ ман пĕтĕм ырă кăмăла хускатрăн. Çамрăк чухнехисене аса илтерсе савăнтартăн... Эпĕ сĕнни çинчен шухăшласа пăх. Укĕнмелле тумăп, — татах астутарчĕ Миххă, кăмăллăн курăнма тăрăшса.
— Мĕн пулĕ унта, аттепе сутсе явса пăхар-ха, — текелесе. Лукарье енне аллине тăсрĕ Микула.
Уйрăлас самант çитсен. Лукарьен чери хумханма пуçларĕ, ялă тытма васкамасăп сăра тултарчĕ те:
— Тепрер курка ĕçсе кай-ха, — терĕ. — Тыт, çул курки пултăр.
Микула ĕçрĕ. Куркине каялла тавăрса, алă пачĕ:
— Пуриншĕн те тавтапуç ĕнтĕ!
Лукарье пит-куçĕ вут тивнĕ пек çуна пуçларĕ, Ун çепĕç алли каллех чун савнă арçын аллинче. Вăл, хăй мĕн тăвасса та асăрхаймасăр, Микулана куçран пăхрĕ те аллине çăтăрр чăмăртарĕ,
Микула тĕпчевлĕн хирĕç пăхрĕ. Вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Лукарье тата хăюланчĕ, Микула аллине тепĕр хут чăмăртарĕ:
— Улĕмрен кил!
Микула, ку хĕрарăм мĕн шухăшлине тĕплĕнех тавçăраймарĕ пулсан та, темле аван мар пек туйса илчĕ хăйне. Урăх ним сăмах чĕнмесĕр сак çине хунă çĕлĕкне шырама тапратрĕ.
— Тăхта, йăрхаха çакнăччĕ ăна, — астутарчĕ Лукарье. Хушпу çинчи кĕмĕлĕсене чăнкăртаттарса, çĕлĕкне кайса илсе пачĕ.
Микула алăкран тухса çухалсанах, Михха тискеррĕн ахăрса ячĕ.
— Мĕн пулчĕ сана? — тĕлĕнчĕ Лукарье.
— Куртăн-и, тус-йыш тупăннă? Пуйса килне, виш! Çĕр кирлĕ, тет, ăна... Çара çерçи темерĕн!
Лукарье упашки ырă шухашлă маррине туйрĕ.
— Ара, хут тусах килĕшрĕр-çке эсир?
Михха кулма чарăнчĕ. Арăмĕ çине ним шутламан пек пăхрĕ те тарçисемпе калаçма хăнăхнă сассипе:
— Мĕн килĕшмелли пур ман унпала? Эпĕ — хуçа, вăл ― çара çерçи. Паян эпĕ унăн çунатне касса ятăм çеç, ыран вăл та манăн тарçă пулĕ, — терĕ.
Лукарье качча килнĕренпе упăшки усал ĕçсем тунине нумай курнă пулсан та юплесех кайманччĕ. Халь савнă каччине куç умĕнчех улталаса янине пĕлсен. упăшки икĕ питлине пĕрремĕш хут курнăн кичемленчĕ. Микулана темĕнле хăрушлăх кĕтнине сиссе, упăшкин çынна курайман-лăх кăмăлне çемçетес шухăш пырса кĕчĕ. Вăл Михха çине тарăхса та йăлăнса пăхрĕ те яланхи сассипе:
— Ах, Михха! Ытла та аван мар-çке! — терĕ. — Апла юрать-и вара?
— Мĕн аван мар?
— Ара, хăвах шухăшламалла... Çын тени эс каланисене ĕненсе тухса кайрĕ те...
— Вара?
— Ял çыннисемпе хирĕçсе пурăнни килĕшӳллĕ пулĕ-ши? Хирĕçмесен аванрах мар-ши?
Арăмĕ ăс пама хăтланни Миххана килĕшмерĕ. Микула хутне кĕрсе калаçни кĕвĕç чунне хускатрĕ.
— Эпĕ мĕн тума шутланипе никамăн та ĕç çук. Лайăх ĕç тăвап-и е усал ĕç-и, çӳлти турă умĕнче кăна ответ тытăп. А эсĕ вăт... ют ăрçын умĕнче хăвна ху тыткалама пĕлместĕн! — терĕ хыттăн.
Лукарье чĕри кăртах турĕ. Унăн пуçне çуйлă шухăш пырса кĕчĕ. Çав самантрах вăл, упăшки шанманнине сир-ме шут тытса, ун çине хăюллăн пăхрĕ:
— Хама тыткалама пĕлмесĕр мĕн турăм вара эпĕ? Мĕн тунă-и? — Михха тивĕç сăмах тупаймасăр чарăнчĕ, арăмне чĕрре кĕрсе хăтăрма çителĕклĕ сăлтав çукки ăна пушшех шăртлантарчĕ. — Курмарăм-и, таçтан килнĕ чаплă хăна пек вашаватлăн пăхма тăрăшрăн!
Лукарье чĕри кăштах лăпланчĕ. Упăшки ахальтен çеç кĕвĕçсе калаçнине сисрĕ вăл.
— Ах, Михха... — паçăрхи пекех тарăхса та ӳпкелешсе чĕнчĕ. Ним туса та юрас çук сана. Ху вашаватлăн йышăнтăн та, эпĕ те çавнашкалах сăйларăм. Ахалин пĕр сăмах та чĕнместĕмччĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...