Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ


1

Эпĕ халĕ те хĕр пĕрчи çеç-ха. Хăçан ӳссе çитĕнĕп? Унччен пайтах кĕтме тивĕ. Чӳрече умĕнчи çĕмĕрт те пĕр хут çеç мар çеçке çурĕ.

Савăнăçлă туйăм ман, вăрман уçланкинчи çăлкуçĕ пек, палкаса тăрать. Эпĕ юрлатăп, ташлатăп, ихĕлтететĕп. Çӳлти тӳпе сеп-сенкер, хĕвеле тăхлан пĕлĕтсем хупламаççĕ. Çĕр çинче утса мар, чупса-вĕçсе çӳретĕп эпĕ. Мĕн тери ырă çакă çутă тĕнчере пурăнма! «Кам вара эсĕ çав тери телейлĕскер?» — тетĕн-и? Хĕвел ачи мар-ши эпĕ? Вăл хăйĕн ылтăн ярапи çинче чуччу ярăнтарса чун-чĕреме илем кӳрсе тăрать-тĕр. Кур-ха: питĕм-сăнăм — чечек, кăмăлăм — сар çу.

Тус-тантăшсем мана Талюна тесе чĕнеççĕ. Хут çине çырнă ятăм — Татьяна. Хушаматăм — Итемри. Çак хушамата пирĕн çемьене ялйыш парнеленĕ. Папай аттене авлантарнă та хăйĕн йĕтемĕ вырăнне (пирĕн енче калаçура йĕтем мар, итем теççĕ) пӳрт лартса тĕпрен уйăрса кăларнă. Çынсем вара пирĕн ят çумне «Итемри» (йĕтем вырăнĕнче пурăнакан ĕнтĕ) хушамат çыпăçтарнă.

Çак кунсенче эпĕ, тухтăр халатне тăхăннăскер, ялта, килтен киле çӳретĕп. Çук, шурă халат тăхăннă пулин те, тухтăр мар-ха эпĕ. Малтан манăн фельдшера вĕренсе тухмалла. Халлĕхе эпĕ студентка кăна, медицина техникумĕнче вĕренетĕп. Пĕр курс çеç пĕтернĕ. Практикăна салатрĕç пире. Анюк тус-хĕрпе пĕрле иксĕмĕре пĕр района ячĕç. Вăл чугун çул леш енчи ялсене кайрĕ, эпĕ ку енне юлтăм. Чеччерен хул касса çӳретпĕр. Медидина чĕлхипе каласан, чечче чирĕ ересрен прививка туни ĕнтĕ ку.

Вĕренессе эпир Анюкпа пĕр шкултах вĕреннĕ, классем çеç уйрăмччĕ. Çавăнпа пĕрне-пĕри çывăхах пĕлмен. Пĕрле çӳремен. Унăн хăйĕн, манăн хамăн юлташ пулнă. Техникума вĕренме кĕрсен, общежитире пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Краватьсем юнашарах. Вăл ырă кăмăлĕпе мана часах çавăрчĕ. Сăмах килĕшсе пычĕ. Вара шыв сапса уйăрăлми юлташсем пулса тăтăмăр.

Хĕвел тахçанах тухса сарăлнă, эпĕ çаплах вырăн çинче ачашланса выртатăп. Васкамастăп. Вырăн çинче шухăшласа выртма лайăх. Хваттер хуçисем мана ампар умĕнчи шăналăк карса тунă чатăр ăшне вырттарчĕç. Шăп кунта, никам та чăрмантармасть. Шухăшлатăп, шухăшлатăп... Таçта та çитсе перĕнетĕп хамăн шухăш-ĕмĕтсемпе. Анюкран килнĕ хыпарсем пуçран тухмаççĕ. Сумкăран унăн çырăвĕсене кăлартăм та каллех вулама тытăнтăм. Акă малтанхи çырăвĕ: «Талюна, ман пата пĕр каччă хăтана ячĕ. Тăван аппăшĕ хăй пырса юмахларĕ. Питĕ çепĕç калаçать! Вăтаннипе хирĕç пĕр сăмах та чĕнеймерĕм. Шăллĕ мана çав тери юратса пăрахнă, тет. Мĕн тăвас-ши? Çырса пĕлтер хăвăртрах».

Иккĕмĕш çыру: «Талюна, пуçăм йăлтах çавăрăнса кайрĕ. Мана çураçрĕç. Качча тухатăп. Çапах та туй кунĕччен сана курса калаçасчех. Кĕтетĕп. Васкасах килме тăрăш. Ĕçӳ вĕçленсе килет пулĕ тетĕп. Асту, хĕрçумĕ пулан...»

Анюк çырăвĕсене айккинелле хуратăп та каллех тарăн шухăша путатăп. Анюк качча тухать. Тĕлĕнмелле. Вунултă çулта çеç хăй. Кăшт ăмсанатăп та. Эпир, хĕрсем, пурте айван, качча кайма васкатпăр. Манăн пулас упăшка кам-ши? Мĕнле çын-ши? Ах, айванскер эпĕ. Вăл мĕнлине пĕлместĕп-и вара? Çук, çук, тем тесен те, ялти, Хыçал касри, Сĕмьюн марах. Пулас упăшка ман пачах урăххи. Эпĕ ăна, куçа хупсан, питĕ лайăх куратăп. Йăрăс пӳллĕ яш. Патвар. Хăмăр куç. Хăрпăккисем — чăн-чăн шерепе. Йĕпхĕн хура çӳç. Кăшт кăтрарах. Çав тери вăйлă. Хăрах алăпах мана çӳле-çӳле çĕклеме пултарать. Паллах, ун ытамĕ — сăпка. Канлĕ, канлĕ. Унпа ĕмĕр тăршшĕпех ним шиксĕр утăн юнашар. Темле инкекрен те хӳтĕлеме пултаракан çын вăл. Пĕлсе тăратăп, мана вăл çав тери, çав тери юратать. Ялан ачашлĕ. Эпĕ те юратăп. Анчах тĕл пулнă-ши унпа эпир халиччен? Тĕл пулнă пулсан, ăçта? Мĕнле сăмах хушнă-ши? Ах, ытла та айван çав эпĕ, тĕл пулнă пулсан, пĕр-пĕрне палламан пулăттăмăр-и? Вăл мана шырать, шырать пулĕ-ха. Кăшкăрасчĕ: «Эпĕ кунта-а!» Илтмеллех çывăх мар пулĕ çав вăл.

Кам-ши? Суйлатăп хамăн пулас ăмăрткайăкăма. Анчах темшĕн ман çула Сĕмьюн картлать хурать. Самант пуçăм унпа тулать ларать.

Сĕмьюн манран пĕр çул аслăрах. Мĕн пĕчĕкренпех унăн ашшĕ — Павăл пичче мана тарăхтаратчĕ. Курсанах, таçтан кăшкăрса ярать: «Акă ман пулас кин! Сĕмьюна качча илсе паратăп. Ĕçчен хĕрача!» Ĕçченнине сăнанă вăл. Пĕчĕккĕ пулин те, унăнне пĕрер çурпилĕк хам пеккисем тăваттăн кĕрĕшсе тырă выраттăмăр. Тӳлессе, ача-пăча ĕçĕ тесе, йӳнĕ тӳлетчĕ. Хăйсем вырса асапланмастчĕç, улшуç — лашапа сут тăватчĕç. «Павăл совет саманипе пуйса пырать», — тетчĕç çынсем ун пирки.

Килтисем хăна пухсан, Сĕмьюн ашшĕ пымасăр юлмастчĕ. Пире ача-пăчасене сăра ĕçтерме хушатчĕç. Пыран вара сăра курки çĕклесе Павăл пичче умне, вăл пур, чăм-пăлт! пăрахать стакана пĕр пус пăхăр укçа. Тытăнать хистеме: «Тĕппи ĕç. Укçи сана, хăв — пире. Асту, ывăлăма качча илсе паратăп». Эх, тарăхса каятăп. Сăрипе питне чаш! сапăттăм, стаканне персе ватăттăм. Юрамасть. Атте ялти сумлă çынна кӳрентерме ирĕк парĕ-и? Ав, вăл çывăхрах пăхса сăнаса тăрать, хĕрĕнкĕскер.

— Ĕçсе пар ĕнтĕ, хĕрĕм. Пĕр стакан сăра пăсмасть. Укçи хăвна пулать, — йăслать атте. — Эсĕ — хĕрача, тĕнчене кин пулма çуралнă. Савăн ырă çынсем куç хывнăшăн.

Ялта пирĕн чăнах та йăли çапла. Хĕрача çуралсан, ывăл пуррисем калаççĕ вара: «Сирĕн пире валли кин çуралнă имĕш». Ашшĕ-амăшĕ кулянса çапла тавăрать: «Хамăра тĕп тăвакан илсе килтĕмĕр». Эпĕ революци хыççăн тепĕр çултан çуралнă. Эпĕ тĕп тăвакан мар. Мана, çуралсанах, çĕр панă. Хресчене çав çеç кирлĕ те. Атте ман çине тăшманла пăхмасть. Аппа çуралсан (вăл манран пилĕк çул аслă), атте ăна çулталăкчен алла тытса пăхман, тет. Çапах та пире, хĕрачасене, урамра вăйă вылянине пăхса тăма юратакан ватăсем мĕн паянчченех çапла калаççĕ: «И-и, пирĕн кӳршĕре мĕн чухлĕ пулас кин». Эпир хамăра йĕркеллĕ тытма тăрăшатпăр. Кин тума лайăххисене çеç суйласа илеççĕ-çке.

— Эсĕ, Талюна, пуян çын кинĕ пулатăн. Сана улшуç Павăл ывăлĕ валли суйласа хунă, — тарăхлатчĕç манран кӳршĕри аслăрах хĕрсем.

Тимухха Иванĕ çакăншăн вĕсене ятлатчĕ:

— Тĕттем те иккен эсир, хĕрсем. Талюна ӳссе çитĕннĕ çĕре пирĕн çĕршывра нимле пуян та, сутăçăсем те пулмаççĕ. Совет влаçĕ вĕсене хăй çулĕ çинчен йăлтах шăлса ывăтать.

Хĕрсем тавлашаççĕ:

— Пит нумай пĕлетĕн.

— Халĕ те Совет влаçĕ. Мĕншĕн шăлса ывăтмасть вĕсене?

— Сут тăваççĕ кăна. Хăшĕсем лавкка уçаççĕ. Тимухха Иванĕ ăнлантарать вĕсене:

— Вăхăтлăх çапла кирлĕ. Совет влаçĕ ытла çамрăк, унăн вăй пухмалла. Аслă Ленин хальхи вăхăта нэп вăхăчĕ тенĕ. Вăрăмлатса каласан, новая экономическая политика.

Тимухха Иванне ялта нумай çамрăк хисеплетчĕ, сутăç ачисем килĕштермен. Иван комсомола кĕнĕ, ялта ячейка йĕркелет тетчĕç.

Сĕмьюн хăй ашшĕ пакăлтатнине пуçа çирĕп хывнă пулас. Вăйăсенче вăл, сĕмсĕркке, ялан ман тавра явăнатчĕ. Курас килместчĕ ăна. Çинçешке, кукăр çурăмлă. Мана пачах урăх ача — Якур — килĕшетчĕ. Пичĕ кӳпшĕм. Кулнă чух питçăмарти мăйăр вырнаçмалăх пăт путатчĕ. Куçĕ чап-чакар. Мĕнле вăйлăччĕ. Вылянă чух ялан ман майлă хăй. Никама тивтермен. Сĕмьюн кĕвĕçнипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕр. Хăш чух вĕсем чĕп автансем пек тӳпелешетчĕç. Сĕмьюн — юлхав ача. Начар вĕренетчĕ. Тухса тарма та хатĕр шкултан — ашшĕ чарать. Эпĕ вĕренетĕп-çке, апла пулсан, унăн ывăлĕ те вĕренмелле. Пирĕн ялта шкул çукчĕ, пурте юнашар яла çӳреттĕмĕр. Пуçламăш шкул пĕтерсен татах тепĕр яла каймалла. Çавна пулах нумайăшсем вĕренме пăрахреç. Эпĕ лайăх вĕреннĕ. Учительница мана ялан çунатлантаратчĕ: «Талюна, сан ăс пур, малалла вĕрен». Эпĕ пиллĕкмĕш класа аякри, пасарлă, ялти шкула кайса кĕтĕм. Çакăн çинчен Сĕмьюнăн ашшĕ пĕлнĕ те вăл та хăй ывăлне çав шкула кайса вырнаçтарнă. Пĕрле вĕренме тиврĕ ăна шкултан кăларса яриччен.

Улттăмĕш класра вĕреннĕ чух, çурхи каникула каяс умĕн, пĕтĕм вĕренекенсен пухăвĕнче кăларчĕç ăна шкултан. Пĕрре те начар вĕреннĕшĕн мар, ĕнтĕ ыйхи уçăлса çитнĕччĕ.

— Сĕмьюнăн ашшĕ — улшуç. Лашапа сут тунă. Вăл — класс тăшманĕ, — пĕлтерчĕ шкул директорĕ пухура.

— Кăларса çапас кулак ачисене шкултан! — терĕç пухури пĕтĕм вĕренекен, сасăласа.

Семьюн пухура пĕр хĕрелет, пĕр шуралать.

— Тĕрĕс тумастăр! — кăшкăрать. — Эпир кулак йăхĕ мар!

Пуху пĕтсен, парта хушшинче юнашар ларакан хĕрачасем, Натали, Плаки, Хветура, каçа хирĕç пулин те, килелле тухса чупрăмăр. Киле ман çак хĕрачасен ялĕ витĕр каймалла. Унтан утмалли ытла нумаях юлмасть.

Çакăн пек самантсенче ăшăмра тăван ялăмри хĕр-тантăшсене ятласа илетĕп: пымарĕç манпа вĕренме. Халĕ, ав, ялтан пĕчченех шкула çӳретĕп. Пĕччен çул çинче хăрушă. Вăрман витĕр те тухмалла.

Пирĕн хыçранах арçын ачасем те тухрĕç шкултан.

Уй урлă пыратпăр. Сукмак пылчăклă. Лупашкасенче сĕлкĕш шыв. Çăпата тĕпне кукăр тупан çыпăçтарнă пулин те, урана часах нӳр çапрĕ.

Эпир юханшыв хĕрне антăмăр. Пирĕн ун урлă каçмалла.

Пăр кăвас чĕрессинче йӳçсе хăпарнă кĕвелĕк евĕр курăнать. Шанчăксăр. Пус кăна, çавăнтах çăварĕ карăлĕ те çăтса ярĕ. Çыран хĕррисене тĕл-тĕл шыв тухнă.

— Упаленсе каçатпăр! — ăс парать арçын ачасенчен пĕри, пĕрмеллĕ кĕске кĕрĕк тăхăнни. Хăй çавăнтах, ним тăхтаса тăмасăр, пăр çине выртрĕ те хырăмпа шума тытăнчĕ. Часах леш айккине çитрĕ.

Юханшывĕ ансăр, пулсан пулĕ виç-тăват хăлаç. Тарăнăшĕ пур вара, хăйне кура мар. Ачасем çулла пӳ яратчĕç те тĕпне ура çитерейместчĕç. Çавăнпа пирĕн çулла шкула тӳррен çӳрес çул пĕтет, тавраран кайса, кĕпер урлă каçма тивет.

Пăхкаласа тăнă хыççăн, ыттисем те умлă-хыçлă упаленме тытăнчĕç. Часах каçса та пĕтрĕç. Пĕр эпĕ çеç пăр çине кĕме хăяймасăр шикленсе тăратăп.

— Ан хăра, Талюна!

— Эпир чиперех каçрăмăр-çке!

— Ним те пулмасть.

— Пăр çирĕп, лашана та тӳсет.

— Хăвăртрах каç! — хистеççĕ мана ачасем.

Кăмăла хытаркаласа аранах пăр çине кĕтĕм. Чавсаланса шăватăп.

— Сиксе ан шу!

— Майĕпен, майĕпен, — асăрхаттараççĕ мана.

Тем тесен те, варрине çитрĕмех-тĕр. Унччен те пулмарĕ, çумра çĕлен евĕр чăшăл-чăшăл тунине илтрĕм, Сĕмьюн хуса çитрĕ-мĕн.

— Эппин, ман пирки директора элек патăн? Пĕччен вĕренесшĕн? — тет.

— Мĕн кирлĕ мара калаçан, ăçтан сăмахлас ман директорпа, — тетĕп.

— Суян! Пирĕн ялта мĕн пулса иртнине ăçтан пĕлет? Путаратăп сана паян çакăншăн. Тăм пул!

Иртсе кайрĕ. Ĕнтĕ унăн атă тĕпне çеç куратăп. Хушшăмăр пĕр аршăн пулатех. Эх, эсрел. Темиçе хут атă пуçĕпе пăра так! так! тутарчĕ те малалла шурĕ. Эпĕ те васкатăп ырра мара чун сиснĕн. Хырăм айĕнче пăр çăтăр-çатăр çурăлчĕ. Шыв чашăл! туса урасене ĕмсе илчĕ.

— Ах! — ахлатрĕç çыран хĕрринче пăхса тăракан юлташсем.

Мана туххăмрах сивĕ çапрĕ. Хам çаплах малалла талпăнатăп. Анчах усси çук.

— Пăртан тытса тĕк тăр! — тет пĕрмеллĕ кĕске кĕрĕк тăхăннă арçын ача. Хăй тытăнчĕ пăр çине выртса ман паталла шума. Чĕн пиçиххи ывăтса пачĕ. Пĕр вĕçе хăй аллинче.

— Ярса тыт! — тет вăл.

Путмарăм, тухрăм. Туртса кăларчĕ.

Ачасем ман сăхман аркине пăраççĕ. Анчах та вĕсен хушшинче Сĕмьюн çукчĕ. Вăл пăрахса кайнă. Чылай малта пырать эпир утас сукмак çинче. Юратма мар, Сĕмьюн мăнăн ташман пулса тăчĕ.

Пăр айне кайнă инкек чылай нушалантарчĕ. Эрне ытларах чирлесе выртрăм, кайран çăпансем тухса тарăхтарчĕç. Инкек-синкек мĕнле пулса иртни çинчен никама та шарламарăм.

Выртатăп-ха чатăр айĕнче çаплах шухăш вĕçтерсе. «Мĕн çыхăнчĕ çак Сĕмьюн пирки шухăш? Сирĕл-ха, путсĕр!» Алăсене çатăр-çатăр чăмăртаса илтĕм. Аранах Сĕмьюн пичĕ чакрĕ-чакрĕ те пăнчă евĕр тăрса юлчĕ, унтан пачах çухалчĕ. Сасартăк кĕтмен çĕртен куç умне Ким Шуруков поэт тухса тăчĕ. Ăна техникумра курнăччĕ.

Шкултан вĕренсе тухсан пĕр харăс икĕ çĕре заявлени патăм. Экзамен тыттармаççĕ, ăçта илĕç, çавăнта вĕренĕп терĕм. Нумай та вăхăт иртмерĕ, ялхуçалăх техникумĕ чĕнсе те ячĕ. Кайрăм. Вăрнар станцинчен анса юлсан лини тăрăх каялла утрăм. Техникум вăрман ăшĕнче ларать, ĕлĕк мăнастир пулнă, тет, кунта.

Техникумăн пысăк хуçалăх иккен. Сăнав хирĕсенче çимĕç пиçсе çитнĕ. Выльăх-чĕрлĕх те пĕр кĕтӳ. Тырпул пухса кĕмелле, выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла. Акă мĕншĕн ирех пухнă иккен ачасене. Студентсене те каникула яман.

Пире, çĕнĕрен вĕренме килнĕ хĕрачасене, аслă курссенче вĕренекенсем патне вырнаçтарчĕç. Астăватăп, алăка шаккаса пӳлĕме илемлĕ çамрăк кĕчĕ. Майка тăхăннă. Çанçурăмĕ хăйĕн хĕвелпе пиçсе пăхăрланнă. Сарă çӳçĕ ылтăн шывĕ сĕрнĕн йăлкăшать. Чакăр куçлă. Хăйне хăюллă тыткалать. Йĕппе çип кирлĕ пулнă имĕш ăна. Тухса кайма çеç ĕлкĕрчĕ, хĕрсем тхик! тхик! кулчĕç.

— Çĕннисенчен хĕр суйлама килнĕ вăл, чее, — терĕ студенткăсенчен пĕри.

— Çак хĕрача çине ытларах пăхрĕ вăл, — пат хушса хучĕ, ман çине тĕллесе, хĕрлĕ çӳçли. Эпĕ хама вĕри шывпа сапнăнах туйрăм.

Хăйсем çавăнтах кĕпĕр-р! чӳрече умне пухăнчĕç. Пĕр-пĕрне тĕккелешсех пăхрĕç кантăкран,

— Мĕн ятлă-ха эсĕ? — ыйтрĕ хĕрлĕ çӳçлиех.

— Талюна, — пĕлтертĕм.

— Эсĕ ан кӳрен, — терĕ каллех хĕрлĕ çӳçли. — Вăл пирĕн — поэт. Сăвă çырать. Хушамачĕ — Ким Шуруков. Миçе хĕр çак каччăшăн хăй чĕрине çунтармасть-ши! Вăл пур, никама та пăхмасть. Итле, мĕнле илемлĕ янăрать ун сăвви:

 

Пул-ха, савнă пикеçĕм, ăста агроном,

Каятпăр тăван яла тырпул ӳстерме!...

 

Сăвви вăрăмччĕ, эпĕ икĕ йĕркине çеç астăватăп.

Тепер куннех пиртен, çĕннисенчен, тырă выракансен бригади йĕркелерĕç. Пăхатпăр, пирĕн бригадир хайхискер — Шуруков поэт.

Ун çине никам та пăхма хăяймасть. Вăтаннипе пуç çĕклемесĕр тырă выратпăр. Бригадир хĕрхенет пулас çамрăк хĕрсене. Пирĕн кăмăлсене çĕклентересшĕн: шӳтлесе те пăхать, пырне пӳрнепе хĕстерсе качакала мекек! кăшкăрать. Эпир вăрттăн кулса илетпĕр.

Темиçе кунтан, тырă вырса пĕтернĕ ятпа, студентсем вечер турĕç. Мĕн чухлĕ вăйă-кулă пӳлмарĕ-ши!

— Почтăлла вылятпăр! — илтĕнчĕ уçă сасă. Çавăнтах номерсем парса тухрĕç. Ман кăкăр çине иккĕмĕш номер тирсе ячĕç. Пĕр студенчĕ почтальон сумки çакрĕ. Студентсен самантрах хут, кăранташ тупăнчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, почтальон тытăнчĕ чупкалама.

Ку вечерта мана вунсакăр ачаран çыру пычĕ. Çырусене халĕ те пулин пытарса усратăп. Шăллăмсем ман питĕ каскăн, çырусене шыраççĕ. Хăш чух тупаççĕ те йĕкĕлтеме пикенеççĕ. Юрать-ха, ырă кăмăллă асанне хута кĕрет:

«Хĕр чухне хĕрĕх тус. Качча кайсан пĕрре, вăл та пулин тăшман», тет. Тĕлĕнетĕп. Малтанхипе килĕшме пулĕ. Качча кайсан, упăшка ăçтан тăшман пултăр-ши? Ах, асанне, асанне. Хăй мĕн каланине хăй те ăнланмасть пулас.

Вечер савăнăçлă иртрĕ. Пурте пĕрле карталанса юрларĕç, ташларĕç. Ким Шуруков хăйĕн сăввисене вуларĕ.

Эпир, кĕçĕннисем, клубран маларах тухрăмăр. Пурте пĕр рет карталанса утатпăр. Юрă пуçланнăччĕ çеç, Шуруков поэт юлташĕпе пире хуса çитрĕ. Иртсе каяççĕ пулĕ тенĕччĕ. Çук. Поэт манпа юнашар утма тытăнчĕ.

— Миша Авдеев, — чĕнчĕ вăл юлташне. — Манăн арăм пуласси акă çакă. Маттур, ĕçчен хĕр.

Çапла каларĕ те мана çурăмран лăп-лăп лăпкаса илчĕ.

Эпĕ вăтаннипе, тарăхнипе сăмах чĕнме пĕлмерĕм. Картаран вĕçерĕнтĕм те, пуçран чулпа çапнăн, малалла ыткăнтăм. Общежитине çитсен, пуç урлах витĕнсе выртрăм. Хĕрсем кĕрсен, никам та ним те шарламарĕç, те илтмĕше хыврĕç поэт сăмахне. Ăнланмастăп.

Ирхине куç уçма хăраса выртрăм. Каçхине поэтпа пулса иртнĕ пăтăрмах пирки студенткăсем куласран хăратăп. Чап кайĕ. Тем те шухăшласа кăларĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 13