Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ


Çул кĕскелнĕçемен кĕскелет. Кимпа иксĕмĕрĕн шăкăл-шăкăл калаçу вара вĕçĕ-хĕррисĕр. Ким тин çех Совет Çарĕн командирĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл халĕ кеçĕн командир! Ăна киле курма янă. Виçмине тухса каймалла. Тăван çĕршывăн хĕвеланăç чиккинчи пĕр заставăра кĕтеççĕ çамрăк командира.

Эпĕ те хам пурăнăç çинчен, малаллахи ĕмĕтсем çинчен каласа паратăп.

— Ытла нумая хапсăнатăн эсĕ, Талюна, тухтăр та, летчица та пуласшăн, — тет кулкаласа Ким. — Тен, пĕринпе çырлахăн.

— Ĕмĕтсĕр хĕр эпĕ, Ким, — тетĕп. — Тата тинĕс капитанĕ, учительница, агроном, сан пекех пограничник пулăттăм. Пиллеччĕр кăна виçĕ ĕмĕр. Тăван çĕршывăмăр пире такама та вĕрентсе кăларма хатĕр, ан ӳркен çеç.

Ырламасть те, хурламасть те мана каччă. Чĕнмест. Аллăма чăмăртарĕ çеç хыттăн-хыттăн. Чăнах, мĕн шутларĕ-ха вăл? Вĕçкĕнскер вара терĕ-ши?

Ним шарламасăр утатпăр. Умра — Ольăпа Çпиркка. Хавассăн ахăлтатаççĕ. Путех, вăлтмалли юмах тупнă.

— Талюна, — чĕнет Ким ачашшăн.

— Мĕн?

— Ĕненетĕн-и, санпа тĕл пуласса сунманччĕ.

— Каччăсене ăçтан ĕненсе пĕтерен.

— Апла мар, Талюна. Ан йĕкĕлте. Чунăмри чăнлăха уççа паратăп: уйрăлас килмест тек санран. Пул ман арăм.

 

Кĕтмен-и вара эпĕ çак саманта? Кĕтнĕ. Паллах. Чĕремре пĕр харас икĕ çăлкуçĕ палкаса тапма тытăнчĕ. Ниçта кайса кĕме пĕлместĕп. Ким умне яш тухса тăратăп та мăйĕнчен ыталаса чуптăватăп. Анчах хама çавăнтах вĕри шывпа сапнăн туятăп. Турă çырлах! Хĕр пуçăмпа мĕн турăм! Хам пуçласа чуптурăм качча. Намăса ăçта хурас? Çĕр айне анса каясчĕ иçмасса. Ăçта-ши çĕр шăтăкĕ? Пуçа икĕ алăпа ярса тытрăм та палт! çавăрăнса чупрăм каялла, çиçемле хăвăртлăхпа. Пĕлместĕп, Ким мĕнле хăваласа çитрĕ-тĕр.

— Чур, кунашкал юрамасть. Халь тин манран тарса хăтăлаймăн, — тет вăл, пăлханнă саслăн.

— Ятла ухмаха, — тетĕп, куçа çĕклеме хăяймасăр.

— Талюна, мĕн эсĕ? Ан вăтан манран.

Йăпатать мана. Çепĕç чĕлхеллĕ мур ачи. Каялла çавăрчĕ каллех. Эпĕ майĕпен лăпланатăп.

— Паян ял Советне кайса çырăнатпăр, — тет Ким. — Сана тупрăм. Каллех çухатсан, пурнăçăм пĕтет. Сансăр пуçне, никама та юратман. Чĕремре ялан эсĕ çеç йăлкăшнă. Ир тăрсан та, кăç выртсан та, — куç умĕнче эсĕччĕ, Талюна. Техникумра тырă вырни ялан асра. Пуç çĕклемесĕр ĕçлеттĕн.

— Санран, бригадиртан шикленнĕ, — тетĕп, — качакалла макăрса хăрататтăн та.

Ким каçса кайсах кулать. Унтан каччă студентсен вечерне аса илет. Тĕрĕсех, «почтальон» ман умра ытларах тăпăртатрĕ.

— Вунсакăр çыру! — мухтанатăп.

— Миçе каччă чĕрине вут хыптарнă эсĕ!

Çав каç Ким вилесле кĕвĕçнĕ-мĕн.

— Почтальон санран та çыру панăччĕ, — хушса хуратăп. — Çырăвĕ халĕ те пур, килте вăрттăн çĕрте усратăп. Мĕн çырнине аса илтерес-и?

— Манман, — тет Ким, — «...сана юрататăп». Чĕремре паян та çав туйăм хĕмленет.

Пĕр-пĕр чух çав çамрăклăх çырăвĕсене вулама шутлать Ким, вăл самант çитессе шанать. Анчах пирĕн асаилӳсемпе вăрахчен киленме вăхăт сахал. Пире çĕнĕ калаçу тыткăнлать.

 

Çуллахи каç кĕске. Хĕвел тухрĕ çуталса. Çĕнĕ кун, çĕнĕ телей пуçланчĕ.

Паян эпир çырăнатпăр. Паян эпĕ хам юратнă çыннă качча тухатăп. Ыран Кима ăсататпăр. Темиçе кун эпĕ амăшĕ патĕнче пурăнатăп. Вара экзамен тытма — Ленинграда. Вĕренме пĕрех кĕретĕп, кун пирки иккĕленӳ çук. Экзамен хыççăн, вĕренме тытăниччен, Ким патне, чикĕ хĕрне каятăп. Туй тăватпăр. Çитес çулла иксĕмĕр те — яла. Упăшкана анне-аттене кăтартмалла-çке.

Эпир вăрман хĕрринчи ял çумне пырса тухрăмăр. Хĕвел çӳле хăпарнă.

— Пирĕн ял, — пĕлтерет Ким. — Салам сана, тăван ялăм!

— Ким, ăçтан кĕрĕтпĕр? — ыйтать Çпиркка. — Пахча хыçĕпе-и?

— Пахча хыçĕпе çӳреме эпир вăрă-хурах мар-ха. Аслă урампа каяс.

Униче хапхинчен кĕретпĕр. Юнашарти çуртран шăв-шав илтĕнет. Тахăшĕ татăлсах макăрать. Хĕрарăм сасси. Упăшки кӳрентернĕ-ши? Чĕрем хĕсĕнсе килчĕ. Иккĕмĕш пӳрт умĕн иртетпĕр. Тур, çырлах! Мĕн амакĕ? Кунта та çавнашкал шав. Ӳлет кăна пĕри. Каллех хĕрарăм сасси. Ӳпкелешсе йĕрет. Сăмахĕсене уйăрса илетĕп: «Эсĕ кайсан, ман ачасемпе мĕнле пурăнас? Пĕтрĕмĕр, пĕтрĕмĕр».

Ним те ăнланмастăп. Ким та шарламасть. Малалла утатпăр пӳртсем çумĕпĕ. Урам урлă хĕрарăм чупса каçрĕ. Пирĕн çине çавăрăнса та пăхмасть. Унччен те пулмарĕ, симĕс сăрăпа сăрланă калинккерен сурпан сырнă кинемей тухрĕ. Вăл, туяпа пулин те, хыпаланса утать. Пускилсен чӳречи умĕнче чарăнса патаккипе кантăкран шаккарĕ:

— Кума, кума! — чĕнчĕ. — Илтнĕ-и эсĕ, вăрçă пуçланнă! Ах, çырлах!

Кантăк уçăлчĕ те, унтан хăй пекех ватă хĕрарăм пуçне кăларса, мĕн илтнине ăнланмасăр-ши, ыйтрĕ: — Марье кума, мĕн терĕн çак эсĕ?

— Вăрçă пуçланнă тетĕп. Хвашистсем тапăнса килнĕ.

— Вăрçă? Тур сыхлатăрах. Пирĕн мăнуксем пĕтрĕç пулĕ?!

Усал хыпар тăватсăмăра та çыхса лартрĕ. Самант пĕр вырăнта хытса тăтăмăр.

— Чупар ял Советне, унта — радио, — тет Ким.

Çитрĕмĕр. Кунта халăх лăк-тулли. Шăп. Пурте радио итлеççĕ. Эпир те хăлхасене чăнк! тăратрăмăр. Кинемей сăмахĕсем чăнах-мĕн. Нимĕç фашисчĕсем Совет Союзне хирĕç вăрçă пуçланă. Тăшман чикке вăрă-хурахла çĕмĕрсе кĕнĕ. Фашист самолечĕсем совет çĕрĕ çийĕн хура çăхан евĕр явăнса çӳренĕ, тăхлан çумăр тăкнă, унта та кунта бомбăсем пăрахнă. Пĕтĕм совет халăхне тăшмана тĕп тума кар çĕкленме чĕнет Мускав сасси.

Ку таранччен шăпăрт тăнă çынсем шавлăн кĕрлеме тытăнчĕç. Кашниех хăйĕн шухăшне, хуйхине пĕлтерет.

— Ман ывăл шăпах хĕвеланăç чиккинче. Мĕн курать-ши?

— Турă хӳтĕлетĕрех.

— Совет Çарĕ хăватлă, самант çапса хуçать нимĕçе.

— Хуçтăрччĕ часрах.

— Тен, хӳтерчĕç те. Итлер-ха радио!

Пурте çăвара шыв сыпнăн тăраççĕ. Тăнлаççĕ. Анчах кĕтни калăхах. Ырă хыпар çук та çук.

Кимăн хĕвел пек çуталса тăракан сăн-сăпачĕ сӳнчĕ. Вăл шухăшлă.

— Талюна, пирĕн калаçса татăлнинчен иртерех уйрăлма тивет, — тет Ким, куçне айккинелле тартса. — Ман паянах Канашри военкомата çитмелле. Каçар, çапла приказ ман.

Мĕн калас? Вăл айăплă мар. Ăнланмастăп-и? Ким ял Совет председателĕпе тем çинчен калаçрĕ. Вара вĕсен килне кайрăмăр.

— Анне, хĕрне тупрăм, анчах çырăнма, туйне тума ĕлкĕреймерĕмĕр. Паллаш, Талюна ятлă.

Амăшĕ мана чуптуса çурăмран çупăрлать. Хăйĕн пит-çăмарти тăрăх куççулĕ юхать. Усал хыпар кунта та çитнĕ-мĕн.

Апатланса сĕтел хушшинчен тухнă çĕре лав çитрĕ. Ку ĕнтĕ Кима илсе каяканни. Эпĕ ăна ăсатма Канаша каятăп. Ольăпа Çпиркка — хулана. Эпир те Ольăпа иксĕмĕр — военнообязаннăйсем. Пире медицина техникумĕ пĕтерсен, çар кĕнеки панă. Вăрçă тухас-мĕн пулсан, виççĕмĕш кунне военкомата пыма хушнă пире. Унччен ĕлкĕретĕп.

Канаш военкомачĕ умĕнче халăх ярмăрккăри пек. Шăв-шав тăрать. Калаçаççĕ, макăраççĕ, купăс калаççĕ, салтак юрри юрлаççĕ.

Пирĕн лав пĕр кĕтесе пырса чарăнчĕ. Ким лав çинчен анчĕ те военкомата чупрĕ васкасах.

Пăхатăп, хам куçсене хам ĕненместĕп. Пирĕн лав çумĕнчи урапа патĕнче хамăр ялти Марук тăра парать.

— Марук! — чĕнетĕп.

— Талюна! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Эх, Талюна, пĕтрĕ телей. Терентее вăрçа ăсататăп. Алăра ача юлать.

Йĕрсе ячĕ Марук. Куççулĕ витĕр ыйтать:

— Эсĕ ма килнĕ кунта?

— Эпĕ те упăшкана ăсататăп, — терĕм хăюллăнах.

— Илтмен, эсĕ качча кайнă-и?

— Паян çырăнмаллаччĕ. Ĕлкĕреймерĕмĕр. Вăрçă пĕтсен ĕнтĕ.

— Эх, турă, чипер çавăрăнса килмелле пултăрччĕ. Ав, Терентей, ну, мĕнле?

— Каймалла. Çав çеç, — тет лешĕ.

Эпир сывлăх сунтăмăр. Анчах калаçма сăмах çыпçăнмасть. Хуйхă мĕн тери хавас çынна та пусăрăнтарать иккен. Вăрçă. Хăрушă ытла. Те таврăнаятăн унтан, те, тăхлан пуля персе ӳкерет те, чикеленсе выртса юлатăн ĕмĕрлĕхех пĕр-пĕр шырлан хĕрринче.

— Марук. Пур-и ыйтса пĕлмелли? Ыйт, — тет Терентей çав тери йăвашшăн та ачашшăн.

— Ах, çырлах, мĕнле пурăнас-ха ман сансăран?

— Тӳс, Марук. Мана кĕтме ан пăрах. Паллах, йывăр пулĕ. Ывăла, асту, чипер пăхса усра.

Тăп! тытрĕ Марук тутине. Терентейĕ каллех калать:

— Марук, ыйтса пĕлмелли пур-и татах? Ыйт, ыйт.

— Çĕнĕ пӳрт тепле ĕнтĕ, те ăшă пулĕ хĕлле? Кăна пĕлнĕ пулсан, уйрăлса тухмалла марччĕ тĕпрен.

— Эсĕ, Марук, ытларах хут. Вуттине ан шелле. Вутти хĕл хаçма ытлашшипех çитет.

Арăмĕ каллех чĕнмест. Терентейĕн пĕр сăмах: ыйтса пĕлмелли пур-и татах? Ыйт.

— Налук укçине мĕнле тӳлесе татăп-ха?

— Салтак арăмĕ тесе, тен, чакарĕç. Ял Советне кайса кил.

Тĕлĕнмелле çын Терентей. Унăн ăс панисем пĕтĕм ĕмĕр инкекрен çăлăнса пурăнма пулăшаççĕ пек, арăмне çаплах хăйĕнчен ыйтса та ыйтса пĕлме хушать. Эпĕ вĕсен калаçăвне тек итлейместĕп.

Ким килчĕ. Хыпарĕ ун чунăма хĕсекенни. Тепĕр çур сехетрен Мускав еннелле эшелон тапранать. Вăл манран тĕнчери чи хаклă çыннăма уйăрса каяканĕ.

Терентее Кимпа паллаштаратăп. Сăртпа сăрт тĕл пулмаççĕ, çынсем тĕл пулаççĕ. Тен, кусен лере, фронтра, ирсĕр тăшмана хирĕç юнашар тăрса çапаçмалла пулĕ.

Пăравус хăш! хăшш! сывлать. Турттарас килмест-тĕр унăн та тăвансенчен хурлăхлăн уйрăлакан çынсене. Ăçта илсе каять? Шухăшлама хăрушă. Анчах илсе каймаллах. Унсăрăн ирĕклĕ пурнăçăмăра тăшман атти таптаса лӳчĕркĕ.

Куçне илмест Ким ман çинчен. Питĕмрен çупăрлать, çӳç пĕрчисене майлаштаркалать.

— Талюна, чунăм, — тет вăл ачашшăн, — вăрçă таçти кĕтесе ывăтас пур, чĕнсе чĕнмен самантсем те килсе тухĕç. Ĕненме ан пăрах. Кĕт мана. Пĕр-пĕрин çинчен анне урлă та пĕлĕпĕр. Çырсах тăр çыру.

Эшелон тапранчĕ. Эпир Кимпа ыталаннă та ниепле те уйрăлаймастпăр. Пуйăс кустăрмисем хăвăртлăх кĕввине кĕчĕç.

— Юлатăн, Ким! — асăрхаттаратăп.

Юлашки хут мана хыттăн чуптăвать те вăл пуйăспа ăмăртса чупакан çынсем хушшине чăмать. Эпĕ те унтан юласшăн мар, анчах пĕри те тепри пӳлет, пурпĕрех, симĕс карттуса куçран çухатмасăр, малалла талпăнатăп. Уçă вакунта ларса пыракан салтаксем, часах Кима ал парса, хăйсем патне çĕклесе хăпартрĕç. Пуйăспа тан ĕлкĕрме хĕн. Вакунсем вĕлт те вĕлт иртеççĕ. Мĕн чул тинкерсе пăхсан та симĕс карттус тек курăнмасть, хăрпăкран çакланнă куççулĕ те асамат кĕперĕ карчĕ. Пĕтĕм вăйпа кăшкăратăп:

— Каялла çаврăнса килмелле пултăр!

Илтрĕ-ши вăл ман сассăма?

 

26

Хĕвел пачах сивĕнчĕ пулас этемрен, эрнипех курăнмасть. Вăл тачка тăхлан пĕлĕт катрамĕсем хыçне пытаннă.

Кассăн-кассăн вĕрекен аскăнчăк çилĕ ашса тухмалла мар пылчăк çине юр кĕрпи сапать. Путсĕр кăçал эсĕ, кĕркунне.

— Хĕвел! Хĕвел! Тух-ха çав хăтсăр пĕлĕтсен хыçĕнчен. Пăх-ха, тархасшăн, пирĕн çине йăл-йăл! Сан çутă сăн-сăпату чунăмăра ăшăтать, савăнăç кӳрет.

Çук, кăтартмасть хĕвел ылтăн питне. Ăнланатăп. Юрĕ, тек тархасламăп. Чăнах, ăçтан хавассăн пăхас килтĕр ĕнтĕ сан. Çĕр чăмăрĕн чи сарлака аркине вут хыпса илчĕ. Унта — вăрçă. Çĕр пичĕ путать, шăтать, çуркаланать, этем юнĕпе пĕвенет. Бомбăсем ӳксе çурăлни, пулеметсем ша-тăртатни, тупăсемпе пăшалсенчен кĕрĕслеттерни сывлăша çурать.

Вăрçă. Урнă фашист çарĕ совет çĕрне хапсăнать. Сĕтел çинче, авă, повестка выртать. Ыран ман Çарĕç комиссариатне тухса каймалла. Ăсатма ялтан Ким амăшĕ килнĕ. Ăна ĕнер ял Советне телефонпа шăнкăртаттарса пĕлтернĕччĕ. Килтисем Канаша пырĕç.

— Пӳлĕхçĕм, хĕрарăмсене те фронта илсе каяççĕ. Вăрçи часах пĕтекенскер мар пулĕ, — кулянать Ким амăшĕ, юхса анакан куççульне саппун аркипе шăлса.

— Мĕншĕн арçынсен кăна асап тӳсмелле, — тетĕп. — Эпĕ акă фельдшер, летчица. Фронта питĕ кирлĕ çын эпĕ.

Ахаль те килте темиçе уйăх лартăм. Каланă пек, усăсăр мар та... Летчиксен шкулĕнчен вĕренсе тухрăм. Вăрçа ăсатма медсестрасем хатĕрлерĕмĕр, тухтăрсемпе пĕрле.

Пĕлместĕп, ăçта яраççĕ-ши мана? Медсестра е летчик пулăп-ши? Эпĕ хирĕçлеместĕп, ăçта хушаççĕ, çавăнта кайăп. Тăшман пуçне тĕп тăватпăрах. Пĕрле вĕреннĕ хĕр-тантăш Оля — летчица, ав. «Хам Шупашкарта вĕреннĕ йышши самолетпах вĕçетĕп, фашистсен эшелонĕсене сахал мар çунтартăм, — тесе çырать фронтран ман пата Оля. — Талюна, кил хăвартрах фронта. Тăшмана пĕрле вĕри çатма çинче ăшалăпăр».

— Кӳршĕри Кулине кума патне хронтран тав тунă хут ярса пачĕç, ывăлĕ тăшмана хирĕç паттăрла çапăçнă, тет, — пĕлтерет Ким амăшĕ.

Унашкал хутсем килсе тăрсан, мĕн тери хаваслă пулмалла. Амăшĕсен куççулĕ юхмĕччĕ. Анчах Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хӳтĕлесе çак кĕске вăхăтрах мĕн чухлĕ çын пуçне хучĕ?!

Манăн чи çывăх тус-тантăшăм — Анюк — Ленинградри медицина институтĕнче вĕренетчĕ. Вăрçă пуçлансан, вăл аспирантурăра вĕренекен хăйĕн савнинчен, пулас упăшкинчен — Федор Самсоновран — юлман. Пĕрле фронта хăй ирĕкĕпе кайнă. Кĕркунне кăçал, эпир Ленинграда вĕренме пырсан, Анюкпа Федорăн туй пулмаллаччĕ. Анчах ĕмĕт татăлчĕ вĕсен. «Федор Самсонова хытă амантрĕç, алăрах вĕлерсе ятăм...» — тесе çырчĕ Анюк фронтран. Тӳсме çук хурлăх. Çак вăхăтрах фронтран чуна тарăхтаракан хыпар та килет. Нумаях пулмасть эпĕ хамăр ялти учительницăран — Вунерккерен — çыру илтĕм. Акă мĕн çырать вăл тарăхса: «Яла шутсăр ирсĕр хыпар çитрĕ. Сĕмьюн вăрçăра хăй ирĕкĕпе тăшман енне куçма пикеннĕ. Хура юнпа çуралнă этем пулчĕ Сĕмьюн ялйышшăн. Тĕрмере те ларчĕ, ăс кĕмерĕ».

— Ким ывăлăм çыру çырсах тăрать. Турă сыхлатăр унăн пуçне. Эсĕ те, кин, мана ан ман, çыру ярсах тăр вара...

Эпĕ шартах сикрĕм. Самант пĕçертсе пăрахрĕ, питçă-марти тĕлкĕшме тытăнчĕ, чĕркуççи вăйĕ чакрĕ. Аран тӳс-рĕм лăпчăнса ларасран. Чăннипех «кин» пулма пӳрнĕ-ши мана? Ун ывăлне — Кима — эпĕ качча тухма ĕлкĕреймерĕм. Çырăнас кун вăрçă тухрĕ. Ким — Совет Çарĕн командирĕ, хгограничник. Вăл, киле курма таврăннăскер, вăрçă пуç-ланнă кунах тухса кайрĕ.

Вăрçă пирĕн ĕмĕтсене татрĕ. Оля юлташăмпа иксĕмĕрĕн кăçал Ленинградри медицина институтне экзамен тытма каймаллаччĕ. Ун вырăнне, ав, тăшманпа çапăçма вăрçа каймалла пулчĕ. Анюк та, Оля та, эпĕ те ĕмĕрлĕхех савнисем тупнăччĕ. Пулас кинсем тетчĕç пире. Мĕн пулса тухрĕ. Мĕн тăвăн? Сывă юлсан, вăрçă хыççăн, ĕмĕтленни ума çиттĕр ĕнтĕ. Халĕ пурин те пĕр тĕллев: хăвăртрах тăшмана çапса аркатасси.

Ким амăшне эпĕ вырăн сарса паратăп.

— Анне, — чĕнетĕп хăйса, — кантар шăмшакна.

Ким амăшĕн выртнă-выртман куçĕсем хупăнчĕç. Туятăп, çывăрмасть вăл. Ватă хĕрарăмăн хăйĕн хуйхи-суйхи.

Пӳлĕмре шăп. Сĕтел хушшинче ларатăп, чавса çине тайăнса. Пуçра шухăш явăнать. Стена çинчен Валентина Гризодубовăпа Марина Раскова летчицăсен сăнӳкерчĕкĕсем ман куçран пăхаççĕ, калаççĕ пек туйăнать: «Талюна, — чĕнеççĕ вĕсем мана, — эсĕ чăваш хĕрĕ. Чухлатпăр, эсĕ хăюллă, çавăнпа летчица, çавăнпа медицина фельдшерĕ. Тăван çĕршывăмăра хӳтĕленĕ çĕрте хастар пулма ырă сунатпăр».

— Сирĕн шанчăка тӳрре кăларма пĕтĕм вăй-хала парăп! — тупа тăватăп эпĕ чапа тухнă летчицăсен умĕнче.

■ Страницăсем: 1... 8 9 10 11 12 13