Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ


— Кам вара вăл сан салтакри каччă? — ыйтатăп хĕр-тантăшран.

— Пĕлместĕн-и?

— Çук.

— Ăра, мĕн пĕчĕкренпех унпа мăшкăллатчĕç-çке мана. Маннă-и вара эсĕ?

Аса илтĕм. Чăнах та Марук хыççăн пĕрмаях Терентей чупатчĕ-çке. Çавăнпа та хăюллăнах каларăм:

— Терентей-и?

— Кам пултăр тата.

— Çыру çырать-и?

— Çырса çеç те мар. Пиччĕшпе инкĕшĕ хăтана килсе атте-аннепе сăмах татрĕç. Тĕрентейĕ салтакран таврăнсанах, туй тăватпăр.

Пĕр хушă ним чĕнместпĕр. Марук хăй туйĕ çинчен шухăшлать пулĕ.

— Сан каччă, Талюна, пĕр-пĕр тухтăр пулĕ? — ыйтать Марук.

— Çук манăн савни.

— Пулсан та, каламастăн ĕнтĕ эсĕ. Ĕлĕк сана Сĕмьюнпа мăшкăллатчĕç. Ăна пăхмастăнах ĕнтĕ.

Эпĕ ахăлтатсах кулса ятăм.

— Пĕлесчĕ сан, Талюна, мĕнле куштанланса çӳрет вăл, — тет Марук. — Никамран та хăрамасть. Чăрсăрлăхĕпе хĕрсене хăратать. Пурне те хăй аллинче тытасшăн. Эсĕ ялта пурăнмастăн та ним те пĕлместĕн. Ăна пула çакăнас патнех çитрĕм.

— Мĕнле апла?

Каласа пачĕ вара Марук тарăха-тарăха.

Терентей çара кайсан, Сĕмьюн Марука çыпçăнать. Улахра ун çумне кĕре-кĕре ларать. Юратать имĕш. Качча илесшĕн. Марук, паллах, ăна хирĕç, унăн юратнă каччи пур. Хĕре вăрлассипе хăратать Сĕмьюн. Капла та ĕç тухман ун. Вара вăл тытăнать илĕртме. Марук сисиччен унăн саппун кĕсйине канфет е премĕк йăшт! хурать. Сахал мар кăлара-кăлара ывăтнă Марук юратман çын кучченеçне. Пĕррехинче Сĕмьюн Марук пуçĕ çине улахра, пĕтĕм çамрăксем умĕнче, уртса ярать чечеклĕ, çӳçеллĕ тутăр. Марук аптăраса тăмасть, тутăрне пуçĕнчен сӳсе илет те хирĕç хуçине ывăтать. Вилесле тарăхать Сĕмьюн, парăнма шутламасть. Мĕн тăвать-ха усал чунлă çын? Марук çинчен калама çук хăрушла элек сарать: Марук хĕр пуçпа ача тунă, ачине вăрман хĕрне кайса пытарнă, тахăш ял çыннисем ăна тупнă пулать. Хыпар çил пек ял тавра çаврăнать, килтен киле кĕрсе тухать, Терентей патне çара та çитет. Марук чи юлашкинчен илтет, унтан — ашшĕпе амăшĕ. Хĕр чысне çакнашкал пăсаканни урăх тĕнчере ним те çук.

Терентей ĕненмен, паллах. Мĕншĕн тесен вăл Марук мĕнле кăмăллине витĕр пĕлсе тăрать. Хĕр çинчен усал хыпара сирмелле, шутлать салтак. Вара вăл ялти чи тĕрĕс çын Тимухха Иванĕ патне çыру çырать.

Марук хыпса çуннă, кунĕн-çĕрĕн макăрнă, сăнран ӳкнĕ.

Пĕррехинче Маруксем патне Тимухха Иванĕпе ялти çамрăк учительница Вунеркке пырса кĕреççĕ. Ашшăн калаçнă вĕсем хĕрпе. Марук таса хĕр иккенне вĕсем ним чухлĕ те иккĕленмен. Анчах карма çăварсене мĕнле чарас?

— Марук, кай больницăна, врачран справка илсе кил, — тет Вунеркке. — Пухура калаçăпăр, врач панă справкăна кăтартăпăр çынсене. Усал чĕлхесем хăйсемех чăлханса ларĕç.

Шыв-шур вăхăчĕ. Больници аякра, сахалтан та вун-вуник çухрăм. Марук пĕçтĕп таран сĕлкĕш шыва анса кайма хатĕр. Анчах та ăна колхоз лаша парать. Çапла вара хĕр больницăна юланутпа тухса вĕçет. Таврăннă чух хĕвелле çиçнĕ хĕр, ун аллинче — врач панă справка. Учительница калани тĕрĕсе тухнă.

— Çав инкек-синкеке тӳснĕшĕнех пулĕ, Терентей хăй çартан таврăничченех çураçса хучĕ, — тет Марук, хăй сăмахне вĕçленĕ май.

Киле кĕтĕм, хĕр-тантăшпа сывпуллашсан. Вырăн çине выртсан темшĕн ыйхă вĕçрĕ. Апла та, капла та çавăрăнса выртатăп, ыйхă çук. Пуçа темтепĕр пырса кĕрет. Хам больницăра ĕçлени, Марук инкекĕ... Мĕнле хура юнлă Сĕмьюн. Мана та пăр айне ярасшăн пулчĕ те вăл.

Ман шутпа Сĕмьюна Якур çăварлăхлатчех. Хĕрсене кӳрентерме ирĕк памастчех. Пуçа пачах ача чухнехи вăхăт пырса кĕчĕ.

...Виççĕмĕш класра вĕренеттĕмĕр. Астăватăп-ха паянхи пекех: урок пуçланиччен юр муклашкипе перкелешсе вылярăмăр. Сĕмьюн ман ĕнсе хыçне пысăк юр чăмакки пырса чикрĕ, çиветрен туртрĕ. Лĕпсĕрр йĕрсе ятăм. Мĕншĕн çапла асать-ха вăл? Ман хута кĕрекеи Якур çук-мĕн. Шырарăм куçпа ачасен хушшинче, тупмарăм ăна. Класа кĕтĕмĕр. Урок пуçланчĕ. Якур хăй вырăнĕнче мар. Тепĕр кун та, виçмине те пымарĕ вăл шкула. Эрне, икĕ эрне иртрĕ. Пĕррехинче, çапла, уроксем хыççăн киле таврăнаттăм. Сасартăк курах кайрăм: Якурсен хапхинчен пысăках мар тупăк йăтса тухрĕç. Эпĕ шартах сикрĕм. Мĕне пĕлтерет ку? Кам вилнĕ? Кама пытараççĕ? Вĕсен урăх ача çук. Якур-ши? Ĕненес килмест. Сăнатăп. Амăшĕ татăлса макăрать, ывăлĕн ятне асăнать. Эппин, чăнахах та Якур вилнĕ. Юлашки вăхăтра шкула та çӳремерĕ... Чупрăм çырма хĕрне. Кунта пĕр-пĕччен ватă йăмра кашласа ларать. Тăтăм та çак йăмра çумне ĕсĕклесех йĕрсе ятăм.

Пĕлсех тăратăп, Якур пурăннă пулсан, мана пăр айне путарма тăнăшăн ĕнсе чикки паратчĕ Сĕмьюна.

Çывăрса каяймастăп. Мĕншĕн? Иртнĕ каç та путлĕ куç хупайман. «Эй, шухăшсем, çитĕ сире мана асаплантарма. Кăларсамăр хăвăр хĕскĕчĕртен», — тетĕп сасăпах.

Шыв тăрса ĕçем те, куçа хытă-хытă хупса, пăчăртаса выртам, тен, ыйхă килĕ. Çак шухăшпа вырăн çинчен тăрса урана калуш тăхăнтăм. Иртсе пынă май урам енчи чӳрече умĕнче чарăнса тăратăп, ытахальтен. Тӳпере çавра уйăх çутатать. Ун çинчи тухъя тăхăннă кĕвентеллĕ хĕр çаплах çĕр çине тинкерет: хăйĕн савнине тупасшăн-тăр.

Пирĕн кил сăртра ларать. Таçти те курăнать чӳречерен. Умра, çырма лапамĕнче колхоз кĕлечĕсем. Кăнтăрла унта çамрăксем ĕçленĕ. Колхоз председателĕ Тимухха Иванĕ çамрăксене акма тухиччен пăри вăрлăхне тепĕр хут аллаттарнă. Çумкурăкĕнчен хăтăласшăн ĕнтĕ.

Кантăкран пăхсан, тӳрех çак кĕлетсем куçа курăнаççĕ. Хальхинче те... Чим, мĕнле япала ку? Каç тĕттĕмĕнче сасартăк темĕскер йăлтăрр! çуталса илче. Сӳнчĕ. Унтан татах йăлтăртатрĕ; татах... Тем тесен те, вут чĕлхи! Кĕлет кĕтесĕ тăрăх çĕлен пуçĕ евĕр йăлт! йăлт! çĕклене-çĕклене илет.

Эпĕ чӳрече умĕнче мĕнле тăнă, çаплипех, йӳле пилĕкпех, тухса вăркăнтăм. Пыратăп чавтарса. Килтисене вăратмаллаччĕ хуть. Хамăн куç йăлтăран вут çинче. Вăй илсе пырать çулăм. «Пушар! Пушар!» — кăшкăрса ятăм. Пĕлетĕп, кĕлет умĕнче тимĕр татăкĕ çакăнса тăрать. Чупса çитрĕм, Ăçта-ши патакĕ? Ун-кун пăхкалатăп. Тупăнчĕ темле тимĕр татăкĕ. Чăн! Чанн! çапрăм. Унччен те пулмарĕ, ман алла такам çирĕппĕн ярса тытрĕ. Тимĕр татăкне тытса илесшĕн. Кам ку? Питне кăтартмасть. Эпĕ тимĕр татăкне алăран вĕçертместĕп, шав чана лектересшĕн тăрмашатăп. Çын маиа айккинелле сĕтĕрет. Кĕрешсех кайрăмăр.

Тĕркĕшсе çĕре ӳксен, куçсем тĕл пулчĕç.

— Сĕмьюн!

— Ну, эпĕ. Мĕн вара?

— Мĕншĕн эсĕ тимĕр татăкне тытса илесшĕн? Чан çапма чарасшăн-и?

— Кам? Эпĕ-и? Эпĕ хам çапасшăн.

— Ме, çап, эппин, — тетĕп, тимĕр татăкне ăна парса. Иксĕмĕр те ура çине сиксе тăтăмăр.

Вăл тимĕр татăкне айккинелле вăрр! вăркăнтарчĕ.

— Ых-х, ун чухне сана пăр айне тăвайманшăн халĕ те хама каçармастăп, — тет Сĕмьюн çиллес сассипе. Хăй ӳсĕр пулас. — Тухтăр пулатăп тесе, пуçна пит ан каçăрт.

Эпĕ ун сăмахне итлесе тăмарăм, тимĕр татăкĕ ӳкнĕ çĕрелле чупрăм. Аякках ывăтайман. Тупрăм. Илтĕм те каялла чупса пырса чана чан! чанн! шаккарăм. «Пушар! Пушар! Пушар!» — кăшкăратăп. Сăртра пĕр-ик çын чупса анни курăнчĕ. Çак самантра Сĕмьюн куçран çухалнă.

Çынсем татах килчĕç, татах. Шав çĕкленчĕ.

— Юлташсем, хастарлăрах пулар! Вăрлăха çăлса хăварар! — кăшкăрать пĕри уçă сассипе.

Пушă алăллисем кĕлет çумĕнчи витресене вĕçерте-вĕçерте илеççĕ. Пичкере шыв тĕпĕнче çеç пулас, пушă витрисем шакартатни çеç илтĕнет. Килтенех савăтпа тухнисем çырмаран шыв йăтса та çитрĕç. Сапаççĕ. Кĕлет кĕтесĕ мунча чулĕ евĕр чашш! чашлатса илет.

Çулăм кĕлет тăррине хыпса илчĕ. Улăмпа çеç витнĕ те, ăçтан тытăнса тăтăр.

Эпĕ те витре çĕклесе çырмана чупрăм.

Колхоз председателĕ Тимухха Иванĕ те çитрĕ. Вăл халăха кĕлетри вăрлăха кăларттарать. Юрать-ха, акма хатĕрленнĕ май вăрлăха михĕсене тултарса хунă.

Часах пушар урапи çитрĕ. Унта насус. Кӳлĕрен шыв уçлама тытăнчĕç. Пушар парăнать!

Çынсем ылханса калаçаççĕ:

— Кам ĕçĕ-ши?

— Аллине хурса хăварман.

— Вута пăрахмалла вăл çынна!

— Чăн-чăн халăх тăшманĕ вăл, колхоза вăрлăхсăр хăварасшăн пулнă, мур илесшĕ.

— Тупаççех.

Пăхатăп, Сĕмьюн вăрлăх кăларакан çынсем хушшинче вĕтеленсе çӳрет, кĕлетрен михĕсем йăтать.

Самайччен пушарпа айкашрĕ халăх. Çапах та кĕлете çунса пĕтме памарĕç. Чи кирли — вăрлăха çăлни.

Эпĕ киле тавăрăннă чух тул çути килчĕ. Атте те çитрĕ. Анне пушар çулăмĕ сиксе ӳкесрен япаласене çыхса хунă.

— Талюна, эсĕ паян çывăраймарăн та пулĕ, выртсам, — тет анне.

Кутник çине выртатăп. Ыйхă пусать. Анаслатăп. Анчах ман ыйха аттепе анне калаçни сирет.

— Вутне Павăл ывăлĕ тĕртнĕ пулĕ, — тет атте.

— Мĕншĕн апла шутлан? — ыйтать анне.

Унтан вĕсем пĕр-пĕринпе колхозра пулса иртнисене асăнчĕç. Ялта пурăнман та нумай япаласем çинчен пĕлместĕп. Аттепе анне калаçăвĕнчен хăлхана акă мĕн кĕрсе юлчĕ.

...Павăла çемйипех Çĕпĕре ямалла тăваççĕ (кун çинчен пĕлетĕп, Сĕмьюна шкултан кăларнă çул). Темле майпа çăлăнса юлма пултарнă. Хуралчĕсене те каялла тавăрса панă вара. Каярахпа ăна çемйипех колхоза илнĕ.

Павăла, лаша чылай тыткаласа курнă тесе, витере ĕçлеме çирĕплетнĕ. Ывăлна та ĕçе хăнăхтарăн тенĕ. Мĕн пулса тухнă-ха? Шанса панă ĕçе тӳрре кăларайман. Колхозниксен пухăвĕнче Павăлăн киревсĕр ĕçĕ тăрă шыв çине тухать: вăл лашасене çитерес сĕлле сутса пурăннă-мĕн. Пуху ăна колхозран кăларса çапма тăрать. Ăса кĕрессе шаннипе кăна тытăнса юлать Павăл. Сĕлле суд урлă шыраса илтереççĕ. Çакăн хыççăн Павăлпа ывăлĕ шăл хăйраса пурăнаççĕ.

— Вут тĕртнине никам та курман, — тет анне. — Апла пулсан, айăплама йĕрки çук.

Текех эпĕ ним те илтместĕп, вилнĕ пек çывăрса каятăп.

Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ-тĕр! Эпĕ анне сассипе вăрантăм.

— Талюна, тăр, каç пулать. Хырăму та выçрĕ пулĕ.

— Эсĕ пулнă тет-çке чи малтан халăха чан çапса пухаканни. Мĕнле сиснĕ вара эсĕ?

Кăна атте пĕлесшĕн.

— Эпĕ вăйăран кĕрсен çывăрса кайманччĕ те куртăм кĕлет кĕтесне вут хыпса илнине, — тетĕп.

Тăрса çăвăнсан сĕтел хушшине лартăм. Апат çинĕ чух мана аттепе анне паçăр калаçни тепĕр хут аса килчĕ. «...Сĕмьюн е ашшĕ тĕртмен-ши вутне? Председателе тахçантанпах шăл хăйраса пурăнаççĕ, колхоза юратмаççĕ. Анчах никам та курман-çке, айăплама йĕрки çук». Эпĕ хама пуçран такам пырса мăлатукпа тăнлаттарнăнах туйрăм. Чим-ха, эпĕ кĕлет патне чупса пырсан чи малтан Сĕмьюна куртăм вĕт-ха. Вăл чан çапмалли тимĕр татăкне манран тытса илсе ывăтса ячĕ. Мĕне пĕлтерет-ши ку? Тен, Сĕмьюн вут тертнĕ? Колхоз председательне каласа памалла мар-ши?

Аннене апатшăн тав туса килтен тухса кайрăм. Правленине çул тытрăм тӳрех. Кунта счетовод кăна ларать.

— Иван пиччене курасшăнччĕ те, — терĕм.

— Тин çеç апата кайрĕ.

Вĕсен килне утрăм. Картишне пырса кĕнĕ чух Иван пичче алкум вĕçĕнче урине салтса ларатчĕ.

— И-и, Талюна, ирт, ирт, — тет. — Сана хам та питĕ курасшăнччĕ-ха. Пырса кайма ĕмĕтленеттĕм. Эсĕ чи малтан чан çапса халăха пухнине илтрĕм.

Эпĕ председатель юлташа каçхи пушар пирки пĕтĕмпех, тĕпĕ-йĕрĕпех каласа патăм.

Ман сăмаха тăнларĕ-тăнларĕ те çапла хушрĕ:

— Ĕçе йĕрлеме районтан килеççĕ. Сĕмьюн пирки вĕсене халĕ мана мĕнле каласа кăтартрăн, çавăн пек йĕркипе каласа пама тивет.

— Юрать, — тетĕп.

— Килте чылай пурăнатăн-и?

— Пурăнатăп-ха, — тетĕп.

— Эппин, ялта çамрăксен хушшинче ĕçлеме тивет. Вунеркке учительницăпа туслаш.

 

15

Ман умри сукмак йăлăм карти çумнех пырса тăрăнать. Улăхран хăпаратăп. Эрнипех аннепе пĕрлех пахчаçимĕç бригадинче ĕçлерĕм. Кунта тата ман комсомол ячейки хушса панă ĕçе те тумалла: каннă вăхăтра бригадăри çынсене хаçат вуласа паратăп. Хăяр акса пĕтертĕмĕр паян. Эпĕ ушкăнтан иртсе маларах утрăм. Васкатăп. Тепĕр енчен килекен сукмак çинче Вунерккене куратăп. Района кайнăччĕ. Унпа тĕл пулас килет.

 

* * *

Пирĕн ялта Вунеркке кĕрсе тухман кил çук. Кашни çемьешĕн вăл чи çывăх тус. Те учительница, те комсомол ячейкин секретарĕ пулнă май, ăна юратаççĕ ялта. Çук — уншăн çеç те мар-тăр, Вунеркке чăннипех те ырă кăмăллă этем. Качча кайман хĕр-ха, кĕрчерех панă. Сăнĕпе те аптрамасть. Мăнтăркка, сасси хулăн. Тĕлĕнетĕп, ăçта пăхаççă-ши каччăсем?

Пушар пулса иртсен тепĕр кунах Вунеркке ман пата пычĕ.

— Вăт мĕн хăтланаççĕ халăх тăшманĕсем. Эсĕ маттур, колхоз вăрлăхне çăлса хăвартăн, — тет, мана алă тытса.

— Эпĕ мар, çынсем, — тетĕп.

— Талюна, итле-ха, эсĕ комсомола кĕнĕ-и çав? — тет Вунеркке.

— Çук. — Çапла каларăм та хĕрелтĕм, ку таранччен комсомола кĕрес пирки никам та сăмах тапратман... Шкултан вĕренсе тухнă чух çул çитменччĕ. Тин çеç уçăлнă техникумра ытларах çитĕннĕ хĕрупраç вĕренетчĕ. Больницăра ĕçлекенсенчен çамрăкки пĕр-иккĕн çеç пулнă.

Тĕлĕнмелле этем Вунеркке. Вăл çынна лăплантарма пĕлет. Чылайччен калаçрăмăр унпа. Ăна хам пирки йăлтах каласа патăм. Техникума мĕншĕн пăрахни, больницăран мĕншĕн тухса тарни çинчен...

— Техникум пăрахса — питĕ пысăк йăнăш тунă эсĕ, Талюна, — тет ял учительници. — Çамрăклăх айванĕ. Ăс парса тăракан çывăх çын кирлĕ сана.

— Хĕр-тантăша çăласшăн пултăм-çке.

— Вĕренессе вĕренесех пулать.

— Ăçта? — тетĕп.

— Ăçтан пăрахнă, çавăнтах.

— Мана тек унта илес çук. Тата эпĕ медицинăра ним те пĕлместĕп.

— Талюна, медицина вăл вĕренмесĕрех пĕлмелли япала мар.

Пĕр хушă чĕнмесĕр лартăмăр. Унтан Вунеркке сасартăк çапла ыйтрĕ:

— Талюна, комсомола кĕме çыр-ха заявлени.

— Илĕç-ши?

— Илмесĕр. Сана хăвăр ялти пек витĕр ниçта та пĕлмеççĕ. Виçĕ рекомендаци кирлĕ. Пĕрне хам парăп, тепĕрне — колхоз председателĕ — Иван Тимофеевич. Вăл коммунистсен партийĕн членĕ. Унăн пĕр рекомендацийĕ икке тăрать. Тĕрĕссипе каласан, Иван Тимофеевич сана питĕ хисеплет.

Эпĕ хама çăмăллăн туйрăм. Чун савăнать темле. Çав кунах Вунеркке патĕнче пултăм. Шкап тулли кĕнеке ун. Мана вăл комсомол уставне пачĕ, паллашма.

— Комсомола кĕнĕ чух тĕнчери лару-тăру çинчен те ыйтма пултараççĕ, хаçат вула, — ăс парать учительница, çамрăксен секретарĕ. — Çак ĕçе усăллă тума пулать: колхозниксене ĕçленĕ çĕрте хаçатра çырнисене саспа вуласа пар.

Унтанпа самай вăхăт иртрĕ. Ман пурнăçра хаваслă кунсем те, тарăхмаллисем те пулкалаççĕ. Вунеркке хăй сăмахне çилпе вĕçтермерĕ. Вăл мана комсомола кĕме рекомендаци пачĕ. Иван пиччерен те илтĕмĕр. Часах ячейка пухăвĕ пулчĕ. Заявлениие пăхса тухрĕç, мана комсомола илес тесе йышăнчĕç.

Тепĕр савăнăç: Анюк тусăм эрнелĕх хăнана килнĕ. Ман çырăва илнĕ те хыпăнса ӳкнĕ. Хăйпе пĕрле ĕçлеме чĕнет. Çук, килĕшместĕп. Медицинăра айван çын-ха эпĕ, ытла ним те пĕлместĕп.

Шăп пирĕн патăрта Анюк хăналаннă вăхăтра Сĕмьюна суд турĕç. Кăтартуллă суд. Ăна ялти правлени çуртĕнче ирттерчĕç. Халăх лăк пухăннă. Анюк та итлеме пычĕ. Эпĕ свидетель-çке. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ суд умĕнче калама питĕ хăрарăм. Атте те суда ярасшăн марччĕ: «Мĕн тума кирлĕ хĕрачана суд тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреме», — терĕ. Анне шухăшĕ пачах урăхла: «Э-э, ара, усал çын аллине пĕри ан чартăр, тепри ан чартăр, апла вăл пĕтĕм яла вут тĕртсе çунтарĕ...»

Судра Сĕмьюна питĕ тарăхрăм.

— Талюнана ан ĕненĕр, — тет вăл, эпĕ мĕн курнине каласа пĕтерсен, — чан çапнă çĕре, ун патне эпĕ ура ярса пусман. Вăл палламан. Эпĕ çынсемпе кĕлетрен вăрлăх кăлартăм.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13