Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ
«Талюна! Талюна!»
Кам чĕнет мана? Çаврăнса пăхрăм. Э-э, Кĕтерук. Палата алăкне уçнă та кăчăк туртать.
— Мĕн кирле сана?
— Кил-ха!
Ун хыççăн палатăна кĕтĕм. Кĕтерук хăйĕн кравачĕ патне йăпăртатрĕ.
— Лар-ха пукан çине.
Лартăм.
— Эх, ача, ку тухтăр çав тери чее!
— Мĕншĕн алла шутлатăн? — ыйтатăп хăюсăррăн.
— Ейпух, пĕтĕмпех тавçăрса илтĕм паçăрхи пăтăрмах пирки. Вăл аттене мĕн каланине пĕлетĕн-и?
— Çу-у-ук.
— Эх, çырлах, пĕрре хытă вĕтеленме лекет-ха унăн тенĕ, тет. Паллах, вăл мана мунча чулĕ çине пăрахайман. Хăй именнипе сана çунтармалли эмелпе çыхтарнă... Халĕ ĕнтĕ юсанатăпах. Киле каяс килет. Кайăк пулăттăм та, вĕçсе кайăттăм. Вăл кĕтсе ывăнчĕ ĕнтĕ. Тьхик!
Хĕр савăнăçлă. Чухлаймастăп, хăй шухăшласа кăларнă-ши ку халапа? Тĕпчеместĕп те, тавлашмастăп та. Анчах ăшăмри хĕртнĕ тимĕре сасартăк такам алли шыв сапса сӳнтерчĕ. Тек чунăма ним те çунтармасть, хĕртмест. Эпĕ васкаса алкум вĕçне уçă сывлăша тухрăм.
12
Шыв-шур вăхăчĕ иртрĕ. Тӳпере тăри юрлать. Уй-хирсенче сукмаксем такăрланчĕç. Манăн çав тери киле кайса курас килет. Пирĕн ял кунтан çирĕм-çирĕм пилĕк çухрăм пулатех! Тунсăх пусрĕ килйыша асăннипех. Халĕ эпĕ пĕччен тăрса юлнă, тен, çавăнпа. Манпа пĕрле пурăнакан Плаки чирлесе ӳкрĕ. Вар-хырăм ыратнипе аптăрарĕ. Ăна тухтăр чирлисемпе пĕрле палатăна вырттарчĕ.
Пĕчченех пӳлĕмре. Кĕтмен çĕртен алăк уçăлать. Кам-ши! И-и! Шăллăм — Петĕр. Чупса пырса ыталаса илтĕм.
— Мĕнле çул тупрăн? Сире курас килнипе чутах вилеттĕм.
Петĕр мана тутăр çыххи тыттарать. Унта — пăрçа пашалăвĕ. Эпĕ юратаканни. Анне пĕлет хăйĕн ачисем мĕне кăмăлланине. Уйранпа е сĕтпе çисен çав тери тутлă. Эпир мĕн пĕчĕкренпе çисе ӳснĕ апат.
Шăллăма хам ума лартрăм та килтисем çинчен, ял хыпарĕсене ыйтса пĕлме тытăнтăм. Петĕр ахальтен килмен-мĕн: асанне аптраса ӳкнĕ. Унччен те вăл юн кайнипе хăшкăлатчĕ. Эпĕ Антон Антонович патне чупрăм. Вăл тимлĕ итлерĕ эпĕ каланине, вара пĕр пакет эмел пачĕ. Унта темнçе штук порошок. Ку эмелшĕн савăнать те ĕнтĕ асанне.
Çĕр выртсан, ирхине, шăллăма киле ăсатса ятăм.
Пĕр ăнсан пурнăç ăнаканччĕ-ха. Ĕçрен таврăнсан сĕтел çинче çыру выртнине куртăм. Анюкран. Тинех кĕтсе илтĕм. Мĕн чухлĕ вăхăт юхрĕ уйрăлнăранпа! Çав териех чухлаймарĕ-ши тантăш тунсăхне? Анне калани аса килчĕ: «Çыннăн пурнăçĕ телейлĕ йĕрпе чупнă чух вăл çывăх тусне те манать». Телей пултăр Анюкăн. Хăвăртрах конвертран çырăвне кăларса вулама тытăнатăп: «Сывă-и, Талюна!
Чĕнмесĕр пурăннăшăн каçар. Эх, пĕлесчĕ сан! Сывлама вăхăт çук. Эпĕ ĕçлетĕп те, вĕренетĕп те. Часах медицина сестрисен курсне пĕтеретĕп. Хăвах пĕлен, пирĕн пульници пысăк. Малашне татах аслăланать, теççĕ. Çавăнпа та ĕçе пĕлекенсем ытларах кирлĕ. Тĕрĕслевре хамăн пултарулăха кăтартасчĕ кăна, вара мана фельдшер ятне параççĕ.
Талюна, сăна çав тери вăрттăн хыпар пĕлтерем-ха: эпĕ пĕр çамрăк врача юратса пăрахрăм. Кун çинчен никам та, никам та, хăй те пĕлмест. Анчах та вăл мана пачах асăрхамасть. Ӳлĕм те çапла асăрхамасан, ăçта кайса кĕрĕп-ши?
Эсĕ мĕнле пурăнан унта? Савни тупмарăн-и? Çыр. Тӳсейми кĕтетĕп».
Юлташ çырăвĕ шухăша ячĕ. Манашкал вăхăта усăсăр ирттермен иккен. Вăл вĕренет. Унăн часах хăйĕн пĕлсе, ăнланса тăвакан ĕç пулать. Ку — çыншăн пуринчен те ытла кирли. Тата Анюкăн юрату пур. Телей. Хĕр тени савнисĕр шывсăр антăхакан чечек пекех-çке.
Алсем усăнчĕç. Анюк патне çыру çырас кăмăл та çĕкленмерĕ. Шухăша пуçтарсан çырăп.
13
Палатăран палатăна çӳретĕп.
— Сывлăх сунатпăр! — саламлаççĕ мана чирлисем.
Хапăл туса йышăнсан камăн чун савăнмĕ? Хĕрарăмсем выртакан çĕре кĕтĕм.
— Ай! Сана кĕтни! — чĕвĕлтетет Кĕтерук. — Эсĕ çук та, çур ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ.
— Тунсăхларăн-и вара чăннипех? — ыйтатăп.
— У çех-и! Эх, ача, паян мана та киле яраççĕ! Ĕнерех ăсатасшăнччĕ те, Талюна сестра киличчен тем тусан та килĕшместĕп терĕм. Лешĕ ĕнер те, паян та килнĕ илме. Тьхик! Авă-веç тăрать.
Кĕтерук кăтартнă еннелле пăхрăм кантăкран. Тĕрĕсех-мĕн. Карта çумне тайăннă та тăрать. Телейлĕ. Урăх сăмах тупса калаймăн.
Апат çисен Кĕтерук пуринпе те сывпуллашрĕ. Ăна хапхаран кăларсах ятăм. Çывăхра хĕрĕн савнийĕ курăнмасть. Пытанса тăрать пулĕ пĕр-пĕр кĕтесре. Çапах та ыйтрăм:
— Ăçта вара вăл?
— Тьхик! — кулать Кĕтерук. — Хăй те çухалас çук, мана та çухатмĕ. Çынни вăл çавăн йышши. Тупать. «Вилсен те сана, çĕр айĕнчен чавса кăларса, хирĕç пăхтарса лартатăп», — тет вăл. Эх, çырлах!
Унтан хĕр хăпартланса илчĕ те каларĕ:
— Эх, ача, Талюна, вăл мана качча илесшĕн.
— Эсĕ мĕнле?
— Пĕлместĕп, — тет. Хăй ассăн сывлать. Анчах хĕр тути çав вăхăтрах йăл! кулать, куçĕ йăлтăрать. Ав мĕнле иккен савниллĕ хĕр çумĕнче: сывлăш пачах урăхла, ытларах кăмăла çĕклентерекенни.
Иртрĕ кун, ним сисĕнмесĕр. Паян манăн çĕрле те ĕçлемелле. Тухтăр палатăри каç умĕнхи çӳревне вĕçлерĕ. Сĕтел хушшинче тем çыркалать. Эпĕ вăл тухса каяссине кĕтетĕп. Плакипе эпир темиçе кун чунтан калаçма ĕлкĕреймен, ун патне васкатăп.
Тухтăр мана чирлисем пирки каласа пĕтернĕ-пĕтермен, ăна тахăшĕ чĕнсе илсе кайрĕ.
— Плаки, мĕнле санăн пурнăç?
— Çăмăлтарах пек. Вар çав териех касмасть.
Хĕрхенетĕп Плакие. Питĕ сыватас килет ăна. Мĕн çисен çăвар тути килĕ-ши? Мĕн çитерес? Таçтан-муртан аса килчĕ: шăллăм илсе килнĕ кучченеç — сарă питлĕ пăрçа пашалăвĕ. Сĕнсе пăхрăм.
— Савăнсах çиетĕп, — тет.
Ваштах çур пашалу хуçса килтĕм.
— Тутанса пăх, çи, çи, — тетĕп.
Пăрçа пашалăвĕ пĕçернĕ кун çех кăпăшка. Пĕр кун, ик кун иртсен вара шăл витмиех типсе хытать. Плаки те, ав, аран-аран çыртса илчĕ. Янаххи чĕн чăмланăн халсăррăн сиккелет. Апат çăтмалăх та вăйĕ юлмарĕ-ши? Ун çине пăхатăп та мана пăчă, пӳлĕмре тăвăррăн туйăнать, кĕпе çухи йăллисене вĕçертес килет.
Çĕрле ĕçлекен çынна ир енне ыйхă пусать. Пыл пек пылак ыйхă! Урăх нимпе те танлаштарма май çук ăна. Куç хупанкисем — тăхлан. Усăнаççĕ, хупăнаççĕ. Сĕтел çине тайăннă алă çине ӳпĕнен çеç — çавăнтах кăтăш пулатăн. Пуçри хуралçа улталать чее ыйхă. Тĕлĕк çăмхнне кăлтăрр кустарса ярать те, пуçланать вара арăш-пирĕш. Çапла, çапла, чăн-чăн арăш-пирĕш — тĕлĕк. Таçтан муртан сиксе тухрĕ сухаллă тискер, усал ашапатман. Тытăнчĕ Плакипе иксĕмĕре хăвалама! Чупатпăр, чупатпăр такăнса ӳкесле. Çул та, сукмак та çук. Умра — тункатасем çеç. Унччен те пулмарĕ, пире тимĕр пĕлĕт хупларĕ. Тунката хӳттине лартăмăр та пăш! та пăш! сывлатпăр. Пăчă вилмеллех. Анчах кĕтмен телей. Çав тимĕр пĕлĕте пирĕн çумранах темле кĕмсĕркке машина касса çул уçса пырать. Чупса тухрăмăр çав çул çине. Таçтан муртан леш усал ашапатманĕ каллех тытăнчĕ хăвалама, çитсе хыпса çăтса ярасшăн. Плаки кăшкăрса ячĕ:
— Пулăшăр!
Ку тĕлĕкре иккенне эпĕ аван пĕлетĕп. Вăранасчĕ. Пухатăп пĕтĕм вăя. Акă, пĕрре аллăма чăмăртаса, чĕтренсе илетĕп те тĕлĕк танатинчен çăлăнатăп. Пуçа силлетĕп. Чим... Чăнах такам йăвашшăн йынăшать: «Ай-ай, вилетĕп...»
Кам-ши? Тем тесен те — Плаки. Темшĕн чĕреме йĕппе яш! чикнĕн туйрăм. Ыткăнтăм Плаки патне. Куратăп: вăл хăй вырăнĕ çинче пĕтĕренет кăна.
— Аптраса ӳкрĕн-и-мĕн, Плаки? — ыйтатăп.
Халтан кайнăскер, куçне те уçмарĕ.
— Вилĕм çитрĕ пулас.
— Плаки, ан вил, халех тухтăра чĕнсе килетĕп!
Тухтăр килсен Плакие месерле вырттарчĕ. Варне аллипе сăтăркаласа пуса-пуса пăхать. Плакишĕн кӳреннĕн, вăхăчĕ-вăхăчĕпе тухтăр пуçне сулкаласа илет. Аллипе тытса юн тымарĕ тапнине шутларĕ.
— Каçхи апатра мĕн çитернĕ ăна?
— Пăрçа пашалăвĕ! — персе ятăм.
— Мĕн, мĕн? — ыйтрĕ ĕненмесĕр куçне чарса пăрахса тухтăр. Куçлăх витĕр куç шăрçисем тулса çитнĕ сивĕ уйăх пек курăнчĕç.
— Шăллăм килтен илсе килнĕччĕ те, кучченеçпе хăналарăм.
— Ы-ы-х, — шăлне качăртаттарчĕ тухтăр, хăйĕн варĕ касса кайнăн, — пăрçа пашалăвĕ уншăн халĕ, пĕлетĕн-и, чăн-чăн наркăмăш! Шанмастăп хама, çăлса хăварайăп-ши ăна?
Мĕн тери хăрушла сăмахсем! Ара, ку Плаки вилет тенине пĕлтерет вĕт. Плаки вилет... Уйрăлать вăл çут тĕнчерен. Ытла ир-çке. Мăшăрлăх каччă тупса та савнайман, юратса никам та чуптума ĕлкĕреймен. Тăлăх ӳснĕскер, вăл пĕр ĕç тĕлне çеç пĕлнĕ. Вилет, эппин... Никам та тек ăна курмасть? Мĕншĕн? Мĕншĕн? Ах, чăнах, каларĕ-çке тин çех тухтăр. Пĕтĕмпе, пĕтĕмпех эпĕ айăплă. Чим-ха, эпĕ ăна кучченеç астивтерсе хĕпĕртеттересшĕн, çăвар тутине килтересшĕн пулмарăм-и вара? Ăнланма та хĕн ырăран инкек тухнине. Ăçта-ха, ăçта-ха вара сăлтавĕ? Урасем чĕтре пуçларĕç, сисетĕп вăй чакнине, акă куç та хуралса килчĕ. Сасартăк ӳт-пĕве сивĕ шывпа сирпĕтнĕн туйрăм. Тăнăм-шухăшăм пăчăрăнса пуçтарăнчĕ. Тĕрĕс, тĕрĕс, пĕтĕм инкекĕ эпĕ медицинăна ним те пĕлменнинче, вĕренменнинче, техникумран пăрахса кайнинче. Çăлăнăç — пĕлӳре. Апла пулсан, ман вĕренмелле! Каяс, каяс хăвăртрах. Чирлисен куçне курăнма намăс мана. Медицинăра нимле пултарулăх та çук ман. Каçарăр, чирлисем, сире эпĕ нимпе те пулăшаймастăп. Сывă пулăр!
Эпĕ палатăран пуçран чукмарпа çапнăн тухса сирпĕнетĕп. Хамăр пурăнакан пӳлĕме кĕтĕм те япаласене пуçтарса çатан арчана чикрĕм. Никампа сăмах хушас килмест. Мĕн калас? Çын куçĕнчен пăхма намăс. Телее кура, пĕр çын та тĕл пулмарĕ. Пĕлсен калĕç: тасални паха. Часах вăркăнса çула тухрăм. Хĕвел тин çех хăпарать. Эпĕ утакан вăрăм çул таçтанах курăнать. Мĕн чухлĕ унăн кукăр-макăрĕ!
14
Хĕвел тӳпенелле хăпарса çитнĕ вăхăталла пырса кĕтĕм тăван ялăма. Хаваслăн кĕтсе илчĕç мана килтисем. Анне чăрр пăхрĕ те каларĕ:
— Шурсах кайнă эсĕ, хĕрĕм. Ĕçӳ питĕ йывăр-и? Е чир-чĕр ернĕ?
— Сывах! Ан пăшăрхан! — тетĕп. Шухăш сăнăма та улăштарнă, эппин.
— Çынна сыватасси çăмăл мар-тăр, — ассăн сывласа илет анне. — Пăрахса килсен те юрамалла, ав, тантăшусем колхозра ĕçлеççĕ, питçăмартисем çурăлса тухасла — хĕп-хĕрлĕ. Чылай пурăнатăн-и килте?
— Пурăнатăп, виличченех.
— Кай, ан авăр-ха кирлĕ мара.
Мана курма кӳршĕ арăмĕсем каçрĕç.
— И-и-и! Мĕнле вăл хĕр пулсах кайнă, — мухтать аннен кумми. Унтан вăл, варне хыпашлакаласа, тилмĕрнĕ сасăпа çапла калать:
— Талюна, çакăнта ман тем чăмакки тухрĕ? Мĕнле юсамалла-ши? Ним йăтма пултараймастăп.
Кĕркунне, пĕр хĕл, çуркунне ĕçлерĕм те больницăра, пур чире те пĕлет тесе шутлаççĕ пулас вĕсем. Аннен мухтанас шухăшĕ те пур:
— Кума, санне мĕнле чирне пĕлет вăл, — тет. — Асламăшĕ валли тем чухлĕ эмел парса янă пĕркун.
Пирĕн ялта тухтăра мар, фельдшера вĕренсе тухнă çын та çук. Хула аякра, тен, çавăншăнах-и вĕренме каякан çук. Хамăр тантăшсенчен мĕнпурĕ те эпĕ çеç ялтан тухса кайни. Ăнăçлă мар-ха шăпам хамăн та. Кун çинчен килтисем пĕлмеççĕ. Каярахпа калăп.
Укăлча çумĕнчи Павăл арăмĕ ача йăтса килчĕ.
— Пăх-ха çак ывăла манне, ытла нишлĕ, мĕнле сыватмалла-ши? Халĕ те утаймасть.
Ачин куçĕнче чăнах та пĕр чĕрĕ хĕлхем çук. Тухтăр хĕрарăмсемпе калаçнине аса илтĕм те ыйтрăм.
— Ачуна мĕн çитерен?
— Мĕнле мĕн çитерен? Хамăр мĕн çиетпĕр, çавă — ун умĕнче.
— Чăхсем çăмарта пуçланă-и?
— Пуçланăччĕ-ха.
— Ачуна çитеретне çăмартине?
— Эй, эпир çăмарта çисе ӳсмен те.
— Итле, сан ачуна акă мĕнле эмел кирлĕ: ирсерен услам çу янă калекле çăмарта тата стакан сĕт, кăнтăрла яшка, какай. Уйăхран чупма пуçлать ачу.
— Çăмартине лавккана кайса пама пухаттăм-ха. Кăшт çитсă туянасшăнччĕ. Эппин, çитермех тивет пулĕ.
Тантăш хĕр Марук каçрĕ. Эпир ыталантăмăр. Кулатпăр хамăр.
— Илтрĕм те, пăри вăрлăхне сăвăрнă çĕртен тӳрех сан патна, Иăпăртлăха çеç. Калаçмаллисем питĕ нумай! Паян пуçласа аслă вăйă пулать. Питĕ лайăх эсĕ килни, — тет Марук.
Турикасра сарлака пушă лаптăк пур. Пĕр мăшăр та кил-çурт çавăрма хапсăнман ку таврана. Мĕншĕн тесен, авалтан яш-кĕрĕм аслă вăйă ирттерет кунта. Мана вăл ял тӳпи пек туйăнать. Юрататăп эпĕ аслă вăййа.
Ушкăн хĕр çитсе чарăннă та. Эпир те пырса тăтăмăр. Сахал-ха вăйă картинче хĕр. Аслă урамрисем çитмен. Ав, шавлă халăх куçни илтĕнет. Юрлаççĕ, шăхăраççĕ, купăсĕ вăй вылять. Килеççĕ, килеççĕ! Пирĕн çавăн пек йĕрке пур: пысăк урамри хĕрсене каччăсен кайса илмелле, унсăрăн вĕсем килмесĕр тăма та пултараççĕ. Ăçта яш каччăсем, унта яланах — хаваслăх, юрă, хуткупăс сасси.
Ĕнтĕ пур касран та хĕрсем пухăнчĕç. Ретленеççĕ вăйă картинче. Кама ан пăх — яштака пӳ-си. Çавăнпа та кирек мĕнле тум та килĕшет. Пирĕн ял хĕрĕсем ăста алăллă, тупата. Тем тĕслĕ сăрăпа та пĕветеççĕ çипне, вара куçлă-куçлă тĕртеççĕ. Çĕлесе тăхăнсан пăхса ытараймăн, пасар кĕпи тейĕн. Вăйă картинче пуçне тухъя тăхăннисем те курăнкалаççĕ. Сăн парать те çав тухъя хĕр питне! Теприсем пуçне тутăр çыхнă, кĕтессисем тĕрĕллĕ. Çӳçеллĕ тутăр çыхнисем те пайтах. Пăхасчĕ кун çутинче çӳлтен, калăн: ытармалла мар хитре чечек кăшăлĕ. Кăшăлĕ пысăк, çĕр яш-каччă ытамне кĕрейместех.
Ачаш çил лăпкăн вăркăшрĕ-ши? Хăмăш тăрри чӳхеннĕн, хĕрсен вăйă карти ерипен тапранчĕ. Çийĕнчех уçă сасли юрă пуçларĕ. Сасă çумне сасă хутшăнать, вара çепĕç юрă ял çийĕн юхнăçем юхма тытăнать.
Пиçне-пиçмен çырлишĕн те
Пиçнĕ-пиçмен çырлишĕн
Пурак çакса ан тухăр,
Пурак çакса ан тухăр.
Ӳснĕ-ӳсмен хĕрĕшĕн те
Ӳснĕ-ӳсмен хĕрĕшĕн
Лаша кӳлсе ан тухăр,
Лаша кӳлсе ан тухăр...
Купăсçă пирĕн ниçта та мар, юрă пуçлаканпа юнашар. Каччăсем чăрмантармаççĕ. Икшерĕн, виçшерĕн юнашар хĕрсен юххине хирĕç утаççĕ вĕсем. Шухăшĕ такама та паллă: хĕр суйласси, савнисене куç хĕррипе пăхса иртесси.
Сасартăк пире хирĕç утакан каччăсем хушшинче Сĕмьюна асăрхарăм. Уйăх çутинче унăн карттус сăмси йăлтăртатнине куртăм.
Вăйă карти мĕнле тапраннă, çавăн майлах чарăнать. Такмаксене юрласа пĕтернĕ. Ташă пуçлама вăхăт. Каска пуканĕ çине ларнă вăйăç, ура тапса, ташă кĕвви янăратса ярать. Икĕ каччă вăйă картинчен тухъяллă хĕре çавăтса тухрĕç. Мĕнле тӳсет-ши çав чăваш хĕрĕсен ура тупанĕ, пĕр ташша тытăнсан! Тăпăртатать, вĕттĕн-вĕттĕн'пусать, акăш-хур ишнĕнех туйăнать. Аллисем мĕнлерех авăсаççĕ. Ташă вĕçĕнче вăйăçа пуç тайма манмасть хĕр. Халиччен алă çупса тăнă паçăрхи икĕ каччă каллех хĕре вăйă картине, хăй вырăнне, ăсатаççĕ. Йĕрки çапла, авалтан пыракан йăла. Икĕ каччă вăйă хуçи. Вĕсем пурне те пĕлеççĕ: иккен, тăваттăн ташлакан хĕрсене те илсе тухаççĕ вăйăç умне.
Хĕрсем хыççăн каччăсем ислетеççĕ пĕр кана ташша.
Вăйă! Вăйă! Чуна пырса тивекен самант. Çак мар-ши çамрăксене ял çумне çыхса лартаканĕ? Эпĕ хам та каялла таврăнтăм. Тек ниçта та тухмастăп.
Юрланă карталанса, вăйăç умĕнче авкаланса ташланă. Çитес пекки çитрĕ пулĕ. Вăйă саланать.
Килелле хĕре яланах савнă каччи ăсатать.
Эпир Марукпа иксĕмĕрех танкăлтататпăр.
— Ăçта çӳреççĕ-ши пирĕн савнă каччăсем? — тетĕп.
— Манăн — салтакра, — пĕлтерет шăппăн Марук хăйĕн вăрттăнлăхне. — Часах таврăнмалла.
Пахча карти çумĕнче купаланса выртакан пĕренесем çине хăпарса ларатпăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...