Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Лешсем аранах ним калама аптраса ӳкрĕç. Лăп-лап çыпăçасран хăранă пек, хăшпĕрисем сăхсăхса илчĕç, тем мăкăртаткаларĕç. Васкаса саланнă хушăра çеç пĕччен сасă илтĕнчĕ:
— Касусăр сурăх темерĕн!
— Эсĕ анра сурăх! — шухăшласа тăмасăрах патлаттарчĕ Анук.
Вăл килне таврăннă çĕре пӳртре амăшĕ ларать. Хĕрĕ Миххапа явăçнă хыпара илтнĕ хыççăн вăл чĕринче мĕн пуррине каласа хĕрне ӳпкелеме килнĕ. Анук амăшĕ ытла салхуллине асăрхарĕ те тĕпелелле иртме хăяймасăр алăк патĕнче чарăнса тăчĕ.
Наçтик те кăмăлĕ хуçăлнăран тăруках чĕнеймерĕ. Çапла самай вăхăт иртнĕ хыççăн Наçтик кăмăлне хытарсах калаçу пуçарчĕ:
— Ах, Анук... Эпĕ сана чечек пек пăхса ӳстертĕм. Аслă та тирпейлĕ пулма вĕрентрĕм. Ху суйласа илнĕ каччуна юратма чармарăм. Аçу хирĕçрĕ пулсан та, упăшкупа иксĕре телей пехиллерĕм. Эсĕ... хăвна савса ӳстернĕшĕн пире никам курман намăс кăтартрăн. — Наçтик чĕрçитти аркипе питне хупларĕ.
Амăшĕ макăрнине курсан, Анук пăшăрханчĕ, Вăл чупса пырса амăшĕ умне чĕркуçленчĕ те йăлăнма тытăнчĕ:
— Анне, савăнăçăм... Ĕнер эпĕ урамра каланисем пĕтĕмпех суя. Эпĕ хама хам элеклесе намăса кĕтĕм.
Наçтик, чĕрçиттнне пит-куçĕнчен илсе, умĕнче хĕрĕ чĕркуçленсе макăрнине курчĕ пулсан та, сиввĕн чĕнчĕ:
— Ма кирлĕ мара сӳпĕлтететĕн? Ху çине элеклесе ятна çĕртме мĕне кирлĕ пулчĕ сана?
— Анне, ăнланатăп. Эпĕ питех те аван мар турăм. Анчах ирĕксĕртен... Хăвах шухăшла-ха: мана асаплантарса вĕлерме е ĕмĕрлĕхе суранлатса хăварма пултаратчĕç. Ман çав тери пурăнас килет. Урăхла майпа çăлăнма пулмарĕ. Эпĕ аттене пасара чĕнме пырсан, эсир мана шанмасăр калаçнине аса илтĕм те веçех сехмет çине йăвантарма шут тытрăм. Ун ятне асăнсан тивмессе шантăм...
Амăшĕ, хĕрĕн сăмахĕсене ĕненсе, ун хутне кĕресшĕн пулчĕ. Ылхавлă укçа ирĕк памарĕ ăна.
— Апла тесен укçа ăçтан тупрăн? Нивушлĕ ыйткаласа çӳрекене çаратрăн?
— Çук, анне, ку та тĕрĕс мар.
Наçтик хĕрĕ çине хурланса та ӳпкелесе пăхрĕ. Анук сăмахĕсем тĕлĕнтерсе ячĕç ăна. «Ĕнер çеç пĕр майлă каланăччĕ, паян пĕтĕмпех тунать. Халиччен нихçан та суймастчĕ-çке? Унăн пурнăçĕнче, чăн та, ăнланмалла мар ĕçсем пулса иртрĕç-и, тен?»
— Ах, Анук, ĕнер халăх умĕнче тĕрĕссине каларăн пулсан, куна эпĕ тӳсес çук. Ыйткаласа çӳрекене çаратрăн пулсан та тарăхсах вилĕп. Анчах эсĕ темĕн пытаратăн. Ку мана пушшех пăшăрхантарать. Хĕр чух манран ним те пытармастăнччĕ-çке. Тархасшăн, тĕрĕссине кала-ха: укçана ăçтан тупрăн?
Анук чĕрине хуняшшĕ пăрахса кайни те çунтарма чарăнманччĕ-ха, амăшĕ тертленни унăн тӳсĕмне татрĕ. Вăл чăннине каласа пама шут тытрĕ:
— Анне, лаша илнĕ укçана Микула парса янă... Наçтик ĕненмерĕ. Хĕрĕ хăй айăпне сиресшĕн суйрĕ пек шутларĕ. Ку сăмах тĕрĕсех-тĕк, ашшĕне пасара чĕнме пырсан мĕншĕн пытармаллаччĕ ăна! Мĕншĕн халăх умĕнче суйса намăса кĕмеллеччĕ?
— Анук, турă тиркештертĕр сана. Эпĕ ним калама та аптратăп... Сан чĕлхӳ çинче пĕр тĕрĕс сăмах та çук... Мĕн таран çылăх мана...
— Анне, анне... Эсĕ малтан итле-ха. Вара ятлама та пултаратăн. Ан тив, ман валли çутçанталăкра пархатарлăх ан пултăр. Ун чухне эпĕ пур инкеке те шăла çыртса тӳссе ирттерĕп. Анчах халь тĕрĕссине каларăм. Укçине çав ыйт-каласа çӳрекен хĕрарăм урлă Микула парса янă. — Наçтик шарламасăр ларни Анука пушшех тарăхтарчĕ. — Анне, куратăп, эсĕ мана ĕненместĕн, — терĕ те вăл ассăн сывласа, çӳпçе хупăлчине уçрĕ. Унтан икĕ кĕпелĕх сатин, кĕшемер тутăр, пушмак, ачан костюмне кăларса амăшĕ умне хучĕ. — Юрĕ, анне... Эпĕ каланине ĕненместĕн, мана шанмастăн пултăр... Çак япаласем çине астуса пăх-ха, тархасшăн... Нивушлĕ вĕсем ыйткаласа çӳрекен хутаçĕнче пулма пултарнă е сехмет парнеленĕ тесе калама хăйăн? Çук, анне, ку ырă япаласене пурне те Микула парса янă. Юратакан ашшĕ кăна ывăлне мĕн кирлине пĕлсе парнелĕ. Акă, пăх, ку мечĕк. Ку тетте хуткупăс. Нивушлĕ вĕсене пире курайман тăшман илсе панă тесе шухăшлатăн?..
Наçтик юлашкинчен ĕненмесĕр тăма пултараймарĕ. Ун куçĕ умĕнче хальччен пулман япаласем выртаççĕ. Кунашкал япаласене, чăн та, ывăлĕпе арăмне юратакан ашшĕпе упăшки çеç парнелеме пултарнă. Ку Наçтике савăнтарчĕ. Çакăнпа пĕрлех тарăхтарчĕ те.
— Ах, Анук... Кун çинчен ма халăх умĕнчех каламарăн? Ма суйса çĕр йăтайми намăса кĕтĕн?
Амăшĕ ĕненнине туйсан, Анука чун кĕчĕ.
— Анне, тархасшăн каçар. Эпĕ ытла та пысăк терт куртăм. Пурпĕр, халăх мана çавăнтах вĕлернĕ пулсан та, тĕрĕссине пĕлтерессĕм çукчĕ. Ма тесен ун хыççăнах тӳрĕ-шарасем упăшка ăçтине тĕпчеме тытăнатчĕç. Ăна Михха мунчине вут тивертнĕ тесе айăпланине ху та лайăх пĕлетĕн. Аттене пасара чĕнме пырсан каламаншăн та айăплă мар эпĕ. Эсир пĕр сăмахранах шанманни мана питех пăшăрхантарчĕ. Хăйсен юратакан ачине кам çапла шанмасăр тăрать-ши? Тепĕр тесен, ку та нимех марччĕ. Хам ăслăрах пулсан, çав инкеке кĕрсе ӳкес çукчĕ. Вырăс хĕрарăмĕ мана ати таврăниччен укçана пит тыткалама хушмарĕ. Эпĕ, çăмăлттай ăслăскер, вăл ырă суннине мансах кайрăм, ял çыннисене тĕлĕнтересшĕн, эпĕ атиран ырă сăмах илтесшĕн пултăм. Вăт ĕнтĕ, ялйыша чăн та тĕлĕнтертĕм. Ати ырă сăмах калама мар, мана курасшăн та пулмарĕ. Киле мĕнле килнĕ çаплах каялла тухса кайнă.
Наçтик калаçăва итлесе ларнăçемĕн хăй хĕрĕ леш хĕрарăм хушнине итлеменшĕн пăшăрхана пуçларĕ. Ятлама хал çитереймерĕ. Хĕрĕ ахаль те пысăк хуйхă тӳссе ирттернĕ. Юратнă кĕрӳшĕ сываххи ун чĕрине çемçетрĕ. Наçтик аллине хĕрĕн пуçĕ çине хучĕ те:
— Халь ăçта вăл? — терĕ ăшшăн.
— Хусанта, анне. Ырă вырăс çыннисем ăна ĕçе вырнаçтарнă. Анчах ун çинчен никама та калама юрамасть. Эсĕ те пĕр сăмах ан кала. Иксĕмĕр калаçни хамăр хушăрах юлтăр. Ан тив, мана ялта кăшлаччăр. Ман йышши ухмаха çав кирлĕ...
— Тупа тăватăп, хĕрĕм... Ман çавартан пер самах та тухмĕ!
— Шанатăп, анне... Эсĕ тĕрĕсне пĕлнĕ, ĕненнĕ хыççăн мана сывлама та çăмăлрах. Ĕнтĕ эпĕ нимрен те хăрамастăп. Ати ман çинчен усал шухăшласа кайни çеç асаплантарать.
— Хĕрĕм, ан пăшăрхан... Сан хуняçу ăслă та ырă кăмăллă. Тĕрĕссине пĕлсен каçарĕ.
— Ийя, ийя, анне. Вăл каçарĕ. Вăл халь те пирĕн валли нумай кучченеç парса хăварнă... Çĕр вунпилĕк тенкĕ укçа,.. Турă çырлахтăр, анне... Эпĕ кăштах ăслăрах пулсан, манран телейлине ялĕпе те тупас çукчĕ. Тепĕр пасартах ĕне илеттĕм. Хуралтă та çавăрса лартаттăм.
— Хĕрĕм, ан пăшăрхан, пурте пулĕ-ха. Эпĕ Микулапа хуняçуна яланах шаннă. Эсĕ телейлĕ...
Анук карçинкка тĕпĕнчи аш куклине илсе каскаларĕ. Тăм тирĕк çине кăнахвет, премĕк, мăйăр хучĕ.
— Анне, ати кучченеçне тутанса пăх-ха!..
Самай вăхăт иртсен Наçтик, йăлтах кăмăлланса çиткĕскер, Ванюка хăйсем патне илсе кайрĕ. Ун хыççăнах Анук та суха патне васкарĕ.
Вăл кун каçиччен икĕ ана сухаларĕ те килне ывăнса таврăнчĕ. Лашине тăварса апат пачĕ, яшка пĕçерсе хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ çĕре Наçтик Ванюка йăтса килчĕ. Вĕсем пĕрле ларса апат çирĕç. Амăшĕ тухса кайсан, Анук канма выртрĕ. Чĕри йăлтах лăпланнă пек туйса, выртсанах çывăрса кайăп тенĕччĕ вăл. Куçне хупма ĕлкĕрчĕ çеç — хуняшшĕ çилленсе пăрахса кайнине аса илчĕ те, чĕри чĕпĕтсе ыратма тытăнчĕ. Ана шухăшĕнчен самантлăха сирсен те, ун куçĕ умне упăшки пырса тăчĕ. Анук унăн пурнăçне куçпа курнăн пĕлме хăтланчĕ. Акă вара вăл, яра кунĕпе ĕçлесе ывăннă хыççăн хваттерне таврăнсан, ăна никам та пăхман пекех туйăнчĕ. Анукăн пушшех те упăшкипе тĕл пулса, ăна пăхас тата савас килчĕ. Вăл ытла та тунсăхласа çитнĕ вĕт. Çуначĕ пулсан, вăл упăшки патне вĕçсе кайĕччĕ.
Анук мĕн вăхăт шухăшласа выртнине те чухлаймарĕ, лашине пăхма алкум вĕçне тухрĕ. Лаши çав-çавах утă кăмăртаттарни илтĕнет. Кӳршĕсен автанĕ авăтса яни Анука ĕшентерсе пăрахрĕ. «Турă çырлахтăр, çурма çĕр те çитнĕ, эпĕ чĕрĕм ыйхă туман-ха. Ыран ирех суха патне каймалла». Вăл васкаса пӳрте таврăнчĕ те вырăн çине выртрĕ. Хальхинче ывăнни çĕнтерчех. Кĕçех çывăрса кайрĕ. Анчах нумай та çывăраймарĕ — ăна çенĕк алăкне шакканă сасă вăратрĕ. Тăна йăлтах кĕрсе çитиччен ку сасă ăна тĕлĕкре илтĕннĕн туйăнчĕ. Алăка каллех шаккарĕç. Анукăн ыйхи таçта вĕçсе кайрĕ. «Кам-ши унта?» — шикленсе шухăшларĕ вăл. — «Ати-ши? Çук, вăл пулма пултараймасть. Ĕнер çеç çилленсе кайнăскер, паян каялла таврăнмĕ. Микула та мар. Апла тесен кам-ши? Çурма çĕр те паçăрах иртнĕ ĕнтĕ, мĕн шыраса çӳрет ку çын... Сехмет мар-ши? Турă çырлахтăр, çср хута урăх кам çӳретĕр? Мĕн кирлĕ ăна кунта?» Ку ыйту çине хуравлама та йывăрах пулмарĕ Анука. «Ун чухне мĕн шыраса кĕчĕ, халь те çав шухăшах пулĕ. Тен, арăмне тивнĕшĕн тавăрасшăн?» Шакканă сасă татах илтĕнчĕ. Анук вырăн çинчен сиксе тăчĕ те ним тума аптранипе кăравул кăшкăрма шут тытрĕ. Пĕтĕм ял вилнĕ пек çывăрнă вăхăтра пӳртре кăшкăрнине никам илтес çука аса илсе, ку шухăша каллех сирчĕ. Тата кăшкăрнипе ачана шарт сиктерсе пăсма та пултарăн. Сехметрен çăлăнас тесен, пĕр май çеç: ăна пӳрте кĕртме юрамасть. Е çĕмĕрсе кĕрсен? Вăй-хăват çитнĕ таран хирĕç тăмалла. Анук тăрăхла сак айĕнче выртакан пурттине хыпашласа тупрĕ те урай варрине тухса тăчĕ. Ирĕксĕрех Элекçей вăрласа кайнă каçа аса илчĕ. Ун чухне те кĕçĕрхи пекех çĕрлеччĕ, вăл тискер кайăк чĕрине çакланнă пекех вилĕмле хăрушлăхраччĕ. Çапăх та хăраса ӳкменччĕ. Тăшмана парăниччен катка-пичкесем хушшинче шăнса хытма хатĕр пулчĕ. Халь вăл хăй пӳртĕнчĕ. Аллинче пуртă та пур. «Ан тив, кĕтĕр, ним чул та хăрамастăп. Лашана çеç ан тивтĕрччĕ», — хăйне хăй йăпатса кăмăлне хытарма тăрăшрĕ Анук. «Анчах мĕн пулчĕ тата, ма шаккама пăрахрĕ? Авă, çенĕк алăкĕ патĕнчен кайрĕ мар-и?» — çăмăлраххăн сывласа ячĕ Анук. Ывăлне вăратасран хăранипе ним сас-чӳ тумасăр пурттине хучĕ те турăш умне чĕркуçленсе тăчĕ. Кĕлтума тытăнчĕ: «Эй, Микулай ухатник... Эй, çветтуй Праскавье... Мана сехметрен çăлнăшăн тавтапуç сире...»
Чӳрече умĕнче арçын сасси илтĕнчĕ. Анукшăн вăл аслати кĕмсĕртетнĕ пекех пулчĕ. «Турă çырлахтăр, кайман-çке вăл?» Анук тепĕр хут пурттине ярса тытрĕ. Сывлама чарăнсах итлерĕ. Хальхинче паллакан сасă чĕннĕ пек туйăнчĕ: «Турă çырлахтăр, усал аташтарать-и мана... Е сехмет юри улталасшăн-и?»
Кил хушшинчи çыннăн тӳсĕмĕ татăлчĕ пулмалла, чӳречене шăкăртаттарса, хыттăнрах чĕнчĕ:
— Кин... Кин, тетĕп!..
«Çук, никам та аташтармасть мана. Ати сасси ку». Анук чӳрече патне чупса пычĕ:
— Кам унта?
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кин...
— Ати, эсĕ-и ку?
— Ийя, кин... Эпĕ... Уç-ха, тархасшăн.
Анук чĕри çуйлăн тапма тытăнчĕ. Вăл васкаса лампа çутса ячĕ. Çенĕк алăкне тухса уçрĕ. Çтаппан кĕчĕ. Вăл сăмах калама ĕлкĕриччен Анук ун умне чĕркуççи çине ӳкрĕ те чун-чĕринчен йăлăнма тытăнчĕ:
— Ати, пӳтсĕр кинӳне каçар, тархасшăн!
— Кин, ура çине тăр... Эсĕ мар, эпĕ айăплă сан умра. Çавăнпа каçару ыйтма таврăнтăм.
— Çук, çук, ати... — макăрса ярас пек йăлăнчĕ Анук. — Эсĕ тĕрĕс тунă. Эпĕ чăн та упăшкана улталанă пулсан, мана пăрахса каймалла çеç мар...
Çтаппан куçĕсем шывланчĕç.
— Пĕтĕмпех пĕлетĕп, кин... Ура çине тăр, тархасшăн.
— Ăçтан пĕлетĕн? Кам каларĕ сана?
— Микула... Пĕтĕмпех Микула каласа пачĕ.
— Эсĕ ăна куртăн-и?
— Ийя, кин. Сана курмасăр тухса кайнăшăн питех айăплă эпĕ.
— Турă çырлахтăр, ати... Ун çинчен калаçма та кирлĕ мар ĕнтĕ. Мана, хам ăссăр пулнăшăн, çителĕклех терт кăтартрĕç. Халь эсĕ пурне те ăнланса илни чĕрене лăплан-тарчĕ... — Анук çавăнтах хыпăнса ӳкрĕ: — Ати, эсĕ ывăнтăн пулĕ, хырăму та выçрĕ-и, тен? Халех апат хатĕрлĕп!
— Эпĕ тутă, ним чул та ывăнман. Çак самантра çĕр çухрăм утмалла пулсан та ывăнмăттăм.
Çав вăхăтрах урамра асар-писер сасă илтĕнсе кайрĕ:
— Пушар! Пушар!..
Çтаппан васкаса чӳречерен пырса пăхрĕ. Çывăхра вут-кăвар курăнмарĕ.
— Ытлашши ан пăлхан-ха, кин. Урама тухса пăхкалам эп!
Халăх Уйкасалла чупать.
— Кам çунать-ши? — ыйтаççĕ пĕринчен тепри.
— Ваçухха теççĕ, Тухатмăш çунать!
Çтаппан, пӳрте таврăнса, кинне лăплантарса хăварчĕ те каллех тухса кайрĕ.
Вăхăт ытла та ир, халăх вилнĕ пекех çывăрнă тĕл пулсан та, пушар тухнă тени вĕсене тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа урама хăваласа кăларчĕ. Хресченшĕн вăрă та хăрушă. Вăл лашине илсе кайсан алсăр-урасăр пек тăратса хăварать. Яла мур пырса кĕни те хăрушă. Вăл çынсене е выльăх-чĕрлĕхе çавапа çулнă пек пĕтерсе кайма пултарать. Çапах та вăрă-хурахпа муртан пушă стенасем те пулин юлаççех. Пушар тени вара тĕппипе тасатса каять те хресчене ним-сĕр тăратса хăварать. Пĕлтĕр çеç вĕт-ха Михха мунчинчен сиксе ӳкнĕ вут-кăварпа икĕ çемье çаппа-çарамас тăрса юлчĕ. Çĕн пӳрт лартма вăй çитейменнипе çĕрпӳртсенче пурăнаççĕ.
Анчах Ваçухха килĕ тĕлĕнче тĕлĕнмелле япала сиксе тухрĕ. Пӳрт ăшчиккинче çулăм ялкăшать пулсан та, çынсем сӳнтерме тытăнас вырăнне камит курма килнĕ пек пăхса тăраççĕ. Пӳртри вут-çулăм пушар пек мар, Ваçухха асамласа кăларнă вут-кăвар пек туйăнать вĕсене. Ахальтен-и çулăм пӳрт ăшчиккинчен тухмасăр ялкăшать? Юмăçĕ хăй ăçта тата? Шалта чăн та çунать пулсан, вăл унта мĕнле тӳссе вырттăр?.. Тухма ĕлкĕреймерĕ пулсан, кăшкăрмалла пек-çке. Акă, урам хуралçисем насус турттарса çитрĕç. Анчах сӳнтерме тытăнас вырăнне ыттисем пĕрле тĕлĕнсе пăхса тăчĕç. Сӳнтерме пухăннисем иккĕллĕ шухăшĕсене çирĕплетнĕ пекех, пӳртри çулăм йăвашлана пуçларĕ,
Çак вăхăтра Платун хăшкаса çитрĕ те кунта мĕн пулнине тĕпчемесĕрех кăшкăрса пăрахрĕ:
— Мĕн пăхса тăратăр?! Ма сӳнтерместĕр?!
— Мĕн сӳнтермелли пур унта? Ав, хăех сӳнет!
— Унта пушар мар, Ваçухха асамăçлани çеç!
— Яла пăлхатнăшăн туртса кăлармалла та ăна хулăпа çунтармалла!
— Асамăçлать?!. — мăкăртатса илчĕ те Платун эрленсе тутине çыртрĕ. Ун куçĕ умĕнчех шалти çулăм вăйсăрланса пычĕ! «Антра мар-и эпĕ? Алăкне хупса хăвартăм. Акă ĕнтĕ пӳртре сывлăш çитменнипе пушар сӳне пуçларĕ. Çук, тĕппипех пĕтермесен юрамасть».
— Асамăçлать! Туршăн та асамăçлать! — ыттисен шухăшне çирĕплетсе кăшкăрчĕ те Платун çавăнтах хаяррăн ятлаçма тытăнчĕ. — Ылхавлă тухатмăш темерĕн, çынсене çĕрĕн-кунĕн канăç памасть! Ăна хулăпа çунтармалла тесе тĕрĕсех каларĕç. Платун картиш алăкĕн сайхахне туртса кăларчĕ. Чӳрече умне чупса пырса: — Эй, ылхавлă тухатмăш, сана калаççĕ, асамăçлама пăрах! Мĕн тен? Пăрахмастăн-и? Апла пулсан, ме сана! — терĕ те сайхахĕпе чӳречене çапса салатрĕ. Чӳречерен хура тĕтĕм палкаса тухрĕ. Платун месерле кайса ӳкрĕ те тапкаланса кăшкăрса ячĕ: — Кăраву-ул! Пăвать, кăраву-ул! Пĕтрĕмĕр! — курса тăракансем арçурирен хăранă пекех тĕрлетсе чупрĕç. Платун тăват уран халăх хыççăн упаленчĕ.
Урам хуралçисем те тарма тытăнчĕç. Пӳртри çулăм тепĕр хут вăйлана пуçларĕ, çăра тĕттĕм хыççăн тулалла тапса тухрĕ. Çав вăхăтра Çтаппан чупса çитрĕ те çынсем мĕншĕн каялла тарнине чухлаймасăр кăшкăрчĕ:
— Мĕн пулнă? Ăçта чупатăр!?
— Ваçухха асамлать унта!
— Пĕтрĕмĕр!.. — илтĕнчĕç Çтаппана хирĕç чупакан ушкăнра çуйхашнă сасăсем.
Халăх çав тери хăраса ӳкни Çтаппана та пырса тиврĕ, Анчах чӳречерен тапса тухнă çулăм, стенана хыпса илсе çивиттинелле хăпарнине курсан, вăл ыттисемпе чупмарĕ... «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, çилĕ яла тăрăх вĕрет. Кӳршĕ çине пĕр хĕлхем çеç вĕçсе ӳкмелле, вара пĕтĕм ял çунса кайĕ». Çтаппан, хăй хăранине çĕнтерсе, чунакансен çулне пӳлчĕ те:
— Чарăнăр! Çулăм тулалла тухса çивиттине хыпса илнине курмастăр-и-мĕн? Е ялĕпех çунтарса яма шутлатăр-и?! — тесе кăшкăрчĕ. Çавăнтах урам хуралçисем патне чупса пычĕ. — Эккей, э... Мĕнле этемсем эсир? Пĕтĕм яла çунтарас тетĕр-им?! Насус пыршине вут-кăвар çине тытăр часрах. Насусне хам уçлатăп!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...